Хыпар 76-77 (28104-28105) №№ 14.07.2023

14 Утă, 2023

Çар çыннисемпе вĕсен çемйисемшĕн – пулăшу

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн ĕçченĕсем пире, ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене, кану кунĕсене пĕрле ирттерме сĕнни питĕ килĕшрĕ, — пĕлтерчĕ мобилизаци йĕркипе çар ретне тăнă офицерăн мăшăрĕ Елена. — Çапла майпа чун-чĕрене вĕçĕмсĕр çуйхантарса тăракан шухăшсене сирме, пĕр евĕрлĕ лару-тăрури çынсемпе тĕл пулса калаçма пултартăмăр. Ачасем те вăхăта хаваслă ирттерчĕç».

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе йĕркеленĕ патшалăх фончĕн Чăваш Енри филиалĕ уçăлнăранпа пĕр уйăх ытларах кăна вăхăт иртрĕ. Çак тапхăрта учреждени Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисемпе вĕсен çемйисемшĕн чăн-чăн тĕрев пулса тăчĕ.

Филиал ертÿçи Елена Зайцева пĕлтернĕ тăрăх, учреждени ĕçлеме пуçланăранпа 375 çынна йышăннă. Вĕсен ыйтăвĕсем, тĕпрен илсен, çар çыннисене тивĕçекен тĕрлĕ пулăшу мерисемпе çыхăннă. Филиала килекенсен хушшинче ветеран е инвалид статусне илессишĕн пыракан ытларах. Çавăн пекех медицина реабилитацийĕпе, психологи тата психотерапи пулăшăвĕпе кăсăкланаççĕ. Чылай вăхăт çыхăнăва тухман салтаксене шыракан амăшĕсем те, арăмĕсем те килеççĕ. Фонд специалисчĕсем пур ыйтăва та шута илсе вăраха ямасăр татса пама тăрăшаççĕ.

«Вăйлă команда йĕркеленчĕ. Йышра тĕрлĕ профильлĕ специалист ĕçленĕрен кашни тĕслĕхе пур енлĕн пăхса тухма май килет. Филиал специалисчĕсем республикăри кашни округрах ĕçлеççĕ. Апла пулин те Шупашкарти тĕп офиса килекен нумайрах», — пĕлтерчĕ Елена Зайцева. Калаçăва Шупашкар хулинчи социаллă координатор Галина Рязанова та хутшăнчĕ: «Пирĕн пата килекен кашни çыннах кăмăллăн кĕтсе илме, тимлĕ итлеме тăрăшатпăр. Вĕсен ыйтăвне татса памалли çул-йĕре, меслетсене вăхăтра палăртса тивĕçлĕ йышăну тăвасси пирĕн тĕп тĕллев пулса тăрать тесе шутлатпăр».

Çар çыннисем филиал ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕç. Акă ятарлă çар операцийĕнчен аманса килнĕ салтак офисра ахаль йышши костыле хăвăртрах çÿреме май параканнипе улăштарнă. Тепри çĕрле ыйхă килмесĕр аптăранăран психологран пулăшу ыйтнă. «Халĕ канлĕ çывăратăп, — терĕ вăл. — Юлташа та пулăшрĕç. Вăл, вăтанчăкскер, тем тесен те, офиса хăй тĕллĕн килместчĕ. Социаллă координатор хăй ун патне шăнкăравланă, мĕн пăшăрхантарнине ыйтса пĕлнĕ, пулăшнă». Виççĕмĕшĕн хĕрне филиал специалисчĕсем квотăпа килĕшÿллĕн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕмешкĕн РФ Вĕрентÿ министерстви çирĕплетнĕ справкăсене илме пулăшнă. «Çемьешĕн, ачасемшĕн тăрăшакансем пуррине пĕлнĕрен Тăван çĕршыва малти ретре хÿтĕлекенсем хăйсене лăпкăрах туяççĕ. Пире кунта кĕтнине ăнланатпăр», — теççĕ çар çыннисем. Филиал ĕçченĕсем отпуска килекен контрактниксемпе те час-часах тĕл пулаççĕ, пулăшу мерисене, ытти ыйтăва сÿтсе яваççĕ, çар çыннисен сĕнĕвĕсене шута илсе пулăшу ĕç-хĕлне йĕркелеççĕ.

«Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн Чăваш Енри филиалĕ общество проекчĕсене пурнăçлама тата çамрăксене патриотизм воспитанийĕ пама хастар хутшăнать. Акă çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче фонд ĕçченĕсем çар çыннисен мăшăрĕсемпе ачисене, çывăх çыннисене тĕп хулари А.Г.Николаев ячĕллĕ парка йыхравланă, канмалли куна пĕрле ирттерме май туса панă. Шăпăрлансем каруççелпе ярăннă, вылянă вăхăтра аслисем чуна уçса калаçма, пĕр-пĕрин нуши-савăнăçĕпе паллашса сĕнÿ- канаш пама пултарнă. Çавăн пекех филиал Афганистан вăрçин инваличĕсен пĕрлĕхĕпе пĕрле утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрринче хĕрÿ вырăнсенче пулнисен спартакиадине ирттерме хатĕрленет. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


Хăйсен ĕçне шута илтернисене субсиди параççĕ

Агроаналитика центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăра 168,3 пин кил хуçалăхĕ шутланать. Паянхи кун тĕлне профессирен илекен тупăшран налук тÿлемелли йĕркепе хăйĕн ĕçне йĕркелеме килĕшнĕ 43 пин çынна шута илнĕ. 2023 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне çав шутран 10,3 пинĕшĕ ялсенче тăрăшнă.

Производство мĕнле шайра?

Профессирен илекен тупăшран налук тÿлесе кирек кам та ªчиновниксемсĕр пуçнеº — вĕрентекен, тухтăр, медсестра, клуб ертÿçи, ытти специалист — тĕрлĕ енĕпе производство йĕркелесе ĕçлеме пултарать. Ял çынни хăйĕн ĕçне кил хуçалăхĕнче йĕркелет. Вăл пулмасан продукци туса илме йывăр. Ăна хатĕрлеме çурт-йĕр, ĕç хатĕрĕсем, техника кирлĕ. Кил хуçалăхĕсен шучĕ иртнĕ вăтăр çулта пурте пĕлекен сăлтава пула чакрĕ. Çапах вăй питти çынсем ăна аталантарма тăрăшаççĕ. Кил хуçалăхĕ паян нумайăшне тăрантарать. Йышĕ Канаш ª16,3 пинº, Шупашкар ª14,3 пинº, Муркаш ª12,6 пинº, Патăрьел ª11,9 пинº, Вăрнар ª10,3 пинº, Вăрмар ª10,1 пинº округĕсенче пысăк, Красноармейски ª4,6 пинº, Çĕмĕрле ª3,6 пинº округĕсенче вара пĕчĕк.

— Чăваш Енри мĕн пур йышши хуçалăхсенче туса илекен продукци калăпăшĕнче кил хуçалăхĕсен тÿпи — 37,7%, çав шутра вĕсем хатĕрленĕ ÿсен-тăран продукцийĕ — 35,2%, выльăхран илекен продукци 40,3% шутланать, — терĕ ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ольга Кудрявцева. — Кил хуçалăхĕсем тата хăйсен ĕçне йĕркеленисем мĕн пур производствăна хывакан тÿпе Çĕмĕрле ª75,6%º, Сĕнтĕрвăрри ª64,8%º, Элĕк ª60,6%º, Шăмăршă ª59,8%º, Хĕрлĕ Чутай ª58,4%º, Вăрмар ª56,1%º, Етĕрне ª54,6%º, Йĕпреç ª54,3%º, Канаш ª52%º округĕсенче самай пысăк. Вăл Çĕрпÿ ª29,6%º, Шупашкар ª15,9%º округĕсенче пĕчĕкрех.

«Кил хуçалăхĕ çынсене ĕçпе тивĕçтерет, çавăнпа шучĕ пысăкки те пĕлтерĕшлĕ», — тетпĕр. Вăл çемьене тăрантарсан, тăхăнтартсан, çурт-йĕр çавăрма, ачасене вĕрентме, ытти ыйтăва татса пама тупăш кÿрсен савăнăç кÿрет, çынсем урăх ĕç вырăнĕ шырамĕç. Кашни уйăхра тупăш мĕн чухлĕ илеççĕ? Кил хуçалăхĕсен 34% вăл 10 пин тенкĕ таран, тата 34% — 10-20 пин, 19,6% — 20-30 пин, 8,9% — 30-60 пин, 2% 60-90 пин тенкĕпе танлашать, 1,6% — 90 пин тенкĕ ытла. Кил хуçалăхĕсенче ытларах мĕнле продукци туса илеççĕ? — Вĕсен 93,2% — пахча çимĕçпе çĕр улми, 71,7% — улма-çырла. 58,7% — кайăк-кĕшĕк, 29,1% — мăйракаллă шултра выльăх, 18,2% — качакапа сурăх, 7,5% сысна усрать, — терĕ Ольга Кудрявцева. — Республикăра туса илнĕ ашăн — 22,2%, чăх çăмартин — 27%, сĕтĕн — 51,9%, пахча çимĕçĕн — 55,4%, çĕр улмин 63,4% — кил хуçалăхĕсен тÿпи. Вăл самай пысăк. Чăх çăмарти мĕн пур округра тенĕ пекех кил хуçалăхĕнче кăна туса илеççĕ. Тăвай, Вăрмар, Йĕпреç, Елчĕк, Хĕрлĕ Чутай, Патăрьел, Элĕк, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав округĕсен çăмарта производствинче кил хуçалăхĕсен тÿпи 100%. Кайăк-кĕшĕк фабрикисем ĕçленĕрен кил хуçалăхĕсен пайĕ Çĕрпÿсен — 38,2%, Шупашкар округĕнче — 20,8%, Муркашсен — 3,3%. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Пĕрле 10 пуслăх япала туянсан та савăннă

— Институтра вĕреннĕ чухне пит чипер хĕрпе паллашрăм та… Çав вăхăтранпа эпир пĕрле, — çумра ларакан Людмила Васильевна çине ăшшăн пăхса калаçрĕ Валерий Михайлович. Абрамовсем 1971 çулхи авăн уйăхĕнче çемье çавăрнă. Мăшăр пурнăçăн анлă çулĕпе алла-аллăн тытăнса утма пуçланăранпа 51 çул иртнĕ.

Кил хуçи Йĕпреç округĕнчи Хумпуç Патăрьел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемье вучахĕн управçи — Шупашкар тăрăхĕнчи Ăстакассинчен. Пурнăç çулĕ вĕсене Çĕрпĕве илсе çитернĕ, мăшăра унта тĕпленсе пурăнма шăпа çырнă.

— Эпир иксĕмĕр те çĕр çинче ĕçлесе ÿснĕскерсем, — калаçăва сыпăнтарчĕ Валерий Михайлович. — Иксĕмĕрĕн те атте-анне хресченсем пулнă. Эпир те пĕчĕкрен ял ĕçне хăнăхнă. Ватлăхра çывăх çынсене пулăшас тĕллевпех ял хуçалăхĕпе çыхăннă професси суйланă. Çав çулсенче пурте тенĕ пекех ялта тĕпленсе пурăнма тăрăшнă. Мускав, ытти пысăк хулана каясси пирки шухăшламан. Анчах пирĕн пурнăç урăхларах килсе тухрĕ. Йĕпреç вăтам шкулне кĕмĕл медальпе пĕтернĕ хыççăн Валерий Абрамов инженер-механик пулас шухăшпа Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Людмила Васильевна аслă шкулта зоотехника вĕреннĕ. Тăваттăмĕш курсра пĕлÿ илнĕ чухне паллашнă вĕсем. Икĕ чĕрене юрату хăвачĕ ĕмĕрлĕх çыхăнтарнине чунпа туйсан мăшăрланнă.

