«Хыпар» 5-6 (27884-27885) № 21.01.2022

21 Кăрлач, 2022

Машинăсем йÿнелессе шантармаççĕ

Çын икĕ хут савăнни çинчен калакан шӳт пур. Пĕрремĕш хутĕнче автомобиль туянсан савăнать-мĕн, иккĕмĕшĕнче — ăна сутсан. Паллах, ку шӳт совет саманинче, уйрăм çынсен харпăрлăхĕнче машина сахал чухне, çуралнă. Паян вара транспортсăр — алăсăр пекех. Килĕрен — машина. Хăшĕсен — иккĕ-виççĕ те. Çавăнпа кустăрмаллă техникăна сутнăшăн савăнакан сахал пулĕ, ăна туянни вара, паллах, кăмăла çĕклет. Анчах, шел те, çакнашкал савăнăç валли юлашки вăхăтра май сахалрах. Сăлтавĕ — автомобильсем хакланса кай-ни. Эпир ку лару-тăрупа интереслентĕмĕр.

Пĕчĕк чипсем çуратнă пысăк нуша

2021 çул Раççей авторынокне кисретмеллипех кисретрĕ. Дилерсем хăйсен прайс- хучĕсене çине-çинех çĕнетрĕç. «Автостат» агентство кăтартăвĕсем тăрăх, 2021 çулта Раççейре çĕнĕ çăмăл машинăн вăтам хакĕ 23% пысăкланса 2 миллион тенкĕпе танлашакан чикĕ урлă пуçласа каçнă. Çав вăхăтрах дилерсен хушăмне шута илсен хаксен ӳсĕмĕ тата пысăкрах — 35-40%. Çĕннисемпе пĕрлех усă курнă автомашинăсен хакĕ те çĕпре янă чуста пек хăвăрт хăпарчĕ. Экспертсем пĕтĕмлетеççĕ: темиçе çулхи машинăсем çулталăк тăршшĕпе вăтамран 34% хакланнă. Хăш-пĕр модель хакĕ 50% чухлех хушăннă, хăйсен çулталăк каялла илнĕ машинисемшĕн паян 80% ытларах ыйтакансем те пур. Ку «иномаркăсене» кăна мар, хамăрăн «тăван маркăсене» те пырса тивет. Сăмахран, авторынока тишкерекенсем пĕтĕмлетнĕ тăрăх, пилĕк çулти «Лада Приора» 2021 çулхи кăрлачра вăтамран 250 пин тенкĕ патнелле тăнă, раштавра уншăн 450 пин тенкĕ ыйтнă. Вăт, шутлăр, миçе процент пулать… Çавăнпа пĕлтĕрхи кăрлачра машина туянса тăкакланнисене ăмсанакансем те пур: çак расхутсем вĕсемшĕн лайăх инвестици пулнă. Халĕ автомобильсене сутас тăк — тупăш, маржа текенни, самай пысăк пуласси куçкĕрет.

Шел те, аналитиксем лару-тăру паян-ыран йĕркеленессе шантармаççĕ. Çакăн тĕп сăлтавĕ — çĕнĕ автомобиль çителĕксĕрри. Ку вара производствăна çурма проводниксемпе тивĕçтересси такăннипе сăлтавланнă. Микрочипсем çитменнипе пĕлтĕрхи çулла АвтоВАЗăн производствăна та вăхăтлăха чарма тивнĕ. Çакăн çумне инфляцие хушăр та /автомобильсем кăна мар, çĕршывра пĕтĕмпех хакланать: инфляци Раççейре 2021 çулта 8,4% танлашнă/ — «транспорт хатĕрĕсен хакĕсем мĕншĕн ĕрĕхсе кайнă?» ыйтăвăн хуравĕ уçăмланать.

Виçĕ арçын — пĕр пасар

Шупашкарти автопасар патне çывхарнă май çул хĕрринче тăракан арçынсем унталла пăрăнса кĕричченех алă сулса чарăнма ыйтаççĕ. Кусем — машина туянса сутакансем. Паллах, йӳнĕрех туянса хаклăрах сутаççĕ. Пасарта машина чылай, анчах çын çукрах. Салона «Не дорого» /сутуçăсем филологи фа-культетĕнче вĕренмен ĕнтĕ – пĕрле çырмалли наречие уйрăм çырнăшăн ятлар мар/ тесе çырнă хут çакнă «Фольксваген» сутуçи те, хăйĕнпе Михаил тесе паллаштарнăскер, малтанах манăн «Хендай Соляриса» туянма хатĕрри çинчен пĕлтерчĕ. Вăл миçе çултине ыйтса пĕлнĕ хыççăн автомобиль юсавлăхĕпе, аварире пулни-пулманнипе кăсăкланмасăрах татăклăн пĕлтерчĕ: «500 пин — халех алăран тыттаратăп!»

Хăй вара манăннинчен нумай çамрăк мар «Фольксваген Полошăн» 700 пин тенкĕ ыйтать. Темиçе çул каялла автохаклавçăсемпе сăмахланă май вĕсем каланăччĕ: машина хакĕ усă курнă май çуллен вăтамран 10% чакса пырать. Çичĕ çул каялла «Поло» 600 пин тенкĕ патнелле тăнă пуль, эппин, хайхи логикăна тĕпе хурсан ку машина паян чылай йӳнĕрех пулмалла пек… <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Пулмарĕ юбилее вăрттăн-хĕрттĕн ирттересси

Алексей Леонтьева «хăна» тени тĕрĕсех пулмĕ. Вăл пирĕн хаçатра 35 çул ытла ĕçленĕ, 1991-2014 çулсенче «Хыпар» Издательство çурчĕн ертӳçи пулнă. Халĕ – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ, истории ăслăлăхĕсен кандидачĕ. 20 ытла кĕнеке кăларнă, РФ Журналистсен союзĕн премийĕн, ЧР Журналистсен союзĕн Элкер тата Никольский премийĕсен, илемлĕ литература куçарăвĕ енĕпе халăхсен хушшинчи «OSTANA» [Итали] преми лауреачĕ.

Журналист пулса çуралмаççĕ

– Алексей Петрович, эпир, «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлекенсем, сире черетлĕ юбилейпе, 65 çул тултарнă ятпа, саламлатпăр…

– Тавах. Пулмарĕ иккен вăрттăн-хĕрттĕн ирттересси. Тĕрĕссипе, ку маншăн – çуралнă кун çеç, черетли. Çавра çуралнă кунсене юбилей тесе уявласси 20-мĕш ĕмĕрте пуçланнă, малтанхи тапхăрта кашни 25 çула кăна юбилей тенĕ. Халĕ вара… Чăннипе каласан, çуралнă куна шавлăн уявланине эпĕ нихăçан та кăмăлламан: каçăхса кайса мухтани, пылак сăмахсем… Ку мĕне аса илтерет-ха? Кашни юбилей юлашки çула ăсатмалли мероприяти репетицийĕ пек туйăнать.

— Журналист пулса çуралмаççĕ, çак ĕмĕт сирĕн çума хăçан «çулăхнă»?

– Вăтам шкул пĕтерсен эпĕ çул юппинчеччĕ: е истори, е журналистика. Истори уйрăмне кĕмешкĕн ют чĕлхепе экзамен тытмалла, сахалтан та «4» паллă илмелле, пире вара 5-мĕш класра нимĕç чĕлхи, 9-10-мĕшсенче акăлчан чĕлхи /5-6-мĕш классен программипе/ вĕрентнипех çырлахтарнă – педагог пулман. Аттестатра пурин те – «3». Çавăнпа ытлашши кулянмасăрах журналистикăна суйласа илтĕм. Çырасси – стена хаçатĕнчен: 5-мĕш класра /ун чухне мана пионер отрячĕн председательне те, хаçат редакторне те суйларĕç/. 6-мĕшĕнче Комсомольски районĕн «Октябрь ялавĕ» хаçатĕнче пĕрремĕш заметка пичетленчĕ. Кайран «Пионер сассипе» /хальхи «Тантăш»/ çыхăну тытнă. Тăван ялти сакăр çул вĕренмелли шкулта, унтан Аслă Чурачăкри вăтам шкулта стена хаçачĕн редакторĕ пулнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра «Çилçунат» литература пĕрлешĕвĕн «Вутчуль» хаçатне виçĕ çул кăларса тăнă. Пĕрле вĕреннĕ студентсем, литпĕрлешӳ ертӳçи Виталий Станьял ĕнентереççех: 10-15 метр тăршшĕ хаçатăмăра вулама Студентсен хулинчи «Е» корпуса /халĕ унта экономика факультечĕ/ мĕн пур факультетран пыратчĕç. Диплом илес умĕн «Çилçунатçăсен» хайлавĕсене пуçтарса хулăн альманах /2 экземпляр/ кăлартăм. «Коммунизм ялавĕнче» /паянхи «Хыпарта»/ ĕçлеме пуçласан та темиçе çул стена хаçатне редакциленĕ. 1986 çултан – редакцин çырусемпе общество корреспонденчĕсен пайĕн редакторĕ, 1991 çултан вара – хăвăрах пĕлетĕр…

Иккĕмĕш командировка

– Республикăн чăвашла тĕп хаçатĕнчи тапхăртан тӳрех мĕн аса килет?

– Ĕçе вырнаçнă кун. Демьян Семенов редактор мана 1976 çулхи практикăранах пĕлетчĕ. 1979 çулта ревизи корректорĕнче ĕçлеме тытăнтăм. 1980 çулта ял хуçалăх пайĕн корреспондентĕнче ĕçлеме пуçлани те асăмрах. Уйрăмах – иккĕмĕш командировка. Эрнекун Вăрнар МТСне туса хунăранпа 50 çул çитнине уявларĕç. Манăн вырсарникунхи номере материал çырса памалла. Уяв банкетĕнче пурнăçăмра малтанхи хут хура вăлча, хальччен нихăçан курман-илтмен кăлпасси тутанса куртăм. Шупашкара республика шайĕнчи пысăк пуçлăхсемпе ларса килтĕм. Виçĕ хутчен чарăнса эрех ĕçрĕç. Манăн вара ыран материал памалла. Çур çĕрте киле çитрĕм. Пиллĕкре тăрса çырма пикентĕм. Ирхине 9 тĕлне ĕçе çитсе материала машбюрона патăм. Редактор çумĕ Леонтий Алексеев кăмăллăн кхмлатса илнине хальхи пек астăватăп… Аса илмелли самант нумай. Чи асра юлни – хаçатăмăр эпир сĕннипе «Хыпар» ятпа çĕнĕрен тухса тытăнни. Унтан — хаçатăн 90 çулхи юбилейĕ; шăпах çак кун умĕн «Çамрăксен хаçачĕн» пĕрремĕш номерне кăларни, тепĕр çулталăкран «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат тухма тытăнни, Н.В.Никольский çуралнăранпа 125 çул çитнине анлăн палăртни, ытти… <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


«Çăкăр туса илесси çинчен ытларах шухăшлар»

«Кăмакалта вăй илнĕ, — терĕ журналистикăри аслă юлташне Леонтий Алексеева аса илсе Георгий Тусли. — Кĕçĕн Шетмĕ шывĕ хĕрринчи лапамра вырнаçнă тăван кĕтес сывлăшĕ ăна çĕр çыннине куллен хумхантаракан ыйтусене хускатма, ĕçре ăнăçу тума хавхалантаракан тата пулăшакан статьясем, тĕрленчĕксем, очерксем çырма хăват панă».

Малашлăх пурах

— Леонтий Алексеевичпа вăл 65 çул тултарас умĕн чылайччен калаçса ларнăччĕ, — сăмахне тăсрĕ Георгий Тусли. — «Хаçата çырас кăмăл-туйăм 1958 çулта çуралчĕ, — тенĕччĕ вăл ун чухне. — Пĕрремĕш заметка апла-капла ырласа çырни мар, урăхласкерччĕ. Район хаçатĕнче критика статйи пичетленчĕ».

Мĕн çинчен çырнă-ха вăл ун чухне? Клуб çукран ялти çамрăксем ферма общежитине пухăннă. Пĕррехинче çав общежитие сыснасене пырса хупнă. Паллах, çакнашкал хăтланни ял çамрăкĕсене çеç мар, Леонтие те тарăхтарнă. Критиклесе çырнă заметка çийĕнчех Красноармейски районĕн «Коммунизм çулĕпе» /халĕ «Ял пурнăçĕ»/ хаçатра çапăнса тухнă. Кун хыççăн райхаçатпа çыхăну çирĕпленсех пынă. 1961 çулта ăна редакцие ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Пилĕк-ултă çултан унăн кун-çулĕ «Коммунизм ялавĕ» /«Хыпар»/ хаçатпа çыхăннă.

— Ентешĕм анлă тавра курăмлă çынччĕ. Çăмăл чĕлхепе çыракан тус-юлташăн тарăн шухăшлă хайлавĕсене вулама кăмăллăччĕ, — терĕ Георгий Леонидович. — Леонтий Алексеевич хаçат валли материалсем хатĕрленисĕр пуçне кĕнекесем те кăларчĕ. Комсомольски районĕнчи «Россия» колхозри Социализм Ĕçĕн Геройĕ Н.Миронов, Вăрмар районĕнчи Мичурин ячĕллĕ хуçалăх председателĕ, Социализм Ĕçĕн Геройĕ С.Лукин, Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăх ĕç-хĕлĕ çинчен тухнă кăларăмсене хавхаланса тишкернĕччĕ. Акă калаçнă май тата Леонтий Алексеевичăн 2000 çулсенче «Хыпарта» пичетленнĕ «Хресчен вăй-халĕ чакрĕ-ши?» публицистика статйи асăма килчĕ. Унта вăл çав вăхăтри хресченĕн ялти çăмăлах мар пурнăçĕ пирки сăмах хускатнăччĕ. «Ялсен сăн-сăпатне тĕпрен çĕнетсе улăштарма палăртнă. Чăваш хресченĕн тулли ĕмĕчĕпе çирĕп шанăçĕ пурнăçланаççех», — çырнăччĕ автор.

Сĕнĕвĕсем вырăнлă пулнă

«Хыпар» хаçат тишкерӳçи Юрий Михайлов 1986 çулта «Коммунизм ялавне» вырнаçнă чухне Леонтий Алексеев тĕп редактор çумĕ, ял хуçалăх пайĕн кураторĕ пулнă.

— Сергей Карягинпа тата Сергей Полкачевпа çав пайра ĕçлеме пуçларăм. Леонтий Алексеевич пирĕн статьясене йышăнса пичете яратчĕ, — аса илчĕ Юрий Сергеевич. — Ун чухне хаçатра çакнашкал йĕркеччĕ: пай ертӳçи журналистсен материалĕсене «тасатса» çитермесĕр редактор çумĕ йышăнман. «Пай редакторĕ пур — унпа пĕрле ĕçлĕр», — тетчĕ Леонтий Алексеевич. Сергей Карягин пай ертӳçи пулнă май пире, çамрăк журналистсене, тĕплĕ, таса çырма вĕрентнĕ. Çавăнпа заместительрен сивĕ сăмах илтсе курман. Тĕрĕссипе, вăл маншăн яланах ырă тĕслĕх пулнă. Леонтий Алексеевич ял хуçалăх институтне пĕтернĕрен материалсене хатĕрлес ĕçе специалист пек пăхатчĕ: ял хуçалăх отрасльне тĕпчесе тивĕçлĕ хак пама ыйтатчĕ. Ĕçтешĕм ăс парса калани-сем манăн асра яланлăх çырăнса юлнă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Александр ПĂРТТА: Хушма ятшăн пуçран шакканăччĕ

«Паллă çын мар эпĕ, манпа кирек мĕнле те калаçма пулать», — тет вăл хăйĕн пирки. Сăмахăм Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ Александр Пăртта [Степанов] çинчен.

«Хăть кăкшăм те, хăть куршак те, кăмакана кăна ан ларт»

— Александр Иванович, сире халăх ытларах Пăртта хушма ятпа пĕлет. Мĕне пĕлтерет вăл?

— Пăртта хушма ятпа çырма пуçласан ыйту паракан нумай пулчĕ. Хăй вăхăтĕнче атте сăвăсемпе юптарусем хайлатчĕ. Райхаçатра тăтăшах пичетленетчĕ. «Пăртта Иванĕ» тесе алă пусатчĕ. Эпĕ те шкулта вĕреннĕ чухне сăвăсем шăрçалаттăм. «Эпир Степановсем-çке. Мĕншĕн Пăртта Иванĕ тесе алă пусатăн?» — ыйтнăччĕ аттерен. «Эпир Пăртта таврашĕ. Хамăр йăха тăсмалла», — пулнăччĕ хурав. Çапла майпа аттен ĕçне тăсас, унăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тесе Пăртта хушма ят илтĕм. Анчах çак псевдонимшăн ят тиврĕ. «Константин Ивановăнне мĕншĕн вăрларăн?» — текенсем те пулчĕç. Çапах мана нумайăшĕ хӳтĕлесе çырчĕ. «Константин Иванов Пăртта тесе алă пусман», — ăнлантарчĕç çыравçăсем. Ун хыççăн шăв-шав лăпланчĕ. Сцена валли илнĕ хушма ят мар вăл. Литература валли тупнăскер. Шкулта вĕреннĕ чухне «Ял пурнăçне» Саша Степанов тесе çырнă. Хайлавăмсене «Капкăн» журнала та ярса параттăм. «Апла мар, капла хайламалла», — вĕрентсе çырса яратчĕç. Пăртта тесе иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче алă пусма тытăнтăм…
Ĕçре нумайăшĕ мана «Саша Пăртта» тет. Эпĕ çакна хăнăхрăм ĕнтĕ. Саша тесен те, Пăртта тесен те килĕшетĕп. «Хăть кăкшăм те, хăть куршак те, кăмакана анчах ан ларт», — тенĕ. Эпĕ те çавах. Çулсем иртнĕçемĕн урăхларах шухăшсем те кĕреççĕ. «Тен, раснарах хушма ят илмелле пулнă? Чăваш литературинче питĕ пысăк сумлă çын пĕрре кăна», — тетĕп. Пăртта тесе алă пусма тытăннăранпа чылай вăхăт иртрĕ те çырлахрăм…

— «Алманч, Супар тăрăхĕнчи халăх усал», — тетчĕ мăн асанне. Эсир вара усал мар-çке… Ачалăх мĕнле йĕр хăварнă сирĕн пурнăçра?

— Кам пĕлет, тен, усал? /Йăл кулать. — Авт./. Ку сăмахсене ахальтен каламан. Ĕлĕкрен çапла пулнă. Пирĕн ял çывăхĕнче хура юпа лартнă. Ял патĕнчен пуйăс иртсе çӳренĕ. «Супар Атăлçи Пăлхарĕнчи сувар тенипе пĕр килет», — тетчĕ Иосиф Дмитриев-Трер режиссер. Чăнах та, пирĕн енчи халăх вĕри, кирлĕ тĕк çирĕп тăма та пултарать. «Асăрханăр, Алманчсен алли вăрăм», — тетчĕç тата пирĕн вăхăтра. Çамрăксем пĕр-пĕринпе тата ялпа ял çапăçни пулкалатчĕ. Питĕ шухă ачасем пулнă ун чухне… Хура юпа лартсан яла ют çынсен кĕме юраман. Хура юпаран иртсен хытă хĕнеме пултарнă. Çав вăхăтрах хура урасем те тенĕ пире. Çапла, хура юпа, хура ура…

«Килте пĕр чухăн пурри те çитет»

— Ача чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ эсир?

— Алманчра çуралнă эпĕ. Виçĕ çул тултарсан Туçи Чуракассине куçса кайнă. Алманчпа Туçи Чуракасси — юнашар вырнаçнă ялсем. Малтан Туçи Чуракассинчи, каярахпа Алманчри шкулсенче пĕлӳ илтĕм. Атте тимĕрçĕ лаççинче, трактористра ĕçленĕ. Платник та пулнă. Сăвă çырнă, купăс каланă. Анне Надежда Александровна /ялта Натюк тенĕ/ колхозра ĕçленĕ. Çамрăк чухне дояркăра тăрăшнă. Эпĕ 5-мĕш класа куçсан пурнăçран тăрук уйрăлчĕ вăл. Йăмăкпа шăллăм интернатра ӳсрĕç. Атте тепре авланчĕ. Эпĕ асли пулнă май килтех юлтăм. Пĕлтĕр пичетленсе тухнă «Хĕллехи юратуллă каçсем» кĕнекери «Каçар мана, аннеçĕм…» калавăн сюжетне пурнăçран илтĕм. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Фильм пăхнă чухне Чапаев куç умне тухать

Республикăра пурăнакансемшĕн, унăн тулашĕнчен килсе куракансемшĕн Шупашкарта питĕ хаклă палăксем пур. Çакна вĕсен сăмахĕсем лайăх çирĕплетеççĕ.

Анне палăкĕ — Шупашкарăн çеç мар, пĕтĕм Чăваш Енĕн символĕ. Ăна 2003 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче уçнăччĕ. Скульпторĕ — Владимир Нагорнов. Статуя постаментпа пĕрле 46 метр çӳллĕш. Ун çине икĕ чĕлхепе: «Килĕшӳпе юратура пурăнакан ачамсем пиллĕхлĕ», — тесе çырнă. Монумента Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава сăвапланă. Ку монумент пирки хăйсен шухăшне пĕлтерекен нумай. Сăмахран, Данил Капитонов çапла палăртать: «Палăка пилĕк çăлтăрпа пахаланă пулăттăм. Мĕншĕн? Монументлăхшăн. Кунашкалли тĕнчере урăх нихăш халăхăн та çук. Хĕрарăма сума сунăшăн. Тата хăш халăх хĕрарăмне амазонкăсемпе танлаштараççĕ? Палăка ӳкерме питĕ меллĕ, вăл кирек хăш кадра та лекет, Атăл леш енчен ӳкерсен те. Халăхлăхпа палăрать. Ăна тума чăвашсен авалхи йăлипе укçа пуçтарнă. Чуна пырса тивнипе те уйрăлса тăрать. Никам та ун çывăхĕнчен лăпкăн иртсе каяймĕ». Самарта пурăнакан йăхташ Надежда Осипова монумента çапла йышăнать:

— Анне палăк аллисемпе пĕтĕм хулана хăйĕн ытамне илет, Шупашкара пил парса ăна пĕтĕм начар япаларан, пулăмран сыхлать, упрать. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Тăван чĕлхе Чечняран чĕрĕ таврăнма пулăшнă

«Çамрăк чухне шухăшсем урăхларахчĕ. Чăвашлăх та, истори те кирлĕ пулман», — тет Владимир Ярухин. Отставкăри подполковник халĕ тăван тăрăхĕнче, Тутарстанри Çĕпрел районĕнче Çĕнĕ Упи ялĕнче, куллен усăллă ĕçсем тăвать: ĕлĕкхи йăласене чĕртес, çамрăксене патриот воспитанийĕ парас тĕлĕшпе тăрăшать.

Аслашшĕн сăмахĕ чăна килнĕ

Хăй вăл çемйипе Чĕмпĕрте пурăнать. Облаçра чăваш йышлă, хулара ун пекех мар. Çапах вĕсем пĕр-пĕринпе çывăх хутшăнаççĕ. 70 çухрăмри тăван ялне Çĕнĕ Упине Владимир Егорович тăтăш çӳрет. Ярухинсем 9 пĕртăван, 7 ывăл та 2 хĕр, ӳснĕ. Владимир Егорович аваллăхпа кăсăкланма тытăннинче асламăшĕн тӳпи пур. Мария Петровна, 1903 çулта çуралнăскер, Упи пасарĕ епле кĕрлесе тăни пирки, унта Китайран, Вăтам Азирен сутă тума тĕвепе килни çинчен каласа кăтартнă. Асламăшĕ пасарта хăш ретре мĕн сутнине те астунă, Володьăна çавсене ӳкерттернĕ. Мăнукĕ ку енĕпе пултаруллă пулнă.

«Ӳссен кам пуласса ваттисем ăçтан пĕлнĕ-ши? Асатте мана: «Офицер пулатăн!» — тетчĕ. Аппа врач профессине алла илесси пирки калатчĕ», — унăн сăмахĕсем чăна килнине палăртрĕ Владимир Ярухин. Сăмах май, вĕсен йăхĕнчи 43 çын медицинăра вăй хурать. Аслашшĕ Пантелеймон Александрович колхозăн пĕрремĕш ветфельдшерĕ пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен вăл 1943 çулта аманса таврăннă. Колхозра имшер лашасемпе ака-суха мĕнле тумалла? Ветфельдшер сĕннипе тихасене халăха валеçсе панă. Вĕсене мунчара тасатса çуса, хăйсем çиес çăмартасене парса ура çине тăратнă. Çуркунне акара çине тăрса ĕçленĕ те тыр-пул ăнăçлă туса илнĕ. Владимирăн ашшĕ Егор Пантелеймонович та ветеринара вĕреннĕ, колхоз председателĕ пулнă. Амăшĕ — ахаль колхозница. Çынсем начар ан шухăшлаччăр тесе ĕçлес енĕпе халăхран юлман. Сахăр кăшманĕ икĕ тӳпе илнĕ. Вĕсен ывăлĕсем ĕçе тиркемен — урай та çунă, кĕпейĕм те якатнă...

Владимирăн пиччĕшĕ Константин Ярухин аптекăра ĕçленĕ, Муркаш районĕнчи Йӳçкассинче кил-çурт çавăрнă. Пĕрремĕш мăшăрĕнчен уйрăлнă хыççăн асламăшĕ ăна пĕччен пурăнтарасшăн пулман, шăллĕсенчен пĕрне ун патне яма сĕннĕ. 7-мĕш класран вĕренсе тухнă Владимир çине шăпа ӳкнĕ. 8-10-мĕш классене вăл Йӳçкассинче вĕреннĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕ аванах пурăннă, черетленсе апат пĕçернĕ, кил-çуртра тирпейленĕ, япала çунă. Сăмах май, Константин Егорович халĕ 70-тен иртрĕ ĕнтĕ. Вăл ЧР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, районта аптекăсем тытса тăрать.

Владимир ĕç тата рисовани учителĕ пулас ĕмĕтпе Шупашкарти пединститута килнĕ. Çавăнта туслашнă Йĕпреç ачи унăн пуçне йăлт арпаштарнă. Çĕнĕ Шупашкарта газосварщике вĕренме чĕннĕ. Ăна итлесе вăл пединститутран документсене илнĕ те тăван ялне çул тытнă. Вĕсем патне шăпах хăнана иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ пынă. Калининград облаçĕнче Балтийск хулинче тинĕс çарĕн училищинче преподавательте ĕçлекенскер Володьăна унта вĕренме чĕннĕ. Вăл килĕшнĕ. Салтак служби вăрттăн çарсенче иртнĕ май 7 çул унăн çĕршыв тулашĕнче ĕçлеме юраман. «Мореходкăра» вăл шăпах чикĕ енне ишес енĕпе вĕреннĕ. Виза хупăнсан унăн умне: «Ăçта каяс?» — ыйту тухнă. Салтакран таврăнсан Владимир та аппăшĕ патне хăнана Чĕмпĕре çитнĕ. Участковăйра тăрăшакан йыснăшĕ яша милицие кайма сĕннĕ. Хайхискер çийĕнчех ĕçе вырнаçма кайнă. Кадрсен пайĕнче вăй хуракан пĕлĕшĕ ăна вĕренме кайма ӳкĕтленĕ, Брянскри милици шкулне янă. Вăл вĕреннĕ вăхăтра, 1986 çулта, Чернобыльте пулнă авари тĕнчене кисретнĕ. Инкеке сирме милици шкулĕн курсанчĕсене те янă, хăй ирĕкĕпе паллах. Унта авланманнисене яма тăрăшман. Анчах ку тĕслĕхре урăхларах пулнă: çемье çавăрнисем юлнă, мăшăрланманнисем кайнă. Телее, Чернобыль Владимир Ярухинăн сывлăхне сиен кӳмен. Çав çулах вăл авланнă. Мăшăрĕпе иккĕшне Турă виçĕ хĕр парнеленĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.