«Хыпар» 52-53 (27785-27786) № 21.05.2021

21 Çу, 2021

Банксем кутăнлашаççĕ

2020 çулта Чăваш Ен пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе ăнăçлă ĕçлеймерĕ. Хута янă тăваткал метрсен шучĕ виçĕм çулхинчен 17% таранах чакни, килĕшсемĕр, мăнаçланмалли пулăм мар. 651 пин тăваткал метр çурт-йĕр тума тĕллев лартнă та — çак плана тӳрре кăларайман, 545 пин тăваткал метра яхăн кăна тума мехел çитернĕ. Çурт-йĕр тăвассин калăпăшĕпе тахçан пуян регионсем те ăмсаннă республика çак кăтартупа пĕлтĕр Раççей субъекчĕсен хушшинче хисепсĕр 56-мĕш вырăна анса ларнă. Çавна май çапла сӳрĕк ĕçленĕ хыççăн кăçалхи пĕрремĕш кварталта тăруках пысăк ӳсĕм туни тĕлĕнтерет те: 159 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — иртнĕ çулхи кăрлач-ака уйăхĕсенчи шайран 23% ытларах…

Тăваткал метрсен дефицичĕ

Отрасль çапла тăруках сывлăш çавăрса яма пултарни хăшне-пĕрне, тен, иккĕлентерĕ те, анчах статистика суйманнине кашниех пĕлет. Правительство кăçал планпа килĕшӳллĕн çурт-йĕр тăвассине шăпах асăннă виçене çывăх — 24% — пысăклатма тĕв тунине шута илсен пушшех маччаран илнĕ кăтарту пулманнине шанас килет. 2021 çулта Чăваш Енĕн 719 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла.

Республика ертӳлĕхĕ иккĕленмест: мисси — пурнăçланмаллискер. Вице-премьер — строительство министрĕ Павел Данилов палăртнă тăрăх, патшалăх программисемпе килĕшӳллĕн çынсене хваттерсемпе тивĕçтермелли тĕллевсем строительство организацийĕсене тăваткал метрсем сутăнассине гарантилеме пултараççĕ. Социаллă программăсене пурнăçласа кăна республикăн 45,8 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. Çав шутра тăлăх 697 ача валли 23 пин тăваткал метр кирлĕ /пĕлтĕр шăпах тăлăхсене хваттерсемпе тивĕçтерес ĕç такăннăччĕ/. Нумай ачаллă çемье те йышлă: пилĕк тата ытларах ачаллă 269 çемьене 22,8 пин тăваткал метрпа тивĕçтермелле.

Пысăк хуласем çурт-йĕр çĕклеççĕ-ха. Республикăра хута яракан тăваткал метрсен тĕп пайĕ — Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар тӳпи. Ытти çĕрте вара лару-тăру питĕ çивĕч — çакăн пирки эрне пуçламăшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев строительство тата кредит организацийĕсен представителĕсемпе ирттернĕ канашлура та хивре калаçу пулчĕ. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, ялсемпе пĕчĕк хуласенче çурт-йĕр дефицичĕ пулмалла мар.

Пысăк хуласем ӳсеççĕ, ялсем вара…

Калама çăмăл, хайхи тĕллеве тӳрре кăларасси йывăр пуласси вара куçкĕрет. 2011 çулта Чăваш Енре хута янă çурт-йĕрĕн 69% ялсенче, пĕчĕк хуласенче пулнă. Унтанпа иртнĕ вунă çулта çак кăтарту шагрень тир пек пĕрĕнсе пĕчĕкленнĕ — 27% кăна юлнă. Эппин, патшалăх енчен тĕрев кирлĕ. Тĕрев хатĕрĕсем пур, республика Пуçлăхĕ асăннă канашлура пулăшăвăн ытти мерине хатĕрлеме хушрĕ.

Сăмахран, Стройминăн строительство организацийĕсен хваттерсен çурринчен кая мар пайне граждансен çăмăллăхлă категорийĕсем валли уйăрмалли çуртсене çĕкленĕ май инженери инфратытăмĕ тумалли тăкакĕсен пĕр пай¬не саплаштармалли механизм хатĕрлеме хушнă. Кăçалтан Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программипе килĕшӳллĕн территорисенчи комплекслă строительство лаптăкĕсенче инженери инфратытăмĕн объекчĕсене бюджет пулăшăвĕпе усă курса тума май пур. Анчах Строительство министерствинче пăшăрханса калаççĕ: пулăшăвăн çак мерипе тĕп хулари тата спутник хулари строительство компанийĕсем çине тăрсах усă кураççĕ, районсенче унпа интересленмеççĕ.

Тĕрĕссипе, районсен, пĕчĕк хуласен влаçĕсем тĕлĕшпе ӳпкевсем пур. Олег Николаев, авă, вĕсен территорийĕсенче социаллă тĕллевсем валли туянакан çурт-йĕр хакĕ сăлтавлă пулни пирки иккĕленет — çакна тĕрĕслеме хушни ахальтен мар. Вăл çав хака «тӳрлетмелли» сĕнӳсем кĕтет — пӳлĕмсенчи социаллă отделка ĕçĕсене пурнăçламалли тăкаксене шута илсе… Хальхи вăхăтра, сăмахран, тăлăх ачасем, пилĕк е ытларах ачаллă çемьесем валли туянмалли çурт-йĕр хакне шутласа палăртмашкăн чăн тăкаксемпе килĕшсе тăман виçесемпе усă кураççĕ: районсенче ку виçе тăваткал метршăн 31,5 пине яхăн тенкĕпе танлашать, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче — 32,4 пин тенкĕ.

Олег Николаев васкавлăн пурнăçлама хушнă ĕçсен шутĕнче — пилĕк е ытларах ачаллă çемьесен хваттер условийĕсене тишкересси. Строительство тата Ĕçлев министерствисен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле çак хушăва икĕ эрнере пурнăçламалла. Ĕçлев министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центрта нумай ачаллă 832 çемье пирки информаци пур. Вĕсенчен пĕринче — 10 ача. 8-шĕнче — 9-шар, 20-ĕшĕнче — 8-шар, 63-шĕнче — 7-шер, 141-шĕнче — 6-шар, 599-шĕнче — 5-шер ача. Вĕсенчен миçĕшне тăваткал метрсемпе туллин тивĕçтернĕ, миçĕшне пысăкрах çурт-хваттер кирлĕ — уçăмлă ӳкерчĕк пулмалла. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Алевтина СЕРГЕЕВА-ЗИНКИНА: Опера çеç сасса туллин уçать

Алевтина Сергеева-Зинкина — Раççей тава тивĕçлĕ артистки, Чăваш халăх артистки, профессор, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн вокал искусствин кафедрин пуçлăхĕ. Пултаруллă артистка тата вокалист-педагог Чăваш Енре кăна мар, унăн тулашĕнче те питĕ паллă. Пултарулăхпа çыхăннă ĕçĕ-хĕлĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче аталанма тытăннă. Çĕршывăн тĕрлĕ хулинче Мускавра, Санкт-Петербургра, Хусанта, Самарта, Ĕпхӳре…] гастрольте пулнă, Итали хулисенче ăсталăх класĕсем ирттернĕ. Вăл паян — пирĕн хăна.

— Алевтина Васильевна, çураласса эсир Чăваш Енре мар, Кемĕр облаçĕнче çуралнă. Апла пулин те чăвашла таса та илемлĕ калаçатăр.

— Аннене Валентина Ярославлевăна, Тутарстанри Элкел районне кĕрекен Сиктĕрме ялĕнчен пилĕк çухрăмри Тури Колчуринăра пурăнаканскере, кулак хĕрĕ тесе 1948 çулта репрессиленĕ. Ун чухне çывăх çыннăм çемье те çавăрма ĕлкĕреймен-ха, çавăнпа çывăх тусĕ, манăн пулас атте Василий Зинкин, инçетри ют вырăна унпа пĕрле кайнă. Çĕнĕ çĕрте вĕсем пĕрлешнĕ, çул¬талăкран çут тĕнчене эпĕ килнĕ, каярах — шăллăмпа йăмăк. Сталин вилнĕ хыççăн атте икĕ ачипе, манпа тата шăллăмпа, тăван яла таврăннă, анне кăкăр ачипе амнисти кĕтсе юлнă. Вĕсем Тури Колчуринăна çулталăк иртсен çеç килнĕ. Эпĕ çав саманта питех астумастăп. Тăван ялта çичĕ класс вĕрентĕм. Саккăрмĕшне Сиктĕрмене çӳрерĕм. Ун чухне вăл пысăк ялччĕ. Вĕрентекенсем питĕ лайăхчĕ, шкул ачисемпе кăмăллăн калаçатчĕç. Халĕ те вĕсене ăшшăн аса илетĕп.

— Юрлас туртăм, илемлĕ сассăр çавăн чухнех палăрнă-и?

— Пĕтĕмпех аттерен. Питĕ хитре тенорччĕ унăн. Сакăр класс пĕтерсен Теччĕри педагогика училищине вĕренме кĕтĕм. Манăн пурнăçра ăраскала улăштарма пулăшнă тĕлĕнмелле çынсем пулнă. Вĕсенчен пĕри — музыка енĕпе Хусанта лайăх пĕлӳ илнĕ хыççăн училищĕре музыка вĕрентнĕ тата унти хора ертсе пынă çамрăк педагог Роза Мамакова. Роза Андреевна асăрхарĕ манăн сасса. Ун пирки хăй çапла каласа кăтартнăччĕ: «Ачасем хорпа юрлаççĕ, пĕрин уçă сасси çăл куçран юхса тухакан шыв пек шăнкăртатать. Камăнне тӳрех уйăрса илеймерĕм-ха. Пĕрерĕн те юрлаттарса тухрăм, палăртаймарăм. Хорпа çĕнĕрен юрлама пуçларĕç — каллех çав сасса илтетĕп. Вара парттăсем патне тăрса тĕрĕслеме пуçларăм. Çапла санăн сассуна тупрăм».

— Апла пулсан вăл музыкăри хĕресне аннĕр.

— Роза Андреевна манпа уйрăммăн ĕçлерĕ. Вăлах Хусанти музыка училищине илсе кайрĕ, вокал уйрăмĕн ертӳçин Нина Лившицăн пӳлĕмĕн алăкĕнчен тĕртсе тенĕ пекех кĕртсе ячĕ. Нина Григорьевна ман çине тĕлĕнсе пăхса илчĕ, калаçма пуçларĕ, эпĕ юрланине итлерĕ. Çапла Теччĕре вĕреннĕ вăхăтрах Хусанти музыка училищине кĕмешкĕн хатĕрленме пуçларăм. Педучилищĕри математика преподавателĕ манран: «Зинкина, пĕрмай юрлатăн, пĕрмай юрлатăн, ăçта пырса ларасса та пĕлместĕн», — тесе йĕкĕлтетчĕ. Эпĕ çавах юрлама чарăнмарăм, мана музыка училищине вĕренме илни нумайăшĕшĕн кĕтменлĕх пулчĕ.

— Теччĕрен ярасшăн пулмарĕç-и?

— Документсем илме кĕрсен директор: «Ăçта каясшăн? Лайăх вĕренетĕн вĕт», — тет. Хусанти музыка училищине кайнине пĕлсен тĕлĕнсе: «Манăн ывăл та унта вĕренет», — терĕ. Пĕррехинче мана, ку Хусанта пулчĕ, пĕрремĕш хутри фойене чĕнтерчĕç. Антăм, пăхатăп та — педучилище директорĕ Геннадий Пигузов тăрать. Ывăлĕ патне пынă май Геннадий Константинович ман валли те кучченеç илсе килнĕ. Сăмах май, унăн ывăлĕ Валерий Пигузов халĕ Питĕрте ĕçлесе пурăнать, питĕ паллă композитор, музыкант. Училищĕри педагог Клавдия Щербинина тĕлĕнмелле лайăхчĕ, мана, ял хĕрне, пур енĕпе те пулăшса, сĕнӳсем парса тăчĕ.

— Çут çанталăк панă сассăр тата Щербининăн шкулĕ хăйĕннех тунă: сире çĕршыври чи чаплă музыка заведенине — Мускав консерваторине — вĕренме кĕмешкĕн хатĕрлесе çитернĕ.

— 1970 çулта унти вокал факультетне кĕрес текен йышлăччĕ. 100 ытла абитуриентран 7-ĕн студент пултăмăр. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Кил хуçалăхĕнчи пекех

Ял тăрăхĕнче юсамалли тупăнсах тăрать

Хăй вăхăтĕнче панă сăмаха тытнă вăл. Пурнăçĕн пысăк пайĕ аякра иртнĕ пулин те тăван ялне мăшăрĕпех таврăннă. Лайăх туртакан «лашана» кирек епле пулсан та асăрхаççех. Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальсем те Николай Раськина тӳрех «кӳлнĕ». Тĕрĕсрех, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма шаннă.

«Çамрăк чухнехи планпа пурăнатăп»

- Николай Никандрович, эсир ял тăрăхне нумай çул ертсе пыратăр.

— Улттăмĕш çул ĕнтĕ. Çавăн чухлĕ ĕçлесси пирки шутламанччĕ. Пилĕк çул хăвăрт иртрĕ. Нумай ĕç тума тытăннă, вĕсене вĕçлес килет. Ĕçлесе пĕтеретĕп-и, çук-и — пĕлместĕп, кирек епле пулсан та халĕ кӳлĕннĕ ĕнтĕ. Маларах çар çынни пулнă. Халĕ — пенсире. Пирĕн ял тăрăхне икĕ ял, пĕр поселок кĕреççĕ. Вĕсем: Нăрваш Шăхаль, Вăрманхĕрри Шăхаль, Ясная Поляна поселокĕ. Нăрваш Шăхальне икĕ ял тесен те юрать, мĕншĕн тесен пирĕн Пулевей — уйрăм, Нăрваш Шăхаль хăй уйрăм. Унта çыннисем те урăхларах. Ял варрипе çырма иртет. Пĕр енĕнче — Нăрваш Шăхаль, тепĕр енче — Пулевей. Пĕр ял пулсан та уйрăлса тăратпăр эпир. Пирĕн масарсем те уйрăм.

— Мĕншĕн çар çынни пулас терĕр?

— Чăн та, çар çынни пулма пĕчĕкрен ĕмĕтлентĕм. Летчике вĕренес килетчĕ, анчах медкомисси тухнă чухне юлташпа иксĕмĕре сывлăха пула илмерĕç. Вара моряк пулма шут тытрăмăр. Тинĕс – романтика вĕт. Владивостокри училищĕне суйларăмăр. Çывăхрисенче конкурс пысăк пулĕ терĕмĕр. Лере çитрĕмĕр те — унта конкурс тата пысăкрах. Экзаменсем тытса вĕренме кĕтĕм. Чăваш Енрен инçетри хулана пиллĕкĕн кайнăччĕ. Шел те, ыттисем кĕреймерĕç. 5 çул вĕреннĕ хыççăн инженеррадиоэлектронщик специальноçне алла илтĕм. Конкурс витĕр тухса пограничниксен çарне лекрĕм. Йăхри çынсене çичĕ сыпăк таранчченех тĕрĕслетчĕç ун чухне. Мана Мурманск облаçне ячĕç… Пулас мăшăрăмпа вĕреннĕ чухне, 4-мĕш курсра, паллашрăм. 4-мĕш курс хыççăн Анна Михайловнăпа пĕрлешрĕмĕр. Унăн ашшĕ те çар çынниччĕ. 1990 çулта ывăл çуралчĕ. Антон пирĕн çулах суйларĕ. Халĕ Чулхула облаçĕнче службăра тăрать. Пĕр ача телейлĕ çемьешĕн, паллах, сахал, анчах ăраскал çапларах килсе тухрĕ. Мăшăрăм та çемьере пĕччен ӳснĕ, эпĕ те пĕр ача пулнă. Телее, халĕ пирĕн виçĕ мăнук. Хам çар çынни пулнăшăн хĕпĕртетĕп, мĕншĕн тесен пурнăçăн пысăк пайĕ йĕркеллĕ иртрĕ. Мухтаннă пек ан пултăр та — патшалăх наградисем те, пенси те, пурăнмалли вырăн та пур.

— Çапах яла мĕншĕн таврăнас килнĕ сирĕн?

— Эпĕ пурнăçа çамрăк чухнех планласа хунă. Çар енĕпе вĕренме кĕмелле, службăра тăмалла… теттĕм. Çав плана пурнăçласа пыратăп. Эпĕ аннепе кăна ӳснĕ, аттене курман, çавăнпах хама сăмах панă: «Эпĕ пурăннă вырăнта вĕлтĕрен ӳсмĕ!» Астăватăр-и: «Вĕлтĕрен ӳстĕр картишӳнте!» — кăшкăратчĕ хăй вăхăтĕнче ял-йыш пĕр-пĕринпе хирĕçсен. Аннем пурнăçран уйрăлни чылай пулать. Пирĕн хыççăн кунта кам пурăнассине пĕлместĕп. Маларах арăмăн ашшĕпе амăшне те Владивостокран илсе килтĕмĕр. Вĕсем çулла ялта пурăнатчĕç. Шел, çĕре кĕчĕç. Хулара хваттер пулсан та мăшăрăмпа ялта пурăнатпăр. Пахчара ĕçлеме кăмăллать вăл. Ялта пурăнма йывăр мар паян. Условисем хулари пекех. Газ, канализаци — йăлтах пур. Алăкран тухатăн та — уçă сывлăш, юнашарах — пахча.

— Паян мĕнле ĕçсем тăватăр?

— Манăн шухăшпа, пĕр пуçлăх та ахаль лармасть. Усă пултăр тесе ĕçлетпĕр-çке. Пирĕн Хир урамĕн тăршшĕ — пĕр çухрăм та виç çĕр метр. Унта начар çанталăкра кĕме çукчĕ. Асфальт сартăмăр. Вăл касра çамрăксем, вăй питтисем пурăнаççĕ. Ача-пăча та йышлă. Республикăри ятарлă конкурса хутшăнса «Чи хăтлă урам» номинацире çĕнтертĕмĕр. Уншăн панă укçапа кăçал Хир урамне çутă кĕртĕпĕр. Çул, тротуар пур халĕ. Питĕ хастар çынсем кун кунласа çĕр çĕрлеççĕ кунта. Хăйсем пурăнакан вырăна хулари пек хăтлă та çап-çутă тăвасшăн. Пĕлтĕр вĕсемпе «пуçаруллă бюджет» программăна хутшăнса ача-пăча площадки хăтларăмăр, кăçал масар тавралла карта тытасшăн. Тĕрĕссипе, «пуçаруллă бюджет» программăпа укçа илме кашни çулах конкурса хутшăнатпăр. Çапла майпах масар çинчи йывăçсене касрăмăр, пушар деповĕн тăррине улăштартăмăр. Шел те, пирĕн патра пуян предприятисемех çук. Халăх тăрăшать, ĕçлет. Çавă та питĕ паха. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Кăмпа епле ÿстернипе паллашма Германирен те килеççĕ

Муркаш районĕнчи Юнкă ялĕнче вырнаçнă «АГРИКО» тулли мар яваплă общество — кăмпа ĕрчетес ĕçре Чăваш Енри кăна мар, Раççейри чи паллă, тухăçлă ĕçлекен предприятисенчен пĕри. Çакна вăл юлашки сакăр çулта тăтăшах тĕрлĕ ăмăртура çĕнтерни те çирĕплетет. Агрофирмăра çĕнĕлĕх патне туртăнасси, йĕркене çирĕп пăхăнса ĕçлесси йăлана кĕнĕ. Кăмпа çитĕнтерессипе чĕрĕк ĕмĕр аппаланнă май опыт пухăнса, ĕç меслечĕсем тĕнчери чи паха практика шайĕнче йĕркеленсе пынине палăртмалла. Çакна ĕнентерекенни сахал мар: «АГРИКО» пĕрлешӳ тĕслĕхĕпе çĕршыври тĕрлĕ облаç — Мускав, Ленинград, Калуга тăрăхĕсен — предпринимателĕсем кăмпа ĕрчетеççĕ. Акă кĕçех, утă уйăхĕнче, Чăваш Ене Германирен ĕçлĕ çынсен ушкăнĕ килсе курасшăн. Бавари фермерĕсем паха кăмпа çитĕнтермелли хальхи йышши оборудованиллĕ çак компанин ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашасшăн.

«Туян та сут» меле чунĕ йышăнман

Валерий Глушаков, фирма пуçлăхĕ, çынна пурнăç йывăрлăхĕсем шухăшлама, çул-йĕр шырама хистенине палăртать. Брянск тăрăхĕнче çуралса çитĕннĕскер мĕн ачаран спорта кăмăлланă, Питĕр хулинчи аслă шкулта тренера вĕреннĕ. Ун чухнех Шупашкар хĕрĕпе, пулас мăшăрĕпе, паллашнă. Дипломлă специалиста Чăваш Енĕн тĕп хулине ĕçлеме янă. Трактор тăвакансен завочĕн спорт комплексне çӳрекенсене ишме вĕрентнĕ вăл. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, ĕç укçине уйăхĕ-уйăхĕпе илеймесĕр нушаланнă тапхăрта, тĕрлĕ профессипе чунне парса ĕçлекен чылай пĕлĕшĕ-ĕçтешĕ пасар тытăмне туртăннине манман-ха пултаруллă бизнесмен.

— Мана «туян та сут» йĕркепе тăрмашасси нихăçан та илĕртмен. Кăсăклăх çук кунашкал ĕçре. Пĕррехинче «Деньги» журнал алла лекрĕ, унта кăмпа çитĕнтересси çинчен ста¬тья пичетленнĕччĕ. Шăпах çавăн хыççăн ахаль теплицăрах ку ĕçпе аппаланса пăхма кăмăл çуралчĕ, — иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче бизнесра пуçламăш утăмĕсене тунине аса илчĕ Валерий Владимирович.

Паллах, пикеннĕ ĕçре тӳрех юмахри пек такăр çулпа ыткăнма май килмен. Тăкак тӳсесси кăмпана çут çанталăк условийĕсенчен уйрăмрах çĕрте çитĕнтерме ун чухне ăслăлăх литератури чухăнрах пулнипе те çыхăннă. Апла-и, капла-и — хăйĕн сăнав-тĕпчевĕ урлă туптанă ăсталăхĕ Валерий Глушакова 2001 çулта çитĕнтерекен çимĕçĕн пахалăх сертификатне илме май панă. Аграрипе кăмпа ӳстерес ĕç компанийĕ, кĕскен «АГРИКО», çапла çирĕпленнĕ те.

— Чĕрĕк ĕмĕре яхăн тăсăлакан аталану çулĕ тумхахсăр мар пулин те ырă нумай самантпа асра юлнă. Акă Раççейри, тĕнчери кăмпа ĕрчетекенсемпе çыхăну йĕркелени питĕ пĕлтерĕшлĕ. Мускавра кăмпа çитĕнтерекенсен шкулне уçсан хамăрăн шухăш-кăмăла, сăнава сӳтсе явмашкăн пухăнма тытăнтăмăр. Чăн та, ĕмĕт-тĕллевпе пурăнакан предпринимателĕн хăйĕн хуранĕнче кăна вĕремелле мар. Хальхи вăхăтра тĕнче шайĕнчи конференцисем те çуллен иртеççĕ. Сăмах май, диета кăмпи ӳстерессипе Китай, Япони фермерĕсем малта пыраççĕ — вĕсен опычĕпе паллашса эпир те ком-панире çӳллĕ шайри оборудовани вырнаçтартăмăр, — каласа кăтартрĕ ертӳçĕ.

Камерăна — ятарлă тумпа кăна

Экзотика çимĕçĕ — каска кăмпипе тирек уплюнкки /ăна курттăммăн хатĕрлекен фирма çĕршывра урăх çук/ — çитĕнтерме ятарлă камерăсем уйăрнă хуçалăхра пĕтĕм ĕç-хĕле компьютерпа йĕркелесе пыраççĕ. Андрей Глазков технолог /ĕçтешĕсем ăна хисеплесе «кăмпасен ашшĕ» теççĕ/ ăнлантарнă тăрăх, лару-тăрăва 49 тĕрлĕ параметра пăхăнса кирлĕ пек тытса тăраççĕ.

— Ăслă техника ĕçе чылай ансатлатать — иккĕленӳ çук, анчах çын тĕрĕслевĕ-сăнавĕ кирлех, — кăмпа та чĕрĕ, сисĕмлĕ пулнине аса илтерчĕ ăста специалист.
Сисĕмлĕх тенĕрен, хуçалăхра ĕçлекенсем таса çимĕç çитĕнекен камерăсене кирлĕ чухне çеç тата ятарлă тумпа кăна кĕреççĕ. Апат-çимĕç промышленноçĕн фирминче тасалăх — малти вырăнта.

— Кăмпа юратакансенчен хăшĕ-пĕри çимĕçпе апатра усă куриччен ăна тĕплĕн çăвать. Эпир çитĕнтерекеннипе, пусарсах калатăп, кунашкал аппаланма кирлĕ те мар: вăл лавкка сентри çине тап-таса çитет. Пуçтарнă кăмпана тӳрех сивĕтмĕше хуратпăр. Суйланă, ятарлă савăта чĕркесе хунă чухне ĕçченсем перчеткепе ĕçлеççĕ. Çимĕçе вырăнта пачах упрамастпăр, тӳрех транспорта тиесе саккас паракан патне ăсататпăр, — палăртрĕ ертӳçĕ. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Арçын хăйне хĕрĕпе – пĕр тĕрлĕ, ывăлĕпе тепĕр тĕрлĕ тытать»

«Арăмăн тата ĕнен лайăх пулмалла», — теççĕ. Мана мăшăртан ăннă. Ачасем мĕнлине вара çынсем хаклаччăр», — сăпайлăн палăртрĕ Шупашкарта пурăнакан, чăваш кинофильмĕсемпе мультфильмĕсене ӳкерекен Владимир Галошев. Ăна паян «Хыпар» тĕпелне воспитани ыйтăвĕсем тавра калаçма чĕнтĕмĕр.

Музыка инструменчĕ калакана шыранă

«Çемье маншăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Арăм музыка инструменчĕ калама пĕлекенни пулсан аванччĕ», — шухăшлаттăм çамрăк чухне. Пулас мăшăрăм: «Упăшка музыка инструменчĕ калама пĕлсен лайăхчĕ», — тенĕ. «Купăс калама вĕрен-ха», — тилмĕрет халĕ те çывăх çыннăм. Юрра-кĕвве юратни — çав тери лайăх. Юрлатăн та кăмăл çĕкленет, ĕçлес килет. Юрласан çын телейлĕ. Эпир мăшăрланнă çулхине, ун чухне пирĕн туй та пулман, яла антăмăр та лупас çинче сухан суйласа ларатпăр. Ĕçленĕ май юрă шăрантаратпăр. Атте çакна илтнĕ. «Хăнана кайсан юрлас енĕпе чăрмав пулмĕ», — хĕпĕртенĕ вăл… Вăт миçе ача пуласси шухăшлаттарнă. Манăн ку темăпа ӳкерчĕк те пур: мучи виçĕ мăнукĕпе вылять. Виçĕ ача пуласса шанса виçĕ шăпăрлана сăнланăччĕ. Шел, виççĕ пулаймарĕ. Хĕрарăм хăйĕнне хăй пĕлет. «Ача çуратнă чухне хĕрарăм пĕр урипе тупăкра», — теççĕ-çке», — калаçу пуçламăшĕнчех тарăн шухăшсене палăртрĕ Владимир Петрович.

«Турă калашле — виççĕ», — теççĕ. Галошевсем виççĕн пĕртăван ӳснĕ. Владимир Петровичăн пиччĕшĕ Федя тата йăмăкĕ Рая пур. Федор салтакра чухне Крыма килĕштернĕ. Мускавра 12 çул ĕçленĕ хыççăн укçа пухса çавăнта çурт лартма палăртнă. «Ют çĕре кайса çĕр туяннине, икĕ хутлă çурт лартнине паттăрлăх пек хаклатăп. Тăвансем пĕрле пуçтарăнса ăна пулăшма кайрăмăр. Вăл унта хĕл каçрĕ, кăçал çуртне туса пĕтересшĕн. Йăмăкăм Шăмăршă районĕнче ӳснĕ йĕкĕте качча тухрĕ, халĕ Шупашкарта пурăнаççĕ», — калаçăва тăсрĕ Владимир. Кĕçĕн ывăл пулнипе яла тăтăш çӳреççĕ Галошевсем. Амăшне çĕр улми лартма- кăларма, курăк çулма пулăшаççĕ.

Галошевсен çемйинче вăл е ку хуçа тесе уйăрмаççĕ. Мăшăр укçи-тенкине те пĕрле тытать. Арăмĕ шалу е преми илет-и: «Ме, çавăнта хур», — тесе нухрата упăшкине парать. «Укçа ăçта иккенне вăл та, эпĕ те пĕлетпĕр. Кирлĕ пулсан илсе усă куратпăр. Лидер тĕлĕшĕнчен. «Мĕншĕн пуçарулăх кăтартмастăн?» — ыйтатăп хăш чухне Ольăран. «Мана эсĕ ертсе пыни килĕшет», — йăл кулать вăл. Пĕр-пĕрне яланах ăнланма тăрăшатпăр. Эпĕ арăм урай çунă чухне урана çĕклетĕп, тенкелсене илсе хуратăп. «Хĕрарăм урай çунă чухне килте лармалла мар, унсăрăн çумалли татăк та лекме пултарать», — вĕрентеттĕм ывăлăма та. Мана урай мунчали хальччен лекмен-ха. Анчах хĕрарăм çурта тирпей-илем кĕртнĕ вăхăтра çав тери çирĕп ыйтать, ятлама та пултарать, çавăнпа вăл урай çунă чухне арçыннăн килте пулмалла мар», — вăрттăнлăха уçрĕ Владимир Петрович.

«Ачан ятне тĕлĕкре илтрĕм»

Владимир Галошев ачисем, вĕсемпе çыхăннă интереслĕ, асра юлнă самантсем пирки чылайччен каласа кăтартма пултарать. Аслине вĕсем Анна ят панă. Вăл çуралнă каçхине Владимир тĕлĕкре сасă илтнĕ. «Анна!» — тенĕ çав сасă. «Ку ят килĕшмест вĕт-ха мана», — хирĕçлесшĕн пулнă арçын. Тĕлĕк пирки мăшăрне те каланă. Кукамăшĕ Анюта пулнă иккен. «Эпир хĕрĕме Аня мар, Анна тесе чĕнме тăрăшатпăр, Анюта та тетпĕр. Садикре воспитатель те мана кура Анна тетчĕ. Хĕрĕмĕр пĕчĕк чухне ӳнер шкулне çӳрерĕ. Кайран ӳнер училищинчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрĕ. Манран лайăхрах ӳкерет. Мода тĕнчине юратать. Училищĕре театр художникне, модельера вĕренчĕ. Вĕсем кĕпе-тумтир çĕленĕ, париксем тунă. Чăваш кĕписем те пур унăн. Халĕ Мускавра суту-илӳ çуртĕнче вăй хурать. Ывăлăмăр Александр 21 çул тултарчĕ. Халĕ çарта, Мускав тăрăхĕнче. Кĕçех таврăнмалла ĕнтĕ. Шкулта йывăçа эрешлесе касакансен кружокне юратса çӳретчĕ. Шел, ертӳçи пенсие кайрĕ те кружок хупăнчĕ. Унтан ывăлăн та туртăмĕ сивĕнчĕ. Шкул хыççăн электромеханика колледжĕнче вĕренчĕ. Экзаменсем тытса пĕтерчĕ, диплом илсе ĕлкĕреймерĕ — салтака илсе кайрĕç. Таврăнсан дипломлă специалист пулса тăрĕ. Тете ăна Крыма чĕнет. Хăй мĕн шухăшлать ĕнтĕ», — ывăлне аякка ярас килменни сисĕнчĕ Владимир Петровичăн сассинче.

«Ачана тĕрĕс воспитани парас тесен хăвăн ырă тĕслĕх кăтартмалла», — тенине асрах тытать Галошев. Тепĕр чухне çирĕпрех пулмаллине те ăнланса илнĕ. Вĕсен хĕрĕпе ывăлĕ пĕчĕк чухне ташлама çӳренĕ. Анчах пĕр вăхăтра ачашланнă, çӳресшĕнех пулман. «Кăмăл çук тăк ан кайăр эппин», — ирĕк панă ашшĕ-амăшĕ. «Мĕншĕн пире ирĕксĕрлесе çӳретмен?» — ыйтнă Анна нумаях пулмасть çывăх çыннисенчен. Пурнăçра çавăн пекки те пулать иккен… <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.