Тăван Атăл, 12 №, чÿк, 2020 çул

28 Раштав, 2020

Кĕрхи ейÿ

Повесть

«Сывă-и, Федя?

Малтанах салам йышăн. Мĕнле пурăнатăн, мĕнпе сывлатăн? Чирлеместĕн-и ман пек? Чирлеме кирлĕ мар, питĕ йывăр ун чух, вилес килет пек. Паян эпĕ сывă. Чире ура çинчех ирттерсе ятăм. Халĕ эпĕ чĕп-чĕрĕ.

…Федя, эсĕ мана çав тери Мускава пыртарасшăн. Мĕнле пырас-ха: апрель уйăхĕнче 2 экзамен, сана каланăччĕ кун çинчен. Темĕн чухлĕ пырас килсен те пыраймаъстăп — вĕренес пулать. Эсĕ ан çиллен, юрать-и, Федя? Манăн мĕн тăвас ĕнтĕ? Ху та ан кил вĕренсе пĕтермесĕр, юрать-и? Ан кил, килсен каллех пăтратса хăваратăн. Киълетĕн те каятăн эсĕ.

Федя, мана та пĕччен йывăр, никампа та калаçса та лăпланаймастăп. Те пурăнатăп, те çук эпĕ? Ку таранччен кĕтнине кĕтетĕп ĕнтĕ. Нумай юлмарĕ вĕт.

Федя, манăн питĕ сана курас килет яланлăхах.

Федя, мĕнле çын-ха эсĕ? Пуриншĕн те тăрăшатăн çав тери. Çавăнпа ĕнтĕ, эпĕ, ухмахскер, санран каяйми пулса тăтăм. Федя, хăш чухне манран тĕлĕнетĕн те пулĕ: сана эпĕ пĕтĕмпех итлетĕп. Хисепленипе вăл. Хăш чухне эсĕ хăвах хăвна хисеплеме пăрахтаратăн, ун пек ан пул-ха, Федя. Эпĕ вĕт сана пĕр çынпа та улăштармастăп.

Çыр, кĕтетĕп, пурне те ăçтан çырăн?

Федя, сана чуптăватăп, хытă-хытă.

1971 çул, 31, март.»

«Валя, чунăм, здравствуй!

Эпĕ сан пата çĕркаçах çырасшăнччĕ, пуçра пухăннă шухăша çырса ярасшăнччĕ — çыраймарăм. Хам тĕллĕн шухăшларăм. Ĕнер, вырсарникун, икĕ кинофильм пăхрăм: «Даки» тата «Случай с Полыниным». Иккĕшне те курма юрать. Ытларах «Случай с Полыниным» кăмăла кайрĕ. Ĕнерех тата Шереметьев граф дворецне /халĕ музей/ кайъса куртăм. Ну пурăннă та. Шутласа пăх-ха: 210 тарçă пулнă! Хăйĕн хырăмĕшĕн кăна пурăннă ĕнтĕ ку граф. Литературăпа интересленнĕ вăл, хăй дворецĕнче тарçăсенчен йĕркеленĕ театр тунă, картина галереи пур. Ку граф патне патшасем пыра-пыра кайънă, эрех-сăра юхнă ĕçкĕ-çикĕсенче. Хăйсене тĕнче хуçисем пекех туйса пурăннă пуль çав. Халь вĕсен шăм-шакĕ те тĕлли-паллисĕр çĕрсе пĕтнĕ ĕнтĕ. Вĕсен ячĕсем те чаъплă дворецсем тутарттарса хăварнипе çеç сыхланса юлнă. Валя, ĕлĕкхи-авалхи палăксене курсан эпĕ пурнăç юхăмĕ пирки питĕ нумай шухăшлатăп. Пурнăçпа вилĕм çинъчен шухăшлатăп. Этем нумай пурăнмасть çĕр çинче, пĕр 50-60 çул. Анчах та çак кĕске вăхăтра вăл тем те туса ирттерет. Мĕн сывлăшĕ тухичченех малалла упаленет. Унтан яланлăхах çĕре кĕрет. Мĕн юлать вара çĕр çине? Этем асапланать, кĕрешет, вилĕм вара, ним паллисĕр, çак аталаннă кĕрешĕве хăйпе пĕрле илсе каять. Мĕн тумалла-ха вара? Кам та кам этемлĕхшĕн нумайрах туса-ĕçлесе хăварать – унăн ятне этемлĕх упраса усрать. Этемлĕхшĕн нимĕн те туса хăварма вăй çитереймен çынсен мĕн тумалла вара? Эсĕ мĕн шутлатăн, Валя? А эпĕ ун пирки пит пуçа ватсах лармастăп, эпĕ çапла шутлатăп: ху кăмăллакан ĕçÿпе канăçса, савăнса пурăнмалла.

Хветĕр Агивер.

 

 

Михаил Сениэль çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май

Унăн поэзине аса илсе

Сениэль Егоров Михаил Павлович (30.12.1940-27.01.2014)

СССР Писательсен союзĕн членĕ (1974). Тутар Республикинчи Аксу районĕнчи Çаврăшпуç ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул хыççăн Чистай хулинчи медицина училищинчен вĕренсе тухса икĕ çул тăван районĕнче фельдшерта ĕçленĕ. Ачаранах сăвăсем ăста çырнăскер Хусан университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ, каярах Мускаври Лиътература институчĕ çумĕнчи Аслă курссенче ăсталăхне ÿстернĕ.

1967–1979 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ, 1979 çултанпа литература ĕçĕпе кăна пурăннă.

Пĕрремĕш сăвви 1956 çулта Хусанти «Хĕрлĕ ялав» хаçатра пичетленнĕ. Унтанпа унăн сăвă, калав, повесть пуххисем 20 яхăн тухнă. М.Сениэлĕн пултарулăхĕпе ăсталăхне вырăнти критиксемпе литература тĕпчевçисем çеç мар, Мускавра тухса тăракан литература журналĕсенче те пысăк хак панă.

Çил-тăманлă каç (поэма)

Иван Егорова

Чупрăм тухрăм урама

чун савнине шырама.

Çунтăм, тупасси пулмарĕ,

çулăм хыпрĕ чунăма.

Чун савнийĕм, чун савни,

ытла путсĕр самани.

Кала, тусăм: тупăнсассăн

савăн-и е савмăн-и?

Чун савнине савасси —

вăхăтлăха савнасси,

вăрахлăха савăнмашкăн

хама мĕскер сунас-ши?

Хÿхлев

1

Касантей каланă: «Çын вăл — выльăх,

уйрăмах — чăваш... Çапла, çапла...»

Тен, хăш чух капла тенишĕн — çылăх,

тепĕр чух янрать-тĕр — сăвапла.

Пăхăр-ха, мĕнле кăна çын çук халь.

Пăхăр-ха, мĕн хăтланмасть чăваш!

Аллине лексен ан йĕр, ан çухăр,

пуçунтан çапсассăн — ан анраш.

Çаратсан та, тĕп тусан та чăт эс.

Шан: пулать чăваш та тĕрлĕрен.

Пĕр йышшийĕ — шелсĕр, сивĕ, çăтăх,

тепĕрийĕ — урăхрах, ĕнен.

Эп яш чух пĕтме пултарнă теççĕ.

Те чăнах вăл çакă, те суя?

Ыр сăнар! Иртеççĕ те иртеççĕ

умăмран сăнсем — курап, туяп.

Ыр пике! Эс пулнă-ши? Мĕн тейĕ

тăвăл — кутсăр-пуçсăр çил-тăман?

Пирĕшти эс пулнă пулĕ, фея, —

тăманра шăнса вилме паман...

2

Каласамччĕ эс мана, тăванăм,

каласамччĕ чей тултарнă май:

ма кунта çанталăк пит тăманлă,

ма ыр çын сахал, хурах нумай?

Çул çухатрăм эпĕ, çĕтсе кайрăм,

пырса тухрăм юр аша-аша

çил-тăман урса хÿтернĕ майăн

те Кăтратана, те Саврăша.

Такамсем тÿрех çапса ÿкерчĕç,

хывса илчĕç çийĕм-пуçăма.

Тĕп тăвас темерĕç, те ÿркенчĕç,

те тĕшмĕртеймерĕç — уçă мар.

Пĕр мĕлки пуçран «ачашласассăн»

кирпĕчпе е пуш кĕленчепе

эп тăна çухатнă... Кассăн-кассăн

çил уланă... Выртнă эп — чипер.

Халь кунта ларатăп-юптаратăп.

Мĕн мана халь тăвăл, юр хĕвни!

Эсĕ, кил хуçи, чей тултаратăн.

Эс хуçи пулсассăн, эп — хăни.

Хăнине хуçи юп кураканччĕ,

Кăтартсам мана хĕрачуна.

Вăл-çке, вăл — пĕртен-пĕр çăлаканçă

çĕтсе кайнă сăвăç ачана.

Такăнса ÿксе çĕрле килÿçĕн

çул çинчи каска пек сăвăçран

вăл каланă: «Кам-ши ку — вил ÿсĕр?»

Сĕтĕрнĕ вара — аран-аран.

Каçĕ урнă — çиллĕ те тăманлă...

Ма çапла терт курнă хĕр нумай,

тен, калайăн, ыр хуçа, тăванăм,

тен, калайăн чей тултарнă май?

Ыр хуçа, хĕрне эс кăтартмарăн

çавăн чух мана... çак кунчченех.

Хальчченех шутлап: хĕрÿ, мăнтарăн,

ас тивмесĕр юлнă кучченеç.

Касантей те çав майлах юрланă...

Ас тивмен пирки вăл тутлă та.

Ав, тулта каллех хĕлле, юр ларнă.

Вут-чĕрем каллех хыт талтлатать.

Юлнă ĕç çине тахçан юр çунă,

çул-йĕрсем те питрĕннĕ тахçан.

Эпĕ çеç халь те пулин яш чунлă,

эпĕ çеç манман сана, хуçам.

Эпĕ çеç хальччен те тунсăхлатăп

сан хуçан юмахри пек хĕрне.

Ĕмĕтлентĕм, талпăнтăм, сăхлантăм...

Кăтартмарĕç юмах пекскерне.

Çук ача-пăча ман, çук ман арăм.

Ăраскал тени пулмарĕ çав.

Савăнăç пачах та эп курмарăм

ылханса телейсĕр пурнăçа.

4

Касантей калавĕ хÿхĕм, капăр,

хăйĕн мар пулин те, шеп пырать.

Пур-тăр çав унта темскер,

çук мар-тăр:

çурма çутă — итлеме юрать.

 

 

 

Арăслан пек çапăçăп эпĕ

Вăрçă хирĕнчен таврăнайман Владимир Бараев сăвăçа асăнса

Çуралнăранпа 110 çул çитнĕ май

Владимир Васильевич Бараев 1910 çулхи раштаъвăн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Шăмăршă райъонĕнчи Виçпÿрт ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш, унтан Тутарстанри Хурăнъварти икĕ сыпăклă шкулсем хыççăн Ульяновскри ял хуçалăх техникумĕнче, 1930 çулта Самар хулинчи планпа экономика институтĕнче вĕреннĕ. Ку хула ăна хăй пекех пултаруллă та маттур çамрăкпа — Стихван Шавлипе — паллаштарнă, кĕçех икĕ тус кунта тухса тăнă «Колхозник» хаçатăн, «Вăтам Атăл» журналăн чи чаплă сăвăçисем пулса тăнă.

1934 çул тĕлне чăваш литературин анлăхĕнче саъмаях ят илнĕ В.Бараев-Сĕркке Шупашкара куçса килнĕ. Кунта вăл Халăх пултарулăх çуртĕнче, Радиокомитетра, Кĕнеке палатинъче, хаçат редакцийĕсенче ĕçленĕ. Нимĕç фашисчĕсем 1941 çулта пирĕн çĕршыъва тапăнсан çурла уйăхĕнчех вăрçа тухса кайиччен сăвви-поэмисен, калавĕсемъпе очеркĕсен «Кавказ хăнисем» /1936/, «Али-паттăр» /1940/ кĕнекисене кăларса хăварма ĕлкĕрет. Пĕрремĕш хут çапăçăва нимĕçсем Мускав патне талъпăнса пынă вăхăтра Мало-Ярославец хули патĕнче кĕнĕ. 1942 çулхи юпа уйăхĕнче В.Бараев лейтенант ертсе пыракан взвода Сталинграда хÿтĕлеме янă. Унта та вăл хăюллă çапăçнă.

Фронтран Стихван Шавли патне çырнă çырусенчен

Салам! Çав «салам» тенĕ сăмаха пиншер çул хушши мĕльюншар тĕрлĕ çăвар чăмлать. /Паллах, çав шутра шăршлă çăварсем те нумай!/, вăл сăмах сысна виътинчи ыраш улăмĕ пек çемçелнĕ, анчах та эп вăл сăмаха саншăн тутлă шăръшă кĕрекен утă вырăнне хурса калам! Мĕншĕн тесен ман телейлĕ çамрăклăъхăм Самарта иртнĕ, вăл кунсене текех курас çук ĕнтĕ эпĕ, вăл вăхăтри ман юлташсенчен, çывăххисенчен, пĕри эсĕ пулнă. Вăхăтра çыру çырманшăн çав тери çилленнĕччĕ те, анчах эсĕ Серпухова янă çырăвна, вăл пĕр уйăх çÿренĕ хыççăн, ĕнер Хаджи* леçсе пачĕ те, хытă кăмăлăм çаврăнсах кайрĕ. Çырас терĕм вара, карточкă та ярас терĕм. Ан тив, кăштах çавăркаласа, хыпашлакаъласа пăхтăр терĕм хăйĕн йăлипе. Эсĕ çĕнĕ кĕнеке хатĕрлени мана хĕпĕртеттеърет кăна. Мĕншĕн тесен «Вилĕме çĕнтерекене» пĕтереймерĕм эпĕ /кунта пĕтеръме памаççĕ/, урăх çырасси çинчен хальлĕхе шутлама та çук-ха. Шипцов Палюк** та çырма ĕмĕтленетчĕ, анчах ун шухăшĕсем ахале çеç юлчĕç, Малоярославец патĕнче пирĕн училищĕрен пит лайăх юлташсем çухалчĕç. «ЧК***»-ри Семенов та йĕрсĕр çухалнă-ха, анчах вăл вилнине курман. Ытти юлташа /Шупашкартан пынисене/ эсĕ пĕлместĕн пулас, çавăнпа çырмастăп та хальлĕхе.

Иртнĕ каç хисеплĕ караулра тăтăм. Уява кĕтсе илнĕ каç кашни кирле-кирлĕ марах тăратмаççĕ постра! Пирĕн училище питĕ вăйлă практикăран тухрĕ, ун çинчен сывă таврăнас пулсан уйрăм каласа парăп, çавăн хыççăн халь Иваново хулине куçарчĕç, кунта вĕренсе пĕтерсех тухатпăр пулас ĕнтĕ.

Агаков тусăмăн адресне тупса яр. Куçмана***** уйрăмах пĕр çыхă салам леçсе пар /паллах, тутлă шăршă кĕрекен утă йышшине/, вăл янă çырăва та саннипе пĕр кунтах, пĕр уйăхран пĕр кун каярах çÿренĕ хыççăн, илтĕм... Тем мурĕ пулчĕ, пуçра ним шухăш çыхăнăвĕн йĕрки те çук, хам мĕн çырнине те пĕлми пулатăп пулас хăш чухне. Хăш-пĕр физически ĕçрен хăтарма ыйтса рапорт çыртăм та ним ответ та памарĕç, пĕр йĕрке çырма та вăхăт çук. Шухăшсем акă пуç тулъли пухăнчĕç. Эпĕ тин çеç сиссе илнĕ тăрăх, халиччен 18 том кăларма пултарнă этем пулнă, анчах хамăн çав тери хаклă вăхăта ним вырăнне хумасăр ирттернĕ. Питĕ шел! Мартин Иден пек çын пулмалла. Авă мĕн иккен чăн кирли. Халĕ хам пĕр-пĕр капитана е майора çитмесĕр, вăрçă чарăнмасăр йĕркеллĕ ĕçлеме вăъхăт тупасса питех шанмастăп. Лĕкĕр-лĕкĕр сăвăсем мар, пысăк япаласем çырма та пултараççĕ çынсем ĕçлесен. Пĕлĕттĕм эп халь епле ĕçлеме. Анчах пулмасть пуль çав. Хальлĕхе сывă юлатăп-ха, пĕтĕм юлташа çав тери пысăк салам! Порътрета юлташсене кăтарт. Ответ халех çыр.

Иваново, 7. XI. 41 ç.

В.Бараев.

 


 

Николай АЙЗМАН çуралнăранпа — 115 çул

Паллă драматург çинчен аса илтерсе

Николай Спиридонович Айзман — чăваш литературипе искусствинче чи паллă ятсенчен пĕри. Вăл 1905 çулта Шуъпашкар уесне кĕрекен Чиркÿллĕ Вонпукасси /халĕ Шупашъкар районĕнчи Алькеш/ ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралънă. Çамрăклах искусствăна чунтан юратнă, ялта йĕркеленнĕ драмăпа хор кружокĕсене хутшăннă. 1918 çулта пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан пĕр хушă тăван ялта ĕçлесе пуърăннă. 1925 çулта Шупашкарти музыка училищине вĕренъме кĕнĕ, çулталăк иртсен Чăваш театрĕ çумĕнчи драма стуъдине куçнă. Çакăнтан пуçласа унăн пурнăçĕ пĕтĕмпех К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш акадеъми драма театрĕпе çыхăннă. Н.С.Айзман тĕрлĕ роль вылянă, спектакльсем хатĕрленĕ, çавăнпа пĕрлех хăй те пьесăсем çырма тытăннă. Чи пĕрремĕш пьеси унăн — «Йăмралълă ялта», çĕнĕ пурнăç çирĕпленсе пынине кăтартаканскер, 1929 çулта «Сунтал» журнаълăн 5-мĕш номерĕнче пичетленнĕ. Çав çулах ăна Чăваш театрĕн сцени çинче лартнă. Куракансем пьесăна хапăл йышăннă. Пĕрремĕш утăмех ăнăçлă пулнипе хавхаланнă çамрăк драматург пикенсех çырма пуçлать, унăн ячĕ çулсеренех пичетре курăнма тыътăннă. Театр кĕçех унăн Çĕмĕрле комбинатĕнче ĕçлекенсем çинчен çырнă «Шав» драъмине халăх умне кăларнă. 30-мĕш çулсен пуçламăшĕ — колхозсем чăмăртаннă тапхăр. Театр ĕçченĕсем ялсене тăтăш тухса çÿренĕ, халăха çĕнĕ пурнăç йĕркине ăнлантарнă, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркелеме чăрмантаракансене питленĕ, кахалсемпе юлхавъсенчен тăрăхласа кулнă. Николай Айзман ку вăхăтра пĕр пайлă камитсем çырма тытăнънă. «Спирукпа Марук» пьесинче акă вăл ĕçке ернĕ Спирукран тăрăхлать. Кун йышши камитсен йышĕ ÿссех пырать. «Йĕпе çине сапа», «Çÿпçипе хупăлчи», «Амлетпа винегрет», «Тăшман çывăрмасть», «Телейлĕ каç», «Утне çитмен туртине» кулăшла хайлавĕсем уйрăм çынсен ăс-тăнĕнчи çитменлĕхсене, тĕрлĕ суя çынсене, харпăрлăхшăн хыпъса çунакансене, намăса çухатнисене, хут ăшне путнă бюрократсене вирлĕн питленĕ.

Ку тапхăр çинчен чи паллă камичĕ Николай Айзманăн вăл, паллах — «Кай, кай Ивана». Унпа паллă драматург тăван литературăра тарăн йĕр хăварнă. Ку вăл кивĕ самана юлашкинчен тăрăхласа кулакан, çав хушăрах çĕнĕ пурнăç çыннисене ăшă кăмăлпа сăнъласа паракан произведени. Ĕç çыннисене чĕререн юратни яр уççăн курăнать камитре. Ăна Чăваш Республикинче кăна мар, тăванла республикăсенче те хапăл туса йышăннă, вăл темиçе çул хушши тутар, мари, пушкăрт халăхĕсене савăнтарнă.

Çулсем иртнĕçемĕн Николай Айзманăн тĕрлĕ содержаниллĕ произведенисем калăпланнă. Сăмахран, «Опера çурални» пьеса. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Ниъколай Спиридонович хăйĕн пултарулăхне хаяр тăшманпа хирĕç кĕрешес ĕçе халалланă. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех çырнă «Патриотсем» пьесинче совет çыннин патриоътизмне кăтартнă, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн фашизма хирĕç çапăçăва тухма чĕннĕ, куракансемпе вулакансене тылра тăрăшса ĕçлеме, май пур таран фронта пулăшма хавхалантарнă. «Лиза Короткова» пьеси те ял ĕçченĕсем тылра çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшса ĕçленине, вăрçа кайнă упăшкисен ĕç вырăнне хĕрарăмсем тăнине ăстан сăнарланă, совет халăхĕ Тăван çĕршыва чĕререн юратнине кăтартнă. «Тĕп сăнар /ăна Анфиса Долговăпа Елена Шорникова ылмашăнса вылянă/ — йывăрлăхсен умĕнче парăнман, çирĕп, таса чунлă çамрăк чăваш хĕрарăмĕ. Куракансем ăна колхозра председаътель пулса ĕçлекен Нарспи теççĕ», — çырать «Чăваш коммуни» хаçат.

Валерий ЯКОВЛЕВ, Чăваш академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ, РФ тата ЧР Патшалăх премийĕсен лауреачĕ, театр 1974 çулта çĕртме уйăхĕнче Мускава гастроле кайсан М.Горький ячĕллĕ МХАТăн сцени çинче «Кай, кай Иваъна» спектакле кăтартнине аса илет: – Юлашки спектакль пирĕн — «Кай, кай Ивана». Пин те тăват çĕр çын вырнаçмалăх зал — тăп-тулли. Спектакльте, вĕçĕнче, зала анса туй пырать. Сăра ĕçтеретпĕр. Мускав çыннисем, чăвашсем, тухнă та урама ташлама пуçланă такмак каласа. Троллейбуссем чарăнса ларнă, çынсем çÿрейми пулнă. Милици пырса çакланнă: «Кунта мĕн пулнă та мĕн пулнă?» Кусене хăваласа янă кун пек юрамасть тесе. Вара савăнăçа ниçта хураймасăр çак куракансем Пушкин палăкĕ патъне кайнă, çавăнта 40-45 минут ташланă, юрланă. Вăт, тĕлĕнсе каймалла искусство хăвачĕ, театр спектаклĕн хăвачĕ.

Редакцирен: «Кай, кай Ивана» спектакль театр сцени çинче 24 çул пынă. Режисъсерĕ Валерий Яковлев унта хăй те Иван рольне 24 çул вылянă.

СССР халăх артистки Вера КУЗЬМИНА спектакльте вăл Кĕтерука вылянă:

– Халăх тÿсме çук юрататчĕ спектакле. Ман шутпа, çак спектакльпе çыхăннă артистсем хăйсен пултарулăхне татах ÿстеръсе пынă пек туйăнать. Мĕншĕн тесен Айзман сцена майне питĕ лайăх пĕлнĕ. Вăл хăй режиссер, артист, драматург пулнă пирки килĕшÿллĕ сăнарсене шухăшласа кăларса мар, пурнăçран илсе тунă. Спектакле мĕн чухлĕ лартсан та — кивелмест, пăхсан та йăлăхтармасть.

 


 

Саламлатпăр!

Нина Пăрчăкан 65 çул тултарнă май

Нина Пăрчăкан Нина Алексеевна Семенова Çĕрпÿ районĕнчи Мăнçут ялĕнче çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Тутарстанри Зеленодольск хуълинчи медицина училищинче ятарлă пĕлÿ илнĕ. Чăъваш Республикине таврăнсан Шупашкарти «ЗЭИП» за-водра фельдшер, унтан Ача-пăча поликлиникинче медъсестрара ĕçленĕ.

Аслисем валли те, ачасем валли те çырать. Палълăрах кĕнекисем: «Пил ывăлсене», «Анне мĕншĕн йăл кулать?», «Хĕвел пайăрки», «Çула тухрăн пулсан — утъмаллах», «Хĕллехи çумăр», «Сарă тĕпел» тата ытти те.

Раççей писателĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ  (2009).

Шăплăха пĕччен итлес килет

Шăплăха пĕччен итлес килет —

Ĕмĕтре васкатăп эп киле.

Ăшшăн саламлать мана çăка.

Майĕпен уçатăп алăка.

Вăтăр çул кунта эп пурăнман,

Пурĕпĕр нимех те улшăнман.

«Килсе лар, — сĕнет çемçе пукан, —

Çул çинчен эс, ывăнтăн пуль, кан».

Тайăнсассăн кăшт кăна канма

Çут ачалăх килчĕ асăма.

Пÿремеч шăршиллĕ сар тĕпел,

Куклине сĕнет шурă сĕтел.

Çăмăллăн утать пекех анне,

Çупăрлатăп ăшă аллине.

Санпала нумай эп ларайман,

Ырă сăмахсем те калайман.

Çутă сăнару каймасть асран,

Каçарсам, аннеçĕм, каçарсам.

 


 

«Çук» тесе ан кала

Шупашкарти пĕр кафере тĕл пулчĕç Викăпа Олег. Пĕр-пĕрне малтан сăн ÿкерчĕъкре курнă-ха вĕсем. Интернетри пĕр социаллă сетьре паллашсан ирчченех калаçни те пĕрре мар пулнă. Темĕн пирки те ыйтса пĕлнĕ. Халь вара, Олега курсан, Викăн пичĕ хĕрелчĕ. Хăйне алла илме тăрăшрĕ вăл. Çамрăках мар пулсан та кафе тăрăх çÿресе курманскер пăлханчĕ. Çавăнпа чи кĕтесри сĕтел хушшине ларма хăех сĕнчĕ. Кунта çутă сахалрах ÿкет, çынни те сайра.

…Вăтанакан хĕр Вика. Çавăнпах юратнă çыннипе пĕрле пулаймарĕ. Хăюллă юлъташĕ Таня качча тухрĕ унăн савнине Димăна. Мĕн кăна элеклемерĕ-ши вăл Вика пирки? Юлашкинчен тусĕн çуралнă кунĕнче ĕçсе лĕпленнĕ Дима çумне кĕрсех выртрĕ. Вĕриçĕлен пек астарчĕ йĕкĕте.

— Тавах, Таня, куçа уçнăшăн. Чутах Викăна качча илеттĕм вĕт. Хăвах пĕлетĕн, çав тери юратнă эпĕ ăна. Атте-анне те авланмалли пирки систерме тытăнчĕ, — чĕлхе çине килнине хĕр вĕрилĕхĕпе киленсе пакăлтатрĕ Дима. — Вика вара, чăнах та, çаплах улталарĕ-ши? Мĕнле суккăр пулнă эпĕ!

Каччă Таньăн çĕлен пек явса илнĕ аллине вĕçертрĕ те вырăн çинчен тăрса ларчĕ. Тăрук урăлчĕ тейĕн. Юратать вăл халĕ те Викăна. Пуçĕнче шухăшсем пăтранчĕç. Савнине кÿреннипе паянах авланас килчĕ унăн. Каллех вырăн çинче çурма çараъмас выртакан Таня енне çаврăнчĕ. Хитре мар вăл. Вика пек мар. Куçĕ те ăшă кăмăлпа пăхмасть. Каччă аптăрарĕ. Викăпа вара вĕсем вырăн ăшăтман. Хĕрÿллĕн чуптуса кĕлетке тăрăх вĕри хум чуптарни час-часах пулнă, анчах Дима хĕре шурă туй кĕпи тăхăнмасăр тытма хăяйман. Халĕ, Таньăн сăмахĕсене итленĕ хыççăн, чунĕ пĕчĕккĕн пушанать. Юратнă хĕрĕн сăнарĕ аякран-аякка çухалнă пек туйăнать.

— Димон, ну кил çывăхарах, ан кулян çав тери. Сана эпĕ юрататăп. Ухмаха тухасла… — тутине тăсса çулăхрĕ Таня каччă çумне. Аллинчен туртсах вырăн çине йăвантарчĕ…

Çĕркаç Дима Таньăна килне илсе кĕрсе арăм туни пирки Вика ирех пĕлчĕ. Амăшĕ кĕтÿ хăвалама тухсан илтсе кĕнĕ-мĕн. Хĕрĕ хурланасса пĕлет вăл, çавăнпа асăръханса пĕлтерчĕ кун пирки.

— Аннеçĕм, пурнăç мĕншĕн тĕрĕс мар-ха? — куççульне çăтрĕ пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ. — Димăна пурпĕрех нихăçан та манаймăп.

Сăпайлă хĕр Вика, çын умĕнче хăйне тытма пĕлет. Хальхинче те куççульне ниъкама кăтартмарĕ. Хирĕç пулакана шăла çыртса йăл кулчĕ, сывлăх сунчĕ. Пурнăç çапла вăл, чăтăмлă çыннăн кăмăлне тĕрĕслет те тĕрĕслет. Акă пĕррехинче Вика ял вĕçĕнчи автобус чарăнăвĕнче Димăпа Таньăна тĕл пулчĕ.

— Салам, — тутине вăйпа «кулма хушса» сывлăх сунчĕ вăл. Дима çăтса ярасла пăхнинчен вăтанса куçне тартрĕ. Юрать, çав вăхăтра темиçе çын туххăмрах пуçтарăнчĕ чарăнăва. Вăл ыттисемпе сăмах хушса телейлĕ мăшăртан пăрăнчĕ.

Хăйĕн пÿлĕмĕнче каçсерен ĕсĕклерĕ Вика. Хăйпе хăй калаçрĕ. Чĕрери ыратăъва хут çине куçарас терĕ — алли чĕтрерĕ, çыраймарĕ. «Сана текех курас мар тесе куçăма чавса кăларам-ши? Санăн ятна урăх асăнас мар тесе чĕлхеме çыртса татса çăтса ярам-ши?» — пăшăлтатрĕ вăл. Анчах Дима вырăнне çупăрлакан тăватă стенаъсăр пуçне ăна никам та илтмерĕ…

Вăхăт шурĕ. Савнине мантармарĕ вăл, чуна çеç хытарасшăн сăн-питри кулла вăрларĕ. Ăнсăртран Димăна тĕл пулсан та чĕри йăшкарĕ, сасăсăр макăрчĕ. Çапла кашнинчех, йăл кулса иртекен çамрăк арçын сÿнмен кăвара пăтратнă пек, Викăн чунне вăйлах ыраттарчĕ. Акă каллех куççульпе минтере йĕпетет вăл. Тин кăна ăна, тĕнчери чи илемлĕ, сăпайлă, ăслă йĕкĕте, манма тытăннă пек пулнăччĕ. Пĕрле пĕр класра вĕреннĕ яшпа калаçма пуçланăччĕ. Тĕрĕссипе, Дима та вĕсемпех вĕреннĕ-ха. Çавăнпах Викăн çĕнĕ тусĕн çуралнă кунне авланнăскер пырса кĕни ăнсăртран мар. Пĕлсех кĕчĕ-ши унта Дима? Туйрĕ-ши Вика та çавăнтине? Таньăн элекне ĕненъсе кÿренмелле сăмахсем каласах яланлăхах уйрăлнăччĕ-çке вăл пĕрремĕш юраътăвĕпе… Халь вара каллех юнашар пырса ларчĕ, Викăн питне тин çеç çеçке çурнă кĕрен кĕл чечек пек хĕретрĕ. Юрĕ, лартăр, килте мар вĕт. Анчах мĕншĕн каллех сăъмах хушать вăл? Мĕншĕн унпа кăсăкланать?..

«Манăн пурнăçа мĕншĕн аркататăн? Тин кăна пурнăçăма çĕнĕрен йĕркелес шанăç çуралнăччĕ. Эсĕ каллех килсе курăнтăн. Паянхи пек янăрать хăлхара. Маънăн пурнăç сана текех кăсăклантрамасть терĕн. Сивĕ куçу манăн куçа сăнă пек тăърăнчĕ çавăн чухне. Епле хăйрăн? Манăн таса туйăма таптама епле пултартăн? Халĕ мĕне пĕлтерет ку? Мана телейлĕ пулма мĕншĕн чăрмантаратăн? Ĕнерхи каç манран йĕкĕлтесе кулас шухăш çуралчĕ-и? Эпĕ вара пĕр санпа ĕмĕре ирттерме ĕмĕтленнĕ, хăçан та пулин, пĕрре çеç санăн ытамунта пулса курма Турăран ыйтнă. Тен, темĕнле хăват çавăрса килчĕ-и сана ман пата? Шанăç çухалса пынăччĕ, урăхъхи сана манма пулăшĕ пулĕ тенĕччĕ. Çав вăхăтра каллех эсĕ манăн çула пÿлтĕн. Е эсĕ мана урăххипе курсан кĕвĕçетĕн? Мĕн-ма-ха шăпах урăх каччăпа тĕл пулма шухăшланă чухне эсĕ çаврăнса çитрĕн? Арканнă телее куçран пăхса тата вăйлăрах асаплантарас терĕн-и?

Пĕчĕк чухнех эсĕ мана килĕшеттĕн. Икĕ çивĕтрен Таньăна мар, мана туртса вăрçтарнăшăн та епле савăнаттăм. Эсĕ мана куç хывнă теттĕм. Астăватăп, пĕррехинче шыва кĕме те виççĕн кайрăмăр. Каçхине. Епле илемлĕччĕ тавралăх. Таньăъпа иксĕмĕр шывран тухнă çĕре эсĕ манăн япаласене пытарса хунă. Манăнне çеç.

Елена ЛУКИНА.

 


 

Чăвашла тĕрĕс калар-и?

Кирек мĕнле ют чĕлхене те çур çулта вĕренме пулать, тăван чĕлхене вара пурнăç тăршшĕпех вĕренмелъле тесе каланă французсен çутта кăлараканĕ Вольтер. Чăваш чĕлхи илемлĕ те çепĕç, унăн пуянлăхне, хăйне евĕрлĕхне çуралсанах анне сассипе ăша хыватпăр.

Чĕлхе çын пекех: вăл çынпа пĕрле аталанать, улшăънать, пуянланать е чухăнланса пырать. Хальхи вăхăътра тĕрлĕ информаци технологийĕ, телевидени-радио аталаннă май чăваш чĕлхи те çак улшăнусене туйрĕ. Тĕпрен илсен, эпир халĕ, чăвашсем, вырăсла- чăвашла хутăш калаçма вĕренсе кайрăмăр, е вырăсла шухăшласа чăвашла çыратпăр. Хушăран, ку е вăл ал çырупа паллашнă чухне, çакна чăвашла тĕрĕс епле каламалла-ши тесе пуç ватни те пулкалать: кăвак куçĕсем е кăвак куçĕ, вăрманти шкул е вăрман шкулĕ тата ытти те.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Чăваш чĕлхи» çĕнĕ вĕренÿ кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Ăна чăваш шкулĕсенче тăххăрмĕш класра вĕренекенсем валли хатĕрленĕ. Авторĕсем – Юрий Виноградов, Анна Егорова, Людмила Петрова. Кĕнекене шкул программипе килĕшÿллĕн тăватă пы-сăк тема кĕртнĕ: «Сыпăнуллă хутлă предложени», «Пăхăнуллă хутлă предъложени», «Кăткăс тытăмлă хутлă предложенисем» тата «Текст». Вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе вĕренекенсем хутлă предложенисен тĕсĕсене уйăрма, вĕсенъче чарăну паллисене тĕрĕс лартма хăнăхĕç. «Текст» ятлă пайра публицистика жанрĕсем çинчен ăнлантарнă: мĕн вăл заметка, репортаж, очерк, хаъклав, интервью. Пĕлĕве çирĕплетме кашни параграф хыççăн тĕрлĕ хăнăхътарусем пурнăçламалла. Анчах та пуринчен те ытла çак кăларăмра маншăн «Пĕлетĕр-и эсир?» тата «Чĕлхе пĕлĕвĕ» хушма материалсем уйрăмах кăсăклă пулчĕç. Вĕсенче авторсем чăвашла тĕрĕс мĕнле каламалли е çырмалли тĕслĕхсене илсе кăтартаççĕ. Чылай вĕсем. Паллах, вĕренÿ кĕнеки вăл спраъвочник мар, вăл пули-пулми алла лекмест, çавăнпа та «Тăван Атăл» вулаъканĕсене тата чăвашла хайлавсем çыракансене хăш-пĕр тĕслĕхĕсемпе палълаштарас кăмăл çуралчĕ. Чылайăшне аса илме е пĕлме маншăн хамшăн та, чăнах та, кăсăклă та, усăллă та пулчĕ.

— Ĕçе, хăнăхтарăва тăваççĕ; ĕмĕте, шухăша, хатĕр планпа проекта пурнăçлаççĕ;

— Савăнăçпа хуйха пайламаççĕ — пĕрле савăнаççĕ, хуйхăраççĕ.

— Валли хыçсăмах çыхăнтаракан япала ячĕсене тĕп падежра, сăпат тата таврăну местоименийĕсене камăнлăх падежĕнче каламалла: атте валли, юлъташ валли, анчах ман валли, сан валли, ун валли, пирĕн валли, сирĕн валли. Мана валли, сана валли тени йăнăш.

— Чикаго, Марокко, Конго йышши хула тата патшалăх ячĕсене общество сăъмах пекех вĕçлемелле: Чикаго — Чикагăн, Чикагăна, Чикагăсăр, Марокко — Маъроккăн, Мароккăра, Конго – Конгăра, Конгăпа, Конгăшăн.

— Ă, ĕ, фонемăсемпе пĕтекен чăн чăваш сăмахĕ пару падеж аффиксне йыъшăннă чухне аффикс н сас палли кĕртсе лартни йăнăш /атăна, çÿпĕне, улттăъна, çиччĕне/. Атта, çÿппе, çичче темелле.

— Хут купăспа, баянпа, пианинăпа вылямаççĕ – хут купăс, баян, пианино калаççĕ.

— Кампа-ха калаçмалла ман темелле мар – Кампа калаçмалла-ха ман теъмелле.

— Аппа бухгалтер пулса ĕçлет тени тĕрĕсех мар – аппа бухгалтерта ĕçлет темелле. Çав вăхăтрах Виçĕ уйăхран бухгалтер пулса тăтăм. Спектакльте бухъгалтер пулса вылярăм теме те юрать.

— Ыйту татăкне çырмасăрах ыйту палли лартни предложение ыйтуллă тăъваймасть. Çавăнпа Санăн аппу Президент ăлкине кайнă? тесе çырни йăнăш. Санăн аппу Президент ăлкине кайнă-и? темелле.

— Аннен куçĕсенчен куççуль тухать. Йăмăк мана аллисемпе çупăрласа илчĕ. Санăн çÿçÿсем вăрăм тени йăнăш. Аннен куçĕнчен куççуль тухать. Йăмăк мана аллипе çупăрласа илчĕ. Санăн çÿçÿ вăрăм темелле.

— Чăваш чĕлхинче çуклăха палăртакан мелсем сказуемăй çумĕнче пулма тивĕçлĕ. Эсир тĕрĕс каламастăр. Эсир тĕрĕс мар калатăр тесе усă курассинъчен сыхланмалла.

— Шупашкарти спортсменсем Мускавра тĕнче чемпионатне хутшăнаççĕ тени Шупашкар спортсменĕсем Мускавра тĕнче чемпионатне хутшăнаççĕ тенипе пĕр мар, мĕншĕн тесен спортсменсем харăс икĕ çĕрте пулма пултараймаççĕ. Шупашкар спортсменĕсем Мускавра тĕнче чемпионатне хутшăнаççĕ тени тĕрĕсрех.

— Шăхальти шкул теес вырăнне Шăхаль шкулĕ евĕр сăмах майлашăвĕсемпе усă курмалла…

Кĕскен çапларах. Кунта час-часах тĕл пулакан йăнăшсене шута илсе çырнисене çеç кĕртме тăрăшрăм. Çак тĕслĕхсем çыракансемшĕн çеç мар, сирĕншĕн те, хисеплĕ вулаканăмăрсем, усăллă пуласса шанас килет.

Ольга ФЕДОРОВА, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

                                    ♦       ♦      

«Тăван Атăл» журналăн çĕнĕ номерĕнче

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.