Выльăх пăхакансен ĕç кăтартăвĕсем кăçал лайăхрах

14 Утă, 2020

Выльăх ял-йыша тăрантарать, мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсене тупăш ӳсен-тăран культурисене сутса тунинчен ытларах парать. Ялта лайăхрах пурăнас тесен выльăх нумайрах ĕрчетмелле, унтан продукци ытларах илмелле. Çак тĕллеве ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕтĕм йышши хуçалăхсен умне лартнă. Вăл еплерех пурнăçланать-ха? Ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ, министерствăн выльăх ĕрчетес тата ăрат ĕçĕн пайĕн ертӳçи Татьяна Егорова хуравлать.

Кĕтӳ хушăнать

— 2020 çулхи ĕç кăтартăвĕсене мĕнле хак паратăр?

— Сĕт производствине çуллен ӳстересси — ферма коллективĕсен чи малтан пурнăçламалли тĕллевĕсенчен пĕри. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх 208,5 пин пуç е 2019 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенчипе танлаштарсан 1,5% нумайрах шутланнă. Çав хисепре ĕне 87,6 пин е 2019 çулхи пилĕк уйăхринчен 1,1% ытларах. Мăйракаллă шултра выльăх Патăрьел /19,9 пин/, Вăрнар /17,8 пин/, Шупашкар тата Муркаш /16-шар пин ытла/ районĕсенче ыттисенчен йышлăрах.

— Шучĕ ял хуçалăх организацийĕсенче, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче е кил хуçалăхĕсенче пысăкрах-и?

— Виççĕмĕш категорире — Чăваш Енри пĕтĕм кĕтĕвĕн 60% е 120,9 пин пуç. Чăн та, кил хуçалăхĕсенче йыш пĕлтĕрхи асăннă хушăринчен 1,6 пин е 1,3% пĕчĕкленчĕ. Çĕртмен 1-мĕшĕ тĕлне вĕсенче 54,5 пин ĕне е пĕтĕм йышши хуçалăхсенчи мăйракаллă шултра выльăх шучĕн 62,2% усранă. Кил хуçалăхĕсенче сăвакан ĕнесен хисепĕ иртнĕ çулхи пилĕк уйăхринчен 0,49 пин е 0,9% катăлнă. Чăваш Енри ял хуçалăх организацийĕсенче мăйракаллă шултра выльăх 66,9 пин пуç е 2019 çулхи отчетлă тапхăртинчен 2,7% нумайрах усранă. Ку шутра сăвакан ĕне 25,1 пин /иртнĕ çулхи пилĕк уйăхринчен 1,8% ытларах/ — мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенчи пĕтĕм ĕнен 28,7%.

— Сĕт паракан кĕтӳ ăçта йышлăрах?

— Шупашкар, Вăрнар, Елчĕк районĕсенчи ял хуçалăх организацийĕсенче — 3,5-2,9 пин пуç. Вăл вун виçĕ районта асăннă хушăра пĕлтĕрхи пилĕк уйăхринчен 0,1-8,2% хушăннă. Ку — юлашки çулсенчи ӳсĕм.

— Татьяна Петровна, сĕт паракан ĕне выльăх ăратне лайăхлатассишĕн селекцие еплерех йĕркеленĕ?

— Ку ĕç планпа килĕшӳллĕн, анлăн пулса пырать. Ăна пула продуктивлăх пысăкланать, ăрат пахалăхĕсем аванланаççĕ. Халĕ республикăра ăратлă хура-шурă ула ĕнесене ĕрчетессипе 18 предприятире тăрăшаççĕ. Ăратлă пысăк продуктивлă ĕне 10,5 пин пуç /ял хуçалăх организацийĕсен мĕн пур ĕнин 41,8%/ шутланнă. Çав тӳпе — Шупашкар районĕнче чи пысăкки — 98%, республикăри ял хуçалăх организацийĕсен ĕне кĕтĕвĕн 15%.

Ăçта ытларах сăваççĕ?

— Хресчен-фермер хуçалăхĕсем хăйсене сĕт производствинче мĕнле кăтартаççĕ?

— Вĕсем те малаллах кайнине палăр¬тас килет. Мăйракаллă шултра выльăх — 20,5 пин, çав шутра сăвакан ĕне 8 пин пуç. Мăйракаллă шултра выльăх кăçалхи пилĕк уйăхра пĕлтĕрхи çав хушăринчен — 17,4%, вăл шутра ĕне 15,9% хушăннă. Пилĕк уйăхра республикăра туса илнĕ сĕт калăпăшĕнче ХФХсен тӳпи 9,1% кăна пулин те ăна çуллен ытларах сутаççĕ. Çав хушăра 17 пин тонна е танлаштарнă тапхăртинчен 2,1 пин тонна /14,1%/ нумайрах сĕт сунă.

— Çитес çулсенче сĕт производствине татах ӳстерейĕпĕр-ши?

— Вăл пысăклансах пырать. Кăçалхи пилĕк уйăхра 186,1 пин тонна е 2019 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенчипе танлаштарсан 10,5 пин тонна /6%/ нумайрах сунă. Кил хуçалăхĕсенче иртнĕ çулсенчи пекех чи нумай — 103,9 пин тонна /пĕтĕм йышши хуçалăхсенче туса илнин 55,8%/, 2019 çулхи пилĕк уйăхринчен 1,6% ытларах суса илнĕ.
Ял хуçалăх организацийĕсенче 2020 çулхи пилĕк уйăхра 65,1 пин тонна сĕт е пĕтĕм категори калăпăшĕн 35%, иртнĕ çулхи палăртнă хушăринчен 6,9 пин тонна /12%/ нумайрах суса илнĕ. Вĕсенче туса илнĕ мĕн пур сĕтĕн 50,2% — ăратлă ĕнесен тӳпи.

— Ăçта чи нумай сунă?

— Шупашкар районĕнче — 12,8 пин тонна. Çак кăтарту Чăваш Енри ял хуçалăх организацийĕсенче туса илнин 20% е ӳсĕм 2019 çулхи пилĕк уйăхринчен 2 пин тонна /19,2%/ ытларах. Ку районта хальхи пурнăçа тивĕçтерекен выльăх комплексĕсем хута ярса ӳсĕм çулĕпе малаллах каяççĕ. Чи малтан сăмах «ЧебоМилк» тата «Ольдеевская» обществăсем пирки пырать. Вăрнарсем те кăрлач-çу уйăхĕ-сенче 8,3 пин тонна е иртнĕ çулхи тапхăртинчен 0,7 пин тонна /10%/ нумайрах суса сĕт районĕсем шутланаççĕ. Çак продукцие нумай туса илекен республикăри организацисенчен пĕри — Вăрнарти аш-какай комбиначĕ. Маларах палăртнă тапхăрта 5,2 пин тонна е пĕлтĕрхи пилĕк уйăхринчен 0,6 пин тонна /12,9%/ ытларах сунă. Виççĕмĕш вырăнта — Елчĕк районĕ: 7 пин тонна, 2019 çулхи пилĕк уйăхри чухлех туса илнĕ.

— Производство ӳссе пынин сăлтавне мĕнпе ăнлантаратăр?

— Иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан ĕнесен пысăкрах пайне хăтлăрах фермăсенче тăратнипе, тăраниччен паха апат çитернипе, сĕт туса илмелли технологипе туллин усă курнипе, селекцие планпа килĕшӳллĕн йĕркеленипе. Кăçалхи пилĕк уйăхра ăратлă выльăх тытакан хуçалăхсенче кашни ĕнерен вăтамран 3136 килограмм сĕт сунă. Çак кăтарту республикăри ял хуçалăх организацийĕсен асăннă хушăри вăтам кăтартăвĕнчен 17,8% пысăкрах. Ку енĕпе çак предприятисем малта пыраççĕ: «Смак-агро» /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, «Чурачикское» /Шупашкар/, «Победа» /Елчĕк/ — 3700 кг ытла; «Атлашевский», «ЧебоМилк», «Ольдеевская» /Шупашкар/, «Новый путь» /Элĕк/, «Ленинская искра» /Етĕрне/, «Дружба» /Тăвай/ — 3500-3700 кг; «Коминтерн» /Хĕрлĕ Чутай/, «Родина» /Етĕрне/, «Асаново» тата «Слава» /Комсомольски/ — 3300-3500 кг.

Сĕт те, аш та çителĕклĕ пулĕ

Кăçалхи пилĕк уйăхри ӳсĕмлĕ пĕтĕмлетӳ 2020 çул вĕçлениччен производство калăпăшĕ татах ӳсессе шанма хистет.

— Суту-илӳре качака сĕчĕ хăйĕн вырăнне тупать-и?

— Ăна нумайăшĕ килĕштерет, ĕне сĕтĕнчен чылай хаклăрах пулин те лайăх сутăнать. Апла пулсан выльăх пăхакансемшĕн рынок пур. Мĕн пур йышши хуçалăхсемшĕн — тупăш тумалли тепĕр çул. Тен, хăшĕ-пĕрин ăна суйласа илмелле. Качака сĕтне республикăра сăвакан пĕтĕм сĕт производствин калăпăшне кĕртетпĕр. Ку продукцие Чăваш Енре темиçе фермăра туса илеççĕ, сĕт паракан 1,6 пин качака усраççĕ. Кăçалхи пилĕк уйăхра 456 тонна е 2019 çулхи палăртнă хушăринчен 50 тонна /12,2%/ нумайрах суса илнĕ.

— Çĕршыва, республикăна аш яланах кирлĕ. Ун пирки мĕн пĕлтеретĕр?
Малалла вулас...

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.