«Хыпар» 65 (27798) № 22.06.2021

22 Çĕртме, 2021

Тухтăрсене киле чĕнекен каллех нумайланнă

«Мускавра, Питĕрте, çĕршыври ытти мегаполисра коронавируспа çыхăннă лару- тăру кăткăсланса пынине куратпăр. Чăваш Енре те каварлă вируспа йывăррăн чирлекен йышланнă, çав вăхăтрах васкавлă медицина пулăшăвне киле чĕнекен те нумайланнă. Умра вара – Республика кунĕпе çыхăннă пысăк мероприятисем. Вĕсене Роспотребнадзор сĕнĕвĕсене тĕплĕ пăхăнса ирттермелле», — çапла асăрхаттарнинчен пуçларĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунхи канашлăва. Унта яланхиллех министерство-ведомство ертӳçисем, район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Сăмахне тăсса Олег Николаев çĕршыври, чикĕ леш енчи медицина тĕпчевĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем-пе паллаштарчĕ. «Раççейре туса кăларнă вакцинăсем коронавирусăн мĕн пур штамĕнчен хӳтĕленине специалистсем тишкерсе çирĕплетнĕ. Усал амакпа чирленĕ хыççăн пулнă антителăсем те корона-вирусăн улшăннă штамĕсенчен хӳтĕлеймеççĕ. Чи шанчăклă мел — вакцинаци. Коллективлă иммуни-тета /халăхăн пысăк йышĕ прививка тутарни/ йĕркелесен çеç пандемие сарăлма чарăпăр», — пусăм тусах палăртрĕ вăл. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ отпуска кайнă май унăн тивĕçĕсене пурнăçлакан çумĕ Ирина Левицкая çак сăмахсене çирĕплетрĕ.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ: çĕршывра çулталăкне пĕрре утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн хаксем ӳсеççĕ. Çавăнпа кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйту шăпах çак темăпа çыхăнчĕ. Чăваш Енре пурăнакансен çитес уйăхри квитанцисенчи цифрăсем мĕнле пуласси пирки ЧР Тариф службин ертӳçи Надежда Колебанова каласа кăтартрĕ. Раççей Правительстви Чăваш Еншĕн хаксен ӳсĕмне 3,4 процент шайĕнче çирĕплетнĕ, анчах çав йышăнурах вăл 2 процент чухлĕ унталла-кунталла выляма пултарнине те асăннă. Çавна май республикăри 200 ытла муниципалитет пĕрлешĕвĕнче ЖКХ пулăшăвĕсен хакĕсем — 3,4, 11-ĕшĕнче 5,4 процент таран хăпарĕç. Çав теçетке ытларахăшĕн шутне Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле хулисем, Вăрмар тата ытти сала-поселок кĕнĕ. Çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса кашни кубла метршăн 17 пус ытларах кăларса хума тивĕ. Электричествăшăн хулара пурăнакансен кашни киловатшăн — 12 пус, ял çыннисен 8 пус нумайрах тӳлемелле пулĕ. Çавăн пекех йăлари хытă каяша илсе тухнăшăн та хальхинчен ытларах илме тытăнĕç. Ялта тĕпленнисен çын пуçне уйăхсерен — 51,71 тенкĕ, хуларисен 64,89 тенкĕ тӳлемелле пулĕ. Çемьен малашне, пĕтĕм пулăшăвăн хакĕсене шута илсен, мĕн чухлĕ ытларах расхутланма тивĕ-ха? Сăмахран, икĕ ачаллă мăшăр Çĕнĕ Шупашкарта 53 тăваткал метрлă хваттерте пурăнать тейĕпĕр. «Ку çемье пĕрремĕш çур çулта вăтамран 4819,96 тенкĕ тӳленĕ пулсан çитес уйăхран 5047,86 тенкĕ расхутлĕ. Çапла майпа вĕсен 227 тенкĕ ытларах кăларса хума тивĕ», — ăнлантарчĕ Надежда Владимировна. <...>

Дмитрий МОИСЕЕВ.

♦   ♦   ♦


Йывăç-тĕм: хыт хура хуплать

Ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре мелиорацилесе тӳснĕ тăкакăн 70% федераци бюджетĕнчен уйăрнă субсидипе саплаштараççĕ. Ăна РФ Ял хуçалăх министерстви йышăннă «Раççейĕн мелиораци комплексне аталантарасси» программипе килĕшӳллĕн куçараççĕ.
Чăваш агрохими службин центрĕ хуçалăхсем валли мелиорацилемелли лаптăксен проектне кăçал та хатĕрлет. Çак ĕçе пикеннĕ ĕнтĕ.

— Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче эпĕ тата Алина Разумова тĕп агрохимик Канаш районĕнчи Ухман, Шелттем, Сухайкасси ял тăрăхĕсенчи йывăç-тĕм хупăрласа илнĕ, ӳсен-тăран тымарĕ çереме кĕççелентернĕ лаптăксене тĕпчерĕмĕр, — терĕ центрăн агрохимипе тивĕçтерекен тата ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре тишкерекен пайĕн ертӳçи Виктор Казанцев. — Вĕсен чиккине, йывăç-тĕме, çаранланнă вырăнсене квадрокоптерпа 300 метр çӳллĕшрен ӳкертĕмĕр, ытти ĕç хатĕрĕпе 25 тăваткал метр лаптăкри йывăçсен шутне, çăралăхне, вуллисен вăтам диаметрне палăртрăмăр. Фото- тата видеоматериалпа усă курса лаптăксене йывăç-тĕмрен, кĕççеленнĕ çерем-çаранран тасатмалли проект тăватпăр, миçе кубла метр йывăç тухассине, çĕре акма хатĕрлесе мĕнле агротехника мероприятийĕсем пурнăçламаллине, кашни гектар пуçне вăтамран миçе тенкĕ тăкаклассине уçăмлататпăр.

Лаптăксене 2021 çулта В.Марков, А.Владимиров, Н.Димитриева фермерсем пусă çаврăнăшне кĕртме кăмăл тунă. Субсиди памалли йĕркепе килĕшӳллĕн çӳлте асăннă ĕçсене хăйсен укçипе пурнăçламалла. Сухаланă хыççăн иккĕмĕш çул, парлак çĕре ватса ял хуçалăх культури акнине çирĕплетме вĕсем РФ Ял хуçалăх министерствине документсем çитерсен, субсиди илĕç. <...>

♦   ♦   ♦


Елена ТУРБИНА: Хамăр патра туса кăларакан апат-çимĕçе туянатăп

Микробиологи ăслăлăхĕ сĕт йӳçĕхнине те, апат-çимĕç пăсăлнине те тĕпчет. Хальхи вăхăтра сĕт кĕвĕлнин, ытти çимĕç пăсăлнин вăрттăнлăхне вĕсенчи микроорганизмсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтараççĕ. Бактерисене, вируссене тата кăмпасене шăпах микробиологсем тĕпчеççĕ. Çак специалистсен тĕллевĕ — çав микроорганизмсем мĕнле сăлтавсене пула аталанма пуçланине, тĕрлĕ условире мĕнле улшăннине палăртасси. Унашкал ĕçченсенчен пĕринпе — Чăваш патшалăх аграри университечĕн микробиологи тĕпчевĕсен лабораторийĕн ертӳçипе Елена Турбинăпа — курса калаçрăмăр.

Комсомольски районĕнчи Тăманлă Выçли ялĕнче çуралса ӳснĕ Лена Портновăн /хĕр чухнехи хушамачĕ/ кукамăшĕ медицина ĕçченĕ пулнă. Унăн ĕçĕ мĕн тĕрлĕ пархатарлине хĕр пĕрчи ачаллах курса ĕненнĕ: ялти фельдшер пунктне кулленех пулăшу ыйтма вун-вун çын пынă, унсăр пуçне çывăх тăванĕ ĕçре пулман вăхăтра та — çĕрле е ир-ирех — чирпе нушаланакан патне çула тухнă. Кайран, чирленĕ çын ура çине тăрсан, вăл кукамăшне тав сăмахĕ калама пыни пĕчĕк Ленăна питĕ хавхалантарнă. Çавăнпа: «Ӳссен эсĕ кам пулатăн?» — ыйтăва яланах пĕр пек: «Кукамай пек медицина ĕçченĕ», — тесе хуравланă.

1990 çулта Шупашкарти медицина училищин санитарипе фельдшер уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Елена эпидемиологипе гигиена центрне ĕçлеме вырнаçнă. Тĕрлĕ лабораторире — сывлăша тĕпчекен, токсикологи лабораторийĕсенче вăй хунă.

Çапах çакă çителĕксĕррине туйса малалла пĕлӳ илме тĕв тытнă — Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн каçхи уйрăмĕнче «медсестран менеджер ĕçне» вĕреннĕ. Ун хыççăн тата 12 çул санэпидеми станцийĕнче вăй хунă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче лаборатори уçма чĕнсен турткалашса тăман — çĕнĕ вырăна тӳрех килнĕ. Лаборатори 2018 çулта ĕçлесе кайнă. Мĕн тумалла-ха кунти микробиологăн? Унăн ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ: шыври, ял хуçалăхĕнче туса илнĕ апат-çимĕçри, тăпрари, выльăх апатĕнчи, удобренисенчи микроорганизмсене тĕпчемелле. <...>

Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.