Хыпар 85-86 (28113-28114) № 04.08.2023

4 Çурла, 2023

«Шăккалатлă кубокшăн» тупăшĕç

Шахмат вăййи ăс-тăна çивĕчлетет, тавра курăма, пултарулăха аталантарать, пуçа ĕçлеттерет, лăплантарать. Çурла уйăхĕн 2-12-мĕшĕсенче Чăваш Енре ачасен хушшинче шахматла выляссипе Раççей Кубокĕн тапхăрĕ иртет. Унта Раççейĕн 46 регионĕнчен ăс-хакăл вăййине парăннă 500-е яхăн ача хутшăнать. Тупăшусем «Шупашкар Арена» пăр керменте пулĕç.

Виçĕм кун Чăваш патшалăх филармонийĕ хăнасене хапăл туса йышăнчĕ. Сцена çине Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ тухрĕ. Мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та килсе çитрĕ. «Шупашкар хули шахмат енĕпе интереслĕ турнирсем ирттермелли йăлана кĕнĕ вырăн пулса тăрать. Çакă, паллах, пире савăнтарать тата хавхалантарать. Раççей шахмат федерацине пире пысăк чыс тунăшăн тав тăватпăр, çакăн пек мероприятисене яваплăха туйса хатĕрленетпĕр. Чăваш Енре пĕрремĕш хут иртекен ачасен шахмачĕн Раççей Кубокĕ — пирĕншĕн хăйне евĕр паллă, вăл Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă мероприятисен йышне пуянлатать. Ăмăртусен ячех — «Шăккалатлă кубок» — ăна хăйне евĕрлĕ сĕм кĕртет. Ăмăртусене хутшăнса, Шупашкар хулипе тата унăн историйĕпе паллашса, илемне курса эсир çак кунсене тухăçлă ирттерессе шанатăп, — терĕ регион ертÿçи ытти çĕртен килнĕ çамрăк спортсменсене, вĕсен ашшĕ-амăшне ăнăçу суннă май. Çамрăк спортсменсен çулталăк тăршшĕпех ачасен шахмат енĕпе иртекен Раççей Кубокĕн тапхăрĕсене хутшăнма май пур. Вĕсем Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче иртеççĕ. Финал вăййисем Ярославль облаçĕнче раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 13-мĕшĕччен пулĕç. Тепĕр çул ăна Чăваш Енре ирттерме палăртнă. Ăс-хакăл вăййин тусĕсене РФ Патшалăх Думин Финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаковпа шахмат енĕпе Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Сергей Карякин та ăнăçу сунчĕç. «Эпир пĕлетпĕр: ачаранах шахмат вăййипе туслашакансем пурнăçра та пысăк ăнăçу тăваççĕ. Çавăнпах эпир ку турнирта ачасене курма хавас. Иртнĕ çул шахмат енĕпе Раççей чемпионачĕсен суперфиналĕсене ирттертĕмĕр, вĕсем çинчен ыррине нумай илтрĕмĕр. Асăннă ача-пăча турнирĕ хăйĕн историйĕнче чи лайăххи пуласса шанатпăр», — терĕ Анатолий Геннадьевич. Сергей Карякин шахмат вăййине аталантарма пулăшнăшăн республика ертÿлĕхне тав тунă май хăйĕн ячĕллĕ шкул ĕçĕпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ. Чăваш Енĕн тĕп хулинче иртекен тупăшусен партнерĕ — «Акконд» кондитер фабрики. Кашни ÿсĕмри çĕнтерÿçĕсене, тĕп наградăсăр пуçне, предприяти хатĕрленĕ шăккалатлă кубокпа чыслĕç. Уява хутшăннисене кондитер фабрикин генеральнăй директорĕ Валерий Иванов та саламларĕ. — Çакăн йышши пысăк форума, уйрăмах ачасен турнирне, хутшăнни – предприятишĕн пысăк чыс. Çакăн пек мероприятисене хутшăнма май пуррине хаклатпăр. Пуçарусене аталантарма тата пулăшу пама тăрăшăпăр, — терĕ вăл. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   ♦


Олег Николаев – çемье çирĕплĕхĕ, çăмăлттайлăх тата çынна шанни çинчен

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш телевиденине панă интервьюра утă уйăхĕнчи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Калаçăвăн тĕп саманчĕсемпе «Хыпар» вулаканне паллаштаратпăр.

Юратура — тĕрев

Ача çуратассине ÿстерес тĕллевлĕ программăна йышăнни çинчен каланă май Олег Николаев çакă демографипе çыхăннă лару-тăру «лайăхах мар пулнипе» сăлтавланнине çирĕплетрĕ. Ача çуратасси чакни палăрать. Çавăнпа ачаллă, уйрăмах нумай ачаллă çемьесем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пулмалла. Республикăра халь вĕсене патшалăх енчен пулăшмалли мерăсене тĕплĕн тишкерес ĕç пырать —\çемьесене тĕревлессине çĕнĕ никĕс çинче йĕркелени вырăнлă. Олег Алексеевич шучĕпе, юлашки виçĕ çулта республикăра çемьесене пулăшас тĕлĕшпе нумай ĕç тунă. Анчах пурнăç пĕр вырăнта тăмасть — малалла утмалла. Çав вăхăтрах вăл асăннă сферăра унчченхи опыт усăллă пуласси пирки те иккĕленмест, мĕншĕн тесен чылай чухне «çĕнни — манăçнă кивви». Çакă йăласене упрассипе те çыхăннă — вĕсем те çĕршыв пĕрлĕхне упрама, экономикăна аталантарма, социаллă пурнăçа лайăхлатма пулăшаççĕ. Паллах, çамрăк çемьесене пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Олег Алексеевич вĕсене арендăна илмелли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтăва çĕклерĕ. Вăл çурт-йĕрĕн çавнашкал фончĕ çывăх вăхăтрах йĕркеленессе шанать, ăна туса хурсан вара çав тăваткал метрсемпе усă курмалли йышра çамрăк çемьесем пулмаллах. Çемье темине тăснă май регион ертÿçи Чăваш Енре «Атăл тăрăхĕнчи телейлĕ çемье» фестиваль ăнăçлă иртнине палăртрĕ. Округ шайĕнчи çак мероприяти çуллен Шупашкарта иртĕ. Олег Алексеевич хăйĕн çирĕп çемье рецепчĕпе паллаштарма ыйтнине те тивĕçтерчĕ: — Питĕ ансат: юрату. Хăвна тата çемьен кашни членне юратни. Çын тĕрлĕ пулнине йышăнни. Вăл вара тĕрлĕ вăхăтра кулма та, тарăхма та пултарать — пурпĕр юратăва упрамалла, тÿсĕмлĕ пулмалла. Çапла пулсан кăна карап малалла ишĕ. Тата, паллах, ачасем — вĕсемпе хутшăнни çемье йăлисене çирĕплетме пулăшать. «Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен» тени ку тĕслĕхре те вырăнлă. Çемьеллĕ пурнăçпа пурăнма вĕренмелле. Ку енĕпе чи лайăх вĕрентекенсем — ачасем... Чăваш Ен хăмла регионĕ пулĕ Утă уйăхĕнче хăмла теми кун йĕркинче пĕрре кăна мар пулнине кура «симĕс ылтăнпа» çыхăннă ыйту та пулчĕ: «Кăçал республикăра çитĕнтерекен пĕтĕм хăмлана сутнă та ĕнтĕ. Апла тăк хамăра çитĕ-и?» Олег Николаев пĕлет: çитмест. Мĕншĕн тесен хальлĕхе çак культурăна питĕ сахал туса илетпĕр. Анчах ытларах çитĕнтерес енĕпе плансем пысăк. Кăçал лаборатори инфратытăмне йĕркелес ĕçе вĕçлетпĕр — унсăрăн лаптăксене пысăклатни те усăсăр. Пирĕн «симĕс ылтăн» пахалăхĕ тĕлĕшпе иккĕленÿ çук. Хăмла çитĕнтерекенсенчен пĕри хăйĕн продукцине Чехие илсе кайса унта тĕрĕслеттернĕ — хăмла пахалăхĕ пысăккине çирĕплетнĕ. Тĕрĕссипе, шăпах çакă кăçал туса илекен хăмлана пĕтĕмпех сутассине сăлтавланă. Туянакансем çитес çулхи хăмлана сутма та ыйтнă-мĕн, анчах пирĕн хуçалăхсем çапла тума килĕшмен: пĕлсе пĕтер, çитес çул лару-тăру темле пулать-ха... Республика кĕске вăхăтра хăмла плантацийĕсене 1 пин гектара çитерме палăртать. Ку, паллах, тÿрех пулмасть. Малтан инфратытăм йĕркелемелле — çулталăк вĕçне ку енĕпе пĕтĕмпех хатĕрлесе çитермелле. Лайăх сортсене суйласа илнĕ ĕнтĕ. Сорт тасалăхне, хуçалăхсене лартмалли материалпа тивĕçтересси — пĕртте ансат мар. 2-3 çулта 1 пин гектара çитмешкĕн çулталăкра 500-600 пин хунав хатĕрлемелле. Кăçал 30 пин пулать. Хальлĕхе... Анчах çитес çулах кирлĕ шая тухма май пулĕ. Техника та кирлĕ. «Текстильмаш» хăмла татакан комбайнпа ĕçлет, ăна çывăх вăхăтрах тĕрĕслесе пăхмалла. Хамăрăн хăмла типĕтекен сушилка та пулмалла. Пĕтĕм процеса — хăмлана тунинчен тытăнса пухса кĕртесси, типĕтесси таран — çапла вырăнти вăйсемпе тивĕçтерни, технологисене вăй пани, техника туса кăларни чăннипех хăмла регионне туса хума май парĕ. Ку енĕпе пĕтĕм компетенци пур регион Раççейре кăна мар, тĕнчере те çуктăр. Малалла вара ĕçе анлăлатасси, вăй парасси кăна юлать. Патшалăх енчен пулăшу пулĕ. Хăмла татакан комбайн тенĕрен, Олег Алексеевич ăна Чăваш Еншĕн çывăх ят парас сĕнĕве ырларĕ — ку енĕпе сасăлав пуçарма та пулать. Шупашкарта уçăлакан агромаркетпа та шăпах çапла пулса тухнă: «Ăна чăвашла ăнăçлă ят парасси пирки пайтах шухăшланă — пуçа килмерĕ. Çак ĕçе ыттисем, çав шутра гуманитари наукисен представителĕсем хутшăнсан тинех ят тупăнчĕ. Пехет — ырлăх, пуянлăх тенине пĕлтерет. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Хăмла лаптăкĕ çуллен пысăкланать

Чăваш Енĕн хăмла пахчине 10 хут пысăклатасшăн. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çакăн çинчен Етĕрне округĕнче «Русхмель» обществăн «симĕс ылтăна» тирпейлекен цехĕн ĕçĕпе паллашнă чухне пĕлтернĕччĕ. Ку хыпар хăмла хуçалăхĕсен ветеранĕсене те, республика экономикине сăнаса тăракансене те килĕшрĕ.

Çĕнĕ инвестор ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2023 çулхи çуркунне лаптăк 123 гектар е 2022 çулхинчен 5% пысăкрах пулнă. 2020 çулта Мускав облаçĕнчен «Русхмель» компани килсе производствăна инвестици хывнăран ăна хушма май килнĕ. — 2020 çулхи юпа уйăхĕнче тăпрана çамрăк калча варăнтарма тытăнтăмăр, — аса илет обществăн генеральнăй директорĕ Регина Мухарлямова. — Анчах ĕçе тÿрех пуçласа яма лайăх сорт пулмарĕ. Унта-кунта шырарăмăр — тупаймарăмăр. Паянхи кун тĕлне çитĕнтерме палăртнă 10 гектартан 5-шне çеç лартайрăмăр, мĕншĕн тесен паха сорт тупса туянаймастпăр. Хуçалăхсем валли ăна Чăваш патшалăх аграри университечĕн ªЧПАУº лабораторийĕнче хатĕрлесси çинчен пĕлтĕмĕр-ха, вăл тивĕçтерессе шанатпăр. Унтан туянма пуçласан лаптăка пысăклатма пуçлăпăр, кластерсем тăвăпăр. Рынока малтан пĕр сорта çеç кăларса хамăр вырăна тупма тăрăшăпăр. Вăл — «Подвязный» сорт. Унăн калчине республикăра çитĕнтереççĕ ĕнтĕ. Кăçал тепĕр ангар, сушилка тăвăпăр, типĕ пучахран гранула хатĕрлекен машина вырнаçтарăпăр. Çав техникăпа оборудовани 35 га çинчен пухса кĕртнĕ хăмлана тирпейлеме çитет. Пирĕн вара лаптăк 20 га çеç. Сутас енĕпе умра нимĕнле чăрмав та çук. Кĕркунне Санкт-Петербурга тиесе ярăпăр. ЧР Ял хуçалăх министерстви тата «Русхмель» общество пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси пирки килĕшÿ çирĕплетрĕç, виçĕ çулта хăмла пахчине 500 га таран пысăклатма калаçса татăлчĕç. Общество программи республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, «симĕс ылтăн» енĕпе кун пек инвестици проекчĕ иртнĕ çулсенче пулманччĕ-ха. 2022 çулта ЧПАУ «Чăваш Ен — хăмла çитĕнтерекен центр» компетенци центрĕ туса хунă, кун пирки раштавăн 19-мĕшĕнче ЧР Ял хуçалăх министерствипе килĕшÿ çирĕплетнĕ. Хайхи лаборатори шăпах çав центр никĕсĕнче ĕçлет. Вăл республикăн хăмла производствине ÿстерме пулăшасса пурте кĕтеççĕ. Чăваш Енре совет саманинче хăмла çулталăкра — 3 пин ытла, 2022 çулта 194,8 тонна пухса кĕртнĕ, тухăç кашни гектартан вăтамран 16,7 центнерпа танлашнă. Ку кăтарту начар мар. Пĕлтĕр пирĕн хăмлана Раççейри — 18 завод, чикĕ леш енчисем те хапăлласах туяннă. «Хуçалăхсене федераци тата республика бюджечĕсенчен субсиди уйăрнине кура производствăна ÿстерме тăрăшмалла», — тет ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Çак шухăшпа килĕшмесĕр тăма çук. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Пушмак пăру шыраса...

Нумай халăхăн, çав шутра чăвашсен те, çиччĕмĕш сыпăкчен тăвансене качча илме юраман. Çемье чăмăртасан ачасем сывă мар çураласран шикленнĕ. Çавăнпа чăваш каччисем пулас мăшăрĕсене кÿршĕ ялсенче шыранă. Пулас мăшăра йĕкĕт, ашшĕ-амăшĕ вĕрентнĕ тăрăх, ĕç вăхăтĕнче — утă çулнă, тырă вырнă, нимелле пÿрт çĕкленĕ чухне — куç хывнă. Хĕрпе каччăлла çÿренĕ хыççăн килĕшесси пирки сăмах май, тури чăвашсем çураçас сăмахпа ытларах усă кураççĕ калаçса татăлнă. Хĕр килĕшесси мĕнле йĕркепе пулса пынă-ха? Халĕ вăл уйрăлса тăрать-и? Кун пирки Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн аслă ĕçченĕ, филологи наукисен кандидачĕ Галина Ильина каласа пама килĕшрĕ.

«Хĕр килĕшес йăла-йĕрке евчĕ хĕр килне пырса калаçнă хыççăн пулса иртнĕ. Евчĕ йĕкĕте мĕнле кăна мухтаман пуль? Авланас текен каччи ăмсанмаллах мар пулсан та евчĕн тĕллевĕ — хĕрĕн ашшĕ-амăшĕн кăмăлне çавăрасси пулнă. Калаçма кайнисем хĕр килне кĕрсен пушмак пăру шырама килни пирки сăмах пуçараççĕ. «Сутакан çукши?» – текелеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ васкамасть-ха: «Сутма шухăшламанччĕ-ха», — тет. Апла-капла калаçса туслашаççĕ. Килĕшме килессине пĕлсен те сĕтел хатĕрлемеççĕ хĕр енчисем. Каччă енчисем çитсен, калаçу сыпăнса кайсан тин сĕтел çине çăкăр-тăвар лартма тытăнаççĕ. Килĕшнĕ кун тĕлне хĕрĕн парне хатĕрлемелле. Ăна пысăк чарапа тата ывăспа йăтса кĕреççĕ. Ывăс тĕпне укçа, унтан тин парнесем хураççĕ. Парнине салатма ятарлă çынна уйăраççĕ. Килĕшме килнисен парнене илнĕçемĕн укçа памалла. Çав нухрат хĕрĕн ашшĕпе амăшне валли пулать. Тĕпне хурса хăварнă укçине валеçекен тивĕçет», — ăнлантарчĕ Галина Геннадьевна. Хĕр-хĕрарăма ытларах кĕпе çĕлемелĕх пусма е тутăр панă. Арçынсене кĕпе е пусма тивĕçнĕ. «Ĕлĕк пир тăрăхĕ панă ĕнтĕ. Анатрисен йăли-йĕрки çапларах. Турисем парнесене туй кунĕнче параççĕ. Анатрисем кĕпене туйра тăхăнтартмаççĕ, килĕшме килсен параççĕ. Çавăн пек хăйне евĕрлĕ уйрăмлăх пур: хĕр çураçма мăшăрсăррăн каяççĕ. Ытларах 5, 7, 9 е 11-ĕн çула тухнă. Каччă енчисем кучченеçпе пыраççĕ. Çавра япаласем — çавра çăкăр, чăкăт тата пыл — илсе килеççĕ. «Хĕр пылĕ» теççĕ ăна. Çамрăк чухнехи пурнăç мĕн тери хитре те пылак пулнине астуса пурăнма. Юлнă пылне амăшĕ хĕрне парать. Килĕшме четвĕртпе эрех те илсе кайнă. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


«Лайăх мăшăрпа юнашар ывăнни те сисĕнмест»

Вĕсем иккĕшĕ те пĕр ялтан, пĕр-пĕрне пĕрремĕш класранах паллаççĕ. Акă пĕр сукмакпа 44 çул алла-аллăн çавăтăнса утаççĕ. Туслă çак çемье Красноармейски округĕнчи Именкассинче тĕпленнĕ. Леонид тата Любовь Посадскисен килĕнче çамрăк чухнехи пекех юратупа килĕшÿ хуçаланаççĕ. Пысăк хуçалăхри ăнăçăвăн вăрттăнлăхĕ акă мĕнре иккен.

«Çырса илеттĕм»

«Эпĕ ăна шкулта пачах та асăрхаман. Вунă çул пĕр класра вĕреннĕ пулин те — Лăньăна куç умне кăлараймастăп. Пĕр самант кăна асра, çавна аса илсе манран ялан кулать мăшăрăм. Лăня хыçри партăра ларатчĕ, математикăна аван чухланăран кăткăс задачăсене ним мар шĕкĕлчетчĕ. Эпĕ кахалланаттăм, хамăн шутлас килменнипе çырса илме тетрадьне ыйтаттăм. Ай, парасшăн марччĕ. Нумай шухăшласа тăмастăм, çаврăнаттăм та туртса илеттĕм. «Учителе калатăп-ха ак», — тетчĕ. Анчах та нихăçан та шарламан. Класра пирĕн 34 ача пулнă, питĕ туслăччĕ, пĕр-пĕрне сутман эпир. Шкул саккинчен уйрăлсан тĕрлĕ енне салантăмăр. Эпĕ Рязань облаçĕнчи çул-йĕр техникумне вĕренме кĕтĕм, Лăня Тюмень облаçĕнчи аслă шкула çул тытрĕ. Анчах та пĕр балл çитейменрен пăрахса килчĕ, тепринех, виçĕ балл таранах пухайманнине, вĕренме илнĕ. Кайран чĕннĕ — Лăня кайма килĕшмен. Вăл тÿрĕ кăмăллă çын, куçран калаканскер, тĕрĕс марлăха, суйнине юратмасть. Ят тухсан Лăня салтака кайрĕ», — çамрăклăхне аса илчĕ Любовь Александровна. Лăня çартан отпуска таврăнсан пĕрле вĕреннĕ хĕрсен хушшинче тавлашу сиксе тухнă. «Эпĕ таврăннă çĕре эсир пурте качча каятăр, курăпăр акă, пĕри те тăрса юлмастăр», — тенĕ каччă. «Ыттисемшĕн калаймастăп, эпĕ каймастăп, айта тавлашатпăр», — сăмах хушнă Люба. Пĕр-пĕрне парне илсе памалла алă татнă. Лăня çартан таврăннă çĕре Любăна шăпах техникумра пĕрле вĕреннĕ Мордови каччи çураçма çитнĕ. Пĕр класс ачи манса кайман тавлашнине, çав кунах парнепе килнĕ хĕр патне. «Мĕнех, мана Мордови каччи пачах та килĕшмен. Килнĕ çынна хăваласа кăларса ямастăн ĕнтĕ. Аттепе иккĕшĕ сĕтел хушшинче хăналаннине Лăня та асăрхарĕ. «Кур-ха, еплерех ĕçет, айта таратпăр унран», — терĕ мана алран тытса. «Айта», — терĕм савăнсах. Ман унпа калаçас килмен. Хирĕç урампа анса кайрăмăр. Тепĕр кунне атте: «Каччи питĕ аван, мана килĕшрĕ. Сĕтел хушшинче хăналаннă май пĕр чĕлхе тупрăмăр», — терĕ. Ку ĕнтĕ качча пама хирĕç маррине пĕлтерчĕ. Анне тÿрех хирĕçлерĕ аттене. «Пирĕн унпа нимле çемье те пулмасть. Пĕлменнине кайиччен пĕлекеннинех каяп», — патăм татăклă хурав. Атте тек шарламарĕ. Çакă ĕнтĕ вăл шăпа тени, унран тараймастăн, пĕр ялта пурăнса, пĕр класра вĕренсе нихăçан калаçса курманнисене те кĕтмен çĕртен пĕрлештерет те. Техникумри юлташ Именкассине текех килмерĕ, шкул сакки çинче чухне тетрадьрен çырса илнисĕр пуçне нимĕн калаçса курманскерсем тăрук пĕр-пĕрне килĕштерсе туй турăмăр. Акă унтанпа 44 çул иртрĕ, эпир кашни кунах пĕрле», — иртнине куçĕ умне кăларчĕ Любовь Посадская. Пултăрах таврара çук хушамат! Именкассинче Михайловсем йышлăн пулнă. Леонид Ивановичăн мăн аслашшĕ Михаил та Михайлов хушаматпа çÿренĕ. Вăл Сĕнтĕрвăрринчи çăкăр заводĕнче ĕçленĕ. «Посада каймалла-ха, Посадран çитрĕм», — пĕрмай çапла каланăран ялтисем ăна: «О, Посад килчĕ!» — теме тытăннă. Куршанак пекех çыпçăннă çак ят ун çумне. Именкассине таврăнмассерен çынсене шушкăпа хăналанă ырă кăмăллăскер. Ялĕпех Посад тесе чĕнме тытăнсан кайнă та хушаматне «Посадский» тесе çыртарнă. «Пултăрах апла таврара çукки, Михайловсем ахаль те пĕр ял!» — тенĕ хайхискер. Çак хитре, хăйне евĕр хушамат историйĕ Сĕнтĕрвăрри хулипе çыхăннă-мĕн. Унта ĕçлеме çÿремен тĕк паянхи кун ку хушамат та пулас çукчĕ. «Посадская тенине илтсен: «Эсĕ еврее качча тухнă-им?» — тесе ыйтакан нумай пулнă. Ăçтан Именкассинче еврейсем пулччăр, чăвашах тесе ăнлантараттăм», — ăшшăн кулчĕ Любовь Посадская. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Зоя СЫВЛĂМПИ: Пире пĕчĕклех ĕçе юратма вĕрентнĕ

Ун çине пăхатăн та чĕрĕлĕх, пурнăçа юратнине, кашни самантпа савăнма пĕлнине куратăн. Сăнĕпе ирхи таса та илемлĕ сывлăм пĕрчисене те аса илтерет вăл. Вара кĕтмен çĕртенех çапла шухăшласа илетĕн: чăнах та, ку хушма ята ахальтен суйламан ĕнтĕ. Сăмахăм Зоя Сывлăмпи поэт пирки пырать. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тури Çĕрпÿкасси ялĕнче çуралса ÿснĕскер илемлĕ литература тĕнчине ачаранпах юратма тытăннă. Сăввисем республикăри тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленме пуçласанах вăл хăйĕн вулаканне тупнă. ЧР профессионал писательсен тата Раççей писателĕсен союзĕсен членĕн Зоя Сывлăмпин сăввисемпе юрăсем хайлаççĕ, шкулсенче унăн пултарулăхне халалланă тĕлпулусем ирттереççĕ. Кăçал вара Зоя Леонидовна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Хăйĕн пурнăçĕнчи хăш-пĕр самантпа пултаруллă поэт çичĕ сăн ÿкерчĕк пулăшнипе каласа пама килĕшрĕ.

АЧАЛĂХ. Ку сăн ÿкерчĕкре эпĕ пĕр çулта. Ытти ачаран нимĕнпе те уйрăлса тăман. Пĕчĕклех пăхмасăр сăвă калама юрататтăм. «Питĕ кулăшла калаçаттăн», — тетчĕ анне. Пире пĕчĕклех ĕçе юратма вĕрентнĕ. Пилĕк çултах урай тасататтăм, хамăн сăмса тутрисене çăваттăм. Аннене питĕ пулăшас килетчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне, çуллахи каникул вăхăтĕнче ыттисем пекех колхоза ĕçлеме çÿреттĕм.

ЛАБОРАНТКА. Ку сăн ÿкерчĕке 1984 çулта ÿкернĕ. Ун чухне эпĕ 24-раччĕ. Кăнтăрла Шупашкарти приборсем тăвакан /«Элара»/ заводра радиоаппаратурăпа приборсем хатĕрлекен монтажницăра ĕçлеттĕм. Çав вăхăтрах кашни каçах Шупашкарти электромеханика техникумĕн каçхи уйрăмне вĕренме çÿреттĕм. Алла диплом илсен çав çулах «Чăвашкабель» заводăн тĕп лабораторийĕнче электромеханика тĕрĕслевĕсен тата виçевĕсен лаборантне вырнаçрăм. Унта 32 çул ĕçлерĕм, 2018 çулта тивĕçлĕ канăва тухрăм. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.