Хыпар 71-72 (27950-51) 01.07.2022

1 Утă, 2022

Сÿнми çулăм ĕç паттăрлăхĕн хулисене çыхăнтарчĕ

«Паллă мар салтак вил тăприйĕ» астăвăм комплексĕнчи Ĕмĕр сӳнми çулăма Чăваш Ене илсе килчĕç. Çак пулăма халалласа Мускаври Александровка садĕнче çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче савăнăçлă церемони иртнĕ.

Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Президенчĕн Администрацийĕн управлени пуçлăхĕ Сергей Новиков, РФ Патшалăх Думин депутачĕсемпе сенаторсем, Мускавра пурăнакан чăвашсен культура автономийĕн хастарĕсем хутшăннă. «Ку çулăм ĕлĕкхипе хальхи вăхăта çыхăнтарĕ. Çулăм пире вăй-хăват парса тăрĕ, пирĕн çула çутатса пырĕ. Астăвăм комплексĕнче çулăм чĕртсе эпир тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕпе мăнаçланнине, вĕсен вышкайсăр пысăк ĕçне хисеп тунине палăртатпăр», — тенĕ Олег Алексеевич.

Сергей Новиков Куславккари астăвăм комплексĕн пĕлтерĕшĕ пирки каланă. «Ку палăк çитĕнекен ăрăва вăрçă çулĕсенчи асаплă вăхăта аса илтерсе тăрĕ, чунра патри от туйăмне вăратĕ. Хĕрарăмсемпе çамрăксен, ватă çынсемпе ачасен тылри ĕç паттăрлăхĕ хальхи çамрăксене самана йывăрлăхĕсене çĕнтерме хавхалантарса пырасса шанатăп», — тенĕ Мускав çынни. Çулăма çар техникипе Мускавран Чулхулана — вăл та ĕç паттăрлăхĕн хули — илсе çитернĕ. Тыл ĕçченĕсене халалласа Чулхула Кремлĕнче лартнă палăк умĕнче митинг иртнĕ. Унта Чулхула облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн çумĕ Давид Мелик-Гусейнов, хула мэрĕ Юрий Шалабаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ, Трактор заводĕнче нумай çул ĕçленĕ Иван Долгушин, ветерансем, ыттисем хутшăннă.

«Ку акци ĕç паттăрлăхĕн хулисене çыхăнтарĕ. Астăвăм комплексĕнче çулăм чĕртни — историре çырăнса юлмалли пулăм. Вăл вăрçăпа ĕç паттăрĕсен ачисемпе мăнукĕсене пĕрлештерекен вырăн пулса тăрĕ», — тенĕ Алла Салаева. Пухăннисем палăк умне чечек хунă, федерацин Атăлçи округĕнчи çарсен ансамблĕ çарпа вăрçă юррисене шăрантарнă. Сăмах май, Чулхулари заводра 1920 çулта пĕрремĕш танк туса кăларнă.

Дзержинск хулинче автоколоннăна кадетсем кĕтсе илнĕ. Акцие хутшăннисем хулари Ĕмĕр сӳнми çулăм умне чечек хунă. Митингра вăрçă вăхăтĕнчи юрăсем янăранă. Чулхулари вăрçă ветеранĕсем Александр Вагинпа Александр Самарин çак акцин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă. Пĕлме: Дзержинскра вăрçă çулĕсенче сирпĕтмелли хатĕрсем туса кăларнă. Ĕнер çулăма Шупашкара илсе килнĕ. Ĕç паттăрлăхне хисеплесе лартнă палăк умĕнче митинг иртнĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Пĕтĕмпех пĕлме пулать-и?

е Экзаменсенче 100 балл пухнă çамрăксем çинчен

Муркаш районĕнчи Юнкă шкулĕнчен кăçал вĕренсе тухнă Анастасия Шурнеева общество пĕлĕвĕн экзаменĕнче 100 балл пухнă. Лайăх паллă илессишĕн нумай тăрăшнă хĕр. «Чи пысăк балл пуласса кĕтмен паллах. Çулталăкĕпех учительпе пĕрле те, пĕччен те хатĕрлентĕм. Ятарлă кĕнекери материалсене шĕкĕлчерĕм. Уроксем интереслĕ иртетчĕç, учитель пире тĕрлĕ майпа кăсăклантаратчĕ. Урокра пĕлтерĕшлĕ хыпарсене тишкереттĕмĕр. Экзаменри ыйтусем йывăрах марччĕ, çапах кăткăссисем те пурччĕ», — каласа кăтартрĕ хĕр.

Истори учителĕ Валентина Краснова каланă тăрăх, Настя — анлă тавра курăмлă, маттур хĕр. «Вăл шкул олимпиадисенче малти вырăнсене йышăннă, ытти экзаменра та лайăх результатсем пулнă. Хĕр вулама юратать, сочиненисене лайăх çырать, сăвăсем те хайлать. Общество пĕлĕвĕ — кăткăс предмет. Вăл тĕрлĕ наукăна /философи, экономика, право, политологи, культурологи…/ пĕрлештерсе тăрать, ачан тавра курăмне чылай аталантарать. Вĕренсе пĕтерекенсем кашни çулах çак предмета суйлаççĕ. Ку таранччен пирĕн ачасем 100 балл пухни пулманччĕ», — пĕлтерчĕ Валентина Вячеславовна.

Шкултан медальпе вĕренсе тухнă Настя аслă шкула кĕресшĕн, менеджмент енĕпе пĕлӳ илесшĕн. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна, ытти учреждение заявлени парасшăн. Сăмах май, республикăри 10 яш-хĕр общество пĕлĕвĕн экзаменĕнче 100-шер балл пухнă.

Екатерина Шупашкартах юласшăн

Чăваш Ен çамрăкĕсем ытти экзаменра та лайăх кăтартупа палăрнă. Акă Шупашкарти 2-мĕш лицейри Екатерина Ейкова икĕ экзаменра 100-шер балл пухнă. Лицей директорĕ Татьяна Петрова каланă тăрăх, икĕ çул каялла вĕсем патĕнчен вĕренсе тухнă пĕр çамрăк икĕ экзаменра 200 балл пухнă, 100 балл илекенсем кашни çулах пур. «Кăçал 6 ача лайăххисен йышне кĕчĕ. Пирĕн лицейре чылай предмета тарăннăн вĕрентеççĕ. Ачисем те тăрăшаççĕ, пĕлӳ илни вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Аслă шкулсене вĕренме кĕрессишĕн талпăнаççĕ. Пирĕн патра пĕлӳ илнисем Мускаври, Питĕрти, Хусанти, Чулхулари вузсенче пĕлӳ илеççĕ. Акă биологи-медицина класĕнчисем ЧПУн медицина факультетне çул тытаççĕ. Инженери класĕнчисен 60 проценчĕ республика тулашĕнчи институт-университета суйлать. Юрист пулма ĕмĕтленекенсем Экономикăн аслă шкулĕнче, Хусанти федераци университетĕнче вĕренеççĕ. Екатерина Ейкова вара Шупашкартах юласшăн. Вăл медицина факультетне куç хывнă. Лицейре медицина класĕнче вĕреннĕскер шăпине тухтăр профессийĕпе çыхăнтарасшăн, ашшĕпе аппăшĕн çулĕпе каясшăн. Унăн ашшĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи больницăра тăрăшать, аппăшĕ медфакра вĕренет. Сăмах май, унăн аппăшĕ те çак лицейранах вĕренсе тухрĕ. Ачисене тарăн пĕлӳ парас тĕллевпе çемье тĕп хулана куçса килнĕ. Класс ертӳçи Надежда Мокеева каланă тăрăх, Катя лицейре виçĕ çул вĕреннĕ. «Тăрăшуллă та хастар хĕр. Вĕренӳре ялан малтисен ретĕнче. Унăн аттестатĕнче «5» паллăсем кăна», — терĕ учитель. Пике республикăра химипе, биологипе, экологипе иртнĕ олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăннă. Интернетра йĕркеленĕ тĕрлĕ олимпиадăра палăрнă.

Шупашкарти 3-мĕш лицейри Павел Великанов математикăпа 100 балл пухнă. Физика-математика класĕнче вĕреннĕ яш лицее 5-мĕш класра куçнă. «Вĕренме интереслĕччĕ. 7-мĕш класранпа математикăна тарăннăн вĕрентме тытăнчĕç. Олимпиадăсемпе конкурссене пĕрмай хутшăнаттăмăр. Темиçе хут та призер пултăм. Шăматкунсерен Светлана Фокина учительпе экзаменсене хатĕрлентĕмĕр. ППЭ шиклентерместчĕ, тĕрĕслев вăхăтĕнче те пăшăрханмарăм. Экзаменри ыйтусем маншăн йывăр пулмарĕç. Результат лайăх пулассине ĕнентĕм. Аттепе анне — математиксем. Çавăнпа эпĕ мĕн ачаран математикăпа туслă. Хамăн малашнехи кун-çула математика факультечĕпе çыхăнтарас килет. Мускаври Экономикăн аслă шкулне документсем тăратрăм», — терĕ кăçал шкул ачисен киберлигинче çĕнтернĕ яш. 3-мĕш лицейре вĕреннĕ Максим Леонидовпа Сергей Тарасов та математикăпа 100-шер балл пухнă. Тĕрĕссипе, Сергей Тарасовăн тӳрех чи пысăк балл пулман. Каччă нумай шухăшласа тăман — апелляци çырнă. Унăн ĕçне тепĕр хут тĕрĕсленĕ хыççăн пĕлĕвне 100 балпа хакланă. Çапла математикăпа патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕ тытса чи пысăк хаклава тивĕçнисем пирĕн республикăра халĕ пиллĕкĕн мар, улттăн. Палăртмалла: патшалăх экзаменне тытакансем икĕ тĕрлĕ апелляци пама пултараççĕ. Пĕри — экзамен ирттернĕ чухнехи тĕрĕс марлăхсемшĕн. Тепри — илнĕ паллăпа килĕшмесĕр пысăкрах балл илессишĕн тепĕр хут тĕрĕслеме ыйтни. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Александр АГАФОНОВ: Политех ăнăçу кÿретех!

Пин-пин çамрăкшăн шкул çулĕсем хыçа юлчĕç — лайăх професси илмешкĕн вуз суйламалла. Мускав политехника университечĕн Шупашкарти институтĕнче (филиалĕнче) хăйсен вĕренӳ заведенийĕ тĕлĕшпе тимлĕ пулма сĕнеççĕ. «Мĕншĕн Шупашкарти Политех?» — институт директорĕпе Александр Агафоновпа калаçăва çак ыйтуран пуçларăмăр.

Пахалăх палли

— Мĕншĕн тесен эпир регионта чылайранпа ĕçлетпĕр, хамăра кăтартма ĕлкĕрнĕ, — терĕ Александр Викторович. — Пирĕн институт — Чăваш Енри чи аслă вузсенчен пĕри — историйĕ 1955 çултах пуçланнă. Тĕпрен илсен, техника профилĕллĕ программăсемпе ĕçлетпĕр, ĕç рынокĕнче кирлĕ специалистсене хатĕрлетпĕр. Тĕп хулари вуз филиалĕ пулнă май çамрăксене унта каймасăрах Мускав Политехĕн дипломне илме май паратпăр. Пирĕн бюджет вырăнĕсем те пур: тӳлевсĕр вĕренӳ, стипенди, студентсене пулăшмалли ытти май.

Малалла аталанатпăр, çуллен çĕнĕ вĕрентӳ программисем уçатпăр. Хальччен пирĕн специалитетпа бакалавриатăн 13 программиччĕ: строительство, информатика, информаци технологийĕсем, электроэнергетикăпа электротехника, машиностроени производствисене конструкторпа технологи енĕпе тивĕçтересси, нефтьпе газ ĕçĕ, транспортпа çыхăннă çул-йĕр, экономика, менеджмент тата юриспруденци. Кăçал тата 5 магистр программине, вăтам професси вĕрентĕвĕн 6 программине уçрăмăр — студентсене 24 программăпа вĕрентĕпĕр.

— СПО программи — сирĕншĕн çĕнĕ çул- йĕр. Çак йышăну мĕнпе çыхăннă?

— Колледж кирлех. Калăпăр, çамрăк çын 11-мĕш класс хыççăн пирĕн вуза кĕресшĕн, анчах Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕнче çителĕклĕ балл пухман. Çавăн пек çамрăксем кунта вăтам професси пĕлĕвĕ илме килччĕр, кайран вара пирĕн патрах аслă пĕлӳллĕ пулайĕç.

Производствăпа алла-аллăн

— Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн нумай çамрăк ĕç тупайманни вăрттăнлăх мар. Эсир хăвăр патра вĕреннисен шăпипе кăсăкланатăр-и?

— Интересленетпĕр кăна мар, тимлĕ сăнаса тăратпăр. Ĕçе ăнăçлă вырнаçасси — пĕлӳ илнин тĕллевĕ çакă вĕт. Вĕрентĕве производствăпа çыхăнтарассине тĕпе хуратпăр. Институт Чăваш Енри, ытти регионти 200 ытла предприятипе, организаципе килĕшӳ тунă. Студентсем 1-мĕш курсранах производствăра экскурсисенче пулаççĕ, 2-мĕш курсран практика пуçланать — тĕрлĕ производствăра. Вĕреннĕ чухнех вĕсем предприятисемпе организацисене сăнаççĕ, ĕç паракан та вĕсене курса хаклать.

Студентсем 1-мĕш курсрах проект ĕçне хутшăнаççĕ. Килĕшӳ тунă предприятисем пире производствăра кирлĕ техника заданийĕсем параççĕ. Студентсем институтăн наука ертӳçисемпе, предприятисен представи-телĕсемпе пĕрле тивĕçлĕ йышăнусем тумалли çулсене шыраççĕ. Ку производствăна, предприятисен ыйтăвĕсене пĕлме май парать, унта ĕçлеме пырсан вара вăл пĕтĕмпех пĕлет, ăна никам та «аудиторисенче мĕн вĕрентнине манса кай» теме хăяймĕ.

Предприятисемпе, организацисемпе пĕрле ĕçлени пире вĕсене мĕнле специалистсем кирлине пĕлсе тăма май парать. Çавăнпа пирĕн студентсем вĕреннĕ вăхăтрах ĕçе вырнаçнинчен тĕлĕнмелле мар. Пĕр 15 çул пуль — пирĕн патра вĕреннисем ĕçсĕррисен çарне пысăклатмаççĕ. Уйăхсерен мониторинг ирттеретпĕр, ĕçлев центрĕнчен кăтартусем илетпĕр — Политехăн ĕнерхи студенчĕсем унта регистрациленмеççĕ. Институтра карьера центрĕ уçнă — алла диплом илнисене ĕçе вырнаçтарма. Унччен вĕренсе тухнисем те пулăшу ыйтма пултараççĕ — пирĕнпе ĕçлекен предприятисем, организацисем сĕнекен пин-пин вакансирен килĕшекеннине суйласа илме пулатех.

— Ытларах чухне бизнес позицийĕ шелсĕр: ăна лайăх специалист памалла. Вĕренӳ заведенийĕ çакна мĕнле тивĕçтерĕ — интереслентермест. Чăваш Енре ĕç паракансем вузсене вĕрентӳ программисене хăйсене кирлĕ пек йĕркелеме пулăшаççĕ-и?

— Ĕç параканăн хăйĕн валли специалиста ятарласа хатĕрлемелли майсем те пур. Тĕллевлĕн хатĕрлес енĕпе те ĕçлетпĕр. Çакăн валли хамăрăн бюджет вырăнĕсен 10% уйăратпăр. Килĕшĕве вуз, ĕç паракан тата студент алă пусаççĕ. Виçĕ енлĕ интерес вăл е ку производствăра кирлĕ компетенциллĕ специалистсене хатĕрлеме май парать. Ĕç паракан пирĕн пата янă çамрăк çын практикăсенче çав предприятире пулать, диплом илсен унта виçĕ çул ĕçлеме тивĕç. Студентшăн — ĕçе вырнаçмалла гаранти, ĕç параканшăн — кадр ыйтăвне татса памалли инструмент. Предприятисемпе организацисем çак мелпе хаваспах усă кураççĕ. Темиçе çултан çакнашкал специалист пулассине пĕлсе хăйсен пулас утăмĕсене палăртса хума май пур. Сăмахран, инвестпроектсем, ытти енĕпе плансем тума. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Александр ИЛЮТКИН: Ĕнен ялан пĕр тĕрлĕ апат çимелле

Кунта тĕплĕ те тирпейлĕ хуçа пулни кантур крыльци патне çитичченех курăнать. Çурт умĕнче клумбăсене тĕрлĕ тĕслĕ чулпа эрешлесе илемлетнĕ.

50 литр сĕт параканнисем те пур

Патăрьел районĕнчи «Исток» хуçалăх — республикăра чи вăйлă аталаннисенчен пĕри. Унăн председательне аграри ертӳçисен кадрĕсен ылтăн фондне кĕртме пулать. Александр Илюткин фирмăна 17 çул ертсе пырать. Районти нумаях пулмасть кĕрлесе ирттернĕ Акатуйра тивĕçнĕ наградăсем унăн пӳлĕмĕнче курăнмалла çĕрте вырнаçнă. Çур акине лайăх вĕçленĕшĕн, палăртнă плансене тултарнăшăн хуçалăх районта 1-мĕш вырăна тухнă.

«Тепĕр дипломпа статуэтка — Тăрăн ферминче. Выльăха хĕл каçарас енĕпе те малти вырăна тивĕçрĕмĕр», — терĕ директор. Александр Леонидович хăйĕн хуçалăхĕпе пӳлĕмĕнченех паллаштарма пултарать. Объектсенче вырнаçтарнă вун-вун видеокамера халĕ мĕн пулса иртнине пысăк экран çинче кăтартать. Эпир ĕнесене пăхасси пирки ытларах калаçрăмăр та — витери видеокамера мĕн ӳкернине кăтартрĕ. Малтанхи каç çĕрĕпе çумăр çунă пулин те эпир шурă кроссовкăсене вараласран хăрамарăмăр, фермăна хамăр та çитрĕмĕр. Сенаж хатĕрленине куртăмăр, çамрăк специалистсемпе паллашрăмăр.

Тăрăн ялĕнчи 400 пуç ĕне валлилĕх икĕ ферма — çĕнĕ йышшисем. Пĕрне 2017 çул вĕçĕнче хута янă. Строительство ĕçĕсем икĕ çул ытла пынă. Тепри, сумалли заллă 200 вырăнлăх ферма, маларах уçăлнă. Хуçалăх çакăн пек пысăк комплекса çĕклеме 76 миллион тенкĕ кредит илнĕ.

Паянхи кун предприяти кунсерен 15 тоннăна яхăн сĕт ăсатать. Кунне 50 литр паракан ĕнесем те пур кунта. Çулталăкра пĕр ĕнерен вăтамран 8600 литр суса илеççĕ. Ку кăтартăва вĕсем 9 пине çитересшĕн. Чĕр тавара Комсомольскинчи сĕт-çу комбинатне леçеççĕ. Вĕсен сĕтне питĕ кĕтеççĕ. Унран тĕрлĕ продукци — кефир, тăпăрч, çу… — туса кăлараççĕ. Пахалăхне кура сĕте чи пысăк сорт хакĕпе туянаççĕ, аван тӳлеççĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


1 пин евро парсан та сутма килĕшмен

Темиçе ĕмĕр каялла патшасем те тĕрĕ вăрттăнлăхне алла илни паллă. Франци кардиналĕ Ришелье уйрăмах палăрнă ку енĕпе. Музейсенче çавăн пекех Прусси королĕн Аслă Фридрихăн, Швеци королĕн V Густавăн тĕррисем упранаççĕ. Пирĕн çĕршыври паллă çынсем те ку енĕпе палăрса тăраççĕ. Сăмахран, Раççей халăх артисчĕсем Николай Цискаридзе, Виктор Сухоруков тĕрленĕ чухне начар шухăшсем сирĕлнине, ырă тĕллевсем çуралнине палăртаççĕ. Çак шухăшпа «Раççей карттине хатĕрлеме хутшăннă арçын тĕрĕçсем те — Ульяновскри Сергей Кольцов тата Якутскри Иван Ефремов — килĕшеççĕ. «Тĕрĕ пирĕн чунсене сыватать, пурăнма вăй-хăват, сывлăх парать. Тĕрĕсенче асамлă вăй упранать», — тет Сергей Кольцов. Чăваш Енре те пур ун пек маттурсем. ТОПа арçынсен ӳсĕмне кура хатĕрлерĕмĕр.

АСЛАМĂШĔН АРЧИНЧЕН ПУÇЛАННĂ

Елчĕк районĕнчи Шăмалакра пурăнакан Александр Чернов кăçалхи раштав уйăхĕнче 65 çул тултарĕ. Пирĕн рейтингăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă Александр Петрович, Анатолий Ивановичпа танлаштарсан, тĕрĕ тĕнчинче ачаранах пурăнать. Чăваш ялĕнчи хĕрарăмсем кил-çурта тĕрлĕ майпа — тĕрĕпе, чĕнтĕрпе, ыттипе — хăтлăлатнă, илемлетнĕ.
Черновсен çемйинче те çаплах пулнă: асламăшĕ, амăшĕ çак ĕçсене пурнăçланă. Ялти шкулта вĕренекен Санькка та вĕсенчен юлман. 9-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра вăл хăйĕн валли кĕпе çĕленĕ. Унтанпа вĕсен шучĕ миçене çитнĕ-ши? Çĕленĕ çеç мар, вĕсене чăваш эрешĕсемпе хитрелетнĕ те. Унăн арчинче арçын тата хĕрарăмăн капăр тумĕсем упранаççĕ. Вĕсене кам кăна тăхăнман-ши? Шкул ачисем те, культура ĕçченĕсем те. Виçĕ çул каялла вăл ялти фольклор ушкăнĕн артисчĕсене çĕнĕ тумпа савăнтарнă.

Александр Петрович унсăр пуçне яка майлипе те, хĕреслесе те тĕрлет. «Килĕшет мана çак ĕç, — тет вăл. — Ăна пурнăçласа чунпа канатăп, ытти ĕç валли вăй пухатăп». Ытти ĕç вара Александр Черновăн, чăнах та, пайтах, ялта пурăнаканăн килти хуçалăхĕнче — уйрăмах.

АШШĔН ĔÇНЕ ТĂСАТЬ

Пирĕн ТОПа 52 çулти Дмитрий Бахмисов тăсать. Вăл — профессионал художник, РФ Художниксен союзĕн членĕ. Ашшĕ те Алексей Бахмисов, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ӳнерпе графика факультетне пĕтернĕскер, ӳнер ĕçĕпех пурăннă. Алексей Ивановичăн пултарулăхĕ те, тĕпрен илсен, тĕрĕпе çыхăннă. Сарлака яка тĕрĕ техникине кăмăлланă вăл.

«Улми улмуççинчен аякка ӳкмест», — тени тĕрĕсех. Дима çак ĕçре ашшĕне çамрăклах пулăшнă. Кун-çулне те декораципе хушма искусствăпах çыхăнтарнă. Унсăр пуçне Дмитрий Алексеевичăн чунне живопиç те, йывăçпа ĕçлесси те питĕ çывăх.

«Шупашкарти ӳнер училищинче вĕреннĕ çулсенче тĕрлеме пуçларăм. Аттепе иксĕмĕрĕн пĕрлехи ĕçсен куравĕсем Чăваш патшалăх ӳнер музейĕн хальхи вăхăтри центрĕнче, Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче, Наци библиотекин «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейинче, Çĕнĕ Шупашкарти музейре иртнĕ. Тăватă çул каялла атте çут тĕнчерен уйрăлчĕ. «Нарспипе Сетнер» ĕçне вĕçлеймерĕ. Эпĕ ăна та тĕрлетĕп. Манăн кун йĕрки çапларах: ирхине тăрсанах икĕ-виçĕ сехет тĕрлетĕп, унтан алла киçтĕк тытатăп. Каç енне йывăçа касса эрешлетĕп. Ĕçе çапла ылмаштарса пыни питĕ аван, пĕринпе ĕçлесе ывăннине тепри ирттерсе ярать, — ĕç вăрттăнлăхне уçрĕ Дмитрий Бахмисов. — Тĕрĕ, тĕпрен илсен, чун ыйтнипе пурнăçланакан пултарулăх. Тĕрленĕ япаласемпе сыв пуллашма васкамастăп. Вĕсене хваттерти стенаран çакнă. Йывăçа касса эрешлесси вара мана тата çемьене тăрантарать». <...>

Надежда СМИРНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.