Хыпар 86-87 (27965-27966) 05.08.2022

5 Çурла, 2022

«Шупашкарта туса кăларнă»… Шупашкартах-и?

Предприятисем хăйсен тавар паллисене хӳтĕлес ыйту çивĕчленни палăрать. Ыйтăва юнкун Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен комиссин республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче сӳтсе яврĕç.

Суту-илӳпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин палăртнă тăрăх, тӳрĕ кăмăллă мар конкурентсем ытларах чухне пысăк укçа, вăй, вăхăт хывса çирĕплетнĕ ют тавар паллисемпе усă кураççĕ. Тăкакланмасăрах тупăш кӳрекен продукци туса кăларма пулать вĕт. Шел те, тӳрĕ кăмăллă бизнес унашкаллинчен хӳтĕленме яланах хатĕр мар. Çакăнта вĕсен ку енĕпе тивĕçлĕ информаци çукки те ура хурать. Хамăр çĕршыври производитель статусне илмелле, тавар паллисен харпăрлăхне çирĕплетмелле — хӳтлĕх мерисем анлă. Сутуилӳпе промышленноç палати бизнес представителĕсемпе «çавра сĕтелсем», семинарсем йĕркелет-ха, анчах тепĕр чухне çакă та пулăшмасть. Игорь Владимирович хăшĕсем Чăваш Енри предприятисен продукцине хăйсенни пек кăтартма тăнипе çыхăннă чылай тĕслĕхе асăнчĕ. Калăпăр, «Акконд» продукцийĕ тĕлĕшпе кунашкалли икĕ хумпа пулнă. Малтан пылак çимĕçсен совет саманинчен юлнă ячĕсене, «Мишка на Севере», «Птичье молоко» йышшисене, улăштарма тивнĕ. Унтан фабрика хăйĕн пылак çимĕçĕсене Китая ăсатма тытăннă та — кăшт вăхăт иртсен çав çĕршывра «Акконд» ячĕпе витĕнсе хăйсен продукцине сутакансем тупăннă, Чăваш Енри фабрикăн экспорта вăхăтлăха чарма тивнĕ. Кайран Китайрах хăйĕн харпăрлăх прависене хӳтĕлекенсене тупнă — чăрмав сирĕлнĕ.

Вăйă оборудованийĕ туса кăларакан «Романа» заводпа çыхăннă ĕçпуç та интереслĕ. Челябинскра ача суранланса вилнĕ — çакăншăн «Романăна» айăплама тăнă. Ача унăн оборудованийĕпе вылянă, вăл хăрушсăрлăха тивĕçтермен имĕш. Чăваш Енĕн Суту-илӳпе промышленноç палатин хӳтте тăма тивнĕ — Челябинскри ĕçтешĕсемпе пĕрле ĕнентернĕ: «Романа» продукцийĕ мар, унăн ячĕпе саккуна пăсса усă курса хатĕрленĕ оборудовани...

Е тата — кухня валли «Abat» брендпа туса кăларакан оборудовани. Чăваш Енри компани çак техникăна комплектламалли хатĕрсен импортне туллин тенĕ пек хамăрăннипе улăштарнă ĕнтĕ — пĕтĕмпех кунта тăваççĕ. Ансат усламшăн çунакансем санкцисене пула чикĕ леш енчен комплектламалли хатĕрсем килме пăрахнипе усă курма тăрăшаççĕ — «Abat» пайĕсене копилеме те тытăннă.

«Релематикăпа» çыхăннă ĕç-пуç — уйрăм истори. Малтан вăл «Бреслер» ятлă пулнă. Анчах вăхăт иртнĕ май пĕрешкел продукци туса кăларакан «Бреслерсем» тата çуралнă — хăш тавар камăн пулнине тупса пĕтерме те хĕн. Çавăнпа предприяти ятне те улăштарнă — «Релематика» пулса тăнă. Электротехника туса кăларакан ЧЭАЗа та çăмăл мар. Унăн ячĕпе хăйсен продукцине сутлăха кăларакан нумай. Çавăнпа ĕнтĕ Шупашкарти электроаппарат заводне потребительсенчен вĕçĕмсĕр ыйту килет — вăл е ку техника чăннипех унăн пулнине çирĕплетме ыйтаççĕ. Кăçал кăна çавнашкал икĕ теçетке ытла ыйту пулнă.

«Промтрактор» техникине куç хывакансем те пур. Ку тĕслĕхре кивĕ тракторсене çĕнетсе, кивĕ пайсенчен тракторсем пухса вĕсене Шупашкарти заводăн çĕнĕ техники пек сутнă тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларнă. Кунашкалли Шупашкарта туса кăларакан ял хуçалăх техники тĕлĕшпе те палăрать.

Игорь Кустарин иккĕленмест: предприятисен хăйсен продукцийĕ тĕлĕшпе харпăрлăх правине регистрацилеме ӳркенмелле мар. Унсăрăн... Шупашкарти пĕр предприяти ютри компанипе судлашнă — вăл унăн тавар паллипе усă курнă. Ĕнентерме пултарнă: ку продукцие Шупашкарсем маларах кăларма тытăннă. Анчах судлашнă вăхăтрах хайхи компани унăн тепĕр продукцийĕ тĕлĕшпе харпăрлăх правине регистрацилеме ĕлкĕрнĕ — каллех тавлашма тивет. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Çул çÿрев хăтлă та чăрмавсăр пултăр

Общество транспортне каллех çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ. Ытларикун Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин агломерацийĕн транспорт тытăмне планласси тавра тĕплĕ калаçу пулчĕ.

Экспертсем тишкернĕ

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, татса памалли ыйту нумай, сăмах пассажирсене илсе çӳрекен транспорт çĕнĕ йĕркепе ĕçлеме пуçласси пирки пырать. Ăна комплекслă майпа аталантармалла, транспортăн çынсемшĕн меллĕ пулмалла, хăрушсăрлăха тивĕçтермелле.

Тивĕçлĕ документа хатĕрлессине ку енĕпе çĕршывĕпех ĕçлесе пысăк опыт пухнă Инфратытăм экономикин центрне шаннă. Документ проекчĕпе унăн хула транспортне аталантарас енĕпе ĕçлекен директорĕ Евгений Алексеев паллаштарчĕ. Мĕн тумаллине палăртас енĕпе ĕçленĕ май центр специалисчĕсем мĕн пуррине те тĕплĕ тишкернĕ. Евгений Алексеев шучĕпе, 5 баллă шкалапа палăртас тăк Шупашкар агломерацийĕнчи общество транспорчĕн йĕркелĕвне 3,8-па хаклама пулать — япăх мар кăтарту.

Анчах çакă çивĕч ыйтусем çуккине пĕлтермест. Çынсем транспорт ытла тулли пулнипе, автобус-троллейбуса вăрах кĕтме тивнипе, ялсене çӳрекен автобуссем çителĕксĕррипе, ыттипе кăмăлсăр. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинчи маршрутсемшĕн ку пушшех кăтартуллă. Çакăнта, экспертсен шухăшĕпе, «пĕр хуçа» çуккин витĕмĕ те курăмлă. Шупашкар администрацийĕ хăйĕн хулишĕн кулянать, Çĕнĕ Шупашкарăн — хăйĕн транспорчĕ, муниципалитетсен хушшинчи транспортшăн вара Транспорт министерстви яваплă. Функцисене пĕрлештерсе яваплăха пĕр чăмăра пухни вырăнлă пулмалла.

Тĕпчев пассажирсенчен пухакан укçа тĕлĕшпе уçăмлăх çуккине палăртнă. Унăн 25% ниçта та курăнмасть — ăна автобуссен хуçисем тӳрех кĕсьене чикеççĕ, уншăн налук тӳлемеççĕ. Çак укçан çулталăкри пĕтĕмĕшле виçи 973 миллион тенкĕпе танлашать. Шупашкарти «вăрттăн» укçа калăпăшĕ пысăк мар-ха — 8% кăна. Çĕнĕ Шупашкарта вара ку виçе 40% та çитет, районсенче — тата пысăкрах, унта пассажирсем çул çӳренĕшĕн электрон мелпе тӳлеймеççĕ.

Бизнес мар, социаллă пулăшу

Çак лару-тăрупа çырлахса ларни, паллах, вырăнсăр. Общество транспорчĕн ĕçĕ тивĕçтерменни халăха ытларах автомобиль туянма хистет. Ку вара тепĕр ыйту кăларса тăратать: машина йышланни çулсем тума хистет — каллех бюджетăн нумай тăкакланма тивет. Тĕнче практики вара, Евгений Алексеев каланă тăрăх, урăхларах: çынсем общество транспорчĕпе ытларах усă курма тăрăшаççĕ. Енчен те автобуспа çӳреме меллĕ тĕк мĕншĕн машина туянмалла? — чикĕ леш енче çынсем çапларах шухăшлаççĕ. Çавăнпа Чăваш Енре те пассажирсене илсе çӳрекен транспорт илĕртӳлĕхне ӳстермелле.

Хальлĕхе вара ĕç-пуç урăхларах. 6-7 çул усă курмалли автобуссем 10-12 çул е тата ытларах çӳреççĕ, хăтлă пысăк автобуссем çуккине кура пассажирсен хĕсĕк маршруткăсенче нушаланма тивет. Патшалăх, муниципалитет транспорчĕпе тата уйрăм çынсен автобусĕсемпе усă курнин хушшинчи уйрăмлăх пирки сăмах пуçарнă май центр представителĕ патшалăх транспортне йывăр килнине те пытармарĕ. Вăл уççăн ĕçлет те — пĕтĕм налука, ытти тӳлеве хывать, конкуренчĕсем вара, уйрăм перевозчиксем, чееленеççĕ, тупăша пытараççĕ — вĕсене ĕçлеме çăмăлрах. Çавăнпа вăл вĕсемпе контракт тумалли йĕркене улăштарма сĕнет. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Сăр урлă кĕпер хывăнать

Вăл хута кайсан Мускавран Хусана автомобильпе 12 сехет вырăнне — 6 сехетре, Çĕмĕрлерен Мускава 5 сехетре çитме май пулĕ. Хальлĕхе юмах пек илтĕнет пулин те — ку чăнлăх. Вăл кĕçех пурнăçа кĕрĕ.

Евразие илсе тухакан çул

Иртнĕ ытларикун ЧР Строительство министерстви йĕркеленĕ блог-тура хутшăнма тӳр килчĕ. Унта М-12 трасса строительстви Çĕмĕрле районĕнче епле пынипе паллашрăмăр. Çавăн пекех паллă пулăмăн кӳнтеленĕ пултăмăр — çав кун Сăр урлă хывăнакан кĕпере пĕр çырантан тепĕр енне сыпăнтарма тытăнчĕç. Кун пирки каласа кăтартиччен историе аса илмесĕр май çук. Европăпа Китая çыхăнтаракан транспорт çулĕ пирки 2000 çулсенчех калаçатчĕç. Çĕршывсен хушшинче суту-илӳ аталанать — вĕсене пĕр-пĕринпе пĕр чăрмавсăр хутшăнмашкăн çул кирлĕ, вăл мĕн чухлĕ кĕскерех — çавăн чухлĕ лайăхрах. Çакăнтан ĕнтĕ М-12 трасса проекчĕ çуралнă. Тинĕс маршручĕпе танлаштарсан, тиев турттармалли çула вăл 4,5 хут кĕскетĕ. Раççей Правительстви йышăннипе М-12 «Мускав — Хусан» трассăна 2020 çулта тума тытăннă. Киввинчен юсаса-сарса мар, йăлтах çĕнĕрен тăваççĕ. Пĕлтĕр маршрута Екатеринбурга çити тăсма йышăннă. Кун пирки иртнĕ çулхи ака уйăхĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Канашне янă Çырура пĕлтернĕ.

Хăвăртлăхлă çĕнĕ автомагистралĕн ячĕ хальлĕхе çук-ха. Çапах «Еврази», «Тухăç», «Хусан» ятсем сĕннĕ. Тен, интернет-сасăлав ирттерсе пĕтĕмлетӳ тăвĕç? Трасса 8 регион — Мускав, Владимир тата Чулхула облаçĕсем, Чăваш Ен, Тутарстан, Пушкăртстан, Пермь, Свердловск облаçĕсем — урлă иртĕ. М-12 уçăлсан «Европа — Анăç Китай» транспорт маршручĕ тулли хăватпа ĕçлесе кайĕ. Вăл Санкт-Петербургран пуçланать, М-11 «Нева» /Ленинград, Новгород, Тверь, Мускав облаçĕсем/ тăрăх иртет. Кайран М-12 ЦКАД урлă М-12 çине тухать. Ку ĕçе «Магистраль инфратытăмне 2024 çулччен модернизацилессин тата сарассин комплекслă планĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пуçарнă. 730 яхăн километрлă трассăна 2024 çулта хута ямалла. Пирĕн республика та çакăн пек пысăк калăпăшлă проекта хутшăнни — чăн-чăн ăнăçу. Трассăн 85 ытла çухрăмĕ Чăваш Ен урлă иртет. Кунта вара пирĕншĕн лайăххи нумай: халăх валли ĕç вырăнĕсем тупăннă. Трасса тĕнче шайĕнчи инвесторсене, туристсене илĕртме те витĕм кӳретех. Ырă тепĕр ен — вăл М-7 федераци трассине пушатма пулăшĕ. Ку çул транспортпа мĕн тери «тулса ларнине» пурте пĕлмеççĕ ĕнтĕ.

Ним çук çĕрте — «хула»

Пирĕн республикăри М-12 трассăн строительствине икĕ пая уйăрнă. Тĕп сыпăк — улттăмĕш. Вăл Çĕмĕрле, Вăрнар, Йĕпреç районĕсем урлă выртать. Подрядчикĕ — «Автобан». Тепĕр сыпăк — çиччĕмĕш. Кунта «Автодор» СК строителĕсем тăрăшаççĕ. Вĕсем Канаш, Тăвай, Комсомольски районĕсенче çул сараççĕ.

Ку трасса тӳлевлĕ пулĕ. Чăваш Енре унăн хапхисене Çĕмĕрле тата Комсомольски районĕсенче вырнаçтарĕç. Паллах, пахалăхĕ те çӳллĕ шайра пулмалла. Çула çĕнĕ йышши технологисене тĕпе хурса сараççĕ.

Администраци пайĕн ертӳçи Маргарита Леонова каланă тăрăх, «строительсен хулине» пĕлтĕр çулталăк пуçламăшĕнче тума тытăннă. Таса уйра, ним çук çĕрте ĕçе пикеннĕ. Виçĕ общежити, столовăй, икĕ администраци çурчĕ çĕкленĕ. Эпир вĕсене кĕрсе куртăмăр. Пурăнмалли условисем хăтлă, апат лайăх çитереççĕ, вĕсен хакĕ «çыртмасть». Пур строит ель те вакунра пурăнасшăн мар, çавăнпа Çĕмĕрлере хваттер тара илекен йышланнă. Строительсем киличчен кунта икĕ пӳлĕмлĕ хваттере 8-12 пин тенкĕпе тара панă. Халĕ 20-25 пин тенкĕ ыйтаççĕ. Паллах, вырăнти халăх кунта лайăх ĕçлесе илме пултарать. Меллĕ самантпа пурте усă курса юласшăн. «Вахта хулипе» çывăх ялсенчи лавккасенче хаксем ӳсни пирки каларĕç. Кинемейсем çĕр улмине пахчаранах сутаççĕ — укçа тӳле те кăларса кай. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Яла таврăнсан профессие улăштарма тивнĕ

Çавăн пек çынсем çинче тытăнса тăрать чăваш ялĕ. Тĕпкĕчсем яла юлма пăрахмасан ял пĕтмест-ха. Елчĕк районĕнчи Кушкăра ĕçлесе пурăнакан хресчен-фермер хуçалăхĕн ертӳçи Петр Хмелев та — кĕçĕн ывăл. Унăн ялта пурăнмашкăн профессие улăштарма тивнĕ.

Пуçа каçăртсан никам та пулăшмасть

«1999 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕтĕм. Диплом илсен тăван яла таврăнтăм. Виçĕ ывăл çитĕннĕ эпир, эпĕ — тĕпкĕч. Килте аннепе асанне кăна пулнă. Атте пирĕнтен ир, эпĕ 1-мĕш класра вĕреннĕ чухнех, уйрăлса кайнă. Яла таврăнсан халăхран сĕт пуçтарма пуçларăм. Çак ĕçе пикеннĕренпе кăçал 20 çул çитрĕ. Паянхи кун сĕте 24 тенкĕпе пуçтаратпăр. 2007 çулта мана колхоз председательне суйларĕç. Çак лава 5 çул туртма тӳр килчĕ. Ĕçлеме çăмăлах марччĕ. Çамрăкрах та пулнă… 2012 çулта пăрахрăм. Пурăна киле колхоз та арканчĕ. Акман çĕр лаптăкĕ нумайччĕ. Ял халăхĕ пăлханатчĕ… 2019 çулта хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелерĕм. Хăй вăхăтĕнче колхозăн пулнă çурта илтĕм. Унта ферма йĕркелерĕмĕр. Çĕр ĕçне те тăватпăр. Тыр-пул 300 гектар йышăнать. Çурхи культурăсем — тулă, урпа, сĕлĕ — акатпăр. 110 гектар çинче — нумай çул ӳсекен курăксем. Малтанлăха тырра сутнăччĕ, кайран выльăх ĕрчетме тытăнтăмăр та хамăр усă куратпăр. Халĕ пирĕн витере — сăвăнакан 30 ытла ĕне. Пăрусемпе сурăхсем те пур. Хуçалăхра хамсăр пуçне тата виçĕ çын ĕçлет: пĕр доярка тата икĕ тракторист. Сезон вăхăтĕнче килĕшӳпе ĕçлекенсем пур. Çавăн пекех пиччесем те пулăшаççĕ. Асли Володя хуларан отпуск илсе анать. Коля ялта пурăнать. Хăй те пысăк хуçалăх тытать. Апла пулин те мана пулăшма вăхăт тупать. Хам та май килнĕ таран пулăшу кӳме тăрăшатăп», — каласа кăтартрĕ Петр Васильевич.

Колхоза ертсе пынă тапхăр уншăн опыт пухмалли хăйне евĕр вăхăт пулнă. Халăхпа килĕштерсе ĕçлеме хăнăхнă. «Çĕр çинче ĕçлесе пурнăç тума пулать. Анчах çивĕч, тимлĕ пулмалла. Кашни минутпа пĕлсе усă курмалла. «Çурхи пĕр кун çулталăк тăрантарать», — тенĕ ĕлĕкренех. Çавăнпа кашни ĕçе вăхăтра тумалла. Тата халăхпа лайăх ĕçлемелле. Хăвна мĕнле тытатăн — çынсем те санпа çавăн пек пулаççĕ. Пуçа каçăртса çӳресен сан патна никам та килмест, пулăшмасть… Юлашки вăхăтра техника чылай илтĕмĕр. Кăçал, сăмахран, Т-25 трактор туянтăмăр. Маларах комбайнлă пулнăччĕ. Субсидипе МТ З-82 илнĕччĕ. Патшалăх унăн хакĕн 40 процентне тавăрса пачĕ. Хамăр фермăра суса илнĕ сĕте халăхран пуçтарнипе пĕрле Вăрнарти завода вырнаçтаратпăр. Патăрьел районĕнче йышăну пункчĕ пур, çавăнта леçетпĕр. Унтан хăйсем илсе каяççĕ. 10 çула яхăн çапла ĕçлетпĕр. Вĕсем пире техника туянма, çурхи ĕçсене тума пулăшаççĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ ертӳçĕ.

Лайăх хĕрсене аякка ямаççĕ

Фермер хуçалăхĕнче халĕ хĕл валли выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Маларах çулнă курăкран 900 тонна сенаж хунă, 150 тонна утă янтăланă. Халĕ иккĕмĕш хут çулнă курăка типĕтеççĕ. Çавăн пекех вĕсен 30 гектар çинче куккурус çитĕнет. Унран çурла уйăхĕн вĕçĕнче силос хума палăртаççĕ. Хмелевсен — 410 гектар çĕр. Петр Васильевича мăшăрĕ Надежда Валерьевна пулăшса пырать. Ĕçчен те туслă çемье икĕ ывăл çитĕнтерет. Асли Кирилл — 5-ре, кĕçĕнни Глеб — 2 çул çурăра. Садике çӳреççĕ.

«Арăм — Кушкăранах. Лайăх хĕрсене ялтан кăларса ямаççĕ. Надежда Валерьевнăпа пĕрле ĕçлетпĕр. Анне те Валентина Александровна пире пулăшать. Пысăк тав ăна. Килти ĕçсене туса пырать, ачасене пăхать. Килте хур-кăвакал, чăх-чĕп усратпăр. Культура енĕпе ĕçлеменшĕн кулянмастăп. Тĕрĕссипе, ун çинчен шухăшлама вăхăт та çук. Ирхине тăваттăрах тăратпăр. Гербицид сапнă вăхăтра иккĕрех ура çинче. Паян 5-ре сĕт пуçтарма тухрăм. Тĕрĕссипе, çак тĕллевпе водитель те тытрăм. Анчах унăн хăйĕн те ĕçсем пур. Çавăнпа ăна хушăран ылмаштаратăп. 8 сехетре сĕт леçсе таврăнтăм. Унтан Елчĕк районĕн администрацине кайрăм. Ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ патне кĕрсе тухрăм, агрохимик патĕнче пултăм. Халĕ сирĕнпе калаçатăп ав. Паян курăк çулма тухасшăн. 60 гектар йышăнать вăл. Трактористсем пур. Эпĕ вĕсене ылмаштаратăп кăна. Вĕсен тепĕр чухне кĕтĕве каймалла е урăх ĕç тумалла. Каç кӳлĕм хуçалăха тепĕр хут пăхса тухатăп. Кайран киле каятăп. Унта ачасем кĕтеççĕ. «Атте килчĕ», — тесе савăнаççĕ», — ывăлĕсем пирки каласа кăтартнă май йăл кулчĕ фермер. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Кунта тулли пурнăç парнелеççĕ

«Чĕркуççи суратчĕ — каçсерен çывăраймастăм», — тет Шупашкарта пурăнакан Александр Соловьев. Унпа Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче паллашрăмăр. Кунта операци туса унăн чĕркуççи шăммине улăштарнă — ыратма тинех чарăннă. Унпа пĕр палатăри пĕрешкелех нушаллă Сергей Игнашев та, Шупашкара операцие Пенза облаçĕнчен килнĕскер, пытармасть: «Ĕçе утнă май пĕр виçĕ хут та чарăнаттăм — ыратнипе макăраттăм. Вăй питти арçын — иртен-çӳренрен аван марччĕ. Халĕ пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Ыран больницăран тухатăп — киле кайма вăхăт».

Ĕçе пуçăнтăмăр

Унччен вĕсен пурăнакан вырăнта малалла сипленме тиветчĕ, халĕ вара иккĕшĕ те кунта реабилитацин туллии курсне тухаççĕ. ФЦТОЭн хăйĕн реабилитаци уйрăмĕ уçăлни çапла тума май панă. Халĕ центр пациенчĕсем тулли пулăшупа усă кураççĕ — тĕплĕн тĕрĕсленнинчен тытăнса йывăр та кăткăс операцисем хыççăн сывлăха çирĕплетесси таран.

— Сухаллă истори темелле, — аса илет клиникăн тĕп тухтăрĕ Николай Николаев. — Центр 2009 çулта уçăлчĕ, унăн штат расписанийĕнче реабилитаци центрĕ пулман. Анчах реабилитацисĕр май çуккине эпир пирвайхи кунранах ăнланнă. Малтан пациентсене операци хыççăн хулан пĕрремĕш больницине куçараттăмăр, унта пирĕн валли 60 койка уйăрнăччĕ. Кайран реабилитацие хамăр патра йĕркелеме тытăнтăмăр. Анчах çак çулсенче уйрăм реабилитаци центрĕ тăвас шухăша пăрахман. Ку ыйтупа çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин патне «тӳрĕ линие» те тухнăччĕ... 2018 çулта Мускав тинех реабилитаци центрĕсем тумалли технологие Шупашкарта тĕрĕслесе пăхмалли йышăну кăларнă. 2020 çулта строительство пуçарнă, кăçалхи çĕртме уйăхĕнче çĕнĕ корпуса хута янă. Медицина ĕçченĕн кунĕ тĕлне чăннипех лайăх парне пулнă. Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Владимир Путин Президент тата РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Михаил Мурашко регионсенче медицинăн 19 объектне хута ярасси çинчен пĕлтерчĕç, çав шутра Шупашкарти ФЦТОЭн реабилитаци корпусĕ те — ăна вĕсем видеоçыхăну мелĕпе уçрĕç.

Сыпă ыратни — приговор мар 2009 çулта кунта ансат операцисем тума пуçланă. Эндопротезировани Раççейре вăйлах аталанма ĕлкĕрейменнине кура çĕршывĕпе те çуллен 30 пин операци кăна тунă. Паян — 160-170 пин. Шупашкарти центр уçăличчен çĕршыври паллă клиникăсене Чăваш Енрен çулталăкра 130 таран çынна операцие янă. Пулăшу кирлисен шучĕ, паллах, нумай хут пысăкрах пулнă. Çынсен «шăм-шак ыратать — ватлăх савăнăç мар» текелесе çаплипех ĕмĕр ĕмĕрлеме тивнĕ — уксах, чăлах... Шупашкарта Федераци центрне уçни ĕç-пуçа тĕпрен улăштарнă: çак çулсенче кунта ентешсене кăна 57 пин ытла операции тунă — «регионта кирлĕ пулнă пысăк технологиллĕ пулăшу ыйтăвне эпир туллин татса патăмăр».

Николай Николаев каланă тăрăх, паян Шупашкара медицина пулăшăвĕ илме çĕр-çĕр, пин-пин километртан килеççĕ: «Пирĕн стоянкăри автомобильсен номерĕсене пăхăр-ха — çĕршывăн мĕн пур регионĕнчен тенĕ пек». Пирĕн хирургсем чи кăткăс операцисене ăнăçлă пурнăçлаççĕ, çавна май йывăр пациентсем ытларах та ытларах килеççĕ. Вĕсене 5-6 кунрах ура çине тăратаймăн — кашнинпе уйрăммăн ытларах ĕçлемелле, реабилитологсен тĕрĕслесе тăмалла, операции тунă тухтăр сăнаса тăнипе пĕрлех мультидисциплинарлă реабилитаци командине явăçтармалла.

Çапла ĕçлени кăна, центр специалисчĕсен шучĕпе, операци хыççăн суран шала каясран сыхланассине, операции тунă сыпă часрах ĕçлеме пуçлассине, пациент хăнăхнă пурнăçа хăвăртрах таврăнассине тивĕçтерет. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ижевскра зоопарк курма çÿреççĕ

Раççейĕн «хĕç-пăшаллă тĕп хули» ăçта вырнаçнине пĕлетĕр-и? Çав тăрăх тата «Бураново» кинемейĕсемпе те паллă. Ăнлантăр пулĕ: Удмурт Республики пирки пырать сăмах. Черетлĕ çул çӳрев унăн тĕп хулине Ижевска йыхравлать. Шупашкарта пурăнакан Вероника Семенова нумаях пулмасть çак хулана çитсе килнĕ. Ĕçпе кайнăран унта вунă кун пурăннă вăл. Ку вăхăтра, паллах, хулапа паллашма та май тупнă.

«Халăхсен туслăхĕ» аякран илĕртет

— Ижевска çăмăл машинăпа 7 сехет çурăра çитрĕмĕр. Каялла вара пуйăспа килмелле пулчĕ, вăхăт ытла нумай иртнĕн туйăнчĕ, — çул çӳрев мĕнрен пуçланнине аса илчĕ Вероника. — Пирĕн хула евĕрлĕрех ĕнтĕ вăл, ытлашши темĕнпех уйрăлса тăмасть. Чи малтан куçа тăрăнаканни — татуировкăллă çынсем. Вĕсем — пур çĕрте те. Пирĕн патра ун пеккисене çавăн чухлех асăрхаман…
Çапах Шупашкарпа танлаштарсан Ижевск пысăкрах, унта 645 пин ытла çын пурăнать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче кунта Çĕнтерĕве çывхартма тĕрлĕ хĕç-пăшал кăларнă. Ахальтен мар Ижевск «Ĕç паттăрлăхĕн хули» ята чи малтан тивĕçнĕ.

Шупашкар çыннисем Атăл хĕррине çӳреме юратаççĕ. Кунта та халăха илĕртекен юхан шыв пур — Иж. Шăпах çавăнтан пулнă та хула ячĕ. Тĕрĕсрех каласан, Ижевскра та пирĕн Шупашкарти залив пек вырăн пур — Ижевск пĕви теççĕ ăна. Хайхискере 18-мĕш ĕмĕртех пĕвеленĕ. Унăн çыранне Шупашкарти Мускав çыранĕпе танлаштарма та çук иккен — пушăрах. Ăна юлашки хутчен хăтлăлатнăранпа 10 çул та иртнĕ.

— Çанталăк сивĕрех тăнипе-ши — çыран хĕрринче халăх эпĕ кĕтнĕ пекех йышлă марччĕ, унта-кунта çеç утса çӳретчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен те, Ижевскри çанталăк пирĕн патринчен уçăрах пек туйăнать, — палăртрĕ Вероника.

Сăмах май, Ижевск пĕвин çыранне икĕ пая уйăрнă: кивви тата çĕнни. Пирĕн патри пекех унта та электросамокатпа, велосипедпа ярăнакан нумай. Гироскутерпа çӳрекенсем те час-часах тĕл пулаççĕ. Çавăнтах кафесем, тĕрлĕ йышши галерея вырнаçнă.

Вероникăна аякранах илемлĕн курăнакан палăк илĕртнĕ. Вăл — «Халăхсен туслăхĕ» монумент. 46 метр çӳллĕшскере Удмурт çĕрĕ Раççей йышне кĕнĕренпе 400 çул çитнине халалласа лартнă имĕш. 9 хутлă çуртсенчен чылай пысăкрах вăл. Вырăнта пурăнакансем ăнлантарнă тăрăх, çак палăка «Кулакова йĕлтĕрĕ» теççĕ иккен. Галина Кулакова — Удмурт Республикин мăнаçĕ, вăл Олимп вăййисенче — 4 хутчен, тĕнче чемпионатĕнче 5 хутчен çĕнтернĕ, тĕнче кубокне çĕнсе илнĕ тата 39 хутчен СССР чемпионки пулнă. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Петр КУДИМОВ: Çĕр айĕнче шыв çулĕсем юн тымарĕсем пекех

Унăн ĕçĕ питĕ кăсăклă. Хăй те вăл интереслĕ çын. Кăмăлĕ савăк чухне юрлама юратать. Сасси вара... чун хĕлĕхĕсене хускатать. Сăмахăм Патăрьел районĕнчи Сителте пурăнакан Петр Кудимов çинчен.

Концерт тесен Люляран та килнĕ

«Мана хамăн ĕмĕрте тĕрлĕ ĕç тума пӳрчĕ. Ку лайăх та. Хама тĕрлĕ енчен тĕрĕслерĕм. Аслă Арапуç шкулĕнчен вĕренсе тухсан çара илчĕç. Салтакран килсен Чĕмпĕрти автозавода ĕçе кĕтĕм. Каярахпа çав хуларах милицие вырнаçнăччĕ. Атте, вăрçă ветеранĕ, чирлетчĕ. Аннене те йывăрччĕ. Вĕсене пăхакан кирлĕччĕ. «Атя, ывăлăм, яла кил», — терĕç вĕсем мана. Ун чухне Шăнкăртамра туберкулезран сиплекен больница пурччĕ. Аттене çавăнта вырттарнăччĕ. Кайрăм та — юнлă сурать. Çывăх çыннăма Шупашкарти больницăна илсе кайрăм. Сывалса тухрĕ. Анчах Чĕмпĕртен пăрахса килме тиврĕ. Люляна леснике кайса кĕтĕм. Ĕçленĕ вăхăтра Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче куçăн мар майпа вĕрентĕм. Лесникре 5 çул ĕçлерĕм. Унтан Каçал тăрăхĕнчи Мăрат лесничествине куçрăм. Мастерта тăрăшрăм. Ĕçлеме йывăрччĕ. Çынсем час-часах çăхав çыратчĕç. Тĕрĕслеме пĕрмаях килетчĕç. Унччен те пулмарĕ — пуçлăхсем ман вырăна хăйсен çыннине хатĕрленине ăнлантăм. Каймашкăн заявлени çырма ыйтрĕç. Хирĕçме юратмастăп: çыртăм», — пĕр пытармасăр каласа кăтартрĕ Петр Васильевич.

Ăна çут çанталăк чăннипех те илемлĕ сасă парнеленĕ. Юрлама юратнăран вăл концертсенчен юлман. Аслă Арапуçри культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне çӳренĕ. Люляран та килнĕ концертсене. «Ун чухне Аслă Арапуç клубĕн илемлĕх ертӳçинче Петр Никитин ĕçлетчĕ. Культура çурчĕ кĕрлесе тăратчĕ. 30-40-ĕн пуçтарăнатчĕç. Ялсем тăрăх юрласа çӳренĕ. Шупашкара та илсе кайнăччĕ. Çапла мана Сител клубĕн илемлĕх ертӳçинче ĕçлеме шанчĕç. Директор кайрĕ те ун вырăнне юлтăм. Пĕрмай концерт лартаттăмăр. Баян калакан çынна ĕçе илтĕм. 15 çул тăрăшрăм клубра. Анчах унта та ман вырăна çын хатĕрленĕ. Хам ирĕкпе каймашкăн заявлени çырма сĕнчĕç.

Мĕн тетĕр? Çыртăм. Ун чухне ачамсем, икĕ ывăлпа пĕр хĕр, шкултан вĕренсе тухма хатĕрленетчĕç. 11-мĕш класс пĕтерекен йĕкĕреше вĕрентме ямалла. Мĕн тăвас? Вара юлташсемпе Мускава ĕçлеме тухса кайрăмăр. 3-4 çул çӳрерĕм çапла. Илемлĕ пĕр кун Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ шăнкăравларĕ. «Сана суйлав комиссийĕн председательне лартатпăр, кил», — терĕ кĕскен. Пăрахса килтĕм. Председателе лартрĕç хайхи. Пурăна киле Пăлапуç Пашьелти шкул директорĕ газ операторĕнче ĕçлеме чĕнчĕ. Килĕшрĕм. 2015 çулта пенсие тухрăм», — калаçăва тăсрĕ Петр Васильевич. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Куççуль кăлармасăр рекорд çĕнелеймĕ

Шупашкар — çăмăл атлетикăн тĕп хули. Чăн та, Чăваш Енре кашни çулах атлетсем вăй виçеççĕ, кăçал уйрăмах нумай ăмăрту иртрĕ. «Олимпийский» стадион кăçал та Раççей чемпионачĕн «тĕп килĕ» пулса тăчĕ.

Пĕлтерĕшлĕ пулăм

РФ спорт министрĕ Олег Матыцин Шупашкарта турнирсем ирттерме условисем аван пулнине палăртрĕ. «Кунта хăнасене ăшшăн йышăнаççĕ, куракансем спортсменсене алă çупса хавхалантараççĕ. Чăваш Енре çăмăл атлетика спортăн чи юратнă тĕсĕ пулни кăмăла çĕклет», — терĕ сумлă хăна. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, çакнашкал пĕлтерĕшлĕ пулăмсем пирĕн спорта аталантарма пулăшаççĕ, çынсене физкультурăпа туслашма, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма хистеççĕ. Вăл Ирина Привалова, Юрий Борзаковский, Валентина Егорова, Елена Николаева, Алина Иванова пек мухтавлă спортсменсенчен тĕслĕх илмеллине палăртрĕ. Сăмах май, Олег Матыцин çавăн пекех республикăри спорт общественноçĕпе тĕл пулчĕ, биатлон комплексне çитсе курчĕ. Унта роллерлă йĕлтĕрпе çӳремелли 4 километрлă трассăна туса пĕтересшĕн. Çав проекта федерацин 2023-2024 çулсенчи инвестици программине кĕртесшĕн. «Биатлон — спортăн анлă сарăлнă тĕсĕ. Ăна аталантарма ятарлă трасса кирлех. Унта биатлонистсемпе йĕлтĕрçĕсем кăна мар, триатлонистсемпе велосипедистсем те тренировка ирттерме пултарĕç. Вăл çынсене те спортпа туслашма пулăшĕ», — тенĕ министр. Аса илтеретпĕр: биатлон комплексне 2014 çулта тума пуçланă, анчах администраципе хуçалăх çуртне хăпартнă /пăшалтан пемелли лапама та вĕçлеймен/ хыççăн строительство чарăннă.

Тĕнчери чи лайăх результат

Куракансем шăчăпа сикекен Анжелика Сидоровăна уйрăмах кăмăллăн йышăнчĕç. Мускав спортсменĕ 2022 çулччен Чăваш Ен чысне те хӳтĕленĕ-çке. Вăл 4,91 метр сиксе Раççейри кăна мар, тĕнчери чи вăйлă атлет пулнине çирĕплетрĕ. Кăçал тĕнче чемпионачĕн çĕнтерӳçи Кэти Наджиотте /АПШ/ 4,85 метр кăна сикнĕ. Анжелика Раççей чемпионатĕнчи кăтартăва та лайăхлатнă: 2016 çулта Елена Исинбаева Шупашкарта 4,90 сикнĕччĕ. Анжеликăн чи лайăх кăтартăвĕ — 5,01 метр /2021 çулта Цюрихре иртнĕ «Кевер лига» турнирта сикнĕ/.

100 метрлă дистанцире те хĕрӳ тупăшу иртрĕ. Ку старта РФ тава тивĕçлĕ тренерĕн Сергей Смирновăн вĕренекенĕсем Марина Максимовăпа Виктория Максимова тухрĕç, анчах Маринăна кăна ăнчĕ: вăл — виççĕмĕш, Виктория — тăваттăмĕш. «Кунашкал пысăк чемпионатра пĕрремĕш хут ăмăртма яланах йывăр. Эпĕ мĕн вăй çитнĕ таран тупăшрăм», — терĕ Канаш хĕрĕ. Виктория — çамрăк спортсмен. Кунашкал чемпионатсем унăн пурнăçĕнче татах пулĕç. Вăл пире лайăх çитĕнӳсемпе савăнтарасса шанатпăр.

Сергей Шубенков /110 м/, Владимир Никитин /5000 м, вăл чемпионат рекордне çĕнетрĕ/, Светлана Аплачкина /5000 м/, Мария Ласицкене /çӳллĕшне сикесси/, Александр Меньковпа Елена Соколова /тăршшĕне сикесси/, Илья Шкуренев /10 енлĕ кĕрешӳ/, Софья Палкина /молот ывăтасси/ тата ыттисем çĕршыври спорт лидерĕсем пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Çутă симĕс тĕсе ытларах юратакан ÿнерçĕ

«Пысăк юратуран çуралнă ачасем пултаруллă пулаççĕ теççĕ. Сире те аçăр-аннĕр питĕ юратса кун çути парнелесе тĕрĕс çул çине тăратнă. Эсир çак тĕнчене илем кӳме килнĕ», — çапла каларĕç Татьяна Ткаченкăна курава пынисем.

Пултаруллă çемьерен

Вăл — Ленинград облаçĕнчи Гатчина хулинче пурăнакан художник. Акварельпе, пусма çинче ӳкерсе палăрнă. Паллах, унăн ĕçĕсем тĕрлĕ шайри куравсене нумай хутшăннă. Çав шутра Питĕрти Петропавловск крепоçĕнче те пулнă. Анчах хăйĕн ячĕпе уйрăм курав ирттермен. Нумаях пулмасть К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче «Тĕссен поэзийĕ» ятпа унăн куравĕ уçăлчĕ. Вăл авăн уйăхĕн вĕçĕччен пырĕ. Унта художникăн 40 ытла ĕçĕпе паллашма пулать. Курава чи малтан Татьяна Петровнăн хĕр тусĕсем, чăваш художникĕсем, пленэрти ĕçтешĕсем Светлана Кокель, Венера Сандимирова, Нина Алимасова, Лариса Кострова, Наталия Антонова, Наталия Володина, Людмила Шуркина тата ыттисем çитрĕç.

«Çулла пуласса кашнинчех чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Тăван çĕршыв хăйĕн патне туртать. Кунта манăн туссем пурăнаççĕ. Чăтăмлăх çитмест те — хĕлле те вĕсене курма килетĕп. Коронавирус алхаснине те пăхса тăмарăм вĕт. Тăван çĕршыв чĕнет кунта. Шупашкар пек хитре хула маншăн тек çук», — палăртрĕ Татьяна Петровна.

Вăл Шупашкарта театр ĕçне парăннă çынсен çемйинче çуралса ӳснĕ. Ашшĕ Петр Иванов — Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кивĕ Тукайран, кинотехникумра гримера вĕреннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăннă. Кайран А.В.Луначарский ячĕллĕ ГИТИСра Михаил Тарханов патĕнче ăс пухнă. Артист пулса Чăваш драма театрне таврăннă. 40 çулта театрсен сцени çинче 100 ытла роль калăпланă. Мăшăрĕ Мария Емельяновна та театрăн парикмахер цехĕнче тăрăшнă. Петр Иванович Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче грим ăсталăхне вĕрентнĕ.

«Пирĕн пата килме кашнинчех май çукчĕ унăн. Занятисене театрта ирттеретчĕ. Ку пирĕншĕн çав тери кĕтнĕ кун пулнă. Сăн-пите грим туса çамрăк, ватă, ырă, усал… çын туса кăтартатчĕ. Ку çеç те мар, çав сăнара кĕме вĕрентетчĕ. Аннĕрĕн алли ылтăнччĕ. Çӳçрен темĕн те тума пĕлетчĕ: çивĕт, усси, михĕ… Ун чухне классика спектаклĕ нумай лартатчĕç. Пур сăнарăн çӳçне те Мария Емельяновна тирпейлетчĕ, — аса илчĕ Çамрăксен театрĕнче ĕмĕрĕпе ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Чăваш халăх артистки Валентина Сурикова. — Акă халĕ сирĕн çине пăхса ăçăр-аннĕре аса илтĕм». «Çавăн пек пултаруллă çемьере художник çуралнинчен тĕлĕнмелли çук. Сирĕн куравра куç та, чун та савăнать. Ку, чăн та, тĕссен поэзийĕ» — палăтрĕ Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Медведев. <...>

Алина ИЛЬИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.