Режиссерсен пьеса шырама ăçта каймалла?

21 Утă, 2020

Куç тĕлне драматургсем валли 2020 çулта пĕрремĕш хут ирттерме палăртнă Пĕтĕм Раççейри «Сăмах вăйĕ» уçă конкурс çинчен пĕлтерни лекрĕ.

Пурте — лайăх пьесăшăн

Унăн йĕркелÿçи — РФ Оборона министерстви. Тÿрех ыйту çуралать: мĕншĕн РФ Культура министерстви мар? Ну, юрĕ. Драматургсемшĕн ăна кам ирттерни мар, пулăмĕ хăй питĕ пĕлтерĕшлĕ. Тĕрĕссипе, йĕркелÿçĕсен хăйсен тĕллевĕ пур: Раççей Хĕç-пăшал вăйĕсен театрĕсем валли лайăх пьесăсем тупасси, пултаруллă драматургсене — Тăван çĕршыв, халăх, çар çинчен çыракансене — çул уçса парасси, куракансен патриотизм туйăмне вăйлатасси…
Конкурс виçĕ номинаципе — «Ырă сăмах» /6-13 çулсенчи куракансем валли/, «Тĕрĕс сăмах» /13-17 çултисем валли/ тата «Ăслă сăмах» /18 çултан аслисем валли/ — çырнă пьесăсен хушшинче иртĕ. Конкурса икĕ тапхăрпа йĕркелеме палăртнă: 2020 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 31-мĕшĕччен текстсене йышăнĕç, 2021 çулхи кăрлачăн 1-31-мĕшĕсенче шорт-листсем хатĕрлĕç, çĕнтерÿçĕсене палăртĕç. Пĕтĕмлетÿпе 2021 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче паллаштарĕç, чыслав вара Пĕтĕм тĕнчери Театр кунĕ умĕн Раççей çарĕн тĕп академи театрĕнче иртĕ.
Йĕркелÿçĕсем ахальтен пырса тухман çак шухăш патне. Раççейри пекех, Чăваш Енре те, ку енĕпе ыйту çивĕч тăрать. Наци драматургĕсен ĕçĕсем çитмеççĕ. Пуррисен пахалăхĕ туллин тивĕçтермест, çавна май режиссерсен хайлавсен авторĕсемпе çине тăрсах ĕçлеме, произведенисене 5-6 хут тÿрлеттерме тивет.

Пирĕн те пулнă вăл

Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче, тĕрĕсрех каласан, 2003 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче, ЧР Культура министерствипе ЧР Театр деятелĕсен союзĕ пысăк пуçару тунăччĕ: чăвашла пьесăсен республика конкурсне йĕркеленĕччĕ. Драматургсене çав çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2004 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен пьесăсем çырма вăхăт панăччĕ. Ун хыççăн вĕсен произведенийĕсемпе жюри паллашнăччĕ. Ун йышне паллă профессионал писательсемпе поэтсене, режиссерсене, театр искусствин деятелĕсене, журналистсене, республикăри пултарулăх союзĕсен представителĕсене кĕртнĕччĕ. Вĕсем конкурс лартнă тĕллевсене — тăван чĕлхепе çыракан çамрăк авторсене аталанма пулăшассине, тĕрлĕ ÿсĕмри куракансем валли хатĕрленĕ ĕçсене тупса палăртассине, республикăри театрсен репертуарне пуянлатассине — тĕпе хурса ĕçленĕччĕ.
Пурĕ виçĕ хут иртрĕ конкурс. Юлашки 2011 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче старт илнĕччĕ. Ăна виçĕ тапхăрпа йĕркеленĕччĕ. Малтанхинче пьесăсене йышăнчĕç, унтан жюри членĕсем вĕсене вуласа тишкерчĕç, юлашкинче конкурса пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене чысларĕç. Ун чухне конкурса 17 пьеса тăратнăччĕ. Жюри членĕсем кашни ĕçе тĕплĕн тишкерсе сÿтсе явнăччĕ. Вĕсен шухăшĕпе, кашни произведенире лайăх самантсемпе çитменлĕхсем, авторсем туса çитерменнисем пур. Çавăн чухне çĕнĕ ятсем çуралнăччĕ. Пĕрремĕш вырăна никама та паманччĕ.
Иккĕмĕшне Ольга Туркай «Ален-Делон, е Кĕске телей çинчен» тата Анатолий Ефимов /Хмыт/ «Сутăн илнĕ чыс» ĕçшĕн тивĕçнĕччĕ, виççĕмĕшне — Александр Степанов /Пăртта/ «Килех килчĕ Тур çырни» пьесăшăн. Çак ĕçсем пурте куракан патне çитрĕç: «Ален-Делон» — Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче, «Сутăн илнĕ чыспа» «Килех килчĕ Тур çырни» — К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче.

Нихăшне те куçран вĕçертмен

Конкурса хутшăннă, анчах малти вырăнсене çĕнсе илеймен хайлавсене те режиссерсем куçран вĕçертмерĕç. Сăмахран, Римма Прокопьевăн «Тăххăрмĕш хутри Асамат кайăкĕ», ăна Станислав Васильев 2012 çулта лартнă, паянхи пурнăçăн тĕкĕрĕ вырăнĕнче пулчĕ. Ĕç-пуç хулари общежитире пулса иртет. Общежити — пирĕн пурнăç, эпир ун йĕркипе — «кÿршĕнни пек машина», «юлташăнни пек хваттер»… — пурăнма хăнăхса çитнĕ.
Хамăрăнни пирки кăна тарăн шухăшламастпăр темшĕн. Общежити чирĕ — пăтрашăнупа укçа влаçĕ — çапла майпа хулана, çĕршыва, тĕнчене çавăрса илет. Ыттисенчен пысăкрах, лайăхрах пулас тени чун тĕпĕнчи чи лайăх туйăмсене те аркатма пултарни çинчен асăрхаттарчĕ пире драматург. Анатолий Кипечĕн çамрăксен театрĕн сцени çине тухнă «Ехрем хуçа» пьеси те конкурс витĕр тухнăскер.
Александр Пăрттан жюри тишкернĕ тепĕр ĕçĕ — «Кирек ăçта та пĕр хĕвел» /Андеграунд/ — театралсене, журналистсене, куракансене чăннипех кăсăклантарчĕ. Произведенире чăваш драматургинче пĕрремĕш хут«тĕпĕнчи», «чи аялти» çынсене сăнласа кăтартнă. Пьеса режиссерĕ, Казахстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ деятелĕ Иосиф Дмитриев-Трер премьера хыççăн 2011 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче çапла каланăччĕ: «Материалпа кăсăкланса ĕçлерĕм, автор чăн пурнăçăн эпир хальччен асăрхаман енне туллин уçса панă».
Палăртма кăмăллă: кĕçех вăл е ку театрăн сцени çине ытти спектакль те тухрĕ. Конкурса хутшăннă 50 ытла пьесăран Марина Карягинăн «Кĕмĕл тумлă çар» трагедийĕн шăпи уйрăмах ăнăçлă килсе тухрĕ. Унăн премьери 2010 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Çамрăксен театрĕнче иртрĕ. «Кĕмĕл тумлă çар» спектакль авалхи чăваш йăхĕ çинчен. Йăхра пĕр арçын та юлман, пурте халăха сыхласа пуç хунă. Кил вутне упраса хăварас, ачасене ÿстерес, хамăр тĕне тытса пырас нуша йăлтах хĕрарăм пуçĕ çине ÿкнĕ. Тĕрĕк халăхĕн халапĕсенче Ама Турă тĕп вырăнта тăрать: «Эй, пĕтĕм тĕнчене пултарнă Ама, — тет чăваш кĕске кăна кĕлĕре. — Санран мĕн пулни пурте ырă, пурте аван, çавăнпа эпир сана тав тăватпăр, пуç таятпăр». Ытти халăх мифологийĕнче пирĕн Ама «Умай» ятпа çÿрет. Ĕмĕрсем иртнĕ май Тĕнчене пултарнă Ама «Пÿлĕхçĕ», «Кĕпе», «Тур Амăшĕ» пулса тăрать. Вăлах кил-çурта, йăх- йыша упракан хĕрт-сурт та.
Асăннă спектакль Чăваш Енри театр пурнăçĕнче кăна мар, республика тулашĕнче те паллă йĕр хăварчĕ. Станислав Васильев режиссер лартнă ĕçпе тĕрĕк чĕлхиллĕ тата наци театрĕсен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕсенче — «Пин сывлав — пĕр сасă» /2011, Турци, Конья хули/, «Науруз» /2011, Тутарстан, Хусан/, «Штатол» /2011, Мордва Республики, Саранск/, «Туганлык» /Пушкăртстан, Ĕпхÿ/ — паллашрĕç. Спектакле лартакансем вара — пьеса авторĕ Марина Карягина, Станислав Васильев режиссер тата Лолита Чекушкина композитор — 2013 çулта литература тата искусство енĕпе паракан Чăваш патшалăх премине тивĕçрĕç.

«Эсир хăвăр тăвăр»

Шел, пьесăсен конкурсĕ çакăн хыççăн урăх иртмерĕ. Тен, вăл хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлайман? Мĕн шухăшлаççĕ-ха конкурс пирки республика театр искусствин паллă ĕçченĕсем? К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçипе, СССР халăх артисчĕпе Валерий Яковлевпа çыхăнма май килчĕ.
— Çапла, темиçе çул каялла пирĕншĕн, режиссерсемшĕн, питĕ пĕлтерĕшлĕ конкурс çухалчĕ, — палăртрĕ Валерий Николаевич. — Эпĕ ăна çĕнĕрен йĕркелес тĕлĕшпе Культура министерствинче темиçе хут та ыйту çĕкленĕ. Пуçлăхсен кăмăлне пĕрех çавăраймарăм. «Эсир хăвăр тăвăр», — терĕç пĕррехинче. Эпĕ драматургсемпе 40 çул ĕçлетĕп. Вĕсене май килнĕ таран пулăшнă, пулăшатăп та. Ку республика, министерство шайĕнчи конкурс пулмалла. Вăл питĕ кирлĕ. Кашни конкурс хыççăн е пирĕн театрăн, е çамрăксен, е пукане театрĕсен сцени çине çĕнĕ спектакльсем тухнă. Нумаях пулмасть эпĕ халăх театрĕсен режиссерĕсем валли лаборатори йĕркелерĕм. Вĕсем те конкурс ирттерме пăрахнăшăн кулянаççĕ. «Вăл пирĕншĕн те усăллăччĕ», — терĕç. Тĕрĕссипе, ун валли пысăк укçа та кирлĕ мар.
Çамрăксен театрĕн директорĕ Елена Николаева та Валерий Яковлевăн шухăшĕпе килĕшет.
— Паллах, чăвашла пьесăсен республика конкурсĕ кирлех, — çирĕплетрĕ вăл. — Çамрăк çыравçăсене кăсăклантарма пултарĕччĕ вăл. Пĕр-пĕрне пăхса, ăмăртса ĕçленĕ пулĕччĕç. Режиссерсен сунтăхĕнче сцена çине кăлармалли хайлав çукпа пĕрех. Пултарулăх лабораторине — драматург лаççине — çавăнпа йĕркелерĕмĕр те. Кăçал ăна тăваттăмĕш хут ирттеретпĕр. Ачасем валли çыракан драматургсене шыратпăр. Унта таçтан та — Пушкăртстанран, Тутарстанран, Самартан, Мари Элтан… — хутшăннă. Ку та питĕ лайăх, эпир унта пьесăсене вуланисĕр пуçне лартатпăр та. Çак ĕçе малашне те аталантарса пырасшăн. Çав вăхăтрах республика шайĕнчи конкурс та пулмаллах. Пире чăвашлисем уйрăмах кирлĕ.
Елена Николаева ертсе пыракан театр йĕркеленĕ ача-пăча наци драматургийĕн регионти лаборатори-форумĕн пĕр мероприятийĕнче пулма май килнĕччĕ. Пушкăртстанри, Чăваш Енри тата ытти хутлăхри драматургсен ĕçĕсене тишкернĕ саманта лекнĕччĕ. Критиксенчен пĕрин, пирĕн ентешĕн Сергей Фишерăн, шухăшĕпе, драматургсен чи пысăк инкекĕ — ку енĕпе тивĕçлĕ пĕлÿ çукки. «Шухăшĕсем, тĕллевĕсем пур, анчах драматургин вăрттăнлăхĕсене пĕлменни вĕсене ура хурса пырать. Çавăнпа лабораторисен, семинарсен, конкурссен пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăк. Тепĕр чухне пьеса авторĕсем валли çеç мар, вĕсене лартакансемшĕн те çав тери усăллă», — тенĕччĕ вăл.
— Чăвашла пьесăсен конкурсĕн йĕркелÿçисен йышĕнче пирĕн союз та пуррине тĕпе хурса çак ыйтупа ЧР культурăн унчченхи министрĕпе темиçе хут та калаçрăм, — телефонпа çыхăнсан пĕлтерчĕ ЧР Театр деятелĕсен союзĕн председателĕ, Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Медведев. — Вăл кашнинчех: «Юрать-юрать», — тетчĕ. Çапла тем чухлĕ вăхăт иртрĕ. ЧР культурăн паянхи министрĕ Роза Лизакова пире ăнланасса тата пулăшасса шанса тăратăп. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.