Чулхулари Кремльте

9 Утă, 2020

Кăçалхи каникулта аннепе пĕр-пĕр хулана кайса курма ĕмĕтленнĕччĕ. Питĕрте темиçе хут та пултăм. Халĕ асран кайми каникула аякри хулара тунă сăн ӳкерчĕксене пăхса савăнатăп. Пĕлтĕр тата Чулхулана çитсе килтĕмĕр. «Лимпопо» зоопаркра пĕр кун ирттертĕмĕр. Тĕрĕссипе, ку çителĕксĕр пек туйăнчĕ. Чĕр чунсене питĕ юрататăп. Кăçал тепре кайма палăртнăччĕ. Шел, ĕмĕтре кăна юлĕ.

Зоопарк питĕ пуян. Унсăр пуçне тĕрлĕ аттракцион, ятарласа ача-пăча валли кафесем. Пĕр-пĕр чĕр чуна пырса курас умĕн юмахри персонажсем кĕтеççĕ. Крокодил Генăпа, Чебурашкăпа, Машăпа тата Упапа сăн ӳкерĕнтĕм. Кенгурун «сумкине» те ларса куртăм. Пысăк зоопарк малтанах хăратать пек. Анчах çӳреме питĕ çăмăл. Унăн картти темиçе тĕлте пур. Пăхма, ăнланма ачасене питĕ меллĕ.

Иртнĕ çул çулла Питĕрти зоопарка та кайса куртăм. «Ленинград зоопаркĕ» ятлăскерĕн те лаптăкĕ «Лимпопо» пекех, 7 гектартан ытла. Унта шурă упасем, Усладăпа Хаарчаана, уйрăмах килĕшрĕç. Видео ӳкертĕм вĕсене. Тăван тăрăха таврăнсан кукамайпа кукаçине кăтартрăм. Жирафа курма та епле илĕртӳллĕ! Яштака кĕлеткеллĕ хĕр пек илемлĕн утса çӳрет. Зоопарка пынă çынсем çине ăшшăн пăхать.

Чулхулара тепĕр кунхине Кремле кайса куртăмăр. Историпе çыхăннăскер мана тыткăнларĕ. Унăн стени çинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсен ячĕсем… Кремль картишĕнче вăрçă вăхăтĕнчи техника темĕн чухлех. Вертолета ларса куртăм. Ытти ачапа пĕрле грузовик çине хăпартăм. Пушка, пулемет, танк — темĕн те пур. Унтан Чкалов картлашкипе Атăл хĕррине антăмăр. Анаталла та ывăнтарчĕ те, мĕнле каялла хăпарнине аса илес килмест. Çуррине çитсен ларса кантăм. 442 картлашка шутланать çавăнта. Саккăр цифра евĕрлĕскере икĕ енĕпе те шутласан 680 картлашка тесе палăртнă. Киле ывăнса таврăнтăм. Çул тăршшĕпе çывăртăм. Асăнмалăх тунă сăн ӳкерчĕксем вара паянхи кун та кăмăла çĕклеççĕ.

Тĕрлĕ хулара пулни, канни, курса çӳрени, çĕннипе паллашни мана шкулта пĕлӳ илнĕ чухне те пулăшать, тавра курăма анлăлатать. Интернетра паллашни урăх, чăн-чăнах пулса курнипе танлашаймĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.