Хыпар 68-69 (27947-27948) 25.06.2022
Тĕллев ‒ импорта хамăрăн продукципе улăштарасси
«Шупашкар — Арена» пăр керменте йĕркеленĕ «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курава хутшăнакан компанисен продукцийĕпе паллашассине кĕçнерникун республика Пуçлăхĕ Олег Николаев промышленноç предприятийĕсенчен пуçларĕ. Курмалли-хакламалли чăннипех нумай.
Чăваш Енре туса кăларнă
Шупашкарти вăй агрегачĕсен завочĕ, сăмахран, хăйĕн çĕнĕ погрузчикне илсе пынă. Ăна «Силант» брендпа туса кăлараççĕ — вăрăмлатсан «сила наших технологий» пулать иккен. Завод ертӳлĕхĕ каланă тăрăх, çак машина компоненчĕсем — пĕтĕмпех Раççейре туса кăларнисем, чикĕ леш енчен кӳрекенни нимĕн те çук. Кăçал завод 100 погрузчик туса кăларма палăртать, малашне вара производство анлăлансах пырĕ. Хамăр çĕршыврах погрузчиксен рынокĕ питĕ анлă — çулталăкра 16 пин кирлĕ. Хальлĕхе вара çак техникăн пысăк пайĕ — чикĕ леш енчен кӳнĕскер.
«Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем çинчен те çавнах каламалла. Унăн çĕнĕ коммуналлă техники нумай регионта ĕçлет ĕнтĕ. Анчах Шупашкарта çук — тăван хула ăна туянмасть. Завод ертӳлĕхĕ Олег Николаевпа калаçнă май çакна та палăртрĕ те — ку, паллах, хыçаларах тăракан Денис Спиринăн, тĕп хула сити-менеджерĕн, хăлхине те кĕчĕ: «Илтрĕм…» Чăн та, «трактористсемпе» сыв пуллашса тепĕр предприяти продукцийĕпе паллашма утнă май «Четра» маркăллă техникăна мĕншĕн туянманнине уçăмлатрĕ: «Вĕсем хăйсен тракторĕсене пире тĕрĕслесе пăхмалла ĕçлеттермешкĕн тӳлевсĕрех параççĕ — ма туянас?»
Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех «Сеспель», «Элара», ВНИИР, «Химпром» продукцине курса пахаларĕ — вĕсем те импорта хамăрăннипе улăштарас енĕпе çине тăрса ĕçленине тулли кăмăлпа палăртрĕ. Вăл предприятисем патшалăх пулăшăвĕпе усă курнипе, ытти самантпа интересленчĕ — тĕрев малашне те пулассине çирĕплетрĕ.
Курава вĕренӳ заведенийĕсем те хутшăнаççĕ — ЧР Пуçлăхĕ вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те интересленчĕ. ЧПУ студенчĕсем, авă, робот-андроид пухаççĕ — вăл Чăваш Енре пĕрремĕш пулать. Электроникăна пĕтĕмпех хамăр çĕршыври компанирен туяннă, корпуссемпе детальсене студентсем 3D-принтерпа усă курса пичетлеççĕ. Аграри университечĕн те мăнаçланмалли çук мар: чăваш тата ют çĕршывсен хăмлине пĕтĕçтерсе хатĕрленĕ гибридсен хунавĕсемпе паллаштарчĕç — вуз «симĕс ылтăн» селекцийĕ енĕпе ăнăçлă ĕçлет. Çак хастарлăха Олег Николаев та пысăка хурса хакларĕ. «Хăмла ĕрчетесси пирĕн регионшăн пысăк малашлăхлă», — терĕ вăл çак ĕçе вăйлатса пырассине палăртнă май.
Чи лайăх экспортерсем
Экспорта пулăшакан центр экономика форумĕ тĕлне çуллен йĕркелекен «Çулталăк экспортерĕ» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерӳçĕсене Олег Николаев саламласа наградăсем пачĕ. Палăртни вырăнлă: чи маттур экспортерсенчен чылайăшне пирĕн вулакансем аван пĕлеççĕ — «Хыпар» вĕсем çинчен çырнă. Пысăк технологисен сферинчи çĕнтерӳçĕ — Çĕнĕ Шупашкарти «Элкон» компани — 1200 градус таран вĕрие тӳсекен ятарлă сăрăсем хатĕрлет, унăн продукцийĕ нумай çĕршыва каять. Косметикăпа ĕçлекен Елена Мокеева та унăн продукцине чылай çĕршывра килĕштерни çинчен калать, çавна май чикĕ леш енне ăсатакан чăваш косметикин калăпăшĕ кăçал тата ӳснĕ.
«Текстильмаш» станокĕсене тĕнче пĕлет — вĕсен экспорчĕ паян та ăнăçлă йĕркеленсе пырать. Йывăçран коттеджсем тăвакан «Цивиль» комбинат вара «Пулас экспортер» номинацире çĕнтернĕ — хăйĕн çурчĕсене чикĕ леш енне ăсатма пуçлас енĕпе ĕçлет кăна-ха. Германипе контракт тунă, анчах санкцисемпе çыхăннă лару-тăру такăнтарнă. «Халь çав çурт складра вырăн йышăнса выртать…» — пăшăрханăвне пытармарĕ компани ертӳçи Владислав Карзанов. Çапах вăл Европăна çул уçăласси пирки иккĕленмест, хальлĕхе вара ют çĕршывсене террасăсене, саунăсене, ытти хуралта комплектламалли пайсем ăсатать. Çав вăхăтрах чикĕ леш енче ĕçтешсене тупасси çине те алă сулман — сăмахран, Вьетнампа калаçаççĕ.
«Мега Юрма» компани вара Китайпа ĕçлет — унта чăх урисене ăсатать. 2021 çулта экспорт калăпăшĕ 151 миллион тенкĕпе танлашнă. Чăх-чĕп фабрикин директорĕ Иван Панин кăçал предприяти аш-какай туса илессине темиçе хут пысăклатма тĕллев лартнине çирĕплетрĕ. Паллах, экспорт та пысăкланĕ. Сăмах май, эпир çимен чăх урисене китаецсем питĕ килĕштереççĕ-мĕн — вĕсемшĕн деликатес шутланать. Унччен вара фабрика çав чăх урисене ашпа шăмă çăнăхĕ хатĕрлеме янă.
Олег Николаев конкурсра çĕнтернĕ предприятисен ертӳçисене кашнинех тав турĕ, вĕсен ĕçĕ республика аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Ÿркенмесен пур çĕрте те хăтлă
Учительсем сана вĕрентнĕ, çын тăвассишĕн ятланă та пулĕ. Акă халĕ темиçе çул иртсен вĕсемех сана пăхăнаççĕ, эсĕ — шкул директорĕ. Пурнăçра кун пек те çаврăнса тухать.
Муркаш районĕнчи Сыпайри Алина Арталионова пирки шăпах çапла калама пулать. Акă ĕнтĕ вăл икĕ çул ытла тăван шкулне ертсе пырать. Унччен историпе обществознании вĕрентнĕ, директорăн вĕрентӳпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă. Алина учитель пулма ачаран ĕмĕтленнĕ. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче ăс пухнă.
Хĕр хула каччипе Антонпа çемье çавăрнă. Вĕсем пĕрлешнĕ хыççăнах Шупашкарта хваттер тара тытса пурăннă. Алина садикре воспитательте ĕçленĕ, çав вăхăтрах аспирантурăра вĕреннĕ. Антон Карачурари çул-йĕр сараканюсакан организацире КАМАЗ водителĕ пулнă.
Çемьере кĕçех йыш хутшăннă, хĕр пĕрчи çут тĕнчене килнĕ. Ĕмĕрĕпех çын хваттерĕнче кун кунлаймăн. Çакна арăмĕ те, упăшки те ăнланнă. Малашне ăçта пурăнмаллине татса пама вăхăт çитсен Антон татăклă йышăну тунă: «Яла каятпăр».
Сыпайра Алинăн тăван килĕнчен инçех мар çурт сутакан тупăннă. Ют çынах та пулман-ха вăл. Амăшĕн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ вилнĕ хыççăн унăн мăшăрне çурт кирлех пулман та сутма тăратнă. Алинăна çав пӳрт ача чухнех килĕшнĕ, ун тĕлĕнчен ăмсанса пăхса иртнĕ. Кирпĕчрен пулнă вăл, хуçисем картишре чечек нумай ӳстернĕ.
Пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатмашкăн патшалăх программипе усă курса Арталионовсем пĕчĕк процентлă ипотека кредичĕ илнĕ. Ачи тăватă уйăхра чухне, чӳк уйăхĕнче, хуларан яла пурăнма куçнă.
«Шыв кил картишĕнчеччĕ. Каярахпа эпир ăна пӳрте кĕртрĕмĕр. Газ унчченех пурччĕ. Антона ял пурнăçĕ хăратмарĕ, ăна питĕ килĕшет кунта. Унăн тăванĕсем те пирĕн пата килсе çӳреççĕ. Мăшăрăм унчченхи ĕçне çӳрерĕ. Хĕлле çулсене юртан тасатмалла та ир-ирех тăрса каятчĕ. Чиперех хĕл каçрăмăр. Çуркунне пахча ĕçĕсем пуçланчĕç. Малтанах кроликсем, качака усрарăмăр. Индокăвакалсем те пурччĕ. Вĕсем чĕпĕ кăларнăччĕ. Хур, чăх-чĕп тытатпăр эпир», — каласа кăтартрĕ Алина Аркадьевна. Хĕрарăмшăн хăйĕн килне хăтлăлатасси — пысăк телей. Çын патĕнче пурăннă хыççăн çакна уйрăмах лайăхрах ăнланса илетĕн.
Хĕрĕ 10 уйăхра чухне Алина Аркадьевнăна ялти садике ĕçлеме йыхравланă. Унта улăштаракан воспитатель кирлĕ пулнă. Чĕннĕ чухне — каймаллах. Ялта ĕçе вырнаçасси çăмăл мар. Кайран, декрет отпускĕ вĕçленсен, те тупăнĕ-ха вăл? Амăшĕ юнашар пурăнни те уншăн пысăк ăнăçу пулнă. Вăл хĕрне ача пăхма пулăшнă. Çапла Алина Арталионовăн ялти карьера пуçланнă. Çемье малти вырăна куçнă май аспирантурăра вĕренме пăрахнă вăл. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Иван СЕЛИВАНОВ: Пирĕн академирен вĕренсе тухакансем ĕçсĕр юлмаççĕ
Çĕнĕ Шупашкарти Технологи тата управлени академийĕ 2000 çулта уçăлнă. Çак тапхăрта экономикăн тĕрлĕ отраслĕ, сывлăх сыхлавĕ, ытти сфера валли 9 пин ытла специалист вĕрентсе кăларнă. «Халĕ, калăпăр, Шупашкарта кирек ăçта пырса кĕретĕп – хамăр патра вĕренсе диплом илнĕ çамрăксене куратăп. Çулсем иртнĕ май куç вичкĕнех мар та — хăшĕсене тӳрех паласа та илейместĕп. Хăйсем паллаççĕ – пырса сывлăх сунаççĕ, академи пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ», — шӳтлесе, çав вăхăтрах мăнаçланса калать вĕренӳ заведенийĕн ректорĕ, вăлах академи никĕслевçи Иван Селиванов профессор.
Кирлĕ специальноçсем
Мăнаçланма сăлтав пур. Паян вĕрентӳ енĕпе кам кăна ĕçлемест, çав вăхăтрах аслă пĕлӳ илнине çирĕплетекен дипломлă чылай çамрăк хăйĕн специальноçĕпе ĕçе вырнаçаймасть. Академирен вĕренсе тухнисем вара халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче ĕçсĕррисен шутĕнче тăмаççĕ. Ку ахальтен калани мар. Вĕренӳ заведенийĕ регионти кашни хулапа районăн ĕçлев центрĕсенчен ятарласа кăтартусем илсе тăрать: ĕçсĕррисен шутĕнче академирен вĕренсе тухнă пĕр çамрăк та çуккине çирĕплетеççĕ. «Мĕншĕн тесен ĕç рынокĕнче кирлĕ специалистсене хатĕрлетпĕр», — тет Иван Михайлович.
Вăл «манăн сылтăм алă вырăнĕнчи çын» тесе паллаштарнă Татьяна Сергеева, професси вĕрентĕвĕ енĕпе ĕçлекен проректор, педагогика сферинче 47 çул тăрăшса пысăк опыт пухнăскер, кашни специальноç, вĕсене хатĕрлессипе çыхăннă уйрăмлăхсем çинчен нумай каласа кăтартма пултарать. Чи малтанах — медицинăпа çыхăннă программăсем. Ку енĕпе темиçе специальноç: «Сестринское дело», «Акушерское дело», «Фармация». Нумаях пулмасть тата тепĕр программăпа ĕçлеме тытăннă — «Лечебное дело».
«Сумлă специальноç — шайĕпе врачран кăшт кăна аяларах, — тет Татьяна Николаевна. — Ахальтен мар ĕнтĕ фельдшера вĕренме 11 класс хыççăн кăна йышăнатпăр. Вĕсем 4 çул вĕренеççĕ. Диплом илнĕ хыççăн фельдшерпа акушер пункчĕсен заведующийĕнче ĕçлеме пултараççĕ. Ялсенче медиксем çитмеççĕ — пирĕн патра ăс пухнисем ку енĕпе республикăшăн пысăк пулăшу пулĕç. Пĕлтĕр «Лечебное дело» специальноçпа вĕрентме пирвайхи ушкăна йышăнтăмăр, кăçал та илетпĕр».
Акушерсен пĕрремĕш йышĕ вара çитес çул диплом илĕ. Вĕсене ача çуратмалли çуртсенче, ытти медучрежденире кĕтеççĕ ĕнтĕ. Вĕсене кăна мар — академи хатĕрлекен медсестрасем те сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче питĕ кирлĕ. Тепĕр тесен, пулас медиксенчен чылайăшĕ ĕçлет те ĕнтĕ. Практикăра медучрежденисенче пулаççĕ — вĕсене унта кураççĕ, ĕçе чĕнеççĕ. Сăмахран, Çĕнĕ Шупашкарти медицина центрне. Вĕреннĕ вăхăтрах ĕçленине академире хирĕçлемеççĕ — ĕç вĕренĕве ан чăрмантартăр кăна.
Академин ĕнерхи студенчĕсене вара республикăри нумай районпа хулари сиплев учрежденийĕсенче курма пулать — ăнăçлă ĕçлеççĕ. Сăмах май, медицинăпа çыхăннă çул-йĕре тата анлăлатас кăмăл пур — стоматологсене те хатĕрлеме тытăнасшăн. Çавăн пекех информатика специальноçĕпе пĕлӳ пама лицензи илесшĕн.
Шăпах ĕç паракансемпе тачă çыхăну тытни, академии ертӳлĕхĕн шучĕпе, кунтан вĕренсе тухакансене кун-çула ăнăçлă йĕркелеме пулăшать. Нумай организаципе, учрежденипе килĕшӳ тунă — тачă çыхăну тытса ĕçлеççĕ. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем пирки каларăм, анчах çирĕп ĕçтешлĕх йĕркеленисен списокĕ вĕсемпе кăна иксĕлмест.
Перекет банкĕ, Россельхозбанк, ВТБ, Промсвязьбанк кунта банк ĕçне ăса хывнă çамрăк специалистсене хаваспах ĕçе йышăнаççĕ. «Фармация», «Будь здоров», ытти аптека сечĕн кирек хăш аптекине кĕр — академире фармацевта вĕренсе тухнă специалистсене куратăнах.
Пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе вĕренекенсем тĕлĕшпе вара лару-тăру кăшт урăхларах. Каччăсем вĕренеççĕ вĕт — вĕсен диплом илнĕ хыççăн çар ретне тăмалла. Чылайăшĕ çар службине контракт мелĕпе тăсать. Çăлав, пушар хуралĕн тытăмĕсенче ĕçлеççĕ. Хăшĕсем çартан таврăннă хыççăн пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпех вĕренĕве вузсенче малалла тăсаççĕ. Академи Чăваш патшалăх тата Чăваш патшалăх педагогика университечĕсемпе килĕшӳсем тунă — ку Çĕнĕ Шупашкарта вĕреннисене çăмăллăх парать. Вĕсем çак вузсене конкурссăр кĕреççĕ, кĕскетнĕ программăпа вĕренсе виçĕ çултанах аслă пĕлӳллĕ пулаççĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Тăван çĕр çинче аталанма тĕллев лартрăм»
— Кирпĕч завочĕ тума шухăш çуралсан аттепе калаçрăм. Вăл итлесе ларчĕ, анчах нимĕн те шарламарĕ. Тепĕр кунхине мана: «Кирпĕч мар, крахмал завочĕ уçар- ха», — терĕ. Эпĕ аттен сăмахне хисеплеме хăнăхнă. Ăна итлерĕм паллах, — аса илчĕ Елчĕк районĕнчи Елчĕк салинчи «ЧувашČенкрахмал» обществăн ертӳçи Александр Кудряшов. Паянхи кун ăнăçлă ĕçлекен предприяти акă ăçтан тымар ярса аталаннă. Унăн çитĕнĕвĕсене вун- вун хисеп-тав хучĕ çирĕплетет. Заводăн кантурĕнче вара Александр Сергеевич ашшĕне асăнса, унăн пархатарлă ĕçне сума суса ятарлă стенд хатĕрленĕ.
— Александр Сергеевич, эсир — пуçаруллă, ĕçчен, пултаруллă. Кама хывнă?
— Çемьере пĕртен-пĕр ача ӳсрĕм. Атте Сергей Александрович «Чăвашкрахмалпромăн» гендиректорĕччĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех çавăнта вăй хучĕ. Анне Любовь Петровна, Çĕрпӳ районĕнчи Чиричкасси хĕрĕ, направленипе Таяпа Энтри ялне килсе шкулта вĕрентнĕ. Вĕсем аттепе пĕрлешнĕ. Эпĕ Мускаври апат-çимĕç промышленноçĕн технологи институтĕнчен вĕренсе тухсан крахмал заводĕнче инженерта вăй хутăм. Ултă çула яхăн тăрăшнă хыççăн Елчĕкри çу-сыр завочĕн ертӳçинче ĕçлеме пуçларăм. Çав завода Совет Союзĕ вăхăтĕнче икĕ çулта туса пĕтерсе хута ятăмăр. Оборудовани тупма йывăрччĕ. Мускава кайса илсе килтĕм, пулăшрĕç. Юлашки пилĕк çуллăхра сĕт-çу промышленноçĕ енĕпе виçĕ çул малти вырăнта пултăмăр. Пире производствăна ӳстернĕшĕн, тавар пахалăхĕшĕн ырларĕç. Мана пуçарулăхшăн, завод тунăшăн Мускавран орден парса чысларĕç. Икĕ медале те тивĕçрĕмĕр. Эпĕ алă усса ларма хăнăхман. Кирпĕч завочĕ тăвас шухăш та ахаль çуралман манăн. Тăм та пăхса хунăччĕ, кирпĕч çапма шутсăр аван терĕç. Калаçса татăлнăччĕ, ĕçе пуçăнмаллаччĕ. Аттен сăмахĕ тĕллеве улăштарчĕ.
— Кăçал сирĕн заводăн — юбилей. Аталану çулĕпе паллаштарсамăр.
— 1992 çулта 5 гектар çĕр арендăна илтĕмĕр. Унта хыт хура кашлатчĕ. 1992 çултан пуçласа хальхи заводăн пĕтĕм об±ектне хамăр турăмăр. Пĕрремĕш çулхине виçĕ миллион тенкĕ ссуда илтĕмĕр. Виçĕ çултан виçĕ хут ытларах — 27 миллион тенкĕ — тавăртăмăр. Парăма татас тесе ниçта та тăкакланман. Костюм та илмен. Киввине тăхăнаттăм, вăл çĕтĕлнĕччĕ те ан курăнтăр тесе хупласа çӳреттĕм. Ыйтусем яланах сиксе тухнă, вĕсенчен хăраман. Ура хуракан та пулман мар. Эпĕ Мускава тухса кайса та ĕçлеме пултарнă, унта вĕреннĕ-çке. Анчах кунта çуралнă, ӳснĕ. Тăван çĕр çинче аталанма тĕллев лартрăм.
— Апла йывăрлăхсем сире çирĕплетнĕ кăна.
— Пĕрремĕш çулхине крахмал çухалчĕ — 2/3 пайĕ юхса тухса кайрĕ. Çирĕп технологи пулман. Эпĕ ун пек пуласса кĕтмен. Киле килсен пуçа икĕ алăпа тытса шухăша кайса лараттăм: «Аттен сĕнĕвĕпе мĕншĕн килĕшрĕм-ши?» — теттĕм. Ссудăна тавăрмалла, рабочисене шалу тӳлемелле, çĕр улмишĕн те укçа памалла. Апла пулин те йывăрлăхран тухма май тупайрăмăр.
— Эсир çĕр улми лартса ӳстеретĕр-и?
— Аппаланса пăхрăмăр. Комбайн туянса унпа кăларса пуçтарăпăр тесе шухăшланăччĕ. Аталану çулĕ ялан пĕр тикĕс пулмасть çав. Голландире туса кăларнă лайăх техника туянтăмăр. Анчах çав комбайн çумăрлă çанталăкра вуçех ĕçлеймест. Ку мел пирĕн плана каллех аркатрĕ.
— Халĕ завода çĕр улмине ăçтан кӳрсе килеççĕ?
— Брянск хулинчен кунсерен 80 тонна çĕр улми турттаратпăр. Ĕçлесе ĕлкĕрейместпĕр. Çав вăхăтрах хамăр республикăрисем пире çĕр улми сахал сутаççĕ.
— Крахмалне вара ăçта ăсататăр?
— Пирĕн продукци çĕршывĕпех саланать. Маларах чикĕ леш енне те яраттăмăр. Юлашки виçĕ çулта уйрăмах ăнăçлă ĕçлеме пуçларăмăр. Санкци витĕм кӳчех. Саккас паракан нумай. Модификациленĕ крахмал ытларах сутăнать.
— Заводра туса кăларакан продукци тĕрлĕрен апла?
— Обой çыпăçтармалли çилĕм те туса пăхрăмăр. Тытăмĕ те, пахалăхĕ те пĕтĕмпех нимĕçсенни пек. Тĕркемпех хатĕрлерĕмĕр. Пысăк суту-илӳ сетьне сĕнтĕмĕр. Анчах илмерĕ, çакна рекламăламан тавар пулнипе сăлтавларĕ. Пирĕн ыттисеннинчен виçĕ хут йӳнĕрех пулсан та. Çав производствăна пăрахăçлама тиврĕ. Хамăр территорирех сĕт завочĕ хута ятăмăр. Тăпăрчă шывĕнчен шампунь туса пăхрăмăр. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Ветеран çамрăк предпринимателе пулăшать
Хăй вăхăтĕнче Канаш районĕнчи «Восток» колхоз председателĕ Вячеслав Петров парса янă сĕт укçине шыраса илме «Хыпар» редакцийĕнчен пулăшу ыйтнăччĕ. Коллектива хӳтĕлесе хаçатра статья пичетлерĕмĕр.
22 çул иртсен Вячеслав Петровпа Канаш районĕнчи Янкăлч ялĕнче тепре тĕл пултăмăр. Унтанпа кунти çырмара шыв нумай юхса иртнĕ. Аслă пĕлӳллĕ агроном 1992-1996 çулсенче — «Цивиль» колхоз председателĕн çумĕнче, 2005- 2013 çулсенче «Восход» общество директорĕнче ĕçленĕ. 2013 çулта хăйĕн хресчен-фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. Халĕ 66 çулти пенсионер Анаткас Татмăш ялĕнче çуралса ӳснĕ Владислав Владимиров предпринимателе ял хуçалăх продукцийĕ туса илме пулăшать.
— Усă курнă çĕре, куçакан тата куçман пурлăха ăна тара патăм та хамăн ХФХ ĕçне чарса лартрăм, — каласа кăтартрĕ Вячеслав Васильевич. — Владиславпа пĕр чĕлхе тупрăмăр, килĕштерсе ĕçлетпĕр. Мана çав çамрăка Турă ярса пачĕ тесе шухăшлатăп. Вăл — маттур, предприятие тупăшлă ĕçлеттерессишĕн тăрăшать. Эпĕ пуçланă бизнеса малалла туртнăшăн савăнатăп. Кирек хăш ыйтăва та хăвăрт ăнланса йывăрлăхран тухмалли çула тупать. Предприяти пуласлăхĕ — çамрăксенче. Вĕсем выльăх ферминче те ĕçлеме тытăнчĕç.
Агропромышленноç ветеранĕпе техника паркĕнче тĕл пултăмăр. Трактор-машинăн пĕр пайĕ хирте мар, унтаччĕ ĕнтĕ. Çур акине хутшăннă ĕçченсем кăштах канаççĕ пулмалла.
— Владислав хирте, косилкăпа нумай çул çитĕнекен курăка çулать. Типнине фермăна турттараççĕ, — терĕ Вячеслав Васильевич. Çур акине епле ирттернĕ-ши вĕсем?
— Пирĕн тырă нумай мар — 267 гектар çеç. Çав шутра çурхи тулăпа урпа — 162 га, ытти — кĕрхи культура, — палăртрĕ вăл. — Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне акса пĕтернĕ хыççăн куллен тенĕ пек çумăр çурĕ. Калча парка шăтрĕ, лайăх çитĕнет. Техникăна йĕпе-сапара хире кĕртсе çĕре пăсмарăмăр, трактор-машинăна ватмарăмăр. Çу уйăхĕн юлашки эрнинче çанталăк ăшăтрĕ те тырă тата нумай çул çитĕнекен курăк /95 га/ ашкăрсах çитĕнчĕç. Çĕре нӳрĕк çу каçиччен тата икĕ-виçĕ хут лайăх ӳксен вăл аван çитĕнĕ. 2020 çулхи пек пысăк тухăç илес шанăç та пур.
Предприятире мăйракаллă шултра выльăх — 160 пуç, çав шутра сăвакан ĕнесем те усраççĕ. Сĕт, аш сутса тупăш тăваççĕ. 2021 çулта кашни ĕнерен вăтамран 5 пин ытла килограмм сĕт сунă. Пĕчĕк хуçалăхшăн ку та — лайăх кăтарту. Предприниматель 2023 çулта 6-шер пин кг сума тĕллев лартнă. Ăна мĕнле пурнăçласшăн?
— Вăл манăн мар, фермăра ĕçлекен çамрăксен ĕмĕчĕ, — пытармарĕ Вячеслав Васильевич. — Вĕсен шухăшне ырлатпăр çеç. Ĕнесене çитерме жмых, микро- тата макроэлементсем туянма палăртса хутăмăр. Хальхи вăхăтра кашни ĕнерен талăкра вăтамран 15,9 кг сĕт антараççĕ.
— Ку районăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах, — калаçăва хутшăнчĕ райадминистрацин АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн зоотехникĕ Сергей Васильев. — Çуллен паха апат хатĕрлесе ĕнесен продуктивлăхĕпе продукци калăпăшне ӳстереççĕ.
Çĕртме-авăн уйăхĕсенче апат хатĕрлеççĕ. Иртнĕ çул кашни выльăх пуçне 28-31 центнер апат хатĕрленĕ. Çанталăк аграрисене майлă тăрсан çак чикĕрен кăçал та чакасшăн мар. Нумай çул ӳсекен курăка иртнĕ эрнере çулма тухнă. Пĕрремĕш хутĕнчен — утă, иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕнчен сенаж хывасшăн. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас