Хыпар 58 (28375) № 08.08.2025

8 Çурла, 2025

Пархатарлă ĕçшĕн пысăк тав!

Строитель кунĕ умĕн Правительство çуртĕнче çак профессире хăйсен ĕçĕпе палăрнă çынсен чыславĕ иртрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пухăннисене уяв ячĕпе саламланă май отрасль çитĕнĕвĕсене палăртрĕ, умри тĕллевсем пысăкки çинчен каларĕ. Строительсем вĕсене пурнăçласси пирки вăл иккĕленмест. Цифрăсем строительство комплексĕн ăнăçлă ĕçне кăтартаççĕ. 2020 çултанпа республикăра пурăнмалли 3,7 миллион ытла тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — ку умĕнхи пилĕк çуллăхринчен нумайрах. Кăçал, çулталăк пуçланнăранпа — 450 пин тăваткал метр ытла. Çамрăк, нумай ачаллă çемьесем, тăлăхсем илнĕ хваттерсен шучĕ пысăк — 5 пине яхăн. Коммуналлă инфратытăма çĕнетесси пысăк хăвăртлăхпа пырать. Паян строительство тапхăрĕнче республикăн адреслă инвестици программинчи 70 ытла объект. Вĕсенчен 37-шĕ — инженери инфратытăмĕн тата ЖКХ, 12-шĕ — сывлăх сыхлавĕн, 10-шĕ — вĕрентӳ объекчĕсем. Çав шутра — Шуршăлти космонавтика музейĕ, Муркашри поликлиника, Шупашкар, Улатăр, Комсомольски округĕсенчи виçĕ шкул, ыттисем. Паллах, професси уявĕ ĕçре палăрнисене наградăланипе те сумлă. Вĕсем вара йышлă. 29-мĕш строительство управленийĕн каменщикне Александр Васильева, «Шупашкар керамики» заводăн тĕп энергетикне Константин Васильева, ЖБК-9 мастерне Николай Гаврилова, СУ-29 гендиректорне Александр Героева Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕн хисеплĕ ятне панă. Патшалăх службинчи тӳрĕ кăмăллă ĕçе палăртакан паллă, Чăваш Ен Пуçлăхĕн, Раççей Стройминĕн тав хучĕсем, ытти награда — пухăннисен алă çупмашкăн сăлтав çине-çинех пулчĕ. Олег Николаев кашнинех алă тытса тав турĕ, строителĕн пархатарлă ĕçĕнче ăнăçусем сунчĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Çынсем эпир тытса пынă çул-йĕре ырланине туятăп»

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ кашни уйăха массăллă информаци хатĕрĕсене интервью парса пĕтĕмлетесси йăлана кĕчĕ. Вулакана вăл утă уйăхĕнчи ĕçсене, пулăмсене хакланипе паллашма сĕнетпĕр.

Ниме — пĕрлехи ĕç

— Утă уйăхĕнче «Ниме — халăх бюджечĕ» программа старт илчĕ. Эпĕ ăнланнă тăрăх, вăл — пуçаруллă бюджет программин трансформацийĕ. Ятне мĕншĕн улăштарас терĕр, çакăн хыçĕнче мĕн тăрать?

— Тĕрĕс, ку, экономикăра каланă пек, ребрендинг, чăннипе вара нимĕн те улшăнмасть. Çĕнĕлĕх пĕр-пĕрне пуянлатакан икĕ ăнлава тĕпе хурать. НИМЕ — пирĕн йăла: пурте пĕрле пухăнатпăр, пысăк ĕçе кашниех хăйĕн тӳпине хывать. Халăх бюджечĕ вара шăпах çак темăна аталантарать. Анчах пĕрле хăш ĕçсене тумаллине халăх хăй татса парать. Çапла вара пуçаруллă бюджет программине аталантарса ăна хамăрăн йăласемпе пĕтĕçтеретпĕр.

— Çак программа пирки те кашниех пĕлме пултарать-и, информаци уçă-и?

— Паллах, уçă. Çийĕнчен эпир çак программăна пурнăçлассин кашни тапхăрне иккĕмĕш çул ĕнтĕ цифра сервисĕсене вырнаçтаратпăр. Çынсем пухăнаççĕ, йышăну тăваççĕ, сасăлаççĕ, ĕçсем мĕнле пынине сăнаса тăраççĕ.

— Олег Алексеевич, утă уйăхĕн вĕçĕнче эсир суйлава хутшăнма хăй тĕллĕн тăратнă кандидат пулса хăвăршăн алă пуснисене суйлав комиссине патăр. Чăваш Енре пурăнакан 200 пин çын сирĕн майлă пулнине çирĕплетнĕ. Ку, паллах, кăмăллă, çав вăхăтрах пысăк яваплăх та — çынсем кĕтнине тӳрре кăлармалла.

— Сирĕнпе туллин килĕшетĕп. Çынсем ман майлă пулни хавхалантарать, çапах яваплăх йывăрăшне те лайăх ăнланатăп. Турра шĕкĕр, эпĕ çак ĕçре пирвайхи кун мар — пилĕк çул хыçа юлчĕ. Çак çулсенче кашни кун çавнашкал яваплăхпа пурăннă, малашне те пурăнас кăмăллă. Маншăн алă пуснă çынсен йышĕ пысăкки савăнтарать, тепĕр енчен, çавăн пек йышпа, алă пуснисен çавнашкал пысăк калăпăшĕпе 3,5 пин волонтерăн ĕçлеме тиврĕ. Эпĕ волонтерсене те, республикăра пурăнакансене те çапла йĕркеленсе ĕçленĕшĕн, пысăк ĕç пурнăçланăшăн чунтан тав тăватăп. Мĕншĕн тесен суйлав кампанийĕн стартĕнче çынсен енчен тĕрев туйни маншăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хам пĕччен пулманнине туятăп, çынсем маншăн алă пуснă май республика умĕнчи тĕллевсене пурнăçламашкăн хутшăнма хатĕррине çирĕплетнине ăнланатăп. Çавна май пĕрле пĕтĕмпех тума вăй çитерессе туятăп. Çынсем эпир акă ĕнтĕ пилĕк çул тытса пыракан çул-йĕре ырлаççĕ. Ăна çынсен ĕмĕтне, шухăш-кăмăлне, вĕсене хумхантаракан ыйтусене тĕпе хурса хыврăмăр. Эпир иртнĕ çулхи пекех 2020 çулта та социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине туса çитернĕччĕ, ăна та çав пайсемпех никĕсленĕччĕ. Ĕçсене пĕтĕмлетсе паян питĕ нумай пĕчĕк тата пысăк çĕнтерӳ тунăшăн савăнма пултаратпăр. Çапах та чи кирли — Чăваш Ен экономики хăйне шанчăклă туйни, çавна пула социаллă сферăри нумай ыйтăва татса пама пултарни. Министр кăмăллă

— Раççей ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут республикăра ĕçлĕ çул çӳревре пулчĕ, Чăваш Ен ял хуçалăхне, çав шутра хăмла производствине, хывакан тӳпене самай пысăка хурса хакларĕ. Вăл килнĕ май палăртнă тĕллевсене пурнăçлас енĕпе мĕн тăватпăр?

— Паян сăра вĕретсе хатĕрлекен пĕчĕк формăсем, крафт сăра, сăра тумалли пĕчĕк цехсем ӳсĕмлĕн аталаннă чухне Раççей сăрин параметрĕсене стандартизацилени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта чи малтанах сăра вĕретме çĕршывра хатĕрленĕ, халăх йăли-йĕркине çывăх чĕр таварпа технологисем çинчен калаçмалла, вĕсен çумне сăран ытти параметрне хушмалла. Оксана Николаевна мăйракаллă шултра выльăх аукционне те хутшăнчĕ. Селекципе генетика — АПКна аталантармалли никĕс. Çакна пĕлсе тăрса пĕлтĕр хамăрăн генетика енĕпе тунă çитĕнӳсене ăратлă выльăх аукционне ирттерсе кăтартас терĕмĕр. Пирĕн иртнĕ çулхи паха опыта асăрхарĕç, апла тăк аукцион, çитес çул виççĕмĕш хут иртекенскер, федераци статусне илме пултарĕ. Ку шайра вара унăн тĕллевĕсене анлăлатма пултарĕç.

Юсав — кĕтменлĕх мар

— Утă уйăхĕнче Шупашкарта пурăнакансен умне кĕтмен çĕртен коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă ыйтусем тухса тăчĕç. Вĕсене татса парассишĕн мĕнле мерăсем йышăннă?

— Мĕншĕн кĕтмен çĕртен? Хĕле хатĕрленсе плана кĕртнĕ ĕçсене пурнăçларĕç вĕт, хуçалăхри çивĕч ыйтусене тупса палăртрĕç. Эпир çуллахи хатĕрленӳ планне пысăкрах ĕç калăпăшĕ кĕртесси çинчен малтанах калаçса татăлнăччĕ. Çынсенчен каçару ыйтатăп паллах, анчах пĕчĕкрех тĕллевпе çырлахнă пулсан çулла тупса палăртнă çитменлĕхсем хĕлле хулана йывăрлăха кĕртсе ӳкерме пултаратчĕç. Чи пахи — кăлтăксене вăхăтра сирни. Малтанах вăхăтлă мелпе çынсене вĕри шывпа тивĕçтертĕмĕр, хыççăн палăртнă ĕçсене пурнăçларăмăр. Кун йышши пăтăрмах хĕлле сиксе ан тухтăр тесе çитменлĕхсене çуллахи тапхăрта пĕтермелле. Паллах, ку хутĕнче шыв ыйтăвĕ çынсемшĕн кĕтменлĕх пулса тăчĕ. Çавăнпа кун пек юсав ĕçĕсем пирки халăха малтанах асăрхаттармалла, ăнлантармалла.

— Шупашкарти Атăл çыранĕ — чи илемлĕ вырăнсенчен пĕри. Çынсем унта канаççĕ, спортпа туслашаççĕ. Эсир вара çуллахи вăхăтра çут çанталăкпа киленме, канма вăхăт тупатăр-и?

— Çулталăк вăхăтне пăхмасăр кану валли вăхăт тупмалла. Манăн шухăшпа, «ĕçре канатпăр» тени тĕрĕсех мар. Ĕç хыççăн килте çемьепе калаçни те хăйне евĕрлĕ кану. Унсăр пуçне канмалли кунсем пур. Шел, çулла вăхăт сахал е пачах çук. Çав-çавах кану валли пĕр-ик кун тупăнатех. Тепĕр чухне çĕр çинче ĕçлесе те канатăп.

— Мĕн лартса ӳстеретĕр-ха?

— Ыттисем пекех — помидор, хăяр, улма-çырла. Газон пур. Унта ачасем футболла выляççĕ. Халĕ çитĕнчĕç ĕнтĕ — аплах вылямаççĕ. Пĕлетĕр-и, çакăн пек пĕр кун телефонсăр канса ĕçлесенех тунтикун ĕçе эрне каннă пекех тухатăн. 2-3 сехетлĕхе кулленхи ĕçсенчен пăрăнни е çемьепе пĕрле ирттерни те малалла тухăçлă ĕçлеме вăй-хал парать. Спортпа туслă пулни те пулăшать. Йăлана кĕнĕ йĕркепе ирхине е каçхине чупма, велосипедпа ярăнма е ишме вăхăт тупатăп. Ку пуçа кантарать.

«Пехет» халăха паха продукципе тивĕçтерĕ

— Утă уйăхĕнче Шупашкарта тахçанах ĕмĕтленнĕ тата кĕтнĕ проект тӳрре тухрĕ — «Пехет» агромаркет уçăлчĕ. Каласамăр, унăн усси тата рынок концепцийĕ еплерех?

— Тĕп тĕллевĕ — çынсене регионта туса илнĕ, экологи енчен таса та паха ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтересси. Агромаркетра пĕр анлăшра тăватă енлĕ суту-илӳ йĕркеленĕ. Пĕрремĕшĕ — оффлайн суту-илӳ: килетĕн — туянатăн. Фудкорт вырăнта апата астивсе пăхма май парать. Çитес вăхăтра дистанци мелĕпе те апат-çимĕç туянма май пулĕ. Унсăр пуçне агромаркетра тĕрлĕ мероприяти, фестиваль ирттерме пулать. Вырăнти фермерсем хăйсен продукцийĕпе паллаштараççĕ, ăна мĕнле туса илнине ăнлантараççĕ, сĕнӳ-канашпа пулăшаççĕ. Фермер çак ĕçре чунне парса ĕçлет — продукци пирки унран лайăхрах кам пĕлтĕр-ха?

— Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Эсир муниципалитетсене нумай тухса çӳретĕр, шкулсенче юсав ĕçĕсем епле пынине тĕрĕслетĕр. Ачасене пĕлӳ парас ĕçре класс тулашĕнчи ĕç те пĕлтерĕшлĕ. Калăпăр, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Шуршăлта Космонавтика музейĕнче реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ. Çакна Владимир Путин та ырланă. Строительсем ĕçе мĕнле шайра тăваççĕ? Объекта вăхăтрах вĕçлĕç-и?

— Космонавтика музейне илес тĕк — унта тĕрĕслев витĕр тухнă, ĕçе яваплă пурнăçлакан, йывăр тĕллевсене пурнăçа кĕртме пултаракан подрядчик ĕçлет. Ку объектра та вăл ĕçсене графикран маларах туса пырать. Çаплах тăрăшса ĕçлесен 2026 çул вĕçленнĕ тĕле строительство ĕçĕсене вĕçлеме пултарать. Планпа ĕçе 2027 çул варри тĕлне пĕтермелле. Çавăнпа унта йăлтах йĕркеллĕ. Анчах стройкăсенче тĕрлĕрен пулать. Хушăран объекта вĕçлемелли тапхăрта контрактсене пăрахăçлама тивет. Подрядчиксем ĕçе лайăх туса пĕтерменни те пулать. Ун пек тĕслĕхсем пур. Калăпăр, йĕлтĕр-роллер трассинче çакăн пек лару-тăру. Нумаях пулмасть контракта пăрахăçлама тиврĕ. Паллах, ĕçе вĕçне çитерес тĕллевпе мерăсем йышăнăпăр. <...>

Роза ВЛАСОВА, Ирина ПАРГЕЕВА, Юрий МИХАЙЛОВ, Николай КОНОВАЛОВ хатĕрленĕ.

♦   ♦   ♦


«Çынна йÿçек тĕтĕмрен çĕклесе тухрăм»

«Хыпар» Издательство çуртĕнче Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре çуралса ӳснĕ шалти службăн генерал-майорĕ Александр Савуков хăнара пулчĕ, пирĕн ыйтусене хуравларĕ.

Чемпиона кăларнă

— Эсир халĕ — Раççей Граждан оборонин тата чрезвычайлă ларутăру ĕçĕсен министерствин Ростов облаçĕнчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ тата федерацин Кăнтăр округĕнчи оперативлă реагированин, пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлессине йĕркелессин тата ĕç- хĕле координацилессин управленийĕн пуçлăхĕ — тăван республикăна мĕнле йӳтĕмпе килтĕр?

— Отпуска. Ял-йышпа, тăвансемпе, тантăшсемпе курнăçрăм, округ пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа тĕл пулса калаçрăм, Раççей Геройне Николай Петрова сума суса лартнă палăка уçма хутшăнтăм. Унăн ашшĕне Алексей Витальевича лайăх пĕлетĕп, пĕр-пĕринпе çыхăну тытатпăр. Иксĕмĕр 1995 çулта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн республикăн Шалти ĕçсен министерствин поликлиникинче врач комиссийĕ витĕр тухрăмăр. Вăл Шупашкарти милици шкулне вĕренме кĕчĕ, экзамен панă хыççăн мана Ивановăри пушар-техника училищине илчĕç. Николай Петров Тăван çĕршыва юратакан патриотсен çемйинче çуралса, ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсенчен тĕрĕс воспитани илсе çитĕннĕ. Паттăрсем çĕршыва хӳтĕлессишĕн, çынсене вилĕмрен çăлассишĕн пурнăçне параççĕ. Николай — вĕсенчен пĕри. Вăл тата ыттисем ятарлă çар операцийĕнче тăшманпа çапăçса пуç хума тытăнсан çак ыйту ман ума та тухса тăчĕ: эпĕ параятăп-и? Нумай шухăшласа çӳрерĕм те çапла пĕтĕмлетрĕм: çынсене вилĕмрен çăлассишĕн пушарта пурнăçа пама хатĕр.

— Эсир мĕнле çемьерен тухнă?

— Аттепе анне Анатолий тата Тамара Савуковсем ĕçченччĕ, мана пурнăç çулĕ çине тăратрĕç. Эпĕ ĕçлесе ӳснĕ. 5-мĕш класс пĕтерсен ферма çывăхне хиртен лашапа утă-улăм турттарнă. Кашни каникулта çăвĕпех колхозра тăрăшнă. Кил хуçалăхĕнче выльăхпа кайăк-кĕшĕке пăхма хутшăннă. Мана тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕрĕн Людмила Васильевна Волковăн, ытти педагог тӳпи пысăк. Вĕсем ачасене яваплă, тăрăшуллă, пултаруллă пулма хăнăхтарчĕç. Шел, вĕрентекенсем пире мĕн панине çулсем иртнĕçемĕн çеç хак паратпăр. Ун чухне ачасен пурнăçĕнче спортпа физкультура пысăк вырăн йышăннă. Ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Юрий Печковпа Юрий Орехов манăн тренерсем пулнă, вĕсем мана районта чемпиона кăларчĕç. Турникран 28 хут туртăнаттăм. Халĕ те спорт нормативĕн кăтартăвĕсене çуллен пурнăçлатăп. Кăçал 48 çул тултаратăп пулин те турникран 10-ран сахал мар туртăнтăм, уйăх каялла 1 çухрăма 4 минутра чупса тухрăм. МЧСра спортпа физкультурăсăр малалла каяймастăн. Эпĕ — самбо енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, дзюдопа — спорт мастерĕ. Тренировкăна — татами çине, хоккейла выляма эрнере икĕ хут пăр кермене халĕ те çӳретĕп, Ростов хулинчи «Огнеборец» команда чысне хӳтĕлетĕп. Рязаньте, Мускавра ĕçленĕ чухне те хоккейла вылянă. Мана учительсем шкулта пушарнăй пулма хатĕрленĕ тесех шухăшлатăп. 69-мĕш хутра — Хальхи должноç хăвăра пушара сӳнтермешкĕн хутшăнма май парать-и? — Хам та хутшăнатăп тата çынсене ертсе каятăп. Юнашар территорие хăвăрт куçакан, кĕске хушăрах сӳнтереймен пушарсене. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.

♦   ♦   ♦


Кунта çамрăксене «ÿстереççĕ»

Çĕрпӳ район больницине çамрăк специалистсене явăçтарас тата вĕсене унтах ĕçлеме хăварас тесе сахал мар тăрăшаççĕ. Çак ĕçе тĕллевлĕ пурнăçлама больницăн тĕп врачĕ Анджела Спиридонова ятарлă модуль те хатĕрленĕ. Ăна вăл «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн тĕллевĕсене шута илсе тунă — медицина пулăшăвĕн пахалăхне ӳстерессине тата кадрсен потенциалне çирĕплетессине тĕпе хунă.

Çамрăк специалистсене ĕç вырăнне хăнăхма пулăшассин моделĕ темиçе тапхăртан тăрать. Чи малтанхи – паллашу. Ку тапхăрта çĕнĕ специалистсем больницăпа, унăн тытăмĕпе, коллективпа паллашаççĕ. Вĕсене валли уйрăмсем тăрăх ятарлă экскурси йĕркелеççĕ, унти ертӳçĕсемпе, нумай çул ĕçлекенсемпе паллаштараççĕ. Иккĕмĕшĕ — наставника çирĕплетесси. Кашни çамрăк специалистăн хăйĕн наставникĕ пур. Вăл ăна профессире пулăшса, вĕрентсе пырать. Йывăр ыйту сиксе тухсан та юнашарах. — Çамрăк специалист малашне профессире мĕнле аталанса пырасси унăн хăнăху тапхăрĕнчен нумай килет. Эпир çакна питĕ лайăх ăнланатпăр. Çавăнпа хамăрăн больницăра пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса ĕçлессине мала кăларатпăр. Кашни çамрăк специалист коллективра хăйне шанчăклă туйма пултартăр. Пирĕн тĕллев – вакансисене «тултарса» пырасси çеç мар, хăйĕн ĕçне парăннă чăнчăн профессионалсене «ӳстересси», — тет Анджела Спиридонова. Хăй вара çамрăк специалистсемпе часчасах çавра сĕтел хушшинче уçă калаçусем ирттерет. Нумаях пулмасть тĕп врач çамрăксене каллех пĕрле пухрĕ. Кашни специалист ыйтăвне итлерĕ, вĕсен ĕç вырăнĕнчи условисемпе кăсăкланчĕ. Ĕçтешсемпе мĕнле хутшăнни, кунта ĕçлесе малашне мĕнле ӳсĕм тума май пурри пирки те сăмах пулчĕ. Тĕп врач ыйтусене хуравларĕ кăна мар, çамрăк специалистсене тăтăшах хăйсен пĕлĕвне тата ăсталăхне ӳстерсе пыма сĕнчĕ. Çав вăхăтрах больница пурнăçне те хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ. Çакăн пек уçă калаçусем ирттернипе тата вĕсен çумĕнче шанчăклă наставниксем пулнипе çамрăксем те кăмăллă. «Вăрăм та хастар пурнăç» проект сывлăх сыхлавĕ умне чăннипех пысăк тĕллевсем лартать: çынсен пурнăç тăршшĕне тăсасси, медицина пулăшăвĕн пахалăхне ӳстересси. Çакна пурнăçлама ресурс та, вăй та кирлĕ. Çавăнпа та çамрăк специалистсене явăçтармасăр тата вĕсене вырăнта «ӳстермесĕр» май çук», — тет тĕп врач. Çĕрпӳ район больници хальхи вăхăтра тĕллевлĕ майпа та чылай çамрăка вĕрентет: 11 студент вăтам медицина пĕлĕвĕ илет, пулас 22 врач, 4 ординатор. Тутарстан каччи Ильназ Биктагиров, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн 3 курсĕн студенчĕ, Çĕрпӳ больницине ĕçлеме вырнаçнă. Маларах вăл Зеленодольск хулинчи медицина училищинчен вĕренсе тухнă. — Юлташсем кунта ĕç вырăнĕ пуррине пĕлтерчĕç. Шупашкартан инçе мар, транспорт çыхăнăвĕ лайăх, транспорт расхутне саплаштараççĕ. Мĕншĕн ĕçлес мар? Эпир пĕр вăхăтра кунта тӳрех улттăн ĕçлеме вырнаçрăмăр: тăваттăн – хирурги уйрăмне, иккĕн — йышăну уйрăмне. Пире пулăшса пыраççĕ, кунта ĕçе хăнăхма лайăх, — терĕ студент. Ялта ĕçлекен медицина ĕçченĕсене патшалăх çăмăллăхсемпе те тивĕçтерет. Çакă та проектра палăртнă задачăсене ăнăçлă пурнăçлама май парать тесе шухăшлать Анджела Спиридонова. Вăл каланă тăрăх, çамрăк специалистсем валли пирĕн регион шайĕнче те хушма çăмăллăхсем çирĕплетнĕ, больница та хăй енчен хавхалантару палăртнă. <...>

Наталия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Пушкин картти» çĕнĕ пĕлÿ хавхалану парнелет

— Культура, ӳнер енĕпе интересленнĕ май эпĕ «Пушкин картти» программа пурришĕн питĕ савăнатăп, çакă пире, çамрăксене, питĕ кирлĕ тесе шухăшлатăп. Карттăпа усă курма тытăннăранпа эпĕ терлĕ театра, кинотеатра, музее тата ытти культура учрежденине ытларах çӳреме тытăнтăм. Унччен пĕлмен авторсемпе, ӳнерçĕсемпе, юрăçсемпе паллашрăм. «Пушкин картти» мана вăхăта усăллă ирттерме хавхалантарать. Çавăнпа республикăн культура пурнăçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе те кăсăклансах тăратăп. «Пушкин картти» мана тавра курăма анлăлатма тата ӳнер тĕнчипе туслашма пулăшать, — тет Муркаш муниципалитет округĕнчи Чуманкасси вăтам шкулĕнчи хастар вĕренекен — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ Софья Игнатьева.

Пултаруллă веренекен

«Пушкин карттипе» тĕп хулари тата округри спектакльсене, концертсене шкултан класпа пĕрле ытларах çитсе курнине палăртрĕ. — Хамăн класри тата шкулти ытти вĕренекенпе пĕрле Муркашри культура çуртне те тăтăшах çӳретпĕр. Унта Чăваш патшалăх академи драма театрĕ лартнă «Чунăм Лиза-Акулина» тата Вырăс драма театрĕ лартнă «Маленький Принц» спектакльсем халĕ те куç умĕнчех. Хамăрăн округри «Муркаш» халăх фольклор ансамблĕн, «Шăпчăк» ача-пăча фольклор ушкăнĕн, Чăваш патшалăх академи симфони капеллин «Хамăр сасăпа тĕнчене илемлĕрех тăватпăр», Пушкăрт ташă театрĕн «Пире туслăх пĕрлештерет» концерчĕсене тата ытти мероприятие кайса куртăмăр. Питĕ меллĕ, инçе кайма тивмест, культура çуртĕнчен вара кашнинчех хăпартланса тухатăп. Ман шутпа, кашни çамрăкăн çак карттăпа усă курмаллах», — куç умне иртнине кăларса ăшă кулăпа калаçрĕ Софья. «Пушкин карттипе» усă курма тытăннăранпа вăл музейсене те ытларах çӳреме тытăннă иккен: «Хам тĕллĕн те музейсене пĕрре мар кайса килтĕм. Пĕлтĕр, сăмахран, Кӳкеçре вырнаçнă «Бичурин тата хальхи самана», Шупашкар хулинчи В.И.Чапаев музейĕсенче пулса куртăм. Питĕ килĕшрĕ: мĕн чухлĕ çĕнĕ пĕлӳ, çĕнĕ хавхалану! Çак самантсем ман асăмра ăшă шухăш-туйăм хăвараççĕ, культура мероприятийĕсене ытларах çӳреме хавхалантараççĕ». Çу уйăхĕнче культура министрĕ Светлана Каликова пирĕн республика «Пушкин карттипе» усă куракансен йышĕпе çулталăк пуçланнă тĕле Раççейре малта пулнине пĕлтернĕччĕ. Карттăпа усă курассин кăтартăвĕ те лайăххисенчен пĕри. Чăваш Енри культурăпа искусство учрежденийĕсем çак проекта пурнăçлама пулăшаççĕ. Министр каланă тăрăх, хальхи вăхăтра проекта регионти 99 культура учрежденийĕ хутшăнать. Чăваш Енри 12 патшалăх культура учрежденийĕ «Культурăллă юнкун» проекта хутшăнать. Çавна май вĕсем хăйсен чи лайăх спектаклĕсемпе концерчĕсене республикăри муниципалитет округĕсене илсе тухаççĕ. Вырăнти культура çурчĕсенче «Пушкин карттипе» усă куракан çамрăксем вара залсенче яланах лăк тулли. Çакăн пек паллашусем вĕсене хăйсен тавра курăмне аталантарма пулăшаççĕ. <...>

Наталия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Ялти пĕр мероприяти те унсăр иртмест»

Хĕрарăм пĕтĕмпех чăтать, тӳсет. Нимĕнле йывăрлăха та парăнмасть. Сăнăр-ха: пĕччен пурăнакан хĕрарăм ним мар çурт-йĕр çавăрма пултарать. Çавăнпа та хĕрарăмсем вăйхăватран хавшакран пулсан та пурнăç таппи вĕсенче иксĕлми тапса тăрать. Çавăн пек пултаруллă хĕрарăмсем нумай ялта тĕрек пулса тăраççĕ те.

Вулакана çакăн пек пултаруллă хĕрарăмпа паллаштарасшăн. Юхма тăрăхĕнче Тамара Соловьевăна нумайăшĕ пĕлет. Паллаççĕ кăна мар, унпа çыхăну тытма та тăрăшаççĕ. Тамара Александровна Патăрьел тăрăхĕнчи Треньел ялĕнче Раисăпа Александр Положинсен çемйинче 1973 çулта кун çути курнă. Саккăрăн пĕртăван ӳснĕ вĕсем. Ултă хĕр те икĕ ывăл çитĕнтернĕ Положинсем. Ашшĕ, Санькка тете МСОра та, ялта киномеханикра та ĕçленĕ. Ачисем ашшĕ ялсем тăрăх кино кăтартса çӳрени çинчен те каласа параççĕ. Амăшĕ Раиса аппа вара ĕмĕр тăршшĕпех совхозра фермăра вăй хунă. Треньел ялĕ хăй вăхăтĕнче Патăрьел совхозĕн 2-мĕш уйрăмĕ шутланнă. — Ача чухне эпир ытларах асаннепе пулнă. Анне эпир çывăрса тăричченех фермăна тухса каятчĕ. Эпир шкултан килсен каллех ĕçе кайнă. Кил-тĕрĕшри ĕçсене ытларах асаннерен вĕреннĕ. Ачасем йышлă пулнăран тĕрлĕ пай илсе панă пире. Эпир хирте ӳснĕ. Кăштах аталансан совхоза ĕçлеме кайнă. Тата пирĕн ялтах кирпĕч завочĕ ĕçлетчĕ. Эпир, ачасем, каникул вăхăтĕнче пурте унта ĕçлеме тăрăшнă. Ачасем йышлă пулсан та эпир тумран катăк пулман. Çуллахи вăхăтра ĕçлесе илнĕ укçапа хамăра валли шкула каймалли япаласем туянаттăмăр. Ача чухне ĕçпе пиçĕхсе ӳсни пире чăн-чăн çын пулма пулăшнă та. Тата йышлă çемьере çитĕннĕрен эпир яланах пĕр-пĕрне пулăшса пынă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра та ачасенче пĕр-пĕриншĕн кар! тăрассине аталантарнă. Ун чухне пурте ваттисем патне пулăшма çӳретчĕç. Эпĕ итлемен, йăлăнтарнă ачасене вăл вăхăтра курман та. Хут, тимĕр-тăмăр пухнă. Пĕтĕмпех йышпа тунă вĕт. Пирĕн ялта кăна мар, ытти çĕрте те çаплах-тăр — пĕр-пĕрне пулăшасси халĕ те вăйра, — тет Тамара Александровна. Тамара 1990 çулхине Ыхра Çырминчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти планпа экономика техникумне çул тытнă. Сăмах май, вăл вĕреннĕ вăхăтра ялта пуçламăш шкул ĕçленĕ-ха, халĕ вара ăна та хупнă. Техникум вĕренсе пĕтерсен хĕр ялти кирпĕч заводне таврăннă, бухгалтерире ĕçлеме пуçăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем ансат пулмарĕç, анчах ырă малашлăх пирки ĕмĕтленекен хĕр çав ахăр саманара Шупашкарти Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. Пĕлӳ илнĕ, ĕçленĕ. Ĕç вырăнне улăштарма та тивнĕ-ха — 1990 çулсенче районта хушма хуçалăхсене газ кĕртессипе çине тăрса ĕçлеме тытăнсан «Спецмонтажгаз» организацире вăй хунă. Газ кĕртесси вĕçленсен районти БТИне ĕçлеме куçнă. Шăпах унта ăна юрист профессийĕ кирлĕ пулнă та. Халĕ Тамара Александровна Патăрьел округĕнчи бизнес-инкубаторта юрисконсульт пулса ĕçлет. — Тамара Александровна юридици енĕпе палăрнă пулсан та эпир ăна чи малтан ялшăн тăрăшакан пултаруллă маттур çын вырăнĕнче куратпăр. Ялта пĕр мероприяти те унсăр иртмест. Вăл пире ертсе, кăтартса пыраканни. Çавăнпа та ăна 2023 çулта Треньел ялĕн старостине суйларăмăр. Суйланă вăхăтра хăй ялта та марччĕ. Анчах ял халăхĕн сĕнĕвне нихăçан та хирĕç кайманскер килĕшетех пулĕ терĕмĕр. Чăнах та, хальхи вăхăтра вăл ялти питĕ пултаруллă хĕрарăм. Шел, мăшăрĕнчен ытла та çамрăкла тăлăха юлма тиврĕ, çапах хуçăлмарĕ, икĕ хĕрне пĕчченех ура çине тăратрĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Треньелте пурăнакан Алена Гаврилова. Тамара 1993 çулта тăван ял каччипех Иван Соловьевпа çемье çавăрнă. Ачаранах пĕрле ӳснĕ темелле, анчах Иван Тамарăран икĕ çул аслăрах пулнăран малтан çамрăкрах хĕрачана асăрхасах та кайман. Çапах салтакран таврăннă çĕре çитĕннĕ хĕре курсан унпа çывăх туслашмасăр пултарайман. Çапла вĕсем 1993 çулта пĕрлешнĕ. Пушă çĕр вырăнĕ илсе унта çурт-йĕр çавăрнă. Икĕ хĕр, Элинăпа Марианна, çуралнă. Ашшĕ вилнĕ чухне кĕçĕнни 6 çулта çеç пулнă. — Пурнăçри чи йывăр самант мăшăр сарăмсăр вилнĕ хыççăн пулчĕ. Вăл киле таврăннă чухне çул çинче машинипе аварие лексе вилмеллех аманнă. Ун чухне пӳрт-çурта юсама тытăннăччĕ. Шыв кĕртес тесе йĕри-тавра шăтăк чавса пĕтернĕччĕ. Мăшăр вилнĕ хыççăнах ăçтан малалла юсас шухăш унта? Тăван тăварпа пиçнĕ тесе ахальтен каламаççĕ çав. Тăвансем алă тăсса пани, ял халăхĕ ăнланни çавăн чухне мана хама алла илме пулăшрĕ. Упăшкан тăванĕсем мана хăйсен пĕртăванĕ пекех йышăнни те нумай çăмăллăх кӳчĕ. Паянхи кун та эпир питĕ килĕштерсе пурăнатпăр. Упăшка вилнĕ çулхине кĕçĕн хĕр Марианна пĕрремĕш класа кайрĕ. Ăна пĕрремĕш хут шкула мĕнле ăсатнине те лайăх астумастăп. Пĕчĕккĕн хуйхă пирчет иккен. Тавах БТИри ĕçтешĕмсене, вĕсем ун чухне мана ăнланса питĕ пысăк пулăшу пачĕç. Тата ял хушшинче пулни, ялпа пĕр шухăшпа пурăнни нумай хуйха-суйха сирме пулăшрĕ, — тет Тамара. Çапла, пĕрисене темле хуйхă-суйхă курма тивсен те хускатаймастăн, хăйсен ăшне кĕрсе лараççĕ тейĕн, теприсем чăтаймасăр эрех ăшне путаççĕ. Тамара Соловьева вара йывăрлăха парăнман. Çын çинче, ялпа пĕрле пулса вăй-хăват илнĕ. Ăçта кăна хутшăнмасть-ши вăл? Треньелсем çак тарана çитсе вăййа тухма пăрахманччĕ-ха. Ăна вĕсем кашни çулах çу уйăхĕнче ирттеретчĕç. Ялăн тĕрлĕ енчен чăвашла тумланнă хĕрсемпе каччăсем вăйă юрри юрласа аслă урама пуçтарăнатчĕç. Унтан ял варринчи утрав çине тĕрлĕ касран вăйă юрри юрласа пырса ушкăнăн-ушкăнăн çавра тăватчĕç. Питĕ илемлĕччĕ Треньелсен вăййи. Ăна курма ятарласа ытти ялтан та пыратчĕç. СВО пуçланнăранпа икĕ çул вăййа тухмарĕç. «Ялти п.р мероприяти те унсăр иртмест» Хĕрарăм пĕтĕмпех чăтать, тӳсет. Нимĕнле йывăрлăха та парăнмасть. Сăнăр-ха: пĕччен пурăнакан хĕрарăм ним мар çурт-йĕр çавăрма пултарать. Çавăнпа та хĕрарăмсем вăйхăватран хавшакран пулсан та пурнăç таппи вĕсенче иксĕлми тапса тăрать. Çавăн пек пултаруллă хĕрарăмсем нумай ялта тĕрек пулса тăраççĕ те.

«Çакăн пек вăхăтра юрласа савăнмалла-и?» терĕç. Кăçал вара çав утрава Тамара Александровна ертсе пынипе йăлт тасатрĕç. Халĕ унта тĕрлĕ уява паллă тума пуçтарăнаççĕ. Тата кашни çул Çимĕк çитиччен Треньел халăхĕ масара тирпейлет. Унта тирексем ӳссе кайнăччĕ. Кăçал ăна им-çам сапса пĕтерчĕç. Паллах, укçасăр нимĕн те пулмасть. Ял халăхĕ хăть мĕнле йывăрлăхра та алă тăсса парать. СВОра çапăçакан ентешсем патне тĕрлĕ япала çитермелле-и е ял хушшинче пысăк ĕç тума укçа кирлĕ – ялта пурăнакансем çеç мар, хулари ентешсем те çийĕнчех алă тăсаççĕ. СВО пуçланнăранпа ял çыннисем хӳтĕлев сеткисем çыхма пуçларĕç. 200 ытла сетка çыхса ентешсем патне ăсатнă. Унсăр пуçне хĕллехи вăхăтра окоп çуртисем шăратрĕç. Вĕсене СВО зонине çитерсе паракансем пур. Тамарăн шăллĕ Владимир хăйĕн машинипе темиçе хутчен те ятарлă çар операцине гуманитари пулăшăвĕ леçсе килчĕ. Çаксем пурте Тамара Соловьева йĕркеленипе пулса пыраççĕ. — Ял халăхĕ питĕ маттур пирĕн. Вăл кар! тăрса ĕçлеме кăмăллать. Ялтан тухса кайнă, хулара пурăнакан ентешсене тав сăмахĕ каласшăн. Хăть хăçан та чи малтан пулăшма васкаççĕ. Паянхи кун пирĕн ялтан 15 çын СВОра çапăçать. 4 салтака илсе килсе пытарчĕç. Салминсем ашшĕпе ывăлĕ вăрçăра паттăррăн пуç хучĕç. Кашнин çурчĕ çинчех асăну хăми уçрăмăр. Çав вăхăтрах ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем патне те кирлĕ япаласене çитерме тăрăшатпăр. Икĕ хутчен квадрокоптер валли укçа пухса, ăна туянса салтаксем патне ăсатрăмăр. Ял халăхĕ те, кам мĕн вăй çитнĕ таран, тĕрлĕ япалапа, апат-çимĕçпе пулăшать. Эпир ытларах районти волонтерсен ушкăнĕсемпе çыхăну тытатпăр. Вĕсенчен парса яратпăр. Ялта стадион та пур. Унта спорт ăмăртăвĕсем, футбол турнирĕсем çуллен иртетчĕç. Пĕлтĕр çав стадиона çитиччен асфальт çул сартăмăр. Ял халăхĕпе пĕрле район та пулăшрĕ. Çутă кĕртрĕмĕр. Кăçал вара стадион тавра хӳме тытса çавăрасшăн. Ял хушшине тирпей-илем кĕртессине, çул айккисене тасатса тăрассине те ял халăхĕ хăй çине илнĕ. Ялта пысăк предпринимательсем, фермер хуçалăхĕ çукки те йывăрлăх кӳрет. Вĕсен пулăшăвĕ курăмлă пулмалла та вĕт. Депутатсем пулăшаççĕ — нихăçан та хирĕçлемеççĕ. Ĕç тунă чухне ял ачисем те айккинче юлмаççĕ. Ача сачĕсĕр пуçне пирĕн урăх нимĕн те çук. Аслăраххисем вĕренме кӳршĕ ялсене — Ыхра Çырмине, Патăрьелти 2 вăтам шкула — çӳреççĕ. Апла пулин те ачасем аслисене пулăшма хавас пулни савăнтарать. СВО пуçланнăранпа эпир ял уявĕсене ирттерме чарăннă. Çавăнпа ялта юлашки вăхăтра концертсем хатĕрлесе лартмастпăр. Эпĕ хам ачаранах юрлама юратнă. Мăшăр вилнĕренпе юрлас шухăш та сĕвĕрĕлчĕ. Çапах та юрра-сăвва ăста эпĕ. Ачаранах тĕрĕпе аппаланатăп. Пирĕн çуртра хам тĕрленĕ тĕрĕсем çакăнса тăраççĕ. Халĕ те пушă вăхăтра алла йĕппе çип тытатăп. Пуринчен ытларах пурнăçра чечексене юрататăп. Хамăр çурт йĕри-тавра çеç мар, пӳртре те паянхи чечексем ешереççĕ. Вĕсем çине пăхсан кăмăл çĕкленет. Тата пурнăçа юратма ачасем пулăшаççĕ. Аслă хĕр Элина çемье çавăрса тăватă мăнук парнелерĕ. Аптекăра ĕçлет. Мăнуксен пултарулăхĕпе савăнса мăнаçланатăп. Хĕрĕм Марианна ман çулпа кайрĕ. Малтан планпа экономика техникумне вĕренсе пĕтерчĕ. Халĕ куçăн мар майпа Чăваш патшалăх университетĕнче юридици факультетĕнче вĕренет. Комсомольскинче полици уйрăмĕнче ĕçлет. Çĕршывра тăнăç пурнăç пултăрччĕ, хирĕç тăру вĕçленсе ачасем часрах килĕсене таврăнччăр тесе ĕмĕтленетĕп. Ял хушшинчи ытти ĕçе йышпа парăнтаратпăрах, — вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Тамара Соловьева. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


«Мĕн пур ĕç халăх умĕнче»

«Староста вăл — ял хуралçи, — тет Тăвай округĕнчи Енĕш Нăрвашра пурăнакан Надежда Чернова. — Пĕр енчен тишкерсен çак ĕç питĕ кăсăклă, тепĕр енчен вара — шикленӳллĕ. Ара, манăн алă тупанĕ çинче — пĕтĕм ял пурнăçĕ, малашлăхĕ».

Халăх сурсан кӳлĕ пулать

Çак тивĕçе Надежда Петровна 2022 çултанпа пурнăçлать. Ял халăхĕ ăна пухура суйланă. «Малтан питĕ шиклентĕм: ял-йыш шаннă тивĕçе тӳрре кăларайăп-ши? Чăнах, чылай шухăшларăм. Халăх шанать пулсан — килĕшмех тĕв турăм. Хăть хăш ыйтăва та малтан ял-йышпа канашласа сӳтсе яватпăр, унтан ĕçе тытăнатпăр. Ял ĕçне пĕччен тума çук. Вăй-хăват çителĕклĕ-и? Пулăшакан тупăнать-и? Çак ыйтусене те пĕрле пăхса тухатпăр. Енĕш Нăрваш халăхĕ питĕ хастар. Пуçаруллă бюджет программипе нумаях пулмасть акă масар çуртне туса пĕтертĕмĕр. Укçа пуçтарма ялта çуралса ӳснĕ, халĕ хулара пурăнакан ентешсем те пулăшрĕç. Çавăнпа та пурне те тав тăвас килет». Ял-йыш ăна староста тивĕçне çеç мар, масара тирпейлесе тăрас ĕçе те шаннă. Çакă вара уншăн тата та яваплăрах шутланнине пĕлтерчĕ. «Кам-тăр урăхла шухăшлать пулĕ. Анчах автан авăтман ялта та питĕ нумай ĕç. Сăмахран, хĕлле юр хӳсе каять. Виле пытармалла, техника тупмалла. Çуркунне-çулла хăй тĕллĕн ӳсекен хунавсене кăкламалла, курăк çулмалла, çӳп-çап пуçтармалла, субботниксем ирттермелле, техника валли çунтармалли-сĕрмелли материал тупмалла…» — терĕ хастар хĕрарăм. Чылай ĕçе вăл хăйĕн çемйине явăçтарса та пурнăçлама тăрăшать. Акă нумаях пулмасть Черновсем çăва таврашĕнчи ӳссе кайнă курăка çулса тасатнă, масар алăкне тӳрлетсе çĕнĕрен сăрланă. «Çĕнĕ çуртри кăмакана та шуратса тирпейилем кĕртрĕм. Халĕ унта таса, типтерлĕ. Çакăн пек ĕçсем тунă хыççăн манăн чун савăнать, татах та усăллă, пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçлас килет. Тĕрĕссипе, мана мăшăрăм Григорий Сергеевич нумай пулăшать. Эпĕ унсăрăн нимĕн те тăваймастăп. Мĕншĕн тесен транспорт та, инструмент та кирлĕ. Вăл манăн сылтăм алă вырăнĕнчех», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Надежда Петровна. Ку тивĕçе вăл виççĕмĕш çул çеç пурнăçлать. Апла пулин те чылай ĕç тунине палăртрĕ маттур хĕрарăм. Çав шутра масар çулне вак чул сарса йĕркене кĕртнĕ, ял пуçланнă вырăнти çăл куçа тасатса тирпейленĕ. Унта каçăсем тунă. Халĕ çăл куç тапса тăрать, ял халăхне сиплĕ шывĕпе савăнтарать. Енĕш Нăрвашсем пуçаруллă бюджет программипе кăçал 8 проект пурнăçлаççĕ: урамри çул-йĕре сарса пĕтернĕ, кĕпере юсаса тирпейленĕ, шыв юххи тумалли çеç юлнă. Вырăнти клубра СССР халăх артисткин Вера Кузьминан кĕтесне йĕркелеме те ĕлкĕрнĕ. Мухтавлă ентешне ял халăхĕ манмасть, унпа мăнаçланать. Пĕтĕмĕшле каласан, ял-йыш мĕн тума палăртнă — çавна пĕтĕмпех пурнăçлаççĕ. «Ниме — халăх бюджечĕ» программа ял халăхне питĕ кирлĕ. Патшалăх паракан пулăшупа пирĕн усă курма пĕлмелле. Халăха унта явăçтарса пĕлтерĕшлĕ ĕç тумалла. Вăл тăван тавралăха аталантарма, тирпей-илем кĕртме пулăшать. Унпа тĕрлĕ ĕç пурнăçлама пулать. Çакăншăн эпир, ял çыннисем, питĕ савăнатпăр. Халăх хăй çулсерен хастарланса пырать. Çитес çул вăл мĕнле ĕç тăвассине хăех палăртать. «Çав- çав ĕçе тума вăй çитереетпĕр-и?» — тетĕп эпĕ тепĕр чухне. Хăть мĕн каласан та программăна хутшăнсан укçа-тенкĕн 10 процентне халăхран пуçтармалла-çке. «Тăватпăр», — теççĕ шантарса. Çапла, ял халăхĕпе тăрăшса ĕçлесе пурăнатпăр. Çак хăтлăха хамăр валли тăватпăр-çке. Эппин, ял малашлăхĕ хамăрăн алăра», — чунне уçрĕ Надежда Петровна. Çĕр праçникне уявлаççĕ Шăпа ăна ĕмĕрĕпех староста пулма пӳрнĕ тейĕн. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра та çак тивĕçе пурнăçланă. Каярахпа Улатăрти ял хуçалăх, Пĕкĕлмери коопераци техникумĕсенче пĕлӳ илнĕ вăл. Чăваш хĕрĕ асăннă вĕренӳ заведенийĕсенче те ушкăн старости пулнă. «Тивĕçлĕ канăва тухрăм та — мана каллех старостăна суйларĕç. 40 çула яхăн лавккара сутуçăра вăй хутăм, — кун-çулĕпе паллаштарма васкарĕ хастар хĕрарăм. — Сутуçă та староста пекех — ял пурнăçне, кашни çыннăн кăмăл-туйăмне пĕлсе тăрать. Çынсем мана шанни, ĕненни, пулăшу пани ĕçлеме хавхалантарать. Ялта иртекен мĕн пур ĕçе йĕркелесе пыратăп. Унсăр пуçне округри кĕмĕл волонтерсен ретĕнче те тăратăп, тĕрлĕ мероприятие хутшăнатăп. Кашни кун мĕн тунине çырса пыратăп. Халăха кăтартма сăн ӳкерчĕк, видео ӳкеретĕп. Манăн пĕтĕм ĕç ал тупанĕ çинче, халăх умĕнче. Ĕç-хĕле çакнашкал пĕтĕмлетни ял-йыша тата та тăрăшарах ĕçлеме хистет». Тĕрлĕ ĕçе, мероприятие йĕркелесе ертсе пыма ăна социаллă сетьре ятарлă ушкăн уçни пулăшу кӳрет. Унта вăл ял çыннине кашни кунхи хыпарсемпе паллаштарать, сĕнӳсем парать. Ял урамĕсене тирпей-илем кĕртмеллине асăрхаттарсах тăрать. Хăйĕн тивĕçне пĕлсе пурнăçлать староста. Ахальтен мар вăл 2023 çулхи кăтартусемшĕн «Чăваш Республикин чи лайăх ял старости» конкурсра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Жюри конкурсантсене тĕрлĕ критерие кура хакланă. Сăмахран, пуçаруллă проектсене хутшăннине, уявсем, культура мероприятийĕсем йĕркеленине, тăван тавралăха тирпей-илем кĕртнине шута илнĕ тата ыт.те. Эппин, Надежда Петровна çак чыса чăннипех тивĕçлĕ. Вăл ял тĕрекĕ пулнине пурте ăнланаççĕ. Надежда Чернова ял-йыш валли тĕрлĕ уяв йĕркелеме те ăста. Пĕтĕм тĕнчери ачасен, Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕсене ял-йышпа пуçтарăнса ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Ку тăрăхра Çĕр праçникне те уявлаççĕ иккен. Ăна Çимĕк хыççăн тепĕр кунне ирттереççĕ. «Унта халăхпа пуçтарăнатпăр, пысăк хуранпа яшка пĕçерсе çиетпĕр, — терĕ ял старости. — Купăс каласа юрлатпăр, ташлатпăр. Чăваш кĕпи тăхăннăран уяв тата та илемлĕрех туйăнать. Çĕр праçникне малашне те ирттересчĕ. Эпĕ ăна халĕ пуçласа çеç йĕркелерĕм. Çакăн пек уявсем ял çыннисене пĕтĕçтереççĕ, туслаштараççĕ. Паллах, çын ĕçпе çеç пурăнмасть, пĕрле пуçтарăнса канма, савăнма та пĕлмелле. Мероприятисенче çĕнтерӳçĕсене хавхалантарма парне те паратпăр». Çакна та палăртма кăмăллă: Надежда Петровна çулсеренех республикăра иртекен «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса хутшăнать. Унта тĕрлĕ çынпа паллашать, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланать. «Кăçалхипе тăватă хутчен хутшăнтăм унта. Çĕнтерме май килмерĕ пулсан та тавра курăма аталантарни паха. Хамăра кăтартма пĕлни те — хăюлăх», — терĕ вăл. Ырă туни ырăпа таврăнать Унăн кăсăклă та сумлă тепĕр ĕçне те асăнса хăварас килет. Надежда Петровна «Жди меня» телекăларăмăн шаннă волонтерĕ шутланать. Çавна май вăл Чăваш Енре çуралса ӳснĕ çынсене тупма пулăшать. Çак кăларăма питĕ килĕштернине, ăна курмассерен куççульленнине пĕлтерчĕ хĕрарăм. «Эпĕ «Жди меня» передачăпа çыхăну тытатăп. Унти ĕçченсем мана Чăваш Енре çуралса ӳснĕ, хальхи вăхăтра вĕсене шыракан çынсен даннăйĕсене ярса параççĕ. Çапла майпа эпĕ архивсенче те ларатăп, округсен администрацийĕсене те шăнкăравлатăп, вĕсен тăванĕсемпе курса калаçатăп. Ку ĕç çăмăл мар, анчах пĕлтерĕшлĕ. Чылай çынна шыраса тупма пулăшрăм. Çакăншăн савăнатăп. Çынна ырă туни ырăпах таврăнать. Мĕн чухлĕ тав сăмахĕ илтмерĕм-ши?! Хăшĕ-пĕри хăнана та килсе кайрĕ. Акă хăй вăхăтĕнче Тăвай районĕнчен Таджикистана Михайловсен çемйи куçса кайнă. Çавсене икĕ уйăха яхăн шырарăм, тупрăм. Кăçал Çимĕке килессине пĕлтерчĕç, анчах тĕрлĕ сăлтава пула килеймерĕç», — пĕлтерчĕ вăл. Чăваш хĕрарăмĕ малашне «Жди меня» телекурава хутшăнма ĕмĕтленет. Эппин, унăн çутă ĕмĕчĕ пурнăçлантăрах. — Çакнашкал общество ĕçĕсенче тăрăшнăшăн мăшăрунтан сăмах тивмест-и? — ыйтрăм кăсăкланса. — Çук, вăл нихăçан та хирĕçлемест. Хăть мĕнле ĕçре те пулăшса пырать. Çак ĕçе пурнăçлама мана никам та хушмасть. Чун ыйтнипе, çынна пулăшас килнипе тăватăп ăна. Ашшĕ-амăшне, çывăх тăванĕсене тупни мĕн тери пысăк телей. Эпĕ те вĕсемпе пĕрле савăнатăп. Вĕсен чун ыратăвне те ăнланатăп, — пулчĕ хурав. Надеждăпа Григорий Черновсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ӳстернĕ. Халĕ тăхăр мăнукĕпе савăнаççĕ. Ачисем те ашшĕамăшĕ пекех хастар, маттур. Вĕсене пулăшма тăрăшаççĕ. Ара, аслă Черновсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, тĕрлĕ культура çитĕнтереççĕ. Çавна май кану кунĕсенче яла васкаççĕ тĕпренчĕкĕсем. «Эпир хăть хăш ĕçе те ачасемпе пĕрле пурнăçлатпăр, — терĕ Надежда Петровна. — Кукăль пĕçеретпĕр, мунча хутатпăр, утă çулатпăр, пахчара ĕçлетпĕр». Ял хĕрарăмĕн пушă вăхăт çуккине пĕлсех çак ыйтăва хускатрăм. «Пушă вăхăта ăçтан шыраса тупмалла-ши ăна? — шухăша кайрĕ вăл. — Эпĕ çывăрма выртсан çеç пушанатăп. Ура утнă чухне пурне те тума тăрăшмалла: ĕçе каймалла, выльăх-чĕрлĕх пăхмалла, варени-компот хатĕрлемелле, староста ĕçне пурнăçламалла… Çĕр тĕрлĕ ĕç кĕтет хĕрарăма. Çур çĕр çитмесĕр çывăрма та выртаймастăп, 4 сехетре вара шурăм пуçпа пĕрле ыйхăран вăранмалла. Мĕншĕн тесен выльăх-чĕрлĕх кĕтет». <...>

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.