Хыпар 64-65 (28092-28093) №№ 16.06.2023
Питĕрти тĕлпулусем ĕçтешлĕхе вăй параççĕ
Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ уçăлнă. Нева çинчи хулара çуллен йĕркелекен, тĕнчери ĕçлĕ чи пысăк пулăмсенчен пĕри шутланакан форума Чăваш Енĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан делегацийĕ те хутшăнать.
Форум регион майĕсене тĕнче шайĕнче кăтартма меллĕ. Тата — ĕçлĕ тĕлпулусем ирттерме. Чăваш Ен ертӳлĕхĕ çак майсемпе туллин усă курать. Форумра Олег Николаев «Газпромбанкăн» пĕрремĕш вице-президенчĕпе Павел Бруссерпа тĕлпулу ирттернĕ. Енсем Чăваш Енре пурнăçлакан проектсене сӳтсе явнă. Çав шутра сăмах республикăн çĕнĕ клиника больницине тăвас ыйту тавра та пулнă. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, региона ку ĕçре финанс енĕпе шанчăклă ĕçтеш кирлĕ: «Эпир çĕршыври тĕп банксенчен пĕри çак тивĕçе хăйĕн çине илме хатĕррипе кăмăллă». Клиника больници хальхи вăхăтра 1957-1978 çулсенче хута янă тĕрлĕ çуртра вырнаçнă. Учреждение лаптăксем çитмеççĕ, пӳ-лĕмсем медпулăшу кӳмелли паянхи требованисене тивĕçтермеççĕ. Проектăн малтанлăха палăртнă параметрĕсем паллă. 8 корпусран тăмалли об±ектăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ — 148,5 пин тăваткал метр. Строительствăна 2025-2027 çулсенче пурнăçламалла. ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура 2023 çул вĕçленнĕ тĕле больница комплексĕн проектне хатĕрлесе çитермелли çинчен каланăччĕ. Тĕлпулура Олег Николаевпа Павел Бруссер ытти проект тĕлĕшпе алла-аллăн ĕçлессине те тишкернĕ. Шупашкарта транспортăн виççĕмĕш çурма ункине тăвассипе, хулан перинаталь центрĕ çумне тĕртсе çĕнĕ корпус çĕклессипе, биологи тĕлĕшĕнчен тасатакан сооруженийĕсене реконструкцилессипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă. Петербургри форум Чăваш Ен тĕрлĕ регионпа тытакан çыхăнусене çирĕплетме пулăшать. ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Омск облаçĕн Правительстви сутуилӳпе экономика, наукăпа техника, социаллă пурнăçпа культура енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Олег Николаев тата Омск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Виталий Хоценко пĕрлехи инвестици проекчĕсене тӳрре кăларас, отрасльсен кооперацине вăй парас, импорта хамăрăн продукципе улăштарас тĕлĕшпе алла-аллăн ĕçлеме калаçса татăлнă. Пĕрлехи куравсемпе конференцисем, канашлусемпе «çавра сĕтелсем», пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси тата ытти те — ĕçтешлĕх майĕсем анлă. Олег Николаев иккĕленмест: çак туслăх республикăпа облаç çыннисен пурнăç шайне çĕклеме пулăшмалла. Виталий Хоценко Чăваш Енĕн ял хуçалăх отраслĕ, промышленноç кластерĕсем вăйлине палăртнă. Пĕрле ĕçлени çĕнĕ кластерсем йĕркелеме, çĕнĕ йышши продукци туса кăларма май парасса та шанма пулать. Сăмах май, икĕ регионăн сутуилӳпе экономика çыхăнăвĕсем 1992 çултанпах аталанаççĕ. Пĕлтĕр республикăпа облаç хушшинчи тавар çаврăнăшĕ 380 миллиард тенкĕрен иртнĕ. Чăваш Ен Ленинград облаçĕпе те çывăхланать. Экономика форумĕнче республикăн Инвестици аталанăвĕн агентстви тата облаçăн Промышленниксемпе предпринимательсен союзĕ килĕшӳ алă пуснă. Документăн тĕллевĕ — енсен экономика интересĕсене, çыхăнăвĕсене тĕпе хурса предприниматель ĕçĕн субъекчĕсен ĕçтешлĕхне аталантарасси. Çакă, çыхăнусене вăй пани, пĕчĕк тата вăтам бизнесшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Олег Николаев регионсем пĕр-пĕринпе çыхăну тытмалли майсене шырамалли пирки каланă май Чăваш Енре тӳрре кăларма палăртакан кашни пуçарăва пулăшассине çирĕплетнĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Вĕсем текех чухăн мар
Шупашкарта пурăнакан Артур Шишокина республика тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Хăй вăхăтĕнче Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнчи спецназра службăра тăнăскер кикбоксинг енĕпе тăватă хутчен тĕнче кубокĕн призерĕ пулнă, профессионалсен хушшинче Европа чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. Анчах çакăн пек çитĕнӳсем тунă çынна тупăш пĕчĕкки пăшăрхантарнă — çул çитмен виçĕ ачаллă çемьешĕн çителĕксĕр...
Пĕлĕшĕсем сĕннипе Республикăн Ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерствинче Шишокинсен çемйишĕн хăйсен ĕçне уçассипе çыхăннă йышăну çăмăл пулманнине аван пĕлеççĕ. Тивĕçлĕ пӳлĕме Артур Геральдович çулталăка яхăн шыранă. Материалсемпе оборудовани туянма кирлĕ тăкаксем çинчен вара шухăшлама та хăрамалла. Юрать, пĕлĕшĕсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курма май пурри çинчен каланă: сахал тупăшлисем валли социаллă контракт меслечĕ меллĕ... — Тĕп хулари Мускав районĕн социаллă хӳтлĕх пайĕнче тивĕçлĕ консультаци илтĕм, республикăн бизнес-инкубаторĕнче бизнесплан хатĕрлеме пулăшрĕç. Çапла вара социаллă контракт пулăшнипе тахçанхи ĕмĕт пурнăçланчĕ — хамăн ĕçе уçма пултартăм. Вăл манăн çемьене укçа-тенкĕ ыйтăвне татса пама пулăшрĕ кăна мар, нумай çынна спортпа туслашма та май парать. Соцконтракт — ĕç пуçлакан предпринимательсемшĕн, ман пеккисемшĕн, чăннипех лайăх тĕрев. Ĕçĕм çемьене тупăш кӳме пуçларĕ. Специалистсем сĕннипе хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем валли йĕркеленĕ тӳлевсĕр бизнес-интенсива хутшăнтăм — çĕннине, ĕçре усăллине чылай пĕлтĕм, — тет кăмăллăн Артур Шишокин. Çакнашкал тĕслĕх вара республикăра пĕрре-иккĕ кăна мар — вун-вун. Кашни хулара тата муниципалитет округĕнче. Тăвай тăрăхĕнче пурăнакан Шернесемшĕн те патшалăх пулăшăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Виçĕ ачи те пĕчĕк-ха: аслă хĕрĕ виççĕмĕш класс пĕтернĕ, кĕçĕннисем садике çӳреççĕ. Çемье кăçал республикăн амăшĕн капиталĕпе усă курнă — ăна хваттер туянма илнĕ ипотека кредичĕн пĕр пайне саплаштарма янă. Ку çеç те мар. — Социаллă хӳтлĕх пайĕн ĕçченĕсем нумай ачаллă çемье усă курма пултаракан пулăшу мерисем çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕç, — пĕлтерчĕ виçĕ ача амăшĕ Анастасия Шерне. — Çавна май пирĕн çемье амăшĕн капиталĕпе усă курма пултарчĕ. Çавăн пекех социаллă контракт мелĕпе патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕмĕр. Эпĕ хам тĕллĕн ĕçлекенĕн статусне илтĕм, патшалăх панă укçана хушма хуçалăха аталантарма хыврăмăр. Социаллă контракт питĕ лайăх старт пулчĕ: хама ял хуçалăхĕнче тĕрĕслесе пăхмалли май çуралчĕ, çакă вара çемьешĕн тупăш енĕпе курăмлă тĕрев пулса тăчĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Олег УГЛЕВ: Кунне вунă операцирен кая мар тăватпăр
«Шанăç кӳмен пациентсене те ура çине тăратма пултарать», — теççĕ ун пирки. Чăннипех, Турă пилĕпех тухтăр пулнă вăл. Çавăнпа Медицина ĕçченĕсен кунĕ умĕн шăпах унпа, республикăн клиника больницин травматологипе ортопеди уйрăмĕн ертӳçипе, ЧР тава тивĕçлĕ врачĕпе Олег Углев травматолог-ортопедпа тĕл пулса калаçрăмăр.
Уйрăмра ытларах арçынсем ĕçлеççĕ — Олег Иванович, эсир медицинăна мĕншĕн суйласа илнĕ? — Эпĕ Патăрьел тăрăхĕнчи Тури Туçа ялĕнче çуралнă. 9 класс хыççăн Чăваш Ишекĕнчи Лев Кураков академик уçнă гимназире вĕрентĕм. Малтан юрист пуласси пирки шухăшланăччĕ. Каярахпа медицина ытларах илĕртме тытăнчĕ. «Çемьере тухтăр пулсан питĕ аванччĕ», — тетчĕ яланах анне. Унăн кăмăлне те шута хутăм. Анне Лираида Гурьевна Тури Туçа шкулĕнче ачасене биологи, хими вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Вăл — ĕç ветеранĕ. Атте Иван Александрович — водитель. Çемьере тăваттăн ӳсрĕмĕр. Эпĕ — кĕçĕнни. 1997 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультечĕн педиатри уйрăмне вĕренме кĕтĕм. 2004 çулта вĕренсе пĕтертĕм. Ача-пăча хирургине тарăнрах вĕренме икĕ çул ординатура тухрăм. Вара травматологипе ортопеди енĕпех каяс терĕм. — Мĕнпе илĕртрĕ вăл? — Хирургра ытларах арçынсем ĕçлеççĕ. Дарвин теорине ĕненес тĕк, çын упăтерен пулнă. Авал çынсем çапăçнă та, ӳкнĕ те. Мамонтсене хăваласа çӳренĕ. Паллах, аманнă. Травматологи чи авалхи профессисенчен пĕри вăл. Тен, çак специальноçа шăпах çавăнпа суйласа илтĕм? 2007 çулта республика больницин реконструкци-пластика хирургийĕн уйрăмĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Ал лаппинче пĕчĕк шăмăсемпе тата юн тымарĕсемпе çыхăннă операцисем тăваттăмăр. Уйрăма Геннадий Яковлев ертсе пыратчĕ. Пурăна киле пире травматологипе ортопеди уйрăмĕпе пĕрлештерчĕç. Çавăнтан пысăк сурансене сиплеме майĕпен хăнăхрăм. Маларах заведующире медицина наукисен кандидачĕ Геннадий Иванов тăрăшнă. Каярахпа Владимир Федоров ертсе пычĕ. Геннадий Алексеевичпа Владимир Николаевич пирĕн наставниксем пулчĕç. Тавах вĕсене пире пулăшса, вĕрентсе пынăшăн. Владимир Николаевичпа паянхи кунчченех пĕрле ĕçлетпĕр. Пирĕн шурсухал вăл. 2016 çулта мана уйрăм ертӳçи пулма шанчĕç. — Хăвăр ертсе пыракан уйрăм пирки тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха. Сирĕн пата çамрăксем ĕçлеме килеççĕ-и? — Пирĕн коллектив ватă мар. Вăтам ӳсĕм — 40 çул. Уйрăмра саккăрăн ĕçлетпĕр. Тухтăрсем пурте — арçынсем. Дежурствăна поликлиникăран пĕр хĕрарăм тухтăр килсе çӳрет. Пурнăçра эпĕ хамăн вырăна тупнă теме пултаратăп. Ĕçĕм кăмăла килет. 2018 çултанпа Чăваш Республикин тĕп травматолог-ортопечĕ шутланатăп. Пирĕн уйрăмра пластика хирургĕ те пур. Пациентсем ӳт çинчи тĕрлĕ çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе унран пулăшу ыйтаççĕ. Уйрăм тĕрлĕ енлĕн аталанса пырать. Пирĕн патра пациентсем валли 47 койка вырăн уйăрнă. Операци блокĕ хамăрăн уйрăмрах вырнаçнă. Рентген пӳлĕмĕ те — кунтах. Операци блокĕ виçĕ боксран тăрать. Пĕринче пысăкрах сурансемпе çыхăннă операцисем тăватпăр. Иккĕмĕшĕнче аллине амантнисем операци сĕтелĕ çине выртаççĕ. Виççĕмĕшĕнче шăмă чирĕсемпе нушаланакансене хирурги мелĕпе пулăшатпăр. Кунне 10 операцирен кая мар тăватпăр. Çулталăкне — 2000 яхăн операци. Пирĕн тухтăрсем — тĕрлĕ енлĕ аталаннă ăста специалистсем. — Эсир ĕçлеме пуçланăранпа уйрăмра мĕн çĕнелчĕ? — Медицина пĕр вырăнта тăмасть, аталансах пырать. Ĕçлеме килнĕренпе çĕнетӳ чылай пулчĕ. 2012 çулта кунта юсав ĕçĕсем ирттерчĕç, çĕнĕ оборудовани туянса лартрĕç. Сăмахран, 2-мĕш операци боксĕнче — микроскоп, 1-мĕшĕнче рентген тумалли С-дуга хушăнчĕç. Иккĕмĕшĕ операци вăхăтĕнче куçса çӳресе рентген ӳкерӳсем туса шăмăсене мĕнле лартмаллине, епле пуçтармаллине кăтартать. Шăмăсене операци вăхăтĕнчех пăхатпăр. Кирлĕ тĕк тӳрлететпĕр, коррекци тăватпăр. 3-мĕш боксра артоскопи хатĕрĕ /стойка/ вырăн тупрĕ. Вăл шăмăсене пысăк çĕвĕ тумасăр сиплеме пулăшать. Инструментсем те çĕнелсех пыраççĕ. Вĕсен ятарлă пуххипе тивĕçтерчĕç. Çавăнпа пирĕн ертӳçе, тĕп тухтăра Елена Барсуковăна, сывлăх сыхлавĕн министрне Владимир Степанова тав сăмахĕ калас килет. Пире пулăшаççĕ, оборудованипе, имплантсемпе, материалсемпе тивĕçтереççĕ. Çавăнпа шăмăсене сыпăнтарнă чухне кирлĕ тимĕрсене, операци тумалли материалсене пациентсем хăйсем илмеççĕ. Пациентсем хамăр республикăран кăна мар, ытти хуларан та килеççĕ. Операци тумалли техника та çĕнелет. Унччен ӳте касса пластинăсем, стерженьсем лартмаллаччĕ тĕк халĕ пĕчĕк шăтăкран тимĕр кĕртсех шăмăсене пуçтараятпăр. Çапла тума пире оборудовани те пулăшать. Пациентсем операци хыççăн тепĕр кунхинех ура çине тăраççĕ. Е костыльпе, е «ходункипе» усă курса утаççĕ. Аслă çулсенчи хĕрарăмсен пĕçĕ кăкĕ хуçăлни тăтăш тĕл пулать. Вĕсене 2-3 талăк иртичченех операци тума тăрăшатпăр. Ун пек чухне чир-чĕр шала каймасть. Пациентсем ăс-тăн енчен те аташмаççĕ. Тăванĕсене те пăхма çăмăлрах. Хальхи вăхăтра çакăн пек операцисене 30-40 минутрах тума пулать. — Суранланакан нумай-и? — Вĕсем нихăçан та сахал пулман. Эпĕ ĕçлеме пуçланă чухне те чылайччĕ. Ун чухне пирĕн пата ытларахăшĕ пăчкăпа, болгаркăпа, циркуляркăпа ĕçлесе аллине амантнăран е пӳрни татăлнăран лекетчĕç. Халĕ ун пек суранланакан сахалрах. Паян нумайăшĕ укçа ĕçлесе илессишĕн тапаçланать, ипотека кредитне уйăхсерен тӳлет. Вăй питти ашшĕ-амăшĕ ачисене пулăшасшăн. Машина питĕ нумай. Çавна пула та çул çинче авари чылай шута илеççĕ. Нумай чухне вĕсем, шел те, питĕ йывăр аманаççĕ. Ун пеккисене округсенчи больницăсенчен хамăр пата куçаратпăр. Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницине те илсе килеççĕ. Пандеми вăхăтĕнче больницăсенче хĕрлĕ зонăсем тунăччĕ. Ун чухне аманнă çынсене ытларах пирĕн пата илсе килетчĕç. Йывăр пулсан та хамăр ĕçе тивĕçлĕн пурнăçларăмăр. Çав вăхăтра никам та ĕçрен каймарĕ. Кашниех хăйĕн ĕçне турĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Ĕçчен çын ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать
Патăрьел округĕнчи Пикшик уйрăмĕнче вырнаçнă «Батыръ» потребительсен кооперативĕ — нумаях пулмасть ĕçлеме пуçланисенчен пĕри. Апла пулин те хисепе тивĕçме ĕлкĕрнĕ вĕсем. Унăн ертӳçин Василий Алексеевăн ĕç пӳлĕмĕнче Хисеп, тав хучĕ чылай.
«Душ» та кĕртеççĕ «Батыр±» кооперативра сысна пусса тирпейлеççĕ. Выльăха ытларах хамăр республикăран илсе килеççĕ. Унсăр пуçне Ульяновск, Чулхула, Иваново облаçĕсенчен, Мари Элтан, Тутарстанран, Пушкăртстанран та турттараççĕ. Ун валли кооперативăн техника çителĕклĕ. — Потребительсен кооперативне йĕркеленĕренпе кĕçех икĕ çул çитет. Ăна уçма ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев килчĕ. Паянхи самана ыйтакан предприятисене, çĕнĕ проектсене аталантармашкăн пулăшма шантарчĕ вăл. Пилĕк çуллăха палăртнă планпа тăрăшатпăр. Производствăра сысна пусса тирпейлесе хамăрах республикăри лавккасене тата кӳршĕ регионсене леçетпĕр. Кооператива уçсанах пĕрремĕш кунхине — 50 пуç, пурăна киле 100 пуç выльăх пуснă пулсан халĕ вăтамран 180 сысна пусса тирпейлетпĕр. Илсе килсенех пилĕк сехет иртсен вĕсене «душ» кĕртетпĕр, çапла вĕсем пусиччен лăпланаççĕ, — каласа кăтартрĕ Василий Владимировичăн çумĕ Павел Яруков. Сăмах май, предприятири цехсенче пур çĕрте те тасалăх хуçаланать. Çакăнса тăракан тушкасене курмасан кунта выльăх пусаççĕ тесе шухăшламăн та. Йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ Кооперативăн хăйĕн автопарк пур. Ятарласа выльăх леçмелли машинăсене çуса дезинфекцилеççĕ. Санитари нормине пăхăнса ĕçлеççĕ, тавара хамăр республикăри сетьсене тата кӳршĕ регионсене илсе çитереççĕ. Выльăха вара уйрăм кил хуçалăхĕсенчен мар, пысăк сысна комплексĕсенчен çеç илсе килеççĕ. Африка мурĕнчен тата ытти амакран сыхланас тĕлĕшпе кунта йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ: дезбарьер та ĕçлет. Округри выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин кооператив çумне çирĕплетнĕ ветеринарĕсем хăйсен тивĕçне лайăх пурнăçлаççĕ. Выльăха кӳрсе килсен тата тавара кăларса ярас умĕн тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Кооператив ертӳçи Василий Владимирович пысăк ĕçе çамрăклах пуçăннă. Пурнăçра аталанмашкăн хăйне евĕрлĕ мелсем шыранă вăл. Мĕнле специальноç алла илни çинчен ыйтсан нумай калаçмарĕ. Шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнăскер çар тухтăрĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Экзаменсене пурне те «пиллĕкпе» тытнă. Анчах пурнăç урăхла çаврăнса тухнă. — Ир çемье çавăртăм. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Вăрманпа перекетлĕ усă кураççĕ
Юридици сăпачĕсемпе предпринимательсем сутма вăрманта строительствăра усă куракан йывăç хатĕрлессишĕн аукциона хутшăнаççĕ, уйрăм çынсем ăна туянасси пирки килĕшӳ çирĕплетеççĕ. Çак тата хунав лартса вăрман çитĕнтерессипе çыхăннă ыйтусене ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов хуравлама килĕшрĕ.
Хуçалăх валли
— Строительствăна яракан йывăçа касмалли норматив чылайăшне кăсăклантарать. Ăна илессишĕн миçе килĕшӳ тума пулать? — Республикăн 2007 çулхи «Граждансем хăйсен нуши валли каснă чухне вăрманпа усă курмалли йĕрке çинчен» саккунĕпе килĕшӳллĕн пĕр çемьене е пĕччен пурăнакан çынна пурăнмалли уйрăм пӳрт тума йывăç — 100 кубла метр, çав шутра лăсăллине 50% таран, сарай-вите тата ыттине хăпартма — 50 кубла метр, çав шутра лăсăллине 50% таран, параççĕ. Палăртнă саккунпах пĕр çемье е пĕччен пурăнакан çын уйрăм пӳрте юсама йывăç — 30 кубла метр, çав шутра лăсăллине 50% таран, сарай-витене тата ыттине юсама — 20 кубла метр, çав шутра лăсăллине 50% таран, пурăнмалли вырăна вутă çунтарса ăшăтма çулталăкра пĕр хутчен 15 кубла метр илеет. Асăннă категорисем сутма палăртнă йывăçа нормативран сахалрах туянсан илсе çитерейменнине каярахпа ыйтма ирĕк пур. Çак йĕрке чрезвычайлă лару-тăрура — пушарта, çут çанталăк кӳнĕ инкекре, ыттинче — шар курнисене унтанпа икĕ çул иртиччен пырса тивмест. — Харпăр хăйĕн нуши валли хатĕрленĕ чухне килĕшӳ çирĕплетмелли йĕрке мĕнле? — ЧР Министрсен Кабинечĕ 2013 çулта «Харпăр хăйĕн нуши валли йывăç туянасси-сутасси пирки килĕшӳ тумалли йĕркене çирĕплетесси çинчен» йышăну кăларнă. Унтан çакă курăнать: строительствăна явăçтарма е пурăнмалли вырăна вутăпа хутса ăшăтма йывăç туянмашкăн килĕшӳ çирĕплетме ыйтса çырнă заявление ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствине йышăну приложенийĕнче кăтартнă формăпа çитермелле. Министерство ăна тăратнă çынпа килĕшӳ тăвать. Унпа пĕрле паспорт, заявлени айне алă пуснă çын шанса янин тивĕçĕсене тата урăх çын валли йывăç илме пынă çынна çирĕплетекен документсем пулмалла. Çавăн пекех министерствăра стройматериаллăх йывăç кирлине çирĕплетме уйрăм пӳрт тума пуçламашкăн ирĕк панине, ăна юсама тĕллев лартнă тăк пурăнмалли пӳрт хуçин харпăрлăх правине çирĕплетекен документсен копийĕсене кăтартмалла. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Кашнин пултарулăхне шута илсе сăнар хатĕрлет
Муркаш округĕнчи Мăн Сĕнтĕрти В.А.Верендеев ячĕллĕ вăтам шкултан вĕренсе тухакансем улах йăли-йĕркине лайăх пĕлеççĕ. Вĕсен пултарулăхĕпе интернет уçлăхĕнче те паллашма пулать. Унсăр пуçне шкул ачисем улах ларнине Чăваш Енре кăна мар, Мари Республикинче те кăтартнă. Çакăн тавра чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕпе Надежда Варюхинăпа калаçрăмăр.
Ĕлĕк хĕллехи вăхăтра каччăсемпе хĕрсем улах ларнă. Вĕсем пĕччен пурăнакан ватă çын патĕнче пуçтарăннă. Унпа, паллах, маларах калаçса татăлнă. Улах ирттернĕшĕн вутă татса панă, шыв йăтса килнĕ е урăх ĕç туса пулăшнă. Çамрăксем ал ĕçĕ тытнă. Хĕрсем тĕрленĕ, çăм арланă, чăлха-нуски çыхнă, каччăсем çăпата хуçнă. Йышпа юмăç янă. Улаха купăсçăсене чĕннĕ. Вĕсем çитсе кĕрсенех юрă-ташă пуçланнă. Çапла майпа çамрăксем пĕр-пĕрне савăнтарнă. Çав вăхăтрах пурнăç çулĕпе пĕрле утма çын шыранă. Унтан савнисем çемье çавăрнă. Хăш-пĕр чухне ашшĕ-амăшĕ улах ларнине курма килнĕ. Елена Еньккан 6-7-мĕш классем валли хатĕрленĕ «Тăван Ен» кĕнеки улах йăли-йĕркине кăтартмашкăн пулăшнине палăртать Надежда Владимировна. Етĕрне тăрăхĕнчи Мăн Сĕнтĕрте çуралнă, Улăх Шăматра пурăннă кукамăшĕ те хăйĕн çамрăклăхне аса илсе каласа кăтартнă. «Вунă çул каялла шкулта чăваш юррин конкурсне йĕркелеме тытăнтăмăр. Вăл фестиваль пекех пулса кайрĕ. Кашни çулах ирттереттĕмĕр. Çав уява ачасем питĕ кĕтетчĕç. Кашни класра вĕренекенсем уйрăм юрă хатĕрлетчĕç. Сцена çине тухсан ташлама та май тупатчĕç. Çакна курса чăваш халăхĕн йăли-йĕркине кăтартас шухăш çуралчĕ. 2017 çулта 6-мĕш классемпе улах ларнине кăтартмашкăн хатĕрленме пуçларăмăр. Вĕсем юрлама та, ташлама та, вăйă выляма та пултарнине кура шухăшланине пурнăçа кĕртме çăмăл пулчĕ. Ытти чухне те ачасене наци культурипе кăсăклантарас тесе уроксенче вăйă технологийĕпе усă куратăп», — хăйĕн вăрттăнлăхĕсене уçать педагог. Улах кăтартакан пултаруллă ушкăн Мăн Сĕнтĕрти «Янаш» юрăпа ташă халăх ансамблĕпе пĕрле концертсене хутшăннă. Вырăнти артистсем Муркаш тăрăхĕнчи тĕрлĕ яла çитнĕ. Ачасен ăсталăхне ытларах халăха кăтартас, улах ларнине асра хăварас тĕллевпе Надежда Владимировна кĕске фильмсем хатĕрлекен Владимир Галошева чĕннĕ. «Пирĕн шкулта этнографи кĕтесĕ пур. Ку музейре хуçалăхра усă курнă япаласем кăна мар, çи-пуç та вырăн тупнă. Ĕлĕкхи тумтир сцена çине тăхăнса тухма чухах пулчĕ. Çапах унти япаласем çителĕксĕр-çке. Çавăнпах тĕпчев ĕçне пуçăнтăмăр. Ывăлăмсем те мана пулăшрĕç. Ашшĕ-амăшĕ те ачисене ĕлĕкхи çи-пуçпа тивĕçтерме тăрăшрĕ. Хальхи вăхăтра музей фончĕ пуянланчĕ. Ватă çынсем килте упранакан тумтире илсе килеççĕ. Етĕрне тăрăхĕнче тĕпленнĕ анне Любовь Дмитриева чăваш кĕписем тупса парать. Вăл хăй те хитре юрлать. Çамрăк чухне ял халăхĕпе пĕрле чăваш кĕпи тăхăнса сцена çине сахал мар тухнă. Халĕ Советскинчи чиркĕве юрлама çӳрет», — ăнлантарать Надежда Варюхина. Вĕрентекенĕн хăйĕн те ăмсанмалăх чăваш çи-пуçĕ пур. Ĕлĕкхи кĕпе кукамăшĕнченех юлнă. Вĕр çĕнĕскере пуç тĕлĕнчен те касман-мĕн. Çав парнене нумай конкурсра кăтартнă Надежда Владимировна. Чăваш кĕпипе Мускав таранчченех çитнĕ. 2021 çулта Пĕтĕм Раççейри тăван тата вырăс чĕлхине вĕрентекен ăстасен урок ăмăртăвĕнче наци тумĕн хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштарнă. Кукамăшĕн парни ăна малти вырăна тухма пулăшни иккĕлентермест. Вĕрентӳ институчĕн ĕçченĕ Надежда Иванова пулăшнипе капăрлăх хатĕрленĕ. Сулă, çĕрĕ, хăлха çакки, çӳç капăрлăхĕ ăсталанă. Вăхăт иртнĕçемĕн ку ĕçе ачасене, вĕсен ашшĕамăшне явăçтарнă. Зоя Цветкова библиотекарь та пулăшать ăна. Сăмахран, ку тăрăхра шăлтăрмаллă çĕрĕ тума вĕреннĕ. Ăна хальхи укçаран ăсталаççĕ. «Пĕлтĕр Мари Республикинчи Виловатовăри культура керменĕнче Пултăран пасар уявĕнче улах кăтартрăмăр. Залра халăх лăк тулличчĕ. Куракансем çав тери ăшшăн йышăнчĕç. «Маттурсем!» — кăшкăрса хăпартлантарчĕç», — тет вĕрентекен. Ахальтен мар вĕсен пултарулăхĕ çинчен çармăс хаçачĕсенче те çырнă. Муркаш округĕнчи Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче кăçал йăла-йĕрке уявне йĕркелеме пуçланă. Унта чăваш тата çармăс ачисем хутшăннă. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Ачасемпе калаçнă чухне вĕсен вырăнĕнче пулма тăрăшатăп»
Тĕлĕнмелле пултаруллă та хастар хĕрарăм вăл — Елена Елегонова. Ăçтан кăна вăй-хал тупать-ши? Ачасене тарăн пĕлӳ тата тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тăрăшать, тĕрлет, юрлать, ташлать, сăвăсем хайлать… Вăл республикăри «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса та хутшăнать.
Йĕрекенскере çавăтса кĕнĕ Елена Михайловна Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Вĕрентекен пулма мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ. — Эпир, ялти ачасем, учительсене хисепленĕ, вĕсенчен хăранă та. Вĕрентекен пирĕншĕн пур енĕпе те тĕслĕх пулнă. Эпир класра 29-ăн ăс пухнă. Пĕрремĕш учитель, вăрçă ветеранĕ Иван Михайлов яланах асра. Пĕрремĕш класа пуçласа кайсан шкул хапхи патне çитрĕм те кĕме тăтăм. Ман пекех пĕрремĕш класа килнĕ арçын ача, вăл манран çӳллĕрех, тĕреклĕрехчĕ, «Шкула мĕн тума килтĕн? Эсĕ пĕчĕк, çитĕнсе çитмен, киле кай», — тесе çула картларĕ. Эпĕ, кун пеккине кĕтменскер, йĕрсе ятăм. Çав вăхăтра урам вĕçĕнчен Иван Васильевич утса килчĕ те мана, макăраканскере, алăран тытса çавăтса кĕчĕ, пĕрремĕш парттă хушшине лартрĕ. Çав вырăнта виçĕ çул лартăм, — ачалăха куç умне кăларчĕ вăл. — Ватă пулсан та кашни ачапа пĕр чĕлхе тупма пултаратчĕ пĕрремĕш вĕрентекен. Ятласан, эппин, темĕскер тĕрĕс мар тăватпăр тесе шухăшлаттăмăр, йĕркене кĕме тăрăшаттăмăр. Иван Васильевичăн кашни сăмахне тимлĕн итлеттĕмĕр. Вăл уроксене питĕ лайăх ăнлантаратчĕ, шӳтлеме те, çав вăхăтрах ыйтма та пултаратчĕ. Тепĕр пулăм та асрах: эпĕ васкаса çыраттăм, çакна курса Иван Васильевич мана: «Лена, чарăн-ха, сан сас паллисем пулеметран вĕçнĕ пекех вĕçеççĕ», — тесе асăрхаттаратчĕ. Питĕ ырă кăмăллă, ачасене юратакан педагог пек асра юлчĕ вăл. Лайăххипе кăна аса илетĕп пĕрремĕш вĕрентекенĕме. Анчах 3-мĕш класра ăс пухнă чухне, вĕренӳ çулĕн вĕçĕнче, вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Пĕтĕм шкулĕпе ăна юлашки çула ăсатма кайрăмăр, юратнă учительпе уйрăлнăшăн куççульпех йĕтĕмĕр. Кĕçĕн классенчен вĕренсе тухсан Елена Михайловна малалла Кĕчкей шкулне кайнă. Кунта та тăрăшса вĕреннĕ вăл. — Пĕр учителе те япăхпа асăнаймăп. Вĕсем маншăн пурте питĕ лайăхчĕ, — сăмах çăмхине сӳтрĕ маттур хĕрарăм. — Историе Алексей Данилов вĕрентетчĕ, вăлах манăн класс ертӳçиччĕ. Çав тери нумай кĕнеке вулама хушатчĕ. Вырăс чĕлхин урокĕсене Лидия Степанова ертсе пычĕ. Сăн-пит енчен те, кĕлеткерен те пăхса ытараймалла мар илемлĕ хĕрччĕ. Темăна ăнлантарнă хыççăн заданисем паратчĕ, эпĕ вĕсене питĕ хăвăрт пурнăçлаттăм та ыттисене кĕтсе ларма тиветчĕ. Ахаль ларас килместчĕ те ӳкерме тытăнаттăм. 7-8- мĕш классенче-ши — вĕрентекен хушнине туса пĕтертĕм те тетрадь хыçне чӳрече умĕнче тăракан Лидия Вячеславовнăна ӳкерме тытăнтăм. Хамăн шухăшсемпе вăл мана ыйту панине те илтмен. Çавăн чухне питĕ намăс пулчĕ. Халĕ ачасемпе ĕçленĕ май ытлашши хытă калас мар тесе тăрăшатăп — шухăша путсан ача урокра та çухалса кайма пултарать-çке. Кĕчкей шкулĕнче 8 класс пĕтерсен Елена Михайловна Хуракассинчи пĕлӳ çуртне çул тытнă. Карапашран 8-9 çухрăмра вырнаçнăскере шкул ачисем ир-ирех тухса утнă. Кун кĕскелсен интерната юлнă. Çуркуннепе каллех çуран утнă. 9-мĕш класа куçсан Елена Михайловна амăшĕсĕр тăрса юлнă. Çакă унăн пурнăçне улшăнусем илсе килнĕ. Шкул пĕтерсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕрес ĕмĕтлĕскер ĕç тупасси пирки шухăшлама тытăннă. Аппăшĕпе йыснăшĕ малаллах вĕренме хистенĕрен пултаруллă хĕр педагогика училищине çул тытнă. Мĕншĕн аслă шкула мар? Унăн хăвăртрах вĕренсе тухса ĕçлеме пуçлас килнĕ. Алла диплом илсен Елена Елегонова Урхас Кушкă ялĕн¬чи ача садĕнче вăй хума тытăннă. 34 çул шăпăрлансене тĕрлĕ енлĕн аталанма пулăшнă вăл. Тăрăшулăхне кура 2010 çулта ЧР Президенчĕн грантне тивĕçнĕ. 2011 çулта республика шайĕнче иртнĕ «Çулталăк воспитателĕ» конкурсра лауреат пулса тăнă. Унччен район шайĕнче темиçе хутчен те çĕнтерӳçĕ пулнă. Ĕçленĕ хушăра ĕмĕтне те пурнăçланă, аслă шкулăн вырăс филологийĕпе литература факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Вĕрентӳ институчĕпе тачă çыхăну тытса 10 çула яхăн сăнавлă 3 лапам ертӳçинче тăрăшнă. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Сăмахне яланах тытатчĕ
«Хам çуралса ӳснĕ Тренккассине, тăван шкула пурпĕрех тивĕçлĕ шая кăларăп», — тенĕ Дмитрий Семенов пурăннă вăхăтра. Çав сăмахсене ахальтен каламан ĕнтĕ вăл. Çирĕп тĕллевлĕскере пурте хисепленĕ, вăл чăн-чăн арçын пулса тăнă. Тата мăн кăмăлланманни, яланах çынпа пĕрле пулма тăрăшни те ыттисене ун патне туртнă.
Ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах Дмитрий Семенов малтисен ретĕнче пулнă. 32 çулти гварди майорĕ ятарлă тĕллевлĕ отряда ертсе пынă. Хăйĕн ушкăнĕнчи салтаксен пурнăçĕшĕн яваплăха туйнă, хаяр çапăçусенчен пурне те ырă-сывă кăларма тĕллев лартнă. Чăнах та, ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнчи пĕр çапăçура тăшман хупăрласа илсен салтаксене çăлнă вăл, хăйĕн пурнăçне хĕрхенмесĕр… Пысăк паттăрлăхшăн ăна Раççей Геройĕн ятне панă. Дмитрий Семенов Шупашкар районĕнчи Тренккассинче çуралса ӳснĕ. 1996 çулта çак ялти пĕлӳ çуртĕнче вĕренме тытăннă. Хăйĕн тăван шкулне питĕ юратнă. 11-мĕш класс хыççăн Новосибирск хулинчи аслă çар училищинче вĕреннĕ вăхăтра та унта пырса çӳренĕ. Палăртмалла: çак училищĕри Геройсен аллейинче халĕ Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлне Дмитрий Семенова халалланă палăк та пур. — Дима яланах малти ретре пулма тăрăшатчĕ, — аса илет шкул директорĕ Нина Нестерова. — Юлташĕсене инкекре нихăçан та пăрахман, кашнинчех май пур таран пулăшатчĕ. Сăн-питĕнче ялан йăл кулă çиçетчĕ. Вăл хуйхăрса, макăрса çӳренине нихăçан та курман. Ачасене ертсе пыма, тĕслĕх кăтартма тăрăшатчĕ. Йышпа ӳкерĕннĕ сăн ӳкерчĕксене пăхсан та вăл ялан варринче пулнине асăрхатпăр. Ку та вăл ачасене хăй тавра пуçтарма пĕлнине кăтартать. Шкулта вĕреннĕ чухнех Дима спортпа туслăччĕ. Чылай ăмăртăва хутшăнатчĕ, ялан малтисен шутĕнчеччĕ. Хирĕçсе, тавлашса çӳрекен ача пулман. Хирĕçӳ-тавлашу тухсан лăплантаратчĕ, ачасене пĕр сăмах тупма пулăшатчĕ. Уроксенче те хастарччĕ, ыйтусене хăюллăн хуравлатчĕ. Акăлчан чĕлхине тăрăшса вĕренетчĕ. Дмитрий Семенов тăван ялĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине йĕркелеме ĕмĕтленнĕ, анчах ĕлкĕреймен. Халĕ çак ĕçе юлташĕсем малалла тăсаççĕ. Патвар каччă тăватă енлĕ çар кĕрешĕвĕ енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ пулнă, альпинизмпа кăсăкланнă, сывлăш десант тата шыва анассипе инструкторта тăрăшнă. Тренккасси шкулĕн ачисемшĕн вăл ырă тĕслĕх пулса тăнă. Хăйĕн хастарлăхĕпе, паттăрлăхĕпе чăн-чăн арçыннăн мĕнле пулмаллине кăтартнă. — Дима ытларах чухне 9-11-мĕш классемпе калаçу урокĕсем йĕркелетчĕ. Çак ӳсĕмри ачасем шкултан вĕренсе тухса пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленеççĕ вĕт. Арçын ачан хальхи вăхăтра мĕнле пулмалла, ăçта вĕренме каймалла, хăш енсене ытларах аталантармалла — çак ыйтусен хуравĕсене тупма пулăшатчĕ Дима. Вĕрентекенсемпе те яланах тĕл пулса калаçатчĕ. Хăш чухне пире мĕн те пулин тума вăхăт çитейменни чăрмантарать. Димăран ун пеккине нихăçан та илтмен. Шкула кĕрсе тухма яланах, 5 минутлăх та пулин, май тупатчĕ. «Эпĕ сирĕн пата çитетĕпех, калаçăпăр, ыйтусене сӳтсе явăпăр», — тетчĕ. Чăнах та, сăмахне тытатчĕ, — аса илет Нина Вениаминовна. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас