«Хыпар» 69-70 (27802-27803) № 09.07.2021

9 Утă, 2021

Абакшинсен çемйинче — 22 ача

Çак кунсенче Шупашкара Атăл тăрăхĕнчи регионсенче пурăнакан хастар та маттур, пултаруллă, тĕслĕх шайĕнчи çемьесем пухăнчĕç — тĕп хуламăрта «Атăлçи тăрăхĕнчи чи ăнăçлă çемье» конкурс иртрĕ. Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче ăна официаллă майпа Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче уçрĕç.

— Ăнăçлă çемье чи малтан — пĕр-пĕрне юратакан, хисеплекен йыш. Кунашкал çемьери ашшĕпе амăшĕ ачисем валли те вăхăт уйăраççĕ, хăйсем те аталанаççĕ. Ырă, çутă, таса чун-чĕреллĕ кил-йышра телейлĕ ачасем çитĕнеççĕ. Спортра та, пултарулăхра та ăнăçтараççĕ вĕсем, аслисенчен тĕслĕх илеççĕ, — палăртрĕ ЧР ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова.

Кунашкал конкурссен тĕллевĕ, паллах, чи малтан çемье хаклăхне, сумне ӳстерессипе, йăла-йĕркене упрассипе, усрава илнĕ ачасен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарассипе çыхăннă. Ку хутĕнче те çак самантсем тĕпре пулчĕç. Тĕслĕх шайĕнчи çемьесем пĕр-пĕринпе паллашни, туслă çыхăну йĕркелени, кашнин опычĕпе паллашни те паха. Асăннă конкурс 2013 çултанпа иртет. Пенза облаçĕнче пуçласа йĕркеленĕ ăна. Кун хыççăн вăл Атăлçи тăрăхĕнчи тĕрлĕ региона çитнĕ.

— Кăçалтан тупăшăва çулленех Шупашкарта ирттерме палăртрăмăр. Республикăра пурăнакансем хирĕç пулмасса шанатпăр, — пĕлтерчĕ РФ Президенчĕн Атăлçи тăрăхĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ Олег Машковцев. — Хисеплĕ конкурсантсем, Шупашкарта тарават халăх пурăннине туйма ĕлкĕртĕр пулĕ. Хĕрлĕ тӳреме çитсе куртăр ахăртнех. Петрпа Феврони палăкĕ умĕнче те асăнмалăх сăн ӳкерĕнтĕр-и тен? Çемье хаклăхне палăртакан палăк Шупашкарта та пур. Конкурса шăпах çак уявра пухни те пĕлтерĕшлĕ.

Чăваш Ен хăнасене яланах хапăл йышăннине ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева та палăртрĕ.

— Кирек мĕнле хула та архитектурăпа мар, çак самантра туйнă кăмăл-туйăмпа асра юлать. Эсир паян пурте — çĕнтерӳçĕ. Анчах кунпа кăна мар, ытти лайăх самантпа та асра юлтăр Шупашкара килсе курни. Эсир пурте пултаруллă, маттур. Ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Кунпа пĕрлех Атăл хăвачĕпе, çĕнĕ шухăш-тĕллевпе асра юлтăр пирĕн хула. Эпир чăваш тĕррипе, чăваш юррипе наци пуянлăхĕпе мăнаçланатпăр. Йăла-йĕркене упрама тăрăшатпăр, — терĕ Алла Леонидовна.
Икĕ куна тăсăлчĕ конкурс. Çак тапхăрта, паллах, хăнасен шĕкĕр хуламăрпа паллашма та, наци пуянлăхне курса киленме те май пулчĕ. Чăваш Ене килсе курни нумайччен асра юлĕ-ха. <...>

ТАТЬЯНА НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Чăваш чĕлхин музейĕ пулĕ

Хăйĕн ĕç-хĕлне, пурнăçне хак парса Николай Ашмарин çапла çырса хăварнă: «30 çул ытла манăн пĕтĕм ĕçĕм халăх çут ĕçĕнчен, ăслăлăх тĕпчевĕнчен уйрăлмасть, чăваш халăхĕн чĕлхипе иртнĕ кун-çулне, унăн ăс-хакăл еткерне тĕпчесси унта тĕп вырăн йышăнать».

Тĕлĕнмелле мар-и-ха: Атăлпа Урал тăрăхĕнче пурăнакан халăхсен хушшинче вăл, пирĕн телее, чăваш халăхне суйланă, юратса ĕмĕр тăршшĕпе тĕпченĕ. Чăваш чĕлхине вăл 13 çулта гимназире пĕлӳ илнĕ вăхăтра хăй тĕллĕн, вĕренӳ кĕнекисĕр шĕкĕлчеме пуçланă. 1919 çулта Николай Ашмарин çапла çырнă: «Манăн пĕтĕм ĕç тĕллевĕ — чăвашсен пурнăçне пур енчен те тĕпчесси, вĕсем ман чĕрене питĕ çывăх çыннăмсем, хамăн тăван вырăс халăхĕ пекех. Чăваш сăмахĕсемпе пуплерĕшĕсене эпĕ пуçласа хамăн кукамайран илтсеччĕ, вăл чăвашсене питĕ хисеплетчĕ. Унăн кăмăл-сипечĕ мана питĕ пысăк витĕм кӳнине астăватăп».

Паллă ăсчах, 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнекин» авторĕ Николай Ашмарин çуралнăранпа 150 çул çитнĕ май иртнĕ кĕркунне Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятире Етĕрне районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Алиса Иванова: «Николай Ашмарин Етĕрнере купса çемйинче çуралнă. Çакна чиркӳри 1863-1958 çулсенчи метрика кĕнеки çирĕплетет. Вăл çуралнă çурт ашшĕн тăванĕн — 2-мĕш гильдири куп-сан Александр Ашмаринăн — пулнă. Пĕр хутлă çуртра апат-çимĕç лавкки вырнаçнă. Ашмаринăн пысăк çемйи те çавăнтах пурăннă. Шел, вăл хальхи вăхăтра питĕ арканнă. Темĕнле тăрăшсан та ăна ку таранччен юсаса çĕнетеймерĕмĕр. Телее, майне-шывне тупрăмăр темелле: Чăваш Республикин 2020-2025 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программипе килĕшӳллĕн муниципалитетăн аталану планĕнче ăна тĕпрен юсама укçа уйăрасси пирки пункт пур. Ăсчахăн çитес юбилейне вăл çуралнă çуртра кĕтсе илме тата унтах унăн музейне уçма ĕмĕтленетпĕр кăна мар, сăмах та паратпăр», — терĕ.

Пăр тапранчĕ темелле. Кăçал республика бюджетĕнчен асăннă çуртăн юсавпа реставраци ĕçĕсене ирттерессипе çыхăннă документсене хатĕрлеме укçа уйăрнă. Çурта йĕркене кĕртсен унта Чăваш чĕлхин музейĕ уçăлĕ. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев федерацин Атăлçи округĕнчи 12 регионти культура еткерлĕхĕн об±екчĕсене сыхлас енĕпе ĕçлекен специалистсем вал-ли йĕркеленĕ семинар-канашлура пĕлтернĕ. «Етĕрнере çар еткерлĕхпе çыхăннă об±ект нумай. Çапах çак хулари уйрăмах пĕлтерĕшли, манăн шухăшпа, 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнекин» авторĕн Николай Ашмаринăн ĕçĕ-хĕлĕ. Паян культура питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир экономика, çĕнĕ технологи, цифра аталанăвĕ пирки нумай калаçатпăр. Анчах çаксен пуçламăшĕнче, тĕрĕссипе, культура тăрать», — палăртнă Олег Алексеевич.

НАДЕЖДА СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Ĕçе кайнă та – килне тек таврăнман

Ӳкессе пĕлсен тӳшек сарĕччĕç те...

Çавăн пекех электрик ĕçĕ те çын пурнăçне вăхăтсăр татма пултарать. Асăрханмасăр тунă пĕр хускану — электричество токĕ çапнипе çав самантрах кун-çул вĕçленет. Каçхине киле таврăнĕ-и? Ирхине ĕçе тухса каякан пушарнăй та çакна пĕлмест. Кун тăршшĕнче мĕн кĕтет ăна — паллă мар. Сапер тата? Çак професси çынни пирки «пурнăçра пĕр хутчен йăнăшать» теççĕ. Анчах çав йăнăша вăл хăш вăхăтра тăвать — каллех никам та татса калаймасть. Ĕçри кашни утăм уншăн çут тĕнчерен уйрăлма пултарас хăрушлăхпа çыхăннă. Шел те, тем пек асăрхансан та ĕçре суранланакан, вилекен сахал мар. Статистика çулсерен самай пысăк хисепсем кăтартать.

Акă Вăрнар районĕнчи Николай Петрович та хăйĕнпе çакăн пек инкек пуласси пирки шухăшлама та пултарайман. Чылай çул каяллахи синкер ăна куçсăр хăварнă. Ун чухне вăл шкулта производство вĕрентĕвĕн мастерĕнче ĕçленĕ. Çав кун яланхи пекех ĕçе кайнă. Кăнтăрла хыççăн автомашина чăхăмлама пуçланă. «Тепĕр кунхине пĕрремĕш урокрах ачасене руль умне лартса вĕрентмеллине шута илсе ĕç кунĕ вĕçлениччен юсасах хăварас терĕм, — аса илчĕ Николай Петрович. — Саппас пая хăйрамаллаччĕ. Сисмерĕм те — куç йĕппе тирнĕ пек ыратса кайрĕ. Унтан-кунтан сăтăркаларăм та самайланнă пек пулчĕ».

Анчах ыратни вăхăтлăха кăна иртнĕ. Килне çитсен куçĕ хĕрелсе тăртаннă, хупăнсах ларнă. Ирхине вăл больницăна кайнă. Фельдшер «çӳпĕ кĕнĕ, хăех çĕрсе тухать» тесе пĕтĕмлетнĕ те маç хума хушса кăларса янă. Анчах куçа çӳпĕ мар, питĕ пĕчĕк тимĕр татăкĕ тăрăннă. Вăл шалтан шала кĕрсе пынă, куç шăрçи патнех çитнĕ. «Кайран тухтăрсем тем пек тăрăшрĕç пулин те куçа упраса хăвараймарĕç. Кĕленче куç туса пачĕç», — ассăн сывлать Николай Петрович.

Ăна шкул директорĕ производствăра суранланнине çирĕплетекен хутсем туса панă. Çав документсемпе инвалидноç илме сĕннĕ. Анчах Николай Петрович ниçта та кайса çӳремен. Ăçта унта? Вăй питти арçын ĕçлемесĕр патшалăхран укçа илсе вырттăр-и? Ялта мĕн калĕç? Тата 22 çулти çамрăкăн сусăр ята илтес килтĕр-и? Хăрах куçĕ курмасан та вăл пĕр кун та ĕçрен юлман, колхозра вăй хунă. Инкек пулнă хыççăн 20 ытла çултан тин ун чухнехи документсемпе усă курнă, ĕç вăхăтĕнче пулнă инкекшĕн компенсаци тата пенси илме пуçланă.

«Ӳкессе пĕлнĕ пулсан тӳшек сарăттăм», — тесе ахальтен каламан çав. Хăш вырăнта инкек пулассине пĕлме çук. Çавăнпа вăл е ку професси уйрăмах хăрушă тесе çирĕплетме те кăткăс ахăртнех. Кирек хăш ĕçре те çын суранланма е урăхла инкеке лекме пултарать. <...>

ВАЛЕНТИНА БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Николай АНИСИМОВ:

Олимпиадăна лекни – спортсменпа тренерăн чи пысăк çĕнтерĕвĕ

РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Николай Анисимов спорт отраслĕнче 35 çул ытла ĕçлет. Вăл пултаруллă чылай атлета çитĕнтернĕ. Вĕсенчен пĕри — тĕнче чемпионĕ, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Ольга Егорова. Николай Иванович спортсменсене епле хатĕрлемеллине лайăх пĕлет. Калаçура шăпах атлетсене хумхантаракан чылай ыйтăва хускатрăмăр.

— Николай Иванович, эсир кун-çулăра спортпа çыхăнтарнă. Спорт сукмакĕ çине хăçан тăтăр?

— Шкулта пĕлӳ илнĕ чухнех, эпĕ Лаш Таяпа шкулĕнчен вĕренсе тухрăм, çуран та, йĕлтĕрпе те чупрăм. Çавăн пекех ирĕклĕ мелпе кĕрешес, тутар-пушкăрт кĕрешĕвĕ енĕпе ăсталăха туптарăм, ăмăртусене хутшăнтăм. Пединститута вĕренме кĕрсен çăмăл атлетика енне ытларах туртăнтăм. 5-мĕш курсра Валентин Даваловпа иксĕмĕре Василий Семенов тренер хăйĕн ушкăнне илчĕ. Апатлану енĕпе лайăхчĕ ун чухне, пĕр çын пуçне 5 тенкĕ те 60 пус паратчĕç.

Ку укçа темĕн те илме çитетчĕ, юлатчĕ те. Василий Семенович пире сборсене илсе çӳретчĕ, тренировкăсене сăртлă вырăнсенче ирттеретчĕç. 1980 çулхи Олимпиадăна хутшăнмашкăн тепĕр спортсмена палăртас тĕллевпе Мускав облаçĕнчи Подольск хулинче ăмăрту иртрĕ. Çав тупăшура спорт мастерĕн нормативне пурнăçларăм. Тепĕр икĕ çултан çĕнĕ саккун тухрĕ: 25 çула çитнĕ атлетсене сбора илсе кайма пăрахмалла. Çав çула çитнисене «ваттисен» йышне кĕртнĕ. Эпир Валентин Даваловпа шăпах 25 тултарнăччĕ. Çавăнпа тепĕр кунхинех тренировкăна çӳреме пăрахрăм. Чăннипе, 25 çулта яшсем арçын пулса тăраççĕ, вăй питтиленеççĕ. 25-35 çулсем — çитĕнӳсем тумалли чи лайăх вăхăт. Çак тапхăрта атлетсем Олимп чемпионĕн, тĕнче чемпионĕн ятне тивĕçеççĕ.

— Эсир нумай çул Çĕнĕ Шупашкарта ĕçленĕ. Хула ачисем мĕнпе палăрса тăраççĕ?

— Спорт карьерине вĕçлесен «Спартак» обществин спорт шкулĕнче ĕçлерĕм. 1984 çулхи пĕр кун пирĕн пата Çĕнĕ Шупашкарти химзаводран çын килчĕ. Вăл пире хулара çĕнĕ манеж уçни, анчах унта тренер çукки çинчен пĕлтерчĕ. Валентин Давалов мана кайма сĕнчĕ, хăй тренировкăна çӳреме пăрахманччĕ-ха ун чухне. Тепĕр кунхинех химзавод директорĕ патне тухса утрăм. Вăл мана пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме шантарчĕ. Хула ачисемпе ĕçлеме тытăнтăм. Унта пултаруллисем нумаййăнччĕ. Хулара тĕрлĕ халăх çынни пурăнатчĕ. Малтанхи вăхăтра тренировкăна 60-70-ĕн çӳретчĕç. Вĕсен йышĕнче кĕçĕн класра вĕренекенсем те пурччĕ. Каярахпа аслăраххисене кăна илме пуçларăм. Чупас, сикес енĕпе те маттурри сахал марччĕ. Çĕнĕ Шупашкарта ĕçленĕ чухне Ольга Егорова палăрчĕ. Ман пата 1985 çулта çӳреме тытăнчĕ. Хула хĕрĕ чылай çитĕнӳпе савăнтарчĕ. Пĕрремĕш чи пысăк медале вăл Европа ăмăртăвĕнче 1989 çулта çĕнсе илчĕ. 17-ри хĕрĕн результачĕ лайăхчĕ. Вăл хăйĕн хастарлăхĕпе, тăрăшулăхĕпе уйрăлса тăратчĕ. Вĕренекенсем çитĕнӳ туни хама та лайăхрах ĕçлеме, ăсталăхăма аталантарма хистерĕ. Кашни тренер пекех манăн та Олимп чемпионне хатĕрлес килетчĕ. Шел те, ĕмĕт пурнăçа кĕреймерĕ. Телее, Олимпиада асамлăхне туйма май пулчĕ. Ольга Егоровăн тĕнчери чи пысăк ăмăртăва икĕ хутчен /2000, 2004/ хутшăнма тӳр килчĕ. Хам та унпа юнашарах пултăм. Ольга финалта чупнă чухне пăшăрханнипе чĕре тапма чарăннăн, сывлăш тухма пăрахнăн туйăннăччĕ. Питĕ хумхануллă самант. Олимпиадăна лекни — спортсменпа тренерăн чи пысăк çĕнтерĕвĕ. Унта тĕнче спорчĕн çăлтăрĕсемпе юнашар тăратăн, вĕсемпе калаçатăн, паллашатăн. Шел те, 2008 çулхи Олимпиадăна лекеймерĕмĕр. Çавăн хыççăн Ольга та спорт карьерине вĕçлерĕ, хам та университета ĕçлеме куçрăм. Профессионал спортсменсемпе ĕçлеме кăмăл пурччĕ, анчах май килмерĕ. <...>

АНДРЕЙ МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Тинĕсе хальччен курман ачасем чăмпăлтатрĕç кăна»

Кăçал мăшăрпа иксĕмĕр те калаçса татăлса пĕр вăхăтра отпуск илтĕмĕр. Ун пекки сайра хутра кăна пулать те канма каяссине малтанах палăртрăмăр. Ăçта çул тытмалла? Чикĕ леш енне те çитес килчĕ, анчах Раççейре те пулса курман вырăн туллиех. «Пĕрле вĕренекенсем пурте тинĕс хĕрринче пулнă, эпĕ çеç ăна курман. Пуйăса та хальччен ларман», — нăйкăшрĕ кĕçĕнни. Вăталăххи те çула тухас кăмăллă пулнине систерчĕ. Асли кăна шарламарĕ, унăн — сесси. Чикĕ леш енне тăваттăн каяс пулсан сахал мар укçа кăларса хумалла. Хамăр çĕршыв мĕнрен кая? «Суйла», — терĕ мăшăр. Интернет уçлăхĕнче Крымра, Сочире, Адлерта, Туапсере пулнă туристсен çырăвĕсене тишкертĕм, хăна çурчĕсенчи хаксемпе паллашрăм. Çемье бюджетне кура Анапăна суйларăм.

Маларах йышăннă

Виçĕ уйăх маларах пысăках мар хăна çуртĕнчи пĕр пӳлĕме йышăнса хутăм. Хуçи, эрмен çынни, укçа-тенкĕн пĕр пайне маларах куçарма ыйтсан иккĕленӳ çуралчĕ. Ултавçăсен аллине лекмерĕм-ши? Çывăхри пĕр санаторие шăнкăравласан ун пек хăна çурчĕ чăннипех те пуррине çирĕплетрĕç. Чун лăпланчĕ, укçа куçартăм. Канашран Анапăна тӳррĕн каякан пуйăс пулманран 37 км аяккарах вырнаçнă Тоннель станцине çити билет туянтăмăр. Çĕртме уйăхĕн малтанхи кунĕсенче пуйăспа çула тухрăмăр.

Анапа — курорт-хула, экологи тата климат енчен илсен çĕршыври чи лайăх вырăнсенчен пĕри. Кунта Хура тинĕсĕн, Кавказ тăвĕсен тата Тамань тӳремĕн сывлăшĕ хуçаланать. Пирĕн хăна çурчĕ Джемете поселокĕнче вырнаçнă. Унта çитес тесен хуларан тухакан Пионер проспекчĕпе 7 километр тӳп-тӳрĕ каймалла. Çулăн икĕ енĕпе те — хăна çурчĕсем, санаторисем, ача-пăча кану лагерĕсем, лавккасем, суту-илӳ палаткисем. Ешĕллĕхпе тата капăрлăхпа илĕртекен урамра тĕрлĕ тĕслĕ кĕл чечек ешерет, туя ӳсет. Юлашкисене тăваткал, çаврака туса каснă, хăйне евĕрлĕ курăнаççĕ. Пирĕн хăна çурчĕ ларакан вырăна «пĕрремĕш рет» теççĕ. Тинĕс – 200-300 метрта. Пляжа анмалли тăкăрлăксенче — суту-илӳ палаткисем, столовăй-кафе. Хăш вăхăтра ӳссе лараççĕ вĕсем? Тĕксĕм ӳтлĕ халăх çывăрмасть тейĕн. Пĕрремĕш кунсенче 1-2 палатка кăна ĕçлетчĕ пулсан пирĕн кану вĕçленнĕ тĕле вĕсем урам тăршшĕпех уçăлчĕç. Кашни утăмра тенĕ пекех улма-çырла, пахча çимĕç, чей, пулă, пылак çимĕç, тум, сувенир сĕнеççĕ.

Курткăпа çӳрерĕмĕр

Канăвăн пĕрремĕш кунĕсем ăшăпа савăнтармарĕç. Урамра 19-20 градусран ытла марччĕ. Курткăпа, ăшă кофтăпа çӳрерĕмĕр. Çав вăхăтрах сивĕ шывран хăраманнисем те тупăнчĕç: тинĕсре чăмпăлтатрĕç. Эпир çыран хĕррине пырса çапакан хумсенче урана йĕпетнипех çырлахрăмăр.

Джемете пляжĕн лайăх енĕ — ылтăн хăйăр тата тинĕс тĕпĕ кĕрсе пынă май майĕпен тарăнланса пыни. Çавăнпах-и, тен, пĕчĕк ачаллă çемье чылайччĕ кунта. Анапăра 10 кун пурăнтăмăр, юлашки кунсенче кăна температура 27-28 градуса çитрĕ. Шăрăх çанталăкра пляжра выртма та вырăн çук, пурте хĕвел ăшшипе хĕртĕнсе юласшăн. Тулли кĕлеткелли те, хытканни те илемлĕ пуласшăн, ӳт пĕр пек пиçтĕр тесе выртса та, ларса та, тăрса та пăхаççĕ. Эпир общество пляжĕнчех вырăн тупкаларăмăр, хăйăр çине çи витти сарса кантăмăр. Пляжра ятарлă выртмалли хатĕрсем те пурччĕ, вĕсене 200 тенкĕпе тара паратчĕç.

Хальччен тинĕс курман ачасем чăмпăлтатрĕç кăна: ункăпа ишрĕç, чăмрĕç, хумсем çинче ярăнчĕç. Шывĕ тăп-тăрă, таса. Çил вĕрни те сисĕнмест пек, анчах хум çине хум килет. Асăрханулăха çухатрăн тăк пуçĕпех шывпа хуплать. Хĕвелтен ятарлă крем сĕрни те сыхлаймарĕ, ӳт самантрах кĕренленчĕ. Ура айĕнчи хăйăр та самаях вĕриччĕ, хăш-пĕр кун ун çине те пусма çукчĕ. <...>

ВЕРА ШУМИЛОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.