Шыва ирĕк панă вырăнта кăна кĕмелле

5 Утă, 2024

Чăваш Енре шыва кĕмелли сезон пуçланнăранпа çăлавçăсем шыв объекчĕсенче сыхласа тăраççĕ. Рейдсене ишме ирĕк панă, çавăн пекех юраман вырăнсенче те ирттереççĕ.

Чăваш Енре çăва тухнăранпа шывра 14 çын путса вилнĕ, çав шутра 3 ача. Çакăн пек инкексем ан пулччăр тесе чрезвычайлă лару-тăру министерстви кунсерен асăрхаттару рейчĕсем йĕркелет. Хальхинче те çакăн пек пĕлтерĕшлĕ тĕрĕслев журналистсем валли регионти ГКЧС, Раççей МЧСĕн, ШĔМĕн тата Шупашкар хула администрацийĕн ĕçченĕсем хутшăннипе йĕркеленчĕ.

Синоптиксем малтанлăха палăртнă тăрăх, республикăра уйăх варриччен е тата ытларах та шăрăх тăма пултарать. Шăпах çакăн пек çанталăк çынсене шыв хĕррине илĕртет-мĕн. Пляжра каннă чухне вара пурин те хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмаллине асрах тытса тăмалла. Хăрушсăрлăх йĕрки ансат: ятарласа хатĕрленĕ вырăнтан буйкăсенчен шаларах иртмелле мар, ÿсĕр чухне шыва кĕме юрамасть, аслисен ачасене куçран вĕçĕртмелле мар.

Анчах ятарласа хатĕрленĕ пляжсенче те асăрхануллă пулмалла. Ытларах чухне çынсем шывра шăппăн путаççĕ, пулăшу чĕнсе кăшкăрса, алăпа хăлаçланса ĕлкереймеççĕ. Хăш чухне юнашарти çын та унпа инкек сиксе тухнине ăнланса юлаймасть.

Шупашкарти арçынсен мăнастирĕ çумĕнчи Атăл хĕрри нумай çынна илĕртет. Çак вырăнта шыва кĕме юрамасть пулин те, кунта халăх яланах йышлă. Пĕрисем хĕвел çинче хĕртĕнеççĕ пулсан, теприсем шывра чăмпăлтатаççĕ. Çăлавçăсем шыва ирĕк кăна панă вырăнта кĕме юрани çинчен аса илтерсех тăраççĕ пулин те йĕркене пăсакансем те пур. Рейд вăхăтĕнче шыва кĕме ирĕк паман вырăнта чăмпăлтатнăшăн 1 çын тĕлĕшпе протокол çырчĕç.

Кашни пляжрах канакансен сывлăхне çăлавçăсемпе пĕрлех медиксем сыхлаççĕ. Апла пулин те, тимлĕх пирки кашнийĕн асра тытмалла. Уйрăмах ачасене куçран вĕçертмелле мар. Республикăра 16 çултан кĕçĕнрех ачасемпе çамрăксене хăйсем тĕллĕн шыва кĕме чарнă, юнашар ашшĕ-амăшĕн е вĕсемшĕн яваплисем пулмалла. Патшалăх Канашĕн депутачĕсем нумай пулмасть çакăн пек саккун йышăннă. Пăхăнмасан — административлă явап тыттараççĕ.

Тĕп пляжра темиçе хут та ачасем путса вилнипе Шупашкар хула пуçлăхĕн Владимир Доброхотовăн хушăвĕпе кунти хăрушлăх кăларса тăратакан шăтăка хÿмĕ тытса çавăрнă, буйсем вырнаçтарнă. Ку вырăна тăтăшах катерпа çăлавçăсем тĕрĕслесе тăраççĕ. Канма килнисене кашни çур сехетре хытă саспа пĕлтермелли хатĕрпе хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмаллине аса илтерсех тăраççĕ.

Шупашкарта паянхи кун шыва кĕмелли 4 вырăн хатĕрленĕ: Тĕп, Афанасьев, Çĕнĕ сала пляжĕсем, çавăн пекех Атăл леш енче те пур. Сăмах май, хула çыннисем валли канмалли вырăнсенче информаци таблицисем, буйсем лартса панă. Шыва кĕме ирĕк паман вырăнсенче «Кунта кĕме юрамасть» тесе çырса хунă. Хулари пляжсенче ирхи 10 сехетрен пуçласа каçхи 8 сехетччен çăлавçăсем, медицина ĕçченĕсем тĕрĕслесе тăраççĕ. 

«Шăрăх пулнипе тăн çухатнисене те çăлатпăр. Хăшĕ-пĕри выçă хырăмла пляж хĕрне канма килет. Хĕвел çинче сехет е çур сехет хĕртĕнни те тăн çухатма çителĕклĕ. Çакăн пек чухне çынсене сулхăн вырăнта çур сехет тăнă хыççăн тин шыва кĕме чĕнсе калас килет. Хĕвел çинче хĕртĕнсе пиçсе каясран пĕрле крем илме сĕнетĕп», — пĕлтерчĕ Тĕп пляжра тимлекен медбрат Николай Андреев.

Специалистсем кашни кунах шыва кĕме ирĕк паман вырăнсене тĕрĕслесе тăраççĕ: Мускав районĕнчи Атăл хĕррине — вырăнти специалистсем, Хусан ячĕллĕ Атăл хĕррине — Калинин райĕнĕн ĕçченĕсем, Шупашкар заливĕн акваторийĕнче — Ленин районĕн ĕçлев ушкăнĕ сăнаса тăрать.

Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.