«Хыпар» турнирĕ хыççăн яланах мунчана каяççĕ

10 Юпа, 2023

МЧС тытăмĕнче ĕçлекенсенчен чылайăшĕ кире спорчĕпе туслă, вĕсем валли ведомство çулсерен ăмăрту ирттерет. Кăçал ку турнир Куславккара пулнă, унта Александр Козарь подполковник та палăрнă.

Александр Донецкра çуралнă. Ашшĕ çар çынни пулнипе вĕсем малтан Казахстанра пурăннă, унтан Мускав облаçĕнчи Жуковский хулинче тĕпленнĕ. Çăлавçăсен паттăрлăхĕнчен тĕслĕх илсе ӳснĕскер шкул хыççăн хăйĕн шăпине МЧС службипе çыхăнтарнă, Граждан хӳтĕлевĕн академине вĕренме кĕнĕ. Шăпах унта каччă кире пуканне пирвайхи хут алла илнĕ.

— Пĕрремĕш курсра спорт хатĕрне йăтас енĕпе норматив пурнăçламаллаччĕ, анчах ăна çĕклесе курман эпĕ, çавăнпа начар паллă лартса пачĕç. Ăна тӳрлетес тесе кире пуканĕ йăтма хăнăхас терĕм, вĕрентекенсем пулăшнипе юлташсемпе пĕрле çак спортăн вăрттăнлăхĕсене ăса хывма тытăнтăм. Каярахпа тĕрлĕ ăмăртура хамăн вăя тĕрĕслеме пуçларăм, — каласа кăтартрĕ Александр. Сăмах май, унăн йĕкĕреш хăраххи Сергей те яш чухне кире спорчĕпе туслă пулнă, анчах пăрахнă. Вăл педагог профессине суйланă.

Академирен вĕренсе тухсан çамрăк специалиста Новосибирск облаçне ĕçлеме янă, 2012 çултанпа вăл МЧСăн Чăваш Енри тĕп управленийĕнче ĕçлет. Александр Шупашкарта та спортран пăрăнман.

«Пирĕн управленире спортсменсем валли лайăх услови туса панă: тренажер залĕсенче, спортзалта çан-çурăма пиçĕхтереççĕ. Вĕсенче штанга та, кире пуканĕ те пур. Эпĕ аграри университечĕн залне çӳретĕп», — хыпарларĕ пăхаттир.

ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин вĕрентсе пынипе ăсталăха туптаканскер 2017, 2022 çулсенче Чăваш Ен чемпионатĕнче çĕнтернĕ, анчах çĕршыв кубокĕнче ăна ăнман. МЧС турнирĕсенче темиçе хут та малти вырăнсене йышăннă, акă нумаях пулмасть ведомство спартакиадинче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Çывăх вăхăтра вăл федерацин Атăлçи округĕн турнирĕнче республика чысне хӳтĕлĕ. Спорт мастерĕн кандидачĕ кăçал ветерансен хушшинче иртнĕ ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăнса виççĕмĕш кăтартупа палăрнă: 24 килограмлă икĕ снаряда 81 хут тĕртнĕ, пĕрне 149 хут сулласа çĕкленĕ.

40-ри арçын çамрăк чухне çăмăл атлетикăпа та кăсăкланнă, халĕ те май килнĕ таран чупма тăрăшать. «Пандемиччен эпир, кире спорчĕпе туслисем, пĕрмай кросс чупаттăмăр, юлашки вăхăтра сайра тухатпăр. Кашни тренировка хыççăн калаçса ларасси йăлана кĕчĕ. «Хыпар» турнирĕ тата Чăваш Ен чемпионачĕ хыççăн мунчана çӳретпĕр», — пĕлтерчĕ спортсмен кире спорчĕ кăмăл-туйăма çирĕплетме пулăшнине, йывăрлăхсене чăтса ирттерме хăнăхтарнине палăртса.

Александр Козарь халĕ «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче юпа уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри турнира хутшăнма хатĕрленет. Вăл унта та пысăк çитĕнӳ тăвасшăн.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.