Хыпар 52 (27931) 17.05.2022
Ачасене юратнăран çемье ăшши парнелеççĕ
Хăйсене юратупа ăшăлăх парнеленĕ ашшĕ-амăшĕпе пĕрле сцена çине савăнса, пăлханса тухрĕç ачасем. Юрлама, ташлама, сăвă калама, «Çемье ăшши» пултарулăх конкурсĕн тĕрлĕ номинацийĕнче çĕнтернĕшĕн парне, тав хучĕ илме…
Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта тăлăх ачасене хăйсен хӳттине илнĕ çемьесен республикăри IX форумĕ иртрĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ умĕн йĕркеленĕ. Форума ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле сумлă ытти хăна хутшăнчĕç.
— Тĕрлĕ лару-тăрăва пула йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ ачасене кил ăшши, юрату парнеленĕ ырă, ăшă кăмăллă çынсем пуçтарăннă кунта. Чуна пырса тивекен, çав вăхăтрах пуласлăхшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри ку. Çĕршыври çавăн пек ачасене уйрăмах тимлĕх кирлĕ. Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ывăлхĕрĕн йышĕ çулсерен чакать. Патшалăх ачасене пулăшни — çакăн кăтартăвĕ. Раççей Президенчĕ ачасене, çемьесене, йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ çынсене пулăшма нумай йышăну кăларать. Пирĕн республика та федераци пулăшăвĕпе пĕрлех çул çитменнисене аталанма, савăнса ӳсме хăй енчен тĕрев парать, — терĕ регион ертӳçи Олег Николаев форума уçнă май.
Паянхи кун республикăра ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă 2,5 пин ача пурăнать. Юлашки пилĕк çулта çак цифра 20 процент чакнă. Ачасене хăйсен хӳттине илнĕ çемьесене тĕрлĕ енлĕн пулăшаççĕ: уйăхсерен паракан пособи, федераци тата республика бюджечĕсенчен тӳлевсем… Çавăн пекех çăмăллăхсем пур. Çак çемьесен 88 проценчĕ «çемье» психологĕн пулăшăвĕпе усă курать. Вĕсем ачасене çĕнĕ киле хăнăхма пулăшаççĕ. Ӳснĕçемĕн йывăрлăхсем сиксе тухсан та юнашар пулаççĕ.
Çанталăк та çав кун чечек пек илемлĕ, пĕр айăпсăр ачасен кăмăлĕ майлă çаврăнчĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева сăмах илнĕ май мероприятие йĕркелекенсене, унта хутшăнакансене тав турĕ. Тăлăх ачасене хăйсен хӳттине илнĕ ашшĕ-амăшĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ. ЧР вĕрентӳпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Лукшин, Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Николаева тата кӳршĕллĕ регионсенчен çитнĕ делегацисем пысăк чун-чĕреллĕ ашшĕ-амăшне ырă сăмахсем каларĕç.
— Пирĕн ĕç ниме евĕрлĕ никĕсленнĕ — пурте пĕрле пулăшса ачасене çемье парнелесси, — терĕ тăлăх ачасене хăйсен хӳттине илекен çемьесен республикăри ассоциацийĕн председателĕ Тахир Мирджапаров.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тралькасси ялĕнчи Раиса Ивановнăпа Сергей Валериевич Алжейкинсем вун икĕ ачана ашшĕ-амăшĕн юратăвне парнелеççĕ. Хăйсем тăватă ывăл çуратса ӳстернĕ.
— Кĕçĕнни шкула çӳрет-ха. Ачасене юратни çемьене пысăклатма хистерĕ. Çавăнпах хĕрача шыраса ача çуртне кайрăмăр та… Малтан — хĕрача, виçĕ уйăхран — шăллĕне, кайран ыттисене киле илсе килтĕмĕр. Тĕрлĕ çемьере çуралнăскерсен кăмăлĕ те расна. Пурпĕрех пĕр чĕлхе тупма тăрăшатпăр. Маларах илнисем «атте-анне» тесе чĕнеççĕ. Хамăр ялти пĕр çемьери виçĕ тĕпренчĕке те ача çуртне ямарăмăр, кил ăшши парнелерĕмĕр. Вĕсем мана хальлĕхе «тетя Рая» теççĕ. Шкулта ачасем тĕрлĕрен вĕренеççĕ: вăйлăраххи те, йывăртараххăн ĕлкĕрсе пыраканни те пур. Хам учитель пулнă май пулăшатăп. Ашшĕ те лăпкă, ачасене юратать. Ывăл-хĕр спортпа туслă. Форума эпир кашни çул килетпĕр. Кунта пĕр-пĕринпе калаçса усăллине нумай пĕлетпĕр, вĕренетпĕр.
