«Хыпар» 51 (27784) № 18.05.2021

18 Çу, 2021

Республикăра тĕрĕслевсем иртеççĕ, ачасемпе калаçаççĕ

Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Хусанти 175-мĕш гимназире пулнă хăрушă инкек никама та лăпкăлăхра хăвармарĕ-тĕр, мĕншĕн тесен кашнинех çывăх çыннисем пур. Ачисемпе мăнукĕсен шăпи вара аслисене шухăшлаттаратех, канăçсăрлантаратех.

Ыттисенчен уйрăлса тăмасть

Аса илтеретпĕр: çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Хусанти 175-мĕш гимназире 19 çулти Ильназ Галявиев учительсемпе вĕренекенсене пăшалтан пенĕ. Хăрушă инкекре 7 ачан, 2 учительницăн пурнăçĕ татăлнă. 20 ытла çын шар курнă. Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Тутарстанра хурлану кунĕ тесе палăртнă. Тĕлĕнмелле те, анчах Ильназ Нью-Йоркра теракт пулнă кун, авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче, çуралнă. Паллаканĕсем каласа кăтартнă тăрăх, çамрăк çын çуралнă кунĕ хитре хисеплĕ пулнипе мухтаннă. Тен, çавăнпах тăван шкулĕнче те хăрушă преступление шăпах 11-мĕшĕнче йĕркеленĕ? Хусанти Азино-2 микрорайонĕнчи 175-мĕш гимназире вĕреннĕ вăл. Шкулĕ ыттисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман. Ильназа кунта сахал калаçакан, тавлашăва кĕме кăмăлламан ача пек астуса юлнă. Шкул хыççăн вăл ТИСБИ управлени университечĕн колледжĕнче вĕреннĕ. Виçĕ çул çурă пĕлӳ илнĕ хыççăн кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен занятисене çӳреме пăрахнă. Çавна май ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче ăна кăларса янă.

Интернетри информаци çăл куçĕсенче пĕлтернĕ тăрăх, Ильназ Галявлиев инкеклĕ çак куна нарăс уйăхĕнчех хатĕрленме тытăннă. Шăпах çав вăхăтра вăл лавккасене шăнкăравлама, çар пăшалне шырама пуçланă. Ака уйăхĕн вĕçĕнче пăшал упрама ирĕк паракан лицензие илнĕ. Çавăнпа, специалистсен шухăшĕпе, шкулта пăшалтан пени вузран кăларса янипе çыхăннă /çакă сăлтавсенчен пĕри/ тени вырăнлах мар.

Çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче вăл телеграм мессенджерта «Турă» ятпа канал уçнă. Йĕкĕт хăйне ун вырăнне хунă. «Турă пурне те кураймасть», — тенĕ хăтланăвне тӳрре кăларнă май. Йĕрке хуралçисем ыйтса тĕпченĕ вăхăтра вăл хăйне темиçе уйăх Турă пек туйни, нумаях пулмасть вара унра монстр çурални çинчен пĕлтернĕ. Шкулти тапăну тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. «Икĕ е ытларах çынна вĕлернĕ» статьяпа килĕшӳллĕн Ильназ Галявиева çирĕп айăплав кĕтет. Ăсĕ, сывлăхĕ хавшаман тăк йĕплĕ пралук леш енче вăл, ахăртнех, виличченех пулĕ.

Кунашкал инкек икĕ çул çурă каялла Керчьри политехника колледжĕнче те пулнăччĕ. 2014 çулта Мускаври шкулта пулнă пăтăрмах ура çине тăратнăччĕ. Мирлĕ тапхăрта çынсен мĕншĕн çакăн пек тискерлĕхе тӳсме тивет? Мĕнле сăлтава пула сиксе тухаççĕ вĕсем? Кам айăплă? РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров 175-мĕш гимназири инкек хыççăн Хусанта пулнă. Тутарстан Президенчĕпе Рустам Миннихановпа тĕл пулнă, аманнисем патне больницăна çитнĕ. «Федерацин Атăлçи округĕнчи пур вĕренӳ заведенийĕнче те хăрушсăрлăх мерисене вăйлатмалла», — тенĕ вăл ĕçлĕ çӳреве пĕтĕмлетсе.

Чăваш Енри шкулсенче тивĕçлĕ хурал йĕркелеме 115 миллион тенкĕ кирлĕ. Çапла пĕлтернĕ ЧР Патшалăх Канашĕн иртнĕ сессийĕнче Чăваш Республикин ачасен правине хӳтĕлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова. Депутатсен ыйтăвĕсене хуравланă май вăл Хусанти инкек хыççăн шкулсенче хăрушсăрлăха епле йĕркеленине тепĕр хут пăхса тухмалли çинчен каланă. «Шел те, шкулсене хураллассине пур çĕрте те кирлĕ пек йĕркелемен», — ăнлантарнă вăл. Алевтина Федорова пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта Керчь хулинче инкек пулнă хыççăн Чăваш Енри пĕлӳ учрежденийĕсенче видеосăнав, турникетсем вырнаçтарнă, шкулсене тимĕр шырамалли хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Вирусăн çĕнĕ штамĕсем региона çитеççех

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев кăмăлсăрринчен пуçларĕ — коронавирусран сыхланмалли вакцинаци кăтартăвĕсем япăх…

Вырăнти влаç сӳрĕк те…

«Инфекципе çыхăннă çивĕчлĕх ниçта та кайса кĕмен, — терĕ Олег Николаев. — Тăнăç лару-тăру пулин те вăхăтран кăна килекен ыйту пур — вирусăн Инди тата Африка штамĕсем пирĕн пата çитесси. Вĕсем вара 5-6 хут хăвăртрах сарăлаççĕ, çав штамсемпе кĕрешесси чылай кăткăсрах…»

Паянхи лару-тăрура сыхлăхăн шанчăклă пĕртен-пĕр мери — вакцинаци. Анчах шăпах çак енĕпе ĕçлесе çитерейменни палăрать. Куншăн Олег Алексеевич вырăнсенчи администрацисен пуçлăхĕсене, должноçри çынсене пайăррăн тиркерĕ — халăха прививка тума сĕнес-хистес енĕпе вĕсен енчен хастарлăх палăрмасть. Сăмах май, регион ертӳçи хăй кану кунĕсенче вакцинăн иккĕмĕш компоненчĕпе укол тутарнă. «Хама лайăх туятăп. Пĕрремĕш компонентпа укол тунине те йĕркеллĕ тӳссе ирттернĕччĕ, ку хутĕнче те çаплах», — терĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Унăн пăшăрханăвĕ сăлтавсăр пулманнине сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Тунтикун тĕлне республика 113 пин прививка тумалăх вакцина илнĕ. Пĕрремĕш компонентпа хальлĕхе 92 пин çын укол тутарнă — планпа пăхнин 15% чухлĕ. Раççей шайĕнчи вăтам кăтарту — 19%. Иккĕмĕш компонентпа укол тутарнисен йышĕ регионта хальлĕхе 11,5% танлашать. Вирусăн хăрушă¬рах Британи штамне Чăваш Енре тупнă ĕнтĕ, министр шучĕпе, халăх миграцине кура Инди тата Кăнтăр Африка штамĕсем те региона çитеççех. Вĕсен хăрушлăхĕ чылай пысăкрах: çын инфекцие тӳссе ирттересси те йывăртарах, чир вилĕм патне илсе çитернĕ тĕслĕх те нумайрах…
Вакцинаци чиртен сыхланмалли шанчăклă мел пулнине кура министр вырăнсенчи влаçсене хастартарах позици йышăнма чĕнсе каларĕ. Ку ĕç-пуç пĕлтĕрхи пек çăмăл мар чару мерисем йышăнмалла пуласран сыхланма кирлĕ. Кĕçех ярмăрккăсем пуçланаççĕ, халăх йышлă хутшăнакан ытти мероприяти пулать — çак лару-тăрура сыхлăх мерисем пушшех пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Ыррипе пĕрлех — япăххи те

Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйту — çулталăкăн пĕрремĕш кварталне пĕтĕмлетни. Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов асăннă цифрăсенче ырри те пур, япăххи те çук мар. Промышленноç производствин индексĕ иртнĕ çулхи çак тапхăрти шайрах темелле — 99,9%. Раççейре, сăмах май, 98,7% тĕлĕнче. Строительство уксахлать — 82% ытларах кăна. Чăн та, пурăнмалли çурт-йĕр строительстви тĕлĕнтерет теме те юрать: 159 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — иртнĕ çулхи кăрлач-ака уйăхĕсенчи шайран 23% ытларах.

Ял хуçалăхĕ кăçал та ӳсĕмлĕ ĕçлени савăнтарать — производство 4,3% пысăкланнă. Хăяр-помидор туса илесси нумай ӳснĕ, сĕт суса илесси хушăннă. Çăмарта, аш-какай туса илесси вара, шел те, чакнă. Уйăхри вăтам ĕç укçи 32030 тенке çитнĕ — 6,6% хушăннă. Ĕçсĕрлĕх чакса пырать. Ĕç паракансем пĕлтернĕ вакансисен шучĕ 15650 ĕç вырăнĕпе танлашать.

Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Метелева тăватă уйăхăн укçапа виçекен кăтартăвĕсене пĕлтерчĕ. Республика бюджечĕн тупăшĕ 26 миллиард тенкĕрен иртнĕ, тăкаксем — 20,7 миллиард тенкĕ. Уйрăмах кăмăлли — хамăрăн тупăш 19% пысăкланни.

Олег Николаев вара патшалăх тата муниципалитетсен саккасĕсемпе çыхăннă контрактсем тăвас ĕçе васкатмалли пирки тепĕр хут аса илтерчĕ. Паллах, паян япăх кăтартусене маларах тунă йышăнусен витĕмĕ тесе тӳрре кăларма пулать. Анчах, асăрхаттарчĕ Олег Николаев, килес çулта пĕтĕмлетӳсем тунă чухне унашкал «объективлă сăлтавсем» пулмĕç — пурин те яваплăха туллин туймалла. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Çĕнтерÿ пирки пĕлсен пăрçа панă

«Вăрçă чарăнни пирки пĕлтернĕ чухне эпĕ Чулхулараччĕ, мана унта ĕçлеме янăччĕ. Çĕнтерӳ ячĕпе пире пурне те пăрçа валеçсе пачĕç. Питĕ нумай пăрçа: те 50 килограмм, тен, ытларах та. Ăна ăшаласа та, шӳтерсе те, пĕçерсе те çирĕмĕр», — çапла аса илет Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçре пурăнакан Зинаида Краснова 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшне.

Зинаида Петровна 1928 çулта Кивĕ Эйпеçре çуралнă, çак ялтах ӳснĕ. Ача чухне те, çамрăклăх çулĕсенче те ыррине питех курман. Çемьере ачасенчен асли пулнă май пĕчĕкренех ĕç тĕлне пĕлнĕ. «Ĕçлеме юрататтăм эпĕ», — тет ĕç ветеранĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 13-ре пулнă вăл. Хуçалăх ĕçĕсене хастар хутшăннă. 7-мĕш класс пĕтерсен крахмал заводĕнче вăй хунă. Çав вăхăтра ăна ФЗОна вĕренме каймашкăн сĕннĕ, анчах завод директорĕ ĕç вăйĕ кирлĕ тесе килĕшмен. Каярахпа Кивĕ Эйпеç хĕрне торф кăларма янă. «Çимелли енчен питĕ япăхчĕ. Кăштах çăкăр паратчĕç. Столовăйра килька яшки пĕçерсе çитеретчĕç. Çуркунне крахмал пуçтараттăмăр, унран пашалу пĕçереттĕмĕр», — çамрăклăхне куç умне час-часах кăларать Зинаида Петровна.

1951 çулта вăл вăрçăра аманнă Николай Краснова качча тухнă. Хĕрарăм мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра ĕçленĕ. Николай Георгиевич Кивĕ Эйпеçре 1927 çулта çуралнă. Инçет Хĕвел тухăç фронтĕнче пулнă. Ефрейтор яппун вăрçине хутшăннă, ун хыççăн Германире 8 çул çурă хĕсметре тăнă. Тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ, çав шутрах — II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденне те. «Пĕрлешсен те çăмăлах пулмарĕ. 7 ача çуратса ӳстертĕмĕр. Пурнăçа сыпăнтарса пырас тесе кĕтӳ пăхма килĕшрĕмĕр. Çулла ачасем кĕтӳ пăхатчĕç, вĕсем шкула кайсан — хамăр», — 93-ри Зинаида Пе-тровна иртнине лайăх астăвать. Çутă кашни кунпа савăнать вăл. Шел, Николай Георгиевич 2010 çулта çĕре кĕнĕ. Зинаида Петровна халĕ пĕчченех пурăнать, ачисем кашни кун тенĕ пекех амăшĕ патне пырса çӳреççĕ, пулăшаççĕ. Тыл ĕçченĕ хăйĕн сăпайлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе 19 мăнукне тата вĕсен ачисене ырă тĕслĕх кăтартать.

Унпа кӳршĕре тепĕр тыл ĕçченĕ Ольга Андреева пурăнать. Унăн упăшки Петр Андреевич та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Ольга Максимовна Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче 1928 çулта йышлă çемьере çуралнă. Вăрçă пуçлансан вĕсен килĕнчен 4-ăн тăшманпа çапăçма тухса кайнă, шел, иккĕшĕ çапăçу хирĕнче пуç хунă. Аппăшĕсем Екатерина, Ефросиния окоп чавнă. Ольга пĕрлешӳллĕ хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама хутшăннă. Паллах, хура- шурне нумай курнă. 1951 çулта хĕр Кивĕ Эйпеçри Петр Андреевпа пĕрлешнĕ. Петр Андреевич 1926 çулта çуралнă. Вăрçă вăхăтĕнче зенит артиллери полкĕнче тăнă. Кĕçĕн сержанта 1985 çулта II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе чысланă. Андреевсем иккĕшĕ те колхозра ĕçленĕ. Мăшăр 52 çул пĕрле пурăннă, 6 ача çуратса ӳстернĕ. Кил хуçи 2002 çулта çĕре кĕнĕ. Тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ Ольга Максимовна халĕ ывăлĕпе тата кинĕпе пурăнать. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


«Сирĕн тата пур-и кунта вĕренме килекен?»

Етĕрне районĕнчи Анат Ачакра пурăнакан Михаил Разумов çут тĕнчене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн ултă çултан килнĕ. Ашшĕ Никита Гаврилович, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнăскер, йывăр сурансене пула пурнăçран ир уйрăлнă. Мĕн пур йывăрлăхĕ амăшĕ Вера Егоровна тата вĕсен аслă ачисем çине тиеннĕ.

Михаил мĕн ачаранах ӳкерме юратнă. Вăтам пĕлӳ илсен Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытнă. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухсан Муркаш районĕнчи Ильинка шкулĕнче ĕçлеме пуçланă, çамрăк ăрăва илем тĕнчин алăкне уçма пулăшнă. Разумовсем — çиччĕн пĕртăван. Асли Лида Ленинградра крановщицăра ĕçленĕ, халĕ Сернурта пурăнать. Михаилăн шăллĕ Виктор та Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ӳнерпе графика факультетне пĕтернĕ, Етĕрнери ачасен искусство шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ. Йăмăкĕ Нина та çав факультетрах вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра Нина Еграшкина Чĕмпĕр блаçĕнчи чăвашсем валли тухса тăракан «Канаш» хаçатра вăй хурать. Редакцие литература страницине илемлетекен ӳкерчĕкĕсене илсе пынă та хаçатра 21 çула юлнă. Илемлĕ статьясемпе тĕрленчĕксем те çырма пуçланă. Михаил Никитичăн тепĕр йăмăкĕ Лиза Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ӳнерпе графика факультетне экзамен тытма пырсан преподавательсем тĕлĕннипе: «Сирĕн тата пур-и кунта вĕренме килекен?» — тесе ыйтнă. Ӳнер тĕнчин асамлăхĕ вĕсене камран куçнă-ши? Ашшĕнчен иккен. Вăрçăччен Никита Гаврилович Чулхулари автозаводра ĕçленĕ, пушă вăхăтра унти студире ӳкерме вĕреннĕ. Вăрçă хыççăн та чун киленĕçĕнчен пăрăнман, картинăсем ӳкернĕ, вĕсене Етĕрнене, Чулхулана сутма çӳренĕ. Ачисем ашшĕн картинисен умĕнче чылайччен киленсе тăма, пир çине çуллă сăрăсем епле лекнине сăнама юратнă. Михаил Никитич та ашшĕне хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенĕ тесе хисеплет.

1975 çулта «Ленинская искра» колхоз председателĕ Аркадий Айдак чĕннипе Михаил Разумов тăван ялне таврăннă. Аркадий Павлович çине тăнипех ялта ӳнер шкулĕ уçăлнă. Вăл малтан кивĕ клуб çуртĕнче ĕçленĕ, каярахпа колхоз хăйĕн вăйĕпе ятарласа çурт купаланă. Унта вĕренекен ачасене тӳлевсĕрех апат çитернĕ. Малтанхи вăхăтра Михаил Никитич хăй кăна вĕрентнĕ пулсан, кайран Павел Петров, Андрей Соловьев пĕлӳ панă. Программăпа килĕшӳллĕн кăранташпа ӳкермелле, сюжетлă картинăсем пурнăçламалла тăк, Ачак ӳнер шкулĕнче вара пир тĕртме те хăнăхтарнă. Çапла тума Çĕрпӳ районĕнчи маçтăра ятарласа чĕнсе илсе ăсталăх класĕ ирттернĕ. Станĕсене ялти ватăсенчен ыйтса илнĕ. Хĕрачасем ун чухне хитрее ал шăллисем тĕртсе вĕрентекенсене кăна мар, ял-йыша та савăнтарнă. Арçын ачасене йывăç касса эрешлеме вĕрентнĕ. Тăмран пĕчĕк ульптурăсем тума хăнăхса пынă. Çăва тухсан ял ачисем пленэра тухнă, хитре вырăнсене пир çине куçарнă.

Хуçалăх та, ӳнер шкулĕ те хăй вăхăтĕнче кĕрлесе тăнă. Михаил Разумов патĕнче пĕлӳ илнĕ ачасем аслă шкулсенче ăсталăха малалла туптанă. Вĕренекенĕсем унăн ĕçне тăснă. Шел, темиçе çул каялла Ачакри ачасен ӳнер шкулĕ хупăннă. Тĕп сăлтавĕсенчен пĕри пĕлӳ лекенсен шучĕ сахаллипе çыхăннă. Çак вĕренӳ çулĕнче Анат Ачакран пĕрремĕш класа пурĕ те пĕр ача кăна кайнă. Тури Ачакри вăтам шкула кӳршĕри ялсенчи шăпăрлансене автобуспа илсе çӳреççĕ. Михаил Никитичăн вĕренекенĕ Линда Белякова Тури Ачак шкулĕнче ачасене ӳнер енĕпе пĕлӳ парать. <...>

Надежда СМИРНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.