Хыпар 71 (28388) № 23.09.2025
Çанталăк сивĕтессе хатĕр пулмалла
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов ку ыйтăва юлашкинчен çĕклерĕ, анчах хаçатра планерка çинчен каласа парассине шăпах унран пуçлани вырăнлă пек. Сăмах – çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра пуçласси çинчен.
Сергей Геннадьевич хĕвеллĕ кунсем вĕçленесси çинчен каларĕ. Синоптиксен прогнозĕ тăрăх, тунтикунхи тата ытларикунхи ăшша юнкун тăруках сивĕсем улăштармалла. Çавна май пурăнмалли çурт-йĕре, социаллă учрежденисене, ытти объекта хутса ăшăтассипе çыхăннă ыйтусем мала тухаççĕ. Премьер-министр ача сачĕсем, шкулсем, çавнашкал ытти объект тĕлĕшпе пушшех тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарчĕ: сывлăш температурине кура нормативсемпе килĕшÿллĕн эрне вĕçнеллех ăшă пама пуçламашкăн тивет-тĕр — хатĕр пулмалла. Пĕлтĕр ку енĕпе чăрмавсем пулнине аса илтернĕ май вăл муниципалитетсен ертÿлĕхне алла «юн пусăмĕ çинче» тытма сĕнчĕ. Çийĕнчен ыйтрĕ: «Ăçта ăшă пама тытăнас енĕпе йывăрлăхсем тухса тăма пултараççĕ?» Хуласемпе округ пуçлăхĕсем пĕри те шарламарĕç те — «эппин, пурте хатĕр». Чăннипех çапла-и — темиçе кунранах курса ĕненĕпĕр. Канашлăвăн çирĕплетнĕ кун йĕркипе килĕшÿллĕн пухăннисем республикăн кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç /кун пирки тĕплĕнрех — хаçатăн çитес номерĕнче/. Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков сакăр уйăхра бюджета мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Регионăн пĕрлехи бюджечĕн планпа пăхнă тупăшĕ кăçал 120 миллиард тенкĕпе танлашмалла. Хальлĕхе 79 миллиард тенкĕ пухнă — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен нумайрах. Çав шутра хамăрăн тупăш ÿсĕмлĕ. Михаил Геннадьевич культура сфери валли янă тăкаксем палăрмаллах хушăнни çинчен каларĕ. Çакă чи малтанах строительствăпа реконструкци объекчĕ нумаййипе çыхăннă. Çийĕнчен чылай культура объектне юсаççĕ, тĕслĕх библиотекăсем уçăлнă тата уçăлаççĕ, креативлă индустрисен шкулĕ ĕçлесе кайнă — укçасăр нимĕн те пулмасть. Вĕрентÿ тăкакĕсем те пысăкланнă. Кунта та шкулсемпе ача сачĕсен юсавĕпе çыхăннă тăкаксем курăмлă. Ял хуçалăхĕ валли уйăрнă укçа нумай ÿснĕ. Çакна Михаил Геннадьевич отрасльти ĕç тухăçлăхне ÿстерме, техникăна, оборудование çĕнетме, аграрисен тăкакĕсене саплаштарма, хăмла ĕрчетессине аталантарма уйăрнă укçа пысăкланнипе сăлтавларĕ. ЖКХ валли уйăрнă тенкĕсен калăпăшĕ чакнине вара пĕрремĕш вице-премьер наци проекчĕсемпе пăхнă чылай об±ектри ĕçсем вĕçленнипе, вĕçленсе пынипе, çĕнĕ нацпроектсемпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ ĕçсем вара вăй илсе кăна пынипе çыхăнтарчĕ. Эппин, ЖКХ урамĕнче те праçник пулĕ-ха. Министр Мускав Чăваш Енĕн патшалăх парăмĕсене «списать» туни бюджетшăн лайăх тĕрев пулнине çирĕплетрĕ. Вăл парăмăн иккĕмĕш виçине пăрахăçлассине авăн уйăхĕнче вĕçлесси çинчен каларĕ, пĕтĕмпе вара «списать» тăвакан укçа калăпăшĕ 4,9 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Кăçалхи бюджет пĕлтĕрхинчен пысăкрах, эппин, укçапа усă курассипе çыхăннă ĕç те хушăннă. Кĕçех çулталăкăн тăххăрмĕш уйăхĕ вĕçленет, çавна май Михаил Геннадьевич укçапа палăртнă тĕллевсемпе усă курас енĕпе ĕçе хăвăртлатмалли çинчен аса илтерчĕ. Министрсен Кабинечĕн çитес юнкунхи ларăвĕнче вара бюджета тÿрлетесси çинчен калакан саккун проектне тишкермелле те — пушшех. Документ хатĕр — тÿрлетÿ хакĕ темиçе миллиард тенкĕпе танлашĕ: тупăш та, тăкаксем те пысăкланаççĕ. Ăшă та типĕ кунсем хыçа юлаççĕ — ларура çавăн пекех вăрмансенчи пушар хăрушлăхĕн тапхăрне пĕтĕмлетрĕç. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республикăри вăрмансенче тăватă пушар пулнă, вут-çулăм пĕтĕмпе 26 гектар çинче алхаснă. Пушарсенчен иккĕшне — çиçĕм çапни, теприне вут чĕртни сăлтавланă. Пĕр тĕслĕхре вара çулăм вăрман çумĕнчи лаптăкран йывăçсем çине куçнă. Юлашкинчен асăннă тĕслĕх Улатăр округĕнчи Алтышевăра пулнă. Тĕпчев уçăмлатнă тăрăх, ял тăрăхĕн вăрман çумĕнчи çĕрне саккун хушнă пек вунă метр сарлакăш тасатман, сухаласа йĕр те туман — унта хыпса илнĕ вут-çулăм вăрмана куçнă. Айăпли, вырăнти администраци, вăрмана кÿнĕ сиене хăйĕн ирĕкĕпе саплаштарма килĕшнĕ. Вăрмансене хÿтĕлессипе çыхăннă ĕçсем 2030 çул тĕлне вĕсенчи пушарсен шутне чакармалли тĕллев палăртаççĕ. Асăннă çул тĕлне вут-çулăм сиенленĕ лаптăк та пĕчĕкленсе пымалла. Çак тĕллевпе вăрмансене хÿтĕлес енĕпе пурнăçлакан ĕç чăннипех пысăк. Çакăн валли федераци бюджетĕнчен 1,1 миллион тенкĕ уйăрнă. Хальлĕхе ун чухлех кирлĕ пулман — 360 пин тенкĕ тăкакланă. Вăрман хуралçисем ятарлă маршрутсем палăртнă — патрульсем тĕрĕслеве куллен тухаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа ирттернĕ тĕрĕслев мероприятийĕсен шучĕ 5 пин патнеллех пулнă. Вăрмансенчи ларутăрăва паян космосран та, пилотсăр вĕçев хатĕрĕсемпе усă курса та сăнаса тăраççĕ. Чăн та, кăçалхи пушарсене тĕнче уçлăхĕнчен мар, çĕр çинченех асăрханă. Çав шутра иккĕшне видеокамерăсем урлă курнă, вĕсене сÿнтерес енĕпе çийĕнчех мерăсем йышăннă. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Йышпа чупни кăмăла çĕклет
Ачасем те, аслисем те килĕштерекен кĕркуннехи массăллă ăмăртусенчен пĕри – «Наци кросĕ». Спорт уявĕ иртнĕ шăматкун пин-пин çынна — ватти-вĕттине, çемьсене, тĕрлĕ предприяти-организаци ĕçченĕсене, шкул ачисемпе студентсене, çамрăк спортсменсемпе сывă пурнăç йĕркин хастарĕсене — Атăлăн Шупашкарти Мускав çыранĕ çине йыхравларĕ.
Чăваш Ен «Наци кросне» 2004 çултанпа тăтăшах хутшăнать. Унăн тĕп тĕллевĕ — ытларах çынна физкультурăпа, спортпа тата сывă пурнăç йĕркипе туслаштарасси. Спорт уявĕ яланхи пекех зарядкăран пуçланчĕ. Кросс чупма разминка кирлех. Пухăннисемпе ăна тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ Алексей Германов ирттерчĕ. Хаваслă кĕвĕ-çемĕ кăмăла çĕклерĕ, çак кун чупăва хутшăнакансемшĕн пысăк уяв пулнине аса илтерчĕ. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем Тĕп пляжран старт илчĕç. Ăмăртăва ертÿçĕсен ушкăнĕ уçрĕ. Чупăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене спортпа туслă пурăннăшăн тав турĕ, малашне те хастар пулма чĕнчĕ. «Чупни яланах кăмăла çĕклет. Атăл юхан шывĕн хĕрринче вара нумай-нумай çын хушшинче çак туйăм темиçе хут вăйланать», — финиша çитнĕ хыççăн хăйĕн кăмăлне пĕлтерчĕ вăл. «Наци кросне» ашшĕ-амăшĕ пепкисемпе те хутшăнчĕ. Шупашкарта пурăнакан Екатерина Быкова чупăва ывăлĕпе Матвейпа тата хĕрĕпе Лизăпа пычĕ. — «Наци кросне» савăк кăмăлпа килтĕмĕр. Çавнашкал ăмăртусене час-часах хутшăнатпăр. Кун пек мероприятисем пире килĕшеççĕ, — пĕлтерчĕ вăл. Малтанах спортпа туслисем старта йышпа тухрĕç. Дистанцисем унта хутшăнакансен ÿсĕмне тата епле хатĕрленнине кура 1-рен пуçласа 12 километр таран пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем Раççей Спорт министерствин ятарлă наградисемпе парнисене тивĕçрĕç. Чупу республикăри мĕн пур муниципалитетра иртрĕ. «Наци кросĕ» хăйĕн чапне тепĕр хут çирĕплетрĕ. Пĕтĕм республикăшăн спортпа сывă пурнăç йĕркин паллă тепĕр уявĕ пулса тăчĕ. Пилĕк çулта массăллă чупăва хутшăнакансен йышĕ Чăваш Енре 5 хут ытла ÿснĕ: 9382-рен 47389 çын таран. Çав шутра Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта — 1893-рен 10784 çын таран. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе республикăра массăллă спорт инфратытăмне хастар аталантараççĕ. 2020 çултанпа 98 спорт объекчĕ тунă тата юсаса çĕнетнĕ, ГТО нормативĕсене пурнăçлама 26 лаптăк хатĕрленĕ. Тата 9-шĕ çитес çул хута кайĕ. Çакă ял-хулара спортпа туслашмашкăн условисем тума май парать. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Туянакан пур — хуçи çук
Нумаях пулмасть подъезд умĕнче кÿршĕре пурăнакан ватă хĕрарăма тĕл пултăм. Калаçса кайрăмăр. Хайхискерĕн дача лаптăкĕ пур. Унта вăл канма çÿрет. Пĕр йăран çинче чечек ÿстерет, çĕрĕн ытти пайĕ çинче пачах ĕçлемест. «Нимĕн те туса илмен дачăна туртса илме пултараççĕ-и?» — тесе ыйтрĕ тăруках вăл манран. Тÿрех хурав параймарăм, анчах ку ыйту хама та кăсăклантарчĕ...