— Ун чухне иксĕмĕр те диплом илнĕччĕ. Лапсарти чăх-чĕп фабрикине ĕçе вырнаçрăмăр, — каласа кăтартрĕ Валерий Михайлович. — 1973 çулта Çĕрпĕве куçарчĕç, унта комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçлерĕм. Икĕ çултан мана, саппасри офицера, çара тепĕр хутчен илчĕç, Ульяновск хулинчи танк училищинче службăра тăтăм. Упăшкинчен Людмила та юлман. Пĕчĕк хĕрĕпе пĕрле вăл та Чĕмпĕре пурăнма куçнă. Абрамовсем 1975 çулта Çĕрпĕве таврăннă. Обком бюровĕн йышăнăвĕпе Валерий Абрамова Шалти ĕçсен районти уйрăмĕн пуçлăхĕн çумне лартнă. Йĕрке хуралĕн органĕсенче вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă. Пенсие кайсан та килте ларман. Малтан «Транснефть» пĕрлĕхĕн хăрушсăрлăх службин ертÿçинче, унтан Чăваш Республикин Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекенсен патшалăх службин 33- мĕш объекчĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. — 71 çула çитсен тин ĕçлеме пăрахрăм. Службăра тăнă тата ĕçленĕ çулсене шутласан манăн стаж 50 çултан та иртет, — терĕ Валерий Михайлович. Милицин отставкăри подполковникĕн Валерий Абрамовăн тĕрлĕ награда нумай. Çак шутра уйрăмах сумлисенчен пĕри — «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль. Валерий Михайлович Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавне тата патшалăх символикине ÿкернĕ сехете пысăка хурса хаклать. Ку наградăна, сăмах май, ывăлĕ те тивĕçнĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


Сумка пулманран кĕнекесене тутăрпа çыхса çÿренĕ

Канмалли кунсенче яла кайсан мана шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ Альбина Николаевна патне кайса куртăм. 88 çула кайнă педагогăн ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче иртнĕ. Çакăн çинчен эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне шухăшлама та пултарайман. Альбина Мишинăн [хĕр чухнехи хушаматне улăштарман] аса илĕвĕ чуна çÿçентерчĕ. Чылайччен сăмах вакларăмăр хисеплĕ вĕрентекенпе.

Йÿçĕ çăкăр…

Альбина Николаевнăн ашшĕ Николай Иванович Куславкка районĕнчи Кĕнерте çуралса ÿснĕ. Амăшĕ Людмила Афанасьевна Куйбышев облаçĕнчи Клявлино районĕнчен качча килнĕ. Вăл çемьере çичĕ ачаран чи асли пулнă. Мишинсем иккĕшĕ те педагогикăра тăрăшнă: çемье пуçĕ таврари ялсенче — Вăрмар тăрăхĕнчи Кинчерте, Куславкка районĕнчи Куснарта, Елчĕкре — шкул директорĕнче, мăшăрĕ химипе биологи учителĕнче ĕçленĕ.

— Эпир Куснарта пурăнаттăмăр. Атте математика, физика вĕрентнĕ, анне директор çумĕнче те тăрăшнă. Биолог пулнă май ăна шкулта пысăк çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Унта вăл ачасене ĕçе хăнăхтарнă. Анне ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕн ятне тивĕçнĕ. Вырăс хĕрĕ пулсан та чăвашла вĕреннĕ, лайăхах калаçатчĕ. Çемьере эпир виççĕн ÿсрĕмĕр: эпĕ, йăмăк Эльвира тата шăллăм Борис. Эльвира аннен çулĕпе кайрĕ, Борис авиаци енĕпе вĕренчĕ. Йывăр вăхăтра çитĕнтĕмĕр. Вăрçă пуçлансан аттене фронта ăсатрăмăр. Аннепе, вăрçă пуçлансанах пирĕн пата килнĕ Евдокия кукамайпа юлтăмăр. Анне пĕччен ĕçлетчĕ. Кĕркунне те, çуркунне те хире шăннă çĕр улми пуçтарма çÿреттĕмĕр. Çĕрме пуçланисене те илеттĕмĕр. Киле таврăнсан çуса тасатса типĕтеттĕмĕр. Унран крахмал пулатчĕ. Кукамай мăян вăррине авăртатчĕ, крахмалпа хутăштарса çăратчĕ те çăкăр пĕçеретчĕ. Йÿçĕччĕ вăл. Çимелли урăх нимĕн те пулман, ăнах ăша яма тивнĕ. Шкул çулне çитнĕ çĕре колхоз ĕçне явăçрăмăр. Пучах пуçтараттăмăр, çум курăк çумлама, утă хатĕрлеме, кĕркунне çĕр улми пухма тухаттăмăр. Ывăннăран ирхине çывăрса тăрас килместчĕ. Тырă вырнă чухне алла çурлапа миçе хут кастарман-ши тата?! — каласа кăтартрĕ вăрçă ачи.

Инкек

Альбина Николаевнăн тепĕр йăмăкĕ Ира 1939 çулта çуралнă. Анчах вăрçă вăхăтĕнче нушана пула хырăм ыратса аптăранăран пĕчĕкскер çĕре кĕнĕ. — Анне Ирăна алăра тытса ларатчĕ. Йăмăк куç умĕнче, анне çинчех вилсе кайрĕ те ерипен хытрĕ. Вăл калаçма та вĕреннĕччĕ, аттене кĕтетчĕ: «Атте хăçан килет? Вăл ман валли пукане илсе килет», — тетчĕ час-часах. Аттен темĕнле майпа Чăваш Енрен иртсе кайма май килнĕ. Вăл çавăнпа усă курса пуйăсран аннă та вăрăм çула парăнтарса киле васканă. Çул çинче ăна паллакансем тĕл пулнă: «Эсĕ утатăн та-ха. Сирĕн хуйхă пулнă вĕт», — тенĕ. Атте ир-ирех çар тумĕпе килсе кĕнĕ чухне пирĕн Ира сĕтел çинче тупăкра выртатчĕ. Аттен чунĕ мĕнле сисĕмлĕ пулнă. «Ашшĕне кĕтсех вилчĕ», — тетчĕ анне, — чунĕ хурланчĕ педагогика ветеранĕн. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   


Тухса калаçма кашнине сакăр минут уйăрнă

Виктория Аванмарта вара çынсем пĕр сехете яхăнах итленĕ

«Форум йĕркипе килĕшÿллĕн, сăмах калама кашнине сакăр минут уйăрнăччĕ. Мана чи малтан чĕнсе кăларчĕç. Иван Яковлев патриархăн еткерлĕхне сарас тĕлĕшпе çĕнĕ мелсемпе усă курни çинчен 40 минут ăнлантартăм. Тĕрĕссипе, вăхăт иртни сисĕнмерĕ. Ахăртнех, ку ыйту ыттисемшĕн те кăсăклă пулнă. Çавăнпах мана никам та чармарĕ. Кайран ыттисем те манăн шухăшсемпе килĕшнине палăртрĕç», — терĕ Чăваш культурин центрĕнче ĕçлекен Виктория Аванмарт. Вăл Калининград облаçĕнчи Раççей халăхĕсен наци культурин форумĕнче сăмах илнĕ. Тăван тăрăхне — Чĕмпĕре — тинтерех кăна таврăннă.

Букваре хачăпа каснă

«Атте Виктор Аванмарт скульптор чăваш алфавичĕн палăкне лартнине пĕлетĕр. Эпĕ çывăх çыннăн ĕçне тăсма шухăш тытрăм. Çав тĕллевпех унăн хушма ятне йышăнтăм. Чĕмпĕрти шкулта çĕнĕ чăваш алфавичĕпе усă курма пуçлани çинчен ытларах халăха каласа кăтартас килет. Çакăнта тăван литература аталаннă. Константин Ивановăн «Нарспи» поэми пичетленнĕ. Иван Яковлев чăваш букварьне хатĕрленĕ…» — палăртрĕ чун киленĕçне тупнăскер. Сăмах май, Виктор Аванмарт нумаях пулмасть Арктикăна тухса кайнă. Чăваш алфавичĕн пĕчĕк палăкне тата Иван Яковлев çинчен çырнă буклета 20 метеостанцире хăварма палăртнă. Инçе çул çÿревре йăхташăмăр пĕр вырăнтан теприне çитнине, çĕнĕ юлташсем тупнине социаллă сетьри хăйĕн страницинче пĕлтерет. Буклета шăпах унăн хĕрĕ хатĕрлесе пичетлеттернĕ. Унта патриархăн Халал сăмахĕсем те пур.

«Кирек мĕнле мероприяти ирттериччен историе тĕпчетĕп. Сăмахран, чăваш букварьне кăларнăранпа 150 çул çитнине анлăн паллă турăмăр. Чĕмпĕрте çав кĕнекене, XIX ĕмĕрте кун çути курнăскере, шыраса тупма май килчĕ. Унпа паллашмашкăн библиотекăна çитсен страницисене çаплипех касманни тĕлĕнтерчĕ. Апла тăк ку экземпляра никам та уçман. Çавна май эпир хăйне евĕрлĕ пулăм шухăшласа кăлартăмăр. Хăнасене, çав йышра массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене те, чĕнсе букварĕн страницисене кĕмĕл хачăпа касрăмăр. Урăхла каласан, ăна вуламашкăн май туса патăмăр», — тăсăлчĕ калаçу. Çакăн хыççăн вĕсем социаллă сетьсенче «Букварь вулатпăр» флешмоб йĕркеленĕ. Кĕнекен страницисене цифрăланă. Унта çырнине кăмăла кура кашниех вулама пултарнă. Виктория Аванмарт букварьпе паллашнă май, сăмахран, халĕ усă куракан ваттисен сăмахĕсенче ĕлĕкхи вариантăн пĕр пайĕ çухалнине асăрханă.

«Нарспи» поэмăна пичетленĕренпе кăçалхи çу уйăхĕнче 115 çул çитнине уявламашкăн пухăнтăмăр. Атте Суворов училищинчи вĕренекенĕсемпе пĕрле чăваш сас паллийĕсен литерĕсене ăсталарĕ. Вĕсене «Чĕмпĕр типографийĕсем» музее патăмăр. Унта хăй вăхăтĕнче «Нарспи» кун çути курнă. Чăваш наци библиотекинчен унăн оригиналне пĕр кунлăха илсе пычĕç. Çакнашкал мероприятисем тăван халăхăн чунĕнче мăнаçлăх туйăмне вăратаççĕ. Вĕсенче вырăсла тата чăвашла калаçатпăр. Çапла майпа тăван чĕлхене лайăх пĕлменнисен те чăвашлăхпа çыхăннă тĕлпулусене хутшăнма май пур. Унсăр пуçне çакă ытти халăх çыннисемшĕн те кăсăклă. Мероприяти хыççăн çынсем чăваш пулнишĕн хавхаланса калаçнине илтме тÿр килет», — ăнлантарать Виктория Викторовна.

Марина ТУМАЛАНОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.