Кирек мĕнле лава тапса туртма хăнăхнă
Чăваш республикинчи хĕрарăмсен союзĕн Çĕрпÿ районĕнчи уйрăмĕ ялсемпе хулари 17 пĕрлĕхрен тытăнса тăрать. Халĕ пирĕнпе пĕрле тачă çыхăнура Çĕрпÿ районĕнчи ашшĕсен канашĕ ĕçленине палăртма кăмăллă. Икĕ пĕрлĕх “Пĕрле хамăр тĕнчене илем кÿретпĕр” девиза ăша хывса алла-аллăн тытăнса малалла аталанать.
Общество организацийĕсем районти хĕрарăмсемпе арçынсен хастарлăхне, амăшĕпе ашшĕн статусне ÿстерес енĕпе тимлеççĕ. Çавăн пекех çемье хаклăхне, йăла-йĕркене сыхласа хăварса аталантарас, амăшĕпе ачине хÿтĕлес тĕллевсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе пурăнать икĕ çак пĕрлĕх. Ĕçе районти хĕрарăмсен союзĕн президиумĕ йĕркелесе пырать. Вĕсемех ял тăрăхĕсенчи лару-тăрăва сăнаса тăраççĕ, çемье ыйтăвĕсене татса пама, тĕрлĕ мероприяти ирттерме пулăшаççĕ.
Общество организацийĕсене те укçа-тенкĕсĕр аталанма йывăр. Çĕрпÿсем республика шайĕнче иртекен грант проекчĕсене хастар хутшăнаççĕ: “Çемье — кашни çын пурнăçĕнче чи пĕлтерĕшли”, “Чăваш Ен — халăхсен пĕрлĕхĕн вăйĕ”, “Эпир — çемьери сывă йăла-йĕркешĕн”, “Эсĕ кирлĕ пире, тусăм” тата ыттисем те. Палăртнине пурнăçласа ялсен тăрăхĕсенче нумай мероприяти иртет: спорт ăмăртăвĕсем, пултарулăх ĕçĕсен, чечексен конкурсĕсем. Кун пек мероприятисене уйрăмах йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене май пур таран ытларах хутшăнтарма тăрăшатпăр. “Наци тата культура йăли-йĕркине амăшĕнчен — хĕрне, ашшĕнчен ывăлне парса хăварасси” курав ăнăçлă иртнине палăртмалла.
Çемьере кăлтăксăр, йывăрлăхсемсĕр никамăн та пулмасть. Амăшĕпе ачин ыйтăвĕсене татса пама пулăшас тĕлĕшпе тăтăшах пухăнса канашлатпăр. Тăлăха тăрса юлнă пепкесен тата çемьене йышăннă шăпăрлансен ыйтăвĕсене “Пур ача та — хамăрăн” “çавра сĕтелре” пăхса тухрăмăр. Шел те, хăшĕ-пĕри çуралнă чухнех суранланать е каярахпа пурнăç тăршшĕпе такăнмалли тупăнать. Сусăррисен ыйтăвĕ — çивĕччисен ретĕнче. “Çемьере хăйне евĕр ача пулсан” проект çак ыйтусене татса пама пулăшать. Паянхи общество чирлесе кайрĕ тесен те йăнăш мар. Ашшĕ е амăшĕ, тепĕр чухне — иккĕшĕ те, эрех-сăрапа виçесĕр айкашни çемьешĕн чи пысăк инкеке çаврăнать. Пĕрле пур ыйтăва та татса пама май пур — çак чăнлăха пурнăçа кĕртессишĕн ĕçлетпĕр йывăрлăха лекнисемпе.
Грант проекчĕсемпе пĕрлех акцисем ирттересси те йăлана кĕчĕ. “Шкула пуçтарăнма пулăш”, “Минтер айĕнчи тетте”, “Пур ача та асамлăха ĕненет” акцисене çынсем хавхалансах хутшăнчĕç. Пуçтарнă япаласене, теттесене, кĕнекесене сахал тупăшлă çемьесене валеçрĕмĕр. “Чун хавалĕпе, тимлĕхпе ăшăтатпăр” акци шкул ачисем тăрăшнипе иртрĕ. Вĕсем пĕччен пурăнакан вăрçă тата тыл ветеранĕсене кил хуçалăхра пулăшрĕç: вутă татса çурчĕç, ытти ĕçе пурнăçларĕç. Çапла майпа ваттисене хĕле кĕтсе илмешкĕн хатĕрлерĕç. Аслă Çĕнтерÿ кунне халалланă пусмана районĕпех тĕрлерĕмĕр. Ăна уяв мероприятийĕсенче курма пулчĕ.
Çĕрпÿсем ытти организаципе те тачă çыхăнура ĕçлеççĕ. Иртнĕ Çĕнĕ çул, калăпăр, Чăваш республикин общество палатипе пĕрле “Хĕл мучин миххине” янтăларăмăр. Хĕрлĕ халатлă, мăн хутаçлă Хĕл Мучи Юр пикепе пĕрле районти кашни ял тăрăхнех çитрĕ. Килтен тухайман сусăр ачасене вĕсем уявпа саламларĕç, парнепе савăнтарчĕç. Пĕрлехи акци вăхăтĕнче çавăн пекех Амăшĕн кунĕнче районти хисеплĕ хĕрарăмсем парнене тивĕçрĕç, Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕнче сусăрсем патне киле салам çитертĕмĕр. Тĕрлĕ мероприятие вĕсем сывлăха тата çулĕсене кура тухсах çÿреймеççĕ, анчах та хăйсене тăлăх ан туйăччăр тесе вĕсене тимлĕхсĕр хăвармастпăр.
Районти ытти мероприятие те хастар хутшăнаççĕ хĕрарăмсен союзĕпе ашшĕсен канашĕ. Тихвин ярмăркки пирĕнсĕр иртмест темелле. Чечексемпе пахчаçимĕç куравĕсенче те, “Раççей йĕлтĕр йĕрĕнче” те, “Наци кросĕнче” те хастарлăхпа палăраççĕ вĕсем. “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” ыркăмăллăх марафонне çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерес енĕпе хастарлăхпа палăраççĕ пĕрлĕх членĕсем. Çавăнпах марафона районти нумай предприятие хутшăнтарма май килет.
Ял тăрăхĕсенчи хĕрарăмсен канашĕсене уйрăмах ырă сăмахпа палăртса хăварас килет. Вĕсем хĕрарăмсемпе арçынсене кружоксемпе клубсене явăçтараççĕ, илемлĕ пултарулăха аталантараççĕ. Çĕрпÿ тăрăхĕнче çавăнпах юбилярсемпе вăрăм ĕмĕрлисем тимлĕхсĕр юлмаççĕ. ЗАГС уйрăмĕпе пĕрле кĕмĕл тата ылтăн туя паллă тăвакансене саламлаççĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне Çĕнтерÿ туйĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ.
Хĕрарăм чунне ĕненÿ кирлех. Çветтуй Троица соборĕпе тата хĕрарăмсен Тихвин мăнастирĕпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Раштав тата Мăнкун уявĕсене çавăнпах тĕн йĕркисене пăхăнса ирттересси йăлара.
Хĕрарăм паян пурнăçăн кирек хăш тытăмĕнче те хастарлăхпа палăрать. Çав шутра — политикăра та. Тĕрлĕ шайри суйлава хастар хутшăнни çимĕçне кÿретех: район Пухăвĕн 24 депутатĕнчен 7-шĕ — хĕрарăм. Çавăн пекех ял тăрăхĕсенче 89 депутат мандатне тивĕçнĕ вĕсем.
Хĕрарăм кирек мĕнле лава та тапса туртма хăнăхнă. Унăн яваплăхне кирек кам та палăртать. Ахальтен мар-тăр районти 17 ял тăрăхĕнчен 3-шне хĕрарăм ертсе пырать. Шăпах çак тăрăхсенче нумай енĕпе йĕрке хуçаланнине палăртаççĕ те.
Тепĕр пулăма та уйрăммăн асăнса хăварас килет. Çĕршыв аталану çул-йĕрне улăштарнăранпа хĕрарăмăн тепĕр пултарулăхĕ те яр-уççăн палăрчĕ: ертсе пырас ĕçре кăна мар, бизнеса аталантарас енĕпе те хастар вĕсем. Раççей шайĕпе “Хĕрарăм лидер. 21 ĕмĕр” конкурс çуралса вăй илчĕ. Пирĕн туссем Надежда Афанасьева, Ольга Кукарцева, Татьяна Игнатьева çĕршыв шайĕпе иртнĕ çак конкурса хутшăнса палăрчĕç кăна мар, тĕрлĕ номинацире çĕнтерчĕç те.
Наталья ИЛЬИНА, Чăваш республикинчи хĕрарăмсен союзĕн Çĕрпÿ районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи.
Комментари хушас