Интеллектлă шутлав — электричество вăрришĕн чăрмав

17 Утă, 2020

18 çулти каччă Шăмăршă районне хăнана килнĕ. Унти тăванĕсен автомобилĕ ăна питĕ килĕшнĕ — чаплă «KIA» рулĕ умне ларса пăхас килнĕ. Аппăшĕ хирĕçлемен. Çамрăк çын çул çине тухнă кăна — пулать вĕт, ПАИ инспекторĕсем! Вĕсене асăрхасан йĕкĕт тарма шут тытнă: унăн страховка кăна мар, водитель прави те çук вĕт. Эх, чарăнмалла пулнă та çав — кирек мĕнле пулсан та йӳнĕрех ларатчĕ. Анчах… Опыт çукки пĕтернĕ: йĕркелĕх хуралçисенчен тарнă май ăнман водитель машинăна «пăхăнтарайман» — электролинин виçĕ юпаллă тĕревĕ çине пырса тăрăннă.

Юпасем çул урлă чупса каçаççĕ-и?

«Тăрăннă та — икĕ яла темиçе сехетлĕхе электричествăсăр хăварнă», — тет «Россети Атăлăн» /«Атăл çинчи МРСК» ПАО бренчĕ/ филиалĕн — «Чăвашэнергон» хăрушсăрлăх управленийĕн пуçлăхĕ Игорь Вотяков. Паллах, энергетиксем васкавлă мерăсем йышăнса электролиние юсанă, анчах сиен виçи самай пысăк — ют машинăпа катаччи чупма юратаканăн 47 пин тенкĕ тӳлеме тивет. Иномарка мĕн хаклăх сиенленнĕ, унăн хуçи йĕкĕте çакăн хыççăн мĕнле сăмахсемпе ятланă — кун пирки истори шарламасть.

Граждансен çăмăлттайлăхне пула сывлăшри ЛЭПсем сиенленнĕ тĕслĕх вара сахал мар — çулталăк пуçланнăранпа пилĕк тĕслĕхе регистрациленĕ. Темшĕн Шупашкар районĕ малта пырать. Тутаркассинче пысăк джип электролини юпинчен пăрăнса иртеймен — энергетиксен юсав ĕçĕсене пурнăçлама тивнĕ. Тепĕр тĕслĕхре КамАЗ водителĕ çаврăннă май ЛЭП юпине асăрхаман — сиене 71 пин тенкĕлĕх хакланă. Çак кунсенче Мăн Чăкăр ялĕнче ВАЗ-2107 ВЛ юпи çине пырса тăрăннă. «Жигули» йывăр машина мар, джиппа танлаштараймăн, апла пулин те вăйлă пырса çапнине кура бетон юпа хуçăлнă, суранланнă водителе госпитализацилеме тивнĕ.

Энергетиксен ĕçĕ тимсĕр водительсене пула кăна хушăнмасть. Етĕрне районĕнчи Никольски ялĕнче арçынсем ял çыннисен пĕрин çĕрĕ çинче ЛЭП зонин тулашĕнче çитĕннĕ çӳллĕ хурăна йăвантарма шут тытнă. Йывăç касасси кăткăс ĕç мар пек. Анчах кĕтмен çĕртен çил тухнă та — хайхискерсем йывăçа тытса чарайман — вăл вĕсем кĕтнĕ çĕре мар, пачах тепĕр енне, электропередача линийĕ çине, ӳкнĕ.

Иртнĕ вырсарникун çакнашкал пăтăрмах Çĕрпӳ районĕнчи Çĕрпӳелĕнче пулнă. Чăн та, арçынсем «йывăç хăй ӳкнĕ, эпир вара ăна касса сыпăларăмăр кăна» теме пăхаççĕ. Ну, ялта йывăçсем мĕншĕн ӳкнин сăлтавне полици тĕпчесе пĕлĕ, энергетиксем вара ку тĕслĕхре те электричество парассине хăвăрт тивĕçтернĕ — кану кунĕ пулнине пăхмасăр. Тепĕр тесен, оперативлă персонал талăкĕпех дежурствăра — кану кунĕсĕр. Сетьсене самантлăха та тимлĕхсĕр хăвармаççĕ, çакă мĕн пур потребителе энерги парса тăрассин шанчăклăхне тивĕçтерме кирлĕ.

Ĕç нумайрах — çухату сахалрах

Çак тĕслĕхсенче айăплисен, паллах, сиен кӳрес тĕллев пулман, анчах ку яваплăхран хăтармасть — кашни тĕслĕхпе энергокомпани тăкакĕсене саплаштарма тивет. Электричество сечĕсен объекчĕсенчен оборудовани вăрлакансем вара энергетиксене кӳнĕ сиене /çĕнĕ материалсем туянмалла, бригада ĕçлет, транспорт тăкакĕсем — энергокомпани расхучĕсем самай пысăк/ саплаштарнисĕр пуçне уголовлă майпа та явап тытĕç. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра кунашкал икĕ тĕслĕхе регистрациленĕ. Вăрăсем явап тытасси иккĕлентермест — полици уголовлă ĕçсем пуçарнă.

Пĕрремĕш тĕслĕхре паллă мар çынсем электроэнергие интеллект мелĕпе шута илекен шкапа йăтса кайнă. «Вăл мĕн тума кирлĕ пулнă? — тĕлĕнеççĕ энергокомпанире. — Унпа килте мĕнле те пулин тĕллевпе усă курма çук. Тимĕр-тăмăр валли пулсан кăна…» Ун вырăнне энергетиксен çĕнĕ шкап вырнаçтарма тивнĕ — каллех тăкак.

Шупашкар районĕнчи Юртукассинче вара вăрăсем потребительсене çут çанталăк газĕпе тивĕçтерессине хăрушлăха кĕртсе ӳкернĕ. Ĕçлекен ЛЭПăн юпине касса антарнă та темиçе юпа хушшинчи провода сӳтсе кайнă. Çав лини вара газ валеçĕвĕн тата газопровод хӳтлĕхĕн станцийĕсене электричествăпа тивĕçтерет. Преступлени йывăрлăхне право хуралĕн органĕсенче те ăнланаççĕ — полици тĕслĕ металл вăррисене шырать.

Иртнĕ çула пĕтĕмлетнĕ май энергетиксем электричество вăрланипе çыхăннă çухатусем самай чакни пирки каланăччĕ. Электросеть компанийĕн специалисчĕсен электричествăпа саккуна пăсса усă курнине тупса палăртмалли майсемпе меслетсем çителĕклĕ. Калăпăр, электроэнерги çухатăвĕсен «çăл куçĕсене» тишкерниех киловатсен вăррисен адресĕсене палăртма май парать.

Çулталăк пуçланнăранпа филиал сотрудникĕсем электроэнергипе саккуна пăсса усă курнин 87 тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă — 346 пине яхăн тенкĕлĕх. Чантăр ялĕнче, сăмахран, тӳрĕ кăмăллă мар потребительтен 136 пин тенкĕ шыраса илме тавăç тăратнă. Вăл коттедж туяннă, унчченхи хуçи çурта электролинипе çыхăнтарнă, анчах энергосбытпа килĕшӳ туса ĕлкĕреймен. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.