Хыпар 94-95 (28122-28123) №№ 25.08.2023
«Мускав» юлташсене пăрахман
Тата тепĕр ентеше, Елчĕк каччине Николай Петрова, Раççей Геройĕн ятне панă
Николай ашшĕне кашнинчех «манăн пĕтĕмпех йĕркеллĕ» тесе çырнă. Ятарлă çар операцийĕнчи çапăçусем çинчен пĕлтерсе çывăх çыннисене пăшăрхантарас темен ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕ, паллах, ывăлĕнчен «чĕрĕ, сывă» текен кĕске хыпарсене куллен кĕтнĕ — вĕсем чуна ăшăтнă, шанăçа çирĕплетнĕ. Сăмах май, ашшĕ каланă тăрăх, кĕске çав йĕркесене ятарлă çар операцийĕнчи ывăлĕ чăвашла çырнă: «Унпа кун пирки ятарласа калаçса татăлнăччĕ: капла чăнласах хăй çырни пирки иккĕленÿ çук». Кăçалхи пуш уйăхĕнче вара Елчĕк округĕнчи Петровсемпе Николайăн юлташĕсем çыхăннă — хурлăхлă хыпар пĕлтернĕ: «Сирĕн ывăлăр, пирĕн командир, çапăçура пуç хучĕ…»
Мĕнешкел каччăччĕ!
Арçынсем çирĕпрех, хытăрах чунлă теççĕ, анчах ывăлне пытарнăранпа темиçе уйăх иртнĕ пулин те ăна аса илнĕ май Шалти ĕçсен министерствин пенсионерĕн Алексей Петровăн сасси чĕтренсе тухать: «Яваплăх тени уншăн ачаранпах кăтартуллăччĕ. Çакна шкулта вĕреннĕ çулсенчех çирĕплетнĕ. Хам полицире ĕçленĕ, амăшĕ те ĕçре — килти ĕçсем, тĕрĕссипе, аслă ывăл çинче пулнă. Шăллĕпе йăмăкне те часчасах унпа хăварнă — шанăçа тÿрре кăларасси пирки иккĕленмешкĕн вăл нихăçан та сăлтав паман».
1999 çулхи авăн уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ Николай ачаранпах спортпа туслашнă. Çар çынни, офицер пулас ĕмĕчĕ вара Тÿскел ялĕн ачин 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне çуралнă — спорт енĕпе тата çине тăрарах хатĕрленме пуçланă. Чупнă, тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă, унтан кире пуканĕ йăтас енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне те пурнăçланă.
Хăш çар училищине каяссине те хăй суйласа илнĕ. Амăшĕ Олеся Владимировна «вĕренме, тен, урăх çĕре каймалла мар-и?» теме пăхнă-ха, анчах каччă яхăнне те яман — Мускаври пĕтĕмĕшле çар командирĕсене хатĕрлекен училищĕне куç хывнă. Унта Елчĕк ачисем маларах та вĕреннĕ те — вĕсен тĕслĕхĕ витĕм кÿнĕ пулинех. Ашшĕ Алексей Витальевич ывăлне вĕренме кĕмешкĕн пулăшайманнине палăртать — «пирĕн «блат», çавнашкал ытти май çук» тет, ывăлне вара унашкалли кирлĕ те пулман. Вăл 2017 çулта Елчĕкри шкултан вĕренсе тухнă хыççăн çар училищине ăнăçлă кĕнĕ, курсант пулса тăнă. Тăрăшулăхне, хастарлăхне часах çирĕплетнĕ: вĕренме пуçланăранпа вăхăт нумай та иртмен — унăн сăнĕ училищĕн хисеп хăми çинче пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерĕве халалланă парадсене виçĕ хутчен хутшăннă — кунашкал хисепе те кашниех тивĕçмест.
Çар училищисен хушшинчи спорт амăртăвĕсенче кăна мар, вĕренÿре те палăрнă. 2021 çулта çар вĕренÿ заведенине хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Анчах курнăçланас йăли пулман. Хĕрлĕ диплом пирки çывăх çыннисем те ăнсăртран кăна пĕлнĕ — ывăлĕ диплом илнине курма Мускава кайсан. Сăпайлă тата яваплă Училищĕрен питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнине кура Николай малалли служба вырăнне хăй суйласа илме, çав шутра Мускавра юлма та пултарнă. Çук, çамрăк лейтенант ăшă та лăпкă вырăн шыраман – службăна Дагестанра, Буйнакск хулинчи 63354-мĕш çар чаçĕнче, мотострелоксен 136-мĕш уйрăм гварди бригадинче, тăсас тенĕ. Ашшĕ «Кавказ вĕт — унта халăхĕ те хĕрÿрех…» тесе асăрхаттарни те шухăшне улăштарман. Хăрушши вара çамрăк офицера унта мар, пачах урăх çĕрте кĕтнĕ. Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан ентешĕмĕр пирвайхи кунсенченех унта хутшăннă. <...>
Николай КОНОВАЛОВ
♦ ♦ ♦
«Хĕвеле ÿкерме чунра çутă пулмалла»
«Мĕн курнине ÿкерни çырлахтармасть ăна. Сăрă ăсти хăйĕн илем тĕнчине калăпланă. Çавăнпа унăн картинисем питĕ хăйне евĕрлĕ, виçесĕр илемлĕ. Вĕсене ыттисенчен тÿрех уйăрса илетĕн. Нимĕнле сăн ÿкерчĕк те чăн-чăн тĕсе тата çутта тĕрĕс палăртаймасть. Викентий пулăма витĕр курмалли вăрттăнлăха пĕлет. Ăна вăл чăн чĕрĕ çутăпа палăртать. Çавăнта пытаннă та ĕнтĕ искусство вăрттăнлăхĕ, чăн-чăн талант!» — çырнă ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Викентий Лукиянов пирки социаллă сетьре Татьяна Соколова. Эпир паллă ÿнерçе «Хыпар» тĕпелне чĕнтĕмĕр.
Çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрайман
— Викентий Анатольевич, эсир тин çеç Пермь тăрăхĕнчен таврăнтăр. Çул çÿрев пирки каласа кăтартсамăр.
— Пермь художникĕсем, Кунгур музейĕн ĕçченĕсем пленэра чĕнчĕç. Чăваш Енрен эпĕ унта пĕчченех кайрăм. Пермь — питĕ илемлĕ, авалхи хула. Тĕрĕссипе, купасен хули темеллетĕр. Çав вырăнта икĕ юхан шыв — Сылвăпа Ирень — пĕрлешеççĕ. Сылва тĕпĕнче — чулсем. Шывĕ тăп-тăрă та ăшă. Ту çинчен юхса анакан шыв яланах таса. Шыва та кĕтĕмĕр, картина та ÿкертĕмĕр. Пухăннă художниксенчен ытларахăшĕ — Пермь тăрăхĕнчен. Свердловск облаçĕнчен тепĕр художник пурччĕ. Икĕ юхан шыв хĕрринчи историшĕн пĕлтерĕшлĕ вырăнсене, чиркÿсене ÿкертĕмĕр. Тăватă кунра çичĕ картина ÿкертĕм. Пĕрне парнелесе хăвартăм.
— Çу пуçланнăранпа тата ăçта пулма тÿр килчĕ?
— Тутарстанри Апастовăра питĕ пысăк пленэр пулчĕ. Сăрă ăстисене Раççейĕн мĕн пур регионĕнчен чĕннĕ. Эпĕ унта Сĕве хĕрринче картина ÿкертĕм — сăвар-чăвашсен кремльне сăнларăм. Ăна çĕнĕрен тума тытăннă, хальлĕхе вĕçлемен-ха. Тепĕр çул туса пĕтерĕç ĕнтĕ. Унта чăвашсен питĕ пысăк музейĕ пулĕ. Сиктĕрмере те чăвашсен центрне йĕркелеççĕ. Ентешĕмĕр Иван Казанков чăвашсене çĕклет.
— Ÿкерес ăсталăх сире камран куçнă?
— Кукаçи Николай Алякин ÿкерме юратнă. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен окопра мĕнле ларнине çырусен вĕçне ÿкере-ÿкере янă. Кукаçи вăрçăран таврăннă. Шел, ăсталăхне аталантарма пÿрмен. Платникре ĕçлесе çÿренĕ. Атте Анатолий Данилович та платник пулнă. Ялти нумай çынна пÿрт лартса панă. Эпĕ те мĕн пĕчĕкрен унпа пĕрле çÿренĕ. 4-5 çурт тума хутшăннă. Астăватăп-ха: 7-мĕш класра чухне аттепе пĕрле мунча хăпартма кайнăччĕ. Платник ĕçĕ те — пултарулăх ĕçех. Вăл чÿрече эрешĕсене мĕнле тумаллине ÿкерчĕ. Тĕрĕссипе, кирек мĕне те лайăх ÿкеретчĕ. Вăл та пултарулăхне аталантарайман. Художник пулас тесен кашни кун çав ĕçре тăрăшмалла, ăсталăха ÿстерсе пымалла.
— Миçе çулта ÿкерме пуçларăр?
— 6-7-мĕш классенче чухне художник пулас ĕмĕт çуралчĕ. Хăш-пĕр чухне çывăраймастăм, епле майпа художник пулмалла-ши тесе шухăшласа выртаттăм. Каярахпа çĕрĕ-çĕрĕпе картина ÿкереттĕм. Ун чухне паллă художниксен картинисене ÿкерсе илнĕ. Николай Рерихăн, Исаак Левитанăн картинисене пăхса ÿкернĕ. Портретсем, сюжетлă ÿкерчĕксем калăпланă. Пирĕн килте стенасем тÿп-тÿрĕ. 6-мĕш класра стенасене йăлт ÿкерсе пĕтертĕм. 9-мĕш класа çитсен унччен ÿкернисем килĕшми пулчĕç. Вара сăрласа хутăм. Малтан гуашьпе кăна ÿкереттĕм. Тăвансем Мускавран çуллă сăрă ярса пачĕç те килти картинăсене çĕнĕрен ÿкертĕм. Вĕсем халĕ те пур. Шел те, икĕ çул каялла анне çĕре кĕчĕ. Атте пирĕнтен тата маларахах уйрăлса кайнă. Килте пурăнакан çук. Хамăр кайкаласа килетпĕр. Комсомольскинчи аппа кил-çурта пăхкаласа тăрать. Çемьере эпир пиллĕкĕн ÿснĕ: тăватă ывăлпа пĕр хĕр. Эпĕ — кĕçĕнни. Хăй вăхăтĕнче Украинăри Днепропетровск облаçĕнчи Павлоград хулинче çарта тăтăм. Унта та художник-оформитель пултăм, стендсем хатĕрлеттĕм. Диплом илсенех агрегат завочĕн клубĕнче пĕрремĕш выставкăна уçрăм. Завод ертÿлĕхне ĕçĕмсем килĕшнĕ, ĕçлеме чĕнчĕç. Унта вунă çул ытла художникре вăй хутăм. Художниксен союзне илсен мастерской пачĕç. <...>
Роза ВЛАСОВА
♦ ♦ ♦
Алексей ДАНИЛОВ: Халĕ ачасене интереслентерме тĕрлĕ май пур
«Эпĕ учительте ĕçлеместĕп, эпĕ учитель пулса пурăнатăп. Шкул — манăн пурнăç. Эпĕ унта хама çав тери лайăх, çăмăл, ирĕклĕ тата хаваслă туятăп. Ыттисен савăнăçĕшĕн тата çитĕнĕвĕшĕн хĕпĕртетĕп. Чуна уçса калаçнă самантсемшĕн, ăшă тĕлпулусемшĕн савăнатăп», — çырнă хăйĕн сайтĕнче Елчĕк округĕнчи Елчĕк вăтам шкулĕнче физикăпа астрономи вĕрентекен Алексей Данилов. Унпа çыхăнма сăлтав та пулчĕ. Çак кунсенче Чăваш Енри 11 педагог Раççей Президенчĕн премине тивĕçрĕ. Вĕсен йышĕнче Алексей Ардалионовичăн ячĕ те пур.
Ытларах тухса çÿреме палăртать
— Калăр-ха: Президент премине [200 пин тенкĕ] илни савăнтарчĕ-и?
— Кирек епле хавхалантару та — грант-и вăл е преми-и — çынна савăнтарать. Пăртак кăна мăнаçлăх туйăмĕ те çуралать. Пирĕн, педагогсен, ĕçне хисеплени, хаклани паха. Çĕршыв шайĕнче асăрхани вара малашне тата тăрăшарах ĕçлеме хистет. Вырăсла калашле, маркăна тытса пыма тиветех.
— Кунашкал премие эсир маларах та тивĕçнĕ пулас.
— Çапла, ăна иккĕмĕш хут илтĕм. Ку премие мана 2014 çулта панăччĕ. Унпа çĕршыв шайĕнчи чи пултаруллă, лайăх учительсене хавхалантараççĕ. Ĕçе тĕрлĕ енлĕн хаклаççĕ. Ачасемпе олимпиадăсемпе конкурссене, конференцисене хутшăннине тишкереççĕ, класпа мĕнле ĕçленине, информаципе, технологи хатĕрĕсемпе еплерех шайра усă курнине пăхаççĕ. Çав хушăрах ĕç меслечĕсене çын хушшинче сарнине те шута илеççĕ. Шкул, округ, ассоциаци шайĕнче мĕн тунине хаклаççĕ. Паллах, профессипе çыхăннă тĕрлĕ ăмăрту-конкурса хутшăнмалла. Хутшăнни кăна мар, призерсемпе çĕнтерÿçĕсене хатĕрлемелле. Манăн вĕренекенсем чылай олимпиадăра малтисен йышне кĕнĕ.
— Вăрттăнлăх мар пулсан уçăмлатсамăр: 200 пин тенке мĕнле тăкаклама палăртатăр?
— 2014 çулта çĕнĕ компьютер, ноутбук, сканер, принтер туяннăччĕ. Пĕр сăмахпа, шкул ĕçĕнче кирлĕ хатĕрсем илсе килте хам валли ĕç вырăнĕ хăтланăччĕ. Хальхинче семинарсене ытларах хутшăнас, ытти çĕре кайса çÿресе пĕлĕве ÿстерес килет.
— Çак профессие эсир мĕншĕн килĕштернĕ?
— Атте колхозра ĕçленĕ. Малтан — ферма заведующийĕнче, унтан бригадирта вăй хунă. Анне бухгалтер пулнă. Пире ĕçлеттерсе ÿстернĕ. Малтан экономиста каятăп пулĕ тенĕччĕ. Физикăпа математикăна юратни çĕнтерчĕ темелле-ши? И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ хыççăн тăван шкула таврăнтăм. Хам вĕреннĕ шкулта акă ĕнтĕ 29 çул вăй хуратăп. Эпĕ Тÿс¬кел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пирĕн ял Елчĕк салипе юнашар вырнаçнă.
— Экономиста кайманшăн кулянмастăр-и халĕ?
— Çук. Экономист ĕçне хĕрĕм Аня суйларĕ. Вăл шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетне кĕчĕ. Ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтерсе çавăнтах ĕçлеме юлчĕ. Аспирантурăра пĕлÿ илет. Ывăлăмăр Андрей — çар çынни. Вăл та Мускаври çар вузне «5» паллăсемпе пĕтерчĕ. Мăшăрăмпа Алина Николаевнăпа Елчĕк шкулĕнче пĕрле ĕçлетпĕр. Вăл кĕçĕн классене вĕрентет.
Малтан такăнкаланă
— Сирĕн аçăр ятне каланă чухне ачасем такăнмаççĕ-и?
— Малтанхи вăхăтра, ĕçлеме килсен, тĕрĕс мар калани пулкалатчĕ. Паллах, уншăн çилленмен эпĕ, пурăна киле хăнăхса кайрĕç. Елчĕк тăрăхĕнче Ардалион Игнатьев олимпиец çуралнă. Çавăнпа пирĕн тăрăхра ачасене Ардалион ят парасси вăл вăхăтра йăлана кĕнĕ.
— ППЭ тытма ачасем физикăна суйласа илеççĕ-и?
— Юлашки вăхăтра шкул ачисен физикăпа е информатикăпа экзамен тытмалла. Вĕсем иккĕшĕнчен пĕрне суйлаççĕ. Унчченхи вăхăтра класĕпех физикăпа экзамен паратчĕç, халĕ çуршар класс суйлать. Вĕсем республикăри вузсене кăна мар, ытти хуларисене те кĕреççĕ. Предмечĕ чăнах та йывăр. Юлашки çулсенче, çĕршыври лару-тăрăва шута илсе, физикăн пĕлтерĕшĕ самай ÿсрĕ. Заводсенче ĕçлеме ăста специалистсем кирлĕ. Çавăнпа халĕ аслă шкулсенче ку енĕпе вĕренме бюджет вырăнĕ те нумайрах. Ачасене май килнĕ таран ăс-тăн ытларах парассишĕн тăрăшатпăр. ППЭне лайăх тытчăр, бюджет вырăнне вĕренме кĕччĕр тесе çине тăратпăр. Физика экзаменĕнче 90 ытла балл пухакансем те пур. Малашне шкултан вĕренсе тухакансене информатикăпа та, физикăпа та экзамен партарасси çинчен шухăшлаççĕ. Заводсенче ĕçлеме специалистсем пулччăр тесе физикăпа экзамен тыттармаллах теççĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА
♦ ♦ ♦
«Хаваслă çулла» – зоопаркра
Ача-пăчан чи юратнă вăхăчĕ çулла тесен никам та хирĕçлемест пулĕ. Ăшă çанталăк, ирĕклĕх, тус-юлташпа чун каниччен выляса савăнатăн, мĕн чухлĕ çырла çиме пулать тата! Çав вăхăтрах вĕтĕр-шакăр аслисене пулăшса та киленĕç тупать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансан «Манăн çуллахи каникул» темăпа сочинени çырмалла чухне каламалли тупăнатех вара. «Хыпар» Издательство çурчĕ ирттернĕ «Хаваслă çулла» фотоконкурс çĕнтерÿçисен сочиненийĕ уйрăмах пуян пулĕ — вĕсем зоопарка та çитсе курчĕç.
Социаллă сетьсенче çак конкурса ирттернĕ чухне, паллах, Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ иртнине тĕпе хутăмăр. Сăн ÿкерчĕксенче те ачасен савăнăçлă йăл куллине курас килчĕ. Чăнах та, пирĕн пата ярса панă 200-е яхăн ĕçе сăнанă май кăмăл тулчĕ. Акă, Шупашкарта пурăнакан Арина Молоствова çуллахи кунсене ялта ирттернĕ. Кичемленсе ларман вăл, пĕр ĕçрен те хăраманскер утă та кĕртнĕ, çырла та пуçтарнă, вутă та купаланă… Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Костя Кириллов та çу кунĕсене ялта ирттерме кăмăллать. Ашшĕпе тата аслашшĕпе пулла çÿрени ăна тем пысăкăш савăнăç кÿрет. Кăçал арçын ача хăйĕнчен кăшт çеç пĕчĕкрех çăрттан тытнă. Ну, кун хыççăн пулă тытма çÿрес туртăм тата ÿснĕ ĕнтĕ!
Мускав облаçĕнче пурăнакан Даша Лукина яла кукашшĕпе кукамăшĕ тата асламăшĕ патне килсен тÿрех уява çакланнă. Вăрнар округĕнчи Уравăш ялĕн кунне хăй те чăвашла тумланса тухнă, вăйă картине хутшăннă. Чăнах та, ачасемшĕн çуллахи канăва ирттермелли чи лайăх вырăн ял пулĕ. Унта — ирĕклĕх, çаран çинче чупса çÿреме те пулать, машина шавĕ аякра. Çакă пирĕн конкурса хутшăннисен ĕçĕсенче аванах сисĕнчĕ. Çĕнтерÿçĕсен йышне вара çак хастарсем кĕчĕç. <...>
Лариса ПЕТРОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас