«Хыпар» 92 (27825) № 24.08.2021

24 Çурла, 2021

Тухтăр çырса панă эмелшĕн те вычет илме май пур

Анчах кун пирки нумайăшĕ пĕлмест

«Эпĕ кĕлеткене пиçĕхтерме Шупашкарти спорт керменне куллен чупатăп. Ку маншăн пурнăç йĕрки пулса тăчĕ темелле. Нумаях пулмасть хыпар пĕлтерчĕç — фитнес залне çӳресе курнă тăкакăн пĕр пайне тавăрса парĕç. Питĕ савăнтăм», — каласа кăтартрĕ тĕп хулара ĕçлесе пурăнакан, кашни пуса шутлама хăнăхнă Татьяна Аркадьева. Çапла, пурте пĕлетпĕр: налук органне тупăшран тата шалуран налук тӳлекенсене тĕрлĕ пулăшушăн, тавар туяннăшăн расхутăн пĕр пайне тавăрса параççĕ. Çак пулăшупа чылай çын усă курма тăрăшать.

Çапах, тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Раççейре вычет илес енĕпе хĕрарăмсем хастартарах тата çак йышра 35-44 çулсенчи çынсем ытларах иккен. 25 çула çитмен çамрăксем питĕ сахаллăн. Уйăхсерен 80 пин тенкĕрен ытла шалу илекенсем налук органне нумаййăн пыраççĕ-мĕн. Çав вăхăтрах вычет пирки пĕлменнисем те пур. Налук инспекцине кайманнин тĕп сăлтавĕ, чылайăшĕн шухăшĕпе, — деклараци хатĕрлеме кăткăс пулни.

Налук службин Чăваш Енри управленийĕн налук тӳлекенсемпе ĕçлекен пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, чи анлă сарăлнă вычет — социаллă вычет. Медицина организацийĕсенче тӳлесе сипленсен, вĕренӳ учрежденийĕнче коммерци мелĕпе пĕлӳ илсен, çын пурнăçне страхланăшăн, Пенси фондне тӳленĕшĕн тата ыттишĕн вычет параççĕ. Ачисем вĕреннĕшĕн вычет илекен ытларах. Ачасемшĕн ашшĕне е амăшне параççĕ. Çавăн пекех пиччĕшĕ е аппăшĕ кĕçĕннисем вĕреннĕшĕн расхутланнă тăк та укçан пĕр пайне каялла илме пултарать. Пĕр ача пуçне вăтамран 50 пин тенкĕ тивет. Амăшĕн капиталĕпе усă курса тӳленĕшĕн вычет памаççĕ. Унсăр пуçне çакна та асра тытмалла: лицензие тивĕçнĕ учрежденире ăс пухсан кăна вычет лекет.

Эмел туянакансем те налук органне нумаййăн пыраççĕ. 2019 çултанпа тухтăр çырса панă пур эмелшĕн те вычет параççĕ. «Кун пирки эпĕ малтан пĕлмен. Участокри терапевт каларĕ те кăçал хĕрĕм пулăшнипе Налук службине кайса пама документсем хатĕрлерĕм. Çулталăкра эмел туянса укçа нумай пĕтерни тавăрса панă вычетран та лайăх курăнчĕ», — ку мелпе пурне те усă курма сĕнчĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Наталья Викторова. Çĕмĕрле районĕнчи Светлана Ильмендерова вара тĕп хулари аслă шкулта тӳлевлĕ вĕренекен хĕрĕшĕн вычет илме документсем тăратнă. «Аппаланмалăх пур паллах, пĕрремĕш çулхине декларацие те укçа тӳлесех тутартăм, халĕ хамах хатĕрлетĕп. Хĕрĕм стоматолога вĕренет, çавăнпа тавăрса панă 13 процент та пысăк укçа пек туйăнать», — пытармарĕ Наталья Петровна.

Пурлăх вычетне илекен те нумай. Ăна çурт-йĕр туянсан параççĕ. Хваттер-çурт туянакан йышланнипе вычет илекенсен шучĕ те пĕчĕк мар. Вычета 2 миллион тенкĕрен шутласа параççĕ, çавăн пекех çын ипотека кредичĕн процентĕнчен те вычет шутлаттараять. «Хăй вăхăтĕнче çак чикке 2 миллион тенкĕ шайĕнче палăртманччĕ, — кăшт кăмăлсăр пулнине палăртрĕ Шупашкарта пурăнакан Никита Степанов. — Эпир мăшăрăмпа 2007 çултах общежитире пӳлĕм туяннăччĕ. 500 пин тенкĕрен çурмалла вычет илтĕмĕр. Ун хыççăнах каялла тавăрмалли суммăна 2 миллион тенке çитерчĕç. Анчах çăмăллăхпа малтан усă курнисен вычета урăх илме юрамасть. Мĕн тăвăн? Васкамалла пулман. Унтанпа пурăнмалли кĕтес темиçе те улăштартăмăр, анчах пурлăх туяннăшăн вычет илейместпĕр. Пĕрех халĕ хваттер туянакан туссемшĕн савăнатпăр». <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Дачăрах прививка тутарнă

Чылай чухне пахча ĕçĕсемпе сăлтавласа больницăна кайма та вăхăт тупаймастпăр. Шăпах çавăн пеккисем валли çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Заря» сад юлташлăхĕнче хулари тĕп больницăн вакцинацин мобильлĕ пункчĕ ĕçленĕ. Прививка тутарас кăмăллисен сывлăхне малтан врач тĕрĕсленĕ, консультаци панă.

«Хулара килтен тухса çӳреме питех тăрăшмарăм, çăва тата кĕркуннен малтанхи уйăхĕсене дачăра ирттеретĕп. Çамрăках мар та коронавирус вăйлах аптăратасран хăратăп, çавăнпа прививка тутарас терĕм. Дачăна медиксем килни питĕ аван пулчĕ. Камăн кăмăл пур — никама та пăрса хăвармарĕç. Тепĕр виçĕ эрнерен татах килĕç те иккĕмĕш уколне тутарăпăр», — терĕ тивĕçлĕ канури Зоя Ивановна.

— Коронавирус инфекцийĕ тĕлĕшпе ларутăру çивĕч. Паянхи тĕллев — вакцинаци ĕçне хăвăртлатасси, 60 çултан иртнисене прививка туса хӳтĕлесси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем хăрушлăх ушкăнĕнче шутланаççĕ. Прививка тутарнисен йышĕнче больницăра выртмаллах чирлекен сахал. Вакцинациленме ĕлкĕрейменнисене чир каварлăхĕ пирки пирĕн асăрхаттармаллах, çавăнпа медиксем коллективсене, предприятисене çитеççĕ, халăха хумхантаракан ыйтусене хуравлаççĕ», — палăртрĕ хулан тĕп больницин тĕп тухтăрĕ Татьяна Маркелова. <...>

Алина ИЗМАН.

♦   ♦   ♦ 


«Выльăх та усрамасан ялта мĕн туса пурăнмалла?»

Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕ — Трак енре пысăккисенчен пĕри, 13 ял кĕрет. Шăпах çакăнта ял тăрăхĕн администрацийĕн ертӳçинче ĕçлет те ĕнтĕ лара-тăра пĕлмен Галина Иванова. Хăй вăл Çĕрпӳ районĕнчи Çĕрпӳел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ашшĕпе амăшĕ — Иван Николаевичпа Федосия Пантелеймоновна — «Броневик» совхозра ĕçленĕ. Амăшĕ Чăваш АССР Аслă Канашĕн 6-мĕш суйлавĕнчи депутачĕ пулнă. Галина çывăх çыннипе мăнаçланать, унăн тĕслĕхĕпе хавхаланса пултаруллă пулма тăрăшать.

Вăл ачаранах ĕçпе пиçĕхнĕ. Ăс пухма тăрăшнă. Шкулта вĕреннĕ чухне чăваш чĕлхине уйрăмах кăмăлланă. Ялти шкула пĕтерсен Чăваш Республикин культурăпа çут ĕç училищине вĕренме кĕнĕ, общество ĕçне хастар хутшăннă. Вĕреннĕ çулсенче пулас мăшăрĕпе паллашнă, çемье çавăрса Пăрăнтăк ялĕнче тĕпленнĕ, культура тытăмĕнче ĕçлеме пуçланă. 2006 çулта Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕнче специалистра ĕçлеме тытăнсан РФ Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин Атăл-Вятка академине вĕренме кĕнĕ, «патшалăх тата муниципалитет управленийĕ» специальноçа алла илнĕ.

— Манăн кун ирхи 4-5 сехетре пуçланать. Ĕçе кайиччен выльăх-чĕрлĕхе тăрантаратăп, çемье валли апат хатĕрлетĕп, — çапла пуçларĕ калаçăва Галина Иванова. — Сăмах май, ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе нумай тăрăшатпăр. Ку ĕç нихăçан та вĕçленмест. Субботниксем йĕркелетпĕр, çырма-çатрана тасатсах тăратпăр. Галинăна, тĕрĕссипе, çывăх пĕлетĕп, мĕншĕн тесен иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче культура тытăмĕнче пĕрле ĕçлерĕмĕр. Мăн Шетмĕри культура çурчĕн директорĕн лавне туртатчĕ вăл ун чухне. Нумай ырă пуçарăва ĕçе кĕртрĕ, ял халăхне канма условисем туса парассишĕн тăрăшрĕ. Ял-йыша савăнăç, хаваслă самант сахал мар парнелерĕ вăл. Галина Ивановнăран тĕслĕх илмелли пурах. Пилĕк ача амăшĕ пур ĕçе те тума мĕнле ĕлкĕрет-ши? Вĕсене кашнине амăшĕн ăшшине памалла. Çийĕнчен тата хушма хуçалăхĕ пысăк, выльăх-чĕрлĕхĕ нумай, пахчи-анкарти анлă...

— Мăшăрăмпа Володьăпа 5 ача — 4 хĕрпе пĕр ывăл — çитĕнтеретпĕр. Нумаййăн пулни пире пурнăçра пулăшса кăна пырать. Эпир хамăр йышпах темĕн те тăватпăр. Ачасем пĕчĕклех ĕçе юратса ӳсеççĕ. Вĕсене вĕрентсе, тĕрĕс воспитани парса пурнăçăн аслă çулĕ çине тăратасчĕ. Аслă хĕрĕм Анжела çемьеллĕ. Мăшăрĕпе хулара ĕçлесе пурăнаççĕ, пире икĕ мăнук — Максимпа Рома — парнелерĕç. Вăл — спортсмен та. Атăлçи округĕнчи ăмăртăва хутшăнса хăвăрт утассипе 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ. Тепĕр тĕпренчĕкĕмĕр Ксения — 5-мĕш курс студентки, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлӳ илет, Кирилл — 7-мĕш, Юля 3-мĕш класа каяççĕ, кĕçĕнни çиччĕ тултарать, 1-мĕш класа кайма хатĕрленет, — калаçу çăмхине сӳтрĕ Галина Ивановна.

Мăшăрĕ Володя Пăрăнтăк ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăл Красноармейскинчи 32-мĕш пушар чаçĕнче чылай çул вăй хурать. Пушарнăй профессийĕ кăткăс та яваплă пулнине пурте пĕлетпĕр. Вут-çулăмпа кĕрешекенсен кашни утăмра тенĕ пекех пысăк хăрушлăхпа тĕл пулма тивет. Ун пек ĕçре вăй хуракансемшĕн çывăх çыннисем ăнланни, хавхалантарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

— Пушарнăйсем инкеке лекнисене пулăшнă вăхăтра хăйсем те хăрушлăхра пулнине эпĕ Володя кунта ĕçленĕ чухне питĕ лайăх ăнланса çитрĕм. Мăшăрăм «Чăваш Республикинчи чи лайăх пушарнăй» ята икĕ хутчен тивĕçрĕ. Уншăн савăнатăп. Вăл маншăн тĕрев, унăн пулăшăвĕсĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме йывăртарах пулĕччĕ. Володя кил-тĕрĕшре те «ку санăн, ку ман ĕç» тесе тăмасть. Выльăх-чĕрлĕхне те пăхать, кил-çурта та тирпейлет. Пĕтĕмлетсе каласан, пур енĕпе те пулăшса пырать, — палăртрĕ Галина. <...>

Мария РОМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Владимир БУРМИСТРОВ: Выçă çынна пулă мар, вăлта памалла

«Шухă арçын ача пулнă эпĕ. Шкулта 5-мĕш класчен лайăх вĕрентĕм, акăлчан чĕлхи хушăнсан учителĕпе час-часах ăнланманлăх сиксе тухатчĕ те 7-мĕш хыççăн вĕренме пăрахрăм», — иртнине аса илнĕ май каласа кăтартрĕ Владимир Бурмистров. Вăл Ленинградри театр институтĕнчен вĕренсе тухсан К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче, Ленинградри оперетта театрĕнче, Тбилисири вырăс драма театрĕнче ĕçленĕ. Наци культура автономисем пирки калакан саккуна чи малтан ырласа йышăнакансенчен пĕри пулнă вăл. Мускаври чăвашсен вăл ертсе пынă автономийĕн ĕç-хĕлне хăй вăхăтĕнче «çӳлтисем» те пысăк хак панă. Ахальтен мар: вăл чăвашлăха аталантарас тĕллевпе нумай ĕç тунă. районĕнче çуралнă пек астăватăп.

— Çапла. Çак районти Çĕнĕ Мĕлĕш ялĕнче. Çемьере пиллĕкмĕш ача, чи кĕçĕнни. Эпĕ 5 çул тултариччен ялта пурăнтăмăр. Аттепе анне çĕнĕ пӳрт хăпартнăччĕ, тăррине те витнĕччĕ. Чӳречисене лартса ĕлкĕрейменччĕ. Аттене Вăрнара ĕçлеме ячĕç те пӳрте куçарса, япаласене тиесе район центрне кайма тиврĕ. Халĕ те куç умĕнче: матрас тата ытти вырăн таврашне тиенĕ лав тăррине пире, ачасене, лартнăччĕ. Манăн, 5 çулти ачан, çавăн чухне илсе кайнăшăн çав тери чун ыратрĕ /куçĕ шывланчĕ. — Авт.\. Вăрнартан асатте патне яла час-часах тараттăм.

— Асатте-асанне, кукаçи-кукамай пурри ачашăн телей çав.

— Асаттен икĕ шыв арманĕ пулнă. Ăна кулак тесе айăпланă. Аслă ачисем çитĕннĕ. Ăна 5 çулти хĕрĕпе Анат Тагила янă. Çав вăхăтра тĕпренчĕкне çăлассишĕн вăл пуйăсри проводникпе калаçса татăлса хĕрне каялла лартса янă, Вăрнарта антарса хăварма каланă. Хĕрача ашшĕ ăнлантарнă пек кам патне каймаллине шыраса тупнă. Пĕр эрне иртсен асатте айăплакансене хăйĕн ачи çухалнине пĕлтернĕ. Çав сăлтавпа ăна ирĕке янă. Çапла асатте киле, тăван тăрăха, çаврăнса çитнĕ. Таврăнсан выльăх мар, пĕр чăх та усраман. Пахчара та пĕр йăран та пулман, нимĕн те лартман. Ăна пĕчĕк пӳрт туса панăччĕ, ачисем пăхатчĕç. Асанне чирлесе ир çĕре кĕнĕ. Кукаçин вара çил арманĕ пулнă. Çав хăрушă саманара «çӳлтисем» пурлăха тĕрĕслеме килсен кукаçи ачисем валли çимелĕх те пулин тырă хăварма ыйтнă. Çапла каланăшăн унăн пуçне тунката çине хунă та хĕçпе касассипе хăратнă. Çавăн хыççăн кукаçин ӳт температури хăпарнă, вăл, 43 çултискер, тăватă кунран вилнĕ.

— Аслаçăр Петров хушаматпа çӳренĕ, эсир вара — Бурмистров. Мĕнпе çыхăннă ку?

— Атте патшалăх деятелĕпе, Социализм Ĕçĕн икĕ хут Геройĕпе Сергей Коротковпа пĕрле вĕреннĕ, вĕсем кайран та туслă пулнă. Асаттене айăплассине пĕлсен вăл аттене çемьерен тухма, урăх хушамат илме сĕннĕ.

— Вĕренме пăрахнăшăн ӳкĕнмерĕр-и?

— Ытти предмета лайăх шĕкĕлченĕ вăхăтрах литературăна уйрăмах юрататтăм, акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ кĕркуннене хăварчĕ. Шăпах çав вăхăтра шкул çăлне такам тикĕт савăтне пăрахнă. Тӳрех ман çине йăвантарчĕç. Ун пек киревсĕр ĕçе эпĕ нихăçан та туман, тăвас та çук. Кӳренӳ çине кӳренӳ — шкултан тухса кайрăм. Атте хатĕрлев кантурĕн ертӳçиччĕ. «Вĕренес килмесен ĕçлеме кай», — терĕ. Катка тăвакансенчен çак ăсталăха вĕрентĕм. Кĕркунне аннене каламасăр кӳршĕ ачипе Петропавловск хулине строительство училищине вĕренме тухса вĕçтертĕм. Омск еннелле вирхĕнекен пуйăсăн вакунĕ тăрринче кайрăмăр. Юлташăн амăшĕ аннене каланă та çывăх çыннăм чукун çул хĕррине тухнă. Мана курчĕ. Аннен чунне çавăн чухне ыраттарнăшăн халĕ те куççуль тухать (куççульленчĕ. — Авт.).

— Мĕншĕн вакун тăрринче кайнă-ха?

— Укçа пулман. Сызране çитсен юр çума пуçларĕ. Тепловоз çине куçрăмăр, унта ăшăрахчĕ. Свердловска çитрĕмĕр, пит-куç хуп-хура. Пурте пирĕн çине пăхса кулаççĕ. Туалета кĕрсе çăвăнтăмăр. Вĕреннĕ вăхăтра киле çапла вакун тăрринче пĕрре маар килсе кайнă. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Олег АВЕЛЬЕВ: Ирхи тÿрĕ эфиртан çывăрса юлни те пулнă

Шупашкар хулинче çуралнă Олег Авельевăн шкулта вĕреннĕ вăхăтра юратнă предмечĕ географи пулнă, çапах вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыка факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. Алла диплом илсен шкулта пĕр çул кăна ĕçленĕ. 1989 çулхи раштав уйăхĕнче хăйĕн кун-çулне Чăваш радиовĕпе çыхăнтарнă — дикторта ĕçлеме пуçланă.

Хальхи вăхăтра Олег Робертович çĕнĕ хыпарсен вырăсла кăларăмĕсене, çавăн пекех «Уçă калаçу», «Вăхăт çитрĕ» тата «Тӳрĕ мар эфир» ток-шоусене ертсе пырать.

— Олег Робертович, вăрттăнлăх мар ĕнтĕ: профессипе эсир — музыка вĕрентекенĕ. Чăваш радиона мĕнле лекрĕр?

— Ун чухне Шупашкарти 4-мĕш шкулта музыка учителĕнче ĕçлеттĕм, çавăн пекех Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕн класĕнче студентсене пĕлӳ параттăм. Пĕррехинче пединститутăн вĕренӳ корпусĕнче Чăваш радиона диктора ĕçе илме конкурс ирттересси çинчен пĕлтерӳ куртăм. Мĕн пулать те мĕн килет тесе радиона çул тытрăм. Çитнĕ-çитменех мана машинкăпа пичетленĕ текст тыттарчĕç. Хумхантăм паллах. Вуласа тухрăм, комиссие килĕшрĕм курăнать, ĕçе илессине пĕлтерчĕç. Микрофон умнее пĕрремĕш хут ларнăранпа 31 çул сисĕнмесĕрех иртрĕ.

— Ĕçе пуçăнсан мĕнле йывăрлăхсем сиксе тухрĕç?

— Диктор ĕçне хăнăхма малтанхи тапхăрта пултаруллă наставниксем — Надежда Неверова тата Маргарита Кабетова дикторсем — чылай пулăшрĕç: сĕнӳ-канаш паратчĕç, вĕрентетчĕç. Авель Харитоновран та ăсталăх илме тӳр килнишĕн чунтан хĕпĕртетĕп. Хальхи пекех астăватăп: ĕçлеме пуçласанах хытах чирлерĕм — сасă çук, пыр ыратать. Ĕçе килеттĕм, анчах микрофон умне лараймастăм. «Кăна, сассăрскере, ĕçе мĕнле илнĕ-ши?» — тесе те тĕлĕнчĕç пулĕ. Икĕ эрне чирлерĕм. Çакă маншăн ĕçри пĕрремĕш йывăрлăх пулчĕ. Диктор ĕçне хăнăхма институтри вокал урокĕсем те пулăшрĕç. Сасса мĕнле тĕрĕс лартмаллине, тĕрĕс сывламаллине, мĕнле калаçмаллине йăлтах вĕрентнĕ-çке, çавăнпа халĕ: «Илемлĕ те тĕрĕс вулама вĕрентĕр-ха», — тесе пулăшу ыйтакан çамрăксене сĕнӳ-канашпа яланах пулăшма тăрăшатăп.

— Алла пĕрремĕш хут микрофон тытнине астăватăр-и?

— Çак самант нихăçан та асран тухмĕ. Питĕ хумхантăм. Эфира тухакан кăларăмсен вăхăчĕ улшăнатчĕ, эфир темиçе пайран тăнăран кашни сехетрех «Эсир Чăваш радио итлетĕр. Халĕ — Мускав программисем. Пире каярахпа /сехетне палăртса/ итлеме пултаратăр», — темеллеччĕ. Шăпах çак сăмахсене калама мана шанчĕç.

— Эфира ертсе пыракансен ĕç кунĕ миçере пуçланать?

— Чăваш радио ирхи 6 сехет те 10 минутра калаçма пуçлать. Çавна май манăн ĕç вырăнне маларах çитме тивет. Кун сиктерсе 4 сехет те 30 минутра хама ыйхăран хистесе вăратса, ăшă вырăн çинчен тăрса ĕçе пуçтарăнатăп. Хĕллехи вăхăтра уйрăмах йывăр: урамра тĕттĕм, сивĕ. Çывăрса юлни те пулнă. Унсăр мар. Уйрăмах — çемьере ача çуралсан.

— Эфира ертсе пыраканшăн сасă — ĕç инструменчĕ. Унпа тĕрĕс усă курсан çеç итлекене тыткăнлама пулать.

— Чăн та, эфира тухиччен «калаçу аппаратне» хĕртмелле, унсăрăн сăмахсене çăтса е чăмласа яма пулать. Кĕнеке вуламалла, сасăпа вулани уйрăмах пулăшать, тута, çăвар мышцисем валли ятарлă хăнăхтарусем туни те вырăнлă. Хатĕрленмелле! Микрофона курсан çухалса кайма кирлĕ мар, анчах яваплăха та туймалла. Паянхи кун та, ĕç опытне пăхмасăр, эфира тухиччен текстпа тĕплĕн паллашма тăрăшатăп. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.