Тылра, апат çитмен чухне

4 Авăн, 2018

Çак статьяри архив материалĕсем нумай çул патшалăх вăрттăнлăхĕ шутланнă, «Хыпарта» пуçласа пичетленеççĕ. Идеологи тĕллевĕсене пула папкисем çине «Вăрттăн» гриф лартнă. «Чăваш коммуни» тата «Коммунизм ялавĕ» хаçатсенче кун çути курма пултарайман.

Хăшĕ-пĕри «нимĕçсене выляса яратпăр» тесе сăмах сарнă

Документсем ЧР Патшалăх истори архивĕнче /Чăваш АССР Министрсен Совечĕн фондĕнче/ упранаççĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ вĕсене «Под грифом «Секретно» кĕнекене /2016 ç./ кĕртсе кун çути кăтартнă. Документсене пичете истори наукисен кандидачĕсем Дмитрий Захаровпа Евгений Касимов хатĕрлесе пархатарлă ĕç тунă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пафослă историйĕпе пач çыхăнман материалсене хаçатра кун çути кăтартни хăш-пĕр вулакана килĕшменнине малтанах пĕлсе тăратăп. Çапах вăрçă йÿççи çинчен пурин те пĕлме ирĕк пулмалла. Ку статьяра сăмах — Совет влаçне, Хĕрлĕ Çара, партипе правительство ертÿçисене, ВКП/б/ тата патшалăх тытса пынă политикăна хирĕçле ĕçсем çинчен. Совет Союзĕнче вĕсемшĕн явап тыттарма Уголовлă кодекса 58-мĕш статья кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн «революцие хирĕçле ĕç-хĕлшĕн» айăпланă. Кунта илсе кăтартнă тĕслĕхсенче шăпах çав статьяпа приговор кăларнă.
Чăваш АССР шалти ĕçсен халăх комиссарĕ М.Андреев республикăн Халăх Комиссарĕсен Совечĕн Председательне А.Сомова 1941 çулхи утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче çапла пĕлтернĕ: «Мобилизацин пĕрремĕш кунĕсем ĕç çыннисен кăмăлĕ патриотлăх туйăмĕпе палăрса тăнине кăтартса пачĕç. Çакна хăйсен ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара йышлăн çырăнма, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме кăмăл тунисем çирĕплетеççĕ. Вăрçă пуçланнă кун Чкалов районĕн çар комиссариатне кăна 100 ытла заявлени пырса панă. Çакнашкал ырă тĕслĕхпе пĕрлех тăшман элеменчĕсем «вăрçăра пурпĕр нимĕçсене выляса яратпăр» тесе, хăйсен шухăшне халăх хушшинче сарса, суту-илĕве йĕркерен кăларма хăтланса, партипе Совет органĕсене чăрмав кÿрсе революцие хирĕçле тăвакан ĕçе вăйлатаççĕ».
Елчĕк районĕнчи Таяпа çынни, колхоза кĕменскер, çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче: «Совет Союзне хирĕç Германи вăрçă пуçланăшăн савăнатăп кăна. Çакна эпĕ тахçанах кĕтнĕ», — тенĕ. Çав ялтанах вăрланăшăн тĕрмене хупнă Сазонов /тăванĕсене кÿрентерес мар тесе айăпланисен хушамачĕсене улăштартăм/ арăмĕ кÿршĕсемпе калаçкаланă хушăра: «Упăшкана тинех ирĕке кăлараççĕ! Вăл Совет Союзне хирĕç каять», — тенĕ.
Элĕк районĕнчи Асамат ялĕнчи А.Филиппов, хăйĕн кил хуçалăхĕнче ĕçлесе пурăнаканскер, 22-мĕшĕнче сăмахланинчен: «Ку вăрçă ман пеккисене пĕртте савăнтармасть, колхозниксене çеç савăнтарать. Совет саккунĕсем шуйттанран тесе вĕсем тахçанах калатчĕç». М.Кузьмин /çав ялтанах,1920 çулсенче çил арманĕ тытнă/: «Çурла уйăхĕнче Совет влаçĕ пулмасть! Ăна патшалăх органĕсенчен сирпĕтсенех çил арманĕ хăпартатăп». Кондрашкин /Хурăнкасси ялĕ/ Етĕрне — Çĕмĕрле тракта тăвакансене «Совет Союзĕ Германипе пÿрнесемпе çапăçать, СССР пуçлăхĕ М.Калинин çĕршывран тарнă, ăçта пытанни паллă мар» тенĕ.

Ялта мĕншĕн пăлханнă?

— Андреев комиссар Сомов патне çитернĕ çырура çакăн пек тĕслĕх те пур, — каласа парать Е.Касимов тĕпчевçĕ. — Калинин районĕнчи Ярмушка ялĕнчи Ф.Огурцов, «кулак» пулнăскер, утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче çăнăх авăртнă чухне М.Ентриковăпа харкашса: «Ку манăн арман! Эпĕ тунă ăна! Патша саманине манса кайрăн-им? Халь ав нумай юлман ăна тавăрма», — тенĕ. Чалăм Кăкшăм ялĕнчи уйрăм хуçалăхра ĕçлесе пурăнакан Е.Петров хăйне ял Совечĕн председателĕ çул ту-машкăн кайма ыйтнине итлемен, хирĕçленĕ: «Гитлер килет! Çулу халь кама кирлĕ? Совет влаçĕ часах хăмпă пек çурăлать». Малтикас Ялтăра ялĕнчи хĕрарăм вăрмантан пĕренесем турттарнă чухне савăнăçне пытарайман: «Ку вăрçа эпир икĕ çул кĕтрĕмĕр. Совет влаçне, коммунистсене, колхоз каскăнĕсене тĕп тăвасси инçе мар!»
Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ. Г.Попов, Октябрь районĕнчи Тури Кушмара ялĕ: «Колхоз кĕлечĕсенчи тырра ĕç кунĕсемшĕн çынсене халех валеçмелле. Парса ĕлкĕреймесен Совет влаçĕ илсе каять — нимсĕр юлатпăр. «Хĕрлĕ» армеецсем валли тиесе ярас çук. Вĕсем вут-çулăмра пирĕншĕн мар, большевиксемшĕн кĕрешеççĕ. Коммунистсене влаçран часах сирпĕтеççĕ. Кайран эпир хуçа пулатпăр».
Çĕрпÿ районĕнчи Старак ялĕнчи К.Андреев та чĕлхине ирĕке янă: «Сталин пуçĕ çаврăнать. Пуçĕ çаврăннăран айăпсăр çынсем пуç хураççĕ. Сталин пĕтĕм тĕнчене ярса илесшĕн пулчĕ, анчах çатăрласа тытаймарĕ. Тепĕртакран унăн пуçне касаççĕ». Мами салинчи П.Петров та шухăш тилхепине вĕçертнĕ: «Вăрçă пуçланчĕ — часах колхозсем саланаççĕ. Çавăнпа вĕсен çĕрне алла илме хатĕрленмелле». Урпаш ялĕнчи Николаев конюх çапла персе янă: «Молотов — нимĕç, çавăнпа вăл Тăван çĕршыва сутса яма та пултарать». Хĕрлĕту ялĕн ферминчен тислĕк турттаракан 30-34 колхозник 25-мĕшĕнче ĕçе пăрахсах правление чупнă, хуçалăх тыррине фронта ăсатасран хăраса ĕç кунĕшĕн валеçме ыйтнă. «Кĕлетсенчех вăл! — хуравланă Федоров председатель. — Анчах колхозниксене районăн хатĕрлев пайĕ хушмасăр параймастăп. Ыйтăва татса пама халех райĕçтăвкома каятăп». Унăн хуравĕ пăлханакансене çырлахтарман, вĕсем тарăхса влаçра ĕçлекенсене «çиме» тытăннă. Колхозниксем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Сĕнтĕр районĕнчи Шупуç ял тăрăхĕнчи А.Четверякова колхоз правленине пынă та: «Ĕнер Торай пасарĕнче пултăм. Кашни пăт çăнăха 70 тенкĕлле тĕркĕшсех туянаççĕ! Илсе пĕтереççĕ, пире валли хăвармаççĕ. Туянса юласчĕ!» — тенĕ. Пашалукассинче кил хуçалăхне тытакан П.Егоров ял Совечĕн председательне: «Германи пит вăйлă, аллисем вăрăм, пурне те ярса илет», — тенĕ. Председатель çак сăмаха тÿрех НКВДна çитернĕ.

Пăшалтан персе тарнă

Прокуратура органĕсем 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 19-мĕшĕччен лавккасем кашни çынна апат-çимĕç сутмалли нормăна пăхăнманшăн — 15, промышленноçпа апат-çимĕç таварне саппасласа хунăшăн — 25, колхоз фондне, çав шутра тыррине, сапаласа пĕтернĕшĕн — 3, дезертирствăшăн — 8, çар комиссариатне чĕнтернĕ кун пыманшăн — 24, çара вăхăтра автотранспорт уйăрса паманшăн — 14, ят тухнисене пухакан вырăнта хăйсене йĕркеллĕ тытманшăн — 11, мобилизацие хирĕçле тунă ытти ĕçшĕн 15 уголовлă ĕç пуçарнă.
Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 10-мĕшĕччен чĕнтернисем комиссариата пыманшăн тата мобилизацирен тарса çÿренĕшĕн — 35, çара автотранспортпа çийĕнчех тивĕçтерменшĕн Канаш тата Çĕрпÿ çар комиссариачĕсен яваплă çыннисем тĕлĕшпе — 1-ер, лашасене комиссариат палăртнă кун пырса паманшăн 9 уголовлă ĕç пуçарнă. Имшерри-ваттине фронта яма хăтланнăшăн Етĕрне районĕнчи «Правда» колхоз председательне, Çĕрпÿ районĕнчи «Цивильстрой» колхоз председателĕпе счетоводне, кил хуçалăхĕнчен çара ăсатма пăхнине çĕçĕпе усă курса юриех сусăрлатнăшăн В.Зыряева судпа айăпланă.
Гитлер эшкерĕсем Мускава талпăннă эрнесенче унта çеç мар, регионсенче те Совет влаçне, çара, партипе правительство ертÿçисене хирĕç агитацилекен йышланнă. Н.Перов /çара кайма ячĕ тухнă/: «Çапăçма пурпĕр каймастăп! Фронтра пĕрре пулнă эпĕ — çитет мана. Текех Германипе вăрçмастăп». Ф.Николаев: «Пире налуксемпе нушалантарчĕç. Халĕ çапăçма ярасшăн. Эпĕ пурпĕр тĕллесе пеместĕп, алăсене тăрататăп та тыткăна лекетĕп». И.Илларионов: «Фронтне çитĕпĕр-ха, пульлисене тăшман еннелле мар, сывлăша кăларса ярăпăр». Вĕсен хушшинче 1930 çулсенче репрессиленисем те пулнă. Тĕслĕхрен — Н.Шапкина: «Кăшт кăна кĕтĕр! Кунта часах нимĕç çитет. Вăл сире хăвăрт ярса тытать». М.Гамалин: «Совет влаçне çапса антараççех! Çавăнпа колхоза ан кĕрĕр. Колхозниксене вутта пăрахĕç».
Чăваш АССР прокурорĕ А.Котов Совет тата Етĕрне районĕсенче «революцие хирĕçле листовкăсем сарнине» çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш АССР Халăх Комиссарĕсен Советне пĕлтернĕ: «Етĕрне тăрăхĕнче кулак пулнăскер хăйне тытса чарма тăнă чухне сотрудниксене пăшалтан персе тарнă. Совет влаçне хирĕçле листовкăсене влаç органне пырса парас вырăнне çынсен хушшинче сарнă тĕслĕхе Етĕрнери çу çапакан заводра тăрă шыв çине кăларнă. Çĕрпÿ районĕнчи пĕр колхозник 13 çулти ывăлне хистесех çак йĕркесене çыртарнă: «Сирĕн пĕтĕм ырлăх-пурлăх пур! Пирĕн нимĕн те çук — эпир выçăпа аптăратпăр. Çĕршывра — выçлăх, юхăнчăк, этем — мĕскĕн, ачасем валли çăкăр çук…» Çак заявлени колхоз правленийĕнче çур уйăх çакăнса тăнă. Вăл Совет влаçне хирĕçле агитаци листовки пулса тăнă».

Диверсант, Патреккелте çуралнăскер

Чăваш АССР Аслă сучĕн председателĕ А.Алексеев Халăх Комиссарĕсен Советне 1941 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн вĕçĕччен судсенче пăхса тухма «революцие хирĕçле ĕçсемшĕн» пуçарнă 529 уголовлă ĕçе /пĕтĕм уголовлă ĕçсен 91%/ йышăннине, вăрçă пуçланнăранпа вĕсен йышĕ палăрмаллах ÿснине пĕлтернĕ, «революцие хирĕçле вăйсен республикăри хÿрешкисем фашистсен агитацине вăйлатнине» палăртнă. Судсем кил хуçалăхĕсенче ĕçлесе пурăнакан 219 хресчене, 119 колхозника, 145 служащие, 45 рабочие айăпланă. Вĕсен хушшинче «кулак» пулни /суйлав прависĕр юлни, суту-илÿ туни/ — 88, пуян пурăнни — 37, «шурă» армирен — 8, жандармерипе полицирен — 3, «шурă» гвардеец — 2, «кулак ачи» — 6, тĕн çынни — 29, сектант — 19, ĕçлеменни — 14, вĕренекен — 2.
Утă уйăхĕнчен пуçласа раштав уйăхĕччен 89 çынна персе вĕлернĕ, виçĕ-тăватă çуллăха — 2, пилĕк çуллăха — 13, ултă-тăхăр çуллăха — 142, вунă çуллăха 282 çынна ирĕклĕх прависĕр хăварнă.
«Революцие хирĕçле» мĕнле ĕçсемшĕн-ха? И.Николаев çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче çар комиссариатĕнче ятлаçнă, пĕрремĕш пай пуçлăхĕ çине алă çĕкленĕ. «Совет влаçĕ хресчен юнне нумай ĕçрĕ. Мана фронта тытса ярсан та большевиксем майлă çапăçмастăп. Сире кăтартатăп-ха!» — тенĕ. Суд коллегийĕ чÿк уйăхĕнче Николаева персе вĕлерме йышăннă. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.