Хыпар 55 (27934) 24.05.2022
Çанталăк хăçан ăшăтĕ-ши?
Вăхăт чуппине чатăр карса чараймăн. Ĕнер кăна ăшă пальтопа çӳреттĕмĕрччĕ, паян çулла çитессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. «Çанталăк мĕнле пулать-ши?» – тетпĕр. Пирĕнтен кашнинех отпуска лайăх ирттерес килет-çке. Çулла тума палăртса хунă ĕçсем те пур. Анчах хальлĕхе çанталăк савăнтармасть-ха. Кăçал çуркунне каярах килчĕ. Çу уйăхĕ вĕçленсе пырать пулсан та çĕр çине ăшă «аннине» туймастпăр- ха. Кун сиктерсе тенĕ пек çумăр çăвать. Пăр та хăй çинчен хутран-ситрен аса илтерет...
Аслати ир авăтни мĕне пĕлтерет?
«Хăçан ăшăтать-ши?» — çак ыйтăва паян кашни калаçурах илтме пулать. Унăн хуравне пĕрле шыраса пăхăпăр. Кăçал çуркунне аслати пуш уйăхĕн вĕçĕнчех авăтрĕ. Халăх сăнавĕ тăрăх, аслати пуш, ака уйăхĕсенче авăтни çуркунне сивĕ тата çумăрлă пулассине систерет. 2022 çулта чăнах та çапларах килсе тухрĕ. Сăмах май, аслати ир авăтнă çул мăйăр ăнса пулать-мĕн. Хăш-пĕр çул сывлăш температури ака уйăхĕнчех 20 градусран ирткелетчĕ. Кăçал çу уйăхĕ вĕçленсе пырать пулин те ăшăпа киленеймерĕмĕр. Паллах, çу уйăхĕнче вăхăтлăха сивĕтни çулсеренех пулкаланă. «Çĕмĕрт сивви», — теççĕ ăна халăхра. «Çу уйăхĕнче çанталăк икĕ хутчен сивĕтет: çĕмĕрт тата юман çурăлнă вăхăтра», — çирĕплетеççĕ хăшĕсем. «Çĕмĕрт тата палан сивви пулать», — теççĕ Трак тăрăхĕнчи ватăсем. Палан сивви хыççăн тек шăнса кӳтмелли çанталăк пулмасть-мĕн… Синоптиксем çирĕплетнĕ тăрăх, кăçалхи çу уйăхĕ юлашки 15 çулхи кăтартусемпе танлаштарсан, чи сивви. Мĕнпе çыхăннă-ши ку? Çулла çанталăк еплерех пулĕ-ши?
Чăваш Енри гидрометеорологи центрĕн пай пуçлăхĕпе Марина Китарьевăпа çыхăнтăмăр. Марина Анатольевна пĕлтернĕ тăрăх, çу уйăхĕн вĕçĕчченех ăшă кĕтмелле мар. «Çу уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕ нормăпа пăхнинчен 3 градус сивĕрех пулчĕ. Вăтам температура 12-13 градус ăшă тăчĕ. Асăннă уйăхăн иккĕмĕш вунă кунлăхĕнче те çанталăк уçă пулчĕ. Иртнĕ эрнекун хăш-пĕр вырăнта çĕрле тăм ӳкрĕ. Уйăх вĕçĕнче сывлăш температури ӳсме тытăнать. Тинех курткăсене хывăпăр. Çĕртме, утă тата çурла уйăхĕсенче сывлăш температури нормăпа пĕрешкелтерех пулĕ. Çумăрсем те çуса иртĕç. Пĕр сăмахпа, шăрăх та тăмĕ, ытла йĕпе те пулмĕ», — палăртрĕ синоптик.
1953 çулхине аса илтерĕ
Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иван Мадебейкин профессор 1972 çултанпа çанталăка сăнаса, çырса пырать. Унăн шухăшĕпе, çанталăк улшăнни, нормăран ăшăрах е сивĕрех пулни çĕр чăмăрĕ çинче тăрук ăшăтса янипе çыхăннă. «Хам çырса пынисене танлаштарсан акă мĕн калама пулать. 30 çул каярахрине пăхсан халĕ çулталăкра хĕвеллĕ 14 кун сахалрах. Апла тăк ăмăр кун нумайланнă. Çакă пирĕншĕн кăна мар, хурт-хăмăршăн та начар. Мĕншĕн тесен вĕсем хĕвеллĕ кунсенче кăна лайăх вĕçеççĕ. Эпĕ çырса пынисем тăрăх, кăçал çу уйăхĕ ытти çулхисемпе танлаштарсан 3,5 градус сивĕрех. Хĕле пăхсан çулла çумăрлă, сивĕрех пулмалла. 1953 çулхи сивĕ çуллана аса илтерме пултарĕ вăл», — терĕ Иван Николаевич.
Специалистсем палăртнă тăрăх, çу уйăхĕнче çанталăк сивĕтесси пулатех. Йывăçсем çулçă сарсан сывлăшра кислород шайĕ ӳсет. «Парник эффекчĕшĕн» яваплă кăмрăк йӳçек газĕн виçи чакать. Çавна май сывлăш температури те пĕчĕкленет. Ученăйсен шухăшĕпе, çу уйăхĕнче хурт-кăпшанкă вăйлă хунаса каясран сивĕтет. Çут çанталăк йăлтах йĕркелесе, шайлаштарса тăрать. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Урамри çÿп-çапа илсе кĕрсе пăрахма хушнă
Ятарлă шăтăк тулсан тăван тăрăха таврăнасса шаннă
Татьяна Фрайгангăн ашшĕпе амăшĕ Валентин тата Людмила Аникинсем Коми Республикине 1962 çулта халăх стройкине çул тытнă. Ун чухне нумай чăваш унта тухса кайнă. Вĕсем тăрăшнипе çĕнĕ хуласемпе ялсем, çуртсем çĕкленнĕ.
«Вăрттăн» чĕлхе
Валентин Михайлович — Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпара, Людмила Егоровна Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кĕçĕн Маклашкинче çуралса ӳснĕ. Иккĕшĕ те Шупашкарта çăкăр заводĕнче ĕçленĕ: яш — мастерта, хĕр — ун патĕнче бригадăра.
Ашшĕ-амăшĕ Валентина Людмилăна качча илтересшĕн пулман. Ывăлĕ вĕсене итлемен — хĕре вăрласа кайнă. Вĕсем пĕрле Çĕпĕре комсомол стройкине вербовкăпа тухса кайса çĕнĕ пурнăç тума палăртнă. Анчах çав кунхине Çĕпĕре мар, çамрăксене Сыктывкара илсе кайнă. Çапла Валентинпа Людмила Комири Визябож поселокне çитнĕ. Чăматанра улăштарса тăхăнмалли тумтир, 1 курка, 1 кашăк, 1 кĕнеке пулнă. Вĕсем кăна мар, пурте пĕр пек условисенче пурăннă. Вăрман варринчи поселок чукун çул узелне аса илтернĕ: çынсем вакунсенче пурăннă. Тавар вакунĕнче икĕ çемье кун кунланă, стена вырăнне — карă.
Валентинпа Людмилăна опыт пуррине кура пекарньăна ĕçлеме янă. Вĕсем строительсем, вăрман касакансем валли çăкăр пĕçернĕ. Мĕнле кăна пăтăрмах пулман-ши? Чăваш хĕрĕ пĕррехинче алăри сехетне чуста ăшне чăмтарнă та тупайман. Такама сехетлĕ çăкăр лекнĕ-тĕр…
Валентин Михайлович, Шупашкартах пединститута куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕскер, Сыктывкарта экстерн мелĕпе икĕ çултан истории учителĕн дипломне илнĕ. Сăмах май, унăн ашшĕ те çак предмета вĕрентнĕ. Çамрăк специалиста тӳрех Усть-Локчим поселокĕнчи шкула ертсе пыма янă. Вăл мăшăрне те ĕç урокĕсене ертсе пымашкăн вырнаçтарасшăн пулнă. Людмила Егоровна ачасем кĕпĕрленсе шавласа чупакан шкул коридорĕ тăрăх утса тухнă та: «Эпĕ кунта ĕçлейместĕп, чăтăмлăх çитмест», — тенĕ. Вăл вăрман касса юхан шывпа ăсатнă çĕрте вăй хунă. Йывăç турачĕсене пуртăпа иртсе тăнă. Усть-Локчим вырăнĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулĕсенче ĕçлесе юсанмалли лагерь пулнă. Кулак тесе айăпланнисем ĕçленĕ унта. «Çур поселок масар çинче вырнаçнине эпир пĕлмен. Пĕрисем сакай пысăклатас тесе чавнă та тупăк тухнă. Кун хыççăн историе тĕпчеме тытăнтăмăр. Хамăр сăнанă тăрăх, çав енче тĕпленнисем япăх пурăнатчĕç, чылайăшĕ ĕçке ерсе пурнăçран ир уйрăлатчĕ. Пирĕн урам юхан шыв хĕрринчеччĕ. Унта лагерь пуçлăхĕсем валли тунă çуртсем пулнă», — паллаштарчĕ Татьяна Фрайганг.
Аникинсен çемйинче хăйсен 3 хĕрĕ, усрава илнĕ тепĕр хĕрпе ывăл çитĕннĕ. Ачисене вĕсем чăвашла вĕрентмен: вырăсла лайăх пĕлччĕр тесе тăрăшнă. Арăмĕпе упăшки иккĕшĕ е ачисенчен вăрттăн сӳтсе явмалли пур чухне тăван чĕлхепе калаçнă. Çапла вĕсен çемйинче чăваш чĕлхи вăрттăн пуплемелли чĕлхе пулса юлнă.
Çӳп-çап пăрахмашкăн пахча хыçĕнче Валентин Михайлович шăтăк чавнă. «Так, ачасем, çак шăтăк тулсан пурте пĕрле Чăваша куçса каятпăр», — тенĕ. Ашшĕ пушă сăмах çапмасть — мĕнле каланă, çапла пулать. Вăл килтен тухса кайсанах амăшĕ ачисене каланă: «Урамра мĕнле çӳп-çап куратăр, тек çакăнта килсе пăрахăр, хăвăртрах тултăр». Людмила Егоровна юрлама питĕ юратнă. «Каçхине ларатчĕ те çинçе сассипе юрлама пуçлатчĕ. «Чарăн!» — тесе атте чышкипе сĕтеле çапатчĕ. Эпир пĕчĕк пулнă та ку мĕне пĕлтернине ăнланман. Анне тăван ялĕшĕн питĕ тунсăхланă. Чунне ан ыраттартăр тесе ăна чарăнма хушнă», — аса илчĕ аякри чăваш хĕрарăмĕ. Çамрăк чухне вĕсем Чăваш Ене кайса килкеленĕ. Татьяна ача чухне кукамăшĕ патĕнче икĕ хутчен пулнине астăвать.
Вăхăтра йĕркелени пулăшнă
Валентин Михайлович пурнăçран ир уйрăлнă. Вăл вилнĕ хыççăн мăшăрĕ питĕ куляннă, чăваш чĕлхишĕн тунсăхланă. Ялта чăвашсем пулнă-ха. Хĕрлĕ Чутай районĕнчен куçса килнĕ кумĕпе иккĕшĕ тĕл пулсан чун каниччен калаçнă. Амăшĕн тунсăхне сирес тесе Татьяна чăвашсене пĕр тĕвве пĕрлештерме шут тытнă.
«Пĕрлешӳ йĕркелес тĕллевпе пуху ирттертĕмĕр. Кворум валли икĕ çын çитмерĕ. Питĕ пăлхантăм. Ăшра аттене асăнтăм: «Пулăшсам, аннене кирлĕ ку». Нумай та вăхăт иртмерĕ, икĕ çын кĕрсе тăчĕ. Çапла 1996 çулта Сыктывкарти чăвашсен «Нарспи» общество организацийĕ уçăлчĕ», — аса илчĕ Татьяна Фрайганг. Вăл паянхи кунчченех ăна ертсе пырать.
Çĕршыв арканнă вăхăт. Малалла мĕнле пурăнмаллине никам та пĕлмен. Аякри чăвашсем малтан хăйсен Тăван çĕршывне час-часах кайса çӳренĕ. Çимĕкре, Çĕнĕ çулта, отпускра яланах унта пулма тăрăшнă. «Çĕн йĕркелӳ тапхăрĕнче Чăваш Енпе çыхăну сасартăк татăлчĕ. Эпир пĕр çĕре пĕрлешни питĕ вăхăтлă пулчĕ. Пĕр-пĕрне пулăшма калаçса татăлтăмăр. Аякра пĕтес мар тесен пирĕн Чăваш Енре пурăнакан тăвансемпе çыхăнусене татмалла маррине ăнлантăмăр. Камăн çăмăл машина пур — вĕсемпе пĕрле çула май ларса каяттăмăр. Апат-çимĕç енчен те пулăшаттăмăр. Улăх-çарана тухса Акатуй ирттерме тытăнтăмăр. Кашниех инçе çула тухаймасть вĕт. Чăваш юррисем шăрантарса тунсăхласа макăратчĕç. «Яла кайса килнĕнех туйăнчĕ», — тетчĕ хăшĕ-пĕри. Кунти чăвашсем — пĕр-пĕриншĕн тăван вырăнне. Çапла хамăра хамăр хавхалантарса эпир сапаланса каймарăмăр, наци пек сыхланса юлтăмăр», — палăртрĕ Татьяна Валентиновна.
Ашшĕ-амăшĕ ăна чăваш культурипе питĕ çывăх паллаштарман. Общество ĕçне пикеннĕ хыççăн вăл хăйне валли нумай çĕнĕлĕх уçнă. Кинемейсемпе калаçнă, вĕсенчен вĕреннĕ. Чăваш юррисем юрлама тытăннă. Сыктывкарта вахтăпа ĕçлекен чăвашсем те «Нарспи» ирттерекен уява хутшăннă. Пĕрле ларса юрланă чухне Татьяна акă мĕнрен тĕлĕннĕ: пĕр юрра тĕрлĕ районти, республикăри чăвашсем расна шăрантараççĕ. Вĕсем патĕнче Пушкăрт чăвашĕсем те пурăнаççĕ.
Коми тĕп хулинче Халăх çуртĕнче чăвашсен хăйсен пӳлĕмĕ пур. Ăна музей пек йĕркеленĕ. Пысăк мероприятисем валли пысăк зал параççĕ. Халĕ общество организацийĕ культурăпа информаци енĕпе ытларах ĕçлет. «Нарспи» ансамбль Шупашкарта иртекен Акатуя тăтăшрах килме май тупать. «Тăвансем патне каятпăр. Çĕрпӳ, Канаш районĕсенче пултăмăр.
Пире епле кĕтсе илнине пĕлесчĕ! Шупашкар тăрăх эпир чăваш кĕписемпе утатпăр. «Руç ăстисем» фестивале Комирен килнĕ ентешсене кайса куратпăр, хавхалантаратпăр», — каласа кăтартрĕ чăваш чунĕллĕ хĕрарăм. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Вăхăт портречĕпе танлаштараççĕ
Раççей сенаторĕ, Чăваш Енĕн Пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров хăйĕн çĕнĕ кĕнекипе, «Вспоминая Время надежд…» ятлăскерпе, Чăваш наци Музейĕнче паллаштарнă.
«Кунта пултарулăхпа çыхăннă, тăрăшса ĕçлекен, хăйсен тĕслĕхĕпе ыттисене хавхалантарма пĕлекен, тĕллевĕсене тивĕçлĕн пурнăçлакан, пирĕн Чăваш Ене вăйлăрах тата хитререх тума пултаракан çынсем пухăннă», — палăртнă Николай Федоров. Тĕлпулăва килнисен йышĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, вĕрентӳпе çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров, транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов, аслă шкулсен ректорĕсем, МИХсен ертӳçисем, ученăйсем, пултарулăх интеллигенцийĕн представителĕсем, общество деятелĕсем пулнă.
«Кĕнекене вуласа тухсан эпĕ ăна 2022 çулхи нарăс уйăхĕн вĕçĕнче çырнă тесе шухăшлама пултарĕç. Чăннипе вара унăн пысăк пайне иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех çырнă», — тенĕ Николай Федоров. Материалсене вăл пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче хатĕрлесе пĕтернĕ. Кĕнеке кăçал кун çути курнă. Унта автор иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнчи тата 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнчи пулăмсене хăй мĕнле курнине сăнланă: «30 çул каялла, эпĕ Юстици министерствин ертӳçи пулнă чухне, обществăшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусем, йывăрлăхсене татса памалли çулсем пирки хамăн шухăшсене çырса хурас туртăм çуралчĕ».
«Вспоминая время надежд…» кĕнеке авторшăн — ахаль кăларăм çеç мар, вăл — Николай Федоров хăй вăхăтĕнче çыхăну тытнă çынсене кăтартакан портретсен галерейи. Михаил Горбачев, Борис Ельцин, Владимир Путин, Егор Гайдар, Георгий Шахназаров, Эрих Хонеккер, Гельмут Коль, Клаус Кинкель, Фазиль Искандер… Çакă — кĕнекере асăннă ятсен пĕр пайĕ çеç. Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕн пултарулăхне сăнаса-тишкерсе тăракан критиксемпе вулакансем çĕнĕ кăларăм вăхăт портречĕ пек пулса тухнине палăртнă. Автор пĕр кăларăмра пысăк пулăмсене, реформăсене пухнă.
«Николай Васильевич çырнă аса илӳсем — пулас тĕпчевçĕсем валли калама çук пуян истори материалĕ. Вĕсем монографисем хатĕрлĕç, кандидат ĕçĕсем, тен, доктор диссертацийĕсем те çырĕç. Кирек мĕнле пулсан та, истори паха материалĕсемпе малашне ĕçре усă курма май килĕ», — ăнлантарнă вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров. <...>
Ирина НИКОЛАЕВА.
♦ ♦ ♦
Тĕнче курăмĕпе тыткăнлать
Чăваш поэзине юратакансем Станислав Сатур ятне илтнех-тĕр. Юлашки вăхăтра вăл вулакансене темиçе сăвă пуххи те парнелерĕ, хайлавĕсем «Тăван Атăл» журналта пичетленчĕç.
Пуш уйăхĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче харăсах икĕ кĕнекин хаклавĕ иртрĕ. Писательсемпе критиксем, преподавательсемпе студентсем, поэтăн ентешĕсем «Станислав Сатур сăввисем. Стихи Станислава Садура» тата «Чĕнӳллĕ çул» кĕнекесене пахалама йышлăн пуçтарăнчĕç. Чăвашла-вырăсла хатĕрленĕ кăларăмĕ вара нумаях пулмасть «Литературăллă Чăваш ен: çулталăкри чи нумай вуланакан кĕнеке» фестиваль-конкурсра «Тĕпчевçĕ хаклавĕ» номинацире çĕнтерчĕ.
Сăпайлă, нумай калаçма юратман сăвăç кăкăр çапса, мухтанса çӳремест. Хăйĕн ĕçне тĕплĕн тăвать, пушă самант тупăнсанах сĕтел хушшине вырнаçать. Сăвă йĕркисем тăрук пуçа килсе çĕр варринче те тăратса лартаççĕ ăна. Хайлавĕсем пуçтарăнсан вĕсене пĕрле пухса черетлĕ кĕнеке кăларать Станислав Николаевич.
Яланхи пек шăппăн, вĕçкĕнленмесĕр. Тен, çавăнпах хăшĕ-пĕри ун çинчен нимех те илтмен. Халăх хушшинче презентацире те янăрарĕ ку шухăш. Вулакансене çывăхрах паллаштарас килет поэтпа.
Станислав Никоноров /Сатур/ 1959 çулхи чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Ушанарта çуралнă. Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш професси техника училищине пĕтернĕ хыççăн пĕр хушă стройкăра платник-монтажникра ĕçленĕ, çар хĕсметĕнче пулнă. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Ĕçленĕ хушăрах вăл хăйĕн пĕлĕвне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ӳстернĕ. Çав вăхăтрах Чăваш Республикин Писательсен союзĕ çумĕнчи «Сунтал» литература пĕрлешĕвне çӳренĕ.
Хальхи вăхăтра Мускаври М.В.Фрунзе ячĕллĕ çар академийĕнче пушар хуралĕнче тăрать. <...>
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
♦ ♦ ♦
Водителĕн троллейбуса чунпа туймалла
Канаш районĕнчи Паланкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ Альберт Данилов ача чухне хăйĕн кун- çулне троллейбус водителĕн ĕçĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ теме пултараймастăп. Çакна вăл Тури Сурăм шкулĕнче сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Тверь облаçне кĕрекен Кашин хулинчи зооветеринари техникумĕнче ветеринара вĕренсе тухни те аван çирĕплетет. Салтака кайиччен çур çул çак профессипе ĕçленĕ. Камчаткăра службăра тăнă хыççăн тăван яла каялла çаврăнса килнĕ çĕре вара шухăшне улăштарнă. Чунĕ урăх ĕç патне туртăннă.
Хисеплĕ те яваплă ĕç
Çакнашкал шухăш патне килсе тухма самани хăй хистенĕ ахăртнех. Ара, колхозсем арканма, халăх ĕçсĕр юлма пуçланă. Паланкасси çамрăкĕн пурнăç çулне çавă та тепĕр еннелле пăрма пулăшнă ахăр. Пĕррехинче хаçатра Шупашкарта троллейбус водителĕсене хатĕрлекен курс уçăлнине вуласан унта çул тытнă. Сăмах май, Альберт Даниловăн аслă аппăшĕ Елена та троллейбус водителĕнче ĕçленĕ, унран та çак профессин вăрттăнлăхĕ пирки илтнех ĕнтĕ. Çапла 1987 çулта тĕп хулана çул тытнă. Троллейбус управленийĕнче ун чухне те, халĕ те çаплах, спортпа туслисене яланах хапăл пулнă. Йĕлтĕрпе чупса пĕрремĕш разряд илнĕ çамрăк чăн-чăн ылтăн вырăнĕнче шутланнă. Паллах, спортсмен пулни лайăх, анчах та çакă троллейбуспа ĕçлеме паракан çăмăллăх мар-çке. Мĕнле йывăрлăхсене çĕнтерме тивет-ха троллейбус водителĕн, мĕнле пулмалла унăн? Вун-вун çул ĕçлесе опыт пухнă хыççăн мĕн шутлать-ха Данилов?
— Чи малтанах дисциплина кирлĕ. Ир тăмалла, каçа юлса ĕçлемелле. Çул çинчи кашни самантшăн яваплă пулмалла. Юлашки чарăнура канмалли вăхăт çукпа пĕрех. Халĕ рейссене тата вăрăмлатрĕç, çакă халăхшăн меллĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ йышши троллейбуссем килеççĕ, вĕсемпе ĕçлеме тата пысăкрах пĕлӳ кирлĕ. Çавăнпа ăна анлăлатсах, пуянлатсах тăмалла. Ман шухăшăмпа, троллейбус водителĕ пуласси — питĕ хисеплĕ тата яваплă ĕç. Вутă е ытти япала мар, çынсене илсе çӳретпĕр эпир. Ĕçре начар кăмăл-туйăмна сирсе ывăтма пĕлмелле. Килпе çыхăннă йывăрлăха унтах хăвармалла. Водителĕн троллейбуса чунпа туйса тăмалла. Çак ĕç пĕрре пăхсанах питĕ çăмăл пек туйăнать. Çамрăксенчен чылайăшĕ вĕренме килсен йывăрлăхсене туйса илет те пăрахса каять. Кунта çăмăл машинăпа çӳренинчен чылай кăткăсрах. Сан аллунта руль кăна мар, салонра — вун-вун пассажир, троллейбус тăрринче — ток провочĕ… Йĕркене пăхăннине те ĕç вăхăтĕнче тĕрĕслесех тăраççĕ. Çакă та килĕшмест пулĕ яш-кĕрĕме, — çапларах пуçланчĕ пирĕн калаçу. — Йĕркеллĕ ĕçлесе кайсан укçи-тенки çитсе пымалла пек. Çамрăксене çакна сунатăп: чи малтанах йывăрлăхран хăрамалла мар. Ыттисем ĕçлеççĕ тĕк, эсĕ те пултаратăн. Пуринчен ытла ĕçлес кăмăл пурри, тăрăшулăх кирлĕ.
Пассажирсене ырă кун суннă
Альберт Алексеевич хăй тĕллĕн пĕрремĕш хут 14-мĕш троллейбуспа çула тухнă. Халĕ те питĕ лайăх астăвать çав рейса — хăранипе тата шикленнипе йĕп-йĕпе тара ӳкнине. 21-мĕш маршрут уçаканĕ те вăлах пулнă. Унтанпа мĕн чухлĕ вăхăт иртнĕ, çĕр-çĕр, пин-пин хут руль умне ларнă.
Уçă кăмăллă çын вăл. Салонри пассажирсене кашнинчех ырă кун суннă. Уявсенче — Çĕнтерӳ кунĕнче е Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен праçникĕнче — юрăпа та саламланă. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче вăл микрофон тытса ашшĕн — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн Алексей Даниловăн — юратнă «Шли три товарища» юррине шăрантарнă. Хĕрарăмсене вара юратупа çыхăннă, аннесене халалланă юрăсемпе хавхалантарнă. Салонра ларакансем ăна алă çупса тав тунă. Теприсем Альберт Алексеевич хăй юрламасть пулĕ, магнитофон яман-ши тесе кабина умне пырса тĕлĕнсе пăхнă. «21- мĕш маршрутпа ĕçленĕ чухне ытларах çапла хăтланаттăм, — тет йăл кулса «юрлакан» троллейбус хуçи. — Каç еннелле «Ярмăрккă» чарăнура сутуçăсем ытларах ларатчĕç. Хăйсем ывăннă пулĕ, сăнĕсем тĕксĕмччĕ, кăмăлĕсем савăк марччĕ. Вĕсене хавхалантарас килетчĕ те юрласа яраттăм».
55 çулта тивĕçлĕ канăва кайнă. Анчах ĕçрен уйрăлман, халĕ хăй çамрăксене çак ĕçе алла илме пулăшать. Вăл — инструктор. Курсантсене троллейбуспа линие илсе тухаканĕ. Унпа юнашар икĕ уйăх стажировкăра пулнă хыççăн çамрăк водительсем хулари Çурçĕр хĕвел анăçĕнчи депона пăхăнса тăракан кирек хăш маршрутпа та хăйсем тĕллĕн çула тухма пултараççĕ. Вĕрентӳ вĕçленсен вара Альберт Данилов паркри маневр ĕçĕсене пурнăçлать, юсанă троллейбуссене линисем çине тухса пĕрремĕш тĕрĕслекенĕ те вăлах. Асăннă депоран кунне 60 ытла троллейбус çичĕ маршрутпа рейса тухать. Вĕсенчен чылайăшĕн наставникĕ Альберт Алексеевич пулнă. Хальхи вăхăтра виçĕ курсантпа ĕçлет. Чылай çул каялла, сăмахран, вăл хăй вĕреннĕ чухне пĕр ушкăнра 35 хĕрпе каччă пулнă тăк, паян 10-12-ĕн çеç пуçтарăнать иккен. Шел те, вĕсенчен те пурте вĕçне çитеймеççĕ — хăюллисем, харсăррисем, тăрăшуллисем çеç. Ĕç йывăрлăхĕ, яваплăхĕ шиклентерет-ши хăшĕсене? <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Юрри-кĕвви халăх асĕнче упранĕ
Николай Зимин культурăпа искусство тытăмĕнче 60 çула яхăн вăй хучĕ. Вăл композитор, музыковед, педагог, музыкантсен обществин хастарĕ пулнă. Ĕçтешĕсем, ӳнер çулĕпе пыракансем унăн пултарулăхне пысăка хурса хаклаççĕ.
Николай Александрович 1942 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Муркаш ялĕнче учительсен çемйинче çуралнă. Пулас музыкантăн пултарулăхне амăшĕ Александра Михайловна, ăста юрăç, пысăк витĕм кӳнĕ. Ачалăхĕ Муркаш, Етĕрне районĕсенчи ялсенче иртнĕ. Мăн Сĕнтĕр, Тепте тата Урпаш шкулĕсенче вĕреннĕ вăл.
Каярах Зиминсен çемйи Шупашкара куçса килнĕ. Амăшĕ сĕннине тĕпе хурса Николай 1960 çулта Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчи вĕрсе каламалли инструментсен уйрăмне вĕренме кĕнĕ. 1962-1968 çулсенче Чулхулари М.Глинка ячĕллĕ консерваторире ăс пухса музыковед дипломне алла илнĕ. Николай Зимин хăйĕн педагогĕсене манăçа кăлармастчĕ. Училищĕре валторна класне ертсе пынă Евгений Карпухина, халăх музыка пултарулăхне вĕрентнĕ Юрий Илюхина, гармони тата музыка формисен анализĕпе паллаштарнă Виктор Ходяшева ырăпа аса илетчĕ. Консерватори педагогĕсене Александр Касьянова, Олег Соколова, Владимир Цендровские, Валентина Блиновăна, Тамара Леваяна хисеплесе калаçатчĕ.
Николай Зиминăн педагогикăри тата пултарулăхри çулĕсем тĕрлĕ хулапа çыхăннă: Çĕрпӳ, Шупашкар, Киров, Сыктывкар… Иртнĕ ĕмĕрĕн 60- мĕш çулĕсенче Николай Зимин хайлавсене кĕвве хывас енĕпе нумай ĕçленĕ. Вăл Кироври искусствăсен училищинче уроксем панă. Унăн класĕнче вĕреннĕ çамрăксем каярах çĕршывĕпе паллă композиторсем пулса тăнă: Сергей Сидельников, Сергей Черезов, Александр Кудрявцев, Наталья Коробейникова тата ытти те.
Николай Александрович 1984 çулта Шупашкара куçса килнĕ. 1984-1990 çулсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче музыкăпа педагогика факультечĕн преподава-телĕнче ĕçленĕ. 1992-1997 çулсенче — республикăри музыка обществин ертӳçин çумĕ, 1997-2010 çулсенче Халăх пултарулăх çурчĕн редакторĕ, методисчĕ тата пултарулăх пайĕн ертӳçи пулнă.
1990 çулта чăваш композиторĕсен ассоциацийĕ йĕркеленчĕ. Унăн пĕрремĕш президенчĕ Анатолий Михайлов композиторччĕ. Вице-президента мана уйăрчĕç. Ассоциацие тĕрлĕ пĕлӳллĕ çынсене илнĕ: пĕрисен — аслă, теприсен вăтам музыка пĕлĕвĕччĕ. Çамрăк композиторсен музыка теорийĕпе композици ăсталăхне ӳстерме специалист кирлĕччĕ. Шăпах çак тивĕçе Николай Зимина шанчĕç. 1997 çулта пирĕн ассоциаци пысăк çухату тӳссе ирттерчĕ – Анатолий Михайлов пурнăçран уйрăлчĕ. Композиторсен 1998 çулхи сћездĕнче ассоциацин ĕçĕ-хĕлне малалла ертсе пыма Николай Александровича суйларĕç. Ку тивĕçе вăл чунтан пурнăçларĕ.
Музыка хайлавĕсем чăвашла пулччăр, вĕсенче пентатоника сасă речĕ хуçалантăр тесен ком-позиторăн халăх юрри-кĕввине лайăх пĕлмелле. Аслă ăрури композиторсен тĕрлĕ жанрлă хайлавĕсене тарăннăн тĕпчемелле. Акă мĕнле вĕрентетчĕ ассоциацин иккĕмĕш президенчĕ Николай Зимин. Сăмах май, хальхи вăхăтра чăваш эстрада юррисен чылай авторĕн çак пĕлӳ çукки тӳррĕнех курăнать.
Паллă композиторăн 500 ытла ĕçĕ Мускавра пичетленнĕ. Вĕсем музыка ыйтăвĕсемпе, ĕçтешĕсен пултарулăхĕпе çыхăннă. Сумлăраххисенчен пĕри — 1995 çулта С.П.Ильинпа пĕрле хатĕрленĕ «Чăваш композиторĕсен Ассоциацийĕ» кĕнеке. Республикăри композиторсен ĕçĕсем, «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» конкурс-фестиваль, халăх пултарулăхĕнче чун киленĕçĕ тупнă çынсем çинчен статьясем те нумай. Республикăри пултарулăх коллективĕсен Анатолий Михайлов композитора халалланă фестивальне вăл Çĕрпӳре 10 çул йĕркелесе ертсе пычĕ. Çавăн пекех патриотизм темипе çырнă юрăсен конкурсĕсене те ирттернĕ.
Николай Зимин ассоциаци пайташĕсен автор каçĕсенче, юбилейĕсенче тăтăшах пулатчĕ, шухăш-кăмăлне, сĕнĕвĕсене пĕлтеретчĕ. <...>
Юрий КУДАКОВ,
Раççей культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас