Хыпар 60-61 (28236-28237) № 07.06.2024
Олег НИКОЛАЕВ: Пин-пин çынна çитĕнусемпе тĕлĕнтеретпĕр
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев «Грани» хаçатăн тĕп редакторне Наталья Колывановăна интервью панă. Пĕр сехете тăсăлнă калаçу вăхăтĕнче Олег Алексеевич республикăна хумхантаракан ыйтусене хуравланă, çавăн пекех çу уйăхĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.
Вăйсене пĕрлештермелле
Тĕлпулу вăхăтĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата тăлăх ачасене пулăшасси, республикăри çĕнĕ производство хăвачĕсем, хими отраслĕн малашлăхĕ, «Юлашки шăнкăрав» уявĕ тата шкулсем тăвасси, кадрсем хатĕрлесси, ача-пăча канăвĕ, Шупашкар агломерацийĕ, çур аки, ВДНХри Чăваш Ен презентацийĕ çинчен сăмах пуçарнă.
— Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче эсир Çĕнтерӳ волонтерĕсемпе, СВОна хутшăнакан салтаксене пулăшакансемпе, тĕл пултăр. Вăйсене пĕрлештермеллине аса илтертĕр.
— Çу уйăхĕн пуçламăшĕ пирĕншĕн паллă тапхăр: йăлана кĕнĕ тăрăх эпир Çĕнтерӳ кунне уявлатпăр. Паян неонацизмпа тата фашистсен идеологине çĕнтерес ĕçе хастар хутшăнакан волонтерсемпе тĕл пулма тĕллев лартрăм. Пысăк çак ĕçшĕн тав тăвасси маншăн тĕп тĕллев пулчĕ, ăна малти ретре çапăçакан ентешсем туяççĕ. Кунсеренех вĕсенчен ыйтусем, тав туса çырнă хыпарсем илетĕп. Чăваш Енре пурăнакансене, ентешсене пулăшас ĕçе хутшăнакансене, вĕсем чĕререн тав тăваççĕ. Волонтерсем вара — хастар çынсем. Вĕсем вăйсене пĕрлештерме пулăшаççĕ. Асаттесен çĕнтерĕвĕсене аса илсе пирĕн паян питĕ хăюллăн, çирĕппĕн, йĕркеллĕн ĕçлемелле. Чи кирли вăйсене пĕрлештерме тăрăшмалла. Манăн шухăшпа, пирĕн йăлтах лайăх пулĕ.
— Чăваш Енре çĕнĕ производствăсем хута яраççĕ. Çу уйăхĕнче те çавăн пекех пулчĕ. Шупашкарти электроаппарат заводĕнче çĕнетнĕ гальваника цехĕ уçăлчĕ. Малашне тата мĕнлисем ĕçлеме тытăнĕç?
— Аса илтеретĕп: иртнĕ çулхи пĕтĕмлетӳ тăрăх, эпир промышленноç лайăх ӳснине палăртрăмăр, хăвăртлăхĕпе Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр. Çакă — историре хальччен пулман кăтарту. Унчченхи çулсенче палăртнă проектсен шучĕпе те çавăн пекех хăвăртлăхсем упранса юлни савăнтарать. Палăртатăп: Республика кунĕ тĕлне çавăн пекех «Канаш» социаллă пурнăçпа экономика хăвăрт аталанакан территорин /«НПО «Энергогаз» пĕрлĕх/ импорта улăштаракан полимер пăрăхĕсем кăларакан производствине тата Çĕнĕ Шупашкарта /«Элкон» общество/ импорта улăштаракан витĕмсен тытăмĕн производствине хута ярăпăр.
— Кăçалхи «Юлашки шăнкăрав» уявĕнче эсир Етĕрнери шкулсенче вĕренекенсем патне çитсе килтĕр. Çамрăксем республикăри вăтам тата аслă вĕренӳ заведенийĕсене вĕренме кĕччĕр тесен мĕн тумалла? Çивĕч ыйтусен пĕлтерĕшĕ еплерех тата Экономикăн аслă канашĕн сĕнĕвĕсене мĕнле майпа шута илме палăртнă?
— Ĕç рынокĕн çаврăнăçулăхне ӳстерес тесен çак тĕллевсене татса памалла: ЧР Вĕрентӳ министерствин професси пĕлĕвĕн вĕренӳ программисене хальхи тата малашлăх кадр ыйтăвĕсене шута илсе хăвăртлатмалла, тĕллевлĕ вĕрентӳ механизмне лайăхлатмалли мерăсем йышăнмалла. Муниципалитет тата хула округĕсен пуçлăхĕсен ĕçпе тивĕçтерекенсемпе пĕрле тĕллевлĕ вĕрентӳ шайĕнче професси пĕлĕвĕ илнĕ выпускниксене ĕçе вырнаçнă чухне социаллă пулăшу механизмĕсене туса хатĕрлемелле, ялта ĕçе вырнаçнă чухне çамрăк специалистсене укçа-тенкĕрен пулăшма май пуррине пăхса тухмалла. Ĕçпе тивĕçтерекенсен чи кирлĕ специалистсем хатĕрлеме тăрăшмалла, тĕллевлĕн пĕлӳ илекен студентсене хавхалантармалли мерăсене анлăлатмалла. Кадр ыйтăвне татса парас тесен техникумсемпе колледжсен «Профессионалитет» федераци проектне хутшăнмалла. Вăл тĕллевлĕ вĕрентӳ тата выпускниксен малашнехи ĕçне йĕркелеме палăртать. Халĕ вĕренӳпе производствăн 5 центрĕ ĕçлет. Авăнăн 1-мĕшĕнче тепĕр 2 центр — «Хими отраслĕ» тата «Ял хуçалăхĕ» — уçăлĕ. Проекта пурнăçлама пĕтĕм техникумпа колледжсене явăçтарнă, çавăн пекех экономика секторĕн 18 предприятине. Тĕрлĕ отрасль валли кадрсем хатĕрлеме Професси пĕлĕвĕн тĕп центрне уйрăм вырăн уйăраççĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Ывăлĕпе пĕрле ашшĕ те кайнă
«Пĕрлĕхре — вăй», — теççĕ. Çар операцине хутшăнакан ентешсемшĕн тылрисен пулăшăвĕ питĕ хаклă. Пĕрле çеç нацизма аркатма, терроризм çулне пӳлме, тăшмана çĕнтерме пулать. Республикăри ялсалара пурăнакансем çарта кирлĕ япаласем хатĕрлесе-çыхса отпуска килнĕ ентешсене парса яраççĕ. Тĕрлĕ орден-медале тивĕçнĕ салтаксем тăван тăрăха курма килнĕ вăхăтра халăхпа тĕл пулаççĕ, хăйсен пурнăçĕ çинчен каласа кăтартаççĕ, çĕнтерсе сывă таврăнма шантараççĕ.
Красноармейски округĕнчи Алманч салинчи Николай Алексеев Сывлăш десант çарĕн Псковри 76-мĕш десантпа штурмăн дивизийĕнче çар тивĕçне пурнăçлать. Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеше нумаях пулмасть «Паттăрлăхшăн» медальпе чысланă. Николай Ивановича тивĕçлĕ наградăпа саламлатпăр, унпа мăнаçланатпăр. «Валерон» позывнойпа çӳрекен лейтенантăн кăкăрĕ çине те «Паттăрлăхшăн» медаль çакнă. Валерий Мальцев ăна çар пуçĕсем лартнă тĕллеве пурнăçланăшăн тивĕçнĕ. Паттăрлăхшăн, хăюлăхшăн чăваш арне офицер званийĕ панă. Валеронăн ку виççĕмĕш çар контракчĕ. Çапăçусенче вăл аманнă. Госпиталь хыççăн Валерий Мальцев каллех Чăваш Енрен СВОна кайнă юлташĕсемпе пĕрле çар ретне тăнă. Патăрьел округĕнчи Щербаковсем, ашшĕпе ывăлĕ, ятарлă çар операцине 2022 çулта тухса кайнă. Нумаях пулмасть вĕсем тăван тăрăха отпуска таврăннă, округ ертӳçипе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă, «çавра сĕтеле» хутшăннă. Çемье пуçĕ Александр — чăн-чăн çар çынни. Вăл Афганистан, Чечня вăрçисене хутшăннă. Ывăлне 2022 çулта мобилизаци йĕркипе çара илсен ашшĕ те унта кайма шухăшланă. Округ ертӳçи тăван тăрăхра уявсем йĕркелени çинчен СВОна хутшăнакансем мĕн шухăшланипе кăсăкланнă. «Çынсене юрă йывăр вăхăтра пулăшнă. Аса илĕр-ха: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче блокадăри Ленинградра та çынсен кăмăлне мĕнле те пулин çĕклеме концертсем ирттернĕ. Енчен те эпир ятарлă çар операцине пула уявсем ирттерме тăхтасан хамăр вăйсăррине кăтартатпăр. Ку вара — 50 процент парăнниех», — çирĕппĕн пĕлтернĕ Александр Щербаков. Унăн сăмахĕнче Раççей халăхĕн ăс-хакăлне, вăйне никам та, нимĕн те аркатайманнине кăтартакан тĕрĕслĕх палăрнă. Çар çыннисен калаçăвĕнче Тăван çĕршыва вĕçĕ-хĕррисĕр юратни, паттăр, хăюллă пулни, ашшĕ ывăлĕпе мăнаçланни палăрнă. Шупашкар округĕнчи каччă, СВОра ăна юлташĕсем Двиз тесе чĕнеççĕ, «Сăр» батальонра тивĕçне пурнăçлать. Отпуска килсен Шăнкас тата Мăштавăш ялĕсенче пурăнакансем ăна хăйсем çыхнă маскировка тетелĕсем парса янă. Сăмах май, Шăнкасра пурăнакансем çар çыннипе ялти клубра тĕлпулу йĕркеленĕ. Двиз тетел çыхакансене тав тунă, тылрисен ĕçĕ çĕнтерӳшĕн пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Юта ырласа хамăра хурлас мар
Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери XVII кинофестиваль пĕр эрне пычĕ. Унта 15 çĕршыври кинематографистсем хутшăнчĕç. Республикăри 22 лапамра 49 фильм курма май пулчĕ. Вĕсене пурĕ 8000 çын çитсе курчĕ.
Кинофорум вăхăтĕнче тĕп хулара пурăнакансем тĕрлĕ фильм курнисĕр пуçне паллă артистсемпе, режиссерсемпе тĕл пулайрĕç. Çавна май ăсталăх класĕсене, «çавра сĕтелсене», пресс-конференцисене çӳрерĕç. Кăçал Шупашкара РСФСР халăх артистки Лариса Лужина, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Дмитрий Муляр, Саера Сафарова артистка килчĕç. Кинофествалĕн илемлĕх ертӳçи Раççей халăх артисчĕ Александр Прошкин кинорежиссер, сценарист пулчĕ. Программа директорĕ вара — Дмитрий Пиркулов продюсер. Сăмах май, Александр Прошкин — 84 çулта. Вăл халĕ те талăкне 4 сехет çеç çывăрать иккен, шӳтлеме юратать. Тĕрлĕ фестивале хутшăнать. Унăн «Холодное лето 53-го» фильмне курман çын та юлман пулĕ. Кăçалхи кинофестивале наци тата регион киновне халалланă. Конкурса 180 заявка тăратнă, вĕсенчен 35-шне суйласа илнĕ. Сумлă йыша «Хурăн шывĕ» чăваш фильмне кĕртни те пысăк чыс. Унăн режиссерĕсем — Николай Семеновпа Зоя Илларионова /тĕплĕ калаçу – 6-мĕш страницăра/. Жюри членĕсем илемлĕ тата наципе регион фильмĕсене уйрăмшар хакларĕç. Вĕсене республикăри тĕрлĕ кинозалта кăтартрĕç. Çапах кинофорумăн тĕп лапамĕ Шупашкарти «Волжский» кинозал шутланчĕ. Наци тата регион фильмĕсене шăпах унта курма май пулчĕ. Вĕсем кĕске метражлă фильмсем шутланаççĕ, 15-20 минут е кăшт ытларах тăсăлаççĕ. Александр Розанов режиссер палăртнă тăрăх, кĕске фильмсем асра ытларах юлаççĕ. Вĕсене ӳкерме те çăмăл мар иккен. Мĕншĕн тесен кĕске вăхăтпа усă курса геройсен туйăмне кăтартма, тĕп шухăша палăртма ĕлкĕрмелле. Чăн та, чуна пырса тивекен фильмсем нумайлăха асра юлнине хам та курса ĕнентĕм. Паллах, кино ӳкерме пĕрре те çăмăл мар. «Çакă пĕччен тумалли ĕç мар, унта ушкăн кирлĕ. Унсăр пуçне, паллах, укçа-тенкĕ те», — хăйĕн шухăшне палăртрĕ Зоя Илларионова режиссер, сценарист. Акă Мари Элта ӳкернĕ «Чоткар» фильмăн бюджечĕ, Денис Шаблий режиссер пĕлтернĕ тăрăх, 3 миллиона яхăн тенкĕ. Ăна РФ Президенчĕн Культура пуçарăвĕсен фончĕн гранчĕпе лартнă. Фильмри сăнарсене ытларах /70 процент/ ахаль çынсем калăплаççĕ. Вĕсене пурне те ятарлă киностудире вĕрентсе хатĕрленĕ. Çав шутрах Раççей актерĕсене те явăçтарнă: Раççей тава тивĕçлĕ артистне Михаил Богдасарова, Иван Кокорин актера. Денис Шаблий каланă тăрăх, сценарие çур çул çырнă, пилĕк кун ӳкернĕ, тăватă уйăх пухса хатĕрленĕ. Унта мари халăхĕн культурине кăтартнă. Вĕсен пĕр йышĕ паянхи кунччен хăйсен туррисене пуç çапать. Чоткар — мари халăхĕн паттăрĕ. Фильмăн тĕп шухăшĕ — тăван çĕре юратасси, çут çанталăк пурлăхне упрасси. Мари Республикинче халĕ те кĕлĕ вуламалли ятарлă рашчасем пур. Вĕсенче пĕр йывăçа та касма юрамасть. Куракансем «Чоткар» фильма лайăх йышăнни режиссера савăнтарчĕ. Сăмах май, Денис Шаблий хăй вăхăтĕнче Мускавра актер профессине алла илнĕ. Çавна май вăл Раççей актерĕсемпе çыхăну тытать, вĕсене хăйĕн фильмĕсене явăçтарать. Çак пулăм мари фильмĕсен сумне ӳстерет. Кинофестивальти наци тата регион фильмĕсене пурне те хăйсен халăхĕн чĕлхипе ӳкернĕ, вĕсене субтитр йĕркипе пичетлесе пычĕç. Пушкăрт фильмĕн «Нигезăн» /«Дом»/ режиссерĕ — Фарзана Утарбаева. Унти тема пур халăха та пырса тивет. Фильмра ватă çын кун-çулне сăнланă. Ачисем ашшĕне хăйсем патне хулана пурăнма илсе каясшăн. Анчах вăл телейне ялта тупнă. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ унта иртнĕ. «Çакнашкал шăпа кашни çынпах пулса иртме пултарать, — терĕ Фарзана тĕлпулу вăхăтĕнче. — Фильмри сюжет чăн пурнăçран мар, анчах ăна шухăшласа кăларнă теме те çук. Мĕншĕн тесен чылайăшĕн ашшĕ-амăшĕ ялта, ачисем вара хулара кун кунлаççĕ. Хулана пурăнма куçарсан вĕсем нумай пурăнаймаççĕ, вилеççĕ». Куракансем фильмăн бюджечĕпе кăсăкланчĕç. Вăл 1 миллион та 400 пин тенкĕ иккен. «Раççей çамрăкĕ. Грантсем» программа тăрăх 800 пин тенкĕ пулăшу илме пултартăм, ыттине хамăн укçана ятăм, спонсорсем тупрăм», — терĕ режиссер. Фильма ахаль çынсемпе пĕрлех профессионал артистсем те хутшăнаççĕ. Ӳкерӳ ушкăнĕнче те ятарласа вĕреннĕ çынсем, Амир Абдразаков ячĕллĕ «Башкортостан» киностуди команди. Тĕпрен илсен, пĕтĕмĕшле ушкăн профессионалсенчен тăрать. «Кино ӳкермешкĕн пĕчĕк ял шыраса республикăн çичĕ районне çитме тиврĕ, — аса илчĕ Фарзана. — Кугарчă тăрăхĕнчи Тюлебаево ялĕ килĕшрĕ. Унта çут çанталăк та питĕ илемлĕ. Ахальтен мар тĕп герой хулана кайма килĕшмест. Çула тухнăскер килне таврăнать». Тĕп роле Раççей тава тивĕçлĕ, Пушкăртстан халăх артисчĕ Риф Сайфуллин калăплать. Фарзана Утарбаева кинофестивальте «Куракансен парни» номинацире çĕнтерчĕ. «Хамăн тĕллеве пурнăçлас тесе кашни фильма ӳкерес умĕн спонсорсем шыратăп», — вăрттăнлăхне уçрĕ вăл. Ĕç пахалăхĕ укçа-тенкĕрен килнине пурте пĕлетпĕр, анчах ăна тупма паян пĕрре те çăмăл мар-çке. Куракансем Сахысалых Байрамов ӳкернĕ тулли метражлă «Дерево судьбы» фильма та килĕштерчĕç. Сахысалых Байрамов — «Туркменфильм» пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ. «Фильмсене ӳкерме пире патшалăх пулăшать. Çулсеренех 20 кино /çак йыша кĕске тата тулли метражлисем, документлă тата илемлĕ фильмсем кĕреççĕ/ хатĕрлетпĕр. Вĕсенче ытларах ача-пăчана воспитани парассипе çыхăннă ыйтусене, патриотизм темине хускататпăр. Çитес вăхăтрах эпĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 80 çул çитнине халалласа тепĕр фильм ӳкерсе пĕтерĕп. Унпа Шупашкарти кинофестивале çитес çул хутшăнма шухăшлатăп», — терĕ вăл. Режиссер палăртнă тăрăх, «Дерево судьбы» фильм чăн пурнăçра пулнине сăнлать. Тĕп сăнар Якубджан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хăйĕн ирĕкĕпе тухса каять. Мăшăрне Нязика, пулас ача амăшне, абрикос йывăçне пăхса тăма хушать. Хăй вăрçăран таврăнасса шантарать. Анчах йывăç хăрсан та хĕрарăм ăна шăварма пăрахмасть, вăл чĕрĕлессе шанать. Упăшки фронтра хыпарсăр çухални çинчен калакан хута илсен те ĕненмест. Çапла 50 çул иртсен, чăн та, йывăç тепĕр хут чечеке ларать. Унран пурте тĕлĕнеççĕ. Кăшт вăхăт иртсен мăшăрĕ тăван килне таврăнать. Режиссер каланă тăрăх, Якубджана Беларуçа хӳтĕленĕ чухне контузи пулнă. Медсестрасем унăн докуменчĕсене урăх çыннăннипе улăштарнăран вăл Гончаров хушаматпа 50 çул Беларуçра пурăннă, çемье çавăрнă. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Эсĕ пысăк преступлени тунă»
Режиссера кино ÿкерме мĕн хĕтĕртнĕ?
Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери XVII кинофестиваль кĕрлесе иртрĕ. Çавна май эпир хамăрăн тĕпеле «Хурăн шывĕ» фильмăн режиссерĕсене Зоя Илларионовăпа Николай Семенова чĕнтĕмĕр. Аса илтеретпĕр: «Хурăн шывĕ» кăçал кинофестивале хутшăнса ытти фильмпа тан ăмăртрĕ.
Хурăн шывсăр пурăнаймасть
— Зоя Васильевна, «Хурăн шывĕ» фильм епле çуралчĕ? Хăш тăрăхра ӳкернĕ ăна?
— Фильмри ĕç-пуçа чăн пурнăçран илнĕ. Çакă 1981 çулта хампа пулса иртнĕ. Эпир, Тимур командинчи ачасем, вăрмана хурăн шывĕ илме кайрăмăр. Ун чухне Пăла шывĕ тарăнччĕ, пилĕк таранахчĕ. Мана хамран аслăрах арçын ача йăтса каçма тăчĕ. Эпĕ виçĕ метра юхса кайрăм. Халĕ аса илетĕп те тĕлĕнетĕп: Пăларан тухсан та киле мар, хурăн шывĕ илмех кайрăмăр. Ку ĕç-пуç Мăнкунра пулчĕ. Йĕпеннĕ тумтире кăвайт чĕртсе типĕтрĕмĕр. Чăлхасене вут таврашне хурса çунтарни те асрах. Çакăншăн кайран аннерен аванах лекрĕ. Вĕрентекен те вăрçрĕ. Эпĕ хурăн шывĕ илме кайнине такам каласа панă ăна. «Хурăн шывсăр пурăнаймасть, этем — юнсăр. Эсĕ питĕ пысăк преступлени тунă», — ятларĕ мана ун чухне класс умĕнче. Çакă ĕмĕрлĕхех асра юлнă. Çавна май кино ӳкерме шухăшларăм. Эпĕ малтан тулли метражлă фильм валлиех сценари çырнăччĕ. Владимир Карсаков пысăкрах калăпăшлă фильмсем ӳкерме шухăшлатчĕ. Эпĕ ун чухне тăван ялта — Патăрьел районĕнчи Именкассинче — чирлĕ аттене пăхма кайнăччĕ. Пушă вăхăтра сценари çыраттăм. Кинона 2019 çулта пирĕн ялта ӳкертĕмĕр. Ял-йышпа ĕçлеме çăмăл пулчĕ, вĕсем хаваспах хутшăнчĕç. Эпĕ унта режиссер çеç мар, ял çыннисемпе пĕрле роль те калăпларăм.
— Фильмра ӳкерĕннĕ ачасем те халĕ çитĕннĕ ĕнтĕ. Вĕсен кун-çулĕ еплерех килсе тухрĕ?
— Зина, Надя ролĕсене хамăн хĕрсем — Ольăпа Ульяна — калăпларĕç. Икĕ арçын ачана — кӳршĕри ачасем. Çапла, халĕ вĕсем çитĕнчĕç. Ульяна — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче, Оля вара юриста вĕренет. Вĕсем хулара çитĕннĕ пулсан та чăвашла лайăх калаçаççĕ, юрлаççĕ. Эпĕ вĕсемпе тăван чĕлхепе калаçатăп. Фильмри Маюк аппа халĕ 86 çулта, пĕчченех пурăнать. Унăн рольне калăплаканĕ — Антонина Макова. Вăл ĕмĕрĕпех ветеринарта ĕçленĕ. Ватă ашшĕне пăхас тĕллевпе пурнăçра пĕччен юлнă. Хăех пахча çимĕç çитĕнтерет. Питĕ харсăр хĕрарăм. Кӳршĕри арçын ачасем те халĕ студентсем. Кĕнеке кăларасшăн — Кино ӳкересси ăçтан пуçланчĕ?
— Эпĕ ача чухнех радио итлесе ӳснĕ. Мана Вера Кузьмина артистка сасси кăмăла каятчĕ. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн артист пулма ĕмĕтленеттĕм. Анчах вăл çулхине театр валли ушкăн пухмарĕç. Çавна кура эпĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕмешкĕн экзамен тытрăм. Шел те, конкурс витĕр тухаймарăм. Тепĕр çул пĕрех вĕренме кĕтĕм. Кирилл Кириллов драматурги курсне ертсе пыратчĕ. Ун чухнех кино ӳкерес шухăш пурччĕ. Университетран вĕренсе тухсан Анатолий Васан тата Кирилл Кириллов мана чĕнсе илчĕç те Мускава драматурги енĕпе ятарлă пĕлӳ илме каймашкăн сĕнчĕç. Эпĕ пĕр савăнтăм, пĕр шиклентĕм. Аннепе калаçма шут тытрăм. Вăл хирĕç пулчĕ. Унсăр пуçне манăн юратнă вĕрентекенсем иккĕшĕ те пурнăçран сарăмсăр уйрăлчĕç. Çапла, эпĕ хамăн ĕмĕте пурнăçлаймарăм. Каярахпа тĕп хулари 6-мĕш шкулта ĕçлерĕм. Сăвă конкурсĕсене хутшăнаттăм. Пĕррехинче унта çĕнтерсе мана культура институтне вĕренме йыхравларĕç, Владимир Карсаковпа çыхăнтарчĕç. Унччен маларах Владимир Галошевпа «Çын пĕлмен тĕрĕ», «Эткер» фильмсем ӳкернĕччĕ, пурăна киле Владимир Федоровичпа «А если хорошенько подумать?» фильма. Эпĕ унта продюсер пултăм, сценари çыртăм. Эпĕ çырас тесе тăрăшман, манăн роль калăплас килетчĕ. Анчах хам çырмасан роле калăплама май çукчĕ. Халĕ те çыркалатăп. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче «Сăвă. Юрă. Драма» кĕнеке кăлартăм. Унта 13 сăвă, 15 юрă тата 1 драма кĕчĕ. Çитес вăхăтрах Владимир Карсаков çинчен кĕнеке кăларас шухăшпа пурăнатăп. Вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлнăранпа кăçал 5 çул çитет. Хальхи вăхăтра çывăх çыннисенчен, тăванĕ-пĕлĕшĕнчен материалсем, сăн ӳкерчĕксем, аса илӳсем пуçтаратăп. Ку ĕçе тума мана никам та хушман, чун ыйтнипе пурнăçлатăп. Сăмах май, «Хурăн шывĕ» фильма Владимир Карсаков вĕрентекене халалларăмăр.
— Кинокартинине курма лайăх-ха, анчах 15 минута тăсăлакан фильма ӳкерме питĕ чылай ĕçлеме, ăшталанма тивет-çке.
