Хыпар 64 (27943) 15.06.2022
Карттăра – Раççейĕн пĕтĕм мăнаçлăхĕ
Иртнĕ эрнери паллă пулăмсенчен пĕри Раççейĕн тĕрленĕ карттине халăх патне çитерни пулчĕ. Унпа çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче паллаштарчĕç. Мĕн вăл пирĕншĕн — Раççейĕн тĕрленĕ картти?
Йăли-йĕрки тĕрлĕрен пулсан та
Чи малтанах искусство произведенийĕ пек йышăнатпăр ăна. Мĕншĕн тесен унта Раççейре пурăнакан вун-вун халăхăн тĕрĕ культури, йăли-йĕрки сăнланнă. Çавăн пекех вăл Тăван çĕршывăн кун-çулĕпе, аталанăвĕпе те паллаштарать. Авалхи геометриллĕ эрешсем — ромбсем,хĕрессем, çăлтăрсем, пурнăç йывăçĕсем — Раççейри чылай халăхăн пĕрешкел. Вĕсем тĕнче мĕнле пуçланса кайни пирки каласа кăтартаççĕ. Çав эрешсене тĕрĕ ăстисем авалхи ал шăллисенчен, кĕпесенчен, саппунсенчен, сĕтел çиттисенчен, сурпансенчен, ытти япаларан илнĕ.
Сăмахран, Новосибирскри маçтăрсем Пирĕн эрăчченхи 4-3 пин çул маларахра усă курнă тăм чӳлмексенчисене çĕнĕ пурнăç парнеленĕ. Çак савăтсене вырăнти археологсем облаçра ирттернĕ экспедицисенче тупнă. Карелири, Мускаври, Кабарда-Балкарти ăстасем хăйсен чаплă ĕçĕсене ытларах чухне ылтăн çиппе тĕрлеççĕ. Вĕсен чĕлхи, тĕнĕ, йăли-йĕрки тĕрлĕрен пулсан та алла йĕппе çип илсен вĕсем пĕр-пĕрне питĕ аван ăнланаççĕ. Çав вăхăтрах Шупашкарта кăтартнă карттă çинче хăйне евĕрлĕх те питĕ нумай. Тĕслĕхрен, Вологда маçтăрĕсен «чĕнтĕрлĕ» тĕррине, Чулхуласен гипюрне, Владимирсен яка, Тамбовсен хĕресле тĕррисене тата ыттисен тĕлĕнмелле çĕввисене никамăннипе те пăтраштараймăн. Çак пуянлăха пирĕн тĕрленĕ карттă çинче курма пулать.
Нумай нациллĕ регионсем унта пурăнакан тĕп халăхсен тĕп элемĕсене те палăртса хăварнă. Сăмахран, Астрахань, Самар, Ульяновск, Пенза облаçĕсен маçтăрĕсем чăвашсен, тутарсен, ирçесен, мăкшăсен, пушкăртсен, украинсен, ытти халăхăн кăна пур эрешĕсене те сăнланă. Çапла майпа Раççейĕн тĕрленĕ картти пирĕн Тăван çĕршывăн нумай енлĕхĕн пĕрлĕхне уçса парать. Пĕр-пĕринчен уйрăлса тăракан эрешсем эпир тĕрлĕрен пулнине, пĕр пеклĕхсем вара пирĕн тымарсем пĕр кăкран тухнине ĕнентереççĕ.
Куçа курăнман çипсем
Тавах çакăншăн «Раççейĕн тĕрленĕ картти» проект пуçаруçисене. Ун пирки иртнĕ çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче — Чăваш тĕррин кунĕнче — ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев сăмах тапратнăччĕ. Акци кăçалхи кăрлачра пуçланчĕ. Икĕ-виçĕ уйăхра регионсенчи 200 ал ăсти хăйсен тăрăхĕсен карттине тĕрлесе Шупашкара ярса панă. Кунта вара «Паха тĕрĕ» фабрикăн пикисем çав пайсене пуçтарса 3х6,7 лаптăклă «лапам» туса хунă. Вăл 50 килограмм таять. Çак пуянлăха Чăваш патшалăх филармонийĕнче Олег Николаев çапла хак пачĕ: «Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕнче эпир питĕ пысăк ĕç пурнăçларăмăр. Раççей Президенчĕ çĕршыва инфратытăмлă проектсемпе «çĕлемеллине» аса илтерсе тăрать. Эпир вара ăна пирĕн йăла-йĕркепе — куçа курăнман çипсемпе — çыхăнтартăмăр», — терĕ. Çакăнтан лайăхрах тата мĕн калăн? Презентацие Раççей халăх артистки Надежда Бабкина та хутшăнчĕ. Унăн шухăшĕпе, проектăн пĕлтерĕшĕ унта кашни халăх хăйĕн чунне, юратăвне, вăйне, ырăлăхне хывнинче. Чăнах та çапла-çке: унта тĕрлĕ нацин хăйĕн тĕлĕнтермĕшĕ, вăрттăнлăхĕ пур. Вĕсене пурнăçлаканĕсем — çынсем. Çав ырлăх-пурлăх вара пирĕн тĕрĕллĕ карттăра сăнланнă.
Раççейĕн тĕрленĕ картти çĕршыв регионĕсене пĕрлештерекен пысăк проект пулса тăчĕ. Эпир хамăрăн ылтăн алăллă ăстасемпе мăнаçланатпăр. Тĕрлеме хутшăнакансенчен чи асли 82 çулта, кĕçĕнни 16-ра пулнă. Ку та историре çырăнса юлĕ. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Надежда БАБКИНА: Сирĕн патра çуралнă шухăшсем Раççейшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ
Надежда Бабкина Шупашкара килнĕ кунхинех, çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Çамрăксен театрĕнче пресс-конференци ирттерчĕ. Унта Надежда Георгиевнăпа пĕрле килнĕ пултарулăх коллективĕсен представителĕсем, ЧР культура министрĕ Светлана Каликова хутшăнчĕç.
«Чăваш Ен пире вокзалтанах лайăх кĕтсе илчĕ. Вăранса пуйăсран антăмăр кăна — уяв пуçланчĕ те. Унта юрлаççĕ, ташлаççĕ… Халăх вакунсенчен тухса сăнаса тăчĕ. Хăнасене эсир çапла тарават кĕтсе илетĕр, — алла микрофон илсен тӳрех ăшри туйăмĕсене пĕлтерчĕ паллă юрăç. — Ку фестивальпе эпир сирĕн патра 10-а яхăн çул каялла пулнăччĕ. Ун чухнехи савăк самантсем халĕ те асрах. Эпир вăрманта санаторире пурăнтăмăр. Ман айра кухньăччĕ, хам валли темĕн пĕçереттĕм те. Йĕри-тавра илемлĕ çут çанталăк хуçаланатчĕ. Репетицисем те кунтах ирттереттĕмĕр. Атăл заливĕнчи мероприятисене мĕн чухлĕ çын пуçтарăннăччĕ… Пĕлтĕр эпир фестиваль ирттерме пуçланăранпа 15 çул çитнине паллă турăмăр. 16-мĕшне хăш региона каяссине палăртнă чухне Мускавра ЧР культура министрĕпе Светлана Каликовăпа тĕл пултăмăр. Ку пирĕншĕн хăйне евĕр паллă пулчĕ. Чăвашсем сĕннĕ проект савăнтарса тĕлĕнтерчĕ. Пĕчĕк регионта çуралнă шухăшсем мана питĕ килĕшрĕç. Кунта сирĕн чăнах та генисем пурăнаççĕ. Маншăн, Чăваш Еншĕн кăна мар, çĕршывшăн та питĕ пĕлтерĕшлĕ вĕсем. Вара фестивале сирĕн патра ирттерме калаçса татăлтăмăр. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та пире хапăл пулчĕ. Фестиваль программи питĕ вăйлă, савăк. Тĕрленĕ карттăпа çыхăннă проект хăех мĕне тăрать! Вăл пирĕн çĕршыва сăнлать. Унăн пуçламăшĕ вара — кунта. Чун хавалĕпе пуçарнă пĕчĕк ĕç океан пек капаш сарăлчĕ. Вăл юратупа, ырă туйăмсемпе, хăйне евĕрлĕхпе тулчĕ. Пĕтĕм Раççей халăхĕ пĕрлĕхре вăйлă пулнине кăтартать. Тĕнчери хальхи тăнăç мар пурнăçра ку уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн никам умĕнче те тӳрре тухма тăрăшмалла мар. Малалла пурăнмалла, савăнмалла, ĕçлемелле. Эпир пĕлетпĕр: ырри усала çĕнтеретех. Усала мĕн чухлĕ ытларах ырăпа тавăратăн, çавăн чухлĕ лайăхрах пулать. 21-мĕш ĕмĕрте аталану енчен эпир питĕ мала кайрăмăр та халăх пултарулăхĕ манăçа тухса пырать теççĕ. «Çӳлтисем» кун çине тимлĕх уйăрмаççĕ имĕш. Эпĕ çапла шухăшлакансемпе яланах кĕрешетĕп. Пирĕн фестиваль халăх жанрĕ пурăннине çирĕплетет те. Вăл ĕмĕрлĕх тупра, нихăçан та çухалмасть».
Светлана Каликова халăх артисткине пĕтĕм чăваш халăхĕ ятĕнчен тав турĕ. Чăваш çĕрĕ ăна, унăн ушкăнне яланах хапăл пулнине палăртрĕ. «Раççейри халăх еткерлĕхĕн çулталăкне халалласа нумай мероприяти ирттереççĕ. 36-шне çĕршыв Правительстви çирĕплетнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ — «Раççей юррисем» фестиваль-марафон, «Раççейĕн тĕрленĕ картти», Пĕтĕм Раççейри ача-пăча фольклориади — пирĕн патра иртеççĕ», — аса илтерчĕ Светлана Анатольевна.
Малалла Надежда Бабкина журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
— Надежда Георгиевна, эсир театр уçма епле шухăшларăр?
— «Русская песня» ансамбль йĕркеленнĕренпе пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче 45 çул çитрĕ. Анчах эпир хамăра 45-ри пек туймастпăр. Харсăрланас, темĕн те пĕр шухăшласа кăларас килет. Вăй-хал тапса тăрать. Театр уçасси — ача чухнехи ĕмĕт. 6-ра чухне пĕлтĕм: эпĕ артист пулатăп. Кăмака айĕ маншăн театрччĕ. Унта сак çинче – пуканесемччĕ. Эпĕ вĕсемпе калаçнă, юрланă, сăвă каланă. Пуканесене тумлантарнă, капăрлатнă. Аннен кĕпине касса вĕсем валли кĕпесем çĕленĕ… Нумаях пулмасть интернетра 1998 çулхи концерта пăхрăмăр. Хама паллаймарăм. Манпа пĕрле ларакан хĕрсем: «Вăл хăй пĕр театр!» — терĕç. Вара каллех театр уçас шухăш канăç памарĕ. Ăна пурнăçларăм! Спонсор тупрăм. Патшалăх укçине пĕр тенкĕ те пĕтермерĕм. Мускав варринче 1000 вырăнлă театр уçрăм. Унта профессионал артистсем выляççĕ, драмăсем лартатпăр. «Русская песня» ансамбль вĕсене музыка енĕпе илемлетме пулăшать. Пĕтĕмпех килĕшӳллĕ, çураçуллă. Халĕ çĕнĕ сезона хатĕрленетпĕр ĕнтĕ.
— Сирĕн ансамбль артисчĕсем мĕнле регионсенчен тухнă?
— Пирĕн «Понаехали!» спектакльти пекех — таçтан та килнĕ. Пĕрремĕшĕ — эпĕ, Астраханьтен, ирĕклĕ казачка. Сочи, Ижевск, Инçет Хĕвел тухăç, Белгород, Таганрог, Тверь облаçĕ, Иркутск, Воронеж… Пĕтĕм Раççей. Музыка материалĕ тĕлĕшĕнчен пăхас тăк, ку пире питĕ пулăшать. Коллектива килнĕ кашни çын хăйсен тăрăхĕнчи йăла-йĕркене илсе килет. Ку — пысăк пуянлăх. Удмурт хĕрĕ мĕнле кăна юрă пĕлмест? Эпир ăна çĕнететпĕр те чаплă номер пулса тухать. Коллективра пурин те музыка енĕпе аслă пĕлӳ пур. Кастингсем тăтăш иртеççĕ. Хулăн альт сасăллă çынна шыратпăр, манăнни пекрех сасă вăл. Темиçе академире итлерĕмĕр. Тен, сирĕн регионта тупăпăр? Вара Чăваш Енпе те кĕпер хывăттăмăр.
— Сцена çине тухиччен пурнăçламалли йăла пур-и сирĕн?
— Пурте пĕрле карталанатпăр та алăсене пĕрлештерсе: «М-м-м…» — тесе пăлханăва, япăххине шалтан кăларатпăр. Вара йăл кулса, телейлĕн çиçсе сцена çине тухатпăр.
— Марафонпа кунта киличчен чăваш фольклорне тĕпченĕ-и?
— Паллах! Эпир маларах хатĕрленетпĕр. Кунта пĕрремĕш хут мар вĕт. Мĕнле коллективпа, мĕнле материалпа ĕçлемеллине пĕлмелле пирĕн. Вара хăвăртах пĕр чĕлхе тупатăн. Эпир хамăр ĕçе ячĕшĕн тумастпăр. Пахалăх кирлĕ. Хамăршăн та, кураканшăн та.
— Чăваш Ен тесен чи малтан мĕн аса килет?
— Каларăм ĕнтĕ: вăрманта эпир пурăннă вырăн, юрланă лапам… Йĕпреç районĕнче тĕлĕнмелле хитре уй курнăччĕ. Пĕр витре салтак тӳми /ромашка/ парнелерĕç. Пĕтĕм сцена çав чечек ăшĕнчеччĕ, куракансем унран кăшăл туса тăхăннăччĕ. «Ромашки, ромашки, ромашки-цветы…» — юрласа ярас килнĕччĕ. Халăхпа калаçма çав тери юрататăп. Эпĕ кунта килсен суту-илӳ центрĕсем тăрăх çӳренĕччĕ. Ятарласа халăхпа калаçма. Вокзалта кĕтсе илнĕ хыççăн хăна çуртне кайнă чухне: «Çакăнта универмаг пурччĕ, унта эпĕ мамăк туяннăччĕ. Кĕрсе тухмаллах», — терĕм. Асра юлни нумай. Чи пахи — халăхпа калаçни, вĕсем пирĕнтен ютшăнманни. Кашни регионтах тĕлĕнмелле çынсем пур. Ставрополь крайĕнче шап-шурă çӳçлĕ кинемей пычĕ те: «Тепре сире кун пек çывăхран курасси пулмасть пуль. Мана ача чухне кукамай юрласа кăтартнă юрра парса хăварас тетĕп сире», — терĕ. Çавăн пек юрăсене çыртаратпăр та кирлĕ самантра хамăр репертуара кĕртетпĕр. Кун пек тĕлпулусем ахальтен иртмеççĕ, историпе тĕл пулнăн туйăнаççĕ. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Импорт вырăнне – хамăрăн:
вездеходран пуçласа… труççи таран
Раççейре импорт продукцин хамăр çĕршыври аналогĕсене шырама пулăшакан портал ĕçлесе кайнă. Кун пирки республикăн Промышленноç министерстви пĕлтерет. Çакă импорта Раççей таварĕсемпе улăштарас енĕпе çĕршывра анлă ĕç пуçарнине тепĕр хут çирĕплетет. Паллах, ку Чăваш Ене те пырса тивет — ютти вырăнне хамăр патра туса кăларнин йышăнмалла. Хирĕçлеймĕн: çакă наччас пулакан ĕç мар, анчах ĕçе пуçăнни паха — пирĕн импортсăр пурăнма хăнăхмаллах.
Йывăр тесе пуç усмастпăр
Асăннă портал — произведенов.РФ, ăна Сбер площадкипе çыхăнтарнă. Вăл автомат мелĕпе ĕçленине кура тĕрлĕ продукци производителĕсене саккасçăсене импорта хамăрăн продукципе улăштарас енĕпе мĕн кирлине самантрах пĕлме май парать. Поставщик техзаданипе паллашать те хăйĕн сĕнĕвне парать. Порталпа усă куракансемшĕн çĕнĕ рыноксем уçăлаççĕ. Сервис хальччен чикĕ леш енчен кӳнĕ продукци аналогне хамăр çĕршывра тупма, шанчăклă çĕнĕ контрагентсемпе ĕçтешлĕх йĕркелеме пулăшать.
Анăç Раççей тĕлĕшпе санкцисем палăртса пирĕн экономикăна ура хума тĕллев тытни паллă, çакă тӳрре тухманнине курса ĕненме ĕлкĕртĕмĕр. Паллах, йывăрлăхсем тухса тăчĕç — унсăр мар, анчах импортран хăтăласси çăмăл пулмасси малтанах паллăччĕ. Наркотик авăрне лекнĕ çыншăн унтан тухасси йывăр теççĕ вĕт — кунта та çавах… Йывăр тесе çав авăртах юлмаллаччĕ-и, хамăрăн производство çине алă сулса ют çĕршывсенех пăхăнмаллаччĕ-и? Ку наркомана сипленин усси çук тенĕнех пулатчĕ вĕт — çапла мар-и?
Кăçалхи пĕрремĕш кварталта Чăваш Енре промышленноç производстви иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 2,6% хушăннă. Ӳсĕм пысăк мар теме те пулать. Анчах нарăс вĕçĕнче Раççей Донбаспа Луганск халăх республикисенче ятарлă операци пуçарнине, çакăн хыççăн Анăç хаяр санкцисене вĕскĕртсе янине асра тытар. Промышленноç вара чакман кăна мар, хушăннă та. Çĕнĕ рынок условийĕсенче чикĕ леш енчи компанисенчен чылайăшĕ пирĕн патран пăрахса кайрĕ, вĕсем пушатнă вырăна хамăрăн предприятисем йышăнаççĕ, асăннă ӳсĕм çакăнпа сăлтавланни куçкĕрет.
Пĕрремĕш кварталтах хăш-пĕр предприяти импорта хамăрăн продукципе улăштарас тĕллевпе хăйсен продукцийĕн ассортиментне çĕнетме, çĕнĕ продукци кăларма пуçламашкăн мехел çитернĕ. Чылайăшĕн умне ют çĕршывсенчи партнерĕсем комплектлакан хатĕрсемпе, пайсемпе тивĕçтерме хирĕçленине кура йывăрлăхсем тухса тăнă, çакна шута илсе вĕсем хайхи пайсене Раççей аналогĕсемпе улăштарассине суйласа илнĕ. Çав шутра вĕсен производствине хăйсен площадкисенче йĕркеленисем, ку енĕпе çине тăрса ĕçлекенсем те пур.
Влаç тытăмĕсем айккинчен кăна сăнаса тăманни паха. Промышленноçа пулăшас тĕллевпе ЧР Промышленноç министерстви Промышленноç аталанăвĕн фончĕпе пĕрле «кризиса хирĕç пакет» хатĕрленĕ. Комплектламалли импорт хатĕрсемпе пайсене хамăр патра туса кăларма пуçласси тăкаклă, çавна май çак ĕçпе çыхăннă наукăпа тĕпчев, сăнавлă партисен производстви, ытти валли кирлĕ расхутсене саплаштарма çăмăллăхлă кредит парассине йĕркеленĕ.
Кăрлач-ака уйăхĕсенчи производство индексĕ ӳсĕмлĕ пулнинче промышленноç министрĕ Александр Кондратьев çак тапхăрта предприятисемпе пĕрле пурнăçланă ĕç кăтартăвне курать: «Йышăннă мерăсем усса кайрĕç. Вĕсем регион предприятийĕсене хăйсен технологи процесĕсене çĕнĕ условисемпе килĕшӳллĕн çĕнĕлле хăвăртах йĕркелеме пай пачĕç. Унсăр пуçне предприятисем пирĕн пулăшупа хастар усă кураççĕ, эпир çакăн кăтартăвне куратпăр, ку ĕçе малалла тăсатпăр».
Сери прототипран пуçланать
Ансат кăна тĕслĕх: предприятисем импорта хамăрăннипе улăштарма ăнтăлни суя маррине Шупашкарти «Манăн бизнес» центрта вырнаçнă прототипировани центрĕн ĕçĕ те çирĕплетет. Юлашки уйăхсенче республикăри предприятисем çак центртан пулăшу нумай ыйтаççĕ. Сăмах идейăна прототипа çавăрасси, унтан сери производствине йĕркелесси пирки пырать. Çак центра шăпах импорта хамăрăн продукципе улăштарас ĕçе кӳлĕннĕ предприятисем валли йĕркеленĕ, вăл машиностроени енĕпе инновацисен прототипĕсене хатĕрлес енĕпе ĕçлет. Предприятисем ыйтнипе кунта вĕсене кирлĕ изделисен пирвайхи тĕслĕхĕсене хатĕрлеççĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас