Хыпар 69 (28097) № 27.06.2023
Çĕнтерÿçĕ – Чăваш Ен юлан утçи
Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокĕшĕн иртнĕ юртă лашасен чупăвĕ 10 пин ытла куракана пуçтарчĕ
Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн комплексĕ çумĕнчи ипподром Республика кунĕнче кăнтăр тĕлне хулара пурăнакансемпе, хăнасемпе тулма тытăнчĕ. Республикăри, çĕршыври чи хăвăрт та çивĕч урхамахсене тата ăçта курăн? Парнесем те сумлă, çĕнтерӳçĕсене хавхалантарма 2 миллион тенкĕ уйăрнă. Ăмăртăва Чăваш Енрен, Тутарстанран, Липецк, Тамбов, Воронеж облаçĕсенчен 35 юлан утçă хутшăнма кăмăл тунă. Старта 49 лаша тухмалла. Вĕсем пурте хамăр çĕршывра кун çути курнăскерсем. Ку — конкурсăн тĕп условийĕсенчен пĕри.
Тăватă çултисем тата аслăраххисем тăватă номинацире тупăшрĕç: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокĕшĕн», «ЧР Спорт министерствин парнишĕн», «ЧР Ял хуçалăх министерствин парнишĕн», «Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕн парнишĕн». Чи малтан виçĕ çулти урхамахсем Çĕнĕ Шупашкар хулин пуçлăхĕн парнине çĕнсе илессишĕн чупрĕç. Çил пек вĕçтерсе пыракансене сăнама чăннипех кăсăклă пулчĕ. Вĕсем хыççăн тусан пĕлĕт пек çĕкленнине пăхмасăр куракансем утсемпе юлан утçăсенчен куç илмерĕç. Кашниншĕн пăшăрханчĕç, спортсменсене хавхалантарчĕç. Ăмăртăва республикăри Акатуй, Сабантуй уявĕсенче çĕнтернĕ юртă лашасене илсе килнĕ. Пĕри тепринчен вăйлăрах, çивĕчрех, хăвăртрах. Пĕр вырăнта тапăртатса тăраканскерсене ирĕке ярсанах малалла тапса сикрĕç, кашниех ыттисенчен иртсе кайма тăрăшрĕ. Юлан утçăсем тилхепене çирĕп те пĕлсе тытни вара вĕсен умри çулне уçса пычĕ, йăнăшасран асăрхарĕ. Чăн та, çĕнтерӳ урхамахпа юлан утçă пĕр-пĕрне ăнланнинчен, пĕр тĕллевпе тăрăшнинчен килет. Пĕр чĕлхе тупаймасан пăтăрмаха кĕртсе ӳкерет. Акă пĕр урхамаха хуçи хăвăрт чупма чăрмантарчĕ пулас, чĕввĕн тăрса ăна хăй çинчен илсе ывăтрĕ те малалла çăмăллăн вĕçтерчĕ. Е асăрхаса ĕлкĕрейменрен ларкăчсен ураписем çакланни те пулчĕ. Çапах йывăрлăха пăхмасăр финиша васкарĕç, çĕнтерĕве çывхартрĕç. Çакна палăртма кăмăллă: хĕрӳ ăмăртусенче пĕрремĕш вырăнсене Чăваш Республикин представителĕсем йышăнчĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн старта спорт шкулĕн директорĕ Валерий Краснов «Зов Предков РМ» юртă лашипе тухрĕ. Иртнĕ çул республикăра чи лайăх урхмахсенчен пĕри шутланнă вăл. Раççейре вара «Зов Предков РМ» — вунă чи хăвăрт рысаксен йышĕнче. Хальхинче те дуэт финиша чи малтан çитме пултарчĕ, тĕп парнене тата Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илчĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствин парнине тата 400 пин тенке Эдуард Большаков «Нурлат Аш» учĕпе тивĕçрĕ. Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕн парнишĕн тата 120 пин тенкĕшĕн пынă ăмăртура Сергей Саблин «Тейк Фо Везер» урхамахĕпе çĕнтерчĕ. ЧР Спорт министерствин парнине тата 90 пин тенке Марина Никольская «Мун Фентази РМ» учĕпе çĕнсе илчĕç. Уява хутшăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Республика кунĕнче регионсен хушшинчи лаша чупăвĕ пĕрремĕш хут иртнине палăртрĕ. — Эпир хăнасене яланах хавас. Пирĕн юлан утçăсемпе лашасем савăнтарнишĕн хĕпĕртетпĕр. Пире хаваслă кăмăл-туйăм парнеленĕшĕн тав тăватпăр, — терĕ вăл. Малашне те кун пек мероприятисем ирттерессине, спортăн мĕн пур енне аталантарассине палăртрĕ регион ертӳçи. Çывăх вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарта ипподром тăвасси пирки каларĕ. Çакă малашне спортсменсене ăмăртусене хатĕрленме пулăшĕ, çĕршыв шайĕнчи пысăк ăмăртусем ирттерме май парĕ. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
«Çирĕп аталану çулĕ» тумхахсăр пултăр
Шупашкарти экономика форумĕн «Çирĕп аталану çулĕпе» ятпа йĕркеленĕ пĕрлехи ларăвне унăн модераторĕсем, «Раççей-24» канал телеертӳçисем Александра Суворовăпа Юрий Богданов республика Пуçлăхне Олег Николаева сăмах панинчен пуçларĕç — Олег Алексеевича тĕлпулăвăн кун йĕркине никĕсленĕ темăна уçăмлатма сĕнчĕç.
Çирĕп аталану идейи, паян çĕршыв шайĕнче йышăннăскер, Олег Николаев палăртнă тăрăх, модăна пуç тайни мар — регион аталанăвĕн пĕтĕмĕшле çул-йĕрне палăртакан инструментари. Вăл — паянхи лару-тăрăва тишкерсе, хамăрăн майсене шута илсе, наукăпа технологисем çине таянса малалла утмалли никĕс. Республика çирĕп аталану концепцине палăртнă, ăна пурнăçламалли «çул-йĕр карттине» çирĕплетнĕ. Вĕсем яланах обществăпа диалогра пулассине, йышăнусен комплекслăхне, ресурссемпе тирпейлĕ те тухăçлă усă курассине, патшалăхпа бизнес ĕçтешлĕхне, предпринимательсен пуçарулăхне вăйлатассине тĕпе хураççĕ. Кун йĕркинчи мероприятисене Олег Алексеевич виçĕ ушкăна пайларĕ: экологи хăрушсăрлăхĕ; социаллă сфера тата халăха упрасси; патшалăх управленийĕ, экономика аталанăвĕ тата производство сфери. Тĕрĕссипе, эпир çак ĕçсене унччен те пурнăçланă: котельнăйсене газ çине куçарнă, тасатакан сооруженисем тунă, пушарсемпе кĕрешнĕ… Анчах çакă система шайĕнче пулман. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерменни те пулман мар. Ку вара — укçана çилпе вĕçтерни, çынсен кăмăлсăрлăхĕ. Паян тишкерекен курăм çак çитменлĕхсенчен хăтарма тивĕç. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахне тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Калăпăр, халăха шывпа тивĕçтересси. Ку ĕç таса мар шывсене экологие сиен кӳмесĕр юхтарса кăларассипе те тачă çыхăннă. Чăваш Енре шывпа тивĕçтермелли тата шыв тасатмалли об±ектсен тытăмне йĕркеленĕ. Пысăк ял-хулара тасатакан сооруженисем тунă, пĕчĕккисенчен те таса мар шывсене унта турттарса пыма пулать. Çынсем усă курнă шыв трансфертне Яндекс такси мелĕпе саккас пама пултарĕç. Коммуналлă хуçалăх, производство каяшĕсене илес тĕк — вĕсемпе ĕçлеме территори схемине хатĕрленĕ. Каяшсене туллин сортламалла, çурринчен кая мар пайне тирпейлемелле, унпа çĕнĕрен усă курмалла, чавса пытаракан пайне май пур таран пĕчĕклетмелле. Тепĕр çул-йĕр — электротранспорта аталантарасси. Пассажирсене илсе çӳрессинче республика троллейбуссем тата газпа ĕçлекен автобуссем çине пусăм тăвать. Уйрăм çынсен тата коммерци тытăмĕсен электротранспорчĕн инфратытăмне аталантармалли план та пур. Çакнашкал техника валли паян регионта 16 заправка уçнă та ĕнтĕ. Çывăх çулсенче тата 173 уçмалла. Чăрмавсăр мар. Сăмахран, генераци хăвачĕсем çителĕксĕрри сисĕнет. Ку вара тарифсене те витĕм кӳрет. Çавăнпа генераци центрĕсем уçмалли проект хатĕрленĕ. Кĕçнерникун шăпах 1 мегаватт хăватлă пирвайхи об±екта уçнă. Планра вара — 120 мегаватт. Тарифсем тенĕрен, калаçу модераторĕ Юрий Богданов çĕнĕ энергоцентрсем вĕсене чакарма пултарассипе интересленчĕ. Олег Николаев шучĕпе, теори тĕлĕшĕнчен илсен çĕнĕ мегаватсем тарифсене пĕчĕклетмешкĕн пулăшма пултараççĕ, анчах практикăра чăннипе мĕнле пулĕ — курăпăр, хальлĕхе калама иртерех. Республика патшалăх тата уйрăм бизнес яваплăхĕн чиккисене уçăмлă палăртнă, çак сферăри ĕçтешлĕх йĕрки те уçăмлă. Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков вара нумаях пулмасть вăл Петербургри экономика форумĕнче Чăваш Ен пурăнмалли чи лайăх вырăн пуласси пирки каланине аргументсемпе çирĕплетрĕ. Анатолий Геннадьевич Нева çинчи хулара регионсен инвестици илĕртӳлĕхне хакланине аса илтерчĕ. Рейтингра Мускав пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Эпĕ Мускавра та, Чăваш Енре те пурăнатăп. Мускавра сывлăшсăр антăхатăп, Шупашкарта вара тулли кăкăрпа сывлатăп, ыйхă та лайăх», — те шӳтлерĕ депутат. Паян Шупашкар агломерацийĕн мастерпланне хатĕрлес ĕç пырать. Республика çĕршывра цифра финанс активĕсене ĕçе кĕртес енĕпе пуçаруçăсен шутĕнче. Ку енĕпе Думăра аталанăва тĕревлекен саккун проекчĕсене тишкерни пирки каланă май вăл биткоинсемпе ĕçлессине саккунлă картана кĕртесси çинчен каларĕ. Каллех шӳтлерĕ: «Чăваш биткоинĕ те пулĕ. Е ăна чăвашкоин теме пулать». Олег Николаев вара тата чăвашларах вариант та сĕнчĕ — тенкĕ сăмахпа усă курма май пур. Черетлĕ спикер — Раççей экспорт центрĕн ертӳçи Вероника Никишина. Вăл çĕршыври 6,4 миллион ĕç вырăнĕ экспорт çинче никĕсленнине çирĕплетрĕ. Ку вара — мĕн пур ĕç вырăнĕн 9% те иртет. Экспорт пĕлтĕр патшалăх бюджетне 3,1 триллион тенкĕ тупăш кӳнĕ. «Енчен те тавар чикĕ леш енне ăнăçлă сутăнать тĕк, эппин, унăн пахалăхĕ пысăк» тенĕ май Вероника Олеговна Чăваш Енĕн Экспорта пулăшакан центрĕн ĕçне пысăка хурса хакларĕ. РЭЦăн регионсенчи пулăшăвăн вăтам кăтартăвĕсем çапларах: патшалăх хывакан кашни тенкĕ пуçне 35 тенкĕлĕх экспорт тивет. Чăваш Енре вара çак кăтарту икĕ хута яхăн пысăкрах иккен — 61 тенкĕрен те иртет. Çакăнта центр ертӳçи ЧР Пуçлăхĕн команди ресурссемпе усă курас тĕлĕшпе питĕ тирпейлине курать — укçана ячĕшĕн мар, чăннипех усă пултăр тесе уйăрни куçкĕрет. Çапла вара экспорт енĕпе регионсен хушшинче палăртакан рейтингра республика икĕ çултах 51-мĕш вырăнтан 19-мĕшне çĕкленнĕ. «Малти 20 вырăн — ылтăн вырăнсем» тенĕ май Вероника Никишина республика, унăн ертӳлĕхĕ экспорт пĕлтерĕшне ăнланнине, ăна аталантарас енĕпе çине тăрса ĕçленине палăртрĕ. Экспорт темине форум ĕçне ВКС мелĕпе хутшăнса Раççей-таджик ĕçлĕ канашĕн председателĕ Ислам Назаралиев тăсрĕ. Вăл пуш уйăхĕнче Чăваш Ен Правительствин команди регионăн экспорт майĕсемпе Душанбере паллаштарнине аса илтерчĕ. Чăваш Ен паян çак çĕршыва ăсатакан продукцин 60% ытла — апат-çимĕç. Ӳсĕм валли майсем пысăк. Чи малтанах — Шупашкарта вăйлă аталаннă электротехника енĕпе. Таджикистан енчен пирĕн хими продукцийĕ тĕлĕшпе те интерес пысăк. Çавăн пекех Душанбе Чăваш Ен продукцине çĕнĕ рыноксене кăлармалли транзит площадки вырăнне усă курма та меллĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Раççей нумай наци культурипе вăйлă
«Çавăн пек пулнăшăн сире пысăк тав», — çапла пысăка хучĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Пĕтĕм Раççейри нацисен хушшинчи йăлана кĕнĕ «Культурăсен диалогĕ» лагере, кĕçнерникун Шупашкарта уçăлнăскере, пухăннă çамрăксен хастарлăхĕпе пултарулăхне.
Чăваш Ене икĕ теçетке ытла регионтан тĕрлĕ халăх юрри-ташшин тата наци апачĕн çамрăк ăстисем килнĕ. Вĕсемпе Чăваш наци библиотекинчи тĕлпулура пуçарнă «пĕр тан калаçура» Олег Николаевпа пĕрле Федерацин национальноçсен ĕçĕсен агентствин ертӳçин çумĕ Станислав Бедкин, Раççейри чăвашсен наци культура автономийĕн ертӳçи Николай Гаврилов хутшăнчĕç, çамрăксен чылай ыйтăвне хуравларĕç. Станислав Бедкин хăйĕн сăмахне паянхи вăхăт ансат пулманнинчен пуçларĕ. Анăç пире хирĕç вăрçă пуçарни куçкĕрет. Анчах, ун шучĕпе, шăпах нумай нациллĕ çĕршыв пулни, ку енĕпе шанчăклă тытăм йĕркеленни Раççее тӳсĕмлĕх кӳрет. Йывăр вăхăтра пирĕн халăх çирĕп пĕр йыша чăмăртанĕ — ку тĕслĕхре те çаплах. Культура пĕлтерĕшне уçăмлатма Станислав Анатольевич РФ Президенчĕ Владимир Путин нумаях пулмасть аса илнипе усă курчĕ. Хăй вăхăтĕнче Путин Америка ертӳлĕхĕ тĕнче шайĕнче хăйне сĕмсĕр тытни пирки Франци Президенчĕпе Жак Ширакпа сăмах пуçарнă та — вăл çапла каланă: «Мĕншĕн тесен вĕсем культурăсăр...» Çак шухăшпа Олег Николаев та килĕшет. Вăл палăртнă тăрăх, паянхи лару-тăрура халăхсен, культурăсен хутшăнăвĕн пĕлтерĕшĕ пушшех пысăк. Çак лагерь те, культурăсен диалогĕ, çамрăксем Раççейĕн нацизма хирĕç кĕрешĕвне хывакан сумлă тӳпе. «Анăçри вăйсен планĕсем арканчĕç. Мĕншĕн тесен вĕсем эпир те хăйсем пекех тесе шухăшланă. Чăннипе вара эпир — урăхла... Пирĕн — тĕрлĕ-тĕрлĕ халăх, тĕрлĕ культура, вĕсем çакна ăнланмаççĕ», — иккĕленмест Олег Алексеевич. Николай Гаврилов СССР вăхăтĕнче çамрăк çын çар ретне тăнă май пысăк çĕршыври нумай-нумай халăх ывăлĕпе паллашни, çывăхланни çинчен аса илтерчĕ. Çарти пĕрлехи служба нумайăшĕшĕн çирĕп туслăха çаврăннă. Шел, халь тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрĕшĕн çапла çывăх хутшăнмалли май сахалрах. Çавăнпа вăл çамрăксене çак лагерьпе пĕр-пĕринпе туслашмалли мел вырăнне те усă курма сĕнчĕ. Сăмах май, Чăваш Ен регионсен представителĕсене çывăхланма пулăшакан мероприятисене тата ирттерĕ-ха. Çук, сăмах Республика кунĕн программине кĕнĕ «Атăлçи çăл куçĕсем» фестиваль пирки кăна мар. Авăн уйăхĕнче Чăваш Енĕн тĕрлĕ халăх кĕрешĕвĕсен пĕтĕм тĕнчери вăййисене йышăнмалла. Çурла уйăхĕнче вара республикăра регионсем хăйсен тĕрленĕ карттисемпе паллаштарĕç. Тĕрленĕ карттă тенĕрен, Олег Алексеевич çамрăк хăнасенчен пĕри: «Чăваш Енре мĕн курма сĕннĕ пулăттăр?» — тесе ыйтнине хуравланă май ăна шăпах Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейне кĕрсе курма сĕнчĕ. Паллах, тавра пĕлӳ музейĕ те интереслĕ. Тата — Хĕрлĕ тӳрем, Атăл çыранĕ... Николай Гаврилов вара çак списока Чапаев, космонавтика, сăра музейĕсемпе пуянлатрĕ — вĕсенче те курмалли, интересли пайтах. Мускаври Акатуй пирки те сăмах пулчĕ. Унччен вăл ВДНХРа иртнĕ, халĕ вара шăпах Николай Гаврилов тăрăшнипе, унăн тусĕсем пулăшнипе уява «Сокольники» паркра ирттерме калаçса татăлнă. Олег Николаев шучĕпе, «Сокольникире» уявласси йăлана кĕни праçник сумне тата пысăклатĕ. Тĕрлĕ регионтан килнĕ çамрăксем лагерĕн сумлă хăнисене ыйту хыççăн ыйту пачĕç. Паллах, нацисен хутшăнăвĕсен теминчен те пăрăнса иртмерĕç. Олег Николаев Чăваш Енре 128 наци ывăл-хĕрĕ пĕр çемьери пек туслă пурăннине çирĕплетрĕ. Станислав Бедкин Раççейре те тĕрлĕ халăх представителĕсен хушшинче хирĕçӳ тухнă тĕслĕхсем пулнине пытармарĕ. Ытларах — йăла шайĕнчи пăтăрмахсем. Хăшĕсем çакăнпа çĕршыври лару-тăрăва çивĕчлетмешкĕн усă курма та хатĕр. Вăл е ку халăхăн авалхи кӳренĕвĕпе, çав шутра, калăпăр, депортаципе сăлтавласа вĕсене ыттисене хирĕç тăратасшăн. Ку чăннипех хăрушă, çавăнпа патшалăх унашкаллипе çине тăрсах кĕрешĕ. Шупашкар хĕрĕсем те меллĕ самантпа усă курчĕç — ӳнер училищин студенткисем хăйсен вĕренӳ заведенине пырса тивекен ыйтăва çĕклерĕç. «Родина» кинотеатр пулнă çурта училищĕне панă, анчах шантарнă пулин те ăна юсама кирлĕ укçана халĕ те уйăрман... Олег Николаев юсавреконструкци пуçармашкăн малтан патшалăх экспертизине ирттермеллине палăртрĕ. Çак ĕç валли укçа уйăрнă, çулталăк вĕçлениччен экспертиза тухмалла. Унтан вара, çитес çул, тĕп ĕçсене те пуçăнма май пулĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Экспорт вăй патăр
2021 çулта Чăваш Ен экспорчĕ импортран кăшт кăна пĕчĕкрех пулнă, пĕлтĕр вара вăл палăрмаллах чакнă. Анчах халĕ экспорт каллех вăй илсе пыни сисĕнет. Çакăн çинчен республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Экспорт канашĕн шăматкун «Улшăнусен экономики: çирĕп аталану çулĕпе» темăпа йĕркеленĕ анлă ларăвĕнче пĕлтерчĕ.
Уйрăмах пĕчĕк тата вăтам бизнес тĕрлĕ çулйĕрпе экспорта вăй панине Олег Николаев «эпир паха продукци туса кăларнине ĕнентерни» вырăнне хурса хаклать. Çакă эпир хамăрăн продукцие сутма вĕренсе пынине кăтартать. Чăваш Ен ют çĕршывсемшĕн интереслĕ пулнине вара, регион ертӳçин шучĕпе, пирĕн пата чикĕ леш енчен килекен делегацисен шучĕ пысăклансах пыни те çирĕплетет. Республика ертӳлĕхĕ экспорт тĕлĕшпе тимлĕ пулни куçкĕрет. Çакă пĕлтĕр ЧР Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе Экспорт канашне туса хунинчен те курăнать. Халĕ Чăваш Ен экспорт ĕç-хĕлĕн стратегине хатĕрлет. «Унта пысăк опытлă экспортерсене те, ку енĕпе пуçламăш утăмсем тăвакансене те пулăшма тивĕç мероприятисене палăртмалла», — терĕ Олег Алексеевич. Экспорта вăй пани, паллах, чи малтан производствăна аталантарнипе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Импортпа экспортăн паянхи шайлашăвĕ хăйне тивĕçтерменнине Олег Николаев уççăн палăртрĕ. Анчах тулашри суту-илӳ тĕлĕшпе шанчăк пысăк. Кăçал вăл самаях пысăкланни курăнать. Чăн та, хальлĕхе çак ӳсĕмре импорт тӳпи пысăкрах, çапах экспорт та сулмаклă утăмсемпе ӳсесси пирки Олег Николаев нимĕн чухлĕ те иккĕленмест: çине тăрса ĕçлени, чи малтанах çĕнĕ технологисене çул пани пире çĕнĕ рыноксене тухма май парĕ. Калăпăр, Иран рынокĕ уçăлать. Чăн та, паян импорт хĕсĕннĕ май нумай компани шалти рынока тивĕçтерес енĕпе ытларах ĕçлеме тăрăшать — продукци кунта та лайăх сутăнсан чикĕ леш енне ăсатма ăнтăлмалла та мар пек. Анчах, Олег Николаев шучĕпе, кунашкал шухăшлав вырăнсăр — чикĕ леш енне тухма тăрăшмаллах. Çак шухăшпа РФ Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков та килĕшет. Вăл палăртнă тăрăх, Анăç Раççей тĕлĕшпе санкцисем йышăннă май пирĕн çĕршывран пăрахса кайнă компанисем кунта каялла таврăнассишĕн çунаççĕ. Çийĕнчен пăрахса кайнă çĕр компани вырăнне урăххисем, çичĕ теçетке компани, килнĕ те ĕнтĕ. Çавăнпа Анатолий Геннадьевич хамăрăн бизнесăн лăпланма юраманни пирки пусăм тусах асăрхаттарчĕ: ют çĕршывсен бизнесĕ пирĕн патра çав-çавах конкурент пулĕ — «капиталист усламшăн тем тума та хатĕр». Раççее китаецсем килнине, ытти çĕршыв бизнесĕ те тĕпленме хатĕррине палăртнă май Анатолий Аксаков шалти рынока тивĕçтерес енĕпе те хастар ĕçлемелли çинчен каларĕ. Анчах «шалта хамăра шанчăклă туймашкăн тулта та ĕçлемелле». Дума депутачĕ хăй Раççей парламенчĕн аялти палатин спикерĕ Вячеслав Володин сĕннипе Азири çĕршывсемпе çыхăну йĕркелес тĕллевпе ятарлă çул çӳреве тухма палăртнине пĕлтерчĕ, Чăваш Ен бизнесне те çак ĕçе хутшăнма чĕнсе каларĕ. Темиçе çул каялла Чăваш Ен экспорчĕ импортпа шайлашасси патне çитнине вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Тулашри экономика ĕç- хĕлĕ 2021 çулта 625 миллион доллара çитнĕ — çак виçере экспортпа импорт тӳписем шайлашнăпа пĕрех пулнă. Пĕлтĕр, шел, асăннă кăтарту тăруках пĕчĕкленнĕ — 550 миллион доллар шайне аннă. Тĕп çухату экспортпа çыхăннă. Кăçал ĕç-пуç аванланма тытăнни сисĕнет. Чăваш Ен чикĕ леш енне, тĕпрен илсен, чĕр таварпа çыхăнман продукци ăсатать — пушшех шанчăк пысăк. Хими продукцийĕ, каучук, машинăсем, оборудовани, транспорт, апат-çимĕç, ял хуçалăхĕн чĕр таварĕ… Экспорт хальччен тачă çыхăну тытман çĕршывсен шучĕпе ӳснине те палăртма кăмăллă. «Енчен те тавара экспорта ăсатма пултаратпăр тăк, эппин, паха продукци туса кăларатпăр», — иккĕленмест вице-премьер. Импорт вăй илни çинчен каланă май Дмитрий Иванович уçăмлă принципа палăртрĕ: хăш сферăсенче хамăрăн производствăсем вăйлă — вĕсене пулăшса аталантармалла, хăш енĕпе хамăр вăй çитерейместпĕр — унта хальлĕхе импортсăр май килмĕ. Ларура Шупашкарти экономика форумне килнĕ хăнасем те — Беларуç, Таджикистан, Турци, Азербайджан представителĕсем — сăмах илчĕç. Чăваш Енпе тытакан çыхăнусем вăй илсе пынине пĕри те тепри палăртрĕ. Кӳршĕ çĕршывăн çыхăну тата информатизаци министрĕн çумĕ Анна Рябова, калăпăр, Шупашкар пĕлтĕр троллейбуссен паркне çĕнетнине аса илтерчĕ. 68 троллейбус — Минскра туса кăларнăскерсем. Продукци юхăмĕ икĕ енлĕ. Беларуçри çĕнĕ атом электростанцийĕн щит оборудованийĕ — тĕпрен илсен, пĕтĕмпех Шупашкарта хатĕрленĕ техника. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Çитĕнÿ тума хавхалантарĕ
«Халĕ çĕнĕ вĕренӳ çулне ытларах кĕтетпĕр. Классенче те çутă, хăтлă, кăмăл-туйăм та урăхларах», — теççĕ Çĕнĕ Шупашкарти 11-мĕш шкулта вĕренекенсем. Асăннă вĕренӳ учрежденийĕ тĕплĕ юсав ĕçĕсем хыççăн иртнĕ шăматкун, шăпах Чăваш Республикин кунĕнче, уçăлчĕ.
Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Алла Салаева, ЧР вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров килсе çитрĕç. Вĕренӳ учрежденийĕн пĕрремĕш хутĕнче профориентаци терминалĕ вырнаçтарнă. Ун урлă шкулта вĕренекенсем университетри факультетсем пирки пĕлме пултараççĕ, çавăнтах математика вăййисемпе тестсем те пур. Унсăр пуçне вăл шкулта ăшăтмалли тытăмĕн математика моделĕ епле ĕçленине те кăтартать. Терминал пирки И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсем уçăмлатрĕç. Çĕнĕ Шупашкарти 11-мĕш шкулта çав кунах çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен пӳлĕмĕ уçăлчĕ. Унта вырнаçтарнă ятарлă панель уроксем ирттерме самаях çăмăллатать. Шкулчченхи уйрăма çӳрекенсем валли пĕрремĕш заняти ирттерчĕç. Урок вăхăтĕнче ачасем çул-йĕр правилисене, светофорăн хăш тĕсĕ çутсан çул урлă каçма юранине аса илчĕç. Çакăн йышши инновациллĕ меслетсемпе, интерактивлă программăсемпе, хальхи йышши технологисемпе усă курни вĕрентӳ шайне тата уроксен тухăçлăхне ӳстерме пулăшать. Вĕренӳ учрежденийĕнчи технологи пӳлĕмĕсенче çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарнă. Унсăр пуçне «Пике» фабрика пулăшнипе тата УПК-21 программа шайĕнче ку шкулта çĕвĕ мастерскойĕ уçнă. — Вĕрентнисĕр пуçне эсир кунта ачасене предприятипе те паллаштаратăр, производствăри ĕçе тата вăл пĕрпĕринпе çыхăннине кăтартса вĕсене ытларах кăсăклантаратăр. Условисемпе паллаштарса ачасем ытларах интересленĕç, профессие суйласа илĕç — çакă вĕрентĕвĕн тĕллевĕ те, — терĕ республика ертӳçи. 11-мĕш шкулти тĕплĕ юсав ĕçĕсе¬не пурнăçлама федераци тата респу¬¬-блика бюджечĕсенчен 100 миллиона яхăн тенкĕ уйăрнă. Халĕ кунта шкул картишне хăтлăх кĕртес енĕпе вăй хураççĕ. Чылай ĕçе пурнăçланă та ĕнтĕ. Çĕнелнĕ шкулпа ачасем кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă. <...>
Татьяна ИШМУРАТОВА.
♦ ♦ ♦
Чăваш хăйĕн ĕçне кăтартма, культурине тытса пыма пултарать
— Акатуя Питĕр хулинчен çиччĕн çитрĕмĕр. «Парне» ушкăна вунă çул çӳретĕп. Çав вăхăтрах Иван Мироновпа иксĕмĕр юрлатпăр. Пирĕн дуэт «Иванпа Алиса» ятлă. Тăванлăх, юрату çинчен шăрантаратпăр, вăл пурнăç шăнăрĕ-çке. Элĕк районĕнче çуралнăран Чăваш Ене питĕ килес килет. Çакăн пек уявсене кĕтсе çеç тăратпăр. Питĕрте те чăваш концерчĕсем йĕркелетпĕр. Чăваш тумĕ çĕлессипе кăсăкланнăран вĕсен куравне ирттеретпĕр. Чăваш кĕпи манăн икĕ теçетке ытла. Паянхи Акатуя та хам çĕленĕ çи-пуçпа çитрĕмĕр, — кăмăлне ирĕке ячĕ Алиса Шарпаева. Ун çинче шăрçа-тенкĕ ялкăшать кăна.
Чăваш Республикин кунĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ мероприятисенчен пĕри — Пĕтĕм чăвашсен XI Акатуйĕ. Иртнĕ шăматкун ăна Хĕрлĕ тӳремре «Асран кайми аки-сухи» юрăпа уçрĕç. Юрă картине Раççейри ытти регионтан килнĕ чăвашсемпе пĕрле ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, ЧР культура министрĕ Светлана Каликова тăчĕç.
— Республика çур акине лайăх вĕçлерĕ. Кĕске вăхăтрах уй-хирти ĕçе пурнăçлама пултарчĕ. Ял хуçалăхĕнче ăнăçлă аталанса республикăна çеç мар, кӳршĕ регионсене те апат-çимĕç таварĕпе тивĕçтеретпĕр. Промышленноçра та, строительствăра та çитĕнӳсем тăватпăр. Республикăри кашни регионта Акатуй кĕрлерĕ. Паян акă кунта пуçтарăнтăмăр. Çак уяв темиçе ăрури чăвашсене пĕрлештернисĕр пуçне Чăваш Енре пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисене çыхăнтарчĕ», — терĕ Леонид Черкесов.
Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕпе хăнасене, аякран килнĕ тăвансене Светлана Каликова ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ятĕнчен те саламларĕ:
— Эсир тăван çĕре килсе ăшăнса кайни пирĕншĕн те паха. Чăваш халăхĕ яланах мăнаçлă, вăйлă халăх пулнă. Эпир пĕрле пулсан пурнăç та малаллах аталанĕ. Леонид Ильичпа Светлана Анатольевна ял хуçалăхĕнче, агропромышленноç комплексĕнче хастарлăхĕпе палăрнă ĕçченсене сумлă наградăсемпе чысларĕç. Хĕрлĕ тӳреме халăх йышлă пухăннă. Сцена çинчи артистсен уяв программи пуян пулчĕ: юрă-ташăсăр пуçне вăйăсем те кăтартрĕç — михĕ те тăхăнчĕç, кĕрешрĕç те. Акатуйăн чи илемлĕ саманчĕсем Красноярск крайĕнчен, Самарпа Ульяновск облаçĕсенчен, Тутарстанран, Пушкăртстанран, Мари Республикинчен, Мускавран, Санкт-Петербургран килнĕ халăх коллективĕсемпе пуянланчĕç. Ентешсем чăваш çĕрĕшĕн тунсăхласа çитнине пытармарĕç. Хăшĕ-пĕри вĕсенчен Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне пĕрремĕш хут çитнĕ. — Пирĕн кăмăл питĕ савăк. Красноярск крайĕнчи чăвашсен наци культура автономийĕн председателĕ Геннадий Храмов пире çакăн пек пысăк парне — Чăваш Енри Акатуя килме май — туса панăшăн эпир телейлĕ, — чунне уçрĕ Любовь Иванова. Сăмах май, вăл ултă çул «Хĕлхем» ансамбле ертсе пырать. Любовь Александровна Элĕк районĕнчи Ехремкассинче çуралса ӳснĕ. 48 çул каялла Чăваш Енрен тухса кайса Красноярск крайĕнче ĕçлеме пуçланă. Анчах ентешĕм малтанах чăваш çĕрĕшĕн тунсăхланине пытармарĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн унта тĕпленнĕ чăвашсемпе паллашнă. Пĕр çемьери пек пурăнма тытăннă. Хăйсен тăрăхĕнче — Ачинскра — вĕсем чăваш музейĕ уçнă. Акă, икĕ Антонина, Çĕпĕртех, Пысăк Улуй районĕнче çуралса ӳснĕ чăвашсем, Шупашкара килнĕшĕн шутсăр савăннă. Ашшĕ-амăшĕн ялĕ халĕ çук пулсан та вĕсен йăли-йĕркине манмаççĕ ачисем — чăваш тумне тăхăнса чăвашла юрлаççĕ-ташлаççĕ. — Эпĕ Патăрьел районĕнче çуралса ӳснĕ. Вĕренсе пĕтерсен направленипе Красноярск тăрăхне ĕçлеме ячĕç те унтах çемье çавăрса икĕ ача çуратса ӳстертĕмĕр. Чăвашлăх манăн чунра, юнра. Чăвашла юрламасăр-ташламасăр пултараймастăп, — хăйĕнпе паллаштарчĕ Раиса Безмаслова. — Чăваш Енрен 23 çулта тухса кайнăран çав тери тунсăхлатăп. Куславкка районĕнчи Энтри Пасарта тĕнчене килнĕ эпĕ. Мăшăрăм та — кунтан пынă чăваш. Шупашкарта вунă çул каялла пулнăччĕ те вăл халĕ тата илемлĕрех. Кунта килессе мĕнле кĕтнине сăмахпа пĕлтерме çук. Чăваш юнĕ чăвашах туртать, — калаçăва хутшăнчĕ «Хĕлхем» ансамбле çӳрекенсенчен пĕри. Аякран килнĕ йăхташăмăрсен чăвашла илемлетнĕ çи-пуçĕ пĕрин тепринчен илемлĕрех. Кăмăлĕсем те тулса тăкăнаççĕ — çакна вĕсене калаçтармасăрах куратăн, туятăн. Пушкăртстан чăвашĕсен те вăл хăйне евĕрлĕ. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Çывăх тăвансем патне килнĕ тейĕн
Çĕртмен 23-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре Пĕтĕм çĕршыври халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ уçăлчĕ. Чăвашсем, тутарсемпе пушкăртсем, ирçесемпе мăкшăсем тата ытти наци çыннисем пĕр туслă ушкăн пулса юрларĕç те ташларĕç.
«Раççей çăл куçĕсем» фестиваль яланхи пекех икĕ куна пычĕ. Çĕртмен 24-мĕшĕнче пултарулăх ушкăнĕсем Çĕнĕ Шупашкара тата Куславкка, Çĕрпӳ, Етĕрне округĕсене çитсе халăха савăнтарчĕç. Сăмах май, çак фестиваль 31 çул каялла «Атăлçи çăл куçĕсем» ятран пуçланнă, унта малтанхи çул виçĕ коллектив кăна хутшăннă. Халĕ вăл Раççейри нумай-нумай пултарулăх ушкăнне пĕр чăмăра пĕрлештерет. Йăлана кĕнĕ тăрăх, мероприятие кăçал та фольклор ушкăнĕсем, ташă ăстисем, тĕрлĕ музыка инструменчĕ калакансем хутшăнчĕç. Фестивалĕн «географийĕ» ытти çулхи пекех пуян. Пирĕн республика кăçал хăйĕн çуралнă кунĕнче Раççейĕн 11 регионĕнчи 12 ушкăна йышăнчĕ. Хамăр патри «Сувар» халăх ташшисен тата «Эревет» халăх инструменчĕсен ансамблĕсем те пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Украинăри Запорожье облаçĕнчи 17 çынран тăракан çамрăксен ушкăнĕ те Чăваш Ене килме хапăл тунă. Çакă тĕлĕнмелле, икĕ-виçĕ эрнере вĕсем «Зори Бердянщины» ансамбль йĕркеленĕ. Кĕске хушăра наци тумне çĕленĕ. Ансамбльте — тĕрлĕ ӳсĕмрисем, чи кĕçĕнни — 12 çулта. Çул çинчи 28 сехет сисĕнмен те — вĕсем ывăннине те туйман: ара, уява килеççĕ-çке. Апатланма чарăнсан автобуса тапратиччен ушкăн уçă сывлăшра репетици тунă, унтан малалла кайнă. «Чун хĕпĕртет, пирĕнтен телейли те çук. Чăваш Енре хамăра юмахри пекех туятпăр, кунта питĕ лăпкă та ăшă. Халăхĕ ырă кăмăллă. Çак кĕске хушăра чылай музея çитсе куртăмăр. Тĕрĕссине калатăп: Чăваш Енрен уйрăлса каяс та килмест. Чăваш хĕрĕсен илемлĕ çи-пуçне сăнарăмăр, пирĕн тĕрĕпе пĕр евĕрлĕрех, анчах сирĕн пуянрах. Кунта пулнă хыççăн Çеçпĕл Мишшин пултарулăхне тата ытларах хаклама тытăнтăмăр. Унăн сăввисемпе çул çинче тĕплĕнрех паллашас шухăш та пур», — Чăваш Ен, чăваш халăхĕ пирки ăшă та ырă сăмахсем каларĕ Запорожье облаçĕнчи Бердянск хулин администраци пуçлăхĕн пулăшуçи Светлана Грищенко. Мĕнех, украин ташшипе кăна мар, чăваш ташшипе те савăнтарчĕ «Зори Бердянщины» ансамбль. Ăна вĕсем пĕр эрнере вĕренме ĕлкĕрнĕ. Краснодар крайĕнчи казаксен «Елизаветинцы» халăх хорĕ те Чăваш Ене юратать. Вĕсем «Раççей çăл куçĕсем» фестивале 2010 çултанпа хутшăнаççĕ. «Шупашкар пире Питĕр, Муром хулисене аса илтерет. Хăвăр çакна туятăр-и, сирĕн хула çав тери таса та хитре. Апла сирĕн халăх тĕлĕнмелле ĕçчен. Тирпейлĕ пултăр тесен ыйхăран ирех вăранса тăрăшмалла-çке. Пирĕн сирĕнтен ырă тĕслĕх илмеллех. Шупашкар — чи юратнă хуласенчен пĕри, кунта пире çывăх тăвансем патне килнĕ пекех туйăнать. Акă ăçта вăл чи лайăх кану вырăнĕ», — ырласа та мухтаса калаçрĕ хор ертӳçи Александр Косатый. <...>
Елена АТАМАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас