Хыпар 9 (28326) № 07.02.2025

7 Нарăс, 2025

Халăха хумхантаракан ыйтусене куçа-куçăн сÿтсе яврĕç

Юнкун республикăн аталану программине Çĕмĕрле тата Хĕрлĕ Чутай округĕсенче иртнĕ Правительство кунĕсенче сӳтсе яврĕç. Тĕлпулусене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата министерствăсен ертӳçисем хутшăнчĕç.

Çĕмĕрлесен усă курмалли ресурссем пур

— Çĕмĕрле округĕ çĕнĕ форматпа ĕçлеме пуçларĕ. Хальлĕхе пĕтĕмлетӳсем тума иртерех-ха, анчах пĕрлешӳ вырăнти халăхшăн та, республикăшăн та меллĕ те тупăшлă пулма пултарать. Логистика центрĕсем йĕркелеме, инвесторсене явăçтарма М-12 автоçула хута яни те тĕрев парать. Муниципалитет туризма аталантарассипе мĕн пур майпа усă курманни куçкĕрет. Ку енĕпе çине тăрсах ĕçлемелле, — терĕ Олег Алексеевич тĕлпулăва пухăннисен умĕнче сăмах илнĕ май. Çĕмĕрле округĕнче туристсен йышĕ юлашки çулсенче — 1,8 хут, Çĕмĕрлере 1,6 хут ӳснĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева канакансем валли хăна çурчĕсене вырнаçма, вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерме тивĕçлĕ условисем туса памаллине палăртрĕ. Вице-премьер — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов докладра ку тăрăхра çын вилесси 10% чакнине, ача çуратасси 20% ӳснине, тин çуралнă ачасем вилни пулманнине палăртрĕ. Çав хушăрах округра аграри тытăмĕ йывăрлăх туять. Патшалăх пулăшăвĕпе усă куракансем çукпа пĕрех. Пĕлтĕр 46 çын хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн статусне илнĕ. Культура министрĕ Светлана Каликова каланă тăрăх, ку тăрăхри культура учрежденийĕсен 83% тивĕçлĕ шайра. Çĕмĕрле округĕнче пилĕк çулта 10 клуба, «Восход» культура керменне, икĕ архива, икĕ ача-пăча искусство шкулне, 9 библиотекăна юсанă. Республикăри пĕрремĕш тĕслĕх библиотека Турхан салинче уçăлнă. Çитес вăхăтра Çĕмĕрлери библиотекăна модернизацилемелле. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 10 миллион тенкĕ уйăрмалла. Çивĕч ыйтусенчен пĕри — культура учрежденийĕсене квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтересси. Хальхи вăхăтра 9 ваканси пур. Çак ыйтăва татса пама «Земство культура ĕçченĕ» программа пулăшасса шанаççĕ. Паллах, çынсене хавхалантарни те пĕлтерĕшлĕ. Кăçал Юманайри культура çурчĕ — «Чи лайăх культура çурчĕ», Валентина Аршинова — «Чи лайăх культура ĕçченĕ» ятсене тивĕçнĕ. Ӳнер енĕпе хушма пĕлӳ илекен ачасен йышĕ 10% шайĕнче çеç. Ытти муниципалитетпа танлаштарсан ку чи пĕчĕк кăтарту. Халăха культура мероприятийĕсене явăçтарассипе вара округ 3-мĕш вырăнта. Пĕлтĕртен «Культурăллă юнкун» проекта хутшăнса 5 мероприяти йĕркеленĕ. Пушкин карттипе усă курассипе те Çĕмĕрлесем малтисен йышĕнче. Ку тăрăхри çынсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене те хастар пулăшаççĕ. Акă, сăмахран, волонтер ушкăнне ертсе пыракан Валентина Долгова икĕ çул гуманитари пулăшăвĕ пухас енĕпе ĕçлет. Паянхи кун хирĕç тăру вырăнне техника, маскировка сетки, çывăрмалли михĕ, шлемсем, наçилкка, сулă, типĕ яшка, дронсенчен хӳтĕленмелли утиял, маскировка тумтирĕ яраççĕ. Госпитальсемпе те çыхăну тытаççĕ, çывăх вăхăтра унта черетлĕ пулăшу каймалла. Çĕмĕрле округĕнче пуласлăхра 3 проектдрайвер тата 10 ытла мегапроект пурнăçлама палăртнă. Ял хуçалăх продукцине тирпейлессипе индустри паркĕ уçăлмалла. Халĕ инвесторсемпе апат-çимĕçе ăçта вырнаçтарассине сӳтсе яваççĕ. Çĕмĕрлере çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх отраслĕ çĕнелмелле. Шыв тата ăшă сечĕсен ĕç тухăçлăхне лайăхлатакан пысăк технологиллĕ инфратытăм йĕркелемелле. Округăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — çурт-йĕр строительствин калăпăшне ӳстересси, 12 общество хутлăхне хăтлăлатасси, ăшă сетьне, котельнăя, культура çурчĕсене, ача сачĕсене тата шкулсене юсасси. 2030 çулччен Çĕмĕрле тăрăхне 2 миллиард ытла тенкĕлĕх инвестици явăçтармалла, 220 ĕç вырăнĕ йĕркелемелле. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Алла САЛАЕВА: «Ветерансен тивлечĕпе мăнаçлă çĕршывра пурăнатпăр»

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева ку эрнере Чăваш Енре ĕçлерĕ: граждансене йышăнчĕ, вĕрентӳ тытăмĕн çивĕч ыйтăвĕсене тишкерчĕ...

Медальпе чысланă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Михаил Сорокин кăçал 100 çул тултарать. Вăл 1943 çулхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа 1945 çулхи çу уйăхĕччен совет çарĕн ретĕнче тăнă, нимĕç фашисчĕсемпе Тĕп, Беларуç, Прибалтика фрончĕсенче çапăçнă, Ржев, Рига, Кенигсберг хулисене ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннă. Сорокин сержант 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшне госпитальте кĕтсе илнĕ. Çĕнтерӳ кунĕччен пĕр эрне маларах Михаил Григорьевич Кенигсберг патĕнче йывăр аманнă. «Манăн пурнăçа çăлнă санитарсене паян кун та ырăпа аса илетĕп. Çапăçу хирĕнчен хам тĕллĕн тухайман пулăттăм: çурăм шăмми вăйлă суранланнăччĕ», — каласа кăтартрĕ вăрçă ветеранĕ. Михаил Сорокин 1959-1991 çулсенче Шупашкар хулин тĕп травматологĕнче ĕçленĕ. Вăл тăрăшнипе хулари 1-мĕш тата васкавлă медицина пулăшăвĕн больницисенче талăкĕпе ĕçлекен травматологи пӳлĕмĕсене, строительсен больницин медсанчаçĕсене уçнă. Михаил Григорьевич 85 çула çитиччен строительсен больницин поликлиникин травматологи уйрăмĕнче тухтăрта ĕçленĕ. «Çĕнтерӳ салтакĕпе тахçантанпах туслă çыхăну тытатпăр. Иртнĕ кунсенче Михаил Григорьевичпа Шупашкар хулин тĕп больницинче тĕл пултăмăр. Унта вăрçă ветеранĕ 46 çул ĕçленĕ, — каласа кăтартрĕ Алла Салаева. — Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕпе Владимир Степановпа тата Шупашкар хулин пуçлăхĕпе Владимир Доброхотовпа сумлă ветерана «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 80 çул» медальпе хавхалантартăмăр, Тăван çĕршыва хӳтĕленĕшĕн, ĕмĕр тăршшĕпе тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тав турăмăр. Ветерансен тивлечĕпе эпир паян мăнаçлă çĕршывра пурăнатпăр». Халăх тăван тăрăх хăтлăлăхĕшĕн тăрăшать Алла Салаева «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Общество пулăшăвĕн штабĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Депутат патне килнисем хускатнă ыйтусен шутĕнче — Муркаш округĕнчи нумай ачаллă çемьесене панă 90 çурта шывпа тивĕçтересси. Алла Леонидовна пĕлтернĕ тăрăх, ыйтăва муниципалитет ертӳлĕхĕпе сӳтсе явнă, проект хатĕр, администраци заявка хатĕрлет, Строительство министерстви лару-тăрăва сăнаса тăрать. Алла Салаева патне Шупашкар округĕнчи Çатракасси ялĕнче пурăнакансен ыйтăвĕпе Андрей Васильев депутат килнĕ. Ку тăрăхри çынсем культура çурчĕ тăвасшăн. «Ыйтăва сӳтсе явнă май ку ялти шкула тĕпрен юсаса çĕнетсен тĕрĕсрех пулать тесе йышăнтăмăр. Об±ектăн проектпа смета докуменчĕсем те хатĕр. Шкулта библиотека уçсан, акт залĕ пулсан ял çыннисем те унта кăмăлласах çӳрĕç. Çитес вăхăтра Шупашкар округне ĕçлĕ çул çӳреве кайсан лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашма ку яла çитсе курас тĕллевлĕ», — пĕлтерчĕ Алла Леонидовна. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


«Эпир – Улăп йăхĕнчен, туссене мĕн пур енчен çăкăр-тăварпа кĕтетпĕр»

Трак енсем Красноармейски районне йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине паллă турĕç

ЧАССР Тĕп ĕçтăвкомĕн йышăнăвĕпе 1935 çулхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче Красноармейски районне йĕркеленĕ. Анчах та Трак çĕрĕн кун-çулĕ чылай ĕмĕр маларах çырăнма пуçланă. Ку тăрăхра тупнă археологи палăкĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, Красноармейски округĕнче пурăнакансем — авалхи Пăлхар патшалăхĕнчен тухнă çынсем. Вун виççĕмĕш ĕмĕр варринче Упи паттăр хăйĕн йăхне Мăн Çавал хĕррине ертсе килнĕ, Упи ялне никĕсленĕ. Упи таврашĕ çултан- çул вăйланса пынă, тăван тăрăх, Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшакансен ăрăвĕ пĕрин хыççăн тепри çитĕннĕ…

Ĕçсем курăмлă, ĕмĕтсем тĕллевлĕ

Çынсем пĕри тепринчен уйрăлса тăраççĕ: кăмăлĕпе, ĕмĕчĕ-тĕллевĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе. Çав вăхăтрах вĕсен хушшинче пĕрпеклĕх пур. Тăван çĕршыва — ачалăх, çамрăклăх иртнĕ тăрăха — чунтан юратни пĕрпеклетет. Çак туйăмсисĕм кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче çĕр-çĕр çынна Упи ялне илсе килчĕ. Унти кану центрĕнче Красноармейски районне йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Уяв хăнисене Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов саламларĕ, юлашки çулсенче муниципалитет йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса нумай ырă улшăну тума пултарнине, çак ĕçре округри кашни çын пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине, малашлăхри тĕллевсем тата та пысăкраххине палăртрĕ: «Çак тапхăрта Трак ен аталанăвĕшĕн 27 пуçлăх тăрăшнă. Эпĕ вĕсене, депутатсен, округăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тӳпе хывнă кашни çынна тав сăмахĕ калатăп. Паян эпир пĕр тĕллевпе малалла талпăнатпăр, инфратытăма аталантаратпăр, Трак тăрăхĕнче пурăнакансен пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшатпăр. Халăх ырлăхĕшĕн вăй хуракансен ырă ĕçĕ-хĕлĕ пире хавхалантарать, çĕнĕ çитĕнӳсем тума йыхравлать. Тĕллевсем вара пĕчĕк мар. Кăçал Трак енре культура çурчĕпе кану центрĕ тума тытăнмалла, ултă котельнăй ĕçе кĕртмелле, тĕслĕх вулавăш хута ямалла, «Виçĕ хĕвел» этнопаркра ремесла çуртне лартмалла, Элли Юрьев музейне тĕпрен юсаса çĕнетмелле…» Павел Семенов Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева федераци шайĕнче Красноармейски округĕн опора пункчĕ пек малашлăхĕ пуррине ĕнентерме пултарнăшăн уйрăммăн тав турĕ. «Ку тăрăхра ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Вĕсен хăвачĕ тăван çĕре-шыва аталантарма çителĕклĕ. Эпир хамăрăн çĕршыва юрататпăр, хаклатпăр, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшатпăр», — терĕ Павел Юрьевич. Трак енсене уявпа çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçин пĕрремĕш çумĕ Владимир Степанов, цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Степанов, Патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, Канаш округĕн пуçлăхĕ Валерий Чернов саламларĕç. «Пирĕн тымарсем çирĕп» Кашни халăхăн хăйĕн паттăрĕсем пур. Вĕсем Трак çĕрĕн те пулнă: Упи, Пипарс, Искей Пайтулĕ. «Эпир — Улăп йăхĕнчен. Тымарсен чакми хăват пур. Ĕмĕт инçeте чĕнсен çăлтăр витĕр çул хыватпăр!» — Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн артисчĕсем «чĕртсе» тăратнă паттăрсем Трак çĕрĕн иксĕлми хăватне мухтаса сцена çине тухрĕç. «Вăрман кăкласа тырă ӳстерĕр! Тăван халăха сыхлама паттăр хыççăн паттăр çуратăр!» — пил парса сăмахне малалла тăсрĕ Упи. Мăнаçлă çак паттăрсем йăхнесĕлĕмĕрсен кăмăл çирĕплĕхне кăтартрĕç, тăван халăхăн пуян аваллăхĕпе мăнаçланма хавхалантарчĕç. Атăлçи Пăлхар çĕршывĕнчи хресчен кил-çурчĕ, çав вăхăтри çар çыннисен çитĕнĕвĕсене сăнлакан ӳкерчĕксен куравĕ çак туйăмсене тата та вăйлатрĕç. Красноармейски округĕн паянхи çитĕнĕвĕсемпе мухтанмалăх пур. Социаллă пурнăçпа экономика сферисен кăтартăвĕсемпе паллаштарма кану центрĕн фойинче курав йĕркеленĕ. Красноармейскинчи çăкăр комбиначĕ хăйĕн продукцине кăтартрĕ. Пуçламăш çар хатĕрленĕвĕн «Звезда» центрĕн курсанчĕсем ятарлă çар операцийĕнче усă куракан хĕç- пăшалпа паллаштарчĕç. Трак вăтам шкулĕнчи IT-класс вĕренекенĕсем Олег Кузнецов преподавательпе пĕрле ăсталанă роботсемпе тĕлĕнтерчĕç. Трак енри вулавăш ĕçченĕсем «Савнă çĕрĕмçĕм, Трак ен» кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. Уяв хăнисене хăйсем хатĕрленĕ «Пархатарлă çĕр Трак ен, ешĕл сад пек курăнан…» буклета, округăн 2025 çулхи паллă пулăмĕсене халалланă тавра пĕлӳ календарьне парнелерĕç. Уяв концерчĕн юрри-ташши те Трак енсен ĕçченлĕхне, пултарулăхне, хастарлăхне мухтарĕ. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн юрăçи Надежда Степанова,\Заволжски клуб çумĕнчи ачасен «Юность» /ертӳçи — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Федорова/, «Карусель», «Шурăмпуç», «Илем» /ертӳçи — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Тюмерова/, «Раштав» /ертӳçи — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Андрей Тюмеров/ ансамблĕсем, чăваш эстрада юрăçи Иван Архипов сцена çине тухрĕç. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА, Юрий БОРИСОВ.

♦   ♦   


«Ял ватăлнишĕн чун ыратать»

Республикăри ял старостисен хушшинче хĕрарăмсем те пур. Акă Альбина Фомина Вăрнар тăрăхĕнчи Пуканкасси ялĕн старости шутланать. Тăван тăрăха аталантарас тĕллевпе чылай ĕç пурнăçлаççĕ Пуканкассисем. Хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки Альбина Дмитриевна хаçат вулаканĕсене тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

«Эпĕ пĕччен мар…»

— Альбина Дмитриевна, эсир республикăри ял старостисен иртнĕ çулхи конкурсĕнче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илтĕр, саламлатпăр. Çак ӳсĕм сирĕн ĕçе тӳррĕнех кăтартать паллах.

— Эпир 100 çын ытларах пурăнакан ялсен хушшинче виççĕмĕш вырăна тухрăмăр. Тивĕçнĕ укçа-тенке яла аталантарма ярасшăн.

— Староста ĕçне мĕнрен пуçăнтăр? Халăхпа пĕр чĕлхе тупма кăткăс мар-и?

— 2016 çулта пĕр пухура ял старостине суйлас пирки сăмах пуçарчĕç, унта ман кандидатурăна сĕнчĕç. «Чăваш Ен» ПТРКра радиохыпарлав корреспондентĕнче ĕçленĕрен малтанах хама хам шанмарăм, çавна май хирĕçлерĕм. Ял çыннисем вара мана шаннине пĕлтерчĕç. Килĕшмех тиврĕ. Çапла халăхпа пĕрле ĕçе тытăнтăмăр. Халĕ пур çĕрте те ТОСсем йĕркелеççĕ. Эпир ăна 2014 çултах туса хунă, анчах регистрацилемен. Ячĕ унăн — ялти общество канашĕ. Ăна эпĕ Патăрьел округĕнчи Шăнкăртамра асăрханăччĕ. Вĕсен мечĕт çумĕнче общество канашĕ пур. Шăпах çавнашкал пĕрлĕх йĕркелерĕмĕр. Ял çыннисемпе пуçтарăнса актив суйларăмăр, çавăн пекех хĕрарăмсен канашне те. Паллах, унтанпа йыш улшăнчĕ. Эпĕ пĕччен ĕçлеместĕп, манпа юнашар яланах — ялти общество тата хĕрарăмсен канашĕсен пайташĕсем. Çавăнпа та йывăрлăха туймастăп. Паллах, халăхпа пĕр чĕлхе тупма тăрăшатăп.

— Пуçаруллă бюджет программипе юлашки вăхăтра мĕн турăр? Малашнехи ĕмĕт-тĕллев еплерех?

— Виçĕм çул ял варринчи пĕвене тасатрăмăр, ун тавра хырпа кедр хунавĕсем лартрăмăр. Кедр йывăçне Красноармейскинчи Светланăпа Валерий Мефодьевсенчен илсе килтĕмĕр. Вĕсене халĕ пăхса тăратпăр. Çамрăксем пĕвене пулă яма та ĕлкĕрчĕç. Çавна май ку вырăна пулăçсем те иленчĕç. Малашне эпир унта аллея тăвасшăн. Çак программăпа усă курса, тимĕр сăвайсем лартса 33 метр тăршшĕ кĕпер турăмăр, çăвана тимĕр карта тытса çавăртăмăр. Халăх хирĕç пулмарĕ. Çакна та асăнмасăр иртме май çук: 2016 çулта культура ĕçченĕсен штатне чакарнă хыççăн клуб ĕçлеме пăрахрĕ. Ялти общество канашĕн пайташĕсемпе канашларăмăр та çивĕч ыйтăва татса пама район администрацийĕн пурлăх пайне çитсе килтĕмĕр. Пире мероприятисем ирттерме клуб кирлине, ăна малашне хамăр, ял халăхĕ, тытса тăрассине пĕлтертĕмĕр. Çавăнтанпа культура çуртне хамăр шутран юсатпăр, тирпей-илем кĕртетпĕр. Унпа юнашарах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене халалласа лартнă палăк пур. Ăна та тирпейлесе тăратпăр, картине улăштартăмăр. Пуçаруллă бюджет программипе пĕлтĕр пуçланă ĕçе кăçал вĕçлеме палăртнă: çăлкуçа тирпей-илем кĕртмелле. Унсăр пуçне тепĕр проектпа ĕçлемелле — клубра сывлăха çирĕплетмелли центр йĕркелесшĕн. Унта тренажерсем, ятарлă хатĕрсем вырнаçтарасшăн. Спорт тĕлĕшпе пирĕн халăх хастар пулнине асăнса хăварас килет: каç енне ватă çынсем урама ятарласа утма тухаççĕ, уçăлса çӳреççĕ, çамрăксем вара чупаççĕ. Çĕршыв хӳтĕлевçисен кунĕнче çулсеренех спартакиада ирттеретпĕр. Сывлăха çирĕплетмелли центра йĕркелесен ГТО нормине пурнăçлама хатĕрленетпĕр. Хĕрарăмсем ку тĕлĕшпе питĕ хастар.

Салтаксене пулăшаççĕ

— Альбина Дмитриевна, сирĕн ял çыннисем ĕçре те, спортра та малта. Унсăр пуçне Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене те пулăшаççĕ.

— Çапла, виççĕмĕш çул эпир клубра окоп çуртисем тăватпăр: 2023 çулта — 405, 2024 çулта — 1102, кăçалхи кăрлачра çеç 673 çурта тунă. Ял халăхĕ, хулари пĕлĕшсем шăвăç савăт пуçтарма пулăшаççĕ. Парафин туянма халăхран укçа пухатпăр. Унпа пире Вăрнарти «Зов Вурнары» волонтерсен ушкăнĕ тивĕçтерет. Хатĕр çуртасене вĕсем урлă ентешсем патне парса яратпăр. Çавăн пекех эпир салтаксем валли нуски те çыхатпăр. Нумаях пулмасть Белгородри госпиталь валли тумтир, вырăн таврашĕ кирлине пĕлтерчĕç. Аманнă салтаксене çийĕнчи кĕпе-йĕмне улăштарма япаласем /çĕнни пулмасан та юрать/ кирлĕ. Вĕсене почтăпа яратпăр. 10 кг таран таякан посылкăна тӳлевсĕрех йышăнаççĕ. Çакă питĕ меллĕ. Белгородра пирĕн пĕлĕш пур. Вăл волонтер пулса госпитале пулăшать. Çавна май эпир посылкăна ун патне ярса паратпăр. Сăваплă çак ĕçсене пĕтĕмпе вунă ытла çын хутшăнать.

— Пĕр çулхине республикăри АПК ветеранĕсемпе пĕрле сирĕн яла пырса курма тивнĕччĕ. Ял урамĕсене таса тытни, культура çуртне хăвăр шутран юсаса тăни, ватă çынсене халалласа ятарлă стендсем туни тĕлĕнтернĕччĕ пире.

— Кашни çын хăйĕн кил-çурчĕ умне тасатасси йăлана кĕнĕ пирĕн. Унсăр пуçне лаптăксем уйăрса паратпăр — вĕсене пăхса тăмаллине палăртатпăр. Клуба халăхпа пĕрле тирпейлетпĕр. Халĕ унта вулавăш та пур, анчах ĕçченĕ çук. Ял çынни мĕнле кĕнеке илнине хăех çырса хăварать, вуласа тухсан тавăрса парать. Кӳршĕаршă е тăванĕсем хăшне-пĕрне килĕсене кайса параççĕ. Библиотека фондне пуянлатма ял çыннисем килĕсенчен кĕнекесем илсе килеççĕ. Çавăн пекех эпир хамăр пата çыравçăсене, сăвăçсене, артистсене хăнана чĕнетпĕр, вĕсемпе тĕлпулусем ирттеретпĕр. Паллă çынсем парнеленĕ кĕнеке те чылай пирĕн. Вăрçа хутшăннă ентешсене халалласа ятарласа портретсем хатĕрленĕччĕ малтан. Вĕсене палăк умне вырнаçтартăмăр. Ял çыннисем, аслă ӳсĕмрисем, йĕре-йĕре пырса пăхрĕç. Каярахпа тыл ĕçченĕсене те чыс кӳтĕмĕр. Паянхи кун ялта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çын юлмарĕ, тыл ĕçченĕсем — 12-ĕн. Çĕнтерӳ кунĕ умĕн вĕсене шкул ачисемпе пĕрле саламлама каятпăр. Питĕ савăнаççĕ, хăйсене сума сунăшăн тав тăваççĕ. Çамрăк ăрăва аслисене хисеплеме вĕрентесси те çакăнтанах пуçланать.

— Ман шухăшпа, ял старостин халăха пĕтĕçтерме те пĕлмелле, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха упрама вĕрентмелле.

— Çапла, ку шухăш тĕрĕс. Ахальтен мар эпир ял çыннисемпе кашни уяврах тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр. Вĕсене ватти-вĕтти хутшăнать. Конкурс çĕнтерӳçисене хавхалантарма та майсем тупатпăр. Спорт ăмăртăвĕнче ушкăнсене пайланса вĕрен туртни епле кăсăклă тата! Пĕри тепринчен хастартарах пулни палăрать ун чухне. Кашниех хăйĕн командишĕн мĕн пур вăйне парать. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.