«Хыпар» 95 (27828) № 27.08.2021

31 Çурла, 2021

Чăваш интеллигенчĕсем йышлă-и паян?

Паянхи чăваш çамрăкĕсем кама интеллигент вырăнне хураççĕ? Идеалĕсемпе кумирĕсем камсем-ши вĕсен?.. Çак ыйтусене çамрăк журналистсемпе блогерсем сӳтсе яврĕç.

«Хаçат-журнал редакцийĕсен çумĕнче нумай çул каяллах тĕрлĕ кружок, пĕр шухăшлисен клубĕсем, литпĕрлешӳсем... ĕçленĕ. Çавна шута илсе тата «Хыпар» хаçат çĕнĕрен çак ятпа тухма пуçланăранпа 30 çул çитнине халалласа çамрăк журналистсемпе блогерсен «Çамрăксен сасси» пĕрлешĕвне йĕркелерĕмĕр», — ăнлантарчĕ килнисене «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина. Унăн хастарĕсен пĕрремĕш тĕлпулăвĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн акт залĕнче çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче иртрĕ. Унта хаçатра, радио-телевиденире вăй хуракан çамрăк журналистсем, соцсетьсенче хăйсен блокне хастар тытса пыракансем хутшăнчĕç. Калаçу ирĕклĕ иртрĕ, тавлашмалли те тупăнчĕ.

Мĕн асăрхарăмăр-ха? Çамрăксем паян интеллигент сăмахпа питех усă курмаççĕ, «кумир» тенине те кăмăлламаççĕ. Вĕсем тĕслĕх илмелли çынсем пирки ытларах калаçрĕç. «Интеллигент — çирĕпленнĕ йĕркепе, вĕреннĕ çын: учитель, тухтăр, çыравçă... Ун пеккисем халĕ — çур республика. Анчах тыткаларăшĕ енчен хаклас тăк хăшне-пĕрне çав картана кĕртме çук. Хальхи ĕмĕрте интеллигентсене уйăрма кирлех мар. Унта камсене кĕртес тĕлĕшпе нимĕнле чикĕ те çук. Хисеплекен, тĕслĕх илмелли çынсем пирки те шухăш улшăнма пултарать. Паянхи интеллигент ыран ĕçкĕçе çаврăнать сăмахран», — палăртрĕ Чăваш наци радиовĕн журналисчĕ Элтияр Александров фольклорçă.

«Кашни çыннăн çитменлĕхĕсемпе лайăх енĕсем пур. Паллă çынсемпе мĕн чухлĕ ытларах хутшăнатăн, вĕсене интеллигент шайне кĕртес туртăм çавăн чухлĕ сахалланса пырать. «Пирĕн пек çынах-çке ку», — тетĕн», — хăйĕн шухăшне палăртрĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев.

«Çĕрпӳ хыпарçин» тĕп редакторĕ Руслан Сайфутдинов вара çынна чăвашла таса та илемлĕ калаçнăшăн кăна мар, унăн халăхшăн тунă ĕçне кура та интеллигент шайне хăпартать. Унăн шухăшĕпе, çынлăх енĕсене, çемьере хăйне мĕнле тытнине шута илмелле мар, вĕсене пултарулăхран уйрăм хакламалла. Руслан каланипе пурте килĕшмеççĕ-тĕр — килĕнче арăмне кӳрентерекен çынна интеллигент вырăнне хума пулать-и сăмахран? «Чăвашсен тахçанах çирĕпленнĕ интеллигенчĕсем: Вера Кузьмина, Валерий Яковлев... Авторитет нумай пулаймасть, лимит пур. Вĕсем пур чухне çĕннисем çуралмаççĕ», — тенинче те тĕрĕслĕх пур пек.

Константин Доброхотов аслă ăрури ятлă-сумлă çынсем çамрăксене чăвашлăха аталантарас ĕçе питех хутшăнтарманнишĕн пăшăрханчĕ. Вăл Инстаграмра иккĕмĕш çул ĕнтĕ «Чăваш ТВ» канал тытса пырать, паллă çамрăксенчен интервью илет. «Сăмахран, эпĕ халĕ те ЧНКна кайса курман, унти мероприятисене мана нихăçан та чĕнмен. Хутшăнса пĕлӳ илес кăмăл пысăк.

Аслисем вĕрентсе пырсан эпир тата лайăхрах ĕçлеме пултарăттăмăр», — терĕ Константин. Йĕпреç районĕнчи Пучинкерен килнĕ Дина Трекова та аслăрах ăру çамрăксене мероприятисене явăçтарманнине, пуçарупа тухсан çунатсене хуçнине çирĕплетрĕ. Вăл тĕрĕçĕ пулнă май социаллă сетьсенче çак ăсталăхпа çыхăннă блоксем ертсе пырать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ят-сумлă пулнă хăш-пĕр чăваш халĕ те хăйĕн вырăнне çухатас мар тесе çамрăксене çул паманни пирки те калаçрĕç. Çав вăхăтрах паянхи çамрăксен ăмсану туйăмĕ çуккине палăртрĕç — вĕсем пĕр-пĕринпе туслă та ăмăртса ĕçлеççĕ. Журналистсен хушшинче те çакна пĕрре мар асăрханă эпир. Чăвашлăхшăн кашниех пултарнă таран тӳпе хыватпăр. Мĕншĕн тавлашмалла? <...>

Алина ИЗМАН.

♦   ♦   


Ÿнерçĕ çын пурнăçне илем кÿрет

87 çула кайса çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш халăх художникĕ Николай Карачарсков пурнăçран уйрăлнă. Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче çĕр-çĕр портрет ӳкернĕ. Унăн картинисенчи тĕп сăнарсем — ял çыннисем, ĕç паттăрĕсем, искусство деятелĕсем… Вăл «Хыпар» хаçат никĕслевçин Николай Никольскин портретне те калăпланă. Çапах унăн ĕçĕсенче çут çанталăк илемĕ тĕп вырăн йышăнать.

Николай Прокофьевич 1935 çулта Пăрачкав районĕнчи Шадриха ялĕнче çуралнă, Шупашкарти ӳнер училищинчен вĕренсе тухнă. РСФСР Ӳнер фончĕн Чăваш Енри пултарулăх мастерскойĕнче ĕçленĕ. СССР Художниксен союзĕн членĕ РСФСР, ЧАССР тава тивĕçлĕ тата Чăваш халăх художникĕн ячĕсене тивĕçнĕ. Пăрачкав районĕн хисеплĕ гражданинĕн пĕлтĕр юбилей кунĕнче, нарăсăн 14-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче курав уçăлнăччĕ. Унта 1955 çултан пуçласа ӳкернĕ чи лайăх ĕçсене — 400 яхăн картинăна — тăратнăччĕ. Музейре унăн 100 ытла ĕçĕ упранать. Çавăн пекех картинисем Мускаври галерейăсенче нумай. Музейсенче те пур. Уйрăм выставкăсем Шупашкарта, Мускавра тата ытти хулара иртнĕ. Юлашки хут çакнашкал курав 5 çул каялла ĕçленĕ. Николай Прокофьевич нихăçан та ĕçлемесĕр ларман.

Юлашки ĕçĕсенчен пĕри — Патриарха сăнлакан «Неиисусный чин» картина. Çур ĕмĕр каялла пин-пин çынна хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ Надежда Павлова балеринăна ӳкернĕ вăл. Художник тăван ялне питĕ çывăх пулнă, Шадриха пĕтсе пынишĕн куляннине палăртнăччĕ. «Ватăсем кăна юлчĕç. 37 çуртран 7-шĕнче кăна хĕл каçаççĕ. Ыттисене çулла килсе каяççĕ. Унта хамăр ялсем çукпа пĕрех: тĕрлĕ çĕртен куçса килнисем», — тенĕччĕ Николай Карачарсков. Кашни эрнере яла кайнă вăл, унта темиçе кун пурăннă. 2010 çулта художник икĕ хутлă шурă çурт çĕкленĕ.

Иккĕмĕш хутра — галерея, пĕрремĕшĕнче — пурăнмалли пӳлĕмсем. Ялта çавăн пекех часавай евĕрлĕ палăк туса лартнă. «Ялта — çăтмах, Турă ырлăхĕ. 900 гектар уй сарăлса выртать. 30 çул сухаласа акмаççĕ. Тĕрлĕ йывăç-тĕм ӳсет. Ял варринче те паркри пекех йывăçсем кашлаççĕ. Ял çумĕнчех вăрман хумханать. Кĕркунне унта кăмпа пуçтарма тухатăп. Милĕк тăватăп. Канмалли кунсенче мунча хутса кĕретĕп. Ялти илеме картинăсенче пĕрре мар сăнланă. Ешернĕ чухне урамсем чечек ăшĕнче. Пирĕн яла ĕлĕк Пăрачкаври эльдорадо тетчĕç. Пуянччĕ вăл ун чухне. Урам тулли ачаччĕ. Хура çĕр çинче хура тул, йĕтĕн, вир акатчĕç. Выльăх-чĕрлĕх нумай пулнă», — аса илнĕччĕ художник.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче вăл «Ял шуçăмĕ» пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленĕ. Виктор Немцев, Борис Белоусов, Николай Ануфриев, Николай Яковлев, Николай Кошелев, Азарий Соловьев, Юрий Зайцев, Евгения Вдовичева, Павел Григорьев-Савушкин тата ыттисем 20 çул ытла пĕрле ĕçленĕ. Вĕсем хĕлĕн-çăвĕн ялта картинăсем ӳкерсе пурăннă. Ялти пĕр лаптăка та ӳкермесĕр хăварман пулĕ: пĕри пĕве хĕрринче ĕçлесе ларнă, тепри вăрмана ӳкернĕ, виççĕмĕшĕ портрет тунă… Николай Карачарсков Патăрьел районĕнчи «Гвардеец», Вăрнар районĕнчи «Янгорчино», Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăхсенче ĕçлекенсене, ял çыннисене нумай ӳкернĕ, унта галерейăсем уçнă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Çанталăк шăрăх тăни утарçăсене савăнтарчĕ

«Кивĕ çăвар, çĕнĕ пыл», — теççĕ утарçăсем тин кăна юхтарнă пыла тутаннă чухне. Пыл, Пан улми сăпасĕсем хыçа юлчĕç ĕнтĕ. «Пыл сăпасĕ хыççăн çу кĕр еннелле сиккипех чупать», — теççĕ халăхра. Кăçал питĕ шăрăх çанталăк тăчĕ. Ку çу хурт-хăмăрçăсемшĕн мĕнле пулчĕ? Тип шар чечексем çинчи пылак сĕткене типĕтмерĕ-и? Раççей Федерацийĕн «Хурт-хăмăр çинчен» саккунĕ вăя кĕнĕренпе мĕн улшăнчĕ тата? Уйсене пестицидсем тата агрохимикатсем сапнипе ылтăн хуртсем вилмен-и?

Çу вĕçленнĕ май малтанхи пĕтĕмлетӳсем тума юрать-тĕр. Чăвашстатăн юлашки кăтартăвĕсем тăрăх, республикăри хуçалăхсенче вĕлле хурчĕн 45,9 пин çемйине тытаççĕ, мĕн пур пылăн 95 процентне /476,8 тоннăран 455-шнеº килти хуçалăхсенче туса илеççĕ. Чăваш Республикин патшалăх ветеринари служби пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре халĕ 2992 утар тытаççĕ, вĕсенчен 2931-шĕ валли паспорт илнĕ.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче «Хурт-хăмăр çинчен» саккун вăя кĕчĕ. Унпа килĕшӳллĕн ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен хурт-хăмăрçăсене уйсене пестицидсемпе агрохимикатсем сапассине малтанах пĕлтермелле. Çакă, саккун проектне хатĕрлекенсен шухăшĕпе, «çунатлисем» йышлă вилессине чарма пултарĕ.

Çĕнĕ документра палăртнă тăрăх, химикатсемпе ĕçлеме пуçличчен виçĕ кун маларах утарçăсене массăллă информаци хатĕрĕсем урлă хыпарламалла. «Çĕнĕ саккун йышăнни, хаçат-журналта информаци нумай пулни витĕм кӳчĕ-тĕр. Пĕлтĕр пыл хурчĕсем йышлăн вилнĕ хыççăн тĕрлĕ регионта утарçăсем аграрисенчен суд урлă укçа шыраса илчĕç. Кăçал Чăваш Енре пестицидсене пула вĕлле хурчĕсем пĕтни çинчен сас-хура сарăлман. Çирĕклĕ ялĕ çывăхĕнче горчица акни пирки илтнĕччĕ. Пестицидне кăнтăрлах сапнă пулас. Шăрăх вăхăтра горчица пылак сĕткен кăларман. Тата вăл пирĕнтен кăшт инçерех. Хуртсем ытларах çывăха вĕçеççĕ. Горчица пылне асăрхамарăм», — пĕлтерчĕ Красноармейски районĕнчи хурт-хăмăрçă Петр Иванов.

Иртнĕ çул хурт-хăмăрçăсемшĕн ăнăçлах пулманччĕ. Çăкаран хуртсем виçĕ кун кăна пылак сĕткен илнĕччĕ. Кăçал çанталăк шăрăх тăнине пăхмасăрах пыл хурчĕ усракансемшĕн лайăх çул пулчĕ. Республикăн кашни районĕнчех пыл аван илни пирки калаççĕ. Хăшĕсен пĕр вĕллерен 60-100 килограмм таранах тухнă. Хальхи сезонта виçĕ хутчен пыл юхтарни пирки калакансем те. «Кун пекки темиçе çулта пĕрре кăна пулать. Çĕртме тата утă уйăхĕсенче çумăр та çукаларĕ. Ӳсен-тăран 24-26 градусра пылак сĕткене ытларах уйăрать. Пыл пуçтармалли вăхăтра шăпах çакăн пек çанталăк тăчĕ. Çуркунне те ăшă пулчĕ. Пыл хурчĕсем малтанах аван аталанчĕç. Пыл шăрăх çул тата тутлăрах пулать. Паха шăршăллă, çăра вăл. Хĕлле шартлама сивĕ вăрах вăхăт тăнăран кăçал хурт çемйисем вилкелерĕç. Çавна саплаштарас тенĕ пекех чылай вăхăт ăшă тăрать. Улăх-çаранта темĕн тĕрлĕ чечек çурăлчĕ. Кăçал хуртсем çăкаран та пыл пĕлтĕрхинчен ытларах пухрĕç. Апла тăк: «Çанталăк шăрăх тăни утарçăсене савăнтарчĕ», — тесен те йăнăш мар», — каласа кăтартрĕ Вăрнар тăрăхĕнчи хурт-хăмăрçă Сергей Петров.

Кăçал пыл ăнса пулни чăваш пылĕн ярмăрккинче те палăрчĕ. «Чăваш пылĕ — 2021» ярмăрккăна Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕ пуçласа йĕркелерĕ. Унта утарçăсем хула çыннисене пыл кăна мар, хурт-хăмăрăн ытти продукцине те сĕнчĕç. Сăмах май, маларах кун пек куравсене районсенче ирттернĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Çĕнрен «Хыпар» ятпа – 30 çул

1991 çулхи çурла уйăхĕнче чрезвычайлă лару-тăру пуласси пирки астрологсем çав çулхи пуш уйăхĕнчех асăрхаттарнă-мĕн: «Раççейĕн чăнкă çыран умĕнче тăма тивĕ», — тенĕ. Вĕсен мал курăмлăхĕ пурнăçланчĕ: виçĕ кун çĕршыв пурнăçпа вилĕм хушшинче тенĕ пек тăчĕ.

Вăхăт тĕлĕнмелле хăвăрт улшăнать. 1991 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕччен пирĕнтен нумайăшĕ çав самант кĕтмен çĕртен çитсе тăрасса тĕлленмен те пулĕ. Кĕçех КПСС Центральнăй Комитечĕн Генеральнăй секретарĕ Михаил Горбачев хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ: «КПСС Центральнăй Комитечĕн Секретариачĕ, КПСС Центральнăй Политбюровĕ патшалăх переворотне хирĕç тухса калаçман, Центральнăй Комитет çакна сивлес тата хирĕç тăрас тĕлĕшпе татăклă позици йышăнман, Конституци йĕркине пĕтерсе хунине хирĕç коммунистсене кĕрешĕве çĕклемен. Каварçăсен хушшинче парти ертӳлĕхĕн членĕсем пулнă, чылай парти комитечĕсем тата массăллă информаци хатĕрĕсем патшалăх преступникĕсен ĕçĕсене ырланă… Малашне КПСС Центральнăй Комитечĕн Генеральнăй секретарĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраймастăп тесе шутлатăп, полномочисене хамран сиретĕп», — терĕ.

Çак сăмахсем ун чухне уяр çанталăкра аçа çапнă пекех илтĕнчĕç. Мускаври «аслатин» ахрăмĕ регионсене те çитрĕ. Çав витĕме «Коммунизм ялавĕ» хаçат та лекрĕ. Акă, сăмахран, унăн 1991 çулхи çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнчи номерĕнче редакции коллективĕн çырăвĕ пичетленчĕ: «…Куратăр ĕнтĕ, паянхи номерте хаçат Чăваш ССР Аслă Совечĕпе республика Министрсен Совечĕн органĕ пулнине кăтартнă. Паянтан хаçат коммунистсен партийĕн республика комитетне пăхăнмасть. Коллективăн пысăк йышĕ хаçат кама пăхăнас ыйтăва шăпах çапла татса парасса унчченех кĕтнĕ…» Çавăнтах сăлтавĕсене те уçăмлатнă: «РСФСР Президенчĕн Б.Н.Ельцинăн хушăвĕпе Раççей территорийĕнче Раççей компартийĕн ĕçне чарса лартнă. Партин Чăваш рескомне те ĕçлеме чарнă. Çапла вара, Аслă Советпа Министрсен Совечĕн хаçачĕ пулмалли ыйту татăлнă».

Кунсăр пуçне ĕç коллективĕ вулакансене те, редакцире ĕçлекенсене те темиçе çул калаçтаракан ыйтăва — хаçат ятне улăштарассине — Чăваш ССР Аслă Совечĕн çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртекен черетсĕр сессийĕнче татса пама ыйтнă. Ĕç коллективĕ «Коммунизм ялавне» «Хыпар» ят пама сĕннĕ.

«Хыпар» хаçата «чăваш халăх хаçачĕ» статуспа кăларма шутлатпăр. Кĕскен кăна аса илтеретпĕр: чăваш интеллигенчĕсем уçнă «Хыпар» 1906 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче Хусанта тухма пуçланă, — вулатпăр редакци коллективĕн çырăвне. — 65 номер кăларнă хыççăн 1907 çулхи майăн 27-мĕшĕнче ăна хупнă. 1917 çулхи май уйăхĕнче «Хыпар» тепĕр хут тухма тытăнать. Сулахай эсерсем 1918 çулхи февральте «Хыпар» пурлăхне шрифт хуçалăхĕпе пĕрле туртса илнĕ. «Хыпар» ята «Канаш» ятпа улăштараççĕ. 73 çул иртсен «Хыпар» чĕрĕлсе тăрасса редакци коллективĕ шансах тăрать».

Чăваш ССР Аслă Совечĕ редакци коллективĕн шанăçне тӳрре кăларнă. 1991 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе «Хыпар» хаçата Чăваш ССР Министрсен Совечĕпе пĕрле çирĕплетнĕ. <...>

Надежда СМИРНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.