Кану кăсăклă та усăллă ирттĕр

20 Çĕртме, 2020

Çу кунĕсем ача-пăчашăн — чи кĕтнисем. Хĕвел савса ăшшине тавралăха сапаланă вăхăтра уçă сывлăшра тăраниччен çÿреме, çемьепе пĕрле ăçталла та пулин çул çÿреве тухма, сывлăха çирĕплетмелли лагерьте тантăшсемпе пĕрле кĕлеткене пиçĕхтернипе пĕрлех тавра курăма аталантарма пулать-çке! Ытти чухне çакă йăлтах пурнăçланма пултарнă-ха, кăçал вара ачасен те кану меслечĕсене кăшт улăштарма тивет. Урама тĕлсĕр-палсăр тухса çÿремелле мар. Инçете çул тытма тăхтаса тăрсан аванрах. Шкул çумĕнчи лагерьсене унчченхилле ирсерен ушкăнпа пухăнса мар, онлайн мелпе кăна хутшăнма май пур. Хула çумĕнчи кану ятарлă организацийĕсем вара çул çитменнисене йăлана кĕнĕ пек çĕртме уйăхĕн малтанхи кунĕсенче йышăнма тытăнаймарĕç. Çакă йăлтах ачасен сывлăхне упрассипе çыхăннă.
Шкулта кăçалхи вĕренÿ çулĕн юлашки чĕрĕкĕнче ачасем дистанци мелĕпе пĕлÿ илчĕç. Çавна май вĕсен компьютер е тĕрлĕ гаджет умĕнче вăхăт самай ирттерме тиврĕ. Çакă, пытарма кирлĕ мар, хăш-пĕр ашшĕ-амăшне вĕчĕрхентерчĕ те. Шкул çумĕнче е хушма пĕлÿ организацийĕнче çул çитменнисем валли кану вăхăтĕнче лагерьсене те онлайн мелĕпе йĕркелессине пĕлтерсен вĕсен хавхалану çуралмарĕ-тĕр. Анчах ача кунашкал мелпе куна усăллă ирттерме пултарасса ĕненекенсем алă сулмарĕç, ывăлне е хĕрне çĕнĕлле йĕркелекен ĕç-хĕле явăçтарма шут тытрĕç.
Çĕнĕ Шупашкарти «Кванториум» ача-пăча технопаркĕнче çĕртме уйăхĕн 1-11-мĕшĕсенче «Инженер каникулĕн» пĕрремĕш смени иртрĕ. 7-14 çулти ачасем хутшăнчĕç унта. Ăсталăх класĕсем, квестсем, республикăра пурăнакан кăсăклă çынсемпе тĕл пулусем — йĕркеленĕ пур ĕç-пуçа хавхаланса йышăнчĕç вĕсем. Калăпăр, Наноквантум наставникĕ кăтартнă стаканри «асамат кĕперне» сÿрĕккĕн кăна сăнама пулать-и вара? Чи кăсăкли — ачасем хăйсем те темĕн те тума хăнăхни. Сăмахран, ертÿçĕсем кăтартса-вĕрентсе пынипе çамрăк «инженерсем» хăйсен аллипе батарейка ăсталанă. Китайра акăлчан чĕлхи вĕрентекен Екатерина Борщевăпа онлайн мелпе тĕл пулсан вара ачасем ют çĕршыва ĕçлеме каяс çул-меле сÿтсе явнă. Хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕ тум янтăлакан костюмер тата дизайнер Екатерина Волкова кÿлепесем ăсталас ĕçре нанотехнологисемпе усă курасси çинчен сăмах пуçарнă ачасемпе. Халĕ, пĕрремĕш смена ăнăçлă иртнине кура, технопарк онлайн лагерь иккĕмĕш тапхăрне хавхалансах пуçăннă.
Çитес уйăхра хула çумĕнчи, районсенчи сывлăха çирĕплетмелли ача-пăча организацийĕсенчен чылайăшĕ уçăлас шанчăк пур. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, ĕçе хăш кун пуçăнасса коронавируспа лару-тăру мĕнлерех йĕркеленесси кăтартса парĕ. Лагерьсем çул çимен ачасене кĕтсе илмешкĕн тахçанах хатĕрленме тытăннă ĕнтĕ. Паллах, вĕсен чи малтанах Роспотребнадзор Чăваш Енри Управленийĕн сĕнĕвĕсене шута илме тивĕ. Канакансен йышĕ хальччен йышăнма пултарнинчен çурри чухлĕ кăна пулмалла. Ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕ патне килсе çÿремелле мар. Лагерь ĕçченĕсен смена вĕçлениччен территорирен тухма, киле кайма юрамĕ. Паллах, лагерьте гигиена-санитари нормисене çирĕп пăхăнмалли куç кĕрет. Чир сарăласран сыхланас тĕллевпе пурлăх-техника никĕсне пуянлатассине те пурнăçа кĕртме тивĕ. Ку вара, паллах, укçа-тенкĕ тăкакĕпе çыхăннă. Çавна май республика ертÿлĕхĕ тĕрлĕ харпăрлăхри лагерьсене ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермешкĕн финанс хушма тĕревĕ кÿме йышăннă. Çак ĕç механизмне Олег Николаев хăй тĕрĕслесе тăрĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.