— Çапла, кино ӳкересси çăмăл ĕç мар. Çитменнине, укçасăр. Ку тĕлĕшпе пире никам та нухрат уйăрса памасть. Хамăр пуçарупа ĕçлетпĕр. Кино пирĕншĕн — чун киленĕçĕ. Унсăр пуçне пирĕн ĕç тата çемье пур. Çак ушкăна Владимир Федорович пуçтарчĕ. 2016 çулта эпир, 26 çамрăк, Чăваш патшалăх культура институтне куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕмĕр. Чи хастаррисем, 12-ĕн, вĕренсе тухрăмăр. Пирĕн йышрах Илтимĕр Ефремов оператор-постановщик пур. Александр Герасимов сасă çырса пычĕ. Александр Васильев, Владимир Неверов пулăшрĕç. Чи кирли — кашнин техника пурри. Çакă пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. «Хурăн шывĕ» фильма Именкассинче виçĕ-тăватă кун ӳкертĕмĕр. Çу уйăхĕ пулсан та çанталăк питĕ сивĕччĕ, çумăр вăйлă çурĕ. «Ку питĕ лайăх самант, мĕншĕн тесен çанталăк сивĕ пулсан драматурги лайăхрах пулать», — терĕ ун чухне Владимир Федорович. Кама мĕн тăхăнтартасси, çитересси, фильма ăçта ӳкересси пĕтĕмпех Зоя Васильевна çине тиенчĕ. Çапах аптăраса тăмарĕ вăл, хăйне хастар, маттур тытрĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Халĕ ачасем репетитор патне çÿремеççĕ
Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕ 9 тата 11-мĕш классенче вĕренекенсемшĕн тата вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн çав тери хумхануллă та пăлхануллă вăхăт. Вĕренекенсем патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тата патшалăхăн тĕп экзаменĕсене тытаççĕ. Апла-и, капла-и – пурин те çавăн витĕр тухмалла. Çак кунсенче Чăваш Енре вырăс литературипе, географипе тата химипе ирттернĕ патшалăх тĕрĕслевне пĕтĕмлетнĕ.
Патăрьелти 1-мĕш шкулти Юлиана Паймуллина, Вăрнарти 1-мĕш шкулти Карина Федорова, Шупашкарти 2-мĕш лицейри Екатерина Яковлева, Муркаш округĕнчи Софья Егорова, тĕп хулари 4-мĕш лицейри Галина Васильева хими экзаменĕнче 100-шер балл пухма пултарнă. Шупашкарти 5-мĕш гимназири Николай Швешкеевăн географипе — 100 балл. Çĕмĕрлери 1-мĕш шкулти Михаил Будниковпа Шупашкарти 5-мĕш гимназири Владислава Емельянова вырăс литературине питĕ лайăх пĕлнине çирĕплетнĕ. Вĕсен те — 100-шер балл! Кунта тĕп хулари 5-мĕш гимназие палăртмалла. Асăннă вĕренӳ заведенийĕнче икĕ вĕренекен икĕ предметпа 100-шер балл пухнă. Çав вăхăтрах округ центрĕсемпе ялсенчи шкулсем хуларисенчен кая юлмаççĕ. Ялти шкулсенчи вĕрентекенсем те ачасене тарăн пĕлӳ пани юлашки çулсенче уйрăмах лайăх сисĕнет. Сăмах май, патшалăхăн пĕрлехи экзаменне Чăваш Енре 2001 çултанпа ирттереççĕ. Асăннă çулхине ăна пилĕк регионта сăнав шайĕнчи пек йĕркеленĕ. Пилĕк регион шутне Чăваш Республики те кĕнĕ. Малтанхи вăхăтра çĕнĕлĕх шиклентернĕ тĕк, 23 çул хушшинче экзаменсене çак йĕркепе тытассине пурте /учительсем, ачасем тата ашшĕ-амăшĕ/ хăнăхса çитнĕ. Педагогсем палăртнă тăрăх, экзаменсенчи ыйтусем çултан-çул йывăрланса пыраççĕ пулин те чи пысăк балл пухакансен йышĕ ӳсет. Акă, сăмахран, пĕлтĕр Чăваш Енри 79 вĕренекенĕн 84 ĕçĕ 100 бала тивĕçнĕ. 2022 çулта вара 48 çамрăкăн ĕçне 100 балпа хакланă. Çав вăхăтрах пилĕк вĕренекен икшер предметпа чи нумай балл пухма пултарнă. Вĕсем — Шупашкарти 3-мĕшпе 2-мĕш лицейсенче, Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейре вĕреннĕ çамрăксем. «Кун пек кăтартупа кăмăллă пулмасăр! Эпĕ шкулта 1988 çултанпа ĕçлетĕп, биологипе хими вĕрентетĕп. Ачасемпе пуринпе те пĕр пекех ĕçлетĕп. Çитĕнӳ чылай чухне ача хăй тăрăшнипе, хăй çине тăнипе пулать. Софья Егорова — питĕ ĕçчен. Вăл тĕллевĕ патне çирĕппĕн утать. «Çитĕнĕвĕн 90 проценчĕ сирĕн, вуннăшĕ кăна манăн», — тет мана вăл. Эпĕ ун пек шухăшламастăп: 90 проценчĕ — Софьйăн. Вăл чăннипех нумай вĕренет, талпăнать. Урокра, тĕрĕссипе, ППЭне хатĕрленме вăхăт çук. Эпĕ вĕсене йывăр ĕçсене киле парса яратăп. Эпир уроксем хыççăн ытларах ларатпăр. Ялта репетитор патне çӳресси йăлана кĕмен. Ачасене репетиторсем патне кайма сĕнетпĕр, анчах 11-мĕш классем халĕ онлайн репетиторсем пулăшнипе пĕлĕвне ӳстереççĕ, вебинарсем пăхаççĕ. Эпир экзамена 10-мĕш класрах хатĕрленме пуçланă. Ун чухне уроксем хыççăн юлаттăмăр, консультацисем ирттереттĕмĕр. 11-мĕш класра вебинарсем çине пусăм ытларах турăмăр. Софья та вĕсене хутшăнатчĕ. Вун пĕрмĕшсем химипе кăçал пиллĕкĕн экзамен пачĕç. Биологипе те пиллĕкĕн тытаççĕ. Экзаменĕ çĕртмен 11-мĕшĕнче иртĕ. Шкултан вĕренсе тухакансем асăннă предметсене кашни çулах суйлаççĕ. Çак ачасенчен ытларахăшĕ медицина енĕпе каясшăн. Софья та тухтăр пуласшăн. Хăй 100 балл пухайнăшăн питĕ хĕпĕртенĕ. Вăл, ырă кăмăллă хĕр пĕрчи, кăçал биологипе республика шайĕнче иртнĕ олимпиадăра призер пулчĕ. Эпĕ ăна 8-мĕш класра вĕрентме пуçларăм. Софья каланă тăрăх, экзаменра уншăн йывăрлăхсем пулман. Медика тата хими учительне каякансем ППЭ тытма хими предметне суйлаççĕ. Хими, паллах, йывăр предмет. Пĕтĕмĕшле илсен, химипе пур ачана та ĕлкĕрсе пыма йывăр. Лайăх кăтарту пултăр тесен иккĕн — учителĕн тата ачан — пĕрле тăрăшмалла. Софьйăн çитĕнĕвĕшĕн хамăр та, вĕрентекенсем, питĕ савăнатпăр», — терĕ Калайкассинчи А.Г.Николаев ячĕллĕ шкулăн химипе биологи учителĕ Дина Карандаева. Софья пур предметпа та «5» паллăпа ĕлкĕрсе пынă. 2021 çулта округ шайĕнчи олимпиадăра çĕнтернĕ. Биологи тата истори олимпиадисенче призер пулнă. 2022 çулта химие, биологие тарăннăн пĕлнине кăтартса мала тухнă. Вырăс чĕлхипе тата литературипе, экологипе призер пулнă. 2023 çулта биологи олимпиадинче çĕнтернĕ. Химипе, экологипе, вырăс чĕлхипе — призер. Çав вăхăтрах хĕр общество ĕçне те хастар хутшăнать. 2018 çултанпа Муркашри ача-пăча искусствăсен шкулĕ çумĕнчи «Калинка» халăх ташшисен ансамбльне тата Муркаш округĕнчи «Шуçăм» юрăпа ташă ансамбльне çӳрет. Живопиçпе интересленет. Вăл ЧР Пуçлăхĕн стипендиатки те. Патăрьелти 1-мĕш шкулти Юлиана Паймуллина хими олимпиадинче 100 балл пухнишĕн пĕлӳ çурчĕн директорĕ Наталия Андреева кăмăллă пулнине пытармарĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Предметсене пĕрлештерсе уроксем ирттерет
Виçĕ аслă пĕлӳ илнĕ вăл. Шăпа пĕрех юратни, чунĕ туртни патне çавăрса çитернĕ. Çĕмĕрле округĕнчи Хутар шкулĕнче ачасене биологи вĕрентекен Татьяна Надеева çав тери хавхаланса ĕçлет. Çак предметпа пĕлӳ паракансен çуркунне ĕç вĕресе тăрать. Эпир вĕсем патĕнче çу уйăхĕн вĕçĕнче пултăмăр. Татьяна Валентиновна класа кĕрсе курма чĕнчĕ — вĕсем пахча çимĕç, чечек калчи чылай ӳстернĕ...
Вăрман — сăнав участокĕ вырăнĕнче. Хутар шкулĕнчи мĕн пур класра хитре чечексем ӳстереççĕ. Коридорти чӳрече янахĕсем çинче те чылай вĕсем. Çеçкесене шкул ачисем пăхса тăраççĕ. Кунта, паллах, Татьяна Надеевăн тӳпи пысăк. «Эпĕ Муркаш районĕнчи Калайкассинче çуралса ӳснĕ. Вырăнти шкулта вĕреннĕ. Анне бухгалтерта ĕçленĕ, атте ветеринари тухтăрĕнче вăй хунă. Шел, пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ вăл. Анне пурăнать-ха, Турă сывлăх патăр ăна. Çывăх çыннăмăр çурла уйăхĕнче 90 çул тултарать. Çемьере пиллĕкĕн ӳсрĕмĕр: тăватă хĕр те пĕр ывăл. Эпĕ — иккĕмĕшĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне биологи, хими предмечĕсене юрататтăм. Биологи мана уйрăмах килĕшетчĕ, мĕншĕн тесен çак предмета вĕрентекен Евгения Игнатьевăна питĕ кăмăллаттăм. Евгения Прокопьевнăна сăнаса пăхса лараттăм. Вăл пире тăван тăрăха, çут çанталăка юратма, ӳсен-тăрана тата чĕр чунсене упрама вĕрентрĕ. Экскурсисене илсе каятчĕ. Тата акă мĕн астуса юлнă: ăçта каятпăр — аллинче унăн яланах пĕчĕк кĕреçеччĕ. Йывăçа тĕрĕс лартма вĕрентетчĕ. Вăрман пирĕншĕн сăнав участокĕ вырăнĕнчеччĕ, çавăнтах йăлт туса кăтартатчĕ. Полиэтилен хутаç, кĕленче выртать тĕк вĕсене пуçтарса, тăпра чавса хупласа хăвараттăмăр. Çав йăла халĕ манăн та пур. Кĕтĕве кайнă чухне пĕчĕк кĕреçе, пысăках мар хутаç илетĕп. Пирĕн хушăра, шел те, тирпейлех мар çынсем те пур. Кĕтӳ пăхнă чухне апат çисен ăпăр-тапăра çавăнтах пăрахса хăвараççĕ. Чун чăтмасть, çавсене пуçтаратăп. Хамăн ачасене те çапла тума хăнăхтартăм», — калаçăва чун пăшăрханăвĕнчен пуçларĕ Татьяна Валентиновна хăйĕн çинчен каласа кăтартма ыйтсан. Агроном ĕçĕ биологипе çыхăннă. Татьяна шкулта чылай предмета килĕштернĕ пулин те юратнă учителĕн çулнех суйланă. Çут çанталăка юратни те витĕм кӳнĕ паллах. Анчах Калайкасси хĕрĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне ăс пухма кĕреймен. «Пирĕн вăхăтра конкурс питĕ пысăкчĕ… Вара Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне кайрăм. Агроном ĕçĕ те биологипе çыхăннă- çке. Агронома кăмăлтанах вĕрентĕм. Ун чухне ĕçлеме направленипе яратчĕç. Агроном дипломне илсен Калуга облаçне каймалла пулчĕ. Унта пилĕк çул агрономра вăй хутăм. Ĕçленĕ вăхăтра Чăваш патшалăх педагогика институчĕн биологипе хими факультетĕнче куçăн мар майпа вĕрентĕм. Эпир пулас мăшăрăмпа Виктор Надеевпа ял хуçалăх академийĕнче пĕрле пĕлӳ илнĕ. Студент çулĕсенчех çемье çавăртăмăр. Калуга облаçне те пĕрлех кайрăмăр. Хуняма чирлесе ӳкрĕ те Чăваш Ене куçса килтĕмĕр. Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Турханта пурăнма пуçларăмăр», — каласа пачĕ Татьяна Валентиновна. Вырăс чĕлхи учителĕ пулса тăнă. «Килтĕм те — ялта ĕç çук. Турхан шкулĕн директорĕ биологи учителĕччĕ. Унăн мăшăрĕ те биологчĕ. Вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ вара çукчĕ. Мĕн тумалла? Вырăс чĕлхине те юрататтăм, çавăнпа каллех пединститута кайрăм. Куçăн мар майпа вĕренсе вырăс чĕлхи учителĕ пулса тăтăм», — тĕлĕнтерчĕ пултаруллă педагог. Халĕ вăл Хутар шкулĕнче /пĕлтĕртенпе Турхан шкулне Хутарти пĕлӳ çурчĕпе пĕрлештернĕ/ вырăс чĕлхипе литератури, биологи вĕрентет. Биологи вăрттăнлăхĕсемпе ачасене тăххăрмĕш çул паллаштарать. Пĕр вăхăт вăл вырăс чĕлхипе литератури кăна вĕрентнĕ. Халĕ Татьяна Надеева 5-9-мĕш классене биологи вĕрентет. Хутарсем ӳсекен ăрăва çĕр ĕçне хăнăхтараççĕ. «Тĕрĕссипе, ачасем биологие вырăс чĕлхинчен ытларах кăмăллаççĕ. Унта правилăсем çук. Паллах, термин нумай ĕнтĕ. Биологи — пурнăçпа тачă çыхăннă предмет. Шкул умне кашни çул хамăрах вăрлăх туса чечексем акатпăр. Вĕренекенсем хăйсемех çĕр чаваççĕ. Маларах шкул ачисене ĕçлеттерме юрамастчĕ. Эпир ăна пĕрех пит уясах тăман: çамрăк ăрăва çĕр ĕçне яланах вĕрентме тăрăшнă. Шкул çумĕнче халĕ темиçе лаптăк та пур. Чечек ытларах лартатпăр. Маларах пахча çимĕç те хамăрах туса илеттĕмĕр. Ачасене вĕсем чечеке епле лартнине кăтартаттăм», — хавхаланса калаçрĕ вĕрентекен. Татьяна Надеева пĕлтернĕ тăрăх, Хутар шкулĕнче ăс пухакансем ППЭ тытма биологие тăтăш суйлаççĕ. Пысăк балл пухаççĕ. Биологие тĕплĕн шĕкĕлчекенсем медицина енĕпе каяççĕ. Тăхăр çулта унăн икĕ вĕренекенĕ биологи учителĕ пулса тăнă. «Çын шăм-шакĕ мĕн çинчен каланă?» «Ачасем интересленнине кура-ши — биологие тимлĕх ытларах уйăратăп. Вĕренекенсене мĕн килĕшнине асăрхатăп паллах. Биологи урокĕсене кăсăклă ирттерме тăрăшатăп. Халĕ икĕ предмета пĕрлештерсе те уроксем ирттеретпĕр. Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнман предметсемпе те уроксем йĕркелетпĕр. Калăпăр, биологипе вырăс чĕлхине çыхăнтарса урок ирттеретĕп. Хам шухăшласа кăларнă уроксем те пур манăн. Сăмахран, 8-мĕш класс ачисем валли биологипе вырăс чĕлхине пĕрлештерсе «Çын шăм-шакĕ мĕн çинчен каланă?» урок йĕркелерĕм. Уçă урок та кăтартрăм. Çавăн пекех биологипе технологи предмечĕсене пĕрлештерсе урок тăватпăр. Эпир технологи вĕрентекенĕпе туслă ĕçлетпĕр. Киле ĕç пама та манмастпăр. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ӳстернĕ калчасене ачасем шкула илсе килеççĕ», — ĕçĕхĕлĕпе паллаштарчĕ Татьяна Валентиновна. Вăл каланă тăрăх, урокра вĕреннĕ темăна килте çирĕплетни, ĕçе ашшĕамăшне те явăçтарни питĕ лайăх. Çакă ачасен пĕлĕвне тарăнлатни пулать. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Антонина ВАСИЛЬЕВА: Пахчаçăсем кăнтăрти çимĕçсене туса илни савăнтарать
— Юлашки вăхăтра пирĕн республикăра иçĕм çырли ӳстерекен самай йышланчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕччен иçĕм çырли пирĕн патра ӳсмест теттĕмĕр. Пĕрех çав вăхăтран ăна ĕрчетме пуçларăмăр. Садпахча ăстисем тĕрлĕ сорт çитĕнтереççĕ. Пирĕн пурин те иçĕм çырлин тутлă, ир пулакан, ăнăçлă хĕл каçакан сорчĕсене лартас килет-çке. Çавсене шута илсе эпир пирĕн регионта лайăх çитĕнекен, хĕл каçма турачĕсем лайăх хытса юлакан сортсене çитĕнтерме тытăнтăмăр, — каласа кăтартрĕ Шупашкар округĕнчи «Ивушка» питомникăн тĕп агрономĕ Антонина Васильева.
Иçĕм çырли
— Иçĕм çырли ӳстерекенсене темĕнле сорт та кăсăклантарать: пылак эрех тумалли е десерт сорчĕсем, — ăнлантарчĕ Антонина Аркадьевна. — Пĕрремĕшĕ валли «Циравас Агра» лайăх. Иçĕм çырли симĕс, çимĕçĕн пысăкăшĕ вăтам, культура пирĕн патра лайăх хĕл каçать. Ăна кĕркунне хупламасан та юрать, хунавне çĕр çине антарса хăвармалла çеç. Сăмах май, иçĕмĕ çырлин кирек хăш ушкăнĕ, сорчĕ пĕр вăхăтра пиçет. Пирĕн республикăра вăл палăртнинчен икĕ эрне каярах тутлăланать: çурла уйăхĕн варринче, авăн пуçламăшĕнче. Иçĕм çырли пиçсе çитсен ăна сăпса тапăнать. Çавăнпа ятарлă материалпа /сетка/ витме тивет. Е пĕр эрне маларах татса хума юрать, вăл пиçет. Ку сĕнӳ çӳхе хупăллă çырласене пырса тивет. Хытă хупăллисене, вĕсем пылак пулсан та, сăпса çиеймест. Улмуççи Çынсем колонна евĕр ӳсекен /колоновидная/ улмуççи те лартма пуçларĕç. Ăна хунавранах тĕрĕс пăхса çитĕнтермелле. Ӳссе çитнĕ тĕле эпир улмуççие мĕнле курасшăн, йывăçăн формине çавна шута илсе йĕркелемелле. Енчен те пĕр турат çеç ӳстерсен унран 1 витре пан улми татма пулать. Ытларах çимĕç илес тесен айккинчи туратсене аталантармалла: турат пуçламăшĕнчен 4 папка хăвармалла, ун хыççăнхисене темиçе папкине касмалла. Унран туратланса тухать. Вăл хăйне евĕрлĕ формăланса çӳлелле ӳсет, тухăçĕ икĕ хут ытларах пулать. Колонна евĕрлĕ ӳсекен улмуççи 2 метра яхăн çĕкленет. Туратланса çитĕнтернине — 1, пĕр туратран ӳстернине çур метртан лартмалла. Çак культура пĕчĕк пахчаллисем валли лайăх: вырăн сахал йышăнать. Ăна карта çумĕнче тăршшĕпе лартса ӳстерме аван. Сад-пахча та илемлĕ курăнать. Колонна евĕр ӳсекен улмуççин тымарĕ тарăна каймасть. Çавăнпа асăрханмалла, йĕри-тавра чавмалла мар, мульча çеç хумалла. Чăваш Енре «Президент» сорт лайăх аталанса ӳсет. Çимĕçĕ тутлă, «Штрейфлинг» /«Штрефель»/ евĕрлĕ. Чăваш Енри халăх тĕрлĕ ӳсен-тăранпа кăсăкланать. Темĕн те лартса ӳстерме тăрăшаççĕ. Ку савăнтарать. Çавна шута илсе çынсене пирĕн республикăшăн çĕнĕ сорчĕсене — пан улмин хĕрлĕ ăшлă пулаканнине /красномясая/ — ларттарас килет. Вĕсене Тамбоври питомникра ĕрчетме тытăннă. Пан улмийĕ çеç мар, унăн чечекĕ те калама çук хитре, хĕрлĕ. Хĕрлĕ ăшлă пан улмин çуллахи тата хĕллехи сорчĕсем пур. Пан улмийĕ тухăçлă пулать, пирĕн патри улмуççисенни пекех. Абрикос Абрикоса илсен, «Чемпион севера», «Триумф севера», «Десертная» сортсем шăпах пирĕн регион валли. Чăваш Енре сад ăстисем вĕсене лартма пуçларĕç. Хунавĕсене те республикăрах çитĕнтереççĕ. Кăçал вĕсен йышĕ пуянланчĕ: «Черный бархат» сорт хушăнчĕ. Çак сорта иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Муркаш районĕнчи Герасимов хушаматлă сад ăсти патĕнче курнăччĕ. Вăл мана шутсăр килĕшнĕччĕ. Унтанпа тек ниçта та тупаймарăм, туянас тесен те. Пĕлтĕр вара Тамбова кайсан тĕл пултăм, кăмăлпах илсе килтĕм. Чăваш Енри халăха та çак сорта ӳстерме сĕнетĕп. Чие Лутра, пылак пулакан чиесем халăха илĕртеççĕ. Çынсем шăпах çавăн пеккисене ӳстерме тăрăшаççĕ. «Стандарт Урала», тĕслĕхрен. Тутлă та, татма та меллĕ. Халăх çакăн пеккисене кăмăллать. Унсăр пуçне пирĕн республикăра «Бессея» чие пур. Ытти сорта татса пуçтарнă хыççăн тин пиçме пуçлать вăл. Тĕм пек çеç ӳсет пулин те çырли нумай. Кĕççеленсе ӳсекеннине /войлочная/ те çынсем килĕштереççĕ. Мăйăр Фундукăн /шĕшкĕ мăйăрĕ/ тĕрлĕ сортне ӳстерме пĕртте йывăр мар. Хĕрлĕ çулçăлли çӳллĕ ӳсмест — 2 метртан ытла мар. Вăл шăпах çав енчен аван. Мăйăрĕн хуппи çӳхе. Лартнă хыççăн 3-4 çултан мăйăр пама пуçлать. Çулçи сарăличчен чечекĕ тухать. Фундук çурма сулхăнра е сулхăнра аван ӳсет. Аçтăрхан мăйăрĕ пирĕн тăрăхра аванах çитĕнет. Тĕрĕссипе, вăл юман пек пысăк йывăç. Çавăнпа ăна садра лартсан турачĕсене касса тĕм пек ӳстермелле. Çимĕçне 4-5 çултан парать. «Идеал», «Великан» сортсем сĕнетĕп. Чей курăкĕсем Чапăр курăкĕн /чабрец, тимьян/, пĕтнĕкĕн /мята/, мелиссăн тĕрлĕ сорчĕпе пуянланма тытăнчĕç республикăри питомниксем. Ментол, лимон тутиллисем таранах. Вĕсене юратманнисем те пур-ши? Çак чейсем ш ă - рăхра шыв ĕçес килнине ирттереççĕ. Чапăра хĕлле витме тивет. Пĕтнĕксем аптăрамаççĕ, аванах ӳсеççĕ. Чечексем Астильбăн тĕрлĕ сортне — 20 сантиметр ӳсекеннине, тĕм пек пулаканнине, чечекĕ тĕрлĕ тĕслĕ /кĕрен, сенкер, шурă, хĕрлĕ/ çурăлаканнине — курнă-и? Çак илемпе киленмеллех, вĕсем кăмăла çĕклеççĕ. Астильба клумбăсене, сад-пахчана илемлетме лайăх. Урамра ӳстермелли гераньсем /хĕрли, кĕренни/ хăйсем тĕллĕн ĕрчеççĕ. Тимлĕх ытлашши кирлĕ те мар. Хăшĕ-пĕри бадан та лартать. Унăн типнĕ çулçинчен чей вĕретеççĕ, усăллине пĕлтереççĕ. Герхера чечекĕпе çеç мар, илемлĕ çулçипе те илĕртет. Вĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Лиатрис паранкăран ĕрчет. 80 сантиметр ӳсет, утă уйăхĕнче чечеке ларать, чылай вăхăтчен савăнтарать. Чечекĕ тĕрлĕ тĕслĕ пулать. «Буддлея Давида» сирень евĕрлĕ çурăлать: хĕрлĕ, кăвакрах… Лилейник сорчĕсем тата. Пулать вĕт çавăн пек: пахчара пур ĕçе те пурнăçлама вăхăт çитмест. Çак чечеке лартсан пăхса нушаланмалла мар. Хăех ӳссе çеçке çурать. Чечек юратакансене клематис та сĕнес килет. Республикăра кĕл чечек сорчĕ нумайланчĕ. Çав шутра — кăвакки те. Кашнине хăйне евĕрлĕ пăхмалла. Малтан мĕн лартас килнине, унран мĕн кĕтнине пĕлмелле. Хыççăн тин агрономран канаш ыйтмалла. Клематис мĕнрен кая? Гортензин тĕсĕсем тата?.. <...>
Елена ЛУКИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас