Шупашкар хулин пуçлăхĕ Хула кунĕпе саламлать
Шупашкарăн хисеплĕ çыннисем, сире Шупашкар 555 çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатăп!
Иртнĕ çулсенче Шупашкар наци культурин, наукин тата вĕрентĕвĕн центрĕ кăна мар, тĕрлĕ халăх тата конфесси пĕрлĕхĕн, вĕсем килĕштерсе пурăннин символĕ те пулса тăчĕ. Паян эпир чи лайăххине — аслă ăрусен ĕçĕпе тунине — пĕтĕмпех тирпейлĕ упратпăр, малашне те, паллах, упраса пырăпăр.
Хула çитĕнĕвĕсем — сирĕн пархатарлă ĕç кăтартăвĕ. Пирĕн çынсем — пĕтĕм халăх пуянлăхĕ. Кулленхи ĕçĕрпе эсир Шупашкарăн, пĕтĕм Чăваш Республикин паянхи тата малашнехи аталанăвĕн никĕсне хыватăр. Сирĕнтен кашни хула аталанăвне хывакан тӳпе чăннипех хаклă. Пĕрле пĕр хулара пурăнса эпир пысăк пĕр çемье пулса тăратпăр, ăна пĕрлехи истори пĕрлештерет.
Тăван хулана юратни, ыранхи кун тата лайăхрах пуласса шанни сирĕн чĕрĕрсене яланах ăшăттăр. Пурне те чун-чĕререн телей, ырлăх, мирлĕ тӳпе сунатăп. Уяв ячĕпе саламлатăп, юратнă хула!
Владимир ДОБРОХОТОВ,
Шупашкар хулин пуçлăхĕ
Комментари хушас