Хыпар 73 (28390) № 30.09.2025
Урамра сивĕ ĕнтĕ – вăранăр!
Çанталăк сулхăнлатнă май республикăра социаллă объектсене, пурăнмалли çуртсене ăшă пама пуçланă. Чăн та, хăш-пĕр муниципалитет ку енĕпе васкамасть — юларах пырать. Çакăн çинчен Правительство пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Артамонов тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура калаçу пулчĕ.
Канашлу республикăра пурăнакансенчен авăн уйăхĕнче социаллă сетьсем, çыхăнăвăн «Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсем. Пĕрле татса паратпăр» платформи урлă йышăннă пĕлтерĕвĕсемпе, ыйтăвĕсемпе мĕнле ĕçленине тишкернинчен пуçланчĕ. Регионăн управлени центрĕн ертÿçи Татьяна Немцева пĕлтернĕ тăрăх, пĕтĕмпе 6,3 пине яхăн пĕлтерÿ килнĕ. Тĕп ыйтусен шутĕнче çулсен юсавлăхĕпе, вĕсене пăхса тăрассипе, хăтлăха тивĕçтерессипе, ЖКХпа, общество транспорчĕпе, каяшсемпе ĕçлессипе çыхăннă ыйтусем пулнă. Татьяна Вячеславовна халăха калаçтарнă темăсем нумаййине палăртрĕ. Калăпăр, Шупашкарта шкул директорĕ шкул ачине çÿçне килĕшÿсĕр тĕспе сăрлани çинчен асăрхаттарнă та — социаллă сетьсенче çакна сÿтсе явма нумай çын хутшăннă. Çавна май Сергей Артамонов влаç представителĕсене вăл е ку ыйтăва çивĕчлĕх çураласса кĕтмесĕр сирмелли çинчен асăрхаттарчĕ. Ку енĕпе тÿрĕ эфирсен витĕмĕ пысăк — çак мелпе туллин усă курмалла. Паян, сăмахран, ЖКХпа çыхăннă ыйтусем мала тухаççĕ — çуртсене ăшă парасси, ытти. Е тата — Шупашкарта кĕперсене юсанă май çул çÿрев тĕлĕшпе тухса тăракан чăрмавсем. Çынсене ĕç-пуçа ăнлантарса памалла, пăлхану çураласса кĕтмелле мар. Тепĕр тесен, аса илтерчĕ Сергей Геннадьевич, çу тăршшĕпех ăшă сечĕсене юсасси пирки калаçрăмăр — вĕсене сивĕсем килсен пăтăрмахсем ан пулччăр тесе çуллахи вăхăтра тĕплĕ юсамалла тесе ăнлантартăмăр. Анчах çакна тÿрре кăлартăмăр теме çук. «Икĕ хулара сетьсене чавса уçнă вырăнсем паян та нумай», — терĕ вăл. Çĕмĕрлере те ĕç-пуç çивĕч. Ахалтен мар ĕнтĕ ытти çĕрте халăхран килнĕ ыйтусен шучĕ чакнине пăхмасăр унта çавнашкал пĕлтерÿсем 85% нумайланнă. «Унта сирĕн влаç пур-и?» — ыйтрĕ Правительство ертÿçи округ пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканран Ольга Красновăран. «Укçа уйăрнă, материалсене пĕтĕмпех кÿнĕ, анчах смета патшалăх экспертизи витĕр ниепле те тухаймасть», — уçăмлатрĕ Ольга Михайловна. Сергей Геннадьевича кунашкал хурав тивĕçтермерĕ: «Айăпа пĕр-пĕрин çине йăвантарма тăни никама та чыс тумасть. Çур çул ĕнтĕ — унта сывлама çук». Вăл Строймина, ытти ведомствăна асăннă хулари канализаципе çыхăннă ыйтусене татса памалли ĕçсене йĕркелессине хăвăртлатма хушрĕ. Пĕтĕмтĕнчери ваттисен кунне халалланă декада ыйтăвĕпе ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Елизарова сăмах илчĕ. Республикăра ĕçлемелли çулсенчен аслăрах çынсен шучĕ 284 пинпе танлашать — Чăваш Енре пурăнакансен пĕтĕмĕшле йышĕн 24,5%. 5,7 пинĕшĕ — 90-99 \çулсенчи ватăсем. 90 çын вара 100 çул урлă каçнă. Чи ваттисем — Етĕрне округĕнче пурăнакан Иван Ермолаев тата Вăрнар округĕнче пурăнакан Евдокия Афанасьева. Регионта çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ халĕ 73 çулпа танлашать. 2030 çул тĕлне çак кăтартăва 77,68 çула çитерме тĕллев лартнă. Çак тĕллеве тÿрре кăларма тăвакан ĕç анлă та тĕрлĕ енлĕ. Чи малтанах — ватăсен сывлăхне упрасси, вĕсен социаллă ыйтăвĕсене татса пама пулăшасси. Диспансеризацирен пуçласа интерессене кура клубсем йĕркелени таран — пĕтĕмпех ватăсемшĕн тăрăшса тăвакан ĕç. Республикăра паян «Манăн социаллă центр» ятпа йĕркеленĕ 13 центр ĕçлет. Унашкаллисем татах уçăлĕç. Ватăсем унта пĕр-пĕринпе хутшăнма, пушă вăхăта усăллă ирттерме пултараççĕ — компьютерпа ĕçлемелли вăрттăнлăхсене алла илни таранах. Çак центрсем кĕмĕл волонтерсен юхăмне аталантараççĕ. Çулланнă çынсем усăллă нумай ĕç тăваççĕ, çав шутра ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем валли маскировка тетелĕсем те çыхаççĕ. Алена Геннадьевна ватăсем усă куракан çăмăллăхсем çинчен те каласа пачĕ. Ĕç ветеранĕсене хушма тÿлев парса пулăшаççĕ, ватăсем çыхăнушăн, транспортпа çÿренĕшĕн, ыттишĕн саплаштару укçи илеççĕ — ку енĕпе министерство енчен тимлĕх çирĕп. Асăннă тăкаксем валли кăçал 2,6 миллиард тенкĕ уйăрнă. Спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Василий Петров муниципалитетсенче халăха ГТО комплексĕн требованийĕсемпе килĕшÿллĕн тестламалли пĕчĕк спорт площадкисем туни çинчен каласа пачĕ. Маларах 19 муниципалитетра çакнашкал ятарлă 23 площадка тунă. Кăçал ку ĕçе малалла тăснă — тăваттăшне хута янă, теприне çак кунсенче туса пĕтермелле. Василий Владимирович каланă тăрăх, хуласемпе округсен çакăн валли малтан пăхни çумне тата хушма укçа уйăрма тивнĕ, оборудованипе тивĕçтерекен поставщик контракта тÿрре кăларман пулин те палăртнине туллин пурнăçлама май килнĕ — площадкăсем хатĕр. Пĕтĕмпе вара 2025-2028 çулсенче асăннă йышши 21 площадка хута каймалла. Тата — «ăслă» 9 площадка. Вăл чылай хаклăрах, унта волейбол, футбол, хоккей площадкисем те кĕреççĕ. Канашлăва вĕçленĕ май Сергей Артамонов хуласемпе округсенче потребительсене ăшă парас ĕç мĕнле пынипе кăсăкланчĕ. Вырсарникунхи каç тĕлне социаллă сферăн 869 объектне /38%/ ăшă панă, пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсене тунтикун ăшă пама тытăннă. Шупашкарти садиксен 95,5, шкулсен 91, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен 77, культура учрежденийĕсен 100% тунтикуна ăшăпа кĕтсе илнĕ. Çĕнĕ Шупашкарта ку кăтартусем кăшт пĕчĕкрех. Патăрьел, Вăрнар, Елчĕк, Комсомольскиокругĕсенчетеĕçсемаван. Çаввăхăтрах Улатăр, Куславкка, Красноармейски, Шупашкар, Шăмăршă, Çĕмĕрле округĕсем васкамаççĕ-мĕн. Тунтикунран ăшă пама пуçласси, хальлĕхе вара унашкал объектсен шучĕ нульпе танлашни çинчен пĕлтернине илтсен Сергей Геннадьевичăн ыйту çуралчĕ: «Çав муниципалитетсенче сывлăш температури пысăкрах-и е ачасем шăнмаççĕ-и?» Вăл тивĕçлĕ тытăмсене потребительсене ăшă парас ĕçе тимлĕ тата куллен сăнаса тăмалли çинчен асăрхаттарчĕ: «Урамра сивĕ ĕнтĕ — вăранăр! Унсăрăн ачасем чирлеме пуçлĕç». <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Машина тăвакан отрасль патшалăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ
Иртнĕ эрнере Машиностроитель кунĕ умĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев промышленноç предприятийĕсенче пулчĕ, вĕсен ĕçĕпе паллашрĕ.
Гражданла сектор валли пилотсăр вĕçев системисем туса кăларас енĕпе ĕçлекен сăнавпа конструктор бюровĕнче Олег Алексеевич предприяти продукцине пысăка хурса хакларĕ. Калаçу çавăн пекех производствăра усă куракан технологисем, предприятие патшалăх енчен пулăшу кÿресси тавра пычĕ. Аса илтерни вырăнлă: 2030 çулчченхи аталану стратегийĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре çĕнĕ виçĕ промышленноç кластерĕ йĕркелемелле. Пĕрне, авиаци тата робот системисен «БАРС» кластерне, йĕркелес ĕç пуçланнă та ĕнтĕ. Ун хыççăн Олег Николаев Шупашкарти агрегат заводĕнче пулчĕ. Завод автомобильсем, строительство техники валли комплектламалли пайсем туса кăларать. Унпа алла-аллăн ĕçлекен компанисен шутĕнче — «Промтрактор», «ЧТЗ-Уралтрак», Атăлçи комбайн завочĕ, ыттисем. ЧАЗ бизнес конкурентлăхне ÿстермешкĕн патшалăх пулăшăвĕпе тухăçлă усă курать. «Промлит» ОООн металл шăратакан цехĕсенче пулнă май Олег Алексеевич кунта чукунран паха продукци хатĕрленине курса ĕненчĕ. Анăç санкцийĕсене пăхмасăр предприяти хăйĕн хăвачĕсене упраса хăварнă, малалла аталанать. Хамăр çĕршывра туса кăларнă оборудовани тÿпи ÿснĕ, çакă компание производствăна пысăклатма май панă. Предприятин пĕлтерĕшлĕ проекчĕсенчен пĕри — Шупашкарта металл шăратакан пысăк технологиллĕ комплекса хута яни. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 4 миллиард тенкĕпе танлашнă. Олег Николаев паллашнă тепĕр завод — «Трактор завочĕсем» концерн тытăмне кĕрекен «Агромаш». Кунта ял хуçалăх техники, тракторсем туса кăлараççĕ. Унăн аталанăвĕнче патшалăх пулăшăвĕн тÿпи пысăк. 2024 çулта Раççей Промышленноç министерстви çĕнĕ инвестици контрактне /СПИК 2.0/ çирĕплетнĕ, вăл палăртнă инвестицисен калăпăшĕ 1,3 миллиард тенкĕ шайĕнче. Проектра трактор пайĕсен производствине локализацилесси тĕп вырăнта — аккумуляторсемпе кардан валĕсене кунта хатĕрлесси таранах. 2035 çул тĕлне 17790 трактор туса кăлармалла, хушма çĕнĕ 121 ĕç вырăнĕ йĕркелемелле. Олег Николаев завода патшалăх енчен малашне те пулăшассине çирĕплетнĕ май çывăх вăхăтрах муниципалитетсем валли темиçе трактор туянасси çинчен пĕлтерчĕ. «Промтрактор» площадкинче те регион ертÿçине тĕрлĕ техникăпа паллаштарчĕç. Предприяти тĕрлĕ отрасль валли хăватлă техника туса кăларать. Çак ретре — çĕршыври чи хăватлă «Четра Т-45» бульдозер. Унăн хăватне завод хăнисем ĕçре те курса ĕненме пултарчĕç. Çав кунах агрегат завочĕн культура çуртĕнче Машиностроитель кунне халалланă савăнăçлă каç пулчĕ. Пухăннисене професси уявĕ ячĕпе саламланă май Олег Николаев машинăсем тăвакан отрасле аталантарни патшалăхшăн пысăк пĕлтерĕшли çинчен каларĕ, производствăсем вăй илсех пырасса шаннине палăртса заводсен ертÿçисене, инженерĕсене, рабочийĕсене ăнăçу сунчĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Канашçăсем СВОна хутшăннисемпе, вĕсен çемйисемпе ĕçлĕç
Кĕçнерникун Патшалăх Канашĕн черетлĕ 37-мĕш сессийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ. Депутатсем вунă саккун проектне ырларĕç, миравай судьясене уйăрса лартассипе, Çамрăксен палатин членĕсен полномочийĕсене вĕçлессипе, ыттипе çыхăннă ыйтусене татса пачĕç.
Сессие уçнă май ПК спикерĕ Леонид Черкесов авăн уйăхĕн 12-14-мĕшĕсенчи суйлава пĕтĕмлетрĕ. Ун шучĕпе, сасăлав уçă, легитимлă, конкурентлă никĕс çинче иртнĕ. Суйлавра Олег Николаев сасăсен 67,06% пухса çирĕппĕн çĕнтернĕ. Çавăн пекех вырăнсенчи депутатсене суйланă. Леонид Ильич 2023 çулта муниципалитетсен халăх суйланă органĕсен республика парламенчĕ çумĕнчи канашне туса хунине аса илтерчĕ. Суйлав иртнĕ май çак канаша çĕнĕ депутатсем килмелле. «Пирĕн канашра республикăра пурăнакансемшĕн ĕçлеме хатĕр çынсем пуласси пирки иккĕленместĕп», — терĕ ПК спикерĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа экономика аталанăвĕн министрĕ Лариса Рафикова сăмах илчĕ — креативлă индустрисене аталантарасси çинчен калакан саккун проекчĕпе паллаштарчĕ. Документ креатив сферине аталантармалли право никĕсне çирĕплетет. Депутатсем креативлă индустри шутне мĕн кĕнипе кăсăкланчĕç те — Лариса Анатольевнăн «хут пĕлменлĕхе пĕтермелли» ăнлантару ĕçне те ирттерме тиврĕ. Сăмах ăс-хакăл харпăрлăхĕн капитализацийĕпе çыхăннă ĕç пирки пырать. Креативлă индустри шутне наука, культура, пултарулăх ĕçĕ кĕрет — программа тивĕçтерĕвĕнчен тытăнса пиарпа гастрономи таранах. Тĕрĕссипе, министр палăртнă тăрăх, республикăра предпринимательсен 70% çак сферăра ĕçлет, анчах 30% кун çинчен пĕлмест. Креативлă индустри суб±екчĕсем шутланакан организацисен шучĕ 2,2 пинрен те иртет, çак сферăра 5,8 пин çын тăрăшать. Парламент саккун проектне ырларĕ, вăл креативлă индустри аталанăвне вăй пама тивĕç. Опекăпа попечительство çинчен калакан саккуна кĕртмелли улшăнусене республика прокуратури хатĕрленĕ — вĕсемпе Эдуард Гиматов прокурор паллаштарчĕ. Тÿрлетÿсем вăл е ку сăлтава пула ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă, хăйсен йăнăшне тÿрлетме ăнтăлакан çынсене пулăшассипе çыхăннă право вакуумне сирме кирлĕ. Саккун ашшĕамăшне тата ачисене каллех пĕрле пулма пулăшĕ. Парламент влаçсем ятарлă çар службинчи çынсем тĕлĕшпе тимлине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Муниципалитет служби çинчен калакан саккуна кĕртнĕ улшăнусем муниципалитет службин должноçĕсен реестрне çĕнĕ единица кĕртеççĕ — администрацисен пуçлăхĕсен СВОна хутшăннисемпе тата вĕсен çемйисемпе ĕçлекен канашçисем пулаççĕ. Леонид Черкесов палăртнă тăрăх, канашçăн çар служащийĕсен çемйисен ыйтăвĕсене оперативлă татса парассине хăйĕн çине илмелле. Çăмăллăхсемпе тивĕçтересси, документсем хатĕрлесси, пурăнмалли условисене лайăхлатасси тата ытти те — ĕçлемелли ыйту нумай. Тепĕр улшăну — округ администрацийĕн пуçлăхĕн пресссекретарĕн реестрти позицийĕ çÿллĕрех шая — «ертÿçĕсем» категорие куçать. Административлă правăна пăсни çинчен калакан саккуна тÿрлетесси самай калаçтарчĕ. Вăл перевозчиксен яваплăхне çирĕплетет. Хăш-пĕр депутат вĕсене черетлĕ хут хĕстернине сивлерĕ — ахаль те йывăр килет. Çав вăхăтрах пассажирсене илсе çÿрес енĕпе çитменлĕхсем пуррине пĕри те тепри палăртрĕ. Николай Николаев депутат, сăмахран, çак кунсенче Атăл леш енчи Сосновкăра пулнă та — унта автобус пĕр рейса сиктерни çынсемшĕн нумай йывăрлăх кăларса тăратни çинчен каларĕ. Тепĕр автобуса виçĕ сехет кĕтме тивет. Вăл ку ыйтупа уйрăммăн пухăнса калаçма та сĕнчĕ. Перевозчиксен яваплăхне çирĕплетекен тÿрлетÿсене «симĕс çутă» пачĕç. Парламент Çамрăксен палатин членĕсен полномочийĕсене вăхăт çитичченех вĕçлессипе килĕшрĕ. Ольга Петрова вице-спикер пĕлтернĕ тăрăх, çамрăксенчен пиллĕкĕшĕ палатăран тухма заявлени çырса панă-мĕн. Çав çамрăксен хушамачĕсене те ыйтрĕç-ха, анчах вĕсем палатăпа мĕншĕн сыв пуллашнин сăлтавĕ никама та интереслентермерĕ. Сессин пĕрремĕш тапхăрĕ ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй кандидатурине тишкернипе вĕçленчĕ. Алевтина Федорова çак должноçра иккĕмĕш тапхăра юлать. Унăн ĕçне сивлекен пулмарĕ. Нумай ыйтупа тиркевлĕ Игорь Моляков депутат та кăмăллă — хăйĕн ячĕпе ачасен прависене пăснипе çыхăннă ыйтусем килменни çинчен каларĕ. Çакă, ун шучĕпе, уполномоченнăйăн лайăх ĕç- не çирĕплетет. Алевтина Николаевна кандидатурине Раççей Президенчĕ çумĕнчи ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйпа çураçтармалли çеç юлать — ун ячĕпе Патшалăх Канашĕ тивĕçлĕ ыйтупа тухĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Пĕчĕк ачасемпе ĕçлеме килĕшет»
«Ача садĕнче тетрадь тĕрĕслемелле мар. Пĕчĕк ачасемпе хам та ачана çаврăнатăп пек. Ватăлмастăп, çамрăкланса пыратăп тейĕн», — йăл кулать вăл. Сăмахăм Çĕрпÿри 6-мĕш [«Юмах»] садикра ĕçлекен, хăй вăхăтĕнче асăннă хулара «Çулталăк воспитателĕ» конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă, воспитательсем валли йĕркелекен нумай конкурсра малти вырăнсене йышăнакан Инга Петрова воспитатель çинчен. Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕ Воспитатель тата шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекенсен кунĕ пулнă май професси уявĕ умĕн ăна хамăрăн тĕпеле чĕнтĕмĕр.
«Кунта вăхăт хăвăрт иртет»
— Инга Николаевна, эсир ача чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ?
— Эпĕ Трак тăрăхĕнчи Мăн Шетмĕ ялĕнче çуралнă. Кайран çемье Çĕнĕ Шупашкара пурăнма куçрĕ. Химиксен хулинчи 9-мĕш шкулта пĕлÿ илтĕм. Ачасен пултарулăхне аталантармалли çуртра ÿнер енĕпе ĕçлетĕп тесе шухăшлаттăм. Педколледжра педагогика тата ÿнер енĕпе пĕлÿ илтĕм. Вĕренсе пĕтерсенех качча тухрăм. Красноармейски округĕнчи Пăрăнтăк ялне пурăнма куçрăм. Шкулта та, садикра та ĕç вырăнĕ çукчĕ. Ача амăшĕ пулма хатĕрленеттĕм те — декрет укçи тухтăр тесе «Сорминский» вăрман хуçалăхне тирпейлÿçе вырнаçрăм. Упăшка унта хуралçăра ĕçлетчĕ. Ача çуратнă хыççăн Мăн Шетмĕ шкулне ĕçе кĕтĕм. Вожатăйра 7 çул вăй хутăм. 2006 çултан акăлчан чĕлхине вĕрентме тытăнтăм. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУри ют чĕлхесен факультетĕнчен куçăн мар мелпе вĕренсе тухрăм. 2010 çулта ачасемпе Çĕнĕ Шупашкара пурăнма куçрăмăр. Химиксен хулинчи 31-мĕш садикра ĕçлерĕм. Унтан шăпа Çĕрпĕве илсе çитерчĕ. Тавăшкасси шкулĕнче пĕр çул ĕçлерĕм. Виççĕмĕш ачана çуратнă хыççăн Çĕрпÿри 6-мĕш садика вырнаçрăм. Кунта 2017 çултанпа, 8 çул вăй хуратăп.
— Мĕншĕн акăлчан чĕлхине те вĕренме каяс терĕр?
— Мăн Шетмĕре акăлчан чĕлхипе пĕлÿ паракан çукчĕ, анчах никам та вĕренме каясшăн марччĕ. Учительсем пурте нимĕç чĕлхи вĕреннĕччĕ. Пирĕн шкулта вара акăлчан чĕлхи пулнă. Шкулта акăлчан чĕлхипе «4» паллăпа кăна вĕреннĕ. Çавăнпа малтанах кăштах турткалашнăччĕ. «Вĕренетĕн», — терĕç...
— Халĕ воспитателе кайнăшăн кулянмастăр-и?
— Пĕрре те кулянмастăп. Ку шăпах — манăн: пĕчĕк ачасемпе ĕçлеме килĕшет. Чи малтан — ача садĕнче килти пекех пулнипе. Хама унта килти пек туятăп. Килти пекех çÿретĕн: ачасем ирхи апат тăваççĕ унтан уçăлма илсе тухатпăр, кăнтăрлахи апат хыççăн çывăрса илеççĕ... Вăхăт тĕлĕнмелле хăвăрт иртет. Шкулта 6-шар урокчĕ те — «хăçан пĕтеççĕши?» тесе шухăшлаттăм. Пытармастăп: ывăнса çитеттĕм. Кунсăр пуçне купи-купипе тетрадь тĕрĕслемеллеччĕ… — Воспитатель пулни хăвăрăн ачăрсене воспитани парас ĕçре пулăшать-и? — Паллах. Меслетне, майсене пĕлетĕн… Çав вăхăтрах ачасем /икĕ хĕрпе пĕр ывăл/ пурри мана ĕçре те питĕ пулăшать. Ачасене садика пĕрремĕш хут янă чухне воспитателĕ кам пулнине пăхаççĕ. Унăн ачасем пур-и? Çак ыйту интереслентерет чи малтан ашшĕ-амăшне. «Ачасем пур тăк вăл пире лайăхрах ăнланĕ», — тесе шухăшлаççĕ. Ашшĕ-амăшĕпе пуху ирттернĕ чухне: «Эпĕ те ача амăшĕ, манăн та ачасем пур», — тетĕп.
Туслă çемьере çитĕннĕ
— Эсир хăвăр та нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ пулас…
— Нумай ачаллă çемьере ÿсни те ĕçре пулăшать. Çемьере эпир тăватă хĕр ÿснĕ. Эпĕ — иккĕмĕшĕ. Эпир иккĕмĕш сыпăкрисемпе туслă çитĕннĕ, çыхăну тытнă. Каникулсенче Пăрăнтăкра кукаçипе кукамай патĕнче пурăннă. Эпир аслăраххисемччĕ, кĕçĕнреххисене пулăшсавĕрентсе пыраттăмăр. Çавăнпа воспитатель пуласси йывăр ĕç тесе шухăшламан. Эпĕ туслă çемьере ÿснĕ. Халĕ те тăвансемпе, иккĕмĕш тата виççĕмĕш сыпăкрисемпе çыхăну тытатпăр. Атте енчисемпе хутшăннă. Нумаях пулмасть виççĕмĕш сыпăкрисемпе пухăнтăмăр. Ырă çак йăлана малашне те тытса пырасшăн.
— Сирĕн садик хăш енĕпе палăрать?
— Садик заведующийĕ Эльвира Афанасьева — питĕ пултаруллă ертÿçĕ. Ĕçтешсене ăнланать, яланах пулăшса пырать. Садика аталантарма тăрăшать. Пирĕн ача садне 11 çул каялла хута янă. Çĕнĕ теме те пулать-ха. Ÿнер енĕпе пĕлÿ парассипе вăй хуратпăр. Ача садĕнче питĕ нумай кружок ĕçлет. Робототехника та, ытти енĕпе те. Эпĕ, сăмахран, аслăрах ушкăнри ачасемпе акăлчан чĕлхипе кружок ертсе пыратăп. Хамăн ушкăнри ачасемсĕр пуçне хатĕрленÿ ушкăнне çÿрекеннисене те илетĕп. Пирĕн коллектив çамрăк, туслă. Садик хăтлă, çутă, таса. Килти пек пултăр тесе чечексем ÿстеретпĕр.
— Воспитательсем валли йĕркелекен конкурссене хутшăнатăр-и?
— Конкурссене тăтăш хутшăнатăп. 2020 çулта Çĕрпÿри «Çулталăк воспитателĕ» конкурсра 2-мĕш вырăн йышăнтăм. Видеороликсемпе, çĕнĕ шухăшсемпе, чăваш тата акăлчан чĕлхисемпе, теттесем тăвассипе çыхăннисенче палăрнăччĕ. Пуçарулăх, хастарлăх кăтартнăшăн тĕрлĕ хисеп хучĕпе чысланă.
Ĕçе — велосипедпа
— Хальхи ачасене итлеттерме çăмăл мар-тăр? Ĕçре мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулатăр?
— Пĕрремĕш çулхине, ачасене йышăнсан, пĕр-пĕрне хăнăхиччен темĕнле лару-тăру та пулать. Ашшĕ-амăшĕпе те çапла. Ачасене пĕчĕкрен пĕр воспитатель вĕрентсе пырсан аван. Эпĕ халĕ вăтам ушкăнрисемпе ĕçлетĕп. Шăпăрлансем куçран пăхнипех ăнланаççĕ мана. Пĕр сăмах каланинченех туяççĕ. Ачасем халĕ тĕрлĕрен пулаççĕ. Химиксен хулинче хам садика çÿренине те астăватăп. 31 ачаччĕ ушкăнра. Тĕк çÿреме тăрăшнă. Пирĕнпе уйрăмшарăн калаçман ун чухне. Эпир халĕ ачасемпе уйрăмшарăн та ĕçлетпĕр.
— Сирĕн ачăрсем хăвăр çулăрпа каймарĕç-и?
— Милана питĕ каясшăнччĕ. Эпĕ ирĕк памарăм. Çапах та темле пулсан та садикра ĕçлесси çăмăл мар. Анюта ресторан ĕçĕпе администратора вĕренчĕ. Милана бухгалтери енĕпе пĕлÿ илчĕ. Сергей 5-мĕш класра вĕренет. Унăн шухăшĕ улшăнсах тăрать. Ачасене питĕ юратать. Садика пырса çÿрет. Аслă ушкăнри ачасене пурне те ятран пĕлет, вĕсемпе вылять. Ача чухне хам та ăçта каймаллине пĕлместĕмччĕ. «Кам пулатăп-ха эпĕ?» — теттĕм. Турă хăех çул кăтартса пычĕ. Халь ĕçĕмре хама шыври пулă пекех туятăп темелле.
— Ĕçрен мĕнле канатăр? Вăй-хала ăçтан илетĕр?
— Кĕнеке вулама юрататăп. Яла кайсан пахчара ĕçлеме кăмăллатăп. Çĕрпÿ тăрăхĕнче Çавал хĕрринчи илемлĕ вырăнта çурт, çĕр лаптăкĕ пур. Çут çанталăк мана вăй-хал парать. Пахчара тĕрлĕ пахча çимĕç, чечексем ÿстеретпĕр. Велосипедпа ярăнма кăмăллатăп. Ĕçе те велосипедпа çÿретĕп. Ĕç хыççăн Сережăпа велосипедсем çине ларатпăр. Яла та кайса килетпĕр. Хĕлле мăшăрăмпа тата ывăлпа пĕрле йĕлтĕрпе ярăнатпăр. Çĕрпÿ хĕррине тухатпăр, Çавал тăрăх та çÿретпĕр. Коньки те сыратпăр.
— Мĕнле ĕмĕтсемпе пурăнатăр?
— Эпĕ кукамай ĕнтĕ. Мăнукăм Демьян ÿсет. Кукамай пек хама питĕ лайăх туятăп. Чунра сăмахпа каласа кăтартма çук кăмăл-туйăм хуçаланать. Паллах, хамăн ачасенчен çирĕпрех ыйтнă. Демьяна та тĕрĕс воспитани пама тăрăшатпăр. Вăл хăйĕн характерне кăтартасшăн. Канмалли кунсенче ашшĕ-амăшĕ ăна пирĕн пата хăваркалать. Мăнукăм эпĕ каланине итлет. Ăна тĕрĕс воспитани парас килет. Çын ĕмĕтсĕр пурăнмасть. Эпĕ хама нумай çул марафон чупнăнах туятăп. Халĕ манăн кашни кунпа, кашни самантпа киленес килет. Маларах йĕри-тавралла та пăхман. Çÿлерех асăнтăм ĕнтĕ: халĕ велосипедпа çÿретĕп, хăвалас мар, йĕри-тавралла пăхас, çут çанталăкпа киленес тесе иртерех тухма тăрăшатăп. Хамăр мĕн чухлĕ пурăнассине пĕлместпĕр. «Çитет ĕнтĕ чупса», — тесе шухăшлатăп. Васкама пăрахмалла. Яла кайсан чуччу çине ларса хыпаланмасăр, киленсе кофе ĕçес килет. Ĕç нихăçан та пĕтмест. Паллах, çĕр çинче мир, тăнăçлăх пултăр. Раççейĕн пуласлăхĕ лăпкă килтĕр. Раççей халĕ чылай çÿлелле çĕкленчĕ. Ачасем, мăнуксем сывă пулччăр. Манăн ĕмĕтĕмсем çавăн пек, ытти нумай çыннăнни пекех. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Комментари хушас