Мĕн пытармалли, кашни сад юлташлăхĕнче е ялта хыт хура пусса илнĕ лаптăксем пур. Хуçисем унта темиçе çул пырса курăнмаççĕ. Çавнашкал лаптăк кÿршĕре пулни канас кăмăла кăна мар, ĕçлес хавхаланăва та хуçать. Ют çыннăн çĕрĕ çинче вара ниепле те хуçаланаймастăн. Хуларан мĕн чухлĕ аяккарах — ыйту çавăн чухлĕ çивĕчрех. Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пăрахăçа тухнă çĕрсен шутне чакарас тата тимлĕх уйăрас тĕллевпе кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Правительство йышăнăвĕ вăя кĕнĕ. Мĕнле йышăну-ха ку? Унпа килĕшÿллĕн çĕрпе тĕллевлĕ усă курнине хаклаççĕ. Енчен те тĕллевлĕн усă курманни палăрчĕ тĕк йĕркесĕрлĕхе тĕп тума виçĕ çул вăхăт параççĕ. Калăпăр, ялсен чиккинчи, сад е пахча лаптăкĕсенче çулталăк тăршшĕпе нимле ĕçсем ирттермен пулсан çакă çĕрпе тĕллевлĕ усă курманнине пĕлтерет. Сăмахран, çур лаптăкра строительство каяшĕсем, тимĕр-тăмăр, кивĕ пĕрене, вут-шанкă пухăннă, çĕр нумай вăхăт пĕр метр çÿллĕш çум курăкпа, улма-çырла мар е илемлĕх кÿмен йывăç-тĕмпе хупланнă. Паллах, лаптăкпа мĕн валли усă курнинчен те нумай килет. Сăмахран, строительство валли уйăрнă территорире çурт ишĕлни е вăл çукки унпа тĕллевлĕ усă курманнине палăртать. Пахча çимĕç çитĕнтермелли лаптăкра ял хуçалăх культурине ÿстермех тивет. Çакна та палăртмалла: сад участокĕсенче нимĕнле лавкка, хăна çурчĕ, шиномонтаж уçма юрамасть. Сăмах май, кăçал республикăра пурăнакансем сад çĕрĕсенчи 289 дачăна пурăнмалли категорие куçарнă. Паянхи кун тĕлне куçми пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрĕнче 107 пин ытла сад тата дача çĕр лаптăкне регистрациленĕ. «Раççей сад ăстисен союзĕ» общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Екатерина Трушкова каланă тăрăх, республикăра коммерциллĕ мар 744 сад юлташлăхĕ ĕçлет. Вĕсенчен 100 ытларахăшĕ Шупашкар хула чиккинче вырнаçнă. Унта пăрахăçа тухнă çĕр лаптăкĕсем пур, анчах çав тери нумаях мар. Округсенче лару-тăру çивĕчрех. Сăмахран, Шупашкар округĕнче унашкаллисем — 25-30%, Çĕрпÿ округĕнче — 55-65%, Канаш округĕнче — 70%, Муркаш округĕнче – 70-80%, Çĕмĕрле округĕнче – 95%, Сĕнтĕрвăрри округĕнче — 75- 90%. Йывăç-тĕмпе, çум курăкпа витĕннĕ хуçасăр лаптăксем пушар енĕпе те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Унта хыпса илнĕ вут-çулăм ытти лаптăк çине те куçма пултарать. Ытларах чухне унта ишĕлме пуçланă çуртсем вырнаçнă- çке. Екатерина Трушкова каланă тăрăх, кун пек лаптăксем хуçа урăх региона куçса кайнипе, ватăсем сывлăх хавшанине пула дачăна çÿреме пăрахнипе те çыхăннă. Вилнĕ хуçасен еткерçисене шырама та тивет. Вĕсем тепĕр чухне дача е çĕр лаптăкĕ пурри пирки пачах пĕлмеççĕ. «Раççей сад ăстисен союзĕн» общество организацийĕ документсене шыраса тупма, пуçтарма пулăшать. Тепĕр чухне хулаокруг администрацийĕнче упранакан архив кăтартăвĕсене те çĕклеме тивет. «Сад лаптăкне нумай вăхăт тирпейлемесен, хуçине тупаймасан ăна саккунпа килĕшÿллĕн туртса илме пултараççĕ-и?» Манăн çак ыйтăва Екатерина Юрьевна уçăмлă хуравларĕ: — Çĕре туртса илесси çăмăл ĕç мар. Кун пек ĕçе туса ирттерме председатель кирлĕ. Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексĕ çĕре пăрахăçланă фактсене палăртма пулăшать. Председателĕн пирваях усă курман сад лаптăкĕсен списокне хатĕрлемелле тата вĕсене кама валеçсе панине шыраса тупмалла. Хыççăн администраципе комисси йĕркелемелле. Çак ĕç виçĕ çула тăсăлма пултарать. Инçех кайма кирлĕ мар. Шупашкарти Ленин районĕнчи «Строитель» сад юлташлăхĕнче çакнашкал ĕçе виçĕ çул каялла туса ирттернĕччĕ. Пĕрремĕш комисси палăртнă тăрăх, территорири 180 лаптăкран 27-шĕ пăрахăçа тухнă. Актсем çырнă тата çырусем янă хыççăн виçĕ çултан хăшĕ-пĕрин хуçисем тупăннă. Вĕсем çĕрпе хăйсем усă курма пуçланă е сутса янă. Çавна май халĕ «хуçасăр» 9 лаптăк юлнă. Хуçана тупма май килмерĕ тĕк администраци çĕр лаптăкне туртса илме суда тавăçпа тухать. Ку çĕр администраци харпăрлăхне куçать. Шел, уйрăм СНТсен председателĕсем те çук. Раççей сад ăстисен союзĕн Чăваш Енри уйрăмне ертсе пынипе пĕрлех Екатерина Трушкова Çĕрпÿ округĕнчи СНТ председателĕ те. Çак ĕçе 2017 çулта пуçăннă чухне 700 çĕр лаптăкĕнчен хуçисем 120-шĕпе кăна усă курнă. Ертÿçĕ тÿрĕ кăмăлпа ĕçленине пула курăмлă улшăнусем пулса иртнĕ. Паянхи кун тĕлне 96 лаптăк хуçасăр, ыттисене регистрациленĕ, хуçисем тупăннă, виçĕ сыпăкри тăван-пĕлĕшне те шыраса тупма май килнĕ. Çĕнĕ çуртсем те çĕкленеççĕ. Электрификаци пур. Паллах, кунпа кăна чарăнса тăмалла мар, малалла ĕçлемелле, пăрахăçа тухнă лаптăксене тĕп тумалла. Енчен те çавнашкал лаптăка кам та пулин туянасшăн, анчах унăн хуçи темиçе çул пырса курăнмасть пулсан мĕн тумалла-ха? <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Конкурентсемпе мар, çынсен шанăçĕшĕн кĕрешсе çĕнтерни
Çапла вара республикăна темиçе уйăх калаçтарнă, кăвайта вут хурса тăнă тема вĕçне пысăк пăнчă лартрăмăр: Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕнче Олег Николаев çирĕппĕн çĕнтерчĕ. Унăн çак ăнăçăвĕн сăлтавĕсене тишкерме хăтланса пăхни ытлашши пулмĕ.
«Чăваш Енĕн хаклă çыннисем! Республика Пуçлăхĕн, муниципалитетсен депутачĕсен суйлавĕнче сасăлава хутшăннăшăн, манăн кандидатурăна ырланăшăн тав тăватăп. Маншăн ку чăннипех хаклă. Чи кирли — çакă малалла ĕçлеме пысăк хавхалану кÿни. Иртнĕ пилĕк çулта сирĕнпе пĕрле нумай тума пултартăмăр, анчах умри плансем тата пысăк. Иккĕленместĕп, эсир пулăшнипе пăтĕмпех ăнтарăпăр!» — суйлав хыççăн халăха тав турĕ Олег Николаев. Мĕн туни, чăнах та, куç умĕнче. Республикăн бюджетри хăйĕн тупăшĕ 2,1 хут ÿснĕ. Ку кăтартупа регион федерацин Атăлçи округĕнче 1-мĕш вырăна тухнă. 2024 çул кăтартăвĕсем тăрăх налук тупăшĕсем республикăн пĕрлехи бюджечĕн тăкакĕсен виçинчен пуçласа иртнĕ. 2020-2024 çулсенче промышленноç производстви 54% хушăннă — Раççейри вăтам шайран пысăкрах. Ял хуçалăхĕ регионăн шалти продукчĕн 15% йĕркелет. Патшалăхăн сухалакан кашни гектар çĕр пуçне тивекен пулăшăвĕ 7,9 пин тенке çитнĕ, çакă Атăлçи округĕнчи вăтам виçерен 2,3 хут пысăкрах. Пилĕк çулта аграрисем 35 миллиард тенке яхăн пулăшу илнĕ, ку ял хуçалăх продукцийĕн чылай тĕсĕпе округра малтисен шутĕнче пулассине никĕслет. Сăмах май, тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен пухса кĕртнĕ калăпăшĕпе Чăваш Ен кăçал та мăнаçланма пултарать — каллех миллион тоннăран кая мар пуласси пирки калаççĕ. Çакнашкал çитĕнÿсен списокне вăрăм тăсма пулать. Территорисене аталантармалли программа тата пуçаруллă бюджет урлă яла 34 миллиард тенкĕ хывни, пилĕк çулта пурăнмалли 3,7 миллион тăваткал метр çурт-йĕр туса кашни çын пуçне тивекен лаптăкпа /32,6 тăваткал метр/ округра виççĕмĕш вырăна çĕкленни, коммуналлă инфратытăма çĕнетни, хальччен газ пулман 9,5 пин кил-çурта сенкер топливăпа тивĕçтерни, хытă сийлĕ çулсен тăршшĕне палăрмаллах ÿстерни, Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти общество транспортне тĕпрен çĕнетни, тĕп хулари аэровокзал комплексне реконструкцилени, çĕнĕ 24 ача сачĕ, 9 шкул хута яни, сывлăх сыхлавне, культурăна аталантарни тата ытти те. Çак ĕç суйлавçă бюллетеньре хăш хушамат тĕлĕнче паллă тăвассине витĕм кÿни куçкĕрет. Паллах, хĕвел çинче те хура пăнчăсем шырама юратакансем Николаев çĕнтерĕвĕнче те кăлтăксем тупма тăрăшĕç. Калăпăр, суйлавра унăн вăйлă конкурентсем пулманни. Ытти кандидат ан кÿрентĕр те, çапах, чăнах та, ку аргументпа тавлашма йывăр. Анчах çакă Олег Алексеевичăн мар, ытти парти айăпĕ вĕт: эппин, вĕсем тивĕçлĕ кандидатсем тăратайман. Оппонентсем тавлашăва тата та çивĕчлетĕç: «Пĕрлĕхлĕ Раççей» те, коммунистсем те суйлав кĕрешĕвне хутшăнмарĕç, вĕсем тупăшăва тухнă пулсан суйлав кăтартăвĕ те урăхларах пулма пултаратчĕ... Çапла пуль, анчах çакăнта та Олег Николаевăн политик пултарулăхне кăна курмалла-тăр: эппин, вăл çав партисемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнă — кăмăлне çавăрнă, вĕсем те ун майлă пулассине /çак партисем хăйсен кандидачĕсене тăратманни унăн кандидатурине ырланипе тан темелле-тĕр/ тивĕçтернĕ. Парламент йышĕнчи виçĕ парти çапла пĕр кандидат тавра чăмăртанни çĕршыв шайĕнче те сайра — çакна Мускав эксперчĕсем те пайăррăн палăртрĕç. Акă мĕншĕн Николаев ăнăçăвне «конкурентсемпе мар, çынсен шанăçĕшĕн кĕрешсе çĕнтернин классика шайĕнчи тĕслĕхĕ» тесе калакансемпе килĕшмех тивет. Çакна халăх суйлава хутшăннин кăтартăвĕ пысăкки те çирĕплетет. 58,5% — çĕршыври суйлав ирттернĕ нумай регионти чи пысăк кăтартусенчен пĕри. Ку кăтартăва влаçсем халăха сасăлава хăваланă тесе кăна сăлтавлаймăн, ку тем тесен те çынсем тăван республика шăпине хăйсем татса пама ăнтăлнине кăтартакан паллă. Олег Николаевшăн панă сасăсен шучĕ ку хутĕнче 67% пулнинче вăл хăйĕн позицийĕсенчен чакнине куракансем пур. Пилĕк çул каяллахи суйлавра ку процентсем пысăкрах пулнă, тĕрĕсех, анчах халь тин кунашкал танлаштару пĕлтерĕшсĕр ĕнтĕ. Суйлавра «кăштах çĕнтернĕ» текен хаклав çук. Çĕнтернĕ — çакнашкал пĕтĕмлетÿ кăна. Сасăламалли майсем анлă пулнине ырлаççĕ. 418 пине яхăн çын участоксене пынă, 4,5 пин ытла çын хăйсем пулакан вырăнта сасăлама кăмăл тунă. Дистанци электрон сасăлавĕн мелĕпе усă куракан йышлă пулнă — 186 пин ытла çын хăйсен сассине çак майпа панă. Мускавра экстерритори участокĕсем йĕркеленĕ — унти чăвашсем те тăван ен ертÿлĕхĕн суйлавĕнчен айккинче юлман. Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем те ДЭГ мелĕпе усă курма пултарнă. Чăн та, салтаксем пирки апла-капла çырни пулкаларĕ — вĕсем çар чаçĕнче сасăлав участокĕ йĕркелеме ыйтнă, регион влаçĕсем вара çакна шута илмен имĕш. Пĕрлехи сасăлав кунĕ хыççăнах ку темăна республикăн суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров ятарласа уçăмлатрĕ — çакна спекуляци тесе хакларĕ. Вăл каланă тăрăх, ентешсем дистанци электрон мелĕпе сасăласси çинчен килĕшсе татăлнă — çар чаçĕн командованийĕн çакна çирĕплетекен çырăвĕ те пур. «Пăнчă лартмалла», — терĕ Геннадий Семенович хайхи сăмах-юмах вырăнсăррине палăртса. Суйлав уçă, саккунлă иртнине федераци тата вырăнти шайри экспертсем, суйлавçăсем, кандидатсем хăйсем палăртаççĕ. Сасăлав кунĕсенче участоксенче 1,7 пин ытла сăнавçă ĕçленĕ: 149-шĕ — кандидатсен, 418-шĕ — политика партийĕсен, 1173-шĕ — общество тĕрĕслевĕн суб±екчĕсен, çав шутра Общество палатин. Пĕтĕмлетÿ уçăмлă: сасăлав кăтартăвĕсене витĕм кÿме пултарнă çăхавсем, йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман. Паянхи политика анлăшĕнче вара процент кăтартăвĕсем кăна мар, суйлав процесĕ кăлтăксăр иртни те пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе çак суйлав тĕслĕх шайĕнче пулчĕ теме те май пур: ун умĕнхи тапхăрта та, сасăлав кунĕсенче те кандидатсем пĕр-пĕрне тапăнса варалама ăнтăлмарĕç, харкашу çуратмарĕç, тĕрлĕ пăтăрмах республикăна кисретмерĕ. «Шăплăх хуçаланчĕ», «класра шăп», «виçĕ кунра — нуль çăхав» — çакнашкал хаклавсене курма кăмăллă пулчĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ, «Хыпар» Издательство çурчĕн политика, экономика, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕн редакторĕ.
♦ ♦ ♦
Ентешсене «Кĕр парнисем» кĕтеççĕ
Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕччен республикăри мĕн пур муниципалитетри 49 лапамра «Кĕр парнисем — 2025» суту-илÿ ярмăркки иртет. Паянхи куна вĕсенче вырăнти фермерсемпе хуçалăхсен 67 тоннăна яхăн продукцине сутнă.
Йăлана кĕнĕ пекех «Кĕр парнисем» ярмăрккăра хаксем лавккаринчен йÿнĕрех. Фермерсемпе хушма хуçалăх тытса тăракансене суту-илÿ вырăнĕсемпе тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Акă тĕп хулари «Каскад» суту-илÿпе кану центрĕн аялти парковкинче «Кĕр парнисем» уçăлнă. Унта регионти ял хуçалăх продукцине туса илекенсен — çирĕме яхăн фермерпа хуçалăхăн — таварĕпе паллашма, туянма пулать. Ентешсем паллă предприятисен — «Ольдеевская» агрофирма тата Чăвашпотребсоюзăн Ишлей райповĕн — пахча çимĕçне суйлама пултараççĕ. «Приволжские колбасы» компани — кăлпасси изделийĕсене, «Шупашкарти сĕт-çу» завочĕ сĕт-çу продукцине сутаççĕ. Тĕрлĕ тавар кашни çынна, хăнана вырăнти производствăри паха çимĕçсемпе савăнтарма май парать. «Çакнашкал мероприятисем вырăнти производительсене пулăшу кÿнисĕр пуçне Чăваш Енре тĕрлĕ продукци туса кăларассине аталантарма тĕрев параççĕ. Ярмăрккăсем пирĕн тăрăхри апат-çимĕç мĕн тери тĕрлĕ енлĕ те тутлă пулнине кăтартаççĕ. Вĕсене пула эпир вырăнти экономикăна çирĕплететпĕр, ял хуçалăх таварне туса илекенсене пулăшатпăр тата республикăра пурăнакансене паха апат-çимĕçпе тивĕçтеретпĕр», — терĕ вице-премьер Андрей Макушев. Ярмăрккă-курав лапамĕнче вырăнти артистсен концерт программине йĕркеленĕ. Мероприятие хутшăннисем çавăн пекех «Пехет» агромаркетра ирттернĕ ăсталăх класĕсене хутшăнчĕç. Ял хуçалăх министерствин эрнипе килĕшÿллĕн «Пехет» агромаркетра ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсен ĕçлĕ тĕл пулăвĕ иртрĕ. Унта хутшăннисем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлес ыйтусене сÿтсе яврĕç. «Пехет» агромаркетра тематика эрни ирттермелли эстафетăна Чăваш Енĕн Çут çанталăк министерстви йышăннине палăртрĕç. Ял хуçалăх министерствин эрни «Пехет» агромаркетра тепĕр икĕ кун тăсăлать. Тавар туянакансем ăсталăх класĕсене хутшăнма пултараççĕ. Кунта «Чебо» чипса, Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕн çăкăр-булка изделийĕсене тата кондитер продукцине йÿнĕрех сутаççĕ. «Дикий Лось» павильонра Шупашкарти «Вавилон» макаронпа кондитер фабрикин тата Шупашкарти аш-какай комбиначĕн продукцийĕсен хакĕсем те пĕчĕкрех. Çавăн пекех çак шăматкун Раççей ял хуçалăх банкĕ ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене пулăшма «Пехет» агромаркетра экологи тĕлĕшĕнчен таса фермер продукцийĕ туянма ятарлă сертификатсем выляса илмешкĕн конкурссем ирттерет. Мероприяти 14.30 сехетре пуçланать. Кăмăл тăвакансен малтанах банкăн пасарти мини-офисĕ патне пымалла /алăкран сулахайра вырнаçнă/. Мероприятие регионта пĕчĕк тата вăтам агробизнеса аталантарас тата вырăнти пахалăхлă таварсене потребительсен хушшинче сарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. «Çакăн пек пуçарусен пĕр пайĕ пулма кăмăллă. Пирĕн клиентсем ăçта — эпир унта. Вырăнти аграрисене пулăшни тата республикăра пурăнакансемпе хутшăнни чăннипех те шанăç çуратать, çыхăнусене çирĕплетет. Эпир паха çимĕçсене пĕрле суйласа илессе шансах тăратăп», — терĕ Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Ытларах Елчĕксем палăрнă
Чăвашсен патвар каччисем 1930 çулсенче пысăк хăш-пĕр салара ирттернĕ уявсенче, ытларах Акатуйсенче, икĕ пăтлă ÿ32 кгŸ пукансем йăтас енĕпе вăй виçнĕ. Чи вăйлисене самăр така е курăмлă урăх парнепе хавхалантарнă.
1960 çулта кире пуканĕ йăтассипе Чăваш ял хуçалăх институчĕн спорт залĕнче «Урожай» физкультурăпа спорт обществин чемпионатне пуçласа ирттернĕ. Тимĕр вăййине юратакансен турнирĕсенче çур ĕмĕр каялла малти вырăнсене ытларах Вăрмар, Етĕрне, Канаш, Елчĕк, Çĕрпÿ, Тăвай районĕсен атлечĕсем йышăннă. 1983 çулхи кĕркунне пирĕн республикăн пĕрлештернĕ команди Липецк облаçĕнче кире пуканĕ йăтассипе пуçласа ирттернĕ РСФСР чемпионатĕнче вăтăра яхăн регионти атлетсене хыçа хăварса пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Тăвайри паллă педагог, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, СССР спорт мастерĕ Альфред Пимулин çак турнирта абсолютлă чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Липецкра çавăн пекех хăйсен виçисенче Елчĕк районĕнчи Анатолий Горшков, пĕртăван атлетсем Петр тата Юрий Поповсем лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç. Ентешсем çакăн пек çитĕнÿсем тунине кура эпĕ, йывăр атлетика ветеранĕ, республикăн тĕп хаçачĕн «Коммунизм ялавĕн» /халĕ «Хыпар»/ редакторĕ Демьян Семенов патне кĕтĕм те хамăн шухăша хăюллăн пĕлтертĕм. «Республика, çавăн пекех хăш-пĕр район-хула хаçачĕсен парнисене çĕнсе илессишĕн çулленех тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеççĕ. Эпĕ чăваш пăхаттирĕсем тĕнчипех чапа тухнине шута илсе, çавăн пекех пирĕн тăван халăх спорта юратнине тĕпе хурса, хамăр вулакансем ыйтнипе «Коммунизм ялавĕн» парнисене çĕнсе илессишĕн ятарлă турнир йĕркелеме сĕнетĕп», — терĕм. Демьян Филиппович тепĕр кунхинех телефонпа шăнкăравларĕ, манăн сĕнĕве редакци коллегийĕн ларăвĕнче ырланине пĕлтерчĕ. «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтас енĕпе ирттерме палăртнă Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш турнирăн йĕркине 1984 çулхи юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче хальхи «Хыпарăн» кăларăмĕсенче пичетлеме май килчĕ. Республикăн физкультурăпа спорт историне яланлăха кĕрсе юлнă турнира Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн залĕнче юпа уйăхĕн юлашки канмалли кунĕсенче йĕркелерĕмĕр. Çитĕннĕ атлетсен хушшинче чăваш халăх хаçачĕн тĕп парнисене Елчĕк тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакан Олег Маленький, Анатолий Турхан, Анатолий Горшков, Тăвайри Альфред Пимулин тата Чăваш педагогика университечĕн студенчĕ Владимир Михайлов çĕнсе илчĕç. Яшсен ушкăнĕнче хăйсен виçисенче Олегăн шăллĕ Геннадий Маленький, Тăвайри Юрий Михайлов тата Патăрьел районĕнчи Алексей Ксенофонтов уйрăмах палăрчĕç. 1985 çулта кĕркунне пирĕн çĕршывра Раççейре йывăр атлетика аталанма пуçланăранпа 100 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Çавна май эпир ăмăртусен тĕп судйи пулма Тутарстанри Пĕкĕлме районĕнчи Наратлă чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ, Хусанта пурăнакан, Европăн, тĕнче тата XXI Олимп вăййисен чемпионне Николай Колесникова ыйтрăмăр. Николай Алексеевич Шупашкара килнĕ ятпа ял хуçалăх академийĕн акт залĕнче спорт каçĕ ирттертĕмĕр. Унта çавăн пекех СССР спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕсем Ардалион Игнатьев, Валерий Ярды, Валерий Львов, Валерий Лаптев, Александра Деверинская, вĕсен чапа тухнă тренерĕсем, Петĕр Ялкирпа Василий Давыдов-Анатри поэтсем хутшăнчĕç. Савăнăçлă каçра Николай Колесников кире пуканне йăтакансен турнирне йĕркелекенсене хăй 1978 çулта Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче тивĕçнĕ ылтăнланă кубока парнелерĕ. II Пĕтĕм Раççейри тĕп турнирта пирĕн тĕп хаçатăн пысăк призне Улатăр хулин пăхаттирĕсем — ăна СССР спорчĕн мастерĕ Валерий Притуленко /команда капитанĕ/ ертсе пынă — çĕнсе илчĕç. 1986 çулта кĕркунне Вăрнар поселокĕн Культура керменĕнче ирттернĕ III турнира Чăваш Енри атлетсемпе пĕрле Мари Эл, Мордва, Тутар республикисенчен килнĕ тăватă атлет хутшăнчĕ. Çак ăмăртусенче хăйсен ăсталăхĕпе вăйне çĕр ытла атлет пуçласа кăтартрĕ. Чи вăйлă та илемлĕ атлет ятне ун чухне Кÿкеç поселокĕнче 27-мĕш профтехучилищĕре преподавательте ĕçлекен Борис Глинкин иккĕмĕш хут тивĕçрĕ. 90 килограмлă тата чи йывăр категориллĕ виçесенче Елчĕкри «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнчи рабочи, РСФСР спорчĕн мастерĕ Анатолий Горшков, Тутар Республикинчи Владимир Федоровпа Александр Вагурин йышăнчĕç. Пирвайхи турнирсене ирттернĕренпе вăхăт нумай иртрĕ, кĕçех 40 çул çитет. Çак тапхăрта Шупашкарта, Кÿкеç тата Вăрнар поселокĕсенче, çавăн пекех Улатăр тата Канаш хулисенче, йывăр атлетика лайăх аталанакан районсенче ирттернĕ ăмăртусене тăватă пин ытла атлет хутшăннă. Пирĕн республикăри пăхаттирсенчен чăваш халăх хаçачĕн парнисене пуринчен ытларах Елчĕк районĕн спортсменĕсем, уйрăм çынсенчен вара Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ тĕнче спорт мастерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тата тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин çĕнсе илнĕ. — Хамăн чи юратнă турнира эпĕ кăçал 40-мĕш хут хутшăнатăп. Çамрăкрах чухне 32 килограмлă икĕ снаряда кăкăр çинчен яланах 100 хут ытла тĕртнĕ. 50 çул тултарнă хыççăн çĕршыври тата пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче пĕр пăт çурă /24 кг/ таякан кире пуканĕсем йăтма пуçларăм. Патăрьел районĕнче 1980 çулсенче çĕршывĕпе чапа тухнă Федор Моисеева асăнса ирттернĕ турнирсенче 185 хут ытларах йăтса республика рекорчĕсене лайăхлатнăччĕ. Юлашки вăхăтра вара 50 çултан аслăрах ветерансен ушкăнĕнче вăй виçнĕ май 16 килограмлă кире пуканĕсем йăтатăп. Юпа уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарта ирттерме палăртнă 40-мĕш юбилейлă турнирта пĕр пăтлă снаряда малтан сылтăм, унтан сулахай алăпа сулласа 250 очкоран кая мар пухма ĕмĕтленетĕп, — тет Чăваш аграри университечĕн доценчĕ Борис Глинкин. Тимĕр вăййине юратакансен çĕршыври федерацийĕ яваплă çак ăмăртусен судйи пулма хăй вăхăтĕнче РСФСР чемпионĕ тата пĕтĕм тĕнчери турнирсен çĕнтерÿçи пулнă, республикăн нумай хут абсолютлă чемпионне Юрий Карпова шаннă. Юрий Михайлович пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарти спорт уявне 20 ытла регионти пăхаттирсем хутшăнасшăн. <...>
Петр СИДОРОВ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас