Хыпар 61 (27940) 07.06.2022
Юрăсăр тырă та шăтмасть
Çапла каланă пирĕн ватăсем. Асăннă каларăш çут çанталăкпа çын тачă çыхăнура пулнине лайăх çирĕплетет. Чăвашсен ламран лама пыракан уявĕсенчен пĕри — Акатуй та — çакна ĕнентерет. Ун пирки илемлĕ йĕркесем те шăрçаланă: «Тăван çĕр — тăван анне! Çӳлелле пăхать савса! Çӳлти пĕлĕт вăл атте! Çупăрлать çĕре савса. Пит илемлĕ-çке: çилпе йывăç-курăк авăнать! Тимлесех уйра ирпе Çут çанталăк туй тăвать».
Совет Акатуйĕ хыççăн чăн уяв пуçланатчĕ
Акатуя совет саманинче ĕçпе юрă тата спорт уявĕ пек паллă тунăран вăл малтанхи, мăн-мăн асаттесемпе асаннесен ырă йăлинчен пăрăнса кайнă. Пĕчĕк чухне унта эпир пылак çимĕç туянса çиессишĕн туртăнаттăмăр. Кăштах аслăлансан маттур çамрăксем вăй виçнине, инçĕшне чупнине курса киленеттĕмĕр. Ачапча валли урăх нимĕн те пулман темелле. Тепĕр çĕрте каруççелпе ярăнтарни пирки илткеленĕ-ха. Çавăнпа манăн ачалăх асăмра ытларах спортпа çыхăннă самантсем юлнă. Сăмахран, Олимпиадăра хăвăрт утас енĕпе бронза медале тивĕçнĕ Владимир Андреевăн ашшĕ Василий тете кашни Акатуйрах инçĕшне чупса парнесене тивĕçетчĕ. Хальхи пек ятарлă пушмакпа мар, темиçе çухрăма вăл çара уранах парăнтаратчĕ.
Ялти пултарулăх коллективĕсем юрлатчĕç тата. Мĕнле юрăсене-и? Совет композиторĕсенне, партие мухтаса çырнисене. Сцена çинчен юрласа, калаçса, парне илсе аннă хыççăн тепĕр пурнăç чĕрĕлнĕн туйăнса каятчĕ. Тĕп мероприяти иртекен вырăнтан таçта аяккинче хĕрсем вăйă картине тăратчĕç. Çак самант та хăй патне магнит пек туртатчĕ. Пикесен тунсăхлă та уçă сасси халĕ те хăлхара янăранăн туйăнать. Шăпах çакă мар-и-ха çынпа çут çанталăк çыхăнăвĕ? Мĕншĕн çак пулăм ун чухне Акатуй вĕçленнĕ хыççăн кăна пурнăçланма пултарнă-ха?
Улăпсенчен — улпутсем
Чăвашсен паллă мăчавăрĕ Никифор Наумов Акатуй йăли-йĕркине аван пĕлетчĕ. Ятарласа та калаçтарнăччĕ ăна. Çав йăлапа çыхăннă хăш-пĕр саманта аса илни питĕ вырăнлă пулĕччĕ. Пирĕн несĕлсем Акатуя Мăнкун иртнĕ хыççăнах хатĕрленме пуçланă. Ял хуçалăх хатĕрĕсене юсанă, вăрлăха тĕрĕсленĕ. Ака уйăхĕнче, сухана тухас умĕн, сăра вĕретнĕ, ытти апат пĕçерсе хатĕрленĕ. Чи çывăх тăвансене, кӳршĕсене хăнана чĕннĕ. Тулăх тыр-пул, йышлă выльăх-чĕрлĕх, сывлăх ыйтса Турă ячĕпе кĕлĕ вуланă, унтан хатĕрленĕ апат-çимĕçе пĕрле çинĕ. Уяв мĕнле чаплă иртет, тыр-пул тухăçĕ те çапла пуян пулассине ĕненнĕ.
Акатуйăн тата пысăк пĕлтерĕшлĕ, савăнăçлă пайĕ çурхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн пулнă. Урам тăрăх юлан утçăсем вĕçтерсе иртнĕ. Вĕсем тĕрлĕ ăмăртура çĕнтернисем валли парне пуçтарнă. Çамрăксен аллинчи вăрăм патак çине хĕрсем хăйсен ал ĕçĕсене — тĕрленĕ ал шăллисене, пиçиххисене — çыхнă. Каччăсем ăмăртусене хутшăнма хатĕрленнĕ. Уяв ял хĕрринчи улăхра иртнĕ. Тĕрлĕ енлĕ тупăшусене — инçĕшне чупассине, çӳллĕшне сикессине, кĕрешĕве, ухăран перессине, ыттине — ачапчаран пуçласа ватăсем таранах хутшăннă. Кĕрешӳ паттăрĕсене такапа чысланă. Çамрăксем Акатуйра каçченех савăннă, аслисем киле таврăнса хăна пуçтарнă. Ăмăртусенче паттăрсем, улăпсем çĕнтернĕ терĕмĕр. Тахçан авал çав улăпсем йăх пуçĕсем — улпутсем — пулса тăнă. Акатуйăн пĕлтерĕшĕ çакăнта та — йăх-тымара тăсма пултаракан çирĕп, шанчăклă çынсене тупса палăртассинче те — пулнă. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Атăл тăрăх ытти хулана та çитĕпĕр
Çулла çитрĕ. Анчах хĕвеллĕ çанталăкпа пĕрлех вăл хăрушлăхне те илсе килет. Шел те, шывра путакансен, чӳречерен ӳкекен ачасен шучĕ çак тапхăрта палăрмаллах ӳсет. «Çулла — лайăх. Анчах унăн та хăрушă енĕсем пур. Çавăнпа асăрханулăх пирки пĕр самантлăха та манмалла мар, — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунхи канашлăва уçнă май. — Чӳречесене хӳтĕлев хатĕрĕсем вырнаçтарманран шар куракан чылай. Пĕвесемпе кӳлĕсенче те сыхланмалла. Çавăнпа профилактика мероприятийĕсене çине тăрсах йĕркелемелле. Пирĕншĕн пĕр ача вилĕмĕ те — питĕ хăрушă».
