Тырра туртсах илнĕ!
Граждан вăрçи пынă çулсенче РСФСР Национальноçсен ĕçĕсен Халăх Комиссариачĕн Наркомнац Чăваш пайĕ хресченсене Совет органĕсемпе апат-çимĕç пуçтаракан отрядсенчен хÿтĕленĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен сотрудникĕсем тата уполномоченнăйĕсем хăш-пĕр чухне этем ретĕнчен тухсах кайнă, чрезвычайлă налук пухнă, «продразверстка» ирттернĕ чухне саккуна пăснă.
Çак йĕркесĕрлĕх мĕн пур чăваш вулăсĕнче, ку шутра Етĕрне, Чикме /Козьмодемьянск/, Кăрмăш уесĕсенче сарăлнă. «Чĕн пушă кашни кантуртах çакăнса тăрать, — палăртнă Чăваш пайĕн 1919 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 25-мĕшĕчченхи ĕçĕ çинчен çырнă отчетра. — Çынсене хĕненĕ чухне чи хаяр инквизиторсенчен те ирттереççĕ. Тырра пытарнă вырăна кăтартма ыйтса, ирĕксĕрлесе çарамаслантараççĕ, сак çине тăсса хурса саламатпа ислетеççĕ, винтовка кÿпчекĕпе пуçран тÿнклеттерсе тăнран яраççĕ, хĕрарăмсене хывăнтарса, тăнлавран пистолет кĕпçипе чышса тинкене илеççĕ. Тумтире, пÿрте, лашана, ĕнене тăпăлтарса илеççĕ» /В.Н.Клементьев. «Формирование советской системы в Чувашии: начальный этап» кĕнеке, 101 стр./.
Малалла вулас...
Комментари хушас