Хыпар 86 (28403) № 18.11.2025
Шалу япăх çĕрте йĕрке те пулмĕ, çын та юлмĕ
Республикăн кăçалхи вунă уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн теми Сергей Артамонов премьер-министр тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе малтанах Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçин çумĕ — пресс-служба тата протокол управленийĕн пуçлăхĕ Юлия Стройкова ку эрнене планланă мероприятисем çинчен пĕлтерчĕ. Пысăк пĕлтерĕшлисем пур. Юнкун республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ пулать. Халăхпа ирттерекен тĕл пулусенче ку хутĕнче граждансен финанс хăрушсăрлăхĕпе, ултавран сыхланассипе, налук саккунĕнчи улшăнусемпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явма палăртнă. Патшалăх Канашĕн кĕçнерникунхи сессийĕнче регионăн çитес виçĕ çуллăх бюджечĕн проектне тишкерĕç. Эрнекун Аслă экономика канашĕ пухăнĕ — ларура республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программин проекчĕсене, ку енĕпе округсем мĕнле ĕçленине пăхса тухĕç. Тĕрлĕ отраслĕн вунă уйăхри ĕçне вара хăйĕн докладĕнче экономика аталанăвĕн министрĕ Лариса Рафикова тишкерчĕ. Республика чылай енĕпе ăнăçлă ĕçлени куçкĕрет. Промышленноç производствин индексĕ 103% танлашнă. Тирпейлекен производствăсен çак кăтартăвĕ тата пысăкрах — 105% шайĕнче. Лидерсем темиçе уйăх каяллахисемех: компьютерсемпе электрон хатĕрсен, оптика изделийĕсен производствисем, хими отраслĕ, апат-çимĕç туса кăларакан компанисем. Промышленноç предприятийĕсем 510 миллиард тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатнă — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 13% нумайрах. Чи пысăк кăтартусем — çӳлерех асăннă отрасльсен. Шел те, каялла утăм тунисем те çук мар. Унашкаллисен шутĕнче чи малтанах металлурги, транспорт хатĕрĕсем, машинăсем, оборудовани туса кăларакан предприятисем. Йĕпреçсен кăтартăвĕ 8,3 хут /!/ пысăкланнипе çыхăннă тĕлĕнтермĕш пирки уйрăм калаçу пулчĕ. Министр уçăмлатнă тăрăх, пĕр предприяти пĕчĕккисен ретĕнчен тухса вăтаммисен шутне кĕнĕ. Унччен унăн кăтартăвĕсем статистикăна кĕмен, халь кĕреççĕ — округăн хайхи цифри вĕрсе хăпартнă пек тăруках пысăкланнă. Чăннипе вара Йĕпреçсен промпродукци тиесе ăсатнине сăнлакан цифри темле пысăк мар — округ ку енĕпе ыттисен хушшинче 14-мĕш вырăнта. Чылай муниципалитет кăтартăва чакарнине палăртнă май Лариса Анатольевна çакăн сăлтавне те уçăмлатрĕ. Тĕлĕнмелле те, пĕр предприяти йывăртарах ĕçлениех пĕтĕм округа каялла туртать. Промышленноç предприятийĕсем йышлă мар та — урăхла пулма та пултараймасть пуль çав... Красноармейскисен кăтартăвĕ — чи нумай чакни. Унта пуш уйăхĕнченпех «Кетра» кирпĕч завочĕн производстви пĕчĕкленсе пырать-мĕн. Муркашсем такăннине «Сеспель» завод сăлтавланă, Çĕмĕрлере ятарлă автомобильсен завочĕ кăрлачранпах сывлăш çавăрса яраймасть. Канашра та унашкал предприятисем пур... Хĕрлĕ Чутай округĕнче вара система йĕркелекеннисен шутне кĕрекен пĕр промпредприяти те çук. Ял хуçалăхĕ ӳсĕмлĕ ĕçлет — производство индексĕ 103,3% шайĕнче. Çăмарта туса илесси уйрăмах нумай ӳснĕ — 128% ытла. Аш-какайпа сĕтĕн те япăх мар — 105,3% /98,7 пин тонна/ тата 103,3% /437,3 пин тонна/ шайĕнче. Чăн та, кӳршĕсемпе танлаштарсан аграрисен ӳсĕмĕ кăшт шупкаланать пек. Министр кун пирки шарламарĕ-ха, анчах доклад презентацийĕ экрансем çинче сăнланать те — çав таблицăсенчен пĕри интереслĕ пулчĕ. Унта округри пĕтĕм облаç- республикăн агропромышленноç комплексĕн ĕçне хакланă. Ял хуçалăх производствин 103,3% чухлĕ ӳсĕмĕ Атăлçи округĕнче мухтанмалăх çук иккен — пирĕн хыçра пĕр регион кăна... Республикăра асăннă индекс Красноармейски, Йĕпреç, Комсомольски, Канаш, Сĕнтĕрвăрри округĕсен, ыттисен пысăк, Улатăр округĕн вара чи пĕчĕкки — 84,6% çеç. Строительсем кăçалхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче 54,6 миллиард тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă — пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан ку 99,6% пулать. Пурăнмалли çурт-йĕр хута ярассине ӳстернин хăвăртлăхĕпе республика Атăлçи округĕнче иккĕмĕш вырăнта. Сăмах май, кăçал Чăваш Ен 818 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута яма палăртать, вунă уйăхра çак кăтарту 679 пин тăваткал метрпа танлашнă. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательсен республикăри шучĕ 144 пинрен иртнĕ. Çав шутра 95 пин ытларахăшĕ — хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем. Лариса Анатольевна палăртнă тăрăх, МСП сферинче паян 275,5 пин çын вăй хурать. Регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх 0,4% шайĕнче. Вакансисен шучĕ пĕлтĕрхинчен пĕчĕкленнĕ — 8,7 пине яхăн вырăн. Вунă уйăхри вăтам ĕç укçи республикăра 66,1 пин тенкĕпе танлашнă. Чи пысăк шалу — компьютерсемпе электрон хатĕрсем туса кăларакан сферăра /115 пин тенкĕ/, информатизаципе çыхăнура, финанс тата страховани ĕçĕнче. Япăхрах ĕçлесе илекенсем — сывлăх сыхлавĕнче, ял хуçалăх тата вăрман хуçалăхĕсенче, культурăпа спортра, вĕрентӳре /49,5 пин тенкĕ/. Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков вунă уйăхра бюджета пурнăçлас енĕпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетрĕ. Республика бюджечĕн тупăшĕ ӳсĕмлĕ пулнине пайăррăн палăртрĕ — 113% шайĕнче. Хамăрăн тупăш ӳсĕмĕ пушшех курăмлă — 122% яхăнах. Патшалăх парăмĕ пĕчĕкленнĕ. Çакă Мускав унăн самай пысăк пайне «списать» тунипе сăлтавланнă. Çак парăм пĕтĕмпех бюджет кредичĕсенчен тăрать. Михаил Геннадьевич палăртнă тăрăх, коммерци кредичĕ илме те пулать — çапла тăвассине пăхса хăварнă, анчах халĕ унашкал кивçен кирли палăрмасть. Ун шучĕпе, укçапа çыхăннă лару-тăру çывхаракан финанс çулталăкне пуçламашкăн лайăх никĕс пулса тăрать. Сергей Артамонов ĕç укçи çинче пусăм турĕ. Предприятисен ĕçне тимлĕ сăнама сĕнчĕ: «Енчен те тупăшлăх икĕ хут ӳснĕ, çынсен шалăвĕ хушăнасси вара çак ӳсĕмрен чылай пĕчĕкрех тĕк — ку тĕрĕс мар. Йĕркеллĕ шалу тӳлемен çĕрте йĕрке пулмĕ, çынсем те юлмĕç...» — терĕ вăл.
Николай КОНОВАЛОВ.
Медицинăра чи кирли – çынна пулăшас кăмăл
«Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Енре сывлăх сыхлавне çамрăк специалистсемпе вăйлатас енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Ăнăçлă тĕслĕхсенчен пĕри — Хула стоматологийĕн «Центральная» поликлиникин медицина сестрин Мария Ортиковăн историйĕ.
Кăçал Хула стоматологийĕн вăтам медперсоналĕн йышне çамрăк 12 специалист кĕнĕ. Вĕсенчен пĕри — Шупашкарти медицина колледжĕнчен вĕренсе тухнă Мария Ортикова. — Професси суйласа илесси маншăн уçăмлă пулнă, — тет вăл. — Шкул çулĕсенчех медицинăра ĕçлеме тĕллев лартрăм. Чăн та, шăпа урăхларах килсе тухрĕ. Чăваш патшалăх аграри университетĕнчен вĕренсе тухсан Шупашкарта Хула стоматологийĕн «Центральная» поликлиникинче администраторта ĕçлерĕм...
Поликлиникăн терапи стоматологийĕн уйрăмĕн заведующийĕ Нина Алексеева хĕр хăйĕн ĕçне питĕ лайăх пурнăçланине аса илет. Сывлăхĕ пирки пăшăрханса ӳкнĕ пациента лăплантармашкăн кирлĕ сăмахсем тупма пĕлни, врачсен расписанине тĕплĕ пĕлсе тăни, ытти — администраторăн питĕ тарават та, çаврăнăçуллă та пулмалла. Мария вара регистратурăри ĕçе вĕренӳпе çыхăнтарса Шупашкарти медицина колледжне вĕренме кĕнĕ. Кун пек чухне, паллах, вăй та, тӳсĕмлĕх те кирлĕ. Анчах кĕнеке тытса çĕр çывăрманни те, ывăнни те, ансат мар практика та — çăмăл пулман. Вăл вара парăнман. Вĕренӳри кашни утăм ăна ĕмĕт патне çывхартнă — çакă вăй кӳнĕ. Халь пĕтĕмпех хыçра ĕнтĕ. Мария хăйĕн умне лартнă тĕллеве пурнăçлассишĕн çине тăни чăннипех тĕлĕнтерет. Пуррипе çырлахман, улшăнусенчен шикленмен — ĕмĕтне тӳрре кăлармашкăн йывăрлăхсен умĕнче пуç усман. Унăн историйĕ — çирĕп пулсан, хăвна шансан çитĕнӳ килессине ĕнентерекен чĕрĕ тĕслĕх. Ĕçре маттуррисĕр пуçне Мария Ортикова спортра та пултаруллă. Вăл — йĕлтĕрпе чупас тата полиатлон енĕпе республика чемпионки, йĕлтĕрпе чупас енĕпе çитĕннисен хушшинче 1-мĕш разряда тивĕçнĕ, Раççейри вузсен Хĕллехи универсиадин призерĕ, çурма марафонсенче пĕрре кăна мар ăнăçу тунă. Çавна май вăл спорт мероприятийĕсенче Хула стоматологийĕн чысне кашнинчех хӳтĕлет. Ĕçĕ пирки калас тăк — медицина сестрисем, паллах, врачсен пирвайхи пулăшуçисем. Стоматологи уйрăмĕнчи ĕç вара сестрасене пĕлĕве ӳстерсех пыма, практика хăнăхăвне çирĕплетме хистет. Пациентсене пăхнă, сипленĕ чухне тĕрлĕ манипуляци тăваççĕ — пĕтĕмпех пĕлмелле, врача пулăшмалла. Ĕç вырăнне, инструментсем хатĕрлесси, пациента тарават йышăнса стоматологи пуканĕ çине лартасси — пĕтĕмпех ун çинче. — Ассистентăн тĕп тивĕçĕ — врача пациентпа ĕçлеме пулăшасси. Мария Васильевна çак тивĕçе питĕ ăнăçлă пурнăçлать. Пациентсемпе тимлĕ. Вăл ĕçе мĕнешкел хавхаланупа килнине, врачпа алла-аллăн ĕçлеме пултарнине курма кăмăллă, — тет ун пирки Елена Илларионова врач-стоматолог. Мария Ортикова Красноармейски округĕнче çуралнă, унтах çитĕннĕ. Амăшĕ Татьяна Валентиновна — экономист, ашшĕ Василий Алексеевич пурнăçне пушар хуралне халалланă. Вĕсем виçĕ ача çуратса çитĕнтернĕ. Марийăн йăмăкĕ Алина — Вăрмарти ФАПа ертсе пырать, шăллĕ Алексей çар çыннин карьерине суйласа илнĕ. Мария хăй те упăшкипе Александрпа пĕрле икĕ ача çитĕнтерет. Вĕсем те спортпа туслă: Юлия аэробикăна килĕштерет, Кирилл вара футболшăн каçсах каять. Медицинăна суйласа илнин сăлтавĕ çинчен сăмах пуçарсан Мария Васильевна иккĕленмесĕр хуравларĕ: «Медицинăна суйласа илмешкĕн медик пулас, çынсене пулăшас кăмăл пулмалла — урăхла сăлтав пулма пултараймасть. Çавăн пек çамрăксем пурри савăнтарать: колледжсене, вузсене вĕренме кĕреççĕ, пирĕн пата ĕçлеме килеççĕ». Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хулан стоматологи поликлиники Шупашкар çыннисен сывлăхĕшĕн тăрăшса стоматологи пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатса пырать. Пурлăхпа техника базине çĕнетни, инноваци методикисене ĕçе кĕртни — пĕтĕмпех çак тĕллевпе. «Центральная» поликлиника — Хула стоматологийĕн пĕрлешĕвĕн 10 филиалĕнчен пĕри. Вăл кунне 692 çынна йышăнма пултарать. Кунта 23 стоматологи пуканĕ, медперсонал штачĕ вара 71 специалистран тăрать. Çав шутра — 34 врач тата вăтам медперсонал йышĕнчи 37 çын.
Татьяна КРОТОВА.
«Пĕр хутаç хураткăч, çĕтĕлнĕ словарь…»
Чăваш кĕнеке издательствине туса хунăранпа 105 çул çитрĕ. Унта мĕн ĕçлени нумайăшне интереслентереттĕр — паллаштарни ытлашши пулмĕ.
Пĕрремĕш утăмсем
Пĕррехинче кĕçĕн класра ăс пухнă чухне чарусăр чăх чĕппи çинчен юмах çырнăччĕ. Ăна тетраде куçарса çырнипех çырлахмарăм, ӳкерчĕксем турăм та хут листисене пĕрле пухса çиппе çĕлерĕм, хуплашка турăм — пĕчĕк кĕнеке пулса тăчĕ. Вĕрентекен ăна ырларĕ. «Детские колготки» ятлă калав çырса тепĕр кĕнеке ăсталанине астăватăп. Шурă колготки туяннă хыççăн юлнă картон мана пулас кĕнеке хуплашки пекех туйăннăччĕ, çавăнпа калавне те çав ятлах панă. Кĕскен каласан, эпĕ ача чухнех кĕнекесем хатĕрленĕ, анчах вĕсем пĕрер экземплярпа кăна тухнă. Шел, паянччен пĕри те упранса юлман. Чăваш кĕнеке издательствинче 2013 çултанпа тăрăшатăп. Аслă корректор Зинаида Гаврилова ăшшăн кĕтсе илни асрах. Ун чухне «Археологическая карта Чувашской Республики» кăларăмăн пĕрремĕш томне хатĕрлетчĕç, Зинаида Ивановна унăн корректурине хăйĕнпе пĕрле вулама лартрĕ. Вăл сасăпа вулать, манăн йĕрлесе пымалла. Калама кăна ансат. Тĕрĕссипе, алăри корректура йăлт тӳрлетӳ ăшĕнче, страница çумне татăк-кĕсĕк хутсем çыпăçтарса тултарнă, çĕнĕ информаци кĕртнĕ, туртнă, каллех хушнă — пысăк тимлĕх кирлĕ. «Пултарайăп-ши? Тен, кунта килме ахалех васкарăм?» – текен шухăш та пĕрре мар пăраланă пуçа. Корректорта вăй хума пуçласанах тата «Чăваш литературин антологийĕ. Поэзи» корректурине вуланине астăватăп. Мĕн чухлĕ поэт, мĕн чухлĕ илемлĕ сăвă пуçтарăннă пĕр кăларăмра! Тĕлĕнмелле интереслĕ-çке кĕнеке çуралнă çĕрте ĕçлеме! Майĕпен хăнăхрăм темелле, тепĕр чухне канмалли кунсенче те ĕçе тухма тиветчĕ, корректурăна киле те вулама илсе кайнă. Çав хушăрах издательствăра кун çути курнă кĕнекесемпе паллашса статьясемпе рецензисем шăрçалама та вăхăт тупнă. Вĕсем «Тантăш» хаçатра пичетленетчĕç. Юратнă ĕç хавхалантарсан тем туса та ĕлкĕретĕн çав. Ун чухнех пĕрле ĕçлекен корректорсене халалласа сăвă çырнăччĕ, ятарласа стена хаçачĕ хатĕрленĕччĕ: «Таса пултăр корректура – Пулăшсамччĕ пире, Турă! Юлтăр хыçа кӳлешӳ, Мала тухтăр килĕшӳ». Вăл е ку сăмахсене мĕнле çырасси пирки пӳлĕмре тепĕр чухне тавлашусем те сиксе тухатчĕç. Елена Казакова пĕр тĕрлĕ калатчĕ, эпĕ – тепĕр тĕрлĕ. Зинаида Ивановна чăр! пăхса ларать, чĕнмест. «Чăваш чĕлхин орфографи словарĕнче» юриех тенĕ пек кăткăс тĕслĕхсене илсе паман тата. Пĕринче каллех темле сăмах çаврăнăшне хĕрӳн сӳтсе яврăмăр. Çак пулăм хыççăн эпĕ ним пулман пек малалла ĕçленĕ, ĕçтешĕм вара ман сăна курас мар тесе компьютер экранне çавăрса лартнăмĕн. Кун çинчен чылай вăхăт иртсен хăех пĕлтернĕччĕ. Аса илсе иксĕмĕр те кулнăччĕ. Корректортан – редактора Çичĕ уйăх ытла корректорта ĕçленĕ хыççăн мана илемлĕ литература редакторне куçарчĕç. Малтанах шиклентерчĕ, анчах аслă ĕçтешсем шанни, хавхалантарни профессие алла илме пулăшрĕ. Пуçламăш тапхăрта Галина Антонова редактор ĕç вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ, çул кăтартрĕ. Хăйĕн кăвак кăранташне çурмалла хуçса пĕр пайне мана панăччĕ, ал çырăва ĕçе янă чухне кирлĕ пулать ку тенĕччĕ. 2014 çулта Николай Теветкелĕн «Çĕрлехи çутăсем» кĕнекин редакторĕ пулма тӳр килчĕ. Паллă поэт çамрăк редактора тиркеменни, эпĕ сăвăсене ярăмсене пайланине йышăнни савăнтарнăччĕ. 2015 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче Михаил Сениэлĕн «Яшлăхри пĕр çемĕ» кăларăмне хатĕрлесе кăлартăмăр. 2016 çулта Любовь Мартьяновăн «Çавра çил варринче манăн кун…» сăвă пуххи кун çути курчĕ. Вĕсене пичете хатĕрленĕ май поэзи ытамне чăмнă тесен те йăнăш мар. Любовь Васильевна – мĕн тери пултаруллă та сăпайлă сăвăç, сăввисем епле тарăн шухăшлă, хăйне итлеме кăмăллăччĕ. Пилĕк çул пире ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче Елена Чекушкина /Елен Нарпи прозаик/ вĕрентнĕ. Унăн кашни лекцийĕ интереслĕччĕ. Редакцилеме те вăлах вĕрентнĕ мана. Хăçан та пулин Елена Петровнăн кĕнекисене пичете хатĕрлеме тивесси пирки шухăшлама та пултарайман ун чухне. Пурнăç тĕлĕнмелле кăсăк, кĕтменлĕхпе пуян. Тĕл пулусем, ал çырусем… 2017 çулта Елен Нарпи Чăваш кĕнеке издательствине Токио университечĕн /Япони/ ют чĕлхесен факультечĕн аспирантне Мураками Такенорие ертсе килнĕччĕ. Аякри пирĕн университет йĕркеленĕ çуллахи шкулта чăваш чĕлхи вĕреннĕ-мĕн. Чăнах та, пирĕнпе чăвашлах пуплерĕ. Мураками диссертаци çырма кирлĕ «Чăваш чĕлхин энциклопеди словарьне» туянасшăн пулнă-мĕн, анчах сутлăхра пулманскере илеймен. Хайхи кăларăма килте тупрăм. Тепĕр кунне Япони аспиранчĕ издательствăна пĕчченех килчĕ. Ĕмĕтленнĕ кĕнекене алла тытсан чĕререн хĕпĕртерĕ. «Тавтапуç, тавтапуç! Сывă пулăр!» – тесе сыв пуллашрĕ пирĕнпе çамрăк тĕпчевçĕ чăн-чăн чăвашлах. Тепĕр чухне çамрăк пуçпа ытлашши чăрсăрланни, айванла хăтланни те пулнă пуль. 2017 çулта Антуан де Сент-Экзюпери çыравçăн «Пĕчĕкçеç принц» хайлавне пичете хатĕрлеме тӳр килчĕ. Французларан чăвашла ăна Юрий Артемьев литературовед тата критик куçарнăччĕ. Эпĕ ал çырупа паллашрăм, тӳрлетӳсем кĕртрĕм, унтан Юрий Михайловича пăхса тухма килне парса ятăм. Темиçе кунран каялла çитрĕ куçаруçă. «Эс ман текста ытлашшипех турасшăн, якатасшăн. Ун пек тусан вăл ман куçару мар, санăн, Ольăн, пулать. Виçесĕр тикĕслени тепĕр чухне хайлава сиен кӳрет», – терĕ. Ятламарĕ, сас хăпартмарĕ, анчах эпĕ пĕтĕмпех ăнлантăм. 2017 çулта юратнă издательствăрах пĕрремĕш кĕнекем – «Чăлах пуканесем» – кун çути курчĕ. Чун тĕпĕнче тепĕр ĕмĕт те тĕлкĕшетчĕ – хăçан та пулин сăвă пуххи кăларасчĕ. Вăл та пурнăçланчĕ ĕнтĕ: 2021 çулта «Пĕчĕкçĕ шевле. Я – маленькая точка во Вселенной…» тухрĕ. Сăввăмсенче – телейĕм те пăшăрханăвăм, шанăçăм та хурланăвăм… 2024 çулта «Пĕррехинче, кайăк-кĕшĕк картишĕнче…» повеç-юмах вулакан патне çитрĕ. «Пӳлĕмри поэзи» Халĕ ача-пăча тата илемлĕ литература редакторĕ пулнă май чылай çыравçăпа тĕл пулма, калаçма тивет. Çакă та пысăк тивлет. Хушăран авторсем пире, издательство ĕçченĕсене, сăвăсем те халаллаççĕ. 2020 çулта Елена Ивановăпа /Фомина/, Тăвай районĕнче пурăнакан поэтпа, паллашнăччĕ. Унăн пире халалланă сăввинчи йĕркесем халĕ те асра: «Тавтапуçах сире, Австрийская, Эп усалпа ырра часах туятăп. Ман ĕмĕт-туйăм каймастех сая, Май килсенех вăрăм çула тухатăп».
Ольга ИВАНОВА, ача-пăча тата илемлĕ литература редакторĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...












Комментари хушас