Хыпар 58 (27937) 31.05.2022

31 Çу, 2022

«Общежитире пурин валли те вырăн çитмест»

Чăваш Енре агроволонтерсен пĕрремĕш слечĕ иртрĕ

Ял ачисене нимĕн те хăратмасть, çав шутра — пылчăк çăрасси те. Çумăрлă çанталăк пулнине пăхмасăр чăваш çамрăкĕсем агроволонтерсен «Ялта чи лайăххисем» пĕрремĕш слетне пуçтарăнчĕç.

Тĕрлĕ тытăмра тăрăшакан, ял пуласлăхĕшĕн çунакан 1300 çамрăка Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри «Упа кĕтесĕ» кану бази йышăнчĕ. Вăрман çывăхĕнчи пысăк уçланкăра республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитнĕ делегацисен картишĕсем вырăн тупрĕç. Слет хăнисем — ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, ЧР Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева, министрсем уява савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн вĕсемпе паллашрĕç.

«Эсир, ялта пурăнакансем, тăрăшнипе республикăра лайăх пурăнмалли пĕтĕм услови çителĕклĕ», — терĕ Олег Алексеевич пултаруллă та пуçаруллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа сывлăх суннă май. Шăпах ял культура пуянлăхне, йăли-йĕркине упракан вырăн пулнине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра ялсене тĕрев параççĕ, аталанма тĕрлĕ услови тăваççĕ, çамрăк специалистсене пулăшма тăрăшаççĕ. Çапах яшсемпе хĕрсене канăçсăрлантаракан ыйту сахал мар. Вĕсене Республика Пуçлăхĕпе тата министрсемпе «Пĕр тан калаçу» форматпа йĕркеленĕ «çавра сĕтелре» пĕлтерчĕç. Чăваш патшалăх аграри университечĕн çамрăк преподавательне Анастасия Александровăна чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пăшăрхантарать: «Ăна аталанма, упраса хăварма волонтер юхăмне йĕркелемелле мар-и?» Олег Николаев ку шухăша ырларĕ, проекта хăй те хутшăнма хатĕррине палăртнă май чĕлхе сыхланса юлтăр тесен унпа куллен усă курмаллине асăнчĕ. Вăл ĕçпе пĕр яла кайсан ача садĕнчи воспитатель ăна чăвашла ыйту парсан вырăсла хуравланине, шăпăрлансем вырăсла сăвăсем çеç вĕреннине аса илчĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнакан Антон Федорова та чăваш чĕлхи кăсăклантарать. Вăл Эстонире çуралнă, чăваш чĕлхи уншăн тăван мар. Библиотекăра ĕçленĕ май вăл аслă ăрури çынсен чăвашла вĕренме кăмăл пысăккине асăрханă. «Чĕлхе курсĕсене йĕркелемелле мар-ши? Калăпăр, çав библиотекăсенчех вĕренме пулать», — сĕнчĕ çамрăк. «Эсир ыйтăва хăвăрах хуравларăр», — пĕтĕмлетрĕ Республика Пуçлăхĕ.

«Эпĕ Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕренетĕп. Хам — Красноярск хулинчен. Пирĕн техникумра 600 студент ăс пухать. Общежитире вара 100-ĕн кăна вырнаçаяççĕ, пурин валли те вырăн çитмест. Кулленех пĕр йывăрлăх — ялтан Вăрнара çитесси — канăç памасть. Чăваш Енре общежитисене хăтлăлатма е çĕннисем çĕклеме палăртнă-и?» — ыйтрĕ хăйĕнпе Лева тесе паллаштарнă каччă. Олег Николаев каланă тăрăх, ку ыйтупа ĕçлеççĕ, çитес çулсенче татса парасшăн. Çынсене çул çинче çӳреме хăрушсăр тата хăтлă, вырăна вăхăтра çитмелле пултăр тесе те тăрăшаççĕ. «Вăрнара çитме инçе-и?» — тăрук кăсăкланчĕ Анатолий Аксаков. Лева кашни кун 15 километр парăнтарать иккен. «Велосипед парнелемелле», — терĕ Анатолий Геннадьевич. «Патшалăх Думин депутачĕ сире велосипед парнелĕ», — ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çапла каланă хыççăн Анатолий Аксаков: «Туянма тиветех», — терĕ йăл кулса.

Çамрăксене республикăри туризм ыйтăвĕ те шухăшлаттарать. Иван Сусанина гастротуризм аталанăвĕ интереслентерет. Нумаях пулмасть Чулхуларан Чăваш Ене килнĕ икĕ çул çӳревçĕ унран наци апачĕпе ăçта сăйланма май пурри çинчен ыйтнă. Анчах каччă мĕн хуравламаллине пĕлменнипе çухалса кайнă. «Халĕ эпир туризм проекчĕ хатĕрлетпĕр. Инфратытăма кăна мар, ыттине те, çав шутра гастротуризма та, аталантарасшăн», — пĕлтерчĕ Олег Алексеевич республикăра чăваш наци апатне сĕнекен кафе-ресторан сахал мар пулнине палăртса. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


Пысăк тухăç илессе пурпĕрех шанаççĕ

ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çу уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх организацийĕсемпе пысăк хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 179348 гектар, е çур аки планĕн 85,5%, акнă. Çĕр улми — 1939 га /кăçалхи планăн 35,1%/, çав шутра самай пысăк лаптăкра Патăрьелсем — 440 га, Куславккасем 241 га лартнă. Уçă çĕрте пахча çимĕç 307 га акнă. 83 га лаптăкри хăмла аврине шпагатран çакнă. 15306 га тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене хими им-çамĕпе — çум курăкран, 4080 га çинчине хурт-кăпшанкăран хими препарачĕпе хӳтĕленĕ.

— Пирĕн хуçалăхсем çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене иртнĕ çулсенче кăçалхинчен чылай маларах акса пĕтернĕ, — пĕлтерчĕ Елчĕк райадминистрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертӳçи Петр Тремасов. — Кăçал çумăрлă çанталăк чăрмантарчĕ, тăпра нӳррипе хире техника кĕреймерĕ. Ертӳçĕсемпе механизаторсем çĕр кушăрхасса кĕтрĕç, вăл пиçсе çитсенех ĕçе пикенчĕç. Çумăр ислентернĕ айлăм-тайлăм типнĕçемĕн каярах акрĕç. Çак меслетпе кашни хуçалăхрах усă курма тиврĕ. Çĕр çумăрпа шӳнĕ çĕрте кустăрмасем путса анчĕç. Техникăна ана хĕррине икшер тракторпа туртса кăларчĕç. Сĕтĕрсе тухма пĕр хуçалăха кӳршĕ районтан экскаватор хăваласа килчĕç.

Техникăна хиртен кăларнă чухне çĕре çăрса пĕтернĕ. Типсен вĕсене малтан тикĕслесе, кайран культивацилесе акаççĕ. Çу уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне çĕр улми лаптăкĕн 28,9% çеç лартма май килнĕ. Ку ĕçĕн пысăк пайĕ çĕртме уйăхне куçать.

— Ял хуçалăхĕнче 1971 çултанпа ĕçлетĕп, çумăр кăçалхи çур акинчи евĕр кашни кун тенĕ пекех уй-хире йĕпетнине астумастăп, — терĕ Канаш райадминистрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн ертӳçин тивĕçне пурнăçлакан Валерий Долгов. — Вăл тăпрана шӳтерсех тăнăран агрегатсем çĕре кăпкалатма, вăрлăх акма чылай кун уя тухаймарĕç — ака тăсăлса кайрĕ. Тăтăш çумăр агротехнологире пăхнă кунсенче актармарĕ, çурхисен пысăк пайне кая юлса варăнтартăмăр. Валерий Васильевич хĕвел сахал пăхнăран, вăрлăх тата тымар таврашĕнчи тăпра ăшăнса çитейменрен, çĕрле çĕр пичĕ шăннăран кĕрхипе çурхи культурăсен калчипе нумай çул çитĕнекен курăк та çитĕнейменнине çирĕплетрĕ.

— Иртнĕ çулсенче çу уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăнах курăка çулса выльăха çитернĕ, — кăмăлсăрланчĕ агроном. — Кăçал уя косилка пĕр хуçалăхра та кăлараймарĕç-ха. Çулсан ешĕл масса кашни гектартан 30 центнер та тухаймасть-тĕр. Çитĕнессе кĕтеççĕ, кĕтĕве çырма-çатра хĕрринче çӳретеççĕ. Уй курăкĕпе кăна сăвăма ӳстерме йывăр. Иртнĕ çулсенче çак вăхăтра ăна клевер-люцерна çитерсе хăпартнă. Агрегатсем çĕртме анинче çеç мар, культивациленинче те путаççĕ. «Канаш-Агро» обществăра, ытти хуçалăхра лакса ларчĕç. Уй-хирте тĕлĕ-тĕлĕпе шыв тăрать. «Лачкам йĕпе çĕре техникăна ан кĕртĕр, каярахпа акма хăварăр, типнĕ лаптăксенче çеç варăнтарăр», — терĕмĕр ертӳçĕсене. Çапла ĕçленипе уйран акана пĕтĕмпех вĕçлесе тухаймастпăр, агрегатсемпе ытти çĕре куçатпăр, вăрлăх варăнтарман лаптăксене çĕр пиçсен таврăнатпăр. Паллах, çурхи тырра хăш-пĕр лаптăкра çĕртме уйăхĕнче çеç акнипе тĕшĕ авăн уйăхĕнче кăна хытса çитме пултарĕ. Çавăнпа сушилкăсене юсама ыйтатпăр. Çулла культурăсене лайăх çитĕнме тата çанталăк çумăра кайиччен пиçсе çитме хĕвел, ăшă тата çумăр çителĕклĕ пулсан, тен, вĕсемпе усă курмăпăр та.

Шăмăршă райадминистрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертӳçи Олег Алексеев та çумăр куллен çунăран ака чарăнса тăнине, техника хире тухайманнине пĕлтерчĕ. Кĕркунне сухаланă анасем исленнĕ. Чăваш аграрийĕсене ăшă хĕвел çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче ирех лăпкаса савăнтарчĕ, тӳпене хăпарнăçемĕн йĕпе çĕре пăслантарса типĕтрĕ. Агрегатсем уй-хире тухрĕç.

— Эпир çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене çулталăк каялла çу уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне акса хăварнă, кăçал варăнтарса пĕтереймерĕмĕр, — терĕ Олег Николаевич. — Чăн та, вĕсен лаптăкĕ иртнĕ çулхи чухлех йышăнни, техника культурисене ытларах акни тупăш пĕлтĕрхинчен ытларах илме шанăç кӳрет.

Улатăр райадминистрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн заведующийĕ Мария Ховрина яваплă уйăхра çанталăк пăсăлнăран çурхисене икĕ эрне кая юлса акнине, çумăра тата çĕрлехи сивĕ температурăна пула гербицидпа çум курăка пĕтерме уя темиçе кун кĕрейменнине çирĕплетрĕ.

— Çанталăк хресчене ăшă, лайăх çумăр, çутă çулла та сахалрах парсан, сивĕ çанталăк тăрсан кая юлса акнă лаптăксенче тырă авăн уйăхĕнче çеç пулса çитĕ, — терĕ вăл. — Çапах килес уйăхсенче хĕвел хĕртсе пăхасса, культурăсенчен пысăк тухăç илессе шанатăп.

— Çанталăка пула кăçал акма пĕлтĕрхинчен чылай каярах тухрăмăр, — хуравларĕ Вăрмар райадминистрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертӳçи Николай Николаев.

— Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ хыççăн çумăр ислетме тытăнчĕ, пирĕн механизаторсем те, ытти районти пекех, хире трактор-машинăпа кĕреймерĕç. Шел, акана кая юлса вĕçлетпĕр. Çапах кăçалхи çурхи ĕçсен хăйне евĕрлĕхĕ тухăç шăпине 100% татса памасть-ха. Вырсарникун тинех хĕвел хĕртме тытăнчĕ, тăпра типрĕ, ака малалла кайрĕ. Çулла ăшă тăрсан, çумăр темиçе хут çуса савăнтарсан тырă пулатех. Тен, пĕлтĕрхинчен нумайрах та пухса кĕртĕпĕр. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Фестивальрен мĕн кĕтетпĕр?

Шупашкарти кинофестивале 2008 çулта пуçласа йĕркелерĕç. Тепĕр çултан ăна çуллен иртекен мероприяти туса хучĕç. Çак самант паянхи пекех куç умĕнче, апла пулин те кинофестивалĕн 15-мĕш йыхравне те кĕтсе илтĕмĕр. Юлашки çулсенче ӳкернĕ чи лайăх фильмсемпе, паллă актерсемпе ирттерекен тĕлпулусемпе, автограф-сессисемпе, ача-пăча программисемпе тата пресс-конференцисемпе асра юлĕ Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 2-7-мĕшĕсенче иртекен кинофорум.

Малтанхисем

Тĕрлĕ çулта Шупашкар çыннисен Эльдар Рязановпа, Ирина Муравьевăпа, Лидия Федосеева-Шукшинапа, Ирина Скобцева-Бондарчукпа, Дмитрий Астраханпа, Алексей Герман-кĕçĕннипе, Юрий Грымовпа, Сергей Фетисовпа, Никита Высоцкипе, Елизавета Боярскаяпа, Дмитрий Харатьянпа, Инна Чуриковăпа, çавăн пекех Казахстан, Эстони, Грузи, Азербайджан, Беларуç, Серби, Аслă Британи, Франци, Болгари, Финлянди, Инди, АПШ актерĕсемпе тата режиссерĕсемпе курнăçма май килнĕ. Çавăн пекех РФ халăх артисчĕ Александр Пашутин, Раççей театр тата кино актерĕ Виктор Сухоруков, Раççей тата Беларуç театр, кино актриси Янина Мелехова, РСФСР тава тивĕçлĕ актриси, теле- тата радиоертӳçи Ангелина Вовк, «Ералаш» киножурналăн илемлĕх ертӳçи Борис Грачевский кинорежиссер тата сценарист, Франци актерĕ Биби Насери Чăваш Енре хăнара пулнă.
Хăшĕсем çакăн пек çăмăл мар вăхăтра фестивальсем ирттерме кирлĕ мар, ун вырăнне пĕр-пĕр фильм ӳкерни лайăхрах теме пăхĕç. Тепĕр енчен, режиссерсем ӳкерĕç-ха, анчах кам пăхĕ? Тем тесен те, фестивальсем кирлех. Кун йышши акцисем çеç Раççей фильмĕсене халăх патне çитерме пултараççĕ.

Чăваш Енрен — пĕртен-пĕрре

Кăçалхи кинофестиваль Чăваш патшалăх филармонийĕнче уçăлĕ. Сцена çине Раççей тава тивĕçлĕ артисткисем Ольга Кабо тата Нина Шацкая музыкăллă «Пятое время года… Любовь» /режиссерĕ Юлия Жженова/ постановкăра тухĕç.

Программăра — 40 ытла фильм, вĕсене пурне те тӳлевсĕр кăтартаççĕ. Йыхрав хутне кинотеатрсен кассисенче сеанс пуçланас умĕн параççĕ. Фильмсене 17 лапамра, çав шутра кинотеатрсенче, театрсенче, республикăри клубсемпе культура çурчĕсенче, кăтартĕç. Классикăна юратакансем валли хăйне евĕрлĕ парне — Андрей Тарковский режиссерăн «Солярис» картинине — хатĕрленĕ.

Конкурсри ĕçсемпе, тĕпрен илсен, «Волжский» кинотеатрта паллашма май пулĕ. Илемлĕ фильмсен конкурсне 12 картина тăратнă. Раççейре ӳкернисем çеç мар унта, Инди, Франци, Кăркăсстан, Бельги, Серби, Косово, Казахстан режиссерĕсен ĕçĕсем те пур. Палăртма кăмăллă: Раççей кинолентисен хушшинче якутсем ӳкернĕ икĕ картина тивĕçлĕ вырăн тупнă. Программăна Азербайджан искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Аяз Салаев режиссер, сценарист, киновед ертсе пыракан жюри хак парĕ. Çав шутра «Диверсант» телесериалăн çăлтăрĕ Алексей Бардуков та пур.

Наци тата регион фильмĕсен конкурсĕнче — 19 картина. Якут, Мари, Тутар, Тыва, Пушкăрт республикисен, Армени, Иран, Инди, Кăркăсстан çĕршывĕсен режиссерĕсен илемлĕ фильмĕсене тăратнă. Чăваш Енрен, шел те, Марат Никитинăн «Соучастникне» çеç кĕртнĕ. Вĕсене Кăнтăр Корея киновечĕ, Кенгсангри Наци университечĕн вырăс литературипе чĕлхин уйрăмĕн профессорĕ Хонг Санг ертсе пыракан йыш хак парĕ.

Раççей халăх артисчĕн, паллă композиторăн Эдуард Артемьевăн пултарулăх каçĕ пирки те асăнса хăвармаллах. Унта Андрей Тарковский, Никита Михалков, Андрей Кончаловский тата ыттисем ӳкернĕ фильмсем, Раççей кинематографĕн ылтăн фончĕ пулса тăнă ĕçсем, валли çырнă кĕвĕ-çемĕ те янăрĕ. Пĕчĕк куракансем «Мосфильмра» çĕнетнĕ «Илья Муромецпа» та, «Союзмультфильм» киностуди тата «Снега» кинокомпани хатĕрленĕ ытти паттăрпа та курнăçĕç.

Чунсăр çеç пулас мар

Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль пирки çуллен çырнăран акă мĕн калама пултаратăп: вăл чăннипех кирлĕ. Чи малтанах пирĕн Раççей киностудийĕсем мĕнле фильмсем ӳкернине, унта кам хутшăннине пĕлни пирĕн тавра курăма анлăлатать. Унсăр пуçне артистсемпе хăйсемпе куçа-куçăн тĕл пулни мĕне тăрать. Раççей халăх артисчĕсене Родион Нахапетовпа, Карен Шахназаровпа, Эльдар Рязановпа тата ыттисемпе ăçта курнăçĕччĕç-ха Шупашкарта пурăнакансем? Тепĕр енчен, хăнасем Шупашкарпа, республикăпа паллашни, чăвашсем çинчен ытларах пĕлни хамăра кăтартни мар-и тата? Сăмахран, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕн Ходжакули Нарлиевăн сăмахĕсем асрах-ха: «Хусанта темиçе те пулнă, Шупашкарта вара — пĕрремĕш хут. Хула пĕрре курсах килĕшрĕ, кунта пултаруллă, хăйсен ĕçне юратакан, ăна лайăх пĕлекен художниксем, архитекторсем пурăнаççĕ пулĕ. Кивĕ çуртсем çук тăк тата юсав ĕçĕсем пыман тăк Шупашкара юмахри хула тенĕ пулăттăм. Эпĕ Мускавра ĕçлесе пурăнатăп. Тăван республикăпа та çыхăну тытатăп».

Раççей халăх артисчĕ Виктор Сухоруков та Шупашкар кăмăллă, хитре, таса хула пулнине, кунта тата килме ĕмĕтленнине пĕлтернĕччĕ. Алексей Артемьев, «Волчок» фильм операторĕ, «Ника» премийĕн лауреачĕ Шупашкарта çуралса ӳснĕ, 30-мĕш шкулта вĕреннĕ. Аслă классенче чухне сăн ӳкерчĕксем тума ача-пăча пултарулăх çуртне çӳренĕ. Ку енĕпе аслă пĕлӳ илес тени ăна ВГИКа илсе çитернĕ. Шупашкарти кинофестивале вунă çул каялла хутшăннăччĕ вăл. Ун чухне хăй «Нарспи» кинолента ӳкерме ĕмĕтленни пирки пĕлтернĕччĕ. Раççейĕн халăх артистки Лариса Лужина Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче выляма кăмăл пурри çинчен каланăччĕ: «Мана сирĕн театр питĕ килĕшет, — тенĕччĕ вăл. — Манăн ăру патриот туйăмĕ мĕн иккенне лайăх пĕлет. Эпĕ Раççее питĕ юрататăп. Урăх çĕршывра пурăнаймăттăм. Тăван çĕршыва, кĕтесе, яла, республикăна, çĕршыва юратасси мĕн-ха вăл? Паттăрлăх-и? Ăна туптама пулать-ши? Е вăл пирĕн чĕрере эпир çут тĕнчене килсенех амаланма пуçланă? Чунсăр çеç пулас марччĕ. Юратăва, ыратăва туйма пĕлесчĕ». Паллах, паллă çынсен çакнашкал сăмахĕсем шухăша яраççĕ, хамăра хаклама вĕрентеççĕ. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Владимир СВЕШНИКОВ: Пирĕн препаратсене пахалăхлă пулнăшăн килĕштереççĕ

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ «Август» АО филиалĕ шутланать. Производство хăвачĕ 30 пин тонна ӳсен-тăрана хӳтĕлекен хими препарачĕсем хатĕрлеме май парать. Хальхи вăхăтра заводра 700 ытла çын тăрăшать. Владимир Свешников гендиректорпа предприятии ĕçĕ-хĕлĕ, поселок çыннисемшĕн вăл мĕнле вырăн йышăнни пирки калаçрăмăр.

— Владимир Васильевич, Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче поселокра, районта пурăнакансен пысăк йышĕ вăй хурать. Тĕнчери лăпкă мар лару-тăрура пурне те çак ыйту канăç памасть: завод чиперех ĕçлет-и?

— Пирĕн завод, пĕтĕмĕшле «Август» компани те — тăнăçлă аталанакан предприяти. Производство сезонĕнче /пĕлтĕрхи кĕркуннерен пуçласа паянхи кунччен/ плана пĕтĕмпех тултартăмăр. Сезон пуçланиччен темиçе уйăх маларах компани чĕр тавара кирлĕ чухлĕ туяннăччĕ. Çав саппас пире ӳсен-тăрана хӳтĕлекен хими хатĕрĕсене пĕр чарăнмасăр кăларма май пачĕ. Халĕ «Август» тепĕр сезон валли ингредиентсемпе тивĕçтерекенсемпе контракт çырать. Логистикăпа çыхăннă ыйтусем пур. Компонентсене тинĕс, чукун çул тăрăх илсе килессипе, чикĕсенче, уйрăмах Европăра, йывăрлăхсем тупăнаççĕ. Хальхи вăхăтра ку ыйтусене татса парайман-ха. Çапах пĕтĕмпех йĕркеллĕ пуласса шанатăп. Тепĕр сезон пирĕншĕн хĕрӳ иртмелле. Пысăк тĕллевсем палăртрăмăр. Пирĕн конкурентсем — ют çĕршыври темиçе фирма — Раççейрен кайрĕç. Апла тăк пестицид ытларах туса кăларса сутма тăрăшмалла.

— Предприяти хăйĕн продукцине мĕнле регионсене, çĕршывсене ăсатать? Чăваш Енре вĕсемпе усă кураççĕ-и?

— Продукци Раççейри ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен пур региона та çитет. Вĕсенче «Август» компанин представителĕсем, складсем пур. Фирма ӳсен-тăрана хӳтĕлекен хими хатĕрĕсем кăларас тĕлĕшпе çĕршывра лидер шутланать. Раççейри пестицидсен рынокĕнче унăн тӳпи 20%. Чăваш Енре те пирĕн препаратсемпе анлăн усă кураççĕ. Республика пысăках мар, çавăнпа заводăн продукцийĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 1% яхăн пайне регионти ял хуçалăх предприятийĕсем туянаççĕ. Хамăр çĕршывра ытларах кăнтăрти регионсем: Ставрополь, Краснодар крайĕсем. Çавăн пекех Алтай крайне чылай ăсататпăр. Раççейри аграрисем пирĕн препаратсене пĕлеççĕ, вĕсен пахалăхĕ пирки иккĕленмеççĕ. «Август» специалисчĕсем хими хатĕрĕсене сутаççĕ кăна мар, вĕсемпе уйра мĕнле усă курмалли пирки те каласа кăтартаççĕ.

— Компанин — темиçе завод. Çывăхри Тутарстанра вырнаçнă. Вăрнарти завод ытти подразделенипе епле хутшăнать?

— Продукци калăпăшĕ çулсерен ӳснĕ май кӳршĕ регионта та предприяти уçăлчĕ. Ун чухне Вăрнарта тата Беларуç Республикинче вырнаçнă заводсем рынок ыйтнине тивĕçтерейместчĕç. Халĕ Тутарстанра «Август-Алабуга» пысăк завод хута кайрĕ, кĕçех тулли хăватпа ĕçлеме пуçлать. Çав вăхăтрах Вăрнарти завод кăларакан продукци калăпăшне чакармарĕ. Пирĕн оборудованисем те, çынсем те ахаль тăмаççĕ. Цехсем виçĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Тепĕр чухне 4 сменăллă графике те куçаççĕ — канмалли кунсенче те вăй хураççĕ. «Августăн» мĕн пур завочĕ валли ĕç пур. Кăçал Вăрнарта пĕлтĕрхи чухлех продукци кăларнă. Палăртмалла: вĕсен калăпăшĕ препаратсем мĕнле класлă пулнинчен килет. Хăшне-пĕрне, нормăпа усă курасси енчен пăхас тăк, пĕр гектар çине темиçе грамм кăна сапмалла. Çав лаптăк çинех 2-3-шер литр сапмалли те пур. Çавăнпа производство калăпăшĕ ассортиментран килет. Компанин завочĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, опычĕпе пĕр-пĕрне паллаштараççĕ. Вĕренмелли пурах.

— Коллектива çамрăксене илĕртетĕр-и?

— Заводра ĕç условийĕсем лайăх, социаллă гарантисем пур. Çавăнпах-тăр кадрсем улшăнса тăмаççĕ. Апла пулсан çĕнĕ çынсем те пĕр вĕçĕм килсе тăмаççĕ. Паллах, хамăр йышра çамрăксене курас килет. Çакăн пек йăла çирĕпленчĕ ĕнтĕ, пирĕн пата хамăр ĕçченсен ачисем, мăнукĕсем ĕçе вырнаçаççĕ. Çĕнĕ ăрăва вĕрентес килет. Эпир вĕсене хăйсене кăтартма майсем туса парăпăр. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Çĕнтерÿ кунĕнче куккăшĕн вил тăприне шыраса тупнă

Çак кунсенче редакцие Шупашкарта пурăнакан Николай Смирнов кĕрсе тухрĕ. Тивĕçлĕ канури арçын кăçал Çĕнтерӳ кунĕнче Беларуçра пулнă. Николай Никитича унта ĕмĕр тăршшĕпе канăç паман ыйту илсе çитернĕ. Амăшĕн шăллĕ Калистрат Сорокеев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă, анчах тăванĕсем унăн вил тăпри ăçтине çак таранччен пĕлмен.

— Аннен шăллĕ Калистрат Михайлович Шупашкар районĕнчи Патирек ялĕнче 1924 çулта çуралнă. Кукаçипе кукамайăн, Михаил Прокопьевичпа Екатерина Степановнăн, çичĕ ача пулнă, анчах выçлăх çулĕсенче аслă икĕ хĕрĕ пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. Вĕсем пилĕк ачине ӳстернĕ. Кукаçи лесникре вăй хунă, кукамай судра ĕçленĕ. Аннепе кукаçи каласа кăтартнă тăрăх, Калистрат питĕ хастар ача пулнă. Комсомола кĕрсен ялта колхоз тума пулăшнă. Кукка комсомол пулса тăнă хыççăн нумаях та вăхăт иртмен, çĕнĕ хула — Амур çинчи Комсомольск — тунă çĕре ĕçлемешкĕн кайма çамрăксене йыхравланă.

Калистрат районтан путевка илнĕ те хăрамасăрах аякка тухса кайнă. Анне аса илнинчен пĕлетĕп: çитсенех çамрăксем строительство валли вăрман каснă. Вырăнти çынсем çакăншăн кăмăлсăр та пулнă, мĕншĕн тесен вĕсен лашисене йывăç турттарма илнĕ. Путевкăпа пуянрах çынсен ачисем те пынă. Йĕри-тавра лаша утланса çӳрекенсем пулнă. Вĕçленсех вĕçленеймен вăрçăн юлашкисем, «шуррисем», перкеленĕ те. Çакна кукка çырура пĕлтернĕ. Хабаровск хулинчен хăрушсăрлăх органĕн ĕçченĕсем пырса хастартарах комсомолецсене хӳтĕленме нагансем панă. Тракторсем илсе килсен Калистрат руль умне ларса вăрман турттарнă. Кăштахран ăна çар карапĕсем тăвакан завода куçарнă. Çавăнта кукка хĕрпе паллашнă. 1941 çулта савнийĕ йывăр çын пулнă. Çамрăксем Шупашкар районĕнчи ашшĕпе амăшне çак хыпара çырупа пĕлтернĕ. Анчах кукамай питĕ çирĕп кăмăллă пулнă. «Эпĕ пехиллемен, йышăнмастăп», — пĕлтернĕ вăл. Ывăлĕ кăштах çилленнĕ ĕнтĕ, пĕр вăхăт çыру çырман. Пурпĕрех атте-анне вĕт-ха, каллех шăрçаланă. Шăпах вăрçă пуçланнă, — каласа кăтартрĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă тăванĕ çинчен Николай Никитич. 1942 çулта Калистрат Михайловича танкистсен 231-мĕш полкне илнĕ. Унтан командирсен курсне вĕренме янă. Фронта кайнă чухне вĕсен эшелонĕ Хусанта чарăннă. Вăл пĕр талăк тăнă. Салтак командиртан ирĕк ыйтса, вăхăтра таврăнма шантарса Канаш урлă Кӳкеçе килнĕ.

— Кукка пĕчĕкренех хут купăс калама вĕреннĕ. Çав каç тăвансем, кӳршĕсем пуçтарăннă. Вăл ăсатма лавкка патне пынисене хут купăс каласа ташлаттарнă. Тăрантас кӳлнĕ лаша куккана кĕтсе тăнă. Хĕрсем, çамрăксем, ачасем — курса юлма васканисем — чупса çитнĕ тĕле кукка çула тухса кайнă. Калистрат Михайлович Курск пĕккин вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Гомель облаçĕнчи Жлобин хулине ирĕке кăларассишĕн çапăçăва кĕнĕ. 20-30 çухрăм юлсан тăшман унăн экипажне аркатнă, — çаксене эпĕ тĕрлĕ хулари çар комиссариачĕсене çырусем ярса нумай çул тĕпчерĕм. Куккана малтан Жлобин районне кĕрекен Коротковичи ялĕ çывăхĕнчи масара пытарнă. Кайран темшĕн унăн ӳтне урăх вырăна куçарнă. Çакăн пирки мана архивран та пĕлтермен. Эпĕ тăвансене кукан вил тăприне тупатăпах тесе сăмах патăм. Ĕмĕр тăршшĕпе вăл канлĕх тупнă вырăна çитме, вил тăприне тупма ĕмĕтлентĕм. Кăçалхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче килтен тухса кайрăм. Çиччĕмĕшĕнче Мускавра Беларуç вокзалĕнче пуйăса лартăм.

8-мĕшĕнче Жлобин хулине çитрĕм. Район канашне кĕрсен, ăçтан тата мĕнле ыйтупа килнине каласа кăтартсан тĕлĕнчĕç. Эпĕ 76 çула кайнă-çке-ха. Çав вăхăтрах çар комиссариатне шăнкăравларĕç те мана унта ăсатрĕç. Çар комиссарĕ: «Сирĕн Беларуç укçи пур-и?» — терĕ. Манăн, паллах, çукчĕ. Комиссар мана машинăна лартса пысăк суту-илӳ çуртĕнчи укçа улăштаракан пункта илсе кайрĕ. Çар комиссариатне таврăнсан хăйĕн çумне мана Коротковичи ялне илсе кайса Калистрат Сорокеевăн вил тăприне пĕрле шырама хушрĕ. Чылай вăхăт шырарăмăр, анчах тупаймарăмăр. Манăн чун хурланчĕ. Эпĕ кукка çуралса ӳснĕ çурт вырăнĕнчен икĕ ывăç тăпра илсе кайнăччĕ: вăл вилнĕ вырăна тата пытарнă çĕре пăрахма шухăшланăччĕ. Асăнса тăпра пăрахса хăвартăм. Жлобина таврăнтăмăр, — куççульленсе аса илчĕ Николай Смирнов. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Ĕлĕкхи нуша çинчен халĕ аса та илес килмест

Килти сĕтел хушшинче вăл хăйне ресторанти пек тытать: çĕр улми нимĕрне — вилкăпа, какая çĕçĕпе касса тирпейлĕн çиет. Мария Шуркина 100 çулти çын пек пĕртте курăнмасть: ăсĕ-тăнĕ аван, калаçăвĕ тирпейлĕ.

«Атăл çинче çил касатчĕ»

Мария Порфирьевна Шупашкар районĕнчи Пархикассинче халĕ пурăнакан кил- çуртра кун çути курнă. Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче вăл пĕр ĕмĕр урлă ярса пуснă. Кинемей каланă тăрăх, вĕсен йăхĕнче кун чухлĕ пурăнакан çук. Чи нумаййи те кукашшĕ 81-ччен пурăннă. Ялта та хальччен никам та 100 çула çитмен. «Мана лайăх пăхаççĕ, пĕçерсе çитереççĕ, çуса тасатаççĕ. Ĕçетĕп, çиетĕп те — çавăнпа пурăнатăп. Хĕрĕм Рита таса мар пĕр япала та тăратмасть. Вырăн таврашне улăштарсах тăрать. Мана пăхассишĕнех кĕрӳпе иккĕшĕ хуларан яла пурăнма килчĕç. Вĕсен хăйсен те хваттерĕ пысăк. Ялта та халĕ хулари пекех. Пĕтĕмпех пур. Фельдшер та, Ишлей больницинчи тухтăр та пĕрмай килеççĕ. «Ыратакан тупăнмарĕ-и?» — тесе шăнкăравласа ыйтаççĕ. Паян медсестра килсе укол туса кайрĕ», — калаçăва пуçларĕ кинемей.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче19-ти Марийăна тата тепĕр икĕ çынна Ишлей районĕнчи учрежденисем валли вутă турттарма çирĕплетнĕ. «Хĕл ларсанах виçсĕмĕре, Владимир Смирнова, Мария Степановăна тата мана, вутă патне яратчĕç. Кăнтăрла лаша кӳлеттĕмĕр те Атăл леш енне каяттăмăр. Юхан шыв урлă каçсан 15 çухрăм шалалла кĕмеллеччĕ. Стрелок пурăнакан çурта ĕлĕк «казенный дом» тетчĕç. Ун патне çитеттĕмĕр те вăл пире хăш вутта илмеллине кăтартатчĕ. Пĕрер метр тăршшĕ касса янтăланăскерсене çунасем çине çӳллĕленичченех тиеттĕмĕр. Ӳкесрен вĕренпе çыхаттăмăр. Каç пулнă çĕре стрелок патне çитеттĕмĕр. Лашасене тăварса витене тăрататтăмăр. Вĕсем валли михĕпе утă тултарса пĕрле илсе килеттĕмĕр. Сĕлĕ те паратчĕç. Лесник пӳртне çĕр каçма юлаттăмăр. Ирхи 3 сехетре тăрса лашасене шăвараттăмăр та кӳлсе çула тухаттăмăр. Хамăр çӳле, вутă çине, хăпарса лараттăмăр. Вăрманта питех сивĕ марччĕ. Атăл çине тухсан вара çил, ай-ай, касатчĕ. Аттин аçамĕ те çăлаймастчĕ. Пĕр çулхине уйрăмах сивĕ пулчĕ. 50 градус та пур-тăр. Çавăн чухне шăнса вилетĕп пулĕ тенĕччĕ. Манăн лашан сăмсинчен юн кайнине астăватăп. Пат-пат тумласа пычĕ. Çак нуша çинчен хальхи лайăх пурнăçра аса та илес килмест. Тата 100 çул пурăнтăм-ха! Виçĕ çул çавăн пек вутта çӳренĕ. Хăш учреждение кирлĕ, унта кайса пушатнă. Çуркунне Атăлта шыв тухсан кайма пăрахнă. Кайран акара пилĕк авнă. Колхозăн пĕчĕк трактор пурччĕ. Тракториста шутсăр вĕренес килетчĕ. Ялтан икĕ хĕрарăм вĕренме кайрĕ, мана апи ямарĕ. «Тракторпа çӳремелĕх кĕлеткӳ çук санăн», — терĕ. Сеялкăна тырă тултарса тăмаллаччĕ. Михĕсем самай йывăрччĕ. Ик-шерĕн аран йăтса хăпартаттăмăр. Çавăн чухне пилĕк-çурăм ырататчĕ. Кайран сеялкăпа çĕр улми лартнă. Трактор çинчен анман. Колхозра ĕç нихăçан та пĕтмест. Кайран кăшман норми паратчĕç. Кĕркунне ăна карçинккапа путвала кĕртеттĕмĕр…» — аса илчĕ тыл ĕçченĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен... 

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.