Хыпар 81 (28257) № 26.07.2024

26 Утă, 2024

«Паттăрлăх кăтартакан нумай»

Республикăри вăрçă ветеранĕсен госпиталĕнче сипленекен Евгений Ермаковпа, РФ Оборона министерствипе килĕшӳ çирĕплетнĕ хыççăн СВОна хутшăнаканскерпе, курса калаçрăм та Раççей çарĕ УВСа çĕнĕ регионсенчен хăваласа кăларассишĕн малаллах кайнине, тăшман кĕтмен çĕртен тапăнма хăтлансан та пирĕннисем вĕсен атакисене пăчлантарнине пĕлтĕм.

Йывăр аманнă Евгений Ермаков иккĕмĕш вăрçа хутшăнать. Шупашкарта 1980 çулта çуралнăскер 1998-2000 çулсенче Раççей çарĕн хĕсметĕнче тăнă, Чечняри террористсене хирĕçле çар операцийĕнче телефон çыхăнăвĕпе тивĕçтернĕ, 2000 çулхи нарăс уйăхĕнче Грозный хулине илессишĕн пынă çапăçусене хутшăннă. СВОна хăйĕн ирĕкĕпе хутшăнать. Хăйне повестка памасăрах хулан çар комиссариатне кайса министерствăпа контракт çирĕплетме кăмăл пурри çинчен пĕлтернĕ. 2023 çулхи кĕркунне Раççей çарĕн хĕсметĕнче çулталăк тăма контракт тунă. «Мĕншĕн хăвăн ирĕкӳпех каяс терĕн?» — кăсăклантăм эпĕ. Вăл кăштах шухăшласа ларчĕ те çапла хуравларĕ: «Атте совет çарĕнче çĕршыва хӳтĕленĕ. Арăмăн асламăшĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ». Ăна салтак тумне тăхăнтартса штурмовиксен, тăшмана тапăнса ял-хулана, тĕрлĕ обĕ екта туртса илекенсен, чаçне янă. Автомат-пулеметран, гранатометран тĕл пеме, хĕç-пăшалпа алă вĕççĕн çапăçма, хăй е юлташĕсем амансан медпрепаратпа усă курма вĕреннĕ. Вăл хĕсметре тăнă чаç умне Донецк халăх республикинчи çын пурăнакан пунктсене Украина çарĕнчен туртса илме, кирлĕ чухне хӳтĕлеме тĕллев лартнă. Ермаковăн СВОри çулĕ Донецк çывăхĕнчи Горловка хулинчи чаçре çапăçу ăсталăхне алла илнинчен пуçланнă. Каярахпа вăл Калиновкăпа Керамик поселокĕсене ирĕке кăларма хутшăннă. Кăçалхи ака уйăхĕнче взвод командирĕн çумĕ Ермаков Архангельски ялне ирĕке кăларассишĕн йĕркеленĕ операци пуçламăшĕнчех йывăр аманнă. Халĕ ăна вĕçне çитерейменшĕн кулянать. «Мана тата тăватă салтака Архангельски патне ыттисенчен уйрăм сукмакпа çывхарма хушрĕç, — аса илчĕ старшина. — Эпир каскăпа, броньлĕ жилетпа, автоматпа, патрон тата гранатăсен саппасĕпе, çапăçура кирлĕ ытти хатĕрпе чупатпăр, пире неонацистсем ан асăрхаччăр тесе пĕшкĕнкелесе пыратпăр. «Пĕр вырăнта йышлăн курăнас мар», — терĕм те икĕ салтака маларах ятăм, виççĕн каярах юлтăмăр. Кĕтмен те — тăватă камикадзе дрон пирĕн çине хăвăрт вĕçсе килсе пуç çине чул пек ӳкрĕ, кашнин çумне çирĕплетнĕ снаряд çĕре тăрăнса çурăлчĕ, пĕрремĕш салтака йăлтах çурса-вакласа тăкрĕ, вăл йăшăл та тумарĕ. Сывлăш хумĕ иккĕмĕшне темиçе метра вăркăнтарчĕ, хама та йăтса илсе айккине печĕ, пур еннелле те тăпра сирпĕнчĕ, тĕтĕм явăнчĕ. Ытти чухнехи пекех ура çине тăма хăтлантăм — тăраймастăп: урасем итлемеççĕ. Мĕн пулчĕ? Алăпа хыпашласа пăхатăп: шăлавар витĕр юн сăрхăнать, вăл сулахай хăлхаран та юхать. Ăна ванчăк лекнĕ-ши? «Вăйлах амантрĕç-ши?» — тесе урасене хыпашласа пăхрăм. Иккĕшне вунă ытла тĕлтен шăтарса кĕнĕ, юн каять. Акă, алăсем юнпа пĕвенчĕç. Юхма епле чармалла? Çумри аптечкăран малтан икĕ жгут кăларса урасене пĕçĕ кăкĕ тĕлĕнчен, кайран бинтпа урасем çинчи сурансенчен юхакан юна чарас тесе шăлавар çийĕпех çавăрса хыттăн çыхрăм. Йывăр амантăм пулин те тăна çухатманнинчен халĕ те тĕлĕнетĕп. Сывлăш хумне чăтаймасăр сулахай хăлха çурхахĕ çурăлнине кайран çеç пĕлтĕм. Халĕ унпа пач илтместĕп. Рядовойпа иксĕмĕр пирĕннисем патне шуса тухсан ванчăксем манăн каскăна сакăр тĕлтен тăрăнтарса лапчăтнине асăрхарăм». <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Электрон мелпе ыйтса çыраççĕ

Заявлени паракан пĕр çамрăк та çук. Шăп-шăпăрт. Документсене йышăнакансем çеç шăкăрин ларса тухнă. Ирхи сакăр сехетре çакăн пек ӳкерчĕк хуçаланать Чăваш патшалăх аграри университечĕн йышăну комиссийĕнче. Цифра тата çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕн витĕмĕ ку. Вăтăр çул каялла, эпир вĕренме кĕнĕ чухне, йышăну комиссийĕсенче халăх хĕвĕшетчĕ. Шкул пĕтернĕ çамрăксемпе пĕрле ялсенчен ашшĕ-амăшĕ те килетчĕ…

Кашни çамрăка 15 минут йышăннă

«Ытла та пушă сирĕн патра. Хамăн заявлени çырмалла пулĕ», — шӳтлесе каларăм йышăну комиссийĕн яваплă секретарьне Надежда Алтыновăна. Шӳт шӳт те, пирĕн калаçу кăçалхи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнинчен пуçланчĕ. «Кăçал тĕллевлĕ вĕренме янисене йышăнассине урăхлатрăмăр. Енчен те маларах «целевиксем» пирĕн пата хут çинчи килĕшӳпе килнĕ, вĕсен хушшинче конкурс ирттернĕ тĕк халĕ малтан предприятисемпе организацисен, хуçалăхсен саккасçисен цифра платформисенче заявка тăратмалла. Ун хыççăн шкултан вĕренсе тухнисем заявкăсем патне кĕрсе вĕсем патĕнче ĕçлеме кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Ертӳçĕсем хăйсене кадрсем кирлине çирĕплетеççĕ. Калăпăр, зоотехниксем, агрономсем, инженерсем, ветеринари врачĕсем çитмеççĕ. Çамрăксем 11 класс вĕреннине çирĕплетекен документ илнĕ хыççăн çав заявкăсене шута илме тытăнаççĕ. Тепĕр уйрăмлăх ятарлă çар операцине хутшăннисемпе çыхăннă. Вĕсем çăмăллăхлă категорипе вĕренме кĕреççĕ. СВОра пулнисен ачисене те уйрăм квотăпа йышăнатпăр. Вĕсем те уйрăм конкурс витĕр тухаççĕ. Енчен те ашшĕ е амăшĕ ятарлă çар операцийĕнче тĕк — ППЭ тытнă-и, çук-и, балл пĕчĕк-и — вуза вĕренме кĕме экзамен пама пултараççĕ. Ку категорири çамрăксем ППЭ кăтартăвĕсемпе те вĕренме кĕрееççĕ. Анчах вĕсене начар тытнă пулсан аслă шкула килсе экзамен параççĕ. Раççейри кирек хăш вузăн та хӳтĕлевçĕсен ачисен кăмăлне шута илмелле. Аслă шкулти экзаменсем, ППЭпе танлаштарсан, çăмăлрах. Тăлăхсен, сусăрсен, çар ветеранĕсен — уйрăм квота. Вĕсем çулленех уйрăм категорипе вĕренме кĕреççĕ. Ку енĕпе нимĕн те улшăнман», — каласа кăтартрĕ Надежда Витальевна. Аса илтеретпĕр: Раççейри мĕн пур вузра йышăну комиссийĕ çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçланă. «Хальхи вăхăтра çамрăксен документсем пама тăватă мел пур. Пĕрремĕшĕ — çамрăк çын йышăну комиссине хăй килет. Ун пек çӳрекен пач çук мар. Пирĕн пата ытларах хамăр республикăри ял-саларан вĕренме килеççĕ. Паллах, ашшĕ-амăшĕ йышăну комиссийĕн яваплă секретарьне, техника секретарĕсене курасшăн, мĕн ăнланманнине ыйтса пĕлесшĕн, вăл е ку документ çитменнине тӳрех уçăмлатасшăн. Çав вăхăтрах деканпа, преподавательсемпе калаçас кăмăллисем те пур. Пĕтĕмлетсе каласан, çамрăксемпе ашшĕамăшĕ аслă шкула курса кунти лару-тăрупа паллашасшăн. Чăн та, цифра технологийĕсемпе усă куракан чылай йышлăрах. Шкул пĕтернисем ноутбук-компьютер умĕнче ларса Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă заявлени параççĕ. Паспорт даннăйĕсем те, СНИЛС та пур унта. Шкулсем вĕсен аттестачĕсене вырнаçтараççĕ. Çапла, Иван Иванов Патшалăх пулăшăвĕсен порталне кĕрет те хăйĕн даннăйĕсене пирĕн пата ярать. Ку — çăмăл меслет. Ун пек чухне пирĕн пата хут документсене илсе килмелле те мар. Аграри университечĕн сайтĕнче «Личный кабинет» уйрăм пур. Енчен те ачан тĕрлĕ сăлтава пула /тĕнпе те çыхăнма пултарать çакă/ «Харпăр кабинечĕ» çук тăк пирĕн сайтри «Харпăр кабинета» кĕреет. Унта вăл хăйĕн даннăйĕсене çырать. Çапла майпа документсем пирĕн йышăну комиссийĕн электрон почтине килеççĕ. Тепĕр меслетпе урăх регионта пурăнакансем усă курма пултараççĕ. Анчах почта урлă ярсан документсем пирĕн пата вăрах вăхăт килеççĕ. Кун пек чухне вĕсем çухалас хăрушлăх та пур. Саккаспа янă çырусем те тепĕр чухне инçетри регионсенчен вăрах килеççĕ. Çакна пулах ача университета кĕреймесен те пултарать. Шăпах çавăнпа çамрăксем документсене почта урлă ярассине суйласа илмеççĕ. Çавăн пекех МФЦ урлă та заявлени пама пулать. Анчах вăл документсене йышăнмалли пункт кăна. Унти специалистсем вузсен шалти кухнине пĕлмеççĕ. Çавăнпа кун пек документсен пакечĕпе пирĕн нумай çăрăлма тивет. Мĕн те пулсан çитмесен те пултарать. Тĕрĕссипе, МФЦ урлă заявлени çыракан сахал», — ăнлантарчĕ Надежда Витальевна. Сăмах май, Надежда Алтынова йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕнче 2017 çултанпа вăй хурать. Вăл каланă тăрăх, сакăр çул каялла йышăну комиссийĕнче çын тата нумайрах пулнă, килекенсене ушкăн-ушкăнпа кĕтсе тăнă. Кашни çамрăка 15 минут йышăннă. Ашшĕамăшĕ пĕрле пулнă. Заявлени пама килсен вĕсем ачисене хитре çи-пуç туянса панă, пулас студентсене тумлантарнă. «Халĕ ку хыçа юлнă. Паян округ центрĕсенче те пĕтĕмпех илме пулать. Супермаркетсем те пур. Ялта ачасем пысăк хăвăртлăхлă интернетпа усă кураççĕ. Çавăнпа та заявлени пама йывăр мар. Енчен те шкултан вĕренсе тухнисем мĕн те пулин ăнланмасан мессенджерсем урлă ыйтса пĕлеççĕ. Пирĕн сайтра мĕн пур телефона кăтартнă. Шăнкăравласан видеоçыхăну урлă йăлтах ăнлантаратпăр. Ачан ыйтăвĕсене 2-3 минутра татса паратпăр. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Александр ТИМОФЕЕВ: Тренерпа спортсмен пĕр-пĕрне ăнлансан çитĕнÿ пулатех

Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕнче тăрăшакан Александр Тимофеев спорт отраслĕнче 50 çул ĕçлет. Çак тапхăрта пултаруллă тренер тĕрлĕ ăмăртура палăрнă нумай самбиста çитĕнтернĕ. Физкультурăпа спорт аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн вăл хисеплĕ ятсемпе тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. Редакци тĕпелĕнче сумлă тренера самбо, вĕренекенĕсем тата ытти çинчен калаçтартăмăр.

— Александр Федорович, эсир самбăна парăннă. Вăл сире мĕнпе тыткăна илчĕ?

— Самбо спортсмена тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшать, çавăнпа спортăн çак тĕсне нумайăшĕ суйлать. Совет союзĕнче вăл анлă сарăлнăччĕ, анчах самбо секцине лекме çăмăл марччĕ. Спортăн çак тĕсĕ халĕ те хăйĕн сумне çухатман. Самбистсем дзюдопа, панкратионпа, спортăн ытти тĕсĕпе туслă. Раççейри тата республикăри самбистсен хушшинче паянхи кун та конкуренци пысăк. Чăваш Енре тренерсен шучĕ нумай — 40 яхăн. Шупашкартах — 27 çын. Йышра çамрăксем те пур. Вĕсене федераци нумай пулăшать. Çĕнĕ Шупашкарта вара ку енĕпе йывăртарах. Шалу пысăк маррипе ăста специалистсемех тренерта ĕçлесшĕн мар.

— Эсир самбăпа шкул çулĕсенчех туслашнă-и?

— Ун чухне эпир, ял çамрăкĕсем, самбо çинчен пĕлсех кайман. Ытти ача пекех спорта юратса ӳснĕ. Йĕлтĕрпе ăмăртнă, конькипе ярăннă, кросс чупнă. Кĕрешнĕ, бокспа интересленнĕ... Шкултах спартакиадăсем, турнирсем йĕркелеттĕмĕр. Яшсен хушшинче ялан кам вăйлăрах пулнине тĕрĕсленĕ. Ял хуçалăх институтĕнче самбăпа кăсăкланма тытăнтăм. Ун чухне тренерсем çукчĕ, самбо мелĕсене хамăр тĕллĕнех ăса хываттăмăр. Çав тапхăрта аслă шкулта Алексей Рыбаков пек маттур самбистсем пурччĕ. Институт команди те республикăра чи вăйличчĕ. Тĕслĕхрен, Валерий Лаптевпа Валериан Соколов, Валерий Львовпа Владимир Мельник боксерсем унта вĕреннĕ. «Урожай» спорт обществи ирттерекен ăмăртусене хутшăнаттăмăр, ял спорт вăййисенче пĕрре мар тупăшнă. Пĕтĕм Союзри турнирсенче вăй виçнĕ. Узбекистанра, Болгарире, Румынире тата ытти çĕрте пулса куртăмăр.

— Сире малтанхи вĕренекенĕрсемех лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Çитĕнӳсен вăрттăнлăхĕ мĕнпе çыхăннă?

— Иккĕмĕш курсра тренерта ĕçлеме пуçларăм. Çавăн чухнех Владимир Белова асăрхарăм. Вăл СССР кубокне 6 хутчен çĕнсе илчĕ, Раççей тата СССР чемпионачĕсенче çĕнтерчĕ, тĕнче чемпионатĕнче палăрчĕ. Ун хыççăн Алексей Капралов, Владимир Марков, Юрий Владимиров, Николай Петров, Андрей Файрузов тата ыттисем пысăк çитĕнӳсем турĕç. Тренерпа спортсмен пĕр-пĕрне ăнлансан çитĕнӳ пулатех. Паллах, спортсменăн тăрăшулăхĕпе ăсталăхĕнчен те нумай килет.

— 10-15 çул каялла Чăваш Енре Сергей Иванов самбистăн ячĕ янăратчĕ. Ун çинчен те каласа кăтартăр-ха.

— Сергей 11 çултах хăр тăлăха юлнă. Çапах пурнăç йывăрлăхĕсене парăнмастчĕ, çĕнтерӳ патне талпăнатчĕ. Малтанах ыттисен хушшинче тăрăшулăхĕпе палăрса тăратчĕ. Маттурскер 2008-2010 çулсенче тĕнче тата Европа ăмăртăвĕсенчен виçĕ ылтăн медальпе таврăнчĕ, суперкубок та çĕнсе илчĕ. Ун чухне çавнашкал пысăк турнирсенче малта пулма çăмăлах марччĕ. Тĕслĕхрен, Сергей тĕнче ăмăртăвне пĕрремĕш хут кайсан Ази тата Европа чемпионĕсене çĕнтерчĕ. Тепĕр икĕ çултан та чи вăйлисемпе кĕрешрĕ. Вăл — спортăн тĕнче класлă мастерĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Вăйлă поэзи ахрăмĕ

Хусан чăвашĕсем Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине анлăн паллă тăваççĕ

Кăвар чĕреллĕ поэтăмăра сума сăвакансене «Чăваш ачи, сассуна пар!» музыкăпа поэзи фестивалĕ утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Хусанти Декабристсен урамĕнчи 2-мĕш çурт умĕнчи илемлĕ лапама пухрĕ. Кунта «ТАТМЕДИА» акционерсен обществине кĕрекен Тутарстанри хаçатжурналсен редакцийĕсем çу тăршшĕпех тĕрлĕ уяв ирттереççĕ. Сквер-лапама «фестивальлĕ» ят пани çавăнпа та пĕрре те ăнсăртран мар. Кӳршĕ регионра 5 пичет кăларăмĕ чăвашла тухса тăрать. Вĕсенчен пĕри «Сувар». Анлă мероприятие унăн редакторĕ Ирина Трифонова тирпейлĕн ертсе пычĕ.

Ĕмĕрхи истори пулăмĕсен авăрĕ

Ирина Федоровна чи малтанах «ТАТМЕДИА» акционерсен обществин тĕп директорне Шамиль Садыкова сăмах пачĕ. Ертӳçĕ шухăшĕпе, çакнашкал илемлĕ уявсем вулакансемпе редакцисен хушшинчи çыхăнăва вăйлатма кирлĕ. «Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствипе эпир 2021 çултах туслă килĕштерсе ĕçлеме килĕшӳ тунă. Çав документ шайĕнче кулленех пĕр-пĕрин опычĕпе паллашатпăр. Чăвашсем – тăванла халăх. Пирĕн уява паян Шупашкартан килнĕ сумлă хăнасем илем кӳреççĕ», – терĕ Шамиль Мухаметович. Вăл ырă йăлана мала тăсма сунса поэзи, истори тĕнчине выртакан çул çӳревсем кăсăклине, илĕртӳллине палăртрĕ. Пĕр ĕмĕр каяллахи истори пулăмĕсен авăрне фестивале пухăннисене Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕн ертӳçи Антонина Андреева çавăтса кĕчĕ. «Яш кун-çулри сенкер тĕссем» куçса çӳрекен курав Çеçпĕлĕн Теччĕри пурнăçĕпе – политика ĕçне кĕрсе кайнă тапхăрпа çыхăннă. Антонина Васильевна каласа панă тăрăх, Теччĕри виçĕ çул паллă поэт-революционерăн пурнăçĕнче чи çутă тапхăр пулнă. Шăп çакăнта вĕреннĕ чухне Михаил Кузьмин /Çеçпĕл Мишшин чăн хушамачĕ/ пуçласа «Çеçпĕл» псевдонимпа сăвăсем çырнă, Хусанта тухса тăракан «Канаш» хаçатра пичетленнĕ. «Ку вăхăтсем уйрăмах асра юлмалла иртнĕ, поэтăн çутă кунĕсем унта нумай пулнă. Вăл учительсен семинарийĕнче вĕреннĕ, Теччĕре виçĕ çул пурăннă хушăра унта та манăçми тарăн йĕр хăварнă. Çеçпĕле тăван чăваш чĕлхишĕн пĕр пулас тĕллев канăç паман. Вăл çирĕм икĕ çула тăсăлнă кĕске ĕмĕрĕнче историксемпе критиксем валли тĕпчеме калама çук нумай материал парса хăварнă», – терĕ Антонина Васильевна. Курава илсе килнĕ экспонатсенчен чи пĕлтерĕшли – поэта çырма çунат хушса, хавхалантарса тăнă вунă çул аслăрах Анастасия Червяковăн портречĕ. Çеçпĕл Мишши ӳкерме те ăста пулнă. Вăл савнине халалласа çырнă картинăна Халăх çуртĕнче журналсем урлă вăрттăн парса хăварнă – качча кайнă хĕрарăмăн чысне варалас темен. Çунса тухасла тапакан чĕрине лăплантарма кунне темиçе сăвă та çырнă. Вĕсенче – поэтăн чун ыратăвĕ, асапĕ. Анастасия Червякова патне шăрçаланă тарăн шухăшлă çырусем паян музейĕн пуян еткерлĕхĕнче. «Чăваш ачи, сассуна пар!» фестивальте ăна Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн актерĕсем Надежда Полячихина тата Юрий Торговцев чуна витермелле вуларĕç. Поэтăн чи пысăк туйăмĕсене ку йĕркесем яр уççăн кăтартаççĕ: юратупа пĕрлех ӳкĕнӳ те вĕсенче, тарăхупа шанăç та, анчах та автор хăйĕн вăй-хал çирĕплĕхне, çутă малашлăхшăн кĕрешнине сăмах вăйĕ урлă тивĕçлĕн кăтартнă. <...>

Валерия БЕЛОВА.

♦   ♦   ♦


Паха вăрлăха тĕрлĕ региона ăсатаççĕ

Вăрнар округĕнчи «Санары» агрофирма уй-хирĕнче пĕр çум курăк та кураймăн. Тырă пучахĕсем шултра, тулли, çирĕп... Çакă паха вăрлăх акнипе тата пусă çаврăнăшне пăхăннипе çыхăннă. Хуçалăх тыррăн мĕнле сорчĕсене ӳстерет, технологие мĕнле пăхăнать — кун пирки агрофирмăн генеральнăй директорĕпе Андрей Петровпа калаçрăмăр.

Сортсене çĕнетсех тăраççĕ

Ял хуçалăх предприятийĕ 1344 гектар лаптăк çинче тыр-пул акса илет. Вăрлăх туса илекен хуçалăх пулнă май кунта сортсене çĕнетес ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. — Кĕркунне 260 гектар кĕрхи тулă, 30 гектар ыраш акса хăвартăмăр. Вĕсем аванах хĕл каçрĕç. Чылай çул кĕрхи туллăн «Московская-56» сорчĕпе ĕçлетпĕр, кăçал çĕннине — «Московская-82» — ӳстерсе пăхма шут тытрăмăр. Тыр-пул уй-хирте аван аталанчĕ. Унран лайăх тухăç илессе шанатăп. Асăннă сортăн лаптăкне пысăклатма палăртатпăр. Пĕлтĕр туллăн «Московская-27» сортне туянтăмăр. Ăна вăрлăх туса илекен Мускаври институтра та пысăках мар лаптăкра кăна ӳстереççĕ, пире те 600 килограмран ытла парса ямарĕç. Чăваш Енре хальлĕхе асăннă сорта никам та акман-ха. Вăл пирĕн регионта хăйне мĕнле кăтартса парасса сăнатпăр, — каласа кăтартрĕ Андрей Робертович. Агрофирмăра 4 çул каялла тепĕр хут йĕтĕн акма тытăннă. Хуçалăх ĕçченĕсем малтанхи çулсенче «Лирина» сорта килĕштернĕ, кăçал Краснодартан «Флиз» элита репродукциллĕ вăрлăх илсе килнĕ. Иккĕшĕ те 60-шар гектар лаптăк йышăнаççĕ. Усламçăсем паха вăрлăх ăçта туянмаллине пĕлсе çитнĕ: тӳрех «Санары» агрофирмăна çул тытаççĕ. Андрей Робертович каланă тăрăх, малтанхи çулсенче усламçăсем йĕтĕн вăррине Раççей тулашнех ăсатнă. «Флиз» сорт пирĕн регионшăн вырăнлă-и, тухăçлăхĕпе савăнтарĕ-и? Хуравне пĕлмешкĕн çĕр ĕçченĕсем комбайнсем уй-хире тухасса кĕтеççĕ. — Пирĕн тăрăхра çуркунне çумăр кашни кунах пĕчĕккĕн çуса тăчĕ, çавна май çурхи ĕçсем тăсăлса кайрĕç. Йĕпе-сапана пула викăпа йĕтĕн лайăхах аталанаймарĕç, — асăннă культурăна ӳсме чăрмав кӳрекен сăлтава уçăмлатрĕ ертӳçĕ. — Çакна палăртмалла: йĕтĕне сӳсне пула пуçтарма йывăртарах. Çирĕп туналлăскер комбайн çине явăнать. «Лирина» сортăн сӳс виçи пĕчĕк, çавăнпа ăна вырнă чухне йывăрлăх пулман. Маларах ăна пухса кĕртмешкĕн «Озон-6» «жатка» туяннăччĕ. Вăл пучахсене кăна пуçтарать. Пĕлтĕр ăна модернизацилерĕмĕр. Техника хăйне лайăх енчен кăтартрĕ, çавăнпах йĕтĕн лаптăкĕсене пысăклатасшăн. Ултă ретлĕ пучах Раççей тĕлĕшпе Хĕвел анăç санкцисем вăя кĕртиччен çу çарăкне Раççей тулашнех ăсатнă. «Санары» агрофирма çитĕнтернĕ вăрлăх ытти çĕршыва çитнĕ. Апла пулин те ертӳçĕ халĕ те алă усмасть, çу çарăкне ăнăçлă ӳстерсе, пухса илсе аван сутасса шанать. Агрофирма нумай çул викăн «Спутница», пăрçан «Кулон» сорчĕсене туса илет. Пысăк тухăç паракан культурăсене хуçалăхра малашне те акса çитĕнтересшĕн. Çав вăхăтрах сортсене çĕнетессине те тĕпе хураççĕ: викăн «Узуновская-15» сорчĕ питĕ савăнтарать иккен. Пăрçа лаптăкĕ — 120 гектар. «Кулон» сорта çӳллĕ ӳсменнипе, «сухаллă» пулнипе /çавна май пĕрпĕринчен тытăннипе ӳкмест/ кăмăллаççĕ аграрисем. Комбайнпа тӳрех вырса тĕшĕлеме май пурри те ĕçе чылай çăмăллатать. Тухăçĕ вара уйрăмах савăнтарать — çулсерен 43 центнертан кая мар. — Вăрлăх ĕрчетекен хуçалăх пулнăран туянакансене паха вăрлăхпа тивĕçтерессишĕн тăрăшатпăр, çавăнпах сортсене çĕнетсех тăратпăр. Вăрлăх пахалăхлă пулни шăтса тухсанах курăнать. Калча тикĕс шăтать. Кая юлсан каюллă пулать, эппин, управа хуриччен типĕтме тивет. Люцернăн «Виктория», çурхи туллăн «Буран», «Никон», «Ирень-2», «Ворожея» сорчĕсемпе ĕçлетпĕр. Люцерна 50 гектар йышăнатчĕ. Кăçал унăн лаптăкне пысăклатрăмăр, 140 гектара çитертĕмĕр. Паха вăрлăха Тутар Республикинчи аграрисем чылай туянаççĕ. Кӳршĕ регион фермерĕсем 700 тонна çурхи тулă, 300 тоннăна яхăн пăрçа илсе кайрĕç. Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе те тачă çыхăну йĕркелерĕмĕр: пирĕнтен пĕрре вăрлăх туяннисем тепре те таврăнаççĕ. Урпан «Вакула» сортне акатпăр. Пучахĕ 6 ретлĕ пулнипе килĕшет вăл. Пĕр гектар акма вăтамран 250 килограмм вăрлăх кирлĕ пулсан «Вакула» сортăн 180 килограмĕ те çителĕклĕ. Тухăçĕ вара ыттисенчен кая мар, гектартан 40 центнер ытла пухса илетпĕр, — урпан çак сортне мĕншĕн суйланине ăнлантарчĕ Андрей Робертович. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Çынсене кăна мар, чĕр чунсене те илĕртет

Кĕçĕн Чементи çăл куç патĕнче хур кайăксем хĕл каçаççĕ

Патăрьел округĕнчи Кĕçĕн Чемен пысăках мар ял, çапах кунта пысăк чун-чĕреллĕ, çут çанталăкшăн тăрăшакан тата пулас ăрусемшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тăвакан çынсем пурăнаççĕ. Хастарсем кар! тăрса вырăнти çăл куçа хăтлăлатнă. Çакна республика шайĕнче те хакланă: ку ĕçе хутшăннисен пĕр ушкăнне нумаях пулмасть иртнĕ «Раççей çăл куçĕсем — Чăваш Ен çăл куçĕсем» экофестивальте чысланă.

Йĕри-тавра — çатан карта

«Манăн анне Аслă Чементен пулнă. Вăл çак çăл куç пирки каласа кăтартнине астăватăп. Ĕлĕк хĕрсем пир тĕртнĕ те ăна çума сиплĕ çак шыв патне çӳренĕ. Кайран пăхса тăманнипе çăл куç юхăнма пуçланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче шыв çуккипе нушалантăмăр. Мăшăрăм Петр Терентьевич çăл куçа тасатма шухăшларĕ. «Шыв илме халăх таçтан та килĕччĕ», — çапла калатчĕ вăл пĕрмай. Колхоз председателĕнчен пулăшу ыйтрĕ, тимĕр ункă ыйтса илчĕ. Ялти хĕрарăмсем те — Мария Моисеева, Татьяна Иванова, Екатерина Моисеева — упăшкан пуçарăвне ырласа ĕçе хутшăнчĕç. Çапла тăваттăшĕ ункă лартса, çăл куçа хăтлăлатса юхмалла турĕç. Çав çулхине хĕлĕпе çăл куçран шыв ăсса пурăнтăмăр. 2010 çулта та, типĕ çанталăк хуçаланнă вăхăтра, çăл куç пысăк пулăшу кӳчĕ. Хамăр ялта кăна мар, кӳршĕ Шăхачра тата Аслă Чементе пурăнакансем те унтан шыв ăсса тăчĕç. Пурăна киле тимĕр ункă шăтрĕ. Шыв шайĕ чаксах пырать те Шăхач территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Лилия Кутузова патне çăл куçа тасатмашкăн сĕнӳпе тухрăм. «Пирĕн çăла çăлмаллах», — терĕм. Часах хастарсен ушкăнĕ йĕркеленчĕ: Шăхачран Николай Узюкинпа Василий Щербигин килчĕç, хамăр ялтан эпĕ, мăшăрăм Петр Махоркин, Альбина Кудряшова пуçтарăнтăмăр. Шыва тасатса виçĕ ункă ятăмăр. Малтанах кун валли халăхран укçа пухнăччĕ. Ку ĕçе хамăр ялта пурăнакансем те, Шăхачсем те хутшăнчĕç», — пуçларĕ калаçăва Кĕçĕн Чементе пурăнакан Тамара Махоркина. Çăл куçа хăтлăлатнипе кăна çырлахман хастарсем: йĕри-тавра илемлĕ пултăр тесе кĕнĕ çĕрте — хăмаран, ытти çĕрте хăваран карта тытса çавăрнă, хăма çинче «Çăл куç» тесе касса кăларса çакнă, шыв патне илсе çитерекен хăйне евĕр çул сарнă — каскасем хурса тухнă, икĕ енĕпе чечексем лартнă, беседка вырнаçтарнă. Çăл куç шывĕ типмест, çырмана юхса тухаканскер хĕлле те шăнмасть. «Пирĕн пĕр ĕмĕт кăна пулнă: эпир халăх валли канма хăтлă вырăн кирлĕ тесе шухăшланă. Çăл куç ял илемĕ-çке-ха. Тĕрĕссипе, ăна хăтлăлатнă чухне канлĕ çывăрасси пулмарĕ. Ыран ĕçлеме кам тухатьши тесе шухăшлаттăм. Пĕр тытăннă ĕçе вĕçне çитиех пурнăçлас килетчĕ, — хавхаланса калаçрĕ Тамара Георгиевна. — Ун тавра карта тытассишĕн пурте кар тăрса ĕçлерĕмĕр. Мăшăрăм тракторне тапратса çула тухрĕ, хĕрарăмсем вара хăва касрĕç. Арçынсем вĕсене тиесе тăрса çăл куç патне турттарса килчĕç. Çапла илемлĕ çатан карта пулчĕ. Кăçалхи çу уйăхĕнче çăл куçа пачăшкă сăвапларĕ. Кĕçĕн Чемене Шупашкартан хĕреслĕ çула тухнă çынсен ушкăнĕ çитрĕ. Вĕсем çăл куç патне турăшсем йăтса утрĕç. Вăрăм çула тухнăскерсене апат çитермесĕр ямарăмăр. Çăл куç çывăхĕнче ятарласа вырнаçтарнă çаврака йывăç сĕтел вырăнлă пулчĕ. Халĕ çăл «Иксĕлми çăл куç» турăш ячĕпе хисепленет. Çывăхра турăшне те вырнаçтарнă. Çăл куçа сăвапланă пачăшкă кунта йывăç хĕрес илсе çакма ыйтнăччĕ. Унашкаллине Улатăрти мăнастирте сутнине пĕлтĕмĕр. Пĕр пĕлĕш çак хулара ĕçлет те илсе килме ыйтрăм. Анчах ăна манахсене çеç параççĕ иккен. Çавăнпа йывăçран туни вырăнне тимĕррине çакма шут тытрăмăр. Унашкаллине çакма юранипе юраманнине хамăр округри Аслă Чементи чиркӳре чылай çул ĕçленĕ Петр аттерен ыйтса пĕлтĕм — чару пулмарĕ». <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


«Юратупа килĕшÿре пурăнакансем телейлĕ»

«Телейлĕ чухне эпир савăнса кулатпăр, хурлăхра пĕр-пĕрин аллине çирĕпрех тытатпăр. Кирек епле йывăрлăха та çĕнтерме пултаратпăр, мĕншĕн тесен эпир туслă çемье», — теççĕ Шупашкар хулинче пурăнакан Черновсем.

Ăнсăрт тĕлпулу — çĕнĕ пурнăç пуçламăшĕ

Çак мăшăра пĕлекенсем: «Николай çемьешĕн тăрăшаканскер, Ирина — кил ăшшин управçи», — теççĕ. Черновсен ачисем те /пиллĕкĕн вĕсем/ пĕринчен тепри пултаруллă. «Эпир 2006 çулта çемье çавăртăмăр, — калаçăва пуçларĕ Ирина Николаевна. — Эпĕ Куславкка тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ. Упăшка — Вăрнар тăрăхĕнчен. Иксĕмĕр те пысăк çемьере çитĕннĕ. Манăн икĕ шăллăм пур. Мăшăр — пилĕк пĕртăванран пĕри. Эпир атте-аннен ырă йăли-йĕркине малалла тăсрăмăр ĕнтĕ…» Иринăпа Николай Шупашкарта паллашнă. Ăнсăртран тĕл пулни, тĕрĕссипе, нимĕнле малашлăх та шантарман. …Ирина И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Çав кун, 2005 çулхи çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче, вăл юлашки экзаменне тытнă. Лайăх паллă илнипе хавасланнăскер залива васканă, унта юлташĕпе тĕл пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах çамрăк тем сăлтавпа хĕр патне килмен. Çакăншăн кăмăлсăрланнă Ирина хĕр тусне уçăлса çӳреме чĕннĕ. «Унпа иксĕмĕр уткаласа çӳренĕ вăхăтра тусăм пĕлĕшĕсене асăрхарĕ. Анчах вĕсем чĕннине илтмесĕр пăрăнса кайрĕç. Тепĕр хут вĕсемпе пылак мамăк сутакансем патĕнче тĕл пултăмăр. Сăмах хыççăн сăмах… Тусăмăн пĕлĕшĕн юлташĕ Николай питĕ вăтанчăкскер пулчĕ. Малтанах калаçасшăн та пулмарĕ. «Эпĕ авланнă, манăн икĕ ача», — тесе айккинелле пăрăнма тăрăшрĕ», — аса илчĕ Ирина. Уйрăлма вăхăт çитсен çапах та Николай Иринăна ăсатса яма кăмăл тунă. Çурт патне çитсен хĕртен телефон номерне ыйтма та хăюлăх çитернĕ. «Эпĕ унăн номерне «Хури» тесе çырса хутăм. Кăсăкли кунта акă мĕн: вăл Чернов хушаматлă пулнине кайран тин пĕлтĕм, — калаçăва тăсрĕ Ирина. — Икĕ кунран манăн телефон янăраса кайрĕ. Экран çинче «Хури» тесе çырни çуталчĕ. Камччĕ ара ку? Малтанах аса илеймесĕр халтан кайрăм. Тăватă-пилĕк сăмах хушса калаçнă хыççăн тавçăртăм: заливра тĕл пулнă каччă!» Çав самантран пуçланнă та çамрăксен туслăхĕ. Малтан хушăран тĕл пулкаланă. Каярахпа тĕлпулусен хушши кĕскелсе пынă… Çĕнĕ хуçалăх йĕркеленнĕ Тепĕр çулталăкран çамрăксем çемье çавăрма çирĕп шухăш тытнă. Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Николай çывăх çыннисемпе Куславкка тăрăхне хĕр çураçма кайнă. Тепĕр уйăхран йышлă тăван-хурăнташ туйра савăннă. «Вăрнарти ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ хыççăн тăван ялти хуçалăхра ветеринара вырнаçнăччĕ, — калаçăва хутшăнчĕ кил хуçи. — Çемье çавăрсан Шупашкара пурăнма куçрăмăр. МТВ-центрта ĕçлерĕм. Унта пушар пулнă хыççăн стропальщике вĕрентĕм, суту-илӳ комплексне çĕнĕрен тума хутшăнтăм. Каярахпа вара пысăк хулари стройкăсене çӳреме пуçларăм. Хальхи вăхăтра барнхаус евĕрлĕ çуртсем тăвас енĕпе вăй хуратăп». Ирина пĕчĕкрен чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах шкул пĕтерсен ашшĕ-амăшĕ вăл суйланă специальноçпа килĕшмен, экономиста вĕренме сĕннĕ. Çав çулсенче, сăмах май, çак професси ĕç рынокĕнче питĕ кирлисенчен пĕри шутланнă. Хĕр аслă шкулта аван вĕренсе пынă. Çав вăхăтрах ку ĕç патне чун выртманнине те туйнă. Пĕр тапхăр «Акконд» фабрикăра ĕçленĕ. Пĕррехинче Ирина Николаевнăна ачисем çӳрекен садик заведующийĕ хăйсем патне ĕçе йыхравланă. Нумай шухăшласа тăман вăл — килĕшнĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах воспитателе вĕреннĕ. «Ачасемпе ĕçлеме питĕ килĕшет. Вĕсен кашни пĕчĕк çитĕнĕвĕшĕн чунтан савăнатăп», — терĕ Ирина Николаевна. Çемье ӳссе пынă май кил ăшшин управçин йывăрлăхĕсем те пысăклансах пынă. Мăшăр виççĕмĕш ачи çуралнă хыççăн çĕр лаптăкĕ илнĕ. Унта çурт лартма пуçланă. Кил хуçи вĕçĕмсĕр командировкăсене çӳренĕрен хуçалăх пĕтĕмпех Ирина çинче пулнă. Çавна май унăн ĕçрен кайма тивнĕ. Паян вăл кил ăшшине упрассишĕн, тирпейлĕхпе хăтлăх кĕртессишĕн, ачисене вĕрентсе воспитани парассишĕн тăрăшать. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Инкек ÿсĕрпе юнашарах çÿрет

Руль умне ӳсĕрле ларнине преступленипе ахальтен танлаштарман. Ӳсĕр, хĕрĕнкĕ çыннăн реакци текенни мăкалать те — хăйне кăна мар, чи малтан ытти çынна пысăк хăрушлăх кӳрет. Çакна çирĕплетекен хурлăхлă тĕслĕх — çине-çинех.

Шалти ĕçсен министерствин следстви управленийĕ çак кунсенче скандинавсен мелĕпе утма тухнă хĕрарăмсем çине пырса кĕнĕ ӳсĕр водитель тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ, тишкерме суда панă. Инкек кăçалхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче каçхине «Мăн Сĕнтĕр — Ильинка — Шупуç — Ямолкă» çулăн 1-мĕш километрĕнче, Муркаш округĕнчи Шупуç ялĕ çывăхĕнче, пулнă. Скандинавсен уттине килĕштерекен тăватă хĕрарăм йăлана кĕнĕ йĕркепе уçăлма тухнă. Çывхаракан автомобиле асăрхаса çул айккинелле, юр кĕрчĕ çине, пăрăннă. Машинăна ирттерсе ярасшăн пулнă, анчах вĕсем патне çитсен «Мицубиси» кĕтмен çĕртен пăрăннă та хĕрарăмсенчен иккĕшне пырса çапнă. 52 çулти хĕрарăм, колонна вĕçĕнче пулнăскер, вилмеллех суранланнă — çавăнтах сывлама пăрахнă. Аманнă тепĕр хĕрарăма больницăна ăсатнă — çăлса хăварнă. Тĕрĕслев 34 çулти водитель вăйлах ӳсĕр пулнине çирĕплетнĕ. Следстви вăхăтĕнче вăл хăй те тунса тăман: çав кун темиçе хут та эрех ĕçнĕ-мĕн — пурпĕр руль умне ларнă. Апла пулин те тăватă ача ашшĕ хăйĕн айăпне туллин йышăнман. Çынсем çине пырса кĕни вăл эрех ĕçнипе пачах çыхăнман имĕш. Следстви машина шăпах ӳсĕр водитель айăпĕпе выляса кайнине, çул айккине тухнине ĕнентернĕ — çакă инкеке сăлтавланă. Мăн Сĕнтĕр çыннине çул-йĕр правилисене ӳсĕрле пăснă май асăрханмасăр çынна вилĕм кӳнĕшĕн айăплакан уголовлă ĕçе Муркаш районĕн сучĕ тишкерĕ. Машинăпа ӳсĕрле çула тухнăшăнах Шупашкар çынни те кĕçех суд умне тăрĕ. Телее, ку тĕслĕхре ĕç-пуç инкек пуласси патне çитмен. ПАИ сотрудникĕсем тимлĕ пулман тăк, пĕлсе пĕтер, тен, çитетчĕ те. Патшалăх автоинспекцийĕн ятарлă ДПС батальонĕн экипажĕ Шупашкар округĕнчи Яранкассинчен тухакан автомобиле асăрхаса сисчĕвленнĕ. Водитель патруль машинине курсан каялла çаврăннă та — çакă иккĕленӳ çуратнă... Аслă инспектор Валерий Перепелкин руль умĕнчи çынна медицина тĕрĕслевĕ ирттерме сĕннĕ. 43 çулти арçын, Шупашкарта пурăнаканскер, амăшĕн автомобилĕн рулĕ умне ӳсĕрле ларни çирĕпленнĕ. Унтан вара çакскер полици аллине маларах та, 2020 çулта, çакланни палăрнă — эрех ĕçнĕ хыççăн машинăпа çӳренĕшĕнех. Ун чухне ăна урăх регионта тытса чарнă — водитель прависĕр хăварнă, административлă майпа явап тыттарнă. Анчах темиçе çул каяллахи тĕслĕх уншăн урок пулман ахăр — каллех çав кĕрепле çине пуснă. Ку хутĕнче яваплăх хаяртарах пуласси куçкĕрет: ӳсĕрле руль умне иккĕмĕш хут ларнăшăн УК 264.1 статйипе уголовлă ĕç пуçарнă. Нумаях пулмасть вара икĕ каччă Шупашкарта инкек пулассине сирнĕ — ӳсĕр водителе чарма пулăшнă. Степан Мытаревпа Антон Васильев, машинăпа Стрелоксен 324-мĕш дивизийĕн урамнелле каяканскерсем, çул çинчи «Фольксваген Транспортерăн» сисчĕвлентерекен маневрĕсене асăрханă: водитель, тем тесен те, урă мар... Микроавтобус çулсем хĕресленекен вырăнта чарăнсан çамрăк çынсем, нумаях пулмасть кăна вăхăтлăх çар службине вĕçлесе киле таврăннăскерсем, «каскадера» вырăнтан тапранма паман — Патшалăх автоинспекцийĕн экипажĕ çитессе кĕтсе илнĕ. Чăнах та, «Фольксваген» водителĕ ӳсĕр иккен — руль умĕнчен тухма тивнĕ, ăна административлă майпа явап тыттарнă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.