Хыпар 56 (28232) № 28.05.2024
«Куракан пур чухне кино пурăнать»
Кино вăл — чун чăннипе ĕçленĕ вăхăтăн пĕр пайĕ. Унта пăшăрханасси, хĕрхенесси, сивлесси, ăнланасси ахаль пулăмран тарăнрах, анлăрах палăрать. Унсăр пуçне вăл пĕрпĕринпе туслашма та пулăшать.
Çултан-çул аталанать
Шăпах çак тĕллевпе уçăлчĕ Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери XVII кинофестиваль. «Фестиваль Чăваш çĕрĕ çинче çултан-çул пултаруллă авторсене пуçтарать, — терĕ ЧР культура министрĕ Светлана Каликова сумлă хăнасене, куракансене уявпа саламланă май. — Чăваш Енре пурăнакансене вăл тĕлĕнмелле фильмсем курма май парать. Вĕсем ентешсене чи кирли çинчен шухăшлама хистеççĕ: ырăпа усаллăх, ăс-тăн шыравĕ пирки те. РФ Культура министерстви пулăшнипе халĕ кашни муниципалитетрах кинозалсем ĕçлеççĕ. Çавăнпа та тĕп хулара пурăнакансем çеç мар, республикăри кашни çын та кинофильмсемпе паллашма пултарать. Кинофестиваль малашне те иртессе, вăл çулсерен аталанасса, ентешсене савăнтарасса, çĕршывсемпе Раççей регионĕсен хушшинчи туслăха çирĕплетме пулăшасса шанатпăр». Конкурса Раççейрен, Аслă Британирен, Италирен, Грецирен, Германирен, Францирен, Бангладешран, Арменирен, Иранран, Индирен, Абхазирен, Кăркăсстанран, Туркменистанран тата Таджикистанран кинофильмсем тăратнă. Пурĕ — 35 ĕç. Вĕсенчен пĕри — «Хурăн шывĕ» — чăвашла фильм. Унăн режиссерĕсем — Николай Семенов тата Зоя Илларионова. Кинофестивале шăпах çак фильмпа уçрĕç. Çавăн пекех кино уявне хутшăннисене «Чапаев» /режиссерĕсем Георгий тата Сергей Васильевсем/ фильма кăтартрĕç. Асăннă кинофильма ÿкернĕренпе кăçал 90 çул çитет. Çакна та асăнма кăмăллă: 2026 çулта пĕрремĕш чăваш фильмĕ экран çине пуçласа тухнăранпа 100 çул çитет. Вăл «Атăл пăлхавçисем» /«Волжские бунтари»/ ятлă. Унăн режиссерĕ — Павел ПетровБытов. Фильма Тимахви Хури революционерполитика халалланă. Конкурс ĕç-хĕлне хаклама жюри йышне «Армениофильмстудио» киностуди директорĕ Эдгар Багдасарян кинорежиссер, продюсер, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Дмитрий Муляр, Михаил КосыревНестеров кинорежиссер, продюсер, сценарист, актер, Артем Васильев композитор, педагог, Арсений Гончуков режиссер, сценарист, поэт, писатель, «Кинопрайм» фондăн директорĕн канашçи, Галина Сыцко продюсер, Саера Сафарова театр тата кино актриси, СНГри «Долби» представителĕ Александр Розанов кĕнĕ. Хăть мĕнле пысăк ĕçе те пил парса пуçăнаççĕ. Кинофестивале Раççей халăх артисчĕ Александр Прошкин ырă сунса старт пачĕ. Вăлах сумлă çак мероприятин илемлĕх ертÿçи шутланать. «Ку фестивалĕн хăйĕн сăн-сăпачĕ пур. Вăл çултан-çул упранса, уççăнрах палăрса пырать. Этника киновĕн фестивалĕ кашни наци культурине хисеплет. Куракансене тата кинофестивале хутшăнакансене ăнăçу сунатăп. Эсир çĕнĕ вăй-хăват илессе, çĕнĕ ятсене палăртма пулăшасса шанатăп», — терĕ Александр Прошкин. РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Дмитрий Муляр та сăмах илчĕ. Вăл Чăваш Ене ывăлĕпе тата хĕрĕпе килнĕ. Кинофестивале иккĕмĕш хут хутшăннине, Шупашкар ăна малтан та килĕшнине, артистсене Чăваш Ен кăмăллăн кĕтсе илнине аса илчĕ. Иртнинче вăл хăна йышĕнче пулнă, халĕ — жюри пайташĕ. «Çавăнпа та тĕплĕ ĕçлеме тивет. Фильмсем лайăх, кăсăклă пуласса шанатăп», — терĕ вăл пурне те ăнăçу сунса. «Шупашкар питĕ килĕшрĕ» Кинофестивалĕн иккĕмĕш кунĕнче жюри пайташĕсемпе тата илемлĕх ертÿçипе прессконференци иртрĕ. Вĕсем хăйсен профессийĕ тата конкурс программинчен мĕн кĕтни çинчен каласа кăтартрĕç. «Кинофестиваль 17 çул уçăлчĕ, — терĕ Александр Прошкин кинофестивалĕн илемлĕх ертÿçи. — Çакă хăйне евĕрлĕ хăюлăх. Эсир тăвакан ĕç çынсене питĕ кирлĕ. Çак хулара кинематографи аури пур. 17 çул хушшинче вăл йĕркеленсе, палăрса çитнĕ. Унăн хăйĕн кураканĕсем, кинофестивале кĕтекен çынсем пур. Конкурс çав тери çивĕч пуласси паллă. Çавăнпа та жюри пайташĕсене чи лайăх фильма суйласа илме çăмăл пулмĕ. Куракансем вара çĕнĕ ĕçсемпе паллашса савăнĕç. Конкурса кĕске метражлă фильмсем кĕртнишĕн тав тăватăп. Мĕншĕн тесен çамрăк режиссерсемшĕн вăл питĕ пĕлтерĕшлĕ». <...>
Валентина ПЕТРОВА
♦ ♦ ♦
Чечеклен, Донбасс!
Пирĕн халăхăн ырă йăла пур: нимелле пĕр-пĕрне пулăшасси. Ырă кăмăл хистевĕпе ĕçлесси паян кунччен упранса юлнă. Çак туртăм Луганск, Донецк, Запорожье тата Херсон облаçĕсем Раççее кĕнĕ хыççăн тата та лайăхрах палăрчĕ. Чăвашсем çĕнĕ регионсен инфратытăмне, экономикине, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсен аталанăвне тÿпе хывма пуçларĕç.
Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин çĕнĕ суб±ектсене Раççей условийĕсенчи пурнăçа хăнăхмашкăн пулăшма тĕллев лартрĕ. Çакăн хыççăнах Чăваш Республики Запорожье облаçĕнчи Бердянск округне шефа илчĕ. Çийĕнчех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Бердянск округĕн Пуç лăхĕ Алексей Кичигин тĕл пулчĕç, экономикăпа суту-илÿ, ăслăлăх-техника тата социаллă пурнăçпа культура тытăмĕнчи 2022-2025 çулсенчи ĕçтешлĕх тĕллевĕсене сÿтсе яврĕç, пĕрлехи ĕç-хĕл мелĕсене палăртрĕç. Унтанпа иртнĕ тапхăрта Бердянск округĕнчи пурнăçа йĕркене кĕртес тĕлĕшпе нумай ĕç пурнăçланă. 2023 çулта округри тăхăр об±екта, çак шутра сакăр котельнăй тата Осипенко ялĕнчи шкул, тĕпрен юсанă. Строительство ĕçĕсене пурнăçлама Чăваш Енри специалистсем хутшăннă. Чăваш Республики çĕнĕ регионсенчи ачасен пултарулăхне аталантарассине, пĕлĕвне ÿстерессине, канăвне йĕркелессине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Çамрăк ăру валли çирĕм тонна ытла гуманитари пулăшăвĕ: кĕнекесем, канцеляри таварĕсем, теттесем, ăс-тăна аталантаракан вăйăсем — ăсатнă. Бердянск облаçĕнчи 250 яхăн ача Чăваш Енри лагерьсенче канса сывлăхне çирĕплетнĕ. Шкул директорĕсемпе ача сачĕсен заведующийĕсем пирĕн тăрăхри ĕçтешĕсен опычĕпе паллашнă. Çĕнĕ çул уявĕсем умĕн Бердянск округĕнчи 2 пин ытла ача валли Чăваш Енрен парне ăсатнă. «Кашни ачан Çĕнĕ çул асамлăхне туймалла. Çĕнĕ регионсене пĕтĕм Раççей пулăшать. Эпир те айккинче тăрса юлма пултараймастпăр. Пĕрлехи ĕç çĕршыв пĕрлĕхне çирĕплетет, патшалăха вăйлатать», — тенĕ ун чухне республика ертÿçи Олег Николаев. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА
♦ ♦ ♦
Кадрсене ачаран хатĕрлемелле
Юлашки çулсенче кадрсен ыйтăвĕ агропромышленноç комплексĕнче, медицинăра, строительствăра, ытти отрасльте уйрăмах çивĕч. Совет тапхăрĕнче çамрăк специалистсене направленипе ĕçлеме янăран ку енĕпе йывăрлăх пулман. «Ирĕклĕ» дипломăн тÿнтер енĕ юлашки çулсенче уйрăмах сисĕнет. Диплом илнисем урăх регионсене тухса каяççĕ е илнĕ профессипе ĕçлемеççĕ. Лару-тăрăва мĕнле татса памалла? Шупашкарта Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче шăпах çак ыйтăва çĕклерĕç.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, вĕренÿ кластерĕсем йĕркелени çивĕч ыйтăва татса пама пулăшмалла. Сăмахран, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче — «Ял хуçалăхĕ», Шупашкарти строительство тата хула хуçалăхĕн техникумĕнче — «Строительство», экономика-технологи колледжĕнче «Çăмăл промышленноç», транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче «Транспорт отраслĕ» кластерĕсем. Заявкăсене РФ Çутĕç министерствине тăратнă ĕнтĕ. Çулталăк пуçланнă тĕле «Профессионалитет» программăпа килĕшÿллĕн республикăра 7 вĕренÿ кластерĕ йĕркелеме май килнĕ. Тĕллевĕ — пирĕн вăйлă енсене тата вăй-хăвата пĕлесси. Вăйлă енсем мĕн пуррине упраса малалла аталанма, çĕнĕ вăй-хăватпа çĕкленме, çĕнĕлĕхе алла илсе çирĕпленме пулăшĕ. ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова сăмахĕпе кадрсем çителĕксĕрри демографипе те çыхăннă. Шел, çуралакансемпе вилекенсен хушшинчи уйрăмлăх çав-çавах пысăк-ха. Аслă, ятарлă шкулсенчен вĕренсе тухакансем регион тулашĕнче ĕçе вырнаçма тăрăшни те лару-тăрăва çивĕчлетет. Сăлтавĕ паллă — республикăри шалу яш-кĕрĕме тивĕçтермест. Предприятисенче çамрăк специалистсене уйăхне вăтамран 30-45 пин тенкĕ сĕнеççĕ. Рабочи профессийĕсемпе тăрăшакансен хушшинче ĕçсĕррисен йышĕ чакса пынине те палăртрĕ вăл. Иртнĕ çул ĕçе вырнаçтарассипе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ярмăрккăна 7,6 пин çын, 100 предприяти-организаци, ытти вĕренÿ заведенийĕ хутшăннă. Кăçал кĕске хушăра 149 предприяти-организаци 3,2 пин çынна ĕçе вырнаçтарма килĕшÿ тунă. Вăтам тата аслă шкулсен рейтингне те ирттерни лару-тăрăва уçăмлатма пулăшĕ. Тишкернĕ тăрăх, регионта ĕçсĕррисен шучĕ чаксах пырать. Вĕсен йышĕнче аслă е ятарлă шкул пĕтернисем, çамрăксем сахалрах. Çакна палăртмалла, юлашки вăхăтра колледжсемпе техникумсенче конкурс çивĕчленет. Чылай яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç 9-мĕш класс тĕлне пулас профессие палăртать, тĕллевлĕ вĕренет. <...>
Лариса НИКИТИНА
♦ ♦ ♦
«Эпĕ сцена çинче шыври пулă пек»
Вăл ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕ хулара кăна мар, ялсенче те хăйĕн юрриташшипе савăнтарать, республика, Раççей шайĕнчи конкурссенче малти вырăнсене йышăнать. Сăмахăм Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕ çумĕнчи «Шевле» халăх вокал студийĕ çинчен. Ăна Надежда Владимирова чылай çул ертсе пырать.
«Чуну кантăр тесе илсе кайрăм»
«Эпĕ Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче вăрман варринче вырнаçнă хитре ялта — Кĕçĕн Кукашнире — çуралнă. Çемьере тăватă хĕр çитĕнчĕ. Эпĕ — иккĕмĕшĕ. Асли Татьяна повар-кондитер пулнă. Шел, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ. Йăмăкăм Екатерина Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтерчĕ. Вăл — технолог. Кĕçĕнни Мария кăçал И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухать, çав вăхăтрах ĕçлет те. Атте Михаил Геннадьевич эпĕ 3-ре чухне вилнĕ. Анне Ольга Геннадьевна каярах Кукашни каччине Николая качча тухрĕ. Эпир вара çав яла пурăнма куçрăмăр. Анне малтан шоферта ĕçленĕ. Каярах çĕвĕç те, повар та пулнă. Фермăра та вăй хунă. Таньăпа иксĕмĕрĕн пĕр атте, Машăпа Катя Николайран çуралнă», — çапла пуçларĕ калаçăва Надежда Михайловна. Ачалăхĕ телейлĕ пулнине пытармарĕ. Туслă çемьере çитĕннĕ вăл. «Музыка патне туртăнасси мĕнрен килнĕши? Манăн кукаçи Геннадий Сергеев ялти чаплă купăсçă пулнă. Купăс калама хăй тĕллĕн кăна вĕреннĕ пулсан та кирек хăш кĕвве те кăларма пултарнă. Вăл спирт заводĕнче электрикре тăрăшнă. Аппа Татьяна та хитре юрланă. Йăмăкăн Марийăн та сасси уçă. Юрлама юратнине кура анне аппапа иксĕмĕре Сĕнтĕрвăррине А.Н.Тогаев ячĕллĕ музыка шкулне ертсе кайнă. Унта автобуспа çитме 15 минутчĕ. Эпĕ çав шкулта 3 çул вĕрентĕм. Эпир хор класĕнче пĕлÿ пухнă. Хорта юрланă, фортепиано калама вĕреннĕ. Пире Елена Андреева вĕрентнĕ. 9 класс хыççăн Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕмешкĕн тĕв турăм. «Музыка енĕпе каятăп», — теттĕм. Анне ун чухне ача кĕтетчĕ. Мана училищĕне илсе кайрĕ. «Эсĕ вĕренме кĕрессе ĕненместĕм. Унта чуну кантăр тесе илсе кайрăм», — тенĕччĕ вăл каярах. Пĕр вырăна тăватă çынччĕ. Эпĕ пĕрех вĕренме кĕтĕм. 2004 çулта диплом илтĕм. Пирĕн курсра хĕр ытларахчĕ. Дирижерпа хор уйрăмĕнче пĕлÿ илтĕм. Хĕрсем Чулхула, Хусан, Мускав консерваторийĕсене вĕренме кайрĕç. Манăн Владимир Михайлов дирижер-хоровик патĕнче вĕренес килетчĕ. Тĕрĕссипе, унран пурте хăратчĕç. Анчах ун патне лекекенсем пурте вăйлă пулатчĕç. «Надя, сана хам пата питĕ илес килетчĕ. Санран пулать», — терĕ вăл ăсату каçĕнче. Владимир Степанович университетра та вĕрентетчĕ. Эпĕ ЧПУри искусство факультетне пырасшăн пулнине пĕлтертĕм. Эсир мана хăвăр пата илетĕр-и?» — хăюлăх çитерсе ыйтрăм унран. «Паллах», — терĕ вăл. Çапла, шăпа мана аслă шкула илсе çитерчĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ Надежда Михайловна. <...>
Роза ВЛАСОВА
♦ ♦ ♦
«БАМ тунă тапхăр — чи телейли»
1974 çулхи ака уйăхĕнче ВЛКСМ XVII съезчĕ Байкал-Амур магистралĕ комсомолăн ударлă стройки пулассине, унта комсомол путевкипе ĕçлеме ярассине пĕлтернĕ. Унта съездранах пĕрремĕш ушкăн тухса кайнă, тĕрлĕ çулта Чăваш АССРĕнчен темиçе пин çын хутшăннă.
Вĕсенчен пĕри — Казахстанри Балхаш хулинче çуралнă Галина Петровская. Вăл мăшăрĕпе Геннадипе БАМ тума 1974-1984 çулсенче хутшăннă, чукун çул çарĕн чаçĕнче хĕсметре тăнă, «Байкал-Амур магистралĕн строительствишĕн» медале тивĕçнĕ. Галина ача чухне ашшĕпе пĕрле Çĕнĕ Шупашкара хими комбиначĕ тума килнĕ, кунта ашшĕ, амăшĕ, пиччĕшĕ ĕçленĕ. Галя Чăваш Енре çуралса ÿснĕ Гена Петровские качча тухнă. Вĕсем пĕчĕк ачипе БАМăн инçет хĕвел тухăçĕнчи сыпăкне кайнă. «Полк тăнă вырăна пуйăспа сакăр талăкран çитрĕмĕр, — нумай çул иртсен аса илнĕ Галина Александровна. — Çул тăршшĕпех вакун чÿречинчен тайга курăнсапычĕ, пĕрпÿртпепоселок таасăрхамарăмăр. Унта савăнмалли нимех те çукчĕ. Энергопуйăс сасси хăлхана çурасла кĕрлерĕ, çапах ылтăн кĕркунне куçа илĕртрĕ. Чÿк уйăхĕ пулин те çанталăк ăшăччĕ. Пире стройбат казармисен çумĕнчи пĕчĕк вакуна вырнаçтарчĕç. Кунта ĕçмелли шыв таçтан машинăпа турттарчĕç, электролампа час-часах сÿнчĕ, вакуна вутă хутса ăшăтрăмăр. Вăл ирччен сивĕнчĕ, кантăк пăрланчĕ. Магистрале тăсма хутшăннă полкăн машбюро пайĕн ертÿçинче 10 çул ĕçлерĕм. Унта ывăл çитĕнчĕ, çемьесемпе паллашрăмăр, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿрерĕмĕр, уявсене пĕрле ирттертĕмĕр. Хуласенчен паллă артистсем пырса концерт кăтартатчĕç. Строительсене апат-çимĕçпе, таварпа, çав шутра йăлара усă курмалли машинăпа, лайăх тивĕçтернĕ, эпир пысăк ĕç укçи илнĕ. Строительствăна нумай çар чаçĕ хутшăннă. Пĕлĕшсемпе халĕ те çыхăну тытатпăр. Пĕррехинче упăшкапа иксĕмĕр БАМа аса илтĕмĕр те çапла пĕтĕмлетрĕмĕр: унти тапхăр пирĕншĕн — чи телейлĕ çулсем». <...>
Юрий МИХАЙЛОВ
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас