«Хыпар» 68 (27801) № 29.06.2021

29 Çĕртме, 2021

Кино ÿкерекенсен куракан чунне хускатма май пулчĕ

Лайăххин те вĕçĕ пулать çав. Акă Шупашкарта наци тата регион фильмĕсене халалланă Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль те хупăнчĕ. Пилĕк кун та пилĕк каç тыткăнларĕ вăл кино пăхма кăмăллакансене.

Хальхинче те — тĕнче шайĕнчи ĕçсем

Малтан палăртнă пекех, унта вун-вун кинокартина кăтартрĕç, тĕлпулусене актерсем, режиссерсем, операторсем, продюсерсем хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕнче, ытти çулхипе танлаштарсан, çĕршывĕпех пĕлекеннисем сахалрах пулчĕç, мĕншĕн тесен çамрăксем ытларах килнĕ. Тепĕр тесен — ку лайăх та: вĕсене пĕлсе пурăнăпăр, куç умĕнче тытăпăр. Тепĕр енчен, çулланнă ăстасене коронавирус амакĕ алхаснă вăхăтра тухса çӳреме шиклĕ те

Кинофестивалĕн илемлĕх ертӳçи тата программа директорĕ — Сергей Лаврентьев. Сергей Александрович çак тивĕçсене вунă çул ытла пурнăçласа пырать. Унăн шухăшĕпе, укçа-тенкĕпе, çавăн пекех социаллă йывăрлăхсене пăхмасăр, кинофестивалĕн тĕп конкурсне пĕрех тĕнче шайĕнче йĕркелеме май килнĕ. Унта тăратнă картинăсенчен çуррине Раççей тулашĕнче ӳкернĕ. Сăмахран, иртнĕ çул «Оскар» илме номинациленĕ «Тело Христово» фильма Польша тата Франци кинематографисчĕсем ӳкернĕ. Унта поляк режиссерĕсем хăй вăхăтĕнче тĕнчене тытса пынă ырă йăласемпе йĕркесене аталантарнă. Чехирен «Пражская оргия» килсе çитнĕ. Çивĕч ыйтусене хускатакан лентăна американсен пултаруллă писателĕн Филипп Ротăн романне тĕпе хурса ӳкернĕ. Сюжет никĕсĕнче — автор хăй иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен варринче Социализмлă Чехословакие çитсе курнă вăхăтра курса тĕлĕннĕ самантсем. Паллах, пур кинофильм çинчен тĕплĕн чарăнса тăраймăн.

Жюри пирки çакна каламалла: Раççей халăх артисчĕ, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Александр Прошкин ертсе пыракан йышра Мария Сергеенкова режиссер, сценарист, Эдуард Радзюкевич актер, режиссер, сценарист, педагог, Левон Узунян режиссер /Грузи/, Грег Долгополов киновед /Австрали/ пулчĕç. Вĕсем конкурса тăратнă «Земля Эльзы», «Папье-Маше», «На дальних рубежах», «Сентенция», «Фарида» /Азербайджан/, «Тело Христово» /Польша, Франци/, «Пальмира», «Пражская оргия» /Чехи/, «Мишень» /Беларуç/, «QRAND канкан», «Юмор» /Инди/, «Рыцари справедливости» /Дани/ ĕçсене хак пачĕç.

Наци тата регион фильмĕсен жюри председателĕ Филипп Абрютин режиссер, сценарист, продюсер пулчĕ. Унпа пĕрле Шандор Беркеши оператор тата Ольга Галицкая журналист, радио ертӳçĕ çĕршывăн 9 регионĕнчен тăратнă 17 кинолентăна тĕплĕн тишкерчĕç.

Надежда СМИРНОВА.


Çывăх çыннисемпе тусĕсем вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ

Специалистсем палăртнă тăрăх, вакцинаци çеç коронавируса вăйсăрлатма пулăшайĕ. Чирлĕ пĕр çын темиçе çынна инфекци ертме пултарать-çке.

Хальхи вăхăтра каварлă çак вируспа çемйипех чирлекенсем пур. Ĕç коллективĕсенче те чир хăвăрт сарăлать. «Прививка тутарнă çыннăн иммунитет çирĕпленет, вăл чир-чĕрпе кĕрешет», — палăртаççĕ тухтăрсем. Вакцинаци пĕлтерĕшĕ пирки ахаль çынсем те лайăх ăнланаççĕ. Акă спорт ветеранĕ Валерий Франтов, тĕрлĕ хулана час-час тухса çӳренĕ май нумай çынпа тĕл пулаканскер, прививка тутарас тесе нарăс уйăхĕнчех больницăна кайнă. «Пурнăç тăршшĕпех тĕрлĕ чиртен прививка тăваççĕ. Грипран та вакцинаци тутарнă. Çавăнпа шиклĕх туйăмĕ пулмарĕ. Прививка тунă кун хама аванах туйрăм, анчах ир енне пуç ыратма тытăнчĕ, тепĕр кунхине вăй çукчĕ, виççĕмĕш кунхине кăмăл-туйăм йĕркеленчĕ. Иккĕмĕш укол хыççăн нимĕнле паллă та пулмарĕ. Тухтăрсем хушнă пек виçĕ кун йывăр ĕçсем тумарăм, тренировкăна тухмарăм. Тăваттăмĕш кунхине хăнăхнă йăлапа чупма пуçларăм, бассейна çӳреме тытăнтăм», — терĕ Валерий Павлович. Вакцинаци епле иртни çинчен вăл пĕлĕшĕсемпе юлташĕсене те каласа кăтартнă. Унран тĕслĕх илсе чылай аслăрах тусĕ те больни-цăна кайнă. «Нумайăшĕ вакцинацирен шикленет. Унран мар, чиртен хăрамалла. Чирлекенсем нушаланнине пĕрре мар илтнĕ. Ку чир сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене те ерме пултарать, çавăнпа асăрханмаллах», — чĕнсе каларĕ спорт ветеранĕ.

Алькеш поселокĕнче пурăнакан Вера Евстигнеева та асăрханулăх мерисене пăхăнать. Социаллă тытăмра ĕçленĕ май нумай çынпа хутшăнма тивет унăн. «Ĕçре кăна мар, килтен тухсанах вирус çаклатасси шиклентерет. Каварлă чир нумай çынна хавшатрĕ, çавăнпа вакцинацие хутшăнма тӳрех килĕшрĕм. Прививкăччен тухтăр патĕнче тĕрĕслентĕм. Пĕрремĕш тапхăр хыççăн хама аванах туйрăм. Иккĕмĕш укол хыççăн та йĕркеллех пулчĕ. Чир пирĕнтен хăптăр тесен вакцинаци витĕр тухмаллах», — терĕ 58-ти хĕрарăм. Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Тутаркассинче пурăнакан Любовь Петрушкина та прививка тутарнă. «Халĕ хама шанчăклă туятăп», — тет вăл. Унран тĕслĕх илсе юлташĕсем те больницăна кайнă.

Андрей МИХАЙЛОВ.


Хаяр çапăçусенче икĕ хутчен аманнă

Ишек сали çывăхĕнчи пысăках мар Кипеккасси ялĕнче çуралса ӳснĕ, Муркаш районĕнчи Сыпайкасси шкулĕнче пуçламăш классен учителĕнче çур ĕмĕре яхăн ĕçленĕ Иван Федотова таврара лайăх пĕлнĕ, халĕ те астăваççĕ. Вăрçăпа ĕç ветеранĕн тата унăн çемйин биографийĕ питĕ пуян. Çĕрпӳри педагогика техникумĕнче вĕреннĕскер 1935 çултан пуçласа тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене вĕрентнĕ.

Сыпайкассинче пурĕ те 57 кил хуçалăхĕ кăна. Пĕчĕк çак ялта çуралса ӳснĕ 100 ытла çын аслă пĕлӳ илнĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ — Федотовсен çемйинчен. Иван Павловичпа Матрена Васильевнăн аслă ывăлĕ Михаил ачаранпах ашшĕ-амăшĕ пек учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Пурне те пĕлме юратакан, çирĕп кăмăллă яш 18 çултах Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă, унтан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче истори учителĕн дипломне илнĕ. Михаил Иванович çамрăк чухне Йӳçкассинчи вăтам шкулта, ВЛКСМ Муркаш райкомĕнче ĕçленĕ. Анлă тавра курăмлă специалиста 29 çула çитсен КПСС обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Илья Прокопьев сĕннипе Шупашкара ĕçлеме чĕнсе илнĕ. 1980 çулсенче Михаил Федотов малтан — обкомăн йĕркелӳ пайĕн инструкторĕнче, каярахпа пай пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшнă, вăтăр çул каялла, республикăра хресчен-фермер хуçалăхĕсен ассоциацине йĕркелесен, ăна унăн ĕç тăвакан пĕрремĕш директорне çирĕплетнĕ. Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Михаил Иванович Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн аппаратĕнче ĕçленĕ тата «Чăваш Ен» обществăн вице-президенчĕ пулнă. Унăн йăмăкĕ Любовь И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн чĕрĕк ĕмĕр ытла Шупашкарти шкулсенче çитĕнекен ăрăва пĕлӳ панă. 1955 çулта çут тĕнчене килнĕ Валерий Иванович аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн интернационаллă тивĕçе Польшăра пурнăçланă, 1995 çултанпа пĕр улшăнмасăр Шупашкарти турфирма ертӳçинче вăй хурать.

Вĕсен шăллĕне Александр Федотова Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тепĕр икĕ çултанах Муркаш районĕнчи çичĕ яла пĕрлештерекен «Дружба» колхоз председательне суйланă. 1990 çулсен пуçламăшĕнче районăн хĕвел тухăç пайĕнче вырнаçнă пĕрлешӳллĕ хуçалăх тĕш тырă тата выльăх-чĕрлĕх туса илес тĕлĕшпе районта кăна мар, республикăра та палăрчĕ. Паллах, Александр Федотов ертсе пыракан «Дружбăн» çитĕнĕвĕсем Чăваш Ен ертӳлĕхне савăнтарнă. 1994 çул пуçламăшĕнче кунта республикăн пĕрремĕш президенчĕ Николай Федоров пулса курчĕ. Çавăн хыççăн вăхăт нумаях та иртмерĕ — 35 çулти Александр Иванович ЧР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕнче ĕçлеме пуçларĕ. 2016 çултанпа вăл – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ.

1996 çулхи çу уйăхĕн вĕçне аса илетĕп. Вăл вăхăтра çуркунне кăштах кая юлса килчĕ. Улмуççисем, груша, слива, чие тата пысăк çимĕç паракан ытти йывăç чечекреччĕ. Шăпах çав вăхăтра Сыпайкассинчи Федотовсен пысăк та илемлĕ садĕнче ялти шурсухала, 80 çулти ашшĕне, юбилейпе пĕтĕм халăх кăмăлтан саламларĕ.

Петĕр ЛАШТАЙ.


Владимир ШВЕДОВ: Мускавра вĕреннĕ вăхăтра урам та шăлтăм

Ленинград урамĕнчи икĕ хутлă çурт. Хĕлле. Юр çăвать. Пурнăç тасалать, аталанать, çынпа çын тĕл пулать. Пĕр-пĕрне ăнланаяççĕ-и вĕсем, çывăхланаççĕ-и, пĕр тĕвве пĕрлешет-и вĕсен шăпи, чун туртăмĕсем, чĕре хаклавĕсем шайлашăнаяççĕ-и?.. Александр Володин çырнă «Пилĕк каç. Ленинграда кайса килни» пьеса тăрăх Вырăс патшалăх драма театрĕ лартнă спектакль пырать. Çын кăмăл-туйăмĕ улшăннă май сасартăк çурт стени чĕрĕлме пуçлать – е шурăмпуç килнĕ евĕр ытарлăх кĕртсе чӳречесем сенкеррĕн-кăваккăн çуталма пуçлаççĕ, е ăшă туйăмпа кĕренленеççĕ, е сасартăк вăрçă кунĕсем аса килсе вут-çулăм кĕрлесе-шатăртатса, хĕмлентерсе иртет, е шăпа геройсене пуйăс ураписемпе шăкăлтаттарса таçта инçете ăсатать е илсе килет, хăвăрт пыракан пуйăс чӳречисем мĕлтлетсе иртеççĕ... Спектакльти сценографи тата тумсен авторĕ – Чăваш халăх художникĕ, Вырăс драма театрĕн тĕп художникĕ Владимир Шведов. Режиссерĕ тата сасă-кĕвĕ авторĕ – Игорь Лебедев Санкт-Петербург . Владимир Шведов художник пултарулăхĕ пирки сăмах хускатар паян. Театр художникĕ Шупашкарта нумаях мар, вĕсен ĕçĕ пысăк яваплăхпа çыхăннă. Кам пулăшнипе, епле тата мĕнле йывăрлăхсем витĕр шăранса туптанать унăн пултарулăх мăскалĕ?.. Аттесĕр ачалăх хĕрхенĕвне туйнă çын çеç ăнланма пултарать пулĕ Владимир Степановичăн çамрăклăхне. Ашшĕ çемьене пăрахса Йĕпреçрен Красноярска тухса кайсан унта вăл тепĕр çемье çавăрса тата пилĕк ача ӳстернĕ тăватă пĕртăван çурма тăлăха юлнă. Амăшĕ ачисене йĕркеллĕ ӳстерес тесе Вăрманпромхозра ырми-канми ĕçленĕ.

– Владимир Степанович, çыннăн пĕтĕм пурнăçĕ ачалăхпа çыхăннă. Иртнĕ кунăрсене аса илĕр-ха.

– Анне çур çĕр çитсен ĕçрен таврăнатчĕ те пахчана кĕрсе эпĕ çывăракан вырăнти чӳречерен пырса шаккатчĕ. Хĕлле-и, çулла-и — эпĕ сиксе тăрса аннене уçса кĕртме çарранах чупса тухаттăм. Алăка уçсан чупса кĕреттĕм те хăвăртрах ăшă вырăн ăшне чăматтăм. Çулла пурте пĕрле вăрмана çырла-кăмпа татма çӳреттĕмĕр, пахчара улма- çырла ӳстереттĕмĕр, хĕл валли вутă-шанкă самаях хатĕрлеттĕмĕр. Çапла майпа ĕç йĕркине те, пур¬нăç хытти-çемçине те, çут çанталăк илемне те чуна хывса çитĕнтĕм. Шкулта стена хаçачĕсем кăларма хутшăнаттăм, ӳкереттĕм. Аслă пичче Анатолий килти алăкпа чӳрече хашакĕсене тĕрлĕ чечек ӳкерсе илемлететчĕ. Манăн та ун пек тăвас килетчĕ... 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне Илья Бородкин художник Йĕпреçре ӳнер шкулĕ уçрĕ. Эпĕ Илле пророк кунĕнче /çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче/ çуралнă. Илья Григорьевич маншăн чăнахах управçă-пирĕшти пулса тăчĕ. Чăн-чăн педагогчĕ вăл, маншăн – атте те, вĕрентекен те, ăс-тăн паракан та. Вăл пурнăçăмра тĕрĕс çул суйлама, тӳрĕ кăмăллă пулма вĕрентрĕ. Эпир унпа халĕ те туслă çыхăну тытатпăр.

— Апла пулсан эсир ӳнерçĕ ĕçне суйланинче те унăн тӳпи вышкайсăр пысăк.

— Манăн художник пулас ĕмĕт питĕ пысăкчĕ. 8-мĕш класс хыççăн Шупашкарти ӳнер училищине вĕренме каяс терĕм, анчах литературăпа экзамен тытаймарăм. Мĕнех, тепĕр çулхине экзамена тата кайрăм, вĕренме кĕтĕм. Пире питĕ ăста педагогсем Ирина Козоровицкая, Розалия Ермолаева, Василий Гурин вĕрентрĕç. Çав пĕлӳ мана кайран Мускаври В.И.Немирович-Данченко ячĕллĕ МХАТ çумĕнчи шкул-студие вĕренме кĕмешкĕн те пулăшрĕ. Унти йышăну комиссийĕнче манран çапла ыйтрĕç: «Театра хальччен çӳренĕ-и, мĕнле спектакльсем пăхнă?» «Чăваш патшалăх академи драма театрне çӳренĕ, «Нарспи» спектакль курнă», – терĕм. «Унта мĕн ӳкернĕ?» – тĕпчерĕç манран. Эпĕ ӳкерсе кăтартма пуçларăм. Хайхи эпĕ ӳкернине пăхрĕç те: «Юрĕ, ӳкерме пĕлетĕн», – тесе вĕренме илчĕç. Унта эпĕ театр пурнăçĕпе тĕплĕн паллашрăм. Пирĕн занятисем аудиторисенче мар, вĕрентӳ мастерскойĕсенче иртетчĕç. Сăмахран, декораци технологине театрсенче вĕрентрĕç, ытти предмета – музейсенче, театрсенче, курав комплексĕсенче тата мастерскойсенче. Институтра кашни кунах паллă актерсемпе, писательсемпе тĕлпулусем йĕркелетчĕç. Владимир Высоцкипе, Булат Окуджавăпа, Евгений Евстигнеевпа, МХАТ актерĕсемпе тĕл пулнине астăватăп. Çавăн пекех МХАТ театрĕн сцени çинче массăллă сценăсенче выляттăмăр.

– Вĕреннĕ вăхăтра килтен укçа-тенкĕпе пулăшайман ахăртнех. Йывăр пулчĕ-и?

– Ĕçлеттĕм. Урам та шăлтăм, хуралçă та пултăм, квалификацие ӳстерекен институтра художникра ĕçлерĕм, стендсем хатĕрлерĕм, вĕренсе тухакансен диплом ĕçĕсене илемлетрĕм, 1-мĕш курсрах Йĕпреçрен пĕрле пырса вĕренме кĕнĕ юлташпа Слава Борцовпа шкул-студире хамăрăн картинăсен куравне те йĕркелерĕмĕр. Çапла ĕçленĕ, хыпаланнă, вĕреннĕ.

Людмила САЧКОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.