Хыпар 73 (27952) 05.07.2022

5 Утă, 2022

Палăк вăрçă çулĕсене, ĕç çыннисене манма памĕ

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ пирĕншĕн, Чăваш Енре пурăнакансемшĕн, пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа палăрса юлĕ. Эрнекун тыл ĕçченĕсене халалласа Раççейре пĕрремĕш астăвăм комплексĕ уçăлчĕ тата Ĕç паттăрлăхĕн хулисен форумĕ иртрĕ. Çак куна ахальтен суйласа илмен: 1941 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех Çĕнтерӳшĕн» чĕнӳ пирвайхи хут янăранă. Çав тапхăртан пуçласа çĕршыври пĕтĕм ĕçе фронт валли тума, пĕтĕм халăх фронтшăн ĕçлеме тытăннă. «Ентешлĕх — хăват!» — теççĕ. Чăн та, хăйсене шеллемесĕр кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе хушнине 90 кунра тума вăй çитернĕ. 170 пин ытла çын — хĕрарăмсемпе ватăсем, ачасемпе çамрăксем — 380 километра тăсăлакан окопсем чавнă.

Никама та манмалла мар

Астăвăм комплексне уçма сумлă хăнасем те çитрĕç, тĕрĕсрех каласан, вертолетпа вĕçсе килчĕç. Федерацин Атăлçи округĕн полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров РФ Президенчĕн саламне вуларĕ. «Тыл ĕçченĕсем Çĕнтерĕве çывхартмашкăн пысăк тӳпе хывнă. Вĕсен ĕçĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă. Шупашкар та Ĕç паттăрлăхĕн хулин ятне тивĕçнĕ, мĕншĕн тесен унта промышленноç завочĕсем фронт валли çĕр-çĕр продукци туса кăларнă», — çырнă Владимир Путин.

РФ Федераци Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Журавлев Валентина Матвиенко саламне халăх патне çитерчĕ. «Хĕрарăмсемпе ачасем çак ĕçе тума пултарнине ĕненме халĕ те йывăр. Мĕн чухлĕ вăй-хал, чăтăмлăх, хастарлăх кирлĕ пулнă вĕсене. Çак пулăмсене упраса хăвармалла, вĕсене улăштарма памалла мар. Паллă пулăмсен календарьне Тыл ĕçченĕсен кунне кĕртмеллех», — тенĕ çырура. Сăмах май, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тыл ĕçченĕсен кунне паллă тума ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕннĕ. РФ Федераци Канашĕн Председателĕ çак шухăша ырланă. «Халăх кун-çулĕнчи пĕлтерĕшлĕ тапхăрсене 200-300 çул иртсен те асра тытмалла. Унсăрăн пирĕн пуласлăх çук. Паянхи ĕç — эпир вĕсене паттăрлăхшăн тав туни», — терĕ сенатор.

РФ Патшалăх Думин комитет председателĕ Анатолий Аксаков историллĕ пулăмсем, ун чухнехи çынсен паттăрлăхĕ паянхи йывăрлăхсене парăнтарма пулăшнине палăртрĕ. «Эпир Çĕнтерĕве туптанă асатте-асаннепе, кукаçи-кукамайпа мăнаçланатпăр, вĕсен умĕнче пуçăмăра таятпăр», — терĕ вăл Дума председателĕн Вячеслав Володинăн ятĕнчен саламласа.

Олег Николаев пухăннисене чăвашла ырă сунчĕ. «Эпир çулталăк ытла çак ыйтупа ĕçлерĕмĕр. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунипе çыхăннă пĕр япалана та, пĕр çынна та манмарăмăр. Тĕпчерĕмĕр, шырарăмăр, тишкертĕмĕр, çĕнĕ чылай факт тупрăмăр. Çĕнĕ фильмсемпе спектакльсем кун çути курчĕç, статьясемпе кĕнекесем пичетленчĕç, юрăсемпе сăвăсем çуралчĕç… Вĕсем пире тĕлĕнтерчĕç, тыткăнларĕç, хавхалантарчĕç, кăмăл-туйăма хумхатрĕç… Астăвăм пире çăл куç пек пурăнма вăй-хал хушать, аталанма пулăшать», — терĕ Олег Алексеевич. Вăл астăвăм комплексĕ Сăр чиккине тума хутшăннисен çулталăкне пĕтĕмлетме май паракан объект, ĕлĕкхипе хальхине çыхăнтаракан паллă пулнине палăртрĕ. ЧР Пуçлăхĕ астăвăм комплексĕнче музей тăвассине пĕлтерчĕ. Чăн та, тыл ĕçченĕсен пурнăçне кăтартакан музей пулсан ку объект тата пуянланĕччĕ.

Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов хӳтĕлев чиккисене тума тĕрлĕ наци çынни хутшăнни пирки каларĕ. «Чăвашпа тутарĕ те çума-çумăн тăрса окоп чавнă. Вĕсен ĕçне асра тытни мухтава тивĕç. Тыл паттăрĕсем тата чĕмсĕр чиккисем çинчен каласа кăтартас тĕллевпе Чăваш Республикипе пĕрле чылай ĕç турăмăр», — терĕ вăл Олег Николаева пуçаруллă пулнăшăн тав туса. Раççейри çар-истори обществин председателĕн çумĕ Николай Овсиенко никама та манмалла маррине, нимĕн те манăçа кăлармалла маррине палăртрĕ. «Çак палăк пире вăрçă çулĕсене, ĕç çыннисене манма памĕ. Иртнисĕр пуласлăх çук», — терĕ хăна астăвăм комплексĕ çĕршыв шайĕнчи объект пулнине палăртса. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Больницăна полиссăрах кайма юрать

Утă уйăхĕнчен чылай çĕнĕлĕх вăя кĕчĕ — вĕсемпе кĕскен паллаштаратпăр.

Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнчен тытăнса кредит килĕшĕвĕнче потребитель кредичĕн хакне туллин кăтартмалла – çулталăкри процентăн хӳреллĕ пăнчă хыççăнхи виççĕмĕш цифри таран. Çак çĕнĕлĕх кивçен условийĕсене уçăрах тума пулăшĕ.

Малашне парăмлă çынсем банксенчен хăйсен шучĕсем çинчи «çунса кайман», пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе танлашакан укçана упраса хăвармашкăн тӳррĕнех ыйтма пултарĕç. Шыраса илме юраман виçепе çыхăннă йĕрке хĕллех вăя кĕнĕ, парăмлă çынсен суд приставĕсен службине çапла тумашкăн заявлени çырса памалла пулнă. Халĕ вара приставсем патне çӳремесен те юрать — тӳрех банка ыйтупа тухма пулать. Пĕр саманта шута илмелле: банкри пĕр шут çинчи минимума кăна упраса хăварма юрать. Анчах алимент, çын сывлăхне сиен кӳнĕшĕн, тăрантарса пурăнакана çухатнă май тӳлемелли, преступлени туса кӳнĕ сиене саплаштармалли укçана шыраса илессипе çыхăннă чухне çак йĕрке вăйра тăмасть.

Налуксене пĕр тӳлевпе татмалли май пулĕ. Ку — электрон «аванс енчĕкĕ» евĕр мел. Унта маларахах укçа куçарса хумалла, налук служби вара ăна хăй тĕллĕнех тĕрлĕ налукшăн куçарĕ. Чи малтанах укçана парăмсене татма ярĕç. Бизнес çак мелпе кăçалхи раштавăн 31-мĕшĕнчен тытăнса усă курма пултарĕ.

Инвалид пулнине çирĕплетмелли çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕ. Çын медицинăпа социаллă экспертиза тухмалли формата хăй тĕллĕнех суйласа илейĕ. Хăй кайма пултарать, çавăн пекех заочно мелпе усă курма пулать — ун чухне медицина организацийĕсем кирлĕ документсене МСЭ бюровне электрон мелĕпе ярса парĕç.

Утă уйăхĕнчен коммуналлă пулăшу ĕçĕсем, энергоресурссем хакланни çинчен эпир çырнăччĕ. Çурта электричество линийĕпе çыхăнтарасси те хакланать. Энерги йышăнакан хатĕрсем 150 кВт таран пулсан потребительсен сеть компанийĕсен çурта электролинипе çыхăнтарнин тăкакĕсен 50% саплаштармалла, çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вара — 100%.

Дача амнистийĕн çĕнĕ тапхăрĕ утă уйăхĕн 1-мĕшĕнченех ĕçлеме тытăнать. Амнистие 2031 çулччен тăсакан саккун кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕмеллеччĕ, халĕ çак вăхăта маларах куçарнă — тивĕçлĕ документа РФ Президенчĕ алă пуснă.

Хваттер тӳлевĕпе çыхăннă парăмсене шыраса илмелли йĕрке кăткăсланнă. Управляющи компанисен парăма шыраса илнĕ чухне парăмлă çыннăн докуменчĕсенчен пĕрин кăтартăвĕсене палăртмалла. Унсăрăн суд вĕсен парăм шыраса илмелли тавăçĕсене тишкермĕ. Çакă приставсем укçана парăмлă çынпа пĕр ятлă-хушаматлă çынсенчен йăнăш шыраса илесрен сыхланма кирлĕ.
Малашне граждансем сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене медицина полисĕсĕр те кайма пултараççĕ. ОМС полисĕ вырăнне паспорт кăтартни те çителĕклĕ. Сăмах ача пирки пырать тĕк — вăл çуралнине ĕнентерекен свидетельство. Граждансем ОМС системинче страхланнине çирĕплетмелли требование пăрахăçлакан саккун вăя кĕнĕ. Çавна май поликлиникăсем страхланине çирĕплетекен кăтартусене Федерацин ОМС фончĕн информаци системинче хăйсемех тупĕç. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Чăн-чăн журналистчĕ…

Пурăннă пулсан пирĕн ĕçтеш — журналист, ИТАР-ТАСС корреспонденчĕ, общество ĕçченĕ, РСФСР тата ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ, Раççей ача-пăча фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хисеплĕ председателĕ Валентина Иванова — ĕнер 85 çул тултармаллаччĕ.

Шел, Валентина Андреевна пирĕнтен çичĕ çул каялла яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Анчах хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе палăрнă журналиста манăçа кăларман. Шăпах унăн çуралнă кунĕнче вăл пурăннă çурт çине /тĕп хулари Ленин проспектĕнчи 11-мĕш çурт/ Асăну хăми вырнаçтарчĕç.

Ленинградри Стрельна поселокĕнче çуралса ӳснĕскер пурнăçне Чăваш Енпе çыхăнтарнă. 1958 çулта вăл, Ленинград университечĕн дипломне алла илнĕскер, мăшăрĕпе Шупашкара куçса килнĕ. Çамрăк журналистăн ĕç биографийĕ Чăваш радиора репортертан пуçланнă. 20 çулта Валентина Андреевна Чăваш Ен çыннисем, Шупашкар тата республика аталанăвĕ пирки çĕр-çĕр интервью, репортаж хатĕрленĕ. СССР космонавт летчикĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев космоса вĕçсе кайни çинчен Чăваш радиопа каласа кăтартаканĕ те вăлах пулнă. Регионти «Атăлпа Урал хушшинче» радиожурнал йĕркелӳçисен йышĕнче те пирĕн Валентина Иванова пулнă. Валентина Андреевна 1978 çултанпа ТАСС корреспондентĕнче вăй хунă. Çак ĕçре вăл 30 çул тимленĕ.

Унсăр пуçне кĕнекесем çырма та вăхăт тупнă. Вĕсем Шупашкарта, Мускавра Венгрире пичетленнĕ. Шупашкарти промышленноç тракторĕсен строителĕсем çинчен хатĕрленĕ радиоочеркĕсен ярăмĕшĕн Валентина Иванова Чăваш Ен Журналистсен союзĕн Çемен Элкер ячĕллĕ премине тивĕçнĕ.

Журналистăн çак тата ытти çитĕнĕвĕсем пирки Асăну хăмине уçнă вăхăтра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ТАССăн гендиректорĕн пĕрремĕш çумĕ Михаил Калмыков, ЧР цифра министрĕн çумĕ Юлия Стройкова, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин тата Валентина Андреевнăн мăнукĕ Анастасия Иванова каласа кăтартрĕç. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Вырăс каччи «юратăвăм», «чĕкеçĕм» тесе савăнтарнă

«Мускавра пурăнни манран урăх халăх çынни тăваймасть. Эпĕ епле чăваш пулнă, çавăн пекех юлатăп», — хăйĕн пирки çапла калать Оксана Антонова.

Ăна чылайăшĕ полпредствăри чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ пек пĕлет. Мускавпа ун облаçĕнче пурăнакансем çав курссенче чăвашла тӳлевсĕрех вĕренеççĕ, пирĕн культурăпа, йăласемпе паллашаççĕ. Халĕ Оксана — декрет отпускĕнче. Çапах вăл унчченхи ĕçе тăсас кăмăллă.

Оксана Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Алешкин Саплăк ялĕнче çуралса ӳснĕ. 2006 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн чăваш филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Çулталăк çурăран куçăн мар майпа ăс пухакансен уйрăмне куçнă. «Эсĕ наукăра ĕçлеме пултаратăн. Сана çухатма шел», — тенĕ ун чухне ăна профессор. Хĕрĕн вара укçа ĕçлесе илсе ашшĕ-амăшне пулăшас килнĕ. Пĕрремĕш хут вăл Мускава хĕр тусĕпе 2008 çулта çул тытнă. Çулталăкра икĕ хутчен сесси пулнă. Тата çав университетрах ют чĕлхесен факультетĕнче каçхи уйрăмра вĕреннĕ май Шупашкара час-часах килсе кайнă вăл. Мускавра ăçта кăна ĕçлемен-ши? Пасарта сутнă, кассирта тăрăшнă, вырăс, турккă компанийĕсенче — секретарь, офис-менеджер, ертӳçĕ пулăшуçи пулнă. Декрета тухас умĕн Россельхознадзорăн тĕп аппаратĕнче ĕçленĕ. «Пĕлĕшсенчен хăшĕ-пĕри эпĕ Мускавра чăваш чĕлхи вĕрентнипе çеç пурăнатăп тесе шухăшлать. Анчах эрнере пĕрре уроксем ирттернипе выçса вилме пулать», — терĕ Оксана.

Полпредствăра вĕрентекен кирлине ăна «Хавал» йĕркелӳçисенчен пĕри Александр Савельев пĕлтернĕ. 2015 çулта хĕр шиклене-шикленех вĕрентӳ ĕçне пикеннĕ. Ăна ку питĕ килĕшнĕ. «Тăван чĕлхене ют чĕлхе пек вĕрентме çăмăл мар. Университетра пире ку методикăна тĕплĕн, тарăннăн уçса панă теме çук. Ĕçленĕ май ерипен опыт пухăнса пычĕ. Çак ĕçре мана турккă, акăлчан чĕлхисене пĕлни те питĕ пулăшрĕ. Çав вăхăтрах çĕнĕ çынсемпе паллашатăн, урок ирттермелли çĕнĕ материал, меслет шыратăн, пуçа çĕмĕрттеретĕн, аталанатăн… Йывăрлăхсем те пурччĕ паллах. Вĕренекенсем чăваш чĕлхине тĕрлĕ шайра пĕлетчĕç. Шкула тĕрлĕ ӳсĕмри çынсем çӳретчĕç. Уроксене сиктерсе темăна ăнланмасăр юлатчĕç. Ют çĕршывран килнисем те пурччĕ: Иран, Ирланди, Испани, Япони çыннисене вĕрентни те пулнă».

«Контактри» хăйĕн страницине Оксана Антонова ытларах чăвашла постсем вырнаçтарать. Мускавра пурăнаканскере ку мĕн тума кирлĕ-ха? Унăн тусĕсем, тăванĕсем, пĕлĕшĕсем — ытларах чăвашсем. Вĕсенчен инçетре пулнăран тăван чĕлхешĕн тунсăхлать, унпа усă курмалли мелсем шырать. Çавсенчен пĕри — социаллă сетьре чăвашла çырасси. Ку хăйне кура ентешĕсене, тăван чĕлхене тата хамăра хисеплени тесе шухăшлать.

Оксанăн мăшăрĕ — вырăс. Унпа вăл пĕр компанире ĕçленĕ. «Нумай вăхăт тытăнса тăмарăм унта, çĕнĕ ĕçе, турккăсен компанине, куçрăм. Вăл та çав бизнес-центртах вырнаçнăччĕ. Унчченхи ĕçе канашлусене кайса килме тиветчĕ. Вăт çапла пĕр-пĕрне курнă, калаçнă. 2017 çулта туй турăмăр. Виçĕ çултан хĕр пĕрчи Аня çуралчĕ», — каласа кăтартрĕ Оксана.

Вăл савнине пĕрлешичченех чăвашла вĕрентнĕ. Пикен юратăвне çĕнсе илес тесе «чĕкеçĕм», «юратăвăм», «эпĕ сана юрататăп» тесе савăнтарнă каччă. Анчах çемье çавăрнă хыççăн чăвашла вĕренес хастарлăхĕ чакнă. «Пурпĕр вăлтара», — тесе шухăшлать-ши? Çапах халĕ арăмĕ хĕрĕпе чăвашла калаçнине илтсе вăл та вĕренсе пырать. Пĕчĕк хĕрĕ килте икĕ чĕлхепе калаçнине илтсе ӳсет. Оксана ачасемпе чăвашла калаçасси пирки качча кайичченех пулас мăшăрне асăрхаттарса хунă. Вăл хирĕçлемен. «Ача мĕн чухлĕ ытларах чĕлхе пĕлет, çавăн чухлĕ лайăхрах», — тенĕ.

Мускавра пурăнни чăвашла вĕренме чармасть. Оксана Антонова çакна пĕлĕшĕсен тĕслĕхĕпе те çирĕплетет. Ербулаткинсен ывăлĕпе хĕрĕ унта çуралнă, халĕ шкула çӳреççĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене чăвашла вĕрентме ятарлă çынна тытнă. Няня ачасемпе чăвашла калаçать, сăвăсем, юптарусем вĕрентет. Малтанах çемье Оксанăна хăйсем патне ĕçлеме чĕннĕ. Анчах унăн вĕсем патне çӳреме май килмен.

Антоновсен хĕрĕ Анечка амăшĕпе — чăвашла, ашшĕпе вырăсла пуплет. Хăш-пĕр сăмаха — чăвашла кăна /алса, аш, кашăк, кайăк, упа, тетте, ăшă, кай, чечек, уç…/, хăш-пĕрне вырăсла çеç /кукла, баба…/ калать. Е икĕ чĕлхепе те пĕлет: анне — мама, атте — папа, пар — дай, ăçта — где, тете — дядя…

«Хамăр тăвансемех /чăвашсем/ намăслантарма хăтланатчĕç малтан. Халĕ хăнăхрĕç пулмалла, шарламаççĕ. Хама питĕ ирĕклĕ туятăп. Эпир пурăнакан çĕрте вара хамăр ачапа мĕнле чĕлхепе калаçни никама та тĕлĕнтермест. Кунта тĕрлĕ наци çынни пурăнать, вĕсем те хăйсен чĕлхипе хутшăнаççĕ. «Садике кайма тытăнсан пурпĕр вырăсланать хĕрĕр», — тесе çапса хуçма тăрăшакансем пур паллах. Пăхăпăр, мĕн пулать унта. Кунти ачасем садике çӳреççĕ, çав вăхăтрах ашшĕ-амăшĕпе хăйсен чĕлхипе калаçаççĕ-çке. Эпĕ те тĕпренчĕкĕме амăшĕн чĕлхинчен ютшăнма памăп. Ачапа тăван чĕлхепе калаçни урăхларах, çӳллĕрех шайри çыхăну йĕркелеме пулăшать. Ик чĕлхелĕх вара ăс-тăншăн усăллине специалистсем те çирĕплетеççĕ. Çавăнпа ачăрсемпе чăвашла калаçма ан хăрăр. Пурнăç пĕрре килет. Ăна та хăраса, вăтанса ирттерес марччĕ», — çакăн пек пост вырнаçтарнă Оксана «Контактри» хăйĕн страницинче. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


«Питĕ хитре чĕлхеллĕ халăх эсир. Хăвăр çавна туятăр-и?»

Çĕртме уйăхĕн 8-12-мĕшĕсенче Стамбулта тĕрĕк чĕлхисемпе тухса тăракан журналсен 11-мĕш куравĕ иртрĕ. Ăна Турцин Культурăпа туризм министерстви йĕркеленĕ. Пысăк мероприятие Раççейрен, Арабсен Пĕрлештернĕ Эмирачĕсенчен, Египетран, Косовăран, Македонирен, Азербайджанпа Казахстанран, Молдовăран, Узбекистанпа Кăркăсстанран, Болгарирен тата тĕрĕк халăхĕсем пурăнакан ытти çĕршывран журналсен редакторĕсем, çыравçăсем хутшăнчĕç. Пилĕк куна тăсăлнă фестивальте интересли чылай пулчĕ.

Крым тутарĕ чăвашла вĕренет

Инçе çула тухас умĕн чунри лăпкăлăх яланах таçта кайса çухалать. Чăматан хатĕрлеме ĕлкĕресси, палăртнă вырăна йĕркеллĕ çитесси канăç памаççĕ. Турцири пысăк хулана — Стамбула — командировкăна каймаллине пĕлсен питĕ хĕпĕртерĕм. Ют çĕршыва пĕчченех каясси те шиклентермерĕ. Савăнасса савăнтăм-ха, анчах чикĕ леш енне вĕçмелли паспорт хатĕр маррине аса илтĕм. Стамбулта иртекен Пĕтĕм тĕнчери журналсен куравне çитмелли шанчăк туххăмрах сӳнчĕ. Çу уйăхĕн 11-мĕшĕччен Анкарари йĕркелӳ комитечĕ паспорт ыйтрĕ. Вăл тепĕр икĕ эрнерен çеç хатĕр пулчĕ. Нимле шанчăк та юлманччĕ, йĕркелӳ комитечĕ çине тăрса ыйтнăран ăна кая юлса та пулин ярса пăхас терĕм. Ман телее, курав пуçланасси 10 кун юлсан та билет туянма мехел çитернĕ турккăсем. Самолетсем питĕ сайра вĕçеççĕ пулин те. Мĕнех, çав мероприятие çитме пӳрнех мана.

Çула тухнă кун витререн тăкнă евĕр çумăр çурĕ. Хусана килтен ир-ирех кайсан та аэропорта палăртнă вăхăта çитесси пулмарĕ. Çул çинче пĕр вĕçĕм «пăкăччĕ», авари çине авариччĕ, унта та кунта çула çĕнететчĕç… Самолета ларма регистраци виçĕ сехет маларах пуçланать. Кая юлтăм пăртак. «Хусан куратăп та ак, машинăпа каялла ларса таврăнатăп, чăматанпа тӳрех ĕçе кĕретĕп», — текен шухăш регистрацирен йĕркеллĕ тухсан тин пăчланчĕ.

Самолетра вăхăт сисĕнмерĕ те. Ларнă-ларман турккăсен тутлă апачĕпе хăналантăмăр. Стамбула 5 сехете яхăн вĕçрĕмĕр. Турцин чи пысăк аэропортĕнчен аташмасăрах тухрăм. Босфор хĕрринчи отеле çитсенех малтан апат çиме илсе кайрĕç. Кайран кашнине уйрăмшар номере вырнаçтарчĕç. Япаласене майлаштарсан курав вырăнĕпе паллашма кайрăмăр. Вăл хитре вырăнта, Стамбулти кивĕ вокзалта, отельтен 300 метрта, метропа юнашар, вырнаçнăччĕ. Журналистсене меллĕ те çывăх пултăр тесе ятарласа çак вырăна суйланă. Турккăсем ытлах васкаманнине, лăпкăн ĕçленине асăрхарăм. Тепĕр кунхине пысăк мероприяти пуçланмалла пулин те каç енне тин стендсене хатĕрлеме тытăнчĕç.

Курав çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче ирех мар, кăнтăрла иртсен тин уçăлчĕ. Шăпах çак вăхăт тĕлне Тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен ассоциацийĕн ĕçтăвкомĕн тата Чăваш диаспорин пуçлăхĕ Надежда Джавадова /Мышкина/, Елчĕк хĕрĕ, килсе çитрĕ. Вăл маншăн чи çывăх та хаклă, тăванран та тăван пулса тăчĕ. Надинăпа эпир пĕр вăхăтрах, пĕр университетрах вĕреннĕ. Вăл манран икĕ çул каярах диплом илнĕ. Ăна студент чухнехине пăртак кăна астăватăп. Вăл Стамбулта тахçантанпах пурăнать, çемьеллĕ, хĕрпе ывăл çитĕнтерет. Чăваш чунĕллĕ хĕр пĕрчи тăван халăх культурине, чĕлхине аталантарас тĕллевпе нумай тăрăшать. Унăн ĕмĕт-тĕллевĕ пысăк. Чăваш Енрен хăнана пыракансем валли чăваш центрĕ уçас шухăш-кăмăллă. Надинăпа иксĕмĕр пирĕн валли уйăрнă сĕтел çывăхĕнче Чăваш Ен ялавне вĕлкĕштертĕмĕр. Стенд тăррине «Чăвашстан» тесе çырнă илемлĕ хăйăва вырнаçтартăмăр. Сĕтеле чăваш тĕррипе, сувенирсемпе илемлетрĕмĕр. Чăваш Ен сĕтелĕ ыттисенчен уйрăлса тăчĕ. Наци тумне те эпĕ кăна тăхăннăччĕ. Казахстан хĕрĕ те манран тĕслĕх илсе Стамбулта вĕренекен студентсенчен хăйсен тумне тупса килчĕ. Эх, илемлĕ çав пирĕн чăваш тумĕ, тĕрри-эрешĕ! Масмака, кĕпене, чăваш тĕрриллĕ сĕтеле ытараймасăр кам кăна пырса сăн ӳкерĕнмерĕ-ши? Курав кашни кун каçхи 7 сехетченех тăсăлчĕ. Студентсемпе шкул ачисем, литературăпа культура çыннисем, журналистсем кунтан татăлма пĕлмерĕç. Пĕр кунхине курава крым тутарĕ çитрĕ. Вăл чăвашла вĕренет.

«Пĕррехинче Стамбулта хитре калаçнине илтрĕм, чарăнсах тăтăм. Питĕ илемлĕ те çепĕç чĕлхе. Ыттисенчен уйрăлса тăрать. Чăтаймарăм, мĕнле чĕлхепе калаçнине пырса ыйтрăм. «Чăвашла», — хуравларĕ хĕрарăм. Çав кунран эпĕ те чăвашла вĕренме тытăнтăм. Питĕ хитре чĕлхеллĕ халăх эсир, çавна хăвăр туятăр-и?» — терĕ хавхаланса калаçакан Онур. Культурăпа туризм министрĕн пĕрремĕш çумĕ Ахмет Демирджан хĕрĕпе Невăпа икĕ кун таранах килчĕ курава. Чăваш сентри умĕнче вăрахчен тăчĕ, алăран хыттăн тытса чăмăртарĕ, пĕрле сăн ӳкерĕнчĕ. Чăваш çĕршывĕ пирки ыйтса пĕлчĕ. Унăн хĕрне Невăна парнесĕр ямарăм, чăваш тумĕллĕ, калаçакан пуканене тата журналсем тыттартăм. Питĕ хĕпĕртерĕ хĕр пĕрчи.

«Тетте» журнала çур чăматан илсе кайнăччĕ пулин те вăл куç умĕнчех чакса пычĕ. «Илме юрать-и?», «Парса яраятăр-и?» текен шăпăрлансене епле хирĕçлейĕн? Болгарирен пынă Хадичапа çывăх туслашрăмăр. Вăл курава «Болгар халăх ăстисем» журналпа хутшăнчĕ. Хадича хăйсен журналĕнчи тĕрĕ-эреш ман сĕтел çинчи чăваш тĕрриллĕ ал шăллисенчен, тутрисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнине хăй те асăрхарĕ. Болгарири турккă хĕрне чăвашсемпе болгарсем пĕр кăкран пулни пирки каласа кăтартрăм. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Тивĕçлĕ канăва ята ямасăр тухасшăн

«Шкул пĕтернĕ те колхоза ĕçлеме килнĕ, ĕмĕр тăршшĕпех кунта», — тет хăйĕн пирки Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ ЯХПК-колхозăн ĕçченĕ Виктор Викторов. Унăн ĕç стажĕ — 43 çул. 60-тан каçнă арçын хисеп тата тав хучĕсене пĕрре мар тивĕçнĕ. Тăрăшуллă та маттур механизатор пĕлтĕр Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулса тăнă.

Виктор Валентинович Шăнкас ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ашшĕ Валентин Викторович малтан колхоз председателĕнче, кайран ял канашĕн ертӳçинче тăрăшнă. Амăшĕ шкулта лаборантра вăй хунă. Пилĕк ачине Викторовсем ĕçе явăçтарса çитĕнтернĕ. Виктор шкулта вĕреннĕ чухнех кĕрепле-сенĕке алăран яман, колхоз хирĕнче утă типĕтнĕ, ытти ачапа йĕтем çинче тырă алланă.

Ачаран пилĕк авни кăна мар, председательте вăй хунă ашшĕпе машинăпа çӳресе уй-хир ĕçĕсемпе паллашни те çĕр ĕçĕпе çывăхлатнă. Хĕвел патне туртăнакан симĕс калча, тулса пыракан сарă пучах, ăрша выляни ялти мĕнле çыннăн чунне хускатмĕ? Виктор та хирти трактор- машинăна çĕкленӳллĕ кăмăлпа сăнанă, техника рулĕ умне ларма ĕмĕтленнĕ. 10-мĕш класс хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи ял хуçалăх училищине вĕренме кайнă.

— Манăн шофера вĕренес килетчĕ, куç япăх курнăран ун пирки манма тиврĕ. Тракторпа вĕренме илчĕç. Икĕ çултан, алла диплом илсен, тăван хуçалăха таврăнтăм, — çамрăклăхне куç умне кăларчĕ çĕр ĕçченĕ. — Пирĕн килте никама та аслă пĕлӳ илме хăваламан. Атте те институт пĕтернĕ çын пулман, çапах 10 çул хуçалăха аталантарма, ертсе пыма пултарнă. Эпир пиллĕкĕн ӳсрĕмĕр, пурте хăйсен пурнăçне рабочи профессийĕсемпе çыхăнтарчĕç. Пиччепе пĕр колхозрах ĕçлетпĕр, вăл — шофер, шăллăмсенчен пĕри — токарь, тепри — шофер, йăмăк элеваторта вăй хурать.

Трактор правине илнĕ 17-ри çамрăка ДТ-75 трактор шанса панă, пысăк опытлă Анатолий Андреев механизатор çумне çирĕплетнĕ. Виктор Валентинович тракторпа, машинăпа, комбайнпа ĕçленĕ аслăрах юлташне ырăпа асăнать. Нумай пулăшнă вăл çамрăк тракториста: тимĕр утпа ĕçлеме кăна мар, кăлтăка сасăранах палăртма, юсама, комбайнпа тырă вырма хăнăхтарнă. 18 çул тултарсан çамрăкăн салтака кайма ят тухнă. Унтан таврăнсан ăна Т-25 трактор шанса панă. Салтак аттине хывни 3 уйăх çитсен тăрăшулăхне тата хастарлăхне кура Виктор Викторова çĕнĕ МТЗ-80 тракторпа тивĕçтернĕ, фермăна ĕçлеме янă. 1982-1986 çулсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре тар тăкнă вăл: янаварсене апат панă, тислĕк турттарнă, ытти ĕçе тунă. Унтан каллех уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама тытăннă: сухаланă, сӳреленĕ, тырă акнă, сенаж хывнă, çĕртме тунă, комбайнпа тырă вырнă.

43 çул — пĕчĕк тапхăр мар. Çак вăхăтра миçе гектар тырă акнă-ши Виктор Валентинович? Паллах, шутласа кăлараймăн. Иртен пуçласа каçчен уй-хирте тракторпа ĕçленĕ вăл. Пурĕ 7-8 трактор шанса панă ăна. Паянхи кун ăста трактористăн аллинче — 3 хурçă ут. МТЗ-1221 тракторпа хĕлле хуçалăх территорине юртан тасатать вăл, çуркунне — çĕр лаптăкĕсене сӳрелет. «Кировецпа» тырă акать, çĕр сухалать. Çулла сенаж хывма комбайнпа курăк çулать. Ленин ячĕллĕ ЯХПК-колхозра хальхи вăхăтра хĕрӳ ĕççи. Виктор Викторов ирхи 6 сехетрех хурçă ут çинче. Радио ярать те чăваш юрри-кĕввипе киленсе уй-хире тухать, каçхи 7-8-чченех утă çулать. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   


«Манăн урокра ачасем шавламаççĕ»

— Ачасене юратмалла, юратмасан шкулта ĕçлемелле те мар, — тет Шупашкарти 36-мĕш шкулти чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Ирина Николаева. Ку пĕлӳ çуртĕнче вăл 22 çул ĕçлет. Унччен Етĕрне районĕнчи шкулта, хулинчи гимназире ачасене пĕлӳ панă.

Ирина Николаева Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкассинче çуралнă. Пĕчĕк чухнех Етĕрне районĕнчи Урташа пурăнма куçнă. Килтĕшри шкулта сакăр класс вĕреннĕ. Шăпах çак пĕлӳ çуртĕнче ăс пухнă вăхăтра çуралнă та унăн учитель пулас ĕмĕчĕ.

— Полина Юрьевна чăваш чĕлхипе литературине 5-мĕш класра вĕрентме пуçларĕ. Унăн урокĕсене те, хăйне те питĕ юрататтăм. Ун пек пулма ĕмĕтленеттĕм. Килтĕш тăрăхне качча килнĕччĕ вăл. Çамрăкскер, илемлĕскер, вăрăм çӳçлĕскер. Урокра хăйне мĕнле тытни, кăмăллăн калаçни чуна хам сисмесĕрех кĕрсе вырнаçрĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. 10-мĕш класа Советски салине куçрăм. Унта чăваш чĕлхи урокĕсене Геннадий Изотов ертсе пычĕ. Акăлчан чĕлхине те юрататтăм-ха. Шкул пĕтернĕ вăхăтра Геннадий Изосимович малалла та чăваш чĕлхи енĕпе вĕренме сĕнсе хавхалантарчĕ. Çавăнпах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытрăм, — аса илчĕ Ирина Алексеевна.

Аслă шкулта икĕ специальноçа алла илнĕ вăл: филолог тата журналист. Вĕреннĕ вăхăтра Етĕрне районĕн «Ĕç ялавĕ», республикăра тухса тăракан «Хресчен сасси» хаçатсенче практикăра пулнă. Етĕрнери гимназире икĕ çул ачасемпе ĕçленĕ май аслă шкула таврăнас умĕн вара шăпăрлансенчен куççульленсех уйрăлнă. Хăйĕн ачисем пекех юратнă вăл вĕсене. Хăнăхса çитнĕрен каяс килмен, анчах практика — вăхăтлăх кăна-çке. Диплом илсен çамрăк учитель çак районти Чирĕккассинчи шкулта икĕ çул вĕрентнĕ. Кайран Шупашкарти 36-мĕш пĕлӳ çуртне ĕçлеме вырнаçнă.

— Урăх шкула та, хам пурăннă района çывăхарах, кайма пултарнă, анчах çакăнта хăнăхрăм пулĕ. Класс ертӳçи пулнă май хамăнни пек юратнă ачасене хăварас килмерĕ. Çавăн пек темиçе класс вĕрентсе кăлартăм. Халĕ те манăн ачасем çиччĕмĕшне куçрĕç. Пĕр уйăх иртрĕ те — вĕсемшĕн тунсăхласа çитрĕм. Акă практикăна килчĕç, тинех тĕл пултăмăр, — сӳтĕлчĕ пирĕн сăмах çăмхи.

Ачасем тĕрлĕрен — кăмăлĕпе те, ăс-хакăл енĕпе те, вĕренес тĕлĕшĕнчен те. Вĕсемпе мĕнле майпа пĕр чĕлхе тупать-ши вĕрентекен?

— Çĕнĕ класс йышăнсанах кашни ачапа асăрханса калаçатăп, сăнатăп. Никама та кӳрентерме юрамасть — ачасем вĕт! Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕпе те яланах çыхăнура эпир, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр. Ачасене пĕрле воспитани пани паха, — палăртрĕ учитель.

Ирина Алексеевнăн ĕç опычĕ пысăк. Ăна вăл вĕренӳ учрежденийĕн тулашĕнче те аталантарнă. Акă, тĕслĕхрен, пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче наци культурине аталантармалли программăна пурнăçа кĕртнĕшĕн ЧР вĕрентӳ министрĕн тав хутне, чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Чăваш наци конгресĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ. Унăн вĕренекенĕсем çулсерен олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Хăй те ачасене тĕслĕх кăтартать: шкул чысне хӳтĕлесе нумаях пулмасть хулари вĕрентекенсен йышĕнче шашкăлла выляса 1-мĕш вырăн йышăннă. Çак уйăхра Атăл леш енче хулари вĕрентӳ тытăмĕнче ĕçлекенсен 15-мĕш слечĕ иртнĕ. Ирина Алексеевна мероприятири ăмăртура ĕçтешĕсемпе пĕрле шкул чысне хӳтĕленĕ, лайăх кăтартусемпе палăрнă. Çапах паянхи ачасем питĕ шухă. Вĕсене лăплантарма, урокпа кăсăклантарма çăмăл мар. <...>

Елена ЛУКИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.