Тантӑш № 13 (4782) 07.04.2022

7 Ака, 2022

«Шкул чысне çÿле çĕклесчĕ»

Женя Никифорова Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмен шкулĕнче саккăрмĕш класра вĕренет. Вăл — «Тантăш» тусĕ. Пиллĕкмĕш класранпах хаçата тĕрленчĕксемпе статьясем вĕçтерет, районти «Пирĕн пурнăçа» та çырма вăхăт тупать. «Тантăша» кашни эрнерех чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Эпĕ ăна кукамайпа пĕрле вулатăп. Ача-пăча кăларăмĕ мана ырă ĕçсем тума, пурнăçра малти ретре пулма хистет», — терĕ Мăн Этмен шкулĕнче тĕл пулсан Женя.

Чĕри витĕр кăларать

Тăрăшуллă та хастар хĕрача улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Маловăн стипендине тивĕçнĕ. Кăçал маттур вĕренекене Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕн Иван Михопаровăн премийĕпе чысланă. Унăн юратнă предмечĕсем — биологи, хими, чăваш литератури тата физкультура. Пĕчĕкренех яваплăскер кашни урока тĕплĕн хатĕрленсе каять. Предмета лайăхрах пĕлес тесе интернетри видеоуроксемпе паллашать. Пĕр мероприяти те унсăр иртмест. Предмет олимпиадисенче, наукăпа практика конференцийĕсенче пĕлĕвне кăтартать, сăвă илемлĕ вулассипе шкул, район, республика шайĕнчи конкурссенче палăрать. Тĕслĕхрен, иртнĕ çул «Николаев вулавĕсем» конкурсра республикăра иккĕмĕш вырăна тухнă. «Илемлĕ сăмахра» прозăллă сăвва пăхмасăр каласа 1 степень лауреачĕ пулса тăнă. «Эп сирĕнпе, пин-пин чăваш» регионсен хушшинчи конкурсра Гран-прие тивĕçнĕ маттурскер. «Сăвва пăхмасăр каланă чухне чĕри витĕр кăларать. Ахальтен яланах малти вырăнпа хавхалантармаççĕ. Иртнĕ çул Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халалласа Александр Угольниковăн «Вăрçа манма юрамасть» кĕнеки тăрăх пысăк мероприяти иртрĕ. Ăна та Женя ачасен асĕнче юлмалла ертсе пычĕ», — палăртрĕ чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Татьяна Горбунова. Сăмах май, шкула килсе кĕнĕ çĕрте Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă стенд çакăнса тăрать. Ăна хатĕрлеме тытăниччен ачасем вăрçă вăхăтĕнче окоп чавнă 93 çулти Леонид Тверсков ветеран патне ятарласа кайса килнĕ, унран чикĕ тума хутшăннисем пирки ыйтса пĕлнĕ. Паллах, Женя та ку ĕçе хастар хутшăннă. Тĕрлĕ енлĕ пултаруллăскер шкулти радиожурнала та аван ертсе пырать. Эрнере пĕрре тухакан кăларăмра шкулти çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарать. Командăпа волейболла, баскетболла, шахматла выляса районта пĕрре мар малти вырăна тивĕçнĕ. Йĕлтĕрпе чупма та килĕшет ăна. «Шкул чысне çӳле çĕклес, ăна чи лайăххисен шутĕнче пултарас килет», — терĕ Женя. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Инженер ĕçĕ кăсăклă

Александр КРАСНОВ шкулта вĕреннĕ чухнех физика, математика предмечĕсене юратнă, çавăнпа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн энергетика тата электротехника факультетне суйласа илнĕ. Иккĕмĕш курс хыççăн Шупашкарти «Экра» пĕрлешӳре производство практикинче пулнă. 2016 çултанпа унта инженерта ĕçлет вăл.

— Ку предприятире уйрăм нумай, вĕсен кашнин хăйĕн тытăмĕ. Кунта ĕçлеме кăсăклă пулнине палăртас килет. Нумай çынпа паллашнисĕр пуçне кашни кун çак ĕç пирки çĕннине чылай пĕлме май пур. Эпĕ подстанцисем валли реле хӳтĕлевĕ хатĕрленĕ çĕрте вăй хуратăп, — хăйĕнпе паллаштарчĕ Александр. — Çак хатĕрсене пире хамăр республикăри район-хуларан çеç мар, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен те саккас параççĕ. Чи малтан пулас подстанцин проектне тумалла. Ăна электронлă майпа хатĕрлетпĕр. Ун валли самаях вăхăт кирлĕ. Пĕтĕмпех компьютерпа ĕçлемелле. Сăмахран, пĕр проект валли кăна икĕ уйăха яхăн кирлĕ. Кайран, схемăпа килĕшӳллĕн, ятарлă реле шкапĕ пуçтармалла. Урăхла каласан, вăл электричество çулне уçакан е чаракан хатĕр. Унта электроэнергие виçмелли приборсем, хӳтĕлев тата сигнализаци аппарачĕсем вырнаçтармалла. Кунта пуç ватмалăх пур. Тимлĕ пулмалла. Çак шкапа компьютер урлă ятарлă программăсемпе, функцисемпе тивĕçтеретпĕр, ĕçлеттерсе пăхатпăр. Йĕркеллĕ пулсан хатĕр подстанцие палăртнă объекта илсе кайса вырнаçтараççĕ. Вĕсем те тĕрлĕ вырăнта пулаççĕ. Çак профессие алла илес текенсен шкултанах физика, математика предмечĕсене тарăннăн шĕкĕлчемелле, хăйсене аталантармалла, кĕнекесем вуламалла. Интернет уçлăхĕнче те тĕрлĕ литература пур, вĕсемпе паллашмалла. Тавçăрулăх, тимлĕх, улшăнусене хăвăрт йышăнма пултарни — инженерăн чи кирлĕ енĕсем. Йывăрлăхсем кашни çĕртех пур. Анчах эпĕ вĕсене хамăн ĕçре курмастăп. Çав тери килĕшет кунта. Тата тепĕр япала асăнса хăварас килет: пирĕн командировкăсенче те пулма тӳр килет. Эпир хамăр хатĕрленĕ подстанцие палăртнă вырăна илсе каятпăр, унта ытти çынпа та паллашатпăр. Асра юлнă хуласем — Калининград, Питĕр, Хусан, Мускав, Пермь, Ростов, Тобольск, Березники, Екатеринбург, Тюмень, Шахты, Волгоград. Анчах тата ытти çĕре те кайса курас кăмăл пур-ха. Подстанци тунă çĕрте каччăсем кăна мар, хĕрсем те ĕçлеççĕ. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   


Раççейшăн усăллă çынсем пуласшăн

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски шкулĕнчи 7-мĕш кадет класĕнче — 22 вĕренекен. Вĕсене Тăван çĕршыва юратни пĕрлештерсе тăрать. Маттурсем ытти шкул ачишĕн тĕслĕх пулнине лайăх ăнланаççĕ, кадет ятне çӳлте тытма тăрăшаççĕ.

Ырă йăлана малалла тăсаççĕ

— Кадетсем патриотизм пĕр мероприятийĕнчен те юлмаççĕ. Ял тăрăхĕнчи Çĕнтерӳ кунне халалланă уявсенче ачасем палăксем патĕнче хуралта тăраççĕ, стройпа утса уява илем тата мăнаçлăх кӳреççĕ. Çиччĕмĕшсем кашни çулах плацконцерта тĕплĕн хатĕрленеççĕ, район шайĕнчи тупăшура та хăйсене кăтартрĕç. Пандеми пуçланиччен иртнĕ кадет балĕнчен те çĕнтерӳпе таврăннăччĕ маттурсем. Вĕсен çитĕнĕвĕсем курăмлă: кăçалхи вĕренӳ çулĕнче класри пилĕк ача пионер-паттăрсене халалланă «Пысăк вăрçăн пĕчĕк паттăрĕсем» рес публикăри викторинăра 1-мĕш вырăн йышăнчĕç, «Ăрусен астăвăмĕн эстафети» республика конкурсĕнче командăпа çĕнтерӳçĕсен ретне кĕчĕç. «Вăрçă çинчен пĕтĕмпех çырман» наукăпа тĕпчев ĕçне хӳтĕлесе 3-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Ачасем ун шайĕнче пысăк ĕç туса ирттерчĕç: аслашшĕасламăшĕ çĕнтерĕве епле çывхартнине тĕпчерĕç, — кадет класĕнче ăс пухакансен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ географи вĕрентекенĕ Оксана Кириллова.

Çиччĕмĕшсем спортра та маттур. Уроксем хыççăн стройпа утма хăнăхни, физкультура элеменчĕсене пурнăçлани хăйĕн çимĕçне паратех. Волейболла выляссипе, Калашников автоматне салатса пуçтарассипе, çĕршыв историне пĕлессипе вĕсене шкулта çитекенни çук. Вĕрентекенсем каланине яланах итлеççĕ кадетсем.

«Ӳсĕм вырăнĕ» центрта шашкăлла, шахматла выляс ăсталăха аталантараççĕ, хăйсенчен кĕçĕнреххисене ăс-хакăл вăййине алла илме хăнăхтараççĕ.

Çакна палăртмалла: Октябрьски шкулĕнче нумай çул «тимурçăсен» юхăмĕ аталаннă. Ырă йăлана паянхи шкул ачисем те малалла тăсаççĕ. Ячĕ кăна кăшт улшăннă: волонтерсем теççĕ хăйсене. Ырă тĕслĕх кăтартакансен йышĕнче — çиччĕмĕшсем те. Кадетсем ялсенчи палăксене пăхса тăраççĕ: хĕлле территорие юртан тасатаççĕ, çуллахи вăхăтра чечексем лартаççĕ, тирпей-илем кĕртеççĕ. Ватăсене пулăшасси те йăлара. Картишĕнче юр тасатмалла-и, лавккаран пĕр-пĕр тавар кӳмелле-и е кил-çуртра тирпейлемелле-и — ачасем хаваспах ĕçе тытăнаççĕ. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.