Шкулсем çĕнелĕç
Шупашкар хулинче 2026 çулта вĕрентӳ тытăмне тĕпрен çĕнетĕç: капиталлă юсав программине 18 шкул кĕнĕ. Вĕрентӳ сферин аталанăвĕн пĕлтерĕшлĕ тапхăрĕпе çыхăннă ыйтусене Шупашкар хула администрацийĕн Ларусен пысăк залĕнче пĕлӳ çурчĕсен ертӳçисем, ашшĕ-амăшĕ сӳтсе яврĕç.
Вун ултă вĕрентӳ учрежденийĕнче — 2, 3, 18, 19, 20, 35, 37, 42 /2-мĕш корпус/, 49, 55, 56, 57, 60, 64 /1-мĕш корпус/ шкулсенче, 1, 46-мĕш гимназисенче — юсав ĕçĕсене пĕр çулталăкра вĕçлĕç. 59, 61-мĕш /1-мĕш корпус/ шкулсен çурчĕсене икĕ çулта йĕркене кĕртĕç. Шупашкар хула администрацийĕн Вĕрентӳ управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Лукшин палăртнă тăрăх, юсав ĕçĕсен вăхăтĕнчи тĕп тĕллев — ачасене тарăн пĕлӳ тата тивĕçлĕ воспитани илме хăтлă условисем туса парасси, хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси.
«Çак тапхăрта вĕрентӳ ĕçĕ чарăнса лармасть. Капиталлă юсав программине кĕнĕ шкулсенче вĕренекенсем юнашар вырнаçнă пĕлӳ çурчĕсене çӳреме пуçлĕç. Ачасем унта çитмешкĕн общество транспорчĕпе те, шкул автобусĕсемпе те усă курма пултараççĕ. Класс ертӳçисем те, предмет вĕрентекенĕсем те, вĕренӳ планĕсемпе расписани те улшăнмаççĕ. Шкулсем икĕ сменăпа ĕçлĕç. Дистанци технологийĕсемпе те анлă усă курĕç. Çавăн пекех педагогсен, шкул директорĕсен, ытти ĕçченсен ĕç прависене те пăхăнатпăр. Çакă, паллă ĕнтĕ, кадрсене сыхласа хăварассине тата вĕрентӳ пахалăхне ӳстерессине пысăк витĕм кӳрет, — терĕ вăл. — Йывăрлăхсем пулмалла мар, мĕншĕн тесен кун евĕрлĕ ĕçсене пĕрремĕш хут пурнăçламастпăр. Опыт пур».
Шупашкар хула администрацийĕн ЖКХ, энергетика, транспорт тата çыхăну управленийĕн пай пуçлăхĕ Дмитрий Букин шкулсене çитмелли маршрутсемпе паллаштарчĕ. Вĕсене йĕркеленĕ чухне ачасене çул çӳреме меллĕ условисем туса парассине шута илнине пĕлтерчĕ. Сăмах май, шкулсене çакăн пек йĕркепе юсасси виçĕ-тăватă çул каяллах çирĕпленнĕ. Вăл тухăçлăхне кăтартнă. Шкул директорĕсем палăртнă тăрăх, капиталлă юсав çуртсене çĕнетет кăна мар, çамрăк ăру валли хăрушсăр тата хăтлă вĕрентӳ тытăмĕ те йĕркелет, мĕншĕн тесен вĕрентӳ заведенийĕсене патшалăх пулăшăвĕпе сĕтел-пуканпа, тĕрлĕ оборудованипе тивĕçтереççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те шкулсене юсанипе кăмăллă. Вĕсем юсав пынă вăхăтра ачасене вăхăтлăх йышăннă вĕрентӳ заведенийĕсен ертӳçисене тав турĕç. «Пире кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Ют çынсем вырăнне хумарĕç. Çавăнпа та манăн ашшĕ-амăшне чĕнсе калас килет: пире йышăнакан шкулсене хисеплер, унти йĕркесене пăхăнар, вĕсен пурлăхне упрар», — терĕ Андрей Семенов. 24-мĕш шкул директорĕ Луиза Иванова çакăн пек сăмахсене илтме кăмăллине палăртрĕ.
«Пирĕн е сирĕн ачасем çук. Вĕсем пурте пирĕн, — терĕ вăл. — Пирĕн шкула икĕ çул каялла юсарĕç. Çак тапхăрта урăх шкулта ĕçлерĕмĕр. Халĕ акă хамăр йышăнатпăр. Паллах, çакăн пек пысăк ĕçсем пурнăçлама май килнĕшĕн эпир Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева тата РФ Патшалăх Думин депутатне Алла Салаевăна тав тăватпăр. Вĕсем тăрăшман тăк палăртни пурнăçа кĕреймен пулĕччĕ. Хамăрăн шкул йăли-йĕркине тата историне упраса хальхи йышши вĕрентӳ хутлăхне йĕркеленине, вăл ачасемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те илĕртӳллĕ пулассине шанса тăратпăр». Шупашкар хула администрацийĕн представителĕсем çавăн пекех ашшĕ-амăшĕн ыйтăвĕсене те хуравларĕç. Вĕсене, тĕпрен илсен, юсав вăхăтĕнче мĕнле ĕçсем пурнăçласси, шкулсене йĕркене кĕртнĕ хыççăн мĕнле оргтехникăпа тивĕçтерессипе кăсăкланчĕç. Сĕнӳпе те тухрĕç: 18 шкулта вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕн, директорсен тата влаç органĕсен представителĕсен пĕрлехи чатне йĕркелесен капиталлă юсав вăхăтĕнче сиксе тухакан çивĕч ыйтусене хăвăрт татса пама май килĕ.











Комментари хушас