Хыпар 65 (28382) № 02.09.2025

2 Авăн, 2025

Пĕчĕк тата вăтам бизнесшăн тĕрев пулĕ

Аслă экономика канашĕнче тĕрлĕ отрасль стратегине тишкересси иртнĕ эрнере малалла тăсăлчĕ. Ку хутĕнче кун йĕркинче пĕчĕк тата вăтам бизнесăн 2030 çулчченхи аталанăвĕн стратегийĕ пулчĕ.

— 2020 çулта эпир çирĕп никĕс хыврăмăр, — терĕ ларăва уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. — Кашни бизнес-идейăна шута илме, тишкерсе хаклама тата унăн аталанăвĕн тĕрлĕ тапхăрĕнче пулăшăвăн витĕмлĕ инструменчĕсемпе тĕревлеме калаçса татăлнăччĕ. Унтан тивĕçлĕ институтсене йĕркелерĕмĕр, вĕсене укçапа çирĕплетрĕмĕр. Паян вара иртнĕ пилĕк çулта тунă кăтартусене пысăка хурса хаклама пултаратпăр. Стратегире палăртакан тĕллевсене Олег Алексеевич чи малтан ĕç хăвăртлăхне ӳстерессинче, рынока хамăрăн таварсемпе тултарассинче, вĕсене пĕтĕм тĕнчипе сутассинче курать. Паллах, Раççей Президенчĕ Владимир Путин технологисем енĕпе лидер пулас енĕпе лартнă тĕллевсене тӳрре кăларассине те асра тытмалла. Çапла тусан кăна, иккĕленмест регион ертӳçи, бюджет тивĕçтерĕвĕ ӳсĕмлĕ пулĕ. Ку вара социаллă ыйтусене татса памалли майсене анлăлатĕ. «Пĕтĕмĕшле илсен çак ĕçсем кашни çыннăн пурнăç пахалăхĕн пачах çĕнĕ шайне кӳрĕç», — терĕ Олег Николаев. Иртнĕ пилĕк çулта Чăваш Енре пĕчĕк тата вăтам бизнесăн çĕнĕрен йĕркеленнĕ предприятийĕсен шучĕ 40% ытла ӳснĕ. Республика экспорчĕн тĕп пайĕ — 95% — вĕсен тӳпи. Тĕп капитала хывнă инвестицисен калăпăшĕ — 1,7 хут, регион бюджетне хывакан налуксен калăпăшĕ 2 хут ытла хушăннă. Унсăр пуçне МСП ĕçченĕсен шучĕ те 50% яхăн пысăкланнă. Стратегире пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх енчен пулăшмалли комплекслă тытăм йĕркелессине палăртнă. Вăл МСП суб±екчĕсен акселерацине — васкавлă аталанăвне — тивĕçтерме пулăшĕ. Хăйсен ĕçне пуçарас кăмăллă çынсене бизнес тытса пыма вĕрентмелле, хăй тĕллĕн ĕçлекенсен институтне аталантармалла, СВО ветеранĕсене предпринимательлĕх сферинче тымар яма пулăшмалла, инвестицисен калăпăшне ӳстермелле, регионти сутуçăсене федераци шайĕнчи маркетплейссенче ĕçлеме явăçтармалла тата ытти те — ку списока чылай тăсма пулать. Юлашки пилĕк çулта республикăра 16 кластер тата промышленноç паркĕ йĕркеленнĕ, 3 пин ытла предпринимателе укçан пулăшнă — пĕтĕмпе 5,5 миллиард тенкĕлĕх. Вĕсем 4,5 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Çакăн уссине «Машзавод» индустри паркĕн директорĕ Артур Валеев çирĕплетрĕ. Вăл 2022-2024 çулсенче патшалăхăн инноваци экономикине аталантармалли программипе килĕшӳллĕн илнĕ субсидипе усă курса 40 пин тăваткал метр ытла производство лаптăкне реконструкцилени çинчен пĕлтерчĕ. Паян индустри паркĕнче 15 резидент ĕçлет, вĕсем ĕçлесе илекен укçа калăпăшĕ 4 миллиард тенкĕ патне çывхарать. 800 ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. «Çак тимлĕхпе эпир питĕ кăмăллă, — терĕ вăл. — Халĕ 2030 çулчченхи стратегие пурнăçлама пуçласса кĕтетпĕр. Вăл пулăшнипе хамăрăн производство лаптăкĕсене малалла аталантарма пултарасса шанатпăр». <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


«Пуçарусене пурнăçа кĕртме яланах хатĕр»

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкар округĕнче ĕçлĕ çул çӳревре пулнă май «Чурачикское» пĕрлĕхре çĕнĕ ферма уçма хутшăнчĕ.

«Мăйракаллă шултра выльăх ӳстермелли лапам — выльăх-чĕрлĕх отрасльне çĕнетмелли стратеги пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри», — терĕ республика ертӳçи. Проект хакĕ — 75 миллион тенке яхăн. Тăкаксен 57 процентне федераци тата республика бюджетĕнчен саплаштарнă. Çитес вăхăтра предприяти 2400 пуç выльăх вырнаçмалăх пысăк комплекс хута ярас тĕллевлĕ. Сăмах май, «Чурачикское» пĕрлĕх — Шупашкар округĕнчи выльăх шучĕпе иккĕмĕш вырăнта тăракан хуçалăх. Сĕт производствин кăтартăвĕсене ӳстерсе пырса региона апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерме пысăк тӳпе хывать. Хуçалăхра тĕш тырă туса илесси те çулсерен ӳссе пырать. Кăçал акакан лаптăксене пысăклатнă, 4 пин ытла тонна кĕрхи тулă çапса илнĕ. Вăтам тухăç — гектартан 65 центнер ытла. 15 пин тонна сенаж хатĕрленĕ. Ку кăтартусем республикăра чи пысăккисен шутĕнче. Специалистсем валли тухăçлă ĕçлеме тивĕçлĕ условисем йĕркеленĕ. Çамрăксене хваттер параççĕ. Шалу та пĕчĕк мар. Олег Николаев Шупашкар округĕнче агропромышленноç ветеранĕсемпе те тĕл пулчĕ. Вĕсене ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕн тĕллевĕсемпе паллаштарнă май аслă ăру опычĕ хальхи вăхăтра уйрăмах кирлине палăртрĕ. «Маншăн вĕсен шухăшĕ, сĕнĕвĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ», — терĕ вăл. Кăçал Атайкасси шкулĕн территорине хăтлăлатнă. Çак тĕллевпе республика тата муниципалитет бюджечĕсенчен 25 миллион тенке яхăн уйăрнă. «Юлашки пилĕк çулта республикăри 86 шкул картишне йĕркене кĕртрĕмĕр. Ку шкул территорийĕ — кăçал хăтлăлатма палăртнă 18 вĕренӳ заведенийĕнчен пĕри», — терĕ Олег Николаев. Сăмах май, шкула 2023 çулта наци проекчĕпе килĕшӳллĕн тĕпрен юсанă. Шкулпа юнашарах садик вырнаçнă. Ăна 2020 çулта хута янă. Проект хакĕ — 120 миллион тенкĕ. Унта 110 ача çӳрет. Вĕсене пĕчĕкрен çĕр ĕçне хăнăхтарма агролаборатори уçнă. Çывăхрах — стадион. Унта баскетболла, волейболла, мини футболла выляма пулать. Халăхăн сывлăхне çирĕплетме тата спортпа туслаштарма хута янă об±екта 20 миллион ытла тенкĕ хывнă. Хальхи вăхăтра ялта фельдшеракушер пункчĕн строительстви пырать. «Ял-йыш çĕнĕ культура çуртне хăпартма ыйтрĕ. Ăна 2026-2027 çулсенче тума палăртнă объектсен шутне кĕртме йышăнтăм. Строительство валли 101 миллион тенкĕ уйăрăпăр, — пĕлтерчĕ республика ертӳçи. — Çакăн пек йĕркепе ял тăрăхĕсене аталантарса пыратпăр. Юлашки пилĕк çулта Атайкасси ялĕнче пурăнакансен йышĕ чĕрĕке яхăн ӳснĕ. Ку вăл пирĕн ĕçĕн тухăçлăхне çирĕплетекен кăтарту». Шупашкар округĕнче вырнаçнă «Ясна» этноэкологи комплексĕ те ăнăçлă аталанать. Патшалăх пулăшăвĕпе унта «Пăлхар» глэмпинг уçăлнă. Вунă çуртра 35 çын пурăнма пултарать. Хальхи вăхăтра унта 500 яхăн хăна каннă та ĕнтĕ. «Çулсерен комплекса 5 пин ытла турист килсе курать. Вĕсем чăваш халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе кăсăкланса паллашаççĕ, чăваш çĕрĕнчен вăй илеççĕ. Ку проект — Чăваш Республикин мăнаçлăхĕ. Вăл туризм аталанăвне хăват парса тăрать. «Ясна» ертӳлĕхĕн малашлăх тĕллевĕсем те пысăк. Вĕсем кунта наци апат-çимĕçĕн ресторанне, хĕç-пăшал музейне, пляж уçасшăн. Эпир çĕнĕ пуçарусене ĕçе кĕртме яланах хатĕр», — терĕ Олег Николаев. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Фермерсем çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç

Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Етĕрне округĕнче Чăваш Республикин фермерсен VI слечĕ иртрĕ.

Унта ял хуçалăхĕнчен 250 ытла представитель хутшăнчĕ. Малтан республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов пĕчĕк тата вăтам предпринимательсемпе тĕл пулчĕ — АПКна аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврĕç. Вăл пухăннисене çĕнĕ вице-премьерпа — ял хуçалăх министрĕпе Андрей Макушевпа, республика Пуçлăхĕн указĕпе çак должноçа нумаях пулмасть уйăрса лартнăскерпе, паллаштарчĕ, агропромăн кăçалхи çур çулхи тĕп кăтартăвĕсене пĕлтерчĕ. Ял хуçалăх производствин индексĕ мĕн пур йышши хуçалăхсенче 106,4% танлашнă (ку енĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнчи 14 регион хушшинче 2-мĕш вырăн йышăннă), çав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче — 111,2%. Çулталăк каяллахипе танлаштарсан аш производстви — 6%, сĕтĕн — 3,2%, çăмартан 35,5% ӳснĕ.

— Пĕтĕмĕшле илсен кăтартусем начар мар, апла пулин те лăпланмастпăр, — палăртрĕ Правительство ертӳçи. — Эпĕ ял хуçалăх министрĕнче ĕçлеме тытăннă 2015 çулта пушă выртакан çĕр 150 пин гектарччĕ, вырăнти специалистсем лаптăксене пăхса тухнă хыççăн пĕр пайне пусă çаврăнăшне кĕртме йывăр тесе 90 пинĕшне сухаласа акма йышăнтăмăр. Унăн пысăкрах пайне ĕçе кĕртрĕмĕр, округсен администрацийĕсем пĕтĕмлетнĕ хыççăн тата 11 пин гектар юлнине пĕлетпĕр. Çапах та министерство пухнă информацирен эпĕ 30-35 пин гектартан кая мар пур терĕм. Мĕн чухлĕ юлнине Раççей Ял хуçалăх министерстви тĕрĕслерĕ те 99 пин гектар усăсăр выртнине палăртрĕ. Кашни лаптăка номер панă, вĕсем çырма-çатра, вăрман тăрăхĕсен тата ял çумĕсенче, ытти çĕрте. Çĕре пусă çаврăнăшне кĕртсе пĕтерес ыйтăва ахальтен çĕклемерĕм. Мĕншĕн тесен иртнĕ çулсенчи слетсенчи пекех эсир «малашне фермерсене патшалăх пулăшĕ-и?» теме тытăнассине халех туятăп. Ыйту паричченех пĕлтерсе хуратăп — пулăшать. Анчах ӳлĕм ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсем ĕç тухăçне ӳстерессишĕн еплерех ĕçленине иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан тимлĕх ытларах уйăрма тытăнăпăр. «Ман трактор кивелчĕ, çĕннине туянма субсиди парăр?» — тенипех тухăçлă ĕçлемен аграрие патшалăх пулăшу пама пăрахĕ. Ку çеç мар, предприяти усă куракан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ мĕн пур çĕре саккунпа килĕшӳллĕн шута илтерсен кăна комисси пулăшу пама ыйтса çырнă заявкăна йышăнĕ. Малашне пулăшăва культурăсен тухăçĕ республикăн вăтам тухăçĕн кăтартăвĕпе тан е унран 10% çеç пĕчĕкрех пулсан тивĕçĕç. Тухăçлă ĕçлемесен субсиди илеймĕç. Округсем тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен тухăçне 30-40 ц е ытларах та кăтартаççĕ. Вăтам тухăç иртнĕ 20 çулта — 23, юлашки вунă çулта — 27, 2020 çулта 33,3 ц пулнă, кăçал тата пысăкрах. – Вырмара ăна пысăк кăтартатăр, çулталăка пĕтĕмлетсе тăратнă отчетра вара вăл 1,5 хута яхăн пĕчĕкрех. Субсиди илмелли çĕнĕ условисене тивĕçтермесен пулăшу памаççĕ, хăвăра хăвăр ура хуратăр çеç. Апла ан пултăр тесен ĕç тухăçне ӳстермелле, пĕтĕм ĕçе çак тĕллеве тĕпе хурса йĕркелемелле, — терĕ Сергей Геннадьевич. Кăçал аграрисене — 109, çав шутра федерацирен — 58, республикăран 51 программăпа патшалăх пулăшăвĕ параççĕ. Вĕсемпе куçаракан укçан 67% — республика бюджетĕнчен. Ял хуçалăх производствине пысăк тӳпе хывнăшăн Владимир Бархаткин (Муркаш), Евгений Новиков (Тăвай), Валентин Павлов (Вăрнар) фермерсем республика Пуçлăхĕн Тав хучĕпе алла çыхмалли сехете тивĕçрĕç, республикăн Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе Людмила Ершова (Етĕрне), Ольга Иванова (Вăрмар), Алексей Кольцов (Етĕрне), Ильшат Пахалов (Комсомольски) фермерсене наградăларĕç. Фермерсен тепĕр ушкăнне республикăн ял хуçалăх министрĕн Тав хутне парса хавхалантарчĕç. Пухăннисене Ял хуçалăх тата Экономика аталанăвĕн министерствисем урлă кӳрекен патшалăх пулăшăвĕн тĕсĕсемпе паллаштарчĕç. Россельхозбанкăн республикăри уйрăмĕн ертӳçи Ирина Письменская аграрисене паракан кредит программисем çинчен каласа пачĕ. Ял хуçалăх министерствин тата АПКпа пулă ĕрчетессин комиссийĕпе коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Андрей Макушев министр АПКн 2025 çулăн пĕрремĕш çурринчи ĕçне пĕтĕмлетрĕ, умри тĕллевĕсене палăртрĕ. «Агро-Инновацисем» предприяти директорĕ Николай Васильев «Чи лайăх 100 фермер хуçалăхĕ» рейтинга 2024 çулшăн епле условисемпе пĕтĕмлетнипе паллаштарчĕ. Унăн 1-10-мĕш вырăнĕсене çак пуçлăхсем ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем йышăнчĕç: Валерий Грачев (Тăвай), Рафис Айсын (Комсомольски), Ксения Сумкова (Шупашкар округĕ), Сергей Михайлов (Çĕрпӳ), Сериня Халитова (Патăрьел), Елена Цветкова (Елчĕк), Галина Волкова (Элĕк), Алексей Игнатьев, (Вăрнар), Решит Санзяпов (Патăрьел), Людмила Краснова (Патăрьел). <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Медицина валли хушма укçа пулать

«Республика бюджечĕн 2025 çулхи çур çулхи кăтартăвĕсене пăхса тухăпăр. Тупăшсем ӳсни куçкĕрет, çакă пирĕн экономика лайăх аталаннине кăтартать. Социаллă ыйтусене — медицинăпа социаллă политикăна, спорт аталанăвне — тĕпе хурăпăр. Оптимизаци валли резервсем шыраса çак çул-йĕре малалла тăсăпăр», — çапла каласа уçрĕ Правительствăн иртнĕ юнкунхи ларăвне Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов.

Чăваш Енре харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекенсен тупăшĕ 1,5 хут ӳснĕ. Çавна май налук тӳлесси те ӳснĕ. Финанс министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ольга Метелева республика бюджечĕн пĕрремĕш çур çулти кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Регион бюджечĕ çак тапхăрта тупăш енĕпе 48,7 млрд тенкĕлĕх пурнăçланнă. 2024 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекенсенчен налук 9,7 процент ытларах кĕнĕ. Республикăра пурăнакансем çăмăллăхпа усă курса паракан эмелсене тата медицина изделийĕсене малашне электронлă сертификатпа илĕç. Çак çĕнĕлĕх кăçалах вăя кĕрĕ. Маларах граждансем эмелсене тухтăр çырса панă рецептпа илнĕ. «Электрон сертификат — патшалăхăн çĕнĕ тӳлев инструменчĕ. Ăна «МИР» банк картти çумне çирĕплетнĕ. Унпа эмел препарачĕсене, медицина изделийĕсене тата сиплев апат-çимĕçне кăна илме май пулĕ. Çак инструмент социаллă пулăшăва çăмăлрах тата хăвăртрах илме май парĕ», — ăнлантарчĕ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова. Электрон сертификата кашни эмел препарачĕ, медицина изделийĕ е сиплев апачĕ валли уйрăмшарăн тăвĕç. Сертификатпа Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă усă курмалла. Чăваш Енре «Сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ» патшалăх программине финанс енĕпе тивĕçтересси 755 млн тенкĕлĕх ӳснĕ. Çакна Министрсен Кабинечĕ пĕр сасăллă пулса йышăнчĕ. Асăннă программăна пурнăçа кĕртме 2025 çулта укçа 2,1 процент ытларах — ку вăл 755,2 млн тенкĕ — уйăрнă. Хушма укçана Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин чирлисене йышăнмалли уйрăмне тума, анлă неонаталь скринингне ирттерме, эндокринологи центрĕсене хута яма тата вĕсене оборудованипе пуянлатма, сахăр диабечĕпе чирлĕ пациентсен шкулĕсене йĕркелеме ярĕç. Тата — граждансен уйрăм категорийĕсене эмел препарачĕсемпе тата медицина изделийĕсемпе тивĕçтерме. Çавăн пекех сусăр ачасем валли ятарлă, сиплĕ апат-çимĕç уйăрĕç, Республикăн кардиологи диспансерĕ валли медицина оборудованийĕ туянĕç, Президентăн перинаталь центрĕнче акушер корпусĕ вырнаçнă çуртри лифт оборудованине тĕплĕн юсĕç. Шупашкарти Хĕвеллĕ микрорайонта хĕрарăмсен консультацине уçма çурт туянĕç. Чăваш Енри патшалăх служащийĕсем чи лайăх наставника суйлĕç. Ларура «Чăваш Республикин патшалăх граждан службин çулталăкри чи лайăх наставникĕ» конкурсăн Положенине çирĕплетрĕç. Асăннă конкурсăн тĕп тĕллевĕ — патшалăх служащийĕсене ӳсме пулăшасси, ĕç пахалăхне лайăхлатасси. Йĕркелӳçĕсен шухăшĕпе, çак конкурс малта пыракан опыта сарма тата наставничество институтне çирĕплетме пулăшĕ. Хăйсен ĕçне уçакансем валли пĕр хутчен уйăракан укçана илекенсен шучĕ нумайланĕ. Çак çĕнĕлĕхсем çар çыннисене, пенсионерсене тата декрет отпускĕнчи çынсене пырса тивĕç. Укçана СВОра пулнисем тата вĕсен çывăх çыннисем те илĕç. Çавăн пекех харпăр ĕçне пуçарас тĕллевлĕ, ачапа ларакан хĕрарăмсем тата ĕçсĕр юлнă пенсионерсем те /вĕсене ĕçлев службин органĕсем урăх вырăна вĕренме ярсан/ пулăшăва тивĕçĕç. Регионти спорт федерацийĕсен субсидисен виçине ӳстерĕç. Çак мера Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа килĕшӳллĕн пурнăçланать. Вăл ачасене физкультурăпа спорт енĕпе аталанма майсем туса парĕ. Аккредитаци тухнă федерацисене спортсменсене Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕме тата официаллă спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма хатĕрленĕшĕн финанс енчен пулăшу парĕç. Сăмах кунта регионсен, пĕтĕм Раççей тата тĕнче шайĕсенчи спорт мероприятийĕсем пирки пырать. Çак тĕллевпе 2025 çулта республика бюджетĕнче 3 миллион тенкĕ пăхса хунă. Субсидисене ӳстернĕ май регионти 6 спорт федерацийĕ республика шайĕнче спорт мероприятийĕсем ирттерме пултарĕ. Çавăн пекех спортсменсене республика тулашĕнчи ăмăртусене хутшăнма хатĕрлĕ. Экспортпа ĕçлекен пĕчĕк тата вăтам предпринимательсем 1 млн тенке яхăн пулăшу илĕç. Чăваш Республикин Правительстви пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх суб±екчĕсене – экспортерсене — патшалăх пулăшăвĕ парассине çирĕплетрĕ. Субсидие экспорта ăсатакан кирек хăш продукцишĕн тăкаксене саплаштарма парĕç. Пулăшу илекеншĕн унăн виçи 1 млн тенкĕрен ытларах пулмĕ. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 5 миллион тенкĕ уйăрнă. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


«Çĕнĕ Шупашкар хăйĕн çулне тупнă»

«Çĕнĕ Шупашкар химиксене, энергетиксене тата строительсене пула çĕкленнĕ. 65 çул хушшинче хăйĕн йăли-йĕркине пуçарнă, малалла аталанма никĕс хывнă», — çапла палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕнĕ Шупашкарсене хула 65 çул тултарнă ятпа саламланă май.

Пирĕн юратнă хуламăр вăй питти çулне çитрĕ. Çапах та ăна халĕ те çамрăксен хули теççĕ. Ара, хăй вăхăтĕнче ăна çĕклеме яшсемпе хĕрсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ. Çапах та мĕнпе уйрăлса тăрать-ха Çĕнĕ Шупашкар республикăри ытти хуларан? Пĕрремĕшĕнчен, вăл республикăри чи çамрăк хула. Кунта нумай наци çынни пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăнать. Урамсем аслă, ирĕклĕ, çĕнĕлле. Халăх кунта пысăк хуласенчи пек хĕвĕшмест, ниçта та васкамасть. Çуран утма, уçăлса çӳреме кăмăллать. Йывăçлă, симĕс, хăтлă хула! Пĕррехинче кунта пурăнма килнĕ çын ытти хулана куçмастех. Уявăн тĕп программи кăçал Атăл хĕрринче иртрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев юбилей ячĕпе саламланă май хулана Çамрăксен центрне хăтлама 200 миллион тенкĕлĕх сертификат парнелерĕ. Парнене Çĕнĕ Шупашкар пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ольга Матина йышăнчĕ. «Çĕнĕ Шупашкар аталансах, ӳссех пырать. Картишсем, урамсем, парксем, шкулсем, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем çĕнелеççĕ, çĕнĕ производство лапамĕсем уçăлаççĕ. Хула çыннисене унăн аталанăвне тӳпе хывнăшăн чĕререн тав тăватăп. Çамрăксем — пирĕн малашлăха тăвакансем. Паян Çĕнĕ Шупашкарти яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçшăн хулари Çамрăксен центрĕ тата кăсăклăрах, пуянрах пултăр тесе 200 миллион тенкĕлĕх сертификат парнелетпĕр. Хула кунĕ ячĕпе сире!» — терĕ Олег Алексеевич. Аса илтеретпĕр: Çамрăксен центрне 2024 çулта «Вĕрентӳ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн хута янă. Çул çитмен çамрăксене пултарулăха аталантарма, пурнăçри вырăнне тупма пулăшакан лапамра ку таранччен хула, республика тата регионсен шайĕнчи 300 ытла мероприяти иртнĕ те ĕнтĕ. Центр аталансах пырать. Хушма 200 миллион тенкĕпе çĕнĕ оборудовани илме палăртаççĕ. Концерт тата кино залĕсем валли акустика креслисем, медиастуди тата сасă çырмалли студисем валли техника туянасшăн. Çĕнĕ Шупашкарсене çавăн пекех Раççей Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков саламларĕ: «Эпир паян Олег Николаевпа темиçе предприятире пултăмăр, производствăна аталантаракан предпринимательсемпе тĕл пултăмăр. Малашлăха талпăнакан çамрăксем хальхи йышши продукци кăлараççĕ. Ăна Чăваш Енре кăна мар, республика, çĕршыв тулашĕнче те сутаççĕ. Çакă хула малалла çирĕппĕн утнине кăтартать». Юрий Гагарин ячĕллĕ вулавăша çĕнетни Çĕнĕ Шупашкарсемшĕн юбилей тĕлне тепĕр парне пулчĕ. Библиотекăна пĕрремĕш космонавта халалласа илемлетнĕ. Раççей культура министрĕ Ольга Любимова видеосалам урлă ведомство библиотека тытăмне пысăк тимлĕх уйăрни çинчен каларĕ. «2025 çултанпа вулавăшсем «Çемье» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн çĕнелеççĕ. Çакă инфратытăма аталантарма анлă майсем уçать», — терĕ вăл. Ку библиотека 127 пин вулаканăн ыйтăвне тивĕçтерет. Халĕ кашни вулакан электрон вулав билетне илĕ. Кунта вулакансем кĕнекесен авторĕсемпе тăтăш тĕл пулĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ спутник хулари икĕ производство лапамне — «Агромаш» тата «Авиатор» предприятисене — çитсе курчĕ. «Çĕнĕ Шупашкарсем технологи тата производство культури пысăк шайра пулнине кăтартрĕç. Чи кирли — кунта экономика тĕрлĕ çулйĕрпе аталанни. Паян хими отраслĕ, электроэнергетика тата строительство кăна мар, тĕрлĕ продукци кăларакан производствăсем те ăнăçлă ĕçлеççĕ. Апла тăк Çĕнĕ Шупашкар хăйĕн çулне тупнă, малалла çирĕппĕн утать. Вăл Чăваш Ен тата Раççей аталанăвне пысăк тӳпе хывĕ», — палăртрĕ Олег Алексеевич. «Агромаш» завод ял хуçалăх техники кăларнипе палăрать. «Авиатор» иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе республика шайĕнче «Производство лидерĕ» ята çĕнсе илнĕ. Кунта пĕчĕк архитектура формисем — ачасен вăйă тата спорт оборудованийĕ, лофт-сĕтел-пукан кăлараççĕ. Çавăн пекех уяв программипе килĕшӳллĕн Олег Николаев тăлăхсене хваттер уççисем пачĕ. Çĕнĕ Шупашкар Хула кунне хаваслă паллă турĕ. Уяв программи культура, пултарулăх тата спорт мероприятийĕсене пĕрлештерчĕ. Ку «Çăлтăрпа зарядка» тунинчен пуçланчĕ. Спорт ветеранĕсен хушшинче мини-футболла выляс енĕпе матч пулчĕ. Çемье командисем шывра ишес енĕпе вăй виçрĕç. Экшн-спорт тата урам культурин «Урам классики» фестивалĕнче хăйне евĕрлĕ кăтартусемпе савăнтарчĕç. Ачасем валли велосипедистсен парачĕ, пултарулăх сехечĕсене йĕркеленĕ. Уяв кунĕнче «Хиртен — сĕтел çине» агроярмăрккă, интерактивлă лапам тата пултарулăх бульварĕсем ĕçлерĕç. Каçхине хулари пултарулăх ушкăнĕсем, чăваш эстрада артисчĕсем тата «Сказки Гримм» кавер-ушкăн хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Уяв вĕрсе каламалли инструментсен JUST BRASS бандин концерчĕпе тата фейерверкпа вĕçленчĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.