Тăван Атăл, 6 №, çĕртме, 2022 çул

30 Çĕртме, 2022

Вăтăр çул иртсен…

Калав

Петя тетене халаллатăп

Пуйăс чикĕ урлă каçсассăн та Патрей лăпланаймарĕ. «Епле шыраса тупрĕç-ха мана поляк харцерĕсем? Ятăма-хушаматăма, эпĕ Чăваш çĕршывĕнчен иккенне ăçтан пĕлнĕ-ха вĕсем? — шухăшларĕ вăл. — Чим, аттен вил тăпри çине çырса хуни тăрăх шыраса тупман пулĕ те?..»

Пуйăс анăçалла васкать. Вăрмансем витĕр тухать, кĕперсем урлă каçать, васкать те васкать.

Патрей ашшĕн вил тăприйĕ çине мĕн çырнине аса илме тăрăшрĕ. Унта вăл Чăвашстанран иккенне палăртманччĕ. Пурĕ те темиçе сăмах çеçчĕ: ят, хушамат, хăçан вилни. Айккине вара: «Коля, эпир саншăн тавăратпăр», — тенĕччĕ.

Патрей вакун чӳречи патне пырса тăчĕ. Çапла, çак çултан çурçĕр еннерех вĕсен дивизийĕ хаяр çапăçура аркатса тăкнă тăшмана йĕрлесе пыратчĕ. «Померанине тухатпăр!» — тетчĕ хăшĕ-пĕри. Ун чухне Кенигсберг таврашĕнче хаяр çапăçусем пыратчĕç. Çирĕп унка лекнĕ фашистсен дивизийĕсем урса кайса хирĕç тăратчĕç, вăрçă пĕтесси куçа чарса пăхсан та курăнмастчĕ-ха.

«Шăп та лăп çак вырăнсемпех иртсе пынă-çке эпир», — шухăшларĕ Патрей. Анчах, тăрăшса пăхсан та, вăтăр пĕр çул каялла çапăçу пынă вырăнсене паллаймарĕ вăл.

Эх, вăхăт епле хăвăрт иртет. Ун чухне Патрей вун çиччĕ тултарса вун саккăра пуснă йĕкĕтчĕ. Вун çиччĕре вăрçă çулăмĕ ăна хăй ăшне пĕтĕрсе чикрĕ. Польшăна çитнĕ çĕре вăл хăйне темĕн те курнă салтак тесе шухăшлатчĕ ĕнтĕ. Çак темиçе уйăхра Патрей артиллери вучĕ, тăшман бомбисем айне те пулса курчĕ, çичĕ ютăн танкĕсене хирĕç аллине граната йăтса та тухрĕ, штыкпа та çапăçрĕ...

Пуйăс çаплах анăçалла васкать. Патрее часрах Варшавăна илсе çитересшĕн. Унта унăн Люблина каякан пуйăс çине куçса лармалла.

«Çапах та мĕнле шыраса тупрĕç мана?» — хăйĕнчен хăй ыйтрĕ Патрей. Тĕрĕссипе, вăл хăй тупăнчĕ-ха. Поляк пионерĕсем ăна шырама кăна тытăннăччĕ. Вĕсем Шупашкарта тухса тăракан пĕр хаçата çыру янă. Ăна пичетлесе кăларнă. Çав çырури кашни сăмаха астăвать вăл: «Пирĕн шкул çумĕнче совет салтакĕн вил тăпри упранать. Вăл 1944 çулта утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче пуç хунă... Çав çулхинех авăн уйăхĕнче çак паттăрăн вил тăпри патне унăн ывăлĕ килсе кайнă. Эпир вăл Патрей ятлине, чăваш иккенне пĕлетпĕр... Тен, вăл сывă юлнă...»

Каччă çакна вуласанах хаçата çыру ячĕ. Тепĕр уйăхран поляк пионерĕсем ăна хăнана чĕнчĕç. Патрее каллех тахçан пулни-иртни аса килчĕ...

1944 çулхи çурла уйăхĕнче вĕсен дивизине сасартăк кăнтăр еннелле çавăрчĕç. Тепĕр кунне хаяр çапăçу пуçланчĕ. Икĕ эрнене тăсăлчĕ вăл. Унтан тăшман мĕн пур хĕç-пăшалне, техникине пăрахса тарма тытăнчĕ. Çак вăхăтра Патрейсен дивизийĕнче çухату нумай пулчĕ. Çавăнпа вĕсене малалла ямарĕç. Люблинран инçе мар вăрман хĕррине канма илсе тухрĕç. Шăп çавăнта тăнă чухне ăна шăллĕ çырăвне пачĕç. «Атте вилнĕ пирки çыру илтĕмĕр, — тенĕччĕ вăл. — Ăна сана ярса паратăп. Унта адресĕ те пур. Нумаях пулмасть аттен юлташĕсем çырса ячĕç. Ăна та яратăп. Эсĕ хăвăн çырăвунта Польша чикки урлă каçрăмăр тенĕччĕ. Тен, ăнсăртран, атте вилнĕ çĕре те çитсе тухăн...»

Çапăçура пуç хунине пĕлтерсе янă хыпар хучĕ çинче ашшĕне ăçта пытарнине те пĕлтернĕччĕ. «Люблин облаçĕ, Рудка тăрăхĕ...»

Салтак чĕри, тем тери хуйхăпа витĕннĕ пулсан та тăван ашшĕ çĕре кĕнине ĕненесшĕн пулмарĕ. «Люблин... Люблин... Апла аттен вил тăпри çак таврарах пулмалла-çке!» — тенĕччĕ вăл. Ашшĕн юлташĕн çырăвне вуларĕ: «Эпир ăна Рудка тăрăхĕнчи çурçĕр енне, Люблинран Бресталла каякан шоссе хĕррине, пысăк хыр айне пытартăмăр», — тенĕ унта.

Комбат Патрее тинкерсе пăхрĕ те: «Икĕ кун паратăп сана, — терĕ. — Ыран каçхине е виçмине ирпе ирех килсе çитмелле. Часах дивизи кунтан тухса каять». <...>

Юхма МИШШИ.

♦   ♦   


Ирхи сывлăм

Калав

Урамра шап-шурă çеçкеллĕ, ачаш пиллĕ çуркунне. Инçе çул хыççăн тăван йăвисене таврăннă вĕçен кайăксем савăнăçне тăка-тăка чунтан хавасланса юрлаççĕ, ытарайми мăшăрĕсене илĕртсе илемлĕ кĕвĕсем шăрантараççĕ.

Аслă çулпа вун сакăр-вун тăхăр çулсенчи çамрăк хĕр утса пырать. Пуçне вăл тӳп-тӳррĕн тытнă, унăн илемлĕ пит-куçĕ çав тери салху, шухăшĕсем те таçта аякра-аякра пек. Сасартăк хĕр тăпах чарăнса тăчĕ. Унран инçех те мар, икĕ-виçĕ утăмра кăна, темле пĕчĕк кайăк выртать. Мĕнле кайăк-ши вăл? Чĕкеç евĕрлĕрех пек, хĕрлĕрех хăмăр тĕслĕ. Кайăк çын пынине сиссе çунаттисемпе çатăл-çатăл çатăлтатса илчĕ, анчах хускалаймарĕ, каллех лăпланса выртрĕ. Аманнă пулас вăл, тен, çунаттине хуçнă — пĕр çуначĕ чалăшрах. Хĕр кайăка çывăхран курас шутпа ун патне пырса пĕшкĕнчĕ. Унччен те пулмарĕ — хĕр умне çавăн тĕслех тепĕр кайăк вĕçсе çитрĕ. Вăл аманнă мăшăрĕпе хĕр хушшинчен вирхĕнсе тухрĕ, çӳçенсе каймалла сасăпа чăрлаттарса кăшкăрма пуçларĕ, пĕчĕкçĕ пулин те, хăй çак этем умĕнче вăйсăррине туйсах, унпа çапăçма хатĕрленчĕ. Хĕрача вара тӳрленсе тăчĕ те малалла утса кайрĕ.

«Вĕçен кайăксем те пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, инкеке лекнĕ юлташне йывăрлăхра хăвармаççĕ, — асаплăн шухăшларĕ вăл. — Эпĕ вара... эпĕ... кам çакăн хыççăн? Ах, мĕне пула сиксе тухрĕ-ха ку инкек, мĕне пула? Лайăхахчĕ-çке, пурте йĕркеллехчĕ. Халь акă пĕр кун хушшинчех юрату та, туслăх та, шанчăк та кĕрхи сивĕпе аманнă чечек евĕр тĕсне çухатрĕç. Пĕтĕмпех пĕр кун хушшинче. Текех çав куна ниепле те каялла тавăрма пулмĕ, нихăçан та. Пĕр кун... пĕр кун... чим-ха, пĕр кун кăна-ши вара? Тен, çак инкекĕн пуçламăшĕ тахçанах, çулталăк, икĕ-виçĕ, вунă çул каяллах тĕвĕленнĕ? Пулĕ те, анчах халĕ мĕн тумалла ĕнтĕ Симăн?
Тамарăпа пĕрремĕш хут паллашнă чухне те паянхи пекех шап-шурă çеçкеллĕ çуркуннеччĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн хулана ĕçе кĕме килнĕччĕ Сима. Ăшă та тараватлă кун. Урамра халăх хĕвĕшет. Яп-яка асфальтлă çулпа тĕрлĕ машина вăшлаттара-вăшлаттара иртет. Ялти лăпкăлăха хăнăхнă Сима çак вĕресе тăракан пурнăç юхăмне тĕлĕнсе те савăнса сăнать, мăнаçлăн сарăлса выртакан анлă Атăл еннелле ерипен утать.

Халиччен Сима кимĕпе те ярăнса курман-ха, Атăл леш енне те каçман. Акă причал çумне юхан шыв урлă каçакан пысăках мар теплоход çитсе чарăнчĕ. Çынсем ун çине ларнине курсан Сима та вĕсемпе пĕрлешсе кайрĕ.

Нумай вăхăт иртмерĕ, теплоход çыран хĕрринчен сисĕнчĕксĕррĕн хăпса анаталла ярăнчĕ. Çамрăк хĕре çĕкленӳллĕ туйăм çавăрса илчĕ. Ытла та ырă иккен тӳлеккĕн çуталса выртакан тулли юхан шыв çийĕн çапла киленчĕклĕн ярăнса пыма!

Атăл варринче сулхăнрах. Ăшшăн çутатса пăхакан хĕвел айĕнче ку сулхăн чуна ыррăн сăрхăнса кĕрет, кăмăла çĕклентерсе ярать.

Симăна хирĕç пĕр ушкăн çамрăк пухăнса ларнă. Похода кайма пуçтарăннă пулас вĕсем. Юнашарах пулă тытмалли хатĕрсем, витре, кутамккасем. Акă пĕр çамрăкĕ Сима çумĕнчи пушă сак сине пырса ларчĕ.

— Ларма юрать-и кунта? — терĕ вăл хĕре тимлĕн пăхса.

— Юрать пуль... — терĕ Сима хăюсăртараххăн.
Йĕкĕчĕ çӳхе ӳстернĕ хуп-хура уссине шăлкаласа илчĕ те Атăл тăрăх таçта анаталла пăхма тытăнчĕ. Пĕр çур сехет пек кайсан, теплоход çыран хĕрринелле пăрăнчĕ.

Сима çамрăксем кайнă еннелле утрĕ, пысăках мар кӳлĕ хĕррине çитсе тухрĕ. Кунта çĕмĕрт йывăççисем нумай иккен. Шап-шурă чечекре вĕсем! Качча каякан хĕрсем пĕркенчĕк пĕркеннĕ тейĕн. Тĕлĕнмелле юмахри пекех туйăнса кайрĕ кунта Симăна. Куç умне пулакан сарă кăвак чечексем çине ытараймасăр пăхрĕ вăл, кӳлĕ хĕррине пырса тăчĕ.

Çу уйăхĕн пуçламăшĕ кăна пулин те вăрманта самаях ăшă. Сима пушмакĕсене хывса хучĕ, кӳлĕ шывĕпе питне уçăлтарас тесе çыран хĕрринчи хăма çине пырса тăчĕ. Анчах та асăрханса пусаймарĕ-ши — унăн сылтăм ури шуса кайрĕ, тĕрекне çухатнă хĕр сиссе те юлаймарĕ, шыва мелсĕррĕн ӳкрĕ. Малаллине лайăххăн астумасть те Сима. Çак тарана çитсе те йĕркеллĕн ишме вĕренеймен хĕрача малтанах ура çине тăма хăтланчĕ-ха, анчах ури кӳлĕ тĕпне перĕнмерĕ унăн — хĕрринчех тарăн вырăн иккен кунта. Икĕ-виçĕ хутчен аллисемпе хăлаçланкаласа илчĕ пулас хĕр, кĕçех сывлăшĕ пĕтсе килнине туйса илчĕ. Кайранхине тĕлĕкри пек çеç астăвать Сима. Сехри хăпнăччĕ ĕнтĕ унăн. Темĕнле хĕрача сасси илтĕннĕ пек туйăнчĕ, тĕлĕкре-ши, чăнах-ши, такам çĕклесе илчĕ пек ăна, кайран хăлхара шăпах пулса ларчĕ.

Вăл такамсем калаçнине илтсе тăна кĕчĕ.

— Ну, мĕнле, сывлать-и? — таçтан çĕр тĕпĕнчен тенĕ пек илтĕнчĕ сасă.

— Сывлать, сывлать, ак, куçне те уçрĕ ĕнтĕ.

Сима чи малтанах ялтăртатакан хĕвеле асăрхарĕ. Мĕнлерех ăшшăн, мĕнлерех ачашшăн йăл кулса пăхать вăл. Таçта çывăхрах шăпчăксем каçса кайса юрлаççĕ, аякра çамрăксен сассисем илтĕнеççĕ.

Çак вăхăтра Симăна тĕнче калама çук илемлĕн курăнса кайрĕ, çак пурнăçпа кĕçех ĕмĕрлĕхех уйрăлма пултарнине шухăшласа илчĕ те ăна пĕтĕм çан-çурăмĕ шăнса пăрланса ларнăн туйăнса кайрĕ. Вăл ерипен тăрса ларчĕ.

Унăн умĕнче тĕксĕм хура çӳçлĕ, шуранкарах питлĕ хĕрача ларать. Вĕтĕ чечĕклĕ пурçăн кĕпи те, вăрăм çӳçĕ те унăн йĕп-йĕпех.

— Ну, чăмпăл-чăмпăл хĕрача, иртерех шыва кĕме пуçланă пулас-ха эсĕ, кунта çав тери тарăннине те пăхса тăман, пуçхĕрлех чăмнă. Юрать-ха Тамара курса ĕлкĕрнĕ, тав ту ăна, унсăрăн... <...>

Елизавета ОСИПОВА.

www.hypar.ru

 

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.