Выльăх-чĕрлĕх иленнĕ, курăк ашкăрса ÿсет

19 Çĕртме, 2020

Пĕлÿ çурчĕ пулнă вырăнта социаллă пĕлтерĕшлĕ объект пулать-и?

«Ку вырăнта ĕлĕк ача сасси янăранă. Хамăр та çак картишре чупса çÿреттĕмĕр, унта выляса ÿсрĕмĕр. Ялти шкул хыççăн вăтам пĕлÿ çак шкулта илтĕмĕр», — хурланса калаçрĕ Николай Адер предприниматель. Сăмах — Çĕмĕрле районĕнчи Анат Кăмаша шкулĕ пирки.
Шкула 2007 çулта хупса хунă. Паллах, ача сахаллине пула. Пуçламăш классене ача садне куçарнă. Хальхи вăхăтра унта 40 ытла ача вĕренет. Унччен Анат Кăмашари вăтам шкулта 15 ялтан 600 яхăн ача çÿренĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче хăпартнă çурт юхăнса ларать. «Тăрри аванах, пĕр тĕлте кăна шыв анать. Никĕсĕ те, стенисем те çирĕп», — пĕлтерчĕ Николай Михайлович. Шкул алăкĕсем яри уçă, чÿречисене çĕмĕрсе пĕтернĕ. Çурта çын кăна мар, выльăх-чĕрлĕх те кĕрсе çÿрет. Ăçта мĕнле пÿлĕм пулнине алăксем çинче çакăнса тăракан табличкăсем аса илтереççĕ. 15 çул каялла шкул кĕрлесе тăнă. Акă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине сума суса çырнă плакат та упранса юлнă. «Вĕренмелле! Вĕренмелле! Вĕренмелле!» тесе çырнă стенд урайĕнче выртать. Урай хăмисене хăпăтма тытăннă. Вăрăм коридорта сцена пулнă. Унта спектакльсемпе концертсем лартнă, тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ. «Шкул хупăнсанах унта спортзал тăвасси пирки калаçрĕ районти тÿре-шара, анчах ĕç вырăнтан тапранмарĕ. Хулари бассейнра çынсем валли вырăн çитменни пирки час-час илтме пулать. Шкулта спортзал тата бассейн тума питĕ меллĕ, тупăшĕ те пулатчĕ. Çамрăксем çак шухăша ырларĕç», — терĕ Николай Адер. Шкула салатма пуçласан вăл унти хăш-пĕр япалана ялти музее илсе кайнă. Библиотекăпа интернат пулнă çурт та, столовăйпа котельнăй та ишĕлеççĕ. Шкул тавра тытнă картасем те «ураланнă», шкул хапхи кăна тунсăхлăн ларать. Унăн территорийĕ пысăк: футбол уйĕ, сад, пахча çимĕç ÿстермелли лаптăк… Анчах паянхи кун унта курăк ашкăрать, йывăçсем ÿссе-пысăкланса кайнă. Ку вырăнта нумай ачаллă çемьесене çĕр уйăрса панă, анчах лешсем килĕшмен. Котельнăйне вырăнти пуçлăх туяннă иккен. Акă çак кунсенче ялти хăй тытăмлăх обществин /ТОС/ председателĕ Виктор Михайлов депутатсемпе пĕрле çак вырăна йĕркене кĕртме ыйтса Шупашкара çыру янă. Вĕсем те спорткомплекспа бассейн, спорт площадкипе футбол уйĕ тумаллине пĕлтернĕ çырура.
Николай Адер каланă тăрăх — Анат Кăмашара 1898 çулта йывăçран чиркÿ туса лартнă. Юнашарах прихут шкулĕ уçăлнă. 1939 çулта чиркĕве хупнă, тепĕр 20 çултан ăна çĕнетсе унта шкул ачисене куçарнă. 2014 çулта кивĕ çурта салатнă. «Упраса хăварма пулатчĕ, анчах тăрринчен шыв анма пуçларĕ те ишĕлме тытăнчĕ», — терĕ вăл. Шкул пĕренисем халĕ те йăваланса выртаççĕ. Икĕ хутлă пулнăскерĕн никĕсĕ те пур.
Николай Михайлович çак никĕсĕн пĕр пайĕ çинче музей-часавай тăвасшăн. Вăл икĕ хутлă пулĕ: пĕрремĕшĕнче — кĕлĕ тумалли вырăн, иккĕмĕшĕнче — шкула халалланă музей. Ун проектне туса хатĕрленĕ. «Ку ĕçе бюджет укçипех тумалла, — тет вăл. — Çапла майпа çылăхсене каçарттармалла, аркатнă пурлăха тавăрмалла». Николай Михайлович Тваршу çырмине хăтлăлатма ĕмĕтленет. «Çырмари кÿлле тикĕслесе 3000 тăваткал метр таран пысăклатма пулать. Унта пулă ĕрчетĕпĕр, выльăхсем шыв ĕçме анĕç, çынсем шыва кĕрĕç… Пушар тухас пулсан та шыв кирлĕ. Хальхи вăхăтра унта çул тăвакансемпе ял халăхĕ хăйăр илет», — терĕ вăл.
Макарий манах пурăннă çĕр пÿрчĕ патне те çул хывасшăн. Ял хастарĕсем унти вырăна тирпейленĕ, хĕрес лартнă, каçса çÿремешкĕн карлăксем хывнă. Çăла тасатнă. Тури Кăмашари чиркĕве килекенсем тата туристсем унта та кайса килме пултараççĕ. Сăмах май, ку чиркÿре строительство ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор тата Николай АДЕР архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.