Хыпар 72 (28100) № 04.07.2023

4 Утă, 2023

Çĕнĕ бассейн пулĕ-ши?

Иртнĕ эрнекун Федераци Канашĕн Бюджетпа финанс рынокĕсен комитечĕн председателĕ Анатолий Артамонов Чăваш Республикинче ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕ. Унпа пĕрле Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков çÿрерĕç.

Хăнасем Чăваш Енри пĕрлештернĕ командăсене хатĕрлекен А.Игнатьев ячĕллĕ спорт центрĕн ĕçĕхĕлĕпе паллашрĕç.

Республикăра анлă сарăлнă спорт тĕсĕсенчен пĕри — ишев. Регионта 36 пин çын унпа туслă. «Ишев пуриншĕн те» федераци программи те вырăнта ăнăçлă пурнăçланса пырать. Çамрăксене кăна мар, аслă çултисем валли те спортпа туслашма условисем туса панă.

Олимп резервĕсен 9-мĕш спорт шкулĕнче ишеве аталантарассипе, спортсменсене хатĕрлессипе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Шел, 2020 çулхи чÿк уйăхĕнчен шкулăн хăйĕн пурлăхпа техника бази çук. Çурт юхăнса çитнипе пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратнăран унпа усă курма чарнă. Кунта ăсталăха туптанă 435 çыннăн халĕ тренировкăсене тĕрлĕ вырăнта ирттерме тивет. Çитменнине, кăçалтан спортсменсене хатĕрлекен организацисем хушма пĕлÿ паракан тытăма кĕреççĕ. Çавăнпа авăн уйăхĕччен вĕрентÿ ĕçĕхĕлĕпе лицензи те илмелле. Çĕнĕлĕх лару-тăрăва татах çивĕчлетет: Олимп резервĕсен шкулĕ ятарлă пурлăх бази çукран хупăнма пултарĕ. Çивĕч ыйтăва татса пама иртнĕ çул асăннă шкулта çĕнĕ спортпа сывлăх комплексне тумашкăн проектпа смета докуменчĕсене хатĕрленĕ. Унта аслисем, ачасем валли бассейнсем, «типĕ ишев», хореографи залĕсем, массаж кабинечĕпе сауна, 510 çын вырнаçмалăх трибуна тата ыттине те тума палăртнă. Объектра 1500 çын тренировка ирттерме пултарĕ.

Кăçалхи нарăс уйăхĕнче Чăваш Ен РФ Спорт министерствине 2024-2026 çулсенче бассейн тумашкăн федераци бюджетĕнчен субсиди уйăрма ыйтса заявка тăратнă. Проект хатĕр ĕнтĕ.

— Раççей Правительстви проекта ырлатăр тесе ведомствăпа тата Федераци Канашĕн Бюджетпа финанс рынокĕсен комитечĕн председателĕпе Анатолий Артамоновпа пĕрле ĕçлĕпĕр. Умри тĕллев — çитес çулхи бюджетра çак объекта укçа-тенкĕ уйăрассине статьяра палăртса хăварасси. Об±екта икĕ çулта туса пĕтерĕпĕр тесе шухăшлатăп. Малтанлăха палăртнă тăрăх, вăл 3 млрд тенкĕ тăмалла, — пĕлтерчĕ Анатолий Аксаков.

Анатолий Артамонов «Олимпийский» стадионпа та паллашрĕ. Çумăр шăпăртатнине пăхмасăр кунта спортсменсем тăрăшсах тренировка ирттереççĕ. «Шупашкар Арена» пăр керменĕнче вара Мускав облаçĕнчи çамрăк спортсменсем конькипе ярăнни сумлă хăнана тĕлĕнтерчĕ. Спортсменсем кăна-и, ахаль çынсем те конькипе ярăнма, сывлăха çирĕплетме пултараççĕ. 2015 çулта хута янă керменте çĕршыв, тĕнче шайĕнчи ăмăртусем иртеççĕ. Çав шутра ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, самбо, баскетбол, шахмат енĕпе те. Сумлă хăна проектпа кăсăкланни республикăра çĕнĕ бассейн тăвас шанăç çуратрĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА, Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Роман çырнă вăхăтрах сăпка сиктернĕ

Патăрьел округĕнчи Кивĕ Ахпÿрт шкулĕнче ачасене вĕрентекен куккапа инке, Иван Степановичпа Вера Петровна Мулюковсем, çурла уйăхĕн вĕçĕнче Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шăхале хăнана кайма пуçтарăнчĕç.

Инке çав ялтан качча килнĕ. «Пирĕн ял вăрманлă вырăнта ларать, ял çынни Степан Аслан — паллă писатель», — тет инке. Пĕрле пыма чĕнсен эпĕ хаваспах килĕшрĕм. Ялне те, çыравçине те питĕ курас килет. Атте-анне чармарĕ: ман валли шкула улттăмĕш класа кайма мĕн кирлине туяннăччĕ ĕнтĕ. Çĕр улми кăларма иртерех, хуçалăхри ытти ĕçе хамах тăвăп-ха тесе, сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килме ыр сунса ăсатрĕ пире кукамай.

Хăтапа тăхлачă Петрпа Марфа Фи¬липповсем пире хапăл турĕç. Аппăшĕпе йыснăшĕ килнишĕн кĕçĕннисем питĕ хĕпĕртерĕç. Мана та кăмăлларĕç: вăрмана мăйăр татма пĕрле илсе çÿрерĕç, хăйсен вăййисене явăçтарчĕç. Пĕр-пĕрне хăваласа тытмалла чун каниччен вылярăмăр ку ял ачисемпе.

Сăнакалатăп та — ялпа ял пĕр мар иккен. Эпир «аре», вĕсем «ия» теççĕ. Тури Туçа хĕрарăмĕсен çийĕнче — пĕр е икĕ аркăллă пусма кĕпе. Ватăраххисем хăйсем тĕртсе çĕленĕ улача кĕпепе çÿреççĕ. Кунта вара майралла тăхăнаççĕ. Улача асра-тĕсре те çук. Улача таврашне ку тăрăхра та килĕштернине Степан Аслан «Ешĕл хунав пурнăçăм» кĕнекере аса илтерет: пиччĕшĕ шкула улача сумкăпа çÿрет. Пĕррехинче тата тăратпăр çапла урамра калаçкаласа. Пĕр килтен пирĕн тăхлачă тухрĕ. Йăл кулать. Хĕрарăмсем патне пычĕ те хăй кунта мĕн çăмăлпа килнине пĕлтерчĕ. Пĕри вилнĕ иккен те — пумилкке тăваççĕ. «Çынсен хуйхине пусартăм, култарса хăвартăм. Юрă юрларăм. Ĕлĕк пумилккере юрланă. Хурланма хушман, хавасланмалла тенĕ», — евитлерĕ вăл. Ав епле! Пирĕн тăхлачă авалхи йăла-йĕркене аван чухлать иккен.

Чукун çул юнашар. Пуйăссем чарăнса тăраççĕ. Ларса каякансене алă сулса ăсататпăр. Писателе те куртăм. Хăта патне ĕçпе пычĕ. Тăп-тăпăл кăна çын. Ятуллă тăхăннă. Васкамасăр, кăмăллăн пуплет. Ĕç пирки часах калаçса татăлчĕç. Тинтерех çамрăкла вилнĕ Натюша, писатель арăмĕн йăмăкне, хурланса аса илчĕç.

Степан Аслана урăх курасси пулмарĕ. Пурнăçа сăнарласа кăтартас ăсталăхĕ вара тĕлĕнтерме пăрахмасть. Музей канашĕ те пултарулăхне тивĕçлипе хакласа экспозицире унăн кĕтесне кăтартма палăртрĕ. Яваплă ĕçе хам çине илме кăмăлăм та, тивĕçĕм те пур тесе Çĕнĕ Шăхале çул тытрăм. Пĕрре кайнипех ĕç ăнмарĕ-ха. Малтанхи хутĕнче нимсĕрех таврăнтăм. Писатель хăй вилнĕччĕ ĕнтĕ. Мăшăрĕ Иульяна Павловна «хуçи эпĕ мар, Шупашкарта Агрегат заводĕнче ĕçлесе пурăнакан кĕçĕн ывăл Валера» терĕ. Пĕр хут татки те парса ямарĕ. Виçĕ хутчен кайса сăн ÿкерчĕкĕсемпе усă ку𬬬нă япалисене, кĕнекисемпе çыру хатĕр¬ĕсене, докуменчĕсене илсе килтĕм. Иульяна Павловнăпа кĕçĕн ывăлĕ Валера парса ячĕç. Каярахпа ку ĕçе ывăлĕпе Владиславпа хĕрĕ Светлана пуçăнчĕç. Вĕсем музее ашшĕн тĕрленĕ кĕпине, пиçиххине, медальонне парнелерĕç. Мăшăрĕпе ывăл-хĕрĕ аса илнисене тĕпе хурса Степан Асланăн музейри ĕç пÿлĕмне йĕркелерĕмĕр.

1938-1940 çулсенче Степан Аслан салтакра пулнă. 1941-1942 çулсенче вăл каллех çарта тăнă. Свердловскра чухне вĕсене вăрманта çар ĕçне вĕрентнĕ. Вăрçа илсе кайма хатĕрленĕ. Хăйĕн, ашшĕ-амăшĕн ячĕ-шывĕпе адресне кăтартнă медальон панă. Анчах пĕррехинче унта хăй çине сăвăс ларса тулнăран наркăмăшланса тăнне çухатнă. Хăйне хула больницине мĕнле илсе çитернине те астуман. Наркăмăшланнă тăватă çынран пĕртен-пĕр Çтаппан кăна чĕрĕ юлнă. Ăна çар ĕçĕнче юрăхсăр тесе килне ăсатнă.

Чире пула вăйран сулăннăскере, шĕ¬вĕр питлĕ те типшĕмккескере тăван ялĕнче, хальхи Канаш округне кĕрекен Тури Сурăмра, Хăрăк Çтаппан тесе чĕнме тытăннă. Çапах Çтаппан аптăраман, майĕпен йăл илнĕ, ревизи комиссийĕн председателĕнче ĕçлеме пуçланă. Ревизие Çĕнĕ Шăхаль хĕрĕпе Ульяна счетоводпа пĕрле тунă. Пĕр-пĕрне килĕштерсе 1943 çулхи çу уйăхĕнче мăшăрланнă. Çамрăк çемье малтанлăха Çтаппан ашшĕамăшĕн килĕнче вĕсемпе пĕрле пурăннă. 1944 çулхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Витя çуралнă. Фронтран аманса таврăн¬нă шăллĕ авлансан Çтаппан çемйипе тĕп килтен Çĕнĕ Шăхале уйрăлса тухнă. Унта Петьăк арăмĕн улăм витнĕ пĕчĕк пÿртне сакăр пăт тырă парса илнĕ, икĕ пăт парса юсаттарнă. Çĕрĕшнине сÿсе лайăх улăм витнĕ. 1944 çулхи çĕртме уйăхĕнче унта пурăнма куçнă. Петьăк арăмĕ хăй ют ялта кĕтÿре çÿренĕ. Упăшки вилнĕ. Ачисем те пурнăçран уйрăлсах пынă. <...>

Галина ЕЛИВАНОВА

♦   ♦   


Авалхи çуртра музей уçма сĕнеççĕ

Шупашкар округне кĕрекен Арккасси ялĕ пысăках мар. Коттеджсен поселокĕпе хулан çĕнĕ микрорайонĕ хушшине кĕрсе юлнăран вăл вуçех пĕчĕк курăнать. Хула çумĕнчех вырнаçнă пулин те яла çитме кăткăсрах. Яла кĕмелли çула темиçе çул каялла хупнипе машинăсен тавраран çÿреме тивет.

Парашютпа сикнĕ

Ял хухса пыни тÿрех сисĕнет, урамсенче çынна тĕл пулаймăн. Ялта ытларах аслă ÿсĕмрисем пурăнаççĕ, чи ватти — 1936 çулта çурални. Çамрăксем те, ача-пăча та çукпа пĕрех. Арккассисем каланă тăрăх, ялта тĕрлĕ çĕртен килсе тĕпленнисем йышлă. Ытларахăшĕ кил хуçалăхĕпе дача пек усă курать. Çапах çулла хуларан яла пурăнма килекен сахал мар.

Совет саманинче ытти çĕрти пекех ял кĕрлесе тăнă. Çынсем колхозра ĕçленĕ. Тырпул, кăшман, çĕр улми çитĕнтернĕ. Лаша, ĕне, чăх фермисем пулнă. Вунă çул каялла кĕтÿ тухма пăрахнă хыççăн выльăх йышĕ чакнă. 2-3 килте кăна качака-сурăх, ĕне тытаççĕ. Ялăн уйĕсем çинче поселоксем, хула урамĕсем çĕкленнĕ. Арккассинче фельдшер пункчĕ кăна упранса юлнă, темиçе çул каялла çĕнĕ ФАП тунă. Унта темиçе ялтан сипленме çÿреççĕ.

— Клуб пурччĕ, çунса кайнă хыççăн урăх тумарĕç. Лавкка ĕçлерĕ пĕр вăхăт. Юрать, халĕ автолавкка кашни кун килет, ытти чухне хула лавккисене каятпăр, — терĕ Нина Семенова. Вăл комсомол обкомĕнче, Правительство çуртĕнче бухгалтерта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Унăн мăшăрĕ Николай Семенов пиравăр фабрикинче тĕп энергетикре тăрăшнă. Чумкасси хĕрĕ Арккасси шкулĕнче вĕреннĕ, унăн шăллĕ Сергей Димитриев министр пулнă.

— Ялта туйсем час-час кĕрлетчĕç, пысăк уяв пулнă вăл ял çыннишĕн. Унта ватти-вĕтти пуçтарăнатчĕ, пурне те апат-çимĕçпе сăйлатчĕç. Иван воин кунне паллă тăваттăмăр, ун чухне тăвансене пуçтараттăмăр, Мăнкунсенче те килтен киле çÿреттĕмĕр. Халĕ пĕр-пĕрин патне каймаççĕ, — терĕ Анатолий Васильев. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, 20 ытла туйра купăс каланă. Купăс калас ăсталăха çарта алла илнĕ. Унăн ашшĕ Аслă вăрçăра 1941 çулта пуç хунă.

«Мана лаша урапи çинче çуратнă. Анне пĕчченех ÿстерчĕ. 6-рах колхоз ĕçне кÿлĕнтĕм. Лашапа хиртен тырă турттараттăм, 13-14-рах йывăр михĕсем йăтма пуçларăм. Вăрçă çулĕсенче çимелли нимех те пулман. Яшкана курăк ярса пĕçернĕ. Сĕт, çăмарта, услам çу патшалăха панă. Шупашкар пасарне кайсан Левитан радиопа каланине итлеттĕмĕр. Вăрçă вĕçленнине эпир уйра пĕлтĕмĕр», — аса илчĕ ĕç ветеранĕ. Çамрăк чухне Анатолий Васильевич десантник пулнă, парашютпа 37 хутчен сикнĕ. Салтака кайичченех Шупашкарти аэроклубра парашютпа сикме пуçланă. Çар чаçĕнче ăна полк, дивизи ялавĕсене сыхлама шаннă, пĕрремĕш постра тăнă.

«Ун чухне çартах юлма май пурччĕ, анчах килеллех чун туртрĕ. Юлакан сахал пулнă. Вăл вăхăтра чылайăшĕ ялта тĕпленсе пурăнма тăрăшнă. Килĕрен сак тулли ачаччĕ. Ялтан тухса ан кайччăр тесе ĕлĕк çамрăксене паспорт та паман. Кайран яшсемпе хĕрсем завод-фабрикăра ĕçлеме пуçларĕç. Иккĕмĕш сменăран таврăнсан та вăййа тухаттăм, ун чухне чĕрере юн вĕресе тăнă», — калаçăва тăсрĕ уявсемпе вăйăсенче хут купăс каласа савăнтарнă арçын. Вăл 26-ра авланнă. Мăшăрĕпе Нина Вениаминовнăпа 54 çул килĕштерсе пурăннă. Икĕ ачана ура çине тăратнă. Шел те, мăшăрĕ виçĕ çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Шупашкарти пир-авăр фабрикинче нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскер чăлха-нуски çыхакан машинăсене юсанă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.