Конкурссене те хутшăнатпăр. Хамăр та ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕ, çавăнпа ачасене те хăнăхтаратпăр. Пирĕн килте пĕр ĕçе те уйăрмаççĕ. Хам та тракторпа ĕçлетĕп, пахча сухалатăп, çĕр улми те лартатăп. Ачасем яланах çумра, ӳркенмеççĕ, пулăшаççĕ. Пурне те пĕр пек юрататпăр — пĕрне те уйăрмастпăр. Юратсан çеç вĕсене çемьене илме пулать тесе шухăшлатăп, — каласа кăтартрĕ вун икĕ ача амăшĕ. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Аталану кăтартăвĕсем ÿсĕмлĕ
Икĕ çулхи тăхтав хыççăн кăçал Ĕçпе Çуркунне уявне те, Çĕнтерӳ кунне те республикăра анлăн паллă турĕç. Çак ятпа йĕркеленĕ мероприятисене пин-пин çын хутшăнчĕ. Тунтикунхи канашлăва республика Пуçлăхĕ Олег Николаев уявсене савăнăçлă тата инкексĕр ирттерсе яма пултарнăшăн халăха та, йĕркелӳçĕсене те тав сăмахĕ каланинчен пуçларĕ.
«Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче уява Шупашкарта кăна 40 пин ытла çын, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче 70 пине яхăн çын хутшăнчĕç. Кăçал Çĕнтерӳ кунне сумлă паллă туни паянхи тĕнчери лару-тăрура уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ, — терĕ Олег Николаев. — Ĕнерхи Çĕнтерӳçĕ салтаксен мăнукĕсем паян каллех фашизмпа кĕрешеççĕ. Эпир те Донбаса ура çине тăратмашкăн пулăшма хутшăнăпăр. Çитес вăхăтра унта пысăк делегаци тухса кайма хатĕрленет. Вĕсен тĕллевĕ — ĕçлĕ хутшăнусене çирĕплетесси, арканнă предприятисен ĕçне йĕркелесе яма пулăшасси».
Экономика вăй илет
Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăрлач-ака уйăхĕсенчи аталанăвне тишкернĕ май ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов кăтартусем пур енĕпе те ӳсĕмлĕ пулнине палăртрĕ.
Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, промышленноç производстви 1,5 процент хушăннă. Ял хуçалăхĕнчи ӳсĕм — 5 процент. Строительсем уйрăмах аван ĕçленĕ. Ку отрасль кăтартăвĕсем 77 процент хăпарнă, çурт-йĕре хута ярасси 57,9 процент ӳснĕ. Предпринимательлĕх те алă усмасть — МСП субъекчĕсен йышĕ 70 пине çитнĕ. Хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем — 25,8 пин ытла çын. «Республикăра хăйсен ĕçне йĕркелес текенсем йышлансах пыраççĕ. Çулталăкра вĕсен шучĕ 2,5 хут ӳснĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче 185 пин çын тăрăшать», — терĕ Дмитрий Краснов.
Уйăхри вăтам ĕç укçи 14,4 процент пысăкланнă — 36 пин тенке яхăн. Ĕçлев рынокĕнче, Дмитрий Краснов шухăшĕпе, лару-тăру сисчĕвлентермест. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,87 процента яхăн. Вак суту-илӳ енĕпе те йывăрлăхсем çук. Лавккасенче социаллă пĕлтерĕшлĕ тавар çителĕклĕ.
Тулаш суту-илӳ çаврăнăшĕ вара, министр палăртнă тăрăх, чакнă. Çулталăк пуçланнăранпа экспорт та, импорт та сахалланнă. Çак кăтартусем чакни, Дмитрий Краснов çирĕплетнĕ тăрăх, санкцисемпе тата чарусемпе çыхăннă.
Çанталăк ура хурать
Республикăри аграрисем кăçал çĕр улми тата пахча çимĕç лаптăкĕсене ӳстерме хатĕр. Çĕр улми вăрлăхне пĕлтĕрхинчен 22,3 процент ытларах яровизацилеме хунă. Анчах та, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, çĕр ĕçченне çанталăк япăххи ура хурать.
Апла пулин те аграрисем çурхисене тата пăрçа йышши культурăсене 106 пин гектар акма пултарнă. Ку — палăртнин 53,1 проценчĕ чухлĕ. Чи малтан акана Елчĕк районĕнчи хуçалăхсем тухнă. Хальхи вăхăтра пур муниципалитетра та ака ĕçĕсем пыраççĕ. Техника культурисене 7,6 пин гектар /çак шутра 2,7 пин гектар рапс, 2,3 пин гектар горчица/, пĕр çул ӳсекен курăксене 4,6 пин гектар акнă. Вун пĕр районта çĕр улми лартма тухнă. Хальлĕхе «иккĕмĕш çăкăра» 240 гектар лартнă. Сакăр районта 116 гектар пахча çимĕç акнă. Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенче 301 гектар хĕрлĕ кăшман акнă.
Аграрисен кăçал пĕтĕмĕшле 545 пин гектар акмалла, лартмалла. Ку пĕлтĕрхин — 101 проценчĕ чухлĕ /2021 çулта 539,6 пин гектар пулнă/. Çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçлеме пурлăхпа техника ресурсĕсем çителĕклĕ. Вăрлăха палăртнин — 103, минерал удобренийĕсене 115,5 процент хатĕрленĕ. Çакă, Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, хуçалăхсене çурхи ака ĕçĕсене вăхăтра пуçăнма май панă.
Кĕрхи калчасем те аван хĕл каçнă. «Пĕлтĕр кĕрхисене 89 гектар акса хăварнă. Вĕсен тĕлĕшпе хăрушлăх çук. Пĕтнĕ лаптăксем ытти çулхипе танлаштарсан чылай сахалрах», — терĕ министр. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Олимпиадăсенче палăрнисене хушма стипенди тÿлеççĕ
Шупашкарти 55-мĕш шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Денис Артемьевшăн çу уйăхĕнче хĕрӳ тапхăр пуçланчĕ. Вăл кăçал экзаменсене ăнăçлă тытса строительство техникумне вĕренме кĕресшĕн.
Шкулта «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан каччă мĕншĕн шкулта вăтам пĕлӳ илесшĕн мар? Вăл мĕншĕн çакнашкал çул суйласа илнĕ-ха? 16-ри шкул ачи каланă тăрăх, вăтам профессии пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче те лайăх пĕлӳ илме пулать. Çамрăк профессионалсен конкурсĕнче хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пăхнăскершĕн техникумра ку енĕпе аталанмалли çĕнĕ майсем уçăлаççĕ. Ашшĕ строитель пулнăран каччă çак ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене ачаран ăша хывма пуçланă. «Ялти çурт-хуралта атте хăйĕн аллипе тунă, ăна ку ĕçре пулăшса пытăм. Вăл кăтартса пынипе кирпĕч хума, отделка тума вĕренетĕп, чертежсем тăватăп», — терĕ яш. Денисăн ĕмĕчĕ пысăк: строительство енĕпе ятарлă пĕлӳ илнĕ хыççăн вăл аслă шкулта архитектор профессине алла илесшĕн.
Чăн та, 9-мĕш класс хыççăн яшсемпе хĕрсен пысăк пайĕ /55 процента яхăн/ техникумсемпе колледжсене вĕренме кĕрет. Мĕншĕн çапла пулса пырать-ха? Специалистсем çакна темиçе сăлтавпа çыхăнтараççĕ. Пĕрремĕшĕ, ПП Эрен шикленни. 9-мĕш класра темиçе экзамен тĕрĕслевĕ витĕр тухнă пулин те ПП Э вĕсене хăратать. Вĕсен шухăшĕпе, 10-11-мĕш классенче пĕрмай экзамена хатĕрленмелле. Колледжра вара икĕ çулта специальноç илме пултараççĕ. Иккĕмĕш сăлтав — аслă классенче шкул программи йывăрланни. Пур ача та вĕренӳре ĕлкĕрсе пырайманни вăрттăнлăх мар. Виççĕмĕш сăлтав — пĕр-пĕринчен тĕслĕх илни. Калăпăр, уйрăлми туссенчен пĕри е иккĕшĕ 9-мĕш класс хыççăнах тухса кайсан виççĕмĕшĕ шкулта юлмастех. Хăш-пĕр класра, уйрăмах ялти шкулсенче, ачасен шучĕ сахал /ытларах чухне 5-6 ача кăна вĕренет/, 9-мĕш класс хыççăн йыш татах чакать. 2-3-ĕн юлас мар тесе пĕтĕм класĕпех шкултан кайнă тĕслĕх те нумай. Тăваттăмĕшсем аслă классенче вĕреннин усăлăхне курмаççĕ. Вĕсен шухăшĕпе, тăхăр çул ăс пухни те çителĕклĕ. Шкулта вăтам пĕлӳ илекенсем вара аслă шкула вĕренме кĕресшĕн, теприсене ашшĕ-амăшĕ хăйĕн çунатти айĕнчен кăларма васкамасть. Техникумсемпе колледжсем те абитуриентсене илĕртме тĕрлĕ май шыраççĕ. Акă Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче çĕнĕ профессие /техник-çăлавçă/ вĕрентме пуçлĕç. Марина Андреева методист каланă тăрăх, «пушар хăрушсăрлăхĕ» специальноçпа вĕренме кĕрес текенсен йышĕ уйрăмах пысăк: пĕр вырăна — 15 çын. «Паллах, вĕсен хушшинче чи лайăххисене суйласа илетпĕр. Абитуриентсен психологи тесчĕ витĕр тухмалла, физкультура хатĕрлевĕн уйрăмлăхĕсене те шута илĕç», — терĕ вăл. Колледжра çавăн пекех сусăрсем валли 45 вырăн уйăрнă. Вĕсем столяр, çĕвĕç профессийĕсене алла илеççĕ. Н.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ экзаменсенче палăрнă, спортпа туслă, олимпиадăсемпе конкурссенче мала тухнă яшсемпе хĕрсене хаваспах йышăнать. «Шкул ачисене илĕртмелли тĕп мел вăл — профориентаци ĕçĕ. Пирĕн педагогсем шкулсенче час-час пулаççĕ, вĕренекенсене специальноçсем çинчен каласа кăтартаççĕ.
Уçă алăксен кунĕ ирттеретпĕр. Ун чухне çамрăксене колледж пурнăçĕпе, мастерскойсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаратпăр. Çавăн пекех «Профессисен эрни», ытти акци ирттересси йăлана кĕнĕ», — пĕлтерчĕ йышăну комиссийĕн ĕçченĕ.
Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицей выпускникĕсенчен 80 проценчĕ Мускаври, Шупашкарти тата ытти регионти аслă шкулсене вĕренме кĕрет. Лицей директорĕ Наталья Бахмисова каланă тăрăх, аслă классенче математика, физика, информатика, хими, биологи тата экономика предмечĕсене тарăннăн вĕренекенсем Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче лайăх балл пухаççĕ, Пĕтĕм Раççейри шкул олимпиадисенче мала тухаççĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетпа тахçанах ĕçлĕ çыхăну йĕркеленĕ. Энергетика класĕнче вĕренекенсем энергетика факультетĕнче профильлĕ пĕлӳ илеççĕ. Çавăн пекех вĕсем «Русгидро» предприятине хушма занятие çӳреççĕ. Кăçал 11-мĕш класран 87 ача вĕренсе тухĕ. Вĕсем те ыттисене тĕслĕх кăтартасса шанатпăр», — терĕ Наталья Олеговна. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Кун-çулĕ ырă ĕçсемпе пуян
Чăваш тӳпинче пысăк çăлтăр сӳнчĕ. Питĕ хăвăрт, кĕтмен, шутламан çĕртен персе анчĕ вăл. Хăй те сиссе юлаймарĕ мĕнле çунса аннине.
Историе те, спорта та
Тăнăçлăх, килĕшӳ, савăнăç, юрату «çăлтăрĕ» сӳнчĕ. Шел, питĕ ир вăл кайрĕ çак пурнăçран. Биографийĕ вăл тунă ĕçсемпе пуян.
Кам-ха вăл Олег Мустаев? Мĕнлерех çын? Олег Николаевич 1965 çулхи раштавăн 4-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче çуралса ӳснĕ. Лаш Таяпари вăтам шкулта пĕлӳ илнĕ вăхăтра спортпа туслă, лайăх вĕренекен çамрăка çар комиссариачĕ çар училищине ярасшăн пулнă. Мустаев килĕшнĕ. Анчах ашшĕ ывăлне çар училищине ярасшăн пулман. Ашшĕн сăмахĕнчен иртеймен. 1983 çулта алла аттестат илсен вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмне вĕренме кĕнĕ. «Эпĕ ачаранпах историе юрататтăм. Çĕрĕ- çĕрĕпе историпе çыхăннă кĕнеке вуласа выртаттăм. Университетри истори уйрăмне кĕрес тесе экзаменсене тĕплĕн хатĕрлентĕм. Заявлени парса тухрăм та, пĕр преподаватель умĕнче çамрăксем кĕпĕрленсе тăнине куртăм. Тем пирки каласа парать çитĕннĕ çын. Эпĕ те унта пытăм. Вăл чăваш уйрăмне вĕренме чĕнет иккен. Мĕншĕн шăпах çавăнта вĕренсен лайăхрах пулнине ăнлантарать. Эпĕ пĕр ыйту кăна патăм: «Унта чăваш халăхĕн историне вĕрентеççĕ-и?» — терĕм. Преподаватель мана: «Тĕплĕн вĕрентеççĕ», — терĕ. Мана ку килĕшрĕ. Эпĕ вара заявление чăваш уйрăмне куçартăм. «Вĕренме кĕтĕм», — каласа паратчĕ Олег.
Пĕрремĕш курс пĕтерсен Олег Мустаева Совет çарне илнĕ. Унти пĕр самант çинче чарăнса тăрас-шăн. Вăл вăхăтра Афганистанра çар операцийĕ пынăран Олег университетра вĕренекен ытти юлташĕпе пĕрле хăйне унта яма ыйтса заявлени çырать. Ăна йышăнаççĕ. Салтаксене служба вырăнне уйăрса яракан пĕр рете тăратаççĕ. Офицер пĕр вĕçĕнчен пулас салтаксене шутлама пуçлать. Вуннă, çирĕм, вăтăр... шăп Олег патне çитсен шутлама чарăнать. Шутласа илнисене уйăрса тепĕр çĕре тăратать. Кайран Олег пĕлет, çав ачасене пурне те Афганистан çĕрне илсе кайнă. Вăл вара Германие лекнĕ. Икĕ çул ФРГпа ГДР чиккинче тăнă.
«Икĕ çул хĕсметре пулнă хыççăн Олег Мустаев каялла университета таврăнать, тепĕр ушкăна вĕренме лекет — ИФФ 23-85. «Ушкăна пырса кĕрсенех унăн «чунĕ» пулса тăчĕ. Вĕренӳре кăна мар, тĕрлĕ енчен пултаруллă чăн чăваш ачиччĕ Олег. Спортпа туслăччĕ, купăс калатчĕ, юрăсем те хай-латчĕ, студентсен «Мерчен» ансамблĕн солисчĕ, купăсçи. Пĕр вăхăт ăна ертсе те пычĕ. 1988 çулта вăл çăмăл атлетикăпа СССР спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăчĕ. Виçĕ хутчен марафон чупрĕ. Чăваш Республикин чысне ытти ăмăртура начар мар хӳтĕлерĕ. Ĕнер кăна пулса иртнĕ пек туйăнаççĕ çав самантсем», — аса илет пĕрле вĕреннĕ юлташĕ Петр Семенов.
Олег Мустаевăн пурнăçĕнче спорт пысăк вырăн йышăнатчĕ. Лаш Таяпа шкулĕнче вĕреннĕ чухне физкультура учителĕ: «Елчĕк каччисен спортпа туслă пулмалла. Ют çĕре кайсан хăвăра хӳтĕлемелле. Нихăçан та хăраса тăмалла мар», — тесе каланине вăл ялан асра тытатчĕ. Район Акатуйĕнчен пĕр кун харăсах икĕ мăшăр пĕр пек кеда выляса илнĕ пирки кулса каласа паратчĕ. Чупса, çӳллĕшне сиксе районта та вăл вăхăтра ăна çитекенни пулман.
Университетра та тӳрех çăмăл атлетика секцине çырăнать. Пур енлĕ пултаруллă çын спорт чупăвĕнче те çаплах пулнă. Спорт мастерĕн кандидачĕн разрядне 400 метр чупса тултарнă. Эстафетăпа иртекен ăмăртусенче тренер ăна юлашки тапхăра тăратнă. Команда каярах юлсан та юлашки тапхăрта ăна Олег Мустаев туртса кăларасса шаннă. Çапла пулса пынă та кашнинчех.
Чĕмпĕр — чун юратăвĕ, ыратăвĕ
Спортра пысăк çитĕнӳсем тăвакан каччăн пуласлăхне тренер ĕçĕпе çыхăнтарас кăмăл та пулнă. Анчах та 3-мĕш курс хыççăн Чăваш патшалăх телевиденине практикăна ярсан кăмăлĕ улшăннă. Сюжет хыççăн сюжет кăларнă. Телевидени ĕçне чунран юратма пуçланă. Çитменнине, телерадиокомпани ертӳлĕхĕ те таçта та çитме пултаракан, лара-тăра пĕлмен, чăвашла яка та илемлĕ калаçакан, сăнĕпе илемлĕ те хастар практиканта диплом илсен ĕçе чĕннĕ. Анчах пурнăç Олег Мустаев валли урăх вырăн хатĕрлесе хунă иккен.
Ульяновскра «Волга» патшалăх телерадиокомпанийĕнче чăваш, тутар, мордва, нимĕç кăларăмĕ-сене уçма ирĕк парсан телевидени ертӳлĕхĕ ятарлă тележурналистсене шырама пуçланă. Чăваш патшалăх университетĕнче кĕрхи ĕçсем хыççăн вĕренӳ пуçланнă кăна-ха. Олег Мустаев 4-мĕш курсра. Чăваш журналистне шыраса ректор патне «Волга» ПТРКн пуçлăхĕн çумĕ Н.Романов килсе çитет. Вăл телевиденире ĕçлеме пултаракан пултаруллă журналист шыранине пĕлтерет. Историпе филологи уйрăмĕн деканĕ Иван Андреев тӳрех хăй патне Олег Мустаева чĕнтерет. Малтанлăха Петр Семеновпа иккĕшне практика вырăнне Ульяновск телевиденине яраççĕ. Пĕр-икĕ кăларăм тунă хыççăн Олег Мустаева унтах юлма ыйтаççĕ. Тин çеç атте пулса тăнă Олег Мустаевăн çемйине Шупашкарта хăварса Ульяновска ĕçлеме килме тивет.
Чăваш кăларăмне пур халăх çынни те юратса пăхатчĕ. «Сирĕн юррăрсем, тумăрсем еплерех илемлĕ, чĕлхĕр мĕнле çепĕç. Юратса куратпăр «Еткере», — тетчĕç. Мустаев çав вăхăтрах Ульяновскри патшалăх телерадиокомпанийĕнче «Хамăр ял» радиопередача та ертсе пычĕ.
Чăваш тумĕн илемĕпе, тĕррипе мăнаçланатчĕ. Хăй чăваш кĕпипе çӳретчĕ. Ыттисене те çапла çӳреме вĕрентрĕ. Ку ĕç 1994-1995 çулсенче пулса иртрĕ. Олег Мустаева Чăваш Енĕн пĕрремĕш президенчĕ Николай Федоров чăваш кĕпи парнелерĕ. Хура тĕслĕскер, çухине, çаннисене тĕрĕпе илемлетнĕ.
Чĕмпĕр облаçĕнче телевиденипе кăтартакан мероприятисене Олег Николаевич хăй йĕркелесе ӳкернĕ. Вырăнти чăвашсемпе паллашнă, пĕр-пĕр уяв йĕркелесе вĕсене пĕр-пĕринпе туслаштарнă. Çак вăхăтранпа Олег Мустаев Чĕмпĕр чăвашĕсен общество пурнăçне хастар хутшăннă кăна мар, ăна ертсе пыма пуçланă. Унăн кашни кăларăмĕ чăваш халăхĕн мăнаçлăхне аталантарма, чăваш ятне çӳле çĕклеме хавхалантарнă. Вăл тăрăшнипех Ульяновскра Чăваш патшалăх университечĕн вĕренӳпе консультаци пункчĕ уçăлчĕ. Ун чухнехи ректор Лев Кураков патне миçе хутчен кайса, кирлĕ документсене хатĕрлемерĕ-ши? Мустаев киличчен Чĕмпĕрсем тăван чĕлхепе калаçма та вăтаннă пулсан, паян кашни иккĕмĕш чăваш машини çинче чăваш элемĕ çакăнса тăрать. Акатуя кашниех наци тумĕпе тухма тăрăшать, ятарласа кĕпе çĕлеттерет, транспортра та, урамра та чăвашла калаçма вăтанмасть. Ытти халăх хушшинче чăвашăн ят-сумĕ самай ӳсрĕ.
«Эпир «Еткер» курса ӳснĕ, калаçасси, тăхăнасси, хамăра мĕнле тыткаласси енчен Олег Мустаевран тĕслĕх илнĕ, вăл пире халăха юратма вĕрентнĕ», — текен сахал мар. 90-мĕш çулсенче вырăнти чăвашсене пухса Атăлçи Пăлхара илсе çӳреме пуçларĕ, унта хамăрăн несĕлĕмĕрсене пуç тайса, така пусса уявсем йĕркелерĕ. Никамран пĕр пус укçа пуçтармасăр: автобусне, такине, ĕçмелли-çимеллине веç хăй шутĕнчен тупса çынсене чăвашсен пăлхар тапхăрĕнчи мăнаçлă историйĕпе пал-лаштарма илсе çӳретчĕ. Кашни çул йĕркелетчĕ вăл çак çул çӳреве. Хăш чухне Пӳлере, Сăвар хули вырăнне те çитсе килнĕ. <...>
Елена ТРОЯНСКАЯ.
♦ ♦ ♦
Çыравçă чунĕллĕ вăрманçă
Юлия Николаева çыравçăн хайлавĕсене çамрăксем кăна мар, аслă çулсенчи вулакансем те пĕлсех каймаççĕ-тĕр. Унăн «Инкеклĕ телей» повеçĕ 2020 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă «Алран алла» ярăмри пĕрремĕш сборника кĕнĕччĕ. Пĕлтĕр К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ прозаикăн çав произведенийĕ тăрăх «Инкеклĕ телей» ятлă спектакль инсценировки Сергей Павловăн] лартрĕ. Нумаях пулмасть вара Чăваш кĕнеке издательствинче çыравçăн «Вăрçă çăкăрĕ» кăларăмĕ кун çути курчĕ. Юлашки вăхăтра Юлия Федоровнăн пултарулăхĕпе кăсăкланакан йышланчĕ. «Кам вăл? Ăçта çуралса ӳснĕ? Ку таранччен ăçта пичетленнĕ?» – текен нумайланчĕ. Çак тата ытти ыйтусен хуравĕсене тупас тĕллевпе эпир писателĕн хĕрĕпе, Мускавра пурăнакан Галина Зайцевăпа, çыхăнтăмăр. Амăшĕ çинчен ăшă кăмăлпа каласа кăтартрĕ вăл.
Тăрăшулăхне кура хисепĕ
Юлия Николаева Куславкка районĕнчи Муркар ялĕнче 1926 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Тĕрлемесри шкулта пĕлӳ пухнă. Хĕрачан çырас туртăмĕ ун чухнех пулнă. Вăл вăхăтра шкултан вĕренсе тухакансене Куславккара экзамен тыттарнă. Пултаруллă Юлийăна сочинени лайăх çырнăшăн мухтанă-мĕн.
Унăн амăшĕ Анисья Ивановна трахомăран сиплекен медсестра пулнă, кунсерен ялсене тухса çӳренĕ. Çавна май килти хуçалăх пĕтĕмпех тенĕ пек çамрăк хĕр çинче тытăнса тăнă. Колхозра та тар тăкнă. Тăрăшулăхне кура ăна вун тăватă çултах бригадира лартнă. Кайран Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ вăл. Укçа-тенкĕ çитсе пыманнипе тăван ялне те тăтăшах çӳреймен. Тантăшĕсем килĕсене саланса пĕтсен общежитире темиçен çеç, уйрăмах чухăннисем, юлнă. Утиял вырăнне матраспа витĕнсе выртни те пулнă-мĕн. Апла пулин те Юлия Федоровна пуçне усман, яланах малалла талпăннă, нимĕнле ĕçрен те хăраман.
Вĕренсе тухсан çамрăк специалиста Вăрнар районĕнчи Калининăри вăрман хуçалăхне ĕçлеме янă. Лесничи пулăшаканĕнче тимленĕ. Вăл хушăра çак районти Пăртас ялĕнче пĕччен кинемей /ывăлĕ çар хĕсметĕнче пулнă/ патĕнче пурăннă. Каярахпа Юлия Федоровнăна хуçалăх çумĕнче пӳлĕм уйăрса панă. Мал ĕмĕтлĕскер Йошкар-Олари вăрман хуçалăх институтĕнчен куçăн мар майпа вĕренсе тухнă. Вăрман инженерĕн профессине алла илнĕскер ĕмĕрĕ тăршшĕпех хăй суйласа илнĕ специальноçпа ĕçленĕ. Малтан мастер, унтан участок пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă, ун чухне Куславкка районĕнчи Тĕрлемесре пурăннă, Муркар ялĕнчи ашшĕпе амăшне те пулăшсах тăнă. 1973 çулта Юлия Николаева хăйĕн çемйипе Шупашкара куçса килнĕ, Кăнтăр поселокĕнче тĕпленнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен пĕр хушă «Электроприбор» заводра тăрăшнă.
«Куççуль витĕр çыратчĕ…»
Юлия Николаева тăван тавралăхпа çут çанталăка юратнисĕр пуçне литературăна та ачаранах кă-мăлланă, 1980 çулсенче хăй те повеçсемпе калавсем çырма пуçланă. Вĕсене «Ялав», «Тăван Атăл», «Çилçунат» журналсем хапăлласах пичетленĕ. Çыракан çынна ку, паллах, хавхалантарнă. Юлия Николаева Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ пулнă. Вăл – «Юратакан чĕре», «Пурнăç – паттăрлăх», «Уй куçлă, вăрман хăлхаллă» кĕнекесен авторĕ.
«Анне çынсем /тăвансем, юлташсем, пĕлĕшсем/ вăрçă çинчен каласа панисене йăлт çырса пыратчĕ, нимĕн те манмастчĕ. Кукаçи Федор Константинович вăрçăра зенитчик пулнă, Одесса патĕнче çапăçнă. Госпитальте выртса тухнă вăл. 1946 /е 1947/ çулта унăн хăрах урине татнă. Кукамайăн шăллĕ, Шура пичче, танкист пулнă, вăрçă çулăмĕ хĕрхенмен ăна. Пичĕ йăлт суранлăччĕ, хăйне паллама та çукчĕ. «Инкеклĕ телей» повеçри танкра çуннă каччăн прототипĕ шăпах Шура пичче ĕнтĕ.
Анне куççуль витĕр çыратчĕ хайлавĕсене. Кашни сăнарне чун витĕр кăларатчĕ. Ку пĕртте ӳстерсе калани мар. Час-часах çакăн пек ӳкерчĕк курма пулатчĕ: киле çитетĕп те, анне йĕрсе ларать. «Мĕн пулчĕ? Мĕншĕн макăратăн?» – тесе ыйтатăп. «Мĕнле-ха, чĕрене пырса тивет-çке, ытла та хур-лăхлă», – тетчĕ. «Ах, каллех юн пусăмĕ ӳссе каять ĕнтĕ. Упрасчĕ хăвна», – теттĕм. Анчах вăл урăхла пултараймастчĕ. Чунне парса ĕçлетчĕ. Çулла сĕтел хушшине ларма вăхăчĕ питех пулман унăн. Хĕлле вара ир пуçласа каçчен çыратчĕ.
Техникум хыççăн анне тĕрлĕ курссем пĕтернĕ, фото ӳкерме юратакансен кружокне çӳренĕ. Сăн ӳкерчĕксем тума юрататчĕ, унăн «Зоркий» фотоаппарат та пурччĕ. Хаçат-журнал вулама кăмăллатчĕ. Турра ĕненетчĕ, чиркĕве тăтăшах çӳретчĕ. Анне çав тери ырă кăмăллăччĕ, ĕçченччĕ, çынна пулăшма тăрăшатчĕ, айваннисене е кĕçĕннисене кӳрентернине курсан вĕсен хутне кĕретчĕ, хӳтĕлетчĕ. Нихăçан та алă усса ларман. Сакăр вунă çулта та чупса тенĕ пекех çӳретчĕ, пахчара ĕçлетчĕ. Сăпайлă, вăйлă хĕрарăмччĕ», – каласа пачĕ Галина Николаевна.
Юлия Федоровна 2017 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. <...>
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас