«Хыпар» 81-82 (27814-27815) № 30.07.2021
Сахăр кăшманне мĕншĕн сахал акаççĕ?
Пирĕн республикăра сахăр кăшманне 2010 çулта — 1,4 пин, 2011 ç. — 1,6 пин, 2012 ç. — 2 пин, 2013-2020 çулсенче 1,5-0,5 пин гектартан кăларса илнĕ Чăвашстат пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх . Вăл 2002 çулта — 5,7 пин, 2003 ç. — 6,5 пин, 2004 ç. — 7,9 пин ! , 2005 çулта 5,8 пин га йышăннă — лаптăкĕ 2010-2020 çулсенхинчен темиçе хут пысăкрах пулнă. Çак цифрăсенчен вăл çуллен пĕчĕкленсе пынине куратпăр. Сăлтавĕсене ăнланма тăрăшар-ха.
Ăçта нумайрах?
Сахăр кăшманне Чăваш Енре 1954 çулта çитĕнтерме тытăннă, пысăк тухăç — кашни гектартан 364 центнер — илме пултарнă. Республикăри çĕр пахалăхĕпе çыхăннă условисенче çак тымар çимĕç сахăр — 16-21%, чĕрĕ клетчатка — 4-5%, азот хутăшĕ /углерод, водород, кислород тата азот тытса тăракан хими çыхăнăвĕсем/ — 1%, шыв 75-80% пуçтарать.
Çĕршыв ертӳлĕхĕ 1964 тата 1965 çулсенче çак культурăна Раççей Федерацийĕнче — 26 млн тата 28 млн, çав шутра Чăваш АССРĕнче 8 пин тата 10 пин тонна туса илме, çĕршывра — 600 пин тата 1,2 млн, вăл шутра Чăваш АССРĕнче 12 пин тата 13 пин га акма йышăннă. Республикăри хуçалăхсен штатне те агроном-инспекторсене кĕртме, сахăр кăшманне туса илессине механизацилесе 1 пин тата 5 пин га çинче комплекслă йĕркелеме, Чăваш Ене 11,9 пин тата 13,5 пин тонна минерал удобренийĕ уйăрма хушнă.
— 1980 çулсенче Елчĕк районĕнчи «Слава», «Победа», Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче темиçе 100 га çитĕнтернĕ, — аса илчĕ агропром ветеранĕ Василий Шадриков. — Сахăр кăшманĕ туса илекен хуçалăх республикăра йышлăччĕ, Тутарстанри, Чулхулапа Ульяновск облаçĕсенчи заводсене çулталăкра темиçе пин тонна сутнă. Колхоз-совхоза вĕсем техникăпа пулăшатчĕç.
Росстат пĕлтернĕ тăрăх, сахăр кăшманне 2021 çулта федерацин çак регионĕсенче чи пысăк лаптăкра çитĕнтереççĕ /пин гектар/: Краснодар — 187,8, Воронеж тата Липецк — 109,5-шер, Тамбов — 97,1, Курск — 91,4, Белгород — 51,6, Орел — 46,9. Федерацин Атăлçи округĕн тăхăр субъектĕнче кăçал çакăн чухлĕ акнă /пин га/: Пенза — 59,7, Тутарстан — 50,3, Пушкăртстан — 32,6, Мордва — 22, Чулхула — 12,7, Ульяновск — 9,9, Саратов — 7,6, Оренбург тата Чăваш Ен — 0,7-шер.
Лава пĕрле туртма çăмăлрах
Иртнĕ ĕмĕрти паха опытпа хальхи вăхăтра Шăмăршă районĕнчи «Колос» агрофирма усă курать.
2019 çулта — 400 га, 2020 çулта 300 га çитĕнтернĕ, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлăри сахăр завочĕ шанса панă икĕ «Euro-Tiger» комбайнпа пухса кĕртнĕ, чĕрĕ тавараăна сутнă.
Пуянкасси ял тăрăхĕнче ĕçлекенскер кăçал 350 га акнă. Совет тапхăрĕнче кунти «Правда» колхоз ĕçченĕсем 2500 га çитĕнтернĕ.
— Сахăр кăшманĕ пухса кĕртмелли хальхи пек хăватлă комбайн пулман, — аса илчĕ агрофирма ертӳçи Олег Кузнецов. — Тымар çимĕçе нумай ачаллă çемьесем алă вĕççĕн кăларнă, çулçине çĕçĕ-кусарпа каснă, транспорт кузовне купасенчен ушкăнпа тиесе управа турттарнă. Паллах, комбайн ĕç тухăçне ӳстерме пулăшать. Анчах ăна хуçалăхсем туянаймаççĕ. Мĕншĕн тесен питĕ хаклă. Пĕлтĕр 11 пин тонна кăшман сутрăмăр, 22 миллион тенкĕ ĕçлесе илтĕмĕр, таса тупăш 9 млн тенкĕлĕх. Завод 2020 çулхи тухăçа маларахринчен пысăкрах хакпа туянчĕ.
Кăçалхи çу-утă уйăхĕсенче çанталăк шăрăх тăнăран хуçалăхра сахăр кăшманĕ лайăх çитĕнеймен.
— Утă уйăхĕн виççĕмĕш вунă кунĕнче те пирĕн тăрăхра çумăр çумарĕ, — терĕ ертӳçĕ. Агрофирма тырă та çитĕнтерет. Сахăр кăшманĕ туса илме те ăсталăх пухнă. 2005, 2006 тата 2007 çулсенче ăна ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕн 74,7, 68,4 тата 41,3% акнă.
Коллективра 25-ĕн ĕçлеççĕ. Завод Пуянкасси ял тăрăхĕнчи çынсен пай çĕрне тара илнĕ, агрофирмăна вăрлăхпа тивĕçтерет, ытти енĕпе пулăшать. Сахăр кăшманĕ иккĕшне те пысăк тупăш кӳрет. Кĕскен: лава юнашар тăрса туртаççĕ. Хальхи вăхăтра сахăр кăшманĕн производствине пысăк тупăш илекен предприятисем çеç йĕркелееççĕ. Вĕсем услам сахал тăвакан «Колос» пек пĕчĕк хуçалăхсене пулăшма килĕшсен кăна ку ĕç малалла каять. Пуянкассисем Чăнлăри заводпа кооперациленни — ытти хуçалăхшăн ырă тĕслĕх. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Николай ПАВЛОВ: Тĕрĕс çулран пăрăнмасăр пурăнни – телей
«Çемьере тăваттăн ӳсрĕмĕр. Пĕрремĕш класа кайсан атте çĕре кĕчĕ. Анне колхозра ĕçлетчĕ. Вăл текех качча тухмарĕ, пире, тĕпренчĕкĕсене, пĕчченех пăхса ӳстерчĕ. Велоспорта суйланă май мана велосипед кирлĕччĕ. Анчах ятарласа тренировкăсене çӳремелли ахальлинчен хаклăрахчĕ. Аннерен, пĕр уйăхра 90 тенкĕ шалу илекенрен, мĕнле ыйтмалла? Намăсланатăп. Тренер каланă тăрăх, мана кирлĕ велосипед 500 тенкĕ тăрать. Лайăх инвентарь пулмасан çитĕнӳ тума çук. Хавхалану та пĕтет», — калаçăва спортри çитĕнӳсем мĕнле туптаннине аса илнинчен пуçларĕ СССР спорт мастерĕ Николай Павлов.
— Николай Анатольевич, кĕçех ултă теçеткене парăнтаратăр. Сирĕн çинчен сăпайлă, ăслă, лăпкă тенине пĕрре мар илтнĕ. Ку енсем эсир хăвăр çулăртан çамрăкрах курăннин вăрттăнлăхĕ-и?
— Спорта юратни, йывăрлăхсене çĕнтерсе аталанни, пурнăçа тĕрĕс йĕркелеме пулăшрĕ тесе шухăшлатăп. Кĕлеткене çамрăкранах пиçĕхтерме хăнăхнă май халĕ те çав йăлана тытса пыратăп. Спортăн кирек хăш тĕсĕ валли те çуран чупни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Район администрацийĕнче вăй хунă чухне Кивĕ Вăрмар еннелле кашни кун чупаттăм. Маншăн кăнтăрлахи апат çук. Çав вăхăтра тухса 7 км парăнтараттăм. Халĕ те çаплах. Тухса кĕмесен пурăнман пек туйăнать.
— …Велосипед кирлĕ тесе аннĕртен ыйтайрăр-и çавăн чухне?
— Шупашкартан сбортан таврăнтăм. Ыран каллех тухса каймалла. «Коля, эсĕ ахалех килнĕччĕ-и?» — ыйтрĕ анне. «Велосипед илмелле манăн», — терĕм. Çывăх çыннăм хакне ыйтрĕ, пите хĕретсех каларăм. «Пиччӳ пĕлтĕр мотоцикла та 400 тенкĕпе туянчĕ. Мĕнле велосипед вара вăл санăн, унран та хаклăрах?» — анне тĕлĕннине халĕ те астăватăп. Вăл эпир тӳрĕ çулпа утассине шаннă. Пус çумне пус хушса пуçтарнă 500 тенкине тыттарса кăларса ячĕ. Ыйтма хăюлăх çитернĕшĕн халĕ те аванмарланатăп. Вăл манăн пурнăçри пĕрремĕш велосипед пулчĕ.
— Килте виçĕ арçын ача, анчах тантăшсемпе пĕрле ярăнма май пулман-и?
— Аннен тĕллевĕ ачисем выçă тата çĕтĕк ан çӳреччĕр тени пулнă. Лайăххине начарринчен уйăрма хамăрăн вĕренмелле, пурнăç тути-масине хăнăхмалла. Манран ултă çул аслăрах пиччен Сашăн йĕлтĕрне ыйтмасăр илсе тухса ярăнаттăм. Çакăншăн унран леккелетчĕ. Хуçма та пултарнă вĕт-ха эпĕ ăна. 7-мĕш класра Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çӳреме пуçларăм. Йĕлтĕрлĕ пултăм. Пĕрремĕш ăмăртура малти вырăна тухсан тата лайăхраххине пачĕç.
— Спорта юратасси хăçан çуралчĕ, мĕнле ĕмĕт çунатлантарчĕ?
— Кашни çамрăка аслăраххисем çитĕнĕвĕсемпе илĕртеççĕ ахăр. Мана Алексей Федоров тренерăн, Иван Ивановпа Виталий Гаврилов ентеш спортсменсен ăнăçăвĕсем хавхалантарчĕç. Тата спорт мастерĕн ятне тивĕçес килни. Паллах, кирек мĕнле çамрăк спортсмен та çавăн патне талпăнать.
«Генерал пулма ĕмĕтленмен салтак — япăх салтак», — теççĕ. Пирĕн вăхăтра ССС Р чемпионатне «Пĕтĕм тĕнчери пĕчĕк чемпионат» тесе танлаштаратчĕç. Мĕншĕн тесен спорт мастерĕн ятне 15 республика шайĕнче тивĕçетĕн-çке. Çавăнпа ССС Р шайĕнче ăмăртса çитĕнӳ тăвасси хавхалантарнă мана. 9-10-мĕш классенче чухне гуманитари наукисем кăсăклантаратчĕç, çак енпе вĕренме каяс шухăш пурччĕ: е истори, е вырăс чĕлхи, тен, юридици…
— Çак предметсене юратнă апла.
— Истори урокĕнче вĕрентекен мĕнле ăнлантаратчĕ, ун хыççăн çаплах пĕр сăмах улăштармасăр тенĕ пек каласа кăтартма пултараттăм. Вырăс чĕлхипе литературине те çаплах. Килте вĕренме вăхăт ытлах пулман, ялан тренировка, кил хуçалăхра аннене те пулăшмалла. Пурнăç урăхларах килсе тухрĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутăн физкультура факультетне кĕме конкурс пысăкчĕ — пĕр вырăна 13 çын. Тренер Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне сĕнчĕ: тăватă спорт мастерĕ кирлĕ, шăпах велосипедистсем тата. Тренер сăмахне эпĕ саккун пекех йышăнма хăнăхнă. Мĕншĕн тесен аттесĕр ӳсрĕм, спорт шкулне çӳреме пуçласанах вăл маншăн ун вырăнĕнчеччĕ. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Сухана ача пăхнă пек пăхмалла
Леонид Кузнецов интернетра хĕлле — евро курсне, çулла çанталăка куллен сăнать. Çу каçипе тăрăшса ӳстернĕ пахча çимĕçе пухса кĕртме вăхăт çитрĕ те — çумăр тăтăшрах çума пуçларĕ. Севок суханпа ĕçлекенсемшĕн алă майлă мар ку. Кашни кунах уя тухса пăхать вăл: комбайн кăлармашкăн çĕр нӳрĕ мар-и — акă мĕн пăшăрхантарать ăна. Çĕнĕ технологисене тĕпе хурса ĕçлекен тата питĕ нумай севок сухан туса илекен «Сухан-Агро» кооператив членĕпе Леонид Кузнецовпа çак кунсенче тĕл пулса калаçма май килчĕ.
— Кооператив мĕн тĕллевпе йĕркеленнине каласа кăтартăр-ха.
— Пурнăç хистенипе. Экономика хăех пире çак юхăма туртса кĕрет: ял хуçалăх продукцине туса илекенсене пĕр ушкăна пĕрлешсе ĕçлени лайăхраххине правительство каланипе кăна мар, хамăр та лайăх ăнлантăмăр. Ку аталанма, тупăшлăрах ĕçлеме май парать. Пысăк ыйтусене пĕрле татса пама çăмăлрах. 2018 çулта 7 хресчен-фермер хуçалăхĕ тата 9 хушма хуçалăх пĕрле пухăнса кооператив йĕркелерĕмĕр. Авăнăн 25-мĕшĕнче официаллă документ илтĕмĕр. Пуçаруçи — манăн атте Валерий Леонидович, вăлах председатель. Хуçалăх севок сухан туса илес тĕлĕшпе пысăк опыт пухрĕ. Эпир, кооператив членĕсем, пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашатпăр. Пурте пĕр технологие пăхăнса ĕçлетпĕр. Тĕслĕхрен, пусă çаврăнăшне тĕрĕс мар йĕркелесен е вегетаци тапхăрĕнче тăрантарсан, хими им-çамĕ сапсан севок сухан пахалăхĕ чакма пултарать. Кайран унран пуçлă сухан начар ӳсĕ. Кооператив хăйĕн туянаканĕсене çухатасси те куçкĕрет капла. Çавăнпа çынсем Валерий Леонидович опытнее шанаççĕ. Сухана пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхмалла. Çум уншăн хăрушă.
Вĕтĕ шăна та тапăнать. Сухан шыв юратать. Çумăра кăна шанма çук, кооператив членĕсенчен чылайăшĕ шăваракан хатĕрсем вырнаçтарчĕ.
— Кооператива камсене илеççĕ-ха?
— Уставра питĕ пĕлтерĕшлĕ икĕ саманта палăртнă: эпир хамăр йыша халăх шучĕшĕн илместпĕр, кооператив членĕн хушма хуçалăх тытса тăмалла, 50 сотăйран кая мар çĕр пулмалла. 3 çултан кая мар севок суханпа ĕçлесе опыт пухмалла. Хресчен-фермер хуçалăхĕсен кооператива кĕмешкĕн — 2 гектартан, ЯХПКсен 5 гектартан кая мар çĕр кирлĕ. Иккĕмĕш условипе килĕшӳллĕн, чăвашра çуралса ӳснĕ çынсене кăна илетпĕр.
— Кооператива кĕни мĕн парать?
— Вăрлăх туянма, продукцие упрама, сутма пулăшать. Пĕлтĕрхи пĕтĕмлетӳсем тăрăх калама пултаратпăр — эпир тĕрĕс çул çинче.
Ял хуçалăх таварне туса илекенсем «чернушкăна» чикĕ леш енчен туянаççĕ. Нумайрах илсен 2-3 евро йӳнĕрех хакпа параççĕ. Хăшĕ-пĕри 50 кг, теприсем 100 кг илеççĕ. Шутласа пăхăр-ха, мĕн чухлĕ перекетлеме пулать? Тепĕр лайăх пулăшу — çынсем пухса кĕртнĕ çимĕçе ăçта сутас ыйтупа пуçне çĕмĕрмеççĕ, ăна кооператив татса парать. Сăмах май, кооператив членĕсем укçа пухса сухан çулçи çулакан комбайн туянчĕç. Ăна пĕччен илме йывăртарах. Кооперативăн çĕнĕ икĕ управ пур. Вĕсем хальхи самана ыйтнине тивĕçтереççĕ. Пĕрне пĕтĕмпех хальхи технологисене пăхăнса, Голланди меслечĕпе, çĕкленĕ. Ун пеки Раççейре те иккĕ çеç, пĕри — пирĕн патра. Продукци контейнерта упранать. Питĕ паха, анчах хаклă управ, мĕншĕн тесен контейнерсем те, логистика та йӳнĕ мар. Контейнерсене харăсах вунă сорт таран хума пулать. Кооперативăн управ вырăнĕсем çителĕклĕ. Икĕ склада пурĕ 1000 тонна кĕрет.
— Эсир палăртрăр ĕнтĕ: вăрлăха Европăран туянатăр. Йывăрлăхсем çук-и?
— 2020-2021 çулсенче «чернушкăн» хакĕ сĕре вăйлă ӳсрĕ. Севок акас енĕпе Чăваш Ен Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăнать: 2 пин ытла гектар, çав шутран 1500 гектарĕ — Патăрьел районĕнче. Пире 75-80 тонна вăрлăх кирлĕ. Унăн 10 процентне яхăн кăна килте туса илеççĕ. 70 тонна Европăран илсе килетпĕр: Германирен, Польшăран, Чехирен. Çавăн пекех Узбекистанпа Молдовирен. Вăрлăх валли 200 млн тенкĕ ытла тăкакланать. Кашни çул çавăн чухлĕ укçа чикĕ леш енне каять. Пĕлтĕр Казахстанран, Азербайджанран кӳрсе килтĕмĕр. Тухăçне кăçал куратпăр та чылай фермер кăмăлсăр: хĕрлĕ вăрлăх тесе илнисем хĕрлĕ те, сарă та мар иккен — хутăш. Çаврака сарă севок тесе илнисен тăрăхла йышши шăтнă. Вăрлăх çукки фермерсене аванах шар кăтартать. <...>
Алина ИЗМАН.
♦ ♦ ♦
Минерал çăл куçĕсенчен шыв ĕçме – Кавказа
Çынсен çул çӳрев историйĕсемпе паллашнă май вĕсемпе пĕрле тĕнче касса çӳренĕнех туйăнатчĕ. Кашниех чунра ырă туйăм хăварать. Çав вăхăтрах хама та килтен аяккарах кайса курас шухăш канăç памарĕ. Черетлĕ кану çывхарса пынă май çав туртăм тата вăйланчĕ. Пĕррехинче ĕçтешпе Ирина Кошкинăпа иксĕмĕрĕн отпуск кунĕсем пĕр вăхăталла çакланасса пĕлсен пĕрле канма каяс терĕмĕр. «Эп Кавказа каясшăн. Атя, пыратăн-и? — терĕ Ирина те шӳтлесе, те чăнласах. — Е ытти тăрăха та кайса курма пулать…» Анчах Кавказ ыттисенчен хăйне евĕрлĕрех пек туйăнчĕ. Çапла калаçса татăлтăмăр.
Машук тăвĕ, чул хăвăлĕнчи кӳлĕ…
Палăртнă кун Хусантан килекен автобуспа çула тухрăмăр… Ну, Мускава каясси мар ĕнтĕ ку, ларса та ывăнтарать çав /30 сехет — сахал мар/. Юрать-ха, çул тăршшĕпе чарăнусем туса илтĕмĕр. Инçе çула час-часах тухакансем мĕнле тӳсеççĕ-ши? Пĕр талăк ытла кайсан Ставрополь тăрăхне çитрĕмĕр. Пятигорск хулинче пире экскурсовод кĕтсе илчĕ, чи малтанах апат çиме илсе кайрĕ. Вăрăм çул хыççăн канса илес туртăм пысăкчĕ те…
Анчах çул çӳреме тухрăн пулсан кану пирки шухăшламалла мар, кашни самантпа усă курса йĕри-тавра асăрхакан çĕнĕлĕхпе паллашмалла. Пирĕн те çаплах пулчĕ. Пятигорск çĕрĕ вырăс классикĕпе Михаил Лермонтовпа мăнаçланать. Паллă поэт пурнăçĕн юлашки кунĕсене шăпах çак тăрăхра ирттернĕ.
Чи малтан пире Эол арфине курма илсе кайрĕç. Çак лапамран йĕри-тавралла пăхатăн та Пятигорск алă тупанĕ çинче тейĕн. Кăсăклă тепĕр вырăн — Провал. Чул хăвăлĕнчи кӳлĕ вăл. Тахçан унта çӳлтен /41 метр çӳллĕшĕнчен/ çеç анма май пулнă, каярах вара айккинчен чул катса çул тунă. Кӳлĕри шыв бирюза тĕслĕ. Пĕрре пăхсан ăна шыв тесе калаймăн та: илемлĕ чул пек, тимлĕрех сăнасан çеç вăл хускалнине асăрхатăн. Тата ун таврашĕнче йывăр шăршă тăрать — минерал шывĕнчи кӳкĕрт /сера/ витĕмĕ ку.
Ун хыççăн канат çулĕпе Машук тăвĕ çине 993 метр çӳллĕшне хăпарса куртăмăр. Куç умĕнче — сăртлă-туллă, илемлĕ тавралăх. Çак ту çинчех Пятигорскăн телевышки те вырнаçнă. «Акă, пирĕн ĕçтешсем», — терĕ Ирина Ставрополь телекуравĕн машини еннелле пуçне сĕлтсе.
Михаил Лермонтовăн пурнăçĕ дуэль вăхăтĕнче татăлнине литература урокĕсенчен пĕлетпĕр. Çав синкер пулăм шăпах та Машук тăвĕ патĕнче пулса иртнĕ. Вăл пурăннă çуртра халĕ музей йĕркеленĕ. Пӳртĕнче пĕтĕмпех Лермонтовăн пурнăçĕн юлашки кунĕнчи пекех хăварнă.
Çак кунах виçĕ çăл куçран тапса тăракан шыв ĕçме кайрăмăр. Хăйне евĕрлĕ тутă калаканскер пачах та ĕçес килмелле мар. «Чи кирли, вăл сиплĕ. Киле çирĕп сывлăхлă пулса таврăнăп ĕнтĕ», — тесе шухăшларăм та кӳкĕртлĕ минерал шывне пĕр стакан ĕçрĕм. Унтан тепĕр çăл куç патне пырса стакана шыв тултартăм, анчах ĕçеймерĕм, шăрши килĕшмерĕ.
Араб юмахĕнчи пек
Экскурси вĕçленсен хăна çуртне вырнаçрăмăр. Унтан вара хула урамĕпе хамăр тĕллĕн уçăлса çӳрес терĕмĕр. Урамĕсем пысăк мар. Тен, çавăнпах-ши, çул урлă каçмалли вырăнсенче светофор асăрхамарăмăр, кунта унсăрах аван пурăнаççĕ пек. Тĕрлĕ вырăнтан тĕрлĕ юрă-кĕвĕ янăрать. Вăл — халăха хаваслăх кӳмелли лапамсенче çеç мар, кафесенче те, иртсе çӳрекен машинăсенче те. Тепĕр тесен, унта та кунта машинăран илтĕнекен юрă-кĕвĕ таврари пур сасса та хупланăн туйăнать. Водителĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла янăраттараççĕ тейĕн. Курнăçланасси пурах çав, мĕн калăн.
Пĕр кафере темĕнле юрăç чĕрĕ сасăпа халăха савăнтарнине курсан унта кĕрсе ларас шухăш çуралчĕ. Сĕтел хушшине вырнаçрăмăр та официантка меню килсе пачĕ. Чанахи текен яшка чăваш сăмахĕ пекех курăнса кайрĕ. «Кăна çисе курмаллах», — шухăшларăм çав вăхăтра. Официантка тепре килсен менюри апат-çимĕçе пĕрле тишкертĕмĕр, пирĕн мĕн те пулин хăйне евĕрлĕреххине тутанмаллаçке. Эпир Шупашкартан пулнине пĕлсен хайхискер тата кăмăллăнрах чĕвĕлтетме тытăнчĕ. Саккас патăмăр та кафе илемĕпе киленме тытăнтăмăр. Мачча çинчи хунарсене араб юмахĕнчен илсе килнĕ тейĕн. Апатланнă вăхăтра тухăç ташши ташлакан хĕр сĕтелсен хушшине тухрĕ. Ку вăхăталла кафере çын нумайланнăччĕ ĕнтĕ. Ну, кĕскен калас пулсан, чанахи пăрăçлăрах пулин те килĕшрĕ. Çакнашкал апат-çимĕç вар-хырăмшăн йывăр пуласран шикленнĕччĕ /каçхи 6 сехет хыççăн çиме каламаççĕ-çке/. Анчах ирхине вăрансан хама питĕ çăмăл туйрăм. Ахăртнех, минерал шывĕ ĕçни сая кайман. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Пурнăç илемĕ черкке тĕпĕнче мар
Çĕнĕ пĕлĕшĕм Раиса ятне улăштарнă черкке тĕпĕнче пурнăç çутине шыраса çамрăклăхне сая янăшăн халĕ питĕ ӳкĕнет. Хĕрарăм, тĕрĕссипе, кун-çулĕнчи çак тапхăра вуçех те аса илме юратмасть.
«Симĕс çĕлен» шелсĕр
…Вăрнар районне вăл Канашри финанс техникумне пĕтернĕ хыççăн направленипе килнĕ. Совхоз бухгалтерийĕнче ун чухне хĕрсем йышлăн ĕçленĕ. Çамрăксем часах туслашнă, ялти каччăсемпе те паллашнă. Ĕç хыççăн вĕсемпе пĕрле вăхăта ирттерме пуçланă.
«Эпĕ пĕччен пурăнакан кинемей патне хваттере кĕнĕччĕ. Вăл час-часах кӳршĕ ялти хĕрĕ патне çĕр каçма каятчĕ, — çамрăклăхне куç умне кăларчĕ Раиса.
— Ман пата вара туссем пухăнатчĕç. Пĕррехинче йĕкĕтсем килте вĕретнĕ сăра илсе килчĕç. Эпĕ, ку таранччен çăвара пĕр тумлам та сыпса курманскер, самантрах ӳсĕрĕлсе кайрăм. Çак туйăмсем мана питĕ килĕшрĕç, çӳл тӳпере вĕçнĕ пекех туйăнчĕ. Çавăнпа та, ахăртнех, тепрехинче эрех ĕçме сĕнсен хирĕçлемерĕм…» Шăпах çак самантран черккене кăмăллама пуçланă тесе шухăшлать те ĕнтĕ Раиса.
Виçĕ хĕр-тус çав ялтах качча кайса тĕпленнĕ. Виçĕ мăшăр çемьеленсен те туслă пурăннă. Ĕçре те, уявра та яланах пĕрле пулнă вĕсем. «Эрех-сăраран нихăçан та татăк тăман, — сăмахне малалла тăсрĕ хĕрарăм. — Кăнтăрлахи апата ун чухне столовăйне çӳренĕ. Сăра ĕçеттĕмĕр. Каçхине киле кайиччен эрехне те сыпкаланă». Тусĕ патне кӳрше йăпăртлăх каçсан та сĕтел çине черкке лартнă...
Каярахпа вара Раиса ял тăрăх çӳресех ĕçме пуçланă. «Ханша пур-и? Тен, çĕпре тăрри ярса паратăн?» — вăл килĕрен киле кĕрсе çапла ыйткаласа çӳренине астăвакансем халĕ те пур-ха. Упăшки хĕнени те, ачисем чарăнма ыйтса ӳкĕтлени те, ĕсĕклесе макăрни те хĕрарăма чарма пултарайман. Мăйран ярса илнĕ «симĕс çĕлен» Раисăна хытăран та хытăрах пăвнă...
Эрех ырă тумасть
Виçеллĕ ĕçетĕн-и е виçерен тухатăн-и — алкоголь арçынна та, хĕрарăма та пĕрешкелех сиен кӳрет. Тĕрĕссипе, хĕрарăм унăн тыткăнне пушшех те хăвăртрах лекет. Çакна çирĕплетекен тĕслĕх хамăр хушăрах вун-вун.
Паян хĕрарăм пур енĕпе те, çак шутра эрех ĕçессипе те, арçынпа танлашма тăрăшать. «Анчах та унăн организмĕнчи ферментсем, арçыннăннипе танлаштарсан, чылай вăйсăртарах. Çавна май алкоголь юнран вăрах тухать, сиенлĕ япаласем пухăнаççĕ, наркăмăшлантараççĕ. Тен, хĕрарăм арçынран та сахалрах ĕçнĕ пулĕ, анчах тепĕр кунне вăл хăйне питĕ начар туять. Пуç ыратать, кăмăл пусăрăнчăк, сăн-пит лӳчĕркенчĕк. Çаксем — алкоголь сиенĕн тулаш паллисем. Пӳрепе, пĕверпе мĕн пулса иртет? Алкоголь — наркăмăш, вăл организма лексен шалти органсене те, пуç мимине те сиенлет, — палăртрĕ республикăн тĕп наркологĕ Ирина Булыгина хĕрарăм алкоголизмĕ пирки сăмах пуçарсан. — Мухмăрлă çыннăн кăмăлĕ яланах пусăрăнчăк. Эрех ĕçнĕ хыççăнхи çĕкленӳллĕ туйăмсене аса илет те вăл — каллех черкке енне туртăнать. Пĕр вăхăтлăха ăна лайăх пулса каять. Унтан каллех япăх... Çапла вĕçĕ-хĕррисĕр ункăра çаврăнать, çаврăнать вăл... Малтанласа хĕрарăм хăйне «ăнсăртран пулчĕ» тесе тӳрре кăларма тăрăшать. Унтан: «Тăвансем килнĕ. Вĕсене хăналамасăр епле ăсатăн?» — ăнлантарма хăтланать. Тепрехинче тата хуçалăхра вăл-ку ĕçе тунă. Çын пулăшнă — тав тумалла... Çапла хăй те сисмесĕрех эрех шурлăхне тарăнрах та тарăнрах путса пырать.
Шел те, чылай чухне килте ĕçкĕ пуçараканни — хĕрарăм. Çакна тума ăна таçта шалта çирĕпленнĕ ăнлав — лайăх кил хуçи пулас килсен сĕтел çине эрех лартмалла тени — хистет. «Туй тумалла. Виле пытармалла. Эрех-сăрасăр епле-ха», — тенине час-часах илтетĕп. Çапла калакансене кашнинчех ăнлантарма тăрăшатăп вара: «Пурнăç ахаль те кĕске. Мĕншĕн ăна алкогольпе тата та чакармалла? Эрех ĕçмесĕр те савăнма пулать-çке. Тăвансемпе пухăнсан чунпа канмалла. Ĕçкĕпе иртĕхни вара нихăçан та ырри патне илсе пымасть».
Чылай инкек ĕçкĕ-çикĕрен пулать. Икĕ ӳсĕр акă тем пайлайман: вăрçă-харкашу пуçланнă. Эрехпе минренĕ çын чăнлăха тĕрĕс хак пама пултараймасть, хăрушлăхпирки манать — çапла пушар тухать. Е шывра путаççĕ, наркăмăшланаççĕ. Е тата хĕллехи шартлама сивĕре, çил-тăвăл вăхăтĕнче килтен тухса каяççĕ. Е тата руль умне лараççĕ. Урă çын нихăçан та юраман вырăнта пуç хĕрлĕ шыва сикмест, килпетсĕр çанталăкра çула тухмасть... Алкоголь ăс-тăна минретет, куçа хуплать... <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
«Анне ĕне усраса пире çăлса хăварчĕ»
«Ĕмĕр иртни чăнах та пĕрре те сисĕнмерĕ. Вăрçă вăхăтĕнче пирĕн ялăн, Каншелĕн, председателĕ лайăх çын пулчĕ. Вăл ертӳçĕ чухне килĕрен кантăр вăрри панă. Халĕ кантăр актармаççĕ. Ун чухне вăл наркотик пулнине пĕлмен. Паянхи çамрăксем вара йăлтах чухлаççĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнче пурăнакан 96 çулти Клавдия Верликова. Клавдия Аверкиевна Аслă Арапуç тăрăхĕнче хĕрарăмсен хушшинче чи асли шутланать.
Аэродром тума илсе кайнă Клавдия Ермошкина /хĕр чухнехи хушамачĕ. — Авт./ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Каншелте хресчен çемйинче çуралса ӳснĕ. 5 ача пуянлатнă туслă кил-йыша. Клавье /ăна çапла чĕннĕ/ асли пулнă. Хĕрача Каншелти пуçламăш шкулта тăватă класс пĕтернĕ. Кунта Пăлаçи Атăксем те пĕлӳ илнĕ. 4 класс хыççăн Пăлаçи Атăксене — Аслă Арапуçне, Каншелсене Именкассине вĕренме янă. Кунта Клавдия 7 класс пĕтернĕ. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чухне вăл вун улттăра пулнă. «Хăвна темле йывăр пулсан та Клавьене 10 класс вĕрент», — тесе каласа хăварнăччĕ атте аннене фронта кайнă май. Вăрçă пуçланнине лайăх астăватăп. Ун чухне Аслă Арапуçĕнче пасарччĕ, çав вăхăтрах ярмăрккăччĕ. Каруççел шавлăн çаврăнатчĕ. Параппанне тӳнклеттерни хăлхара халĕ те янăрать. Аса илсен куçăм куççульпе тулать. «Вăрçă!» — тесе пĕлтерчĕç кĕçех. Халăх шавлама пуçларĕ. Пасар саланма тытăнчĕ. Эпир те, ачасем, килелле чупрăмăр. Каншеле çитнĕ çĕре çамрăк арçынсене повестка параççĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ Клавдия Аверкиевна.
Амăшĕ Евдокия Федоровна мăшăрĕ каласа хăварнине асрах тытнă. Йывăр пулсан та Клавьене Аслă Арапуç шкулне вĕренме янă. Ун чухне 8-10-мĕш классенче пĕлӳ илнĕшĕн 150 тенкĕ тӳлемелле пулнă… «Вăрçă çулĕсенче ялта ватăсемпе çамрăксем, хĕрарăмсем кăна ĕçленĕ. «Йăлтах фронт валли!» — тĕп лозунг пулнă. Кĕрхи ĕçсене тирпейлесе пĕтерменрен шкулта юпа уйăхĕнчен кăна вĕрентетчĕç. Эпĕ вун тăваттăрах çава аври тытнă. Пирĕн ялăн Упамса çывăхĕнче çаран пурччĕ. Çамрăк арăмсемпе пĕрле пире унта çулма янăччĕ. Пирĕнпе икĕ ватă çын пурччĕ. Вĕсем çава туптаса паратчĕç. Утă çулса тем пек ывăнсан та çамрăк арăмсем каçхине вăйă тăватчĕç. Ялан йĕрсе лараймастăн-çке. Сĕре шеллеттĕмччĕ вĕсене. Упамса ялĕнчен салтак юрри кăна илтĕнетчĕ. Çакă чĕрене питĕ хурлантаратчĕ. Пире, вун улттăрисемпе вун çиччĕрисене, килте тăратмастчĕç. Упамсаран таврăнсан Сиккассине /халĕ Канаш районне кĕрет, малтан Йĕпреç пулнă/ аэродром тума илсе кайрĕç. Унтан килсен çывăхри ялсене çул тума ячĕç. Каярахпа, 9-мĕш класра ăс пухнă чухне, шкулта вĕренме пăрахтарса Сăр шывĕ хĕррине окоп чавма ячĕç. Алла лум пачĕç, вăй çитнĕ таран таккатпăр. 1944 çулта 10-мĕш класс пĕтертĕм. Экзамен тытса парта хушшинчен тухрăм кăна — Патăрьелне учителе вĕренме ячĕç. Уйăх çурă пĕлӳ парсан авăн уйăхĕнче Комсомольски районĕнчи Йӳç Шăхале ачасене вĕрентме ăсатрĕç. Мана 1-мĕшсене мар, тӳрех 2-мĕш класа пачĕç. Вĕсене пĕлӳ пама кăшт çăмăлрах тенĕ-ши? Учительсем çитмен, ачасене вулама, çырма вĕрентчĕр тенĕ ĕнтĕ. Вĕрентӳ заведенийĕнче икĕ çул вăй хутăм. Вăрçă чарăнсан учительсем таврăнма тытăнчĕç… Пире пĕрех: «Тухса кайăр. Вĕрентейместĕр», — тесе каламарĕç. «Малалла вĕренĕр», — тесе сĕнчĕç», — калаçăва тăсрĕ тыл ĕçченĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсемпе паллашас тесен...
Комментари хушас