Юлашки гектарсем юлнă
Аграрисемшĕн ку çул, чăннипех те, пысăк тĕрĕслев пулчĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Фролов палăртнă тăрăх, юлашки вунă çулта пуçласа çур акине кая юлса тытăннă. Çапах яваплă тапхăра ирттерме тĕплĕ хатĕрленнĕрен уй-хир ĕçĕсене вăраха тăсса яман. Хальхи вăхăтра 12 муниципалитетра акана вĕçленĕ. Ытти районта та юлашки гектарсем çинче тăрăшаççĕ. Çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 210,8 гектар акнă. Техника культурисем 29,1 гектар йышăнаççĕ. Сергей Фролов пĕлтернĕ тăрăх, аграрисем палăртнă тĕллевсене — лаптăксене пысăклатассине — туллин пурнăçлаççĕ.
Çанталăк çĕр улми, пахча çимĕç акма-лартма чăрмантарать. Çавна май хальлĕхе кăтартусем пысăках мар. Çĕр улми 4,2 пин гектар лартнă, пахча çимĕç 621 гектар акнă. Кăçал сахăр кăшманĕн лаптăкне палăрмаллах ӳстернĕ. Пĕлтĕр 652 гектар акнă тăк, кăçал — 860. Хăмла та 17 гектар ытларах. «Хăмла лаптăкĕсене 15 процент пысăклатни аван паллах. Эпир 1 пин гектара яхăн ӳстерме тĕллев лартнăччĕ», — аграрисене ку енĕпе витĕмлĕрех ĕçлемеллине аса илтерсе палăртрĕ Олег Николаев.
Хуçасăр йытăсене тытаççĕ
Юлашки çулсенче хуçасăр йытăсем ял-хулара ĕрчесе кайни, çынсене тапăнни çинчен час-часах илткелеттĕмĕр. Халĕ те хушăран курăнкалаççĕ-ха. Çапах унчченхи пек мар, сайра хутра тĕл пулни вĕсене ятарласа тытнипе, приютсене вырнаçтарнипе çыхăннă. Çак тĕллевпе бюджетран ятарласа укçа уйăраççĕ. Унăн виçи çултан-çул ӳссе пырать. Сăмахран, 2019 çулта пĕр чĕр чун пуçне 800 тенкĕ ытларах панă пулсан кăçал уйăракан укçа виçи 7 пин тенкĕрен иртнĕ. Лару-тăру лайăх енне улшăннине çапкаланчăк йытăсем çыртнăран медицина учрежденийĕсенчен пулăшу ыйтакансен шучĕ сахалланни те кăтартать.
ЧР Патшалăх ветеринари службин ертӳçи Константин Викторов пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкар, Канаш хулисенче, Вăрнар, Патăрьел, Куславкка районĕсенче хуçасăр йытăсене тупса палăртас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Улатăр хулипе районĕнче, Элĕк, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Вăрмар, Çĕрпӳ, Çĕмĕрле районĕсенче ку енĕпе лару-тăру çав-çавах кăткăс-ха. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта 400 ытла чĕр чуна тытнă. Çулталăкри план — 1400.
Ăнăçлă вĕçленнĕ
2021-2022 çулхи ăшă памалли тапхăра, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — строительство министрĕ Павел Данилов пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен ăнăçлă вĕçленĕ. «Республикăри мĕн пур çурта, социаллă учреждение ăшăпа тивĕçтернĕ, — терĕ вăл. — Социаллă объектсене авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче, нумай хваттерлĕ çуртсене авăнăн 15-мĕшĕнче ăшă панă. Хутса ăшăтмалли тапхăра çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче вĕçленĕ».
Çуртсене ăшă çитнĕ-ха, хĕлле никам та шăнса ларман. Анчах ăшăшăн тӳлемелли пирки республикăра пурăнакансем пурте пĕлмеççĕ ахăртнех. Павел Данилов газ парăмĕсем пирки калаçнă май вĕсене палăртакан хисепсене миллиардсем урлă каçакан цифрăсемпех асăнчĕ.
Ăшă памалли пĕр тапхăр вĕçленчĕ кăна-ха… «Теприн пирки шухăшлатпăр, — терĕ ЧР Çурт-йĕр патшалăх службин ертӳçи Виктор Кочетков. — Çĕртме уйăхĕнче тĕрĕслевсем пуçланаççĕ. Вĕсене икĕ тапхăрпа авăнăн 15-мĕшĕччен пурнăçлăпăр. Пĕлтĕр ăçта çитменлĕхсене асăрханă — çав вырăнсене ытларах тимлĕх уйăрăпăр».
Иртнĕ тапхăрта, унчченхипе танлаштарсан, ăшăпа, шывпа, электричествăпа, газпа тивĕçтерекен объектсенче авари сахалрах пулнă. Тĕпрен илсен, вĕсен сăлтавĕ коммуналлă инфратытăм кивелнипе çыхăннă. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Лайăххин те вĕçĕ пур çав
Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль тин кăна уçăлнăччĕ. Паян вара вăл савăнăçлă лару-тăрура хупăнĕ, çĕнтерӳçĕсене чыслĕç.
Конкурса тăратнă илемлĕ фильмсене, тĕпрен илсен, Шупашкарти «Волжский» кинотеатрта кăтартрĕç. Вĕсене паллă режиссер, киновед, актер, Азербайджан искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Аяз Салаев ертсе пыракан жюри тишкерсе хак пачĕ. Ытти çул кинофестивале ют çĕршывсенче ӳкернĕ ĕç сахалрахчĕ. Кăçал вара ку енĕпе питĕ ăннă темелле: Индире, Францире, Сербире, Кăркăсстанра кăларнисем пур. Регионсенче ӳкернисен конкурсне илес тĕк унта та Раççейрисенне кăна мар, Азербайджан, Иран, Итали, Инди, Армени, Кăркăсстан режиссерĕсен фильмĕсене кĕртнĕ. Конкурса Кăнтăр Корейăри Кенгсанг наци университечĕн Вырăс литературипе чĕлхин уйрăмĕн профессорĕ Хонг Санг киновед ушкăнĕ хак пачĕ.
Кинофестивалĕн чылай мероприятийĕ Çамрăксен театрĕнче иртрĕ. Форумăн иккĕмĕш кунĕнче Виктор Чугаровăн «Интеллектуальное искусство» документлă фильмне кăтартрĕç. Унта Чăваш Енĕн паллă ӳнерçисен — Анатолий Рыбкин живописецпа Владимир Нагорнов скульптор-монументалистăн — пултарулăхне туллин, тĕрлĕ енлĕн уçса панă.
Çавăнтах пирĕн ентешĕн Виктор Петровăн «Кинори пек» илемлĕ фильмне те кăтартрĕç. Фильм жанрĕ — камит, анчах унта чăн-чăн драма та, пăшăрхану та пур. Ватлăхри пĕчченлĕх нихăçан та çăмăл килмен. Фильмра та çак тема тĕп вырăнта тăрать, çывăх çыннисен хăйсен ашшĕ-амăшĕ çинчен манмалла маррине тепĕр хут аса илтерет. Режиссер хăйĕн ĕçĕпе паллаштарнă май фестиваль пирки те сăмах хушрĕ: «Кинофестиваль Шупашкарта 15-мĕш хут иртет. Эпĕ кашнинчех унти картинăсемпе паллашатăп. Пирĕншĕн, кунта пурăнакан режиссерсемшĕн, çакă питĕ лайăх. Вăл, пултарулăха туптама пулăшнисĕр пуçне хамăрăн фильмсене унта кăтартма та çул уçса парать. Çак майпа туллин усă курма тăрăшмалла», — терĕ Виктор Петров.
«Спасибо, фотограф армейский!» документлă фильмра Галина Евтушенко режиссер Ольга Ландер фотографăн тĕлĕнмелле шăпипе паллаштарнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче фронтра ӳкернĕ кадрсем пире, паян пурăнакансене, пĕр-пĕр салтакăн паттăрлăхне кăна мар, çĕршыв çарĕн вăйне уçса параççĕ. Фильма куракан патне çитерме сценари авторĕ Анна Евтушенко хутшăнчĕ. «Вăрçă çулĕсенче фотографсемпе корреспондентсем калама çук яваплă ĕç пурнăçланă. Хăйсен пурнăçне хĕрхенмесĕр вĕсем вутпа çулăма кĕнĕ, пурнăçа вăл мĕнле пур — çапла сăнланă. Ольга Ландер — вĕсенчен пĕри. Эпир паян пурăнакансене шăпах унăн паттăрла ĕçĕ çинчен каласа кăтартасшăн пултăмăр», — терĕ вăл.
Ытти çул регионти фильмсен конкурсĕнче Чăваш Енри чылай режиссерăн картинине курма пулатчĕ. Кăçал вара Шупашкарсенчен пĕртен-пĕр Марат Никитинăн «Соучастник» илемлĕ фильмĕ кăна тивĕçнĕ. Ăна тунтикун «Чăвашкино» патшалăх киностудин тата электрон документаци архивĕн кинозалĕнче кăтартрĕç.
Паллах, кашни фильм пирки чарăнса тăраймăпăр. Вĕсен шучĕ 40 ытла. Фильмсене 17 вырăнта кăтартрĕç. Унсăр пуçне тĕлпулусем те иртрĕç. Сăмахран, иртнĕ шăматкун Елена Брагина актер агенчĕпе Дмитрий Пиркулов кинопродюсер Çамрăксен театрĕнче актерсене тупса палăртас ĕçри хăйне евĕрлĕхпе вĕсене кинематографра малалла усă курасси пирки «çавра сĕтел» йĕркелерĕç. Раççей тава тивĕçлĕ артистки, режиссер тата театр педагогĕ Елена Бутенко-Райкина (сăн ӳкерчĕкре) вырсарникун Вырăс патшалăх драма театрĕнче ăсталăх класĕ ирттерчĕ. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Иркутскри чăвашсем тăван чĕлхери пур сăмаха та ăнланмаççĕ
Байкал тени хăех мăнаçлăн илтĕнет. Вăл чылай çынна илемĕпе, асамлăн туйăннипе хăйĕн патне илĕртет. Инесса Шашкина та çав тăрăхра пулса курнă юлташĕсен сăн ӳкерчĕкĕсене интернетра кăсăкланса сăнанă. Хăйĕн те унта пулса курас килнĕ… Анчах ку кӳршĕ республикăна кайса килесси мар-çке, çитменнине, вăл Чăваш Енрен питĕ аякра вырнаçнă. «Эх, манăн та Байкала хамăн куçпа курасчĕ», — тесе пĕрре мар шухăшланă хĕр. Унăн шухăшне çынсен ĕмĕчĕсене пурнăçлакан илтнĕ-ши? Нумаях пулмасть Инессăн Иркутск облаçне çитсе курма тӳр килнĕ.
Самолетран — ăсталăх класне
— Пĕррехинче Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнчен хореографи кафедрин ертӳçи шăнкăравларĕ: «Иркутскри чăвашсен «Юлташ» наципе культура автономийĕ ташласшăн», — терĕ шахвăртса. Вĕсем «Тăван çăл куç патне» проект çырнă. Çавна май ăстасене хăйсем патне пырса уроксем ирттерме чĕнеççĕ. Тӳрех татăклăн хурав пама тăхтарăм. Ĕçрен ыйтса каясси те шухăшлаттарчĕ. Те мероприяти, те хамăн концерт пулĕ — çынсене аван мар лару-тăрăва кĕртсе ӳкерес марччĕ тетĕп… Шухăшларăм-шухăшларăм та кайран ӳкĕнмелле ан пултăр тесе килĕшрĕм, — çав куна аса илчĕ пĕр самант та пушă ларма пĕлмен, пĕр харăс пилĕк ĕçре тăрăшакан Инесса. Çийĕнчех палăртса хăварас килет: вăл Н.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче, «Салют» культура керменĕнче — хореографра, Алькешри 260-мĕш ача садĕнче — музыка ертӳçинче, 5-мĕш музыка шкулĕнче ĕçлет, 101-мĕш ача садĕнче кружок ертсе пырать.
Çĕр çинчи транспортпа çула тухас пулсан унта темиçе талăк кайма тивĕччĕ. Самолетпа вара, паллах, хăвăртрах çитетĕн. Пĕр сехет çурă — Мускава, аэропортра 4 сехет кĕтнĕ хыççăн тепĕр 6 сехет Иркутска вĕçнĕ вăл. Тепĕр кĕтменлĕх — Иркутск вăхăтпа 5 сехет маларах пыни. Инессăпа Наталья Арсентьева (фольклор ăсти) унта ирхи 7 сехетре çитнĕ, çав вăхăтра Чăваш Енре пурăнакансем хуп турттарнă (ун чухне пирĕн патра çĕрлехи 2 сехет çеç вĕт-ха). Канма та вăхăт пулман хайхискерсен. Çывăрас килнĕ пулин те тӳрех ăсталăх класĕ ирттерме васканă — çынсем кĕтеççĕ-çке. Малтанах культура колледжĕнче икĕ урок ирттернĕ. Наталья Арсентьева фольклор вăрттăнлăхĕсене уçса панă, Инесса Шашкина вара пулас хореографсемпе ташă урокĕ ирттернĕ. Тăван çĕртен аякра пурăнакан йăхташсем чăвашла ташлани чуна хăпартлантарнине палăртрĕ вăл. Кун пирки ыттисене каласан вĕсем те хавхаланнă. Çапла вĕсем культура колледжĕнче 2 кун ирттернĕ.
Байкал атте
«Иккĕмĕш кунхине пире Байкал кӳллине курма илсе кайрĕç, — çунатланса аса илчĕ Инесса. — Акă ĕнтĕ вăл, ĕмĕтленни! Çак туйăма сăмахпа каласа ăнлантарма та çук. Шывĕ тинĕс евĕр сарăлса выртать. Эпир Листвянка поселокне кайрăмăр. Унта вĕрен çулĕпе хăпармалла. Çӳлте йĕри-тавралла сăнамалли ятарлă вырăн пур. Пăхатăн та: Ангара Байкалтан юхса тухнă çĕрте чул асăрхатăн. Кун пирки акă мĕнлерех халап каласа кăтартрĕç пире. Байкал аттен Ангара хĕрĕ пулнă. Вăл ăна Иркута качча парас тенĕ. Анчах Ангара Иркута мар, Енисее килĕштернĕ. Çавăнпа вăл ашшĕнчен тарма пикеннĕ. Байкал тарăхнипе хĕрĕ хыççăн чул пăрахнă, шăпах çавă халĕ те шывран курăнса выртать имĕш. Ăна Шаман чул теççĕ».
Малалла хăнасене архитектурăпа этнографин Тальцы музейне илсе кайнă. Ангара юхан шывĕн сылтăм çыранĕнче лараканскер ял евĕрлĕрех курăнать. Унта 17-20-мĕш ĕмĕрсенчи истори, архитектурăпа этнографи палăкĕсем вырнаçнă. Çав музейре тĕрлĕ халăхăн ятарлă вырăнĕсене курма пулать: вырăс, бурят, эвенк, тофалар… Иркутскри чăвашсен пĕрлĕхне ертсе пыракан Вероника Тимофеева унта чăваш картишне уçас ĕмĕтпе пурăнать. Шăпах çак музейре вĕсем Акатуй уявне ирттереççĕ. Ял тăрăх утнă чухне ĕлĕкхи пӳртсене сăнанă май хăвна аваллăха лекнĕн туйма пулать иккен.
Инесса палăртнă тăрăх, Иркутскра тавралăх хăйне евĕрлĕ: сăрт-ту, тайга… Ăçта та пулин кайнă чухне çул хĕррине пăхатăн та — шурлăх. «Пĕр яла кĕрсен урамра сыснана асăрхарăм. Хамăр патра ун пеккине ача чухне çеç курнă эпĕ. Вĕсен ялĕсем те урăхларах пек туйăнаççĕ, 10-15 çул каяллахи пек. Ытларах пĕчĕк пӳртсем тĕл пулаççĕ. Нумай ялта килсенче кăмака асăрхарăмăр, çут çанталăк газне кĕртнĕ пулин те вĕсемпе халĕ те усă кураççĕ. Чăн та, çак ырлăх çитмен çуртсем те пур-ха. Ял пĕтес хăрушлăх пирĕн патра çеç мар иккен. Успенски-3 ялĕнче пурăнакан сахалланса пынине палăртрĕç, каплах пулсан вăл çĕр питĕнчен кĕçех çухалма та пултарать имĕш. Çапах ачасем чупкалани те курăнать», — терĕ хĕр. Эппин, ялти лару-тăру çав териех хăрушă мар-ха. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Виçĕ арçынна çĕнтереймерĕм – мана вăрласа кĕчĕç»
Анна Бельдекова, Патăрьел районĕнчи Тури Туçара пурăнаканскер, çитес çул 90 тултармалла. Анчах ун пирки тăххăрмĕш теçеткене кĕрекен ватă теме чĕлхем çаврăнмасть. Çулне кура мар хастар, ĕçчен вăл. Эпир пырсан та: «Манăн алă вĕри, ĕçлесшĕн, усăсăр тăрасшăн мар. Анчах ура йăвашланчĕ», — терĕ кушăрханă икĕ аллине пирĕн енне çĕклесе.
Саккăртах — аслисемпе тан
Анна Андреевна, ялти пек каласан, Анютта аппа, чăннипех тĕлĕнмелле хĕрарăм. Ялти хĕрарăмсемпе, çав шутра Тури Туçарах качча тухса çемье чăмăртанă хĕрĕпе Светланăпа, пĕрле вăйă картине те тăнă. Халĕ те илемне çухатман уçă сассипе çак йĕркесене: «Куккук та сиксе авăтать те, йĕлме йывăççи те авăнать. Савни пултăр та савăнтăр та, чуна кайса та юраттăр…» — тăсса ярсан уява пуçтарăннисем кăна мар, çут çанталăк та самантлăха шăпланать. Туçара иртнĕ çул йĕркеленĕ «Çăл куç» туслăх кĕтесне те çитсе курнă вăл. Паянхи кашни самантпа киленме, туллин пурăнма тăрăшать. «Кун пек çăтмахран мĕнле пăрахса каймалла?» — тет вăл.
Анютта аппа ĕмĕрĕпех çăтмахра пурăнман, вăрçă ачин шăпи пуриншĕн те паллă темелле. Кивĕ Ахпӳртри Салминсен пепки саккăртах çитĕннисен ретне тăнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă кĕркунне амăшне Ксения Салминана Улатăр çывăхне окоп чавма илсе кайнă. Ашшĕ Андрей Салмин, пиччĕшĕсем Элекçейпе Миккуль çав вăхăтра фронтра тăшманпа çапăçнă. Килте вара Анютта аппăшĕпе Марьепе юлнă. Вĕсен, унччен те ашшĕпе амăшне пулăшнăскерсен, ачаллах хуçалăха тытса пыма тивнĕ. Хутма вутă пулманран улăм кĕлти çунтарса пӳрте кăштах лĕп тунă. Çăнăх яшки пĕçеркеленĕ. Амăшĕ темиçе эрнере пĕрре килкеленĕ, ун валли те çимелли — çĕр улми, пурçук тыррине авăртса хатĕрленĕ кĕрпене — парса янă. «Мĕнле чăтса ирттертĕмĕр-ши çав хĕле? Паянхи кун çавна аса илетĕп те шалт тĕлĕнетĕп, — терĕ Анна Андреевна. — Çу çитсен кăшт майлашăнчĕ: юр айĕнчен тухнă çĕр улмине пуçтарма, тĕрлĕ курăк çулçине, тымарне, çимĕçне хушса яшка пĕçерме е чĕрĕллех çиме пуçларăмăр. Вилĕмрен çапла çăлăнса юлтăмăр. Ун пеккине урăх курас марччĕ».
Турă çырни
Анюттан амăшĕ те çав тери паттăр пулнă, арçын тăвакан ĕçсене пурнăçланă. Пура пураланă. Ара, мăшăрĕ, вăрçăран йывăр чирлесе таврăннăскер, нумай пурăнайман, çĕре кĕнĕ-çке. Миккуль те фронтра паттăррăн çапăçса пуç хунă. Элекçей сывах таврăннă, хуçалăхра вăй хунă.
16 çул тултарсан Анюттан та Улатăр тăрăхне çула тухма тивнĕ. Вăрман касма. Унпа пĕрле тепĕр хĕр кăна пулнă, ыттисем — арçынсем. Апла пулсан та вĕсенчен пĕрре те начар ĕçлемен. Амăшĕ пек вĕрискер лара-тăра пĕлмен, тепĕр арçын пурнăçлама шикленекен ĕçе тунă. «Баракра пурăнаттăмăр, пурте пĕрле урайĕнче çывăраттăмăр. Хĕр-упраç арçынсенчен вăтаннă, шикленнĕ ĕнтĕ. Çапах мĕн тăвăн? Килтен парса янă çăнăхран шĕвĕ яшка, çăкăр пĕçерсе çинĕ. Мĕн ачаран нушаллă пурăнсан та çак куна çитрĕм вĕт», — ассăн сывларĕ Анна Андреевна.
19 çула кайсан Туçа каччипе çемье чăмăртанă вăл. «Мана вăрласа килчĕç, ахаль пулсан çав çулта качча тухăттăм-и? — çакăншăн ку таранччен те кăмăлсăр пулнă пек калаçрĕ Анна Андреевна. — Тĕлĕкре те курманччĕ эпĕ пулас мăшăра Иван Бельдекова. «Еляна тупса пар-ха», — тесе илсе тухрĕç манна чăх-чĕп витинчен. Ак Елясен килĕ умĕнчен те иртсе кайрăмăр. Аппасен çурчĕ те хыçа юлчĕ. «Аппа, аппа», — тесе кăшкăрма, турткалашма пуçларăм. Виçĕ арçынна çĕнтереймерĕм. Пĕри ура вĕçĕнчен, тепри пуçран тытнă. Тепри лаша тилхепине хăвăрт-хăвăрт турткаласа пырать. Туçари çырма хĕрринче пурăнакан хреснашшĕ патне илсе кĕчĕç. Лешĕ Ивана: «Ку çап-çамрăк хĕрачана ма илсе килтĕн?» — тесе вăрçрĕ. Акă ман йĕкĕт çывăрса кайрĕ те эпĕ картише сас-чӳ кăлармасăр тухрăм, анчах киле ăçтан каймаллине пĕлместĕп: тĕттĕм каç, çывăхри йывăçсем кăна кашлаççĕ. Хăранипе каялла кĕтĕм. Иван Турă çырни пулчĕ пулĕ».
Телее, Иван Трофимович ырă чунлă, питĕ йĕркеллĕ çын пулнă. Тури Туçа кинĕ пулса тăрсан Анна Андреевна лашапа çӳренĕ. Кĕлте те, тырă та турттарнă. Фермăра пăру та пăхнă, пахча çимĕç бригадинче те вăй хунă. Мăшăрĕ колхоз лашисене пăхнă. Бельдековсем кил хуçалăхĕнче те лаша тытнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та урхамахне усрама пăрахман. Ăна сутнă хыççăн, Анютта аппа каланă тăрăх, мăшăрĕ чире кайнă, вунă çул каялла пурнăçран уйрăлнă. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Храмсемпе мăнастирсен архитектурине тĕпчет
Ку храм мана хăйне евĕрлĕхĕпе илĕртет. Унта кĕлле чăвашла ирттерни чуна канлĕх кӳрет. Чăваш чиркĕвĕ тетчĕç ăна халăхра. Сăмахăм Шупашкарти Христос чĕрĕлнине халалласа лартнă чиркӳ çинчен. Унăн паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе Димитрий Петров иерей паллаштарчĕ.
Кĕлле чăвашла ирттерни лайăх
«Ку чиркӳ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕнĕрен уçăлнă, çавăнтанпа ĕçлеме чарăнман. Хулари прихутсенче кашни кунах кĕлĕ ирттереççĕ. Пачăшкăсем ылмашăнса вăй хураççĕ. 1990 çулхи ака уйăхĕнче кунта Иоанн /Иванчин/ атте Шупашкар районĕнчи Мăналтан килсе çӳреме пуçланă. Храмри ĕçе çĕнĕрен йĕркелесе яма пĕчĕккĕн хатĕрленнĕ. Апат-çимĕçне килтен илсе пынă. Авăн уйăхĕнче храма архиерей килсе сăвапланă. Ун хыççăн Аполинарий /Павлов/ атте кĕлĕ ирттерме тытăннă. Священнике пулăшма старостăна суйланă. Каярахпа службăна чăвашла та йĕркеленĕ. Псалтире, улттăмĕш псалома кунта тăван чĕлхепе вулаççĕ. Михаил атте кĕлĕсене чăвашла та, вырăсла та ирттернĕ. Тăван чĕлхе янăрани питĕ лайăх. Халăх йышлă çӳрет. Юрă кĕввисем Мускав шкулĕнни пекрех», — çапла пуçларĕ калаçăва Димитрий /Петров/ иерей.
Храмăн престол праçникне авăнăн 26-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Ун чухне кунта Мăнкун юррисене те юрлаççĕ. Кĕркунне Мăнкун юррисене шăрантарни питĕ тĕлĕнмелле пек туйăнать… Шел те, асăннă чиркӳре малтанхи турăшсем упранса юлман.
«Стенасене ватнă, упраса хăварнисене çĕнĕрен якатнă. Алтаре йăлт ишнĕ. Чиркӳре чылай çул тăвар упрамалли склад пулнă. Кайран стенасене çĕнĕрен эрешленĕ. Турăшсене халăхран пухнă. Сăмах май, храмра Зосимăпа Савватий турăшĕ те пур», — калаçăва хутшăнчĕ чиркӳ хорĕнче юрлакан Фаина Краснова.
Димитрий иерей каласа кăтартнă тăрăх, хăй вăхăтĕнче Александр Можаровский Атăлçи тăрăхĕнчи чансене тĕпченĕ. «Çакăнта пĕр чанĕ çинче 1744 çул тесе палăртнине асăрханă. Унăн шухăшĕпе, çав çулчченех кунта чиркӳ ларнă. Йывăçран пулнă май сыхланса юлман. Пушар вăхăтĕнче çунса кĕлленнĕ. Ĕненекенсен укçипе 1758 çулта чултан чиркӳ лартнă. Совет тапхăрĕнче кунта склад пулнă. Паромпа илсе килнĕ тăвара упранă. Пĕрремĕш типографи пулни пирки те калаççĕ. Чиркӳ картишĕнче священник çурчĕ пур. Унăн архитектури те çав вăхăтриех. Кăмака хутса ăшăтаççĕ ăна. Путвалĕ çĕр айне юлнă. Вырсарни шкулĕ йывăçран пулнă. Унтах просвир пĕçернĕ. 1994 çулта Апполинарий атте вырсарни шкулĕн çуртне кирпĕчрен тутарнă. Унтанпах ĕçлет вăл. Ачасем вырсарни шкулне кăмăллаççĕ, кунта вырсарникун кăнтăрла иртсен пуçтарăнаççĕ. Шкулта 50 ача пĕлӳ илет. Вĕсем спектакльсем лартаççĕ. Апполинарий атте çавăн пекех тĕрмене кайса кĕлĕ ирттерет. Сăмах май, Чăваш Республикинчи чиркӳсене пачăшкăсем ялан çӳреççĕ. Мăнкунсенче саламлаççĕ, служба йĕркелеççĕ. Тĕрмесенче кĕлĕ тумалли пӳлĕмсем, колонисенче чиркӳ-часавай уçаççĕ. Халĕ чиркӳсенче кĕлле чăвашла ирттересси йăлана кĕрсе пырать», — калаçăва тăсрĕ Димитрий атте.
Вăл пĕлтернĕ тăрăх, халăх чиркĕве йышлă çӳрет, праçниксенче уйрăмах нумаййăн пулаççĕ. Кĕлĕсене чăвашла вуланине кинемейсем питĕ кăмăллаççĕ. Çав вăхăтрах туристсемпе паломниксене те кăтартмалли самай. Храм федераци пĕлтерĕшлĕ культура палăкĕ шутланать. Кунта ĕçлекенсем ăна упрама тăрăшаççĕ. Çавăнпа та-и, тен, туристсем килсех çӳреççĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Хурлăхлă хыпар илтсен йăваланса йĕнĕ
Елчĕк районĕнчи Яманчӳрелте пурăнакан Елена Павлова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен шăпах çур çул маларах çут тĕнчене килнĕ. Софья тата Петр Беловолосовсен виççĕмĕш хĕрĕ пулнă. Ленăн аслă аппăшĕ Вера ун чухне улттă тата ун хыççăнхи Валентина виççĕ тултарнă.
Хисеплĕ йăхран
Беловолосовсем ялта хисеплĕ çынсем шутланнă. Петр Тимофеевич çав вăхăтшăн вĕреннĕ çын пулнă. Ялти шкула пĕтерсен Шăмалакри икĕ сыпăклинче пĕлӳ илнĕ. Яманчӳрелти çамрăксенчен комсомола пĕрремĕш кĕрекенсен йышĕнче тăнă. Хăюллă та хастар яш-кĕрĕмрен темиçĕшне 30-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Мускава метро тума та янă. Йышра Петр Беловолосов та пулнă. Таврăнсан каччă тракториста вĕреннĕ. Кĕçех ăна хурçă ут водителĕсен бригадине ертсе пыма шаннă. Вăрçă умĕн Петр Тимофеевич Шăмалак ял канашĕн секретарĕнче ĕçленĕ. Ăна вăрçа илмен, бронь панă. Тепри пулсан çакăншăн савăнĕччĕ, анчах Петр Беловолосов фронта ăнтăлнă, унта хăй кирлĕрех пулассăн туйăннă. Çапла темиçе хут та ыйтса çырнă хыççăн 1942 çулхи пуш уйăхĕнче ăна вăрçа ăсатнă. Лена аппа çак саманта астумасть. Амăшĕ каласа кăтартнă тăрăх кăна пĕлет.
— Эпĕ аттене те астумастăп, — терĕ вăл ачалăхри йывăр кунсем пирки сăмах пуçарсан. — Авă, стенаран çакăнса тăракан сăн ӳкерчĕкĕ маншăн яланах Турă вырăнĕнче пулнă. Пăхатăп та ун çине — вăл та мана куçран тилмĕрсе сăнанине туятăп. Пĕлтĕр 80 çул тултартăм. Атте пилĕпе. Вăрçа тухса кайнă чухне вăл хăйĕн тĕпренчĕкĕсене пил парса хăварнах ĕнтĕ. Атте фронтран анне патне темиçе çыру яма ĕлкĕрнĕ. Унта та хĕр пĕрчисем çинчен ыйтнă. Анчах анне вĕсене, пĕррехинче питĕ хур-ланса йĕнĕ хыççăн, чĕрине урăх ыраттарас мар тесе çунтарса янă. «Вăрçăра сывă юлнисем 1945 çулхи çулла яла таврăнчĕç. Вĕсен çемйисем питĕ савăнчĕç. Эпĕ, аçу хыпарсăр çухални пирки хут илнĕскер, çĕре выртса йăваланса йĕтĕм», — тетчĕ вăл. Çапах хăй çĕре кĕричченех кĕтрĕ ăна.
Шел, Софья Федоровнăна мăшăрĕн шăпи пирки тĕплĕн пĕлме пӳрмен. Лена аппан аслă хĕрĕ Роза, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕренекенскер, кукашшĕ çинчен ыйтса Елчĕк çар комиссариатне çыру çырнă. Унтан çапларах хурав панă: «Гвардин аслă сержанчĕ Петр Тимофеевич Беловолосов 1943 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче пуç хунă. Ăна Смоленск облаçĕнчи Ельня районĕн Титовка ялĕнчи тăванла масарта пытарнă. 93-мĕш гвардин Хĕрлĕ Ялавлă стрелоксен полкĕн командирĕ Лазарев полковник. 1986 çулхи кăрлач уйăхĕнче тепĕр çыру илнĕ. Ăна Ельня районĕн çар комиссарĕ çырнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, Петр Тимофеевич Ельня хулине нимĕçсенчен хăтарнă чухне пуç хунă. Унăн вил тăприне Титовка ялĕнчен Ельня хулинчи çар çыннисене пытарнă 1-мĕш масара куçарнă, ятне хулан асăну альбомĕнче 625-мĕш номерпе паллă тунă. Апла пулсан Елена Петровнăн ашшĕ Петр Беловолосов хыпарсăр çухал-ман. Ашшĕ куçне яланлăхах хупнă вăхăтра вăл иккĕре, амăшĕ 25-ре пулнă.
Вĕренес килсен те…
— Анне пĕрмаях йĕретчĕ. Çавăнпа эпĕ, кĕçĕн хĕрĕ, унпа юнашарах пулма тăрăшрăм. Вăхăт иртнĕçемĕн атте лартса хăварнă пӳрт те кивелме, шыв анма, лупассем ишĕлме пуçларĕç, — каллех иртнĕ тапхăра куç умне кăларчĕ Елена Петровна. — 1963 çулта хамăр ял ачипе, салтакра виçĕ çул службăра тăнă Владимир Павловпа çемье çавăртăмăр. Пурăнасса та манăн аттепе аннен çуртĕнчех пурăнас терĕмĕр. Пĕчĕккĕн вăй пухса çĕннине çĕклерĕмĕр. Кăштахран ăна тата хăтлăраххипе, пысăкраххипе улăштартăмăр. Халĕ çăтмахри пек пурăнатăп: шыв пӳртех кĕрет, хутса ăшăтмалла мар… Пилĕк ачана — Розана, Ритана, Юльăна, Игоре, Славике — кун çути кăтартрăмăр. Пурте вĕренчĕç, аслă пĕлӳ илчĕç. Чи инçе пурăнаканĕ — Игорь. Вăл — Владивостокра. Темиçе çулта пĕрре килсе каять. <...>
Надежда СМИРНОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас