Хыпар

26 Чÿк, 2013

Ял тăрăхне кам пулăшĕ?

Республикăра çивĕч ыйтусăр пурăнакан ял пур-ши? Темĕн, çук пулĕ. Канаш районĕнчи Шаккăл ял тăрăхĕнчи ялсен те вăл темĕн чухлех. Таса шыв ыйтăвнех илер. Ку таврара çăл куç нумай. Вĕсемпе усă курма меллĕ. Пăрăх йĕркеллĕ вырнаçтар та - шыв анаталла юхса кашни килех çитет. Анчах çак ĕçе харпăр хăй тĕллĕн пурнăçлама юрамасть - явап тыттараççĕ. Малтан проект хатĕрлемелле, ăнăçлă хÿтĕлесе ирĕк илмелле. Ку вара - хаклă.

26 Чÿк, 2013

Чи ăста тухтăра палăртрĕç

ЧР Сывлăх сыхлав министерствипе республикăри стоматологсен ассоциацийĕ йĕркеленипе Шупашкарта стоматологи гигиенисчĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕн регионти тапхăрĕ иртнĕ. Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Трактор тăвакансен проспектĕнчи хула стоматологи поликлиникинче республикăри патшалăх тата коммерци сиплев клиникисенче ĕçлекенсенчен професси ăсталăхĕпе чи пултаруллине палăртнă.

26 Чÿк, 2013

Михаил Игнатьев видеоконференци ирттернĕ

Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ.

23 Чÿк, 2013

Шăмăршăсем пĕрле пуçтарăнсан...

Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче Шăмăршăсен ентешлĕхĕн уявĕ иртнĕ. Фойере Шăмăршăсене Пуянкассинчи «Ахаяс» фольклор ансамблĕ юрласа, ташласа кĕтсе илнĕ. Кунтах асăннă районтан тухнă паллă çынсен сăн ÿкерчĕкĕсен галерейине тата алă ăстисен куравне йĕркеленĕ.

23 Чÿк, 2013

Суйкăнсем суймаççĕ

Асăннă ял епле пуçланса кайнине тĕрлĕрен ăнлантараççĕ. Пĕрремĕш­не вара "суяс" сăмахпа çыхăнтараççĕ. Вăрманта пытаннă яла хырçă пуçтарма килнисем, "Эсир камсен пулатăр." - тесе ыйтнă-мĕн. "Эсир хăвăр вара ăçтисем." - çийĕнчех тĕпченĕ хресченсем. Вĕсем Пăва уесĕнчен пулнине пĕлсен, "Эпир Улатăр уесне пăхăнатпăр", - тенĕ. Улатăр уесĕнчисем килсе тухсан вара Пăва уесĕнчисем тесе çирĕплетнĕ.